Комментировать

19 Сен, 2024

Чăваш хĕрарăмĕ 36 (1366) № 19.09.2024

«Çапăçура пуç хунă юлташсем тĕлĕкре курăнаççĕ»

Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Муркаш округĕнчи Олег Ершов, йĕрке хуралĕнче вăй хураканскер, çав кунах çапăçу хирне тухса кайма хатĕр пулнă. Анчах ĕçпе наччасра сыв пуллашма май килменрен тăхтама тивнĕ. Пĕлтĕр тĕллевне пурнăçланă вăл: контракт çырса СВОна кайнă. Нумаях пулмасть 37 çулти чăваш пăхаттирне Жуков медалĕпе тата Георгий хĕресĕпе наградăланă. Тăван çĕршыв хӳтĕлевçи хальхи вăхăтра операци хыççăн реабилитаци тухать, унпа тĕл пулма май килчĕ. Сăмахне вăл пурнăçне çарпа çыхăнтарнинчен пуçларĕ.

Яланах малти линире

— Салтак атти тăхăнма вăхăт çитсен хĕсмете хам ирĕкпе кайрăм. Çакăншăн диплома палăртнă вăхăтран маларах хӳтĕлерĕм, ятарласа автомеханик-водителе вĕренсе права илтĕм. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă вăхăтра çар пурнăçĕ кăмăла кайнине туйрăм. Кайран киле таврăнсан тӳрех йĕрке хуралне ĕçе кĕтĕм. 16 çула яхăн тăрăшрăм унта, аслă лейтенант званине тивĕçрĕм. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан манăн унта каймаллине ăнлантăм. Чылай юлташ лереччĕ… Манăн та чун чăтмарĕ. Тăван çĕршыв йыхравласан айккинче мĕнле юлăн? Ăна хӳтĕлесси — пирĕн тӳрĕ тивĕç. Икĕ çывăх туспа, Çĕрпӳ тата Шупашкар çамрăкĕсемпе, контракт çыртăмăр. Пурте 247-мĕш штурмпа десант полкĕн ретне тăтăмăр. Штурмовиксем яланах малти линире. Эпир хамăра мĕн кĕтнине пĕлсех кайнă унта. Контракт çырнине çывăх çынсене пĕлтермен, СВОна каймалли кун çеç аннене каларăм. Атте ку тĕнчере çук ĕнтĕ халĕ. Анне пăшăрханчĕ паллах, ăсату куççульсĕр иртмерĕ. Лере çитсен малтанхи сехетсенче шикленӳ тыткăнларĕ, анчах хăвăртах сирĕлчĕ. Эпĕ кун пек лару-тăрăва пуçласа курман. Салтакра служба тухнă вăхăтра та, кайран ĕçленĕ чухне Чечняра та пулнă… Тусăмсемпе пĕр взвода лекеймерĕм, шел. Маншăн унта нимĕн хăрушши те çук, этем теме те хăнăхать. Хамшăн мар, пĕрле тăшмана хирĕç кĕрешекен атьсемшĕн ытларах шикленетĕп. «Хĕрӳ точкăсенче» пулса курнисемпе пĕрлех хăйĕн ирĕкĕпе СВОна кайнисен йышĕнче салтак атти тăхăнманнисем те пур. Вĕсемшĕн ытларах пăшăрханатăн. Сăмах май, чăваш салтакĕсене хисеплеççĕ унта, мĕншĕн тесен вĕсем яваплă, ĕçрен хăраканскерсем мар. Эпĕ — водитель, салтаксене тĕрлĕ çĕре тĕрĕс-тĕкел илсе çитересси — манăн яваплăх. Реабилитацие ярас умĕн взвод командирĕн тивĕçĕсене шанса пачĕç. Пĕррехинче задание пурнăçлама 24-ăн кайрăмăр. Виççĕшĕ аманчĕ. Çав операцирен çухатусăр тухрăмăр. Командирсем вара эпир пуç хунă тесе шухăшланă, пурте сывă таврăнса вĕсене тĕлĕнтертĕмĕр, савăнтартăмăр. Паллах, яланах ун пек ăнăçлă пулмасть. Пĕр заданире веçех пурнăçланăччĕ ĕнтĕ, анчах тăшман дронĕсем пире асăрхарĕç, пеме пуçларĕç. 4 кун эпир ниçта та тухайман, пуç çĕклеймен. Атака питĕ вăйлă пулчĕ. Ун пек чухне пытанса çеç лармалла. Снарядсем чарăнми вĕçрĕç, сирпĕнчĕç. Эпир пĕр çурта кĕнĕччĕ, ăна та аркатма тапратрĕç, юлашкинчен фосфорлă бомба пăрахрĕç. Пӳрте наччасра çулăм хыпса илчĕ. Юрать, эпир самант маларах тухса тарма ĕлкĕртĕмĕр. Тĕрĕссипе, унта тек тăма та май çукчĕ, минометран питĕ хытă печĕç. Телее, пирĕн тĕле пĕчĕк путвал пулчĕ, унта кĕрсе лартăмăр. 1,5;2 метрлăскерте улттăн виçĕ кун пултăмăр. Апат çимен, юрать, пĕрле шыв илнĕччĕ, ăна пайласа кăштах ĕçрĕмĕр. Пурăнас килнĕ чухне апат пирки шухăшламастăн. Чи кирли — сывă юласчĕ. Путвала тăшмансем пĕрмай пенĕрен стенасем йăтăнса анма пуçларĕç. Хӳтĕленмелли тепĕр вырăна чупрăмăр. Унта пирĕн салтаксем пурччĕ. Эпĕ малтан путвала туссене кĕртрĕм, хам алăк патĕнчи картлашка çине лартăм. Унччен те пулмарĕ, тăшмансен «кайăкĕ» вĕçсе килчĕ — гранатăпа. Снаряда шала пăрахасшăн пулчĕ, анчах вăл /тав Турра/ тулаш енне ӳкрĕ. Граната сирпĕнчĕ те стена ман çине йăтăнса анчĕ. Сулахай ен йăлтах хупланчĕ. Ишĕлчĕксем айĕнчен «Дед» позывнойлă юлташ туртса кăларчĕ. Ун чухне манăн ура тата алă шăнăрĕсем сиенленнĕ иккен. Анчах тӳрех госпитале каймарăм: «Манăн нимĕн те хуçăлман-çке, хамăн тивĕçсене пурнăçлама пултаратăп», — тесе хирĕçлерĕм. Уксахласа утрăм. Çакна пула заданисене каяймарăм, аманнисене эвакуацилес ĕçе хутшăнтăм. Кайран, икĕ уйăхран, хама япăхрах туйма пуçларăм, урана васкавлăн операци тумалли пирки пĕлтерчĕç. Вăл Мускаври госпитальте иртрĕ, кайран реабилитацире пултăм. Вăхăт иртсен хулпуççие те операци тумаллине каларĕç. Анчах унччен кĕтмелле. Манăн çак вăхăт çитессе кĕтес килмест, туссем патне каймалла. Задание вĕçлесен эпир çынсем пăрахса кайнă çуртсенче пурăнатпăр, вĕсене маскировка тăватпăр, паллах. Ытлашши тухса çӳреме юрамасть унта. Тумтире çуса тасататпăр, кăштах сывлăш çавăрса илетпĕр. Электричество çук ун пек ялсенче. Генераторпа усă куратпăр. Анчах унпа та асăрханмалла. Сивĕ çанталăкра окоп çуртисем пулăшаççĕ, ăшăтаççĕ. Вĕсене волонтерсем илсе килеççĕ. Позицисенче ĕçленĕ вăхăтра блиндажсенче кун кунлатпăр. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   


«Ывăлăн кăмăлне куçĕнчен пăхсах туятăп»

Людмила Яганова — телейлĕ хĕрарăм. Мăшăрĕпе виçĕ пăхаттире çуратса çитĕнтернĕ, тĕрĕс воспитани парса ура çине тăратнă. Урăхла пулма та пултараймасть-тĕр. Ара, Людмила Валериановна пысăк стажлă вĕрентекен-çке — 39-мĕш çул шкул сукмакне такăрлатать. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те юратнă ĕçрен уйрăлман-ха вăл.

Шикленме те пĕлмен

Шупашкар районĕнчи пĕчĕк ялта, Хураçырмара, кун çути курнăскер вăхăт çитсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. «Пирĕн тăвансен хушшинче педагогикăпа çыхăннă çынсем пур, çав шутра палăрнисем те. Шкулти вĕрентекенсем те тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ, ырă кăмăллăччĕ вĕсем. Çавăнпах-ши аппапа иксĕмĕр вĕрентӳ тытăмне суйларăмăр. Вăл пурнăç тăршшĕпе пуçламăш классене пĕлӳ тĕнчин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ, халĕ — тивĕçлĕ канура. Вĕрентекен ĕçĕ яланах хисепре пулнă. Тепĕр тесен, ватăлма та памасть вăл. Ачасем хушшинче çулсем иртни сисĕнмест», — калаçăва пуçарчĕ вăл. 17 çулта ялтан хулана вĕренме каясси, хăй тĕллĕн пурăнма тивни вуçех шиклентермен ăна. Пĕр шутласан сăлтавĕ те пулман: аслă пĕлӳ илме пĕччен мар, пĕр класри хĕрсемпе çула тухнă Людмила. Хула çывăхĕнче пурăннăран кашни эрне вĕçĕнче яла васканă вăл. Çамрăкскере Шупашкарта пурăнакан аппăшĕ те пулăшнă. «Ун чухне шикленме те пĕлмен пулĕ, хамăра кура хастар пулнă», — йăл кулчĕ хĕрарăм — Студент вăхăчĕ лайăх иртрĕ, ырă та хаваслă самантсемпе кăна асра юлчĕ. Паян тесен паян çĕнĕрен студент пурнăçне таврăнма хатĕр эпĕ. Çынпа пĕрле конкурссене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă. Ака уйăхĕнче Владимир Ленина халалласа ирттерекен чупу çеç мĕне тăратчĕ! Романтика вăхăчĕ-çке-ха вăл студентлăх. Ял хуçалăх ĕçне те явăçтарнă пире: çĕр улми, хăмла пуçтарма илсе каятчĕç. Ахаль ларман». Людмила аппăшĕпе çитĕннĕ. Ашшĕ колхозра, амăшĕ больницăра санитаркăра вăй хунă. Вĕсем тăтăшах ĕçре пулнă май хĕрачасене асламăшĕ тимленĕ. Ватă çын ăс-хакăлне, вăл вĕрентнине ăса хывса çитĕннĕ вĕсем. «Аттепе анне пире пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. «Мăн кăмăллă пулмалла мар, çынпа тарават хутшăнмалла, чĕлхе енчен те, кĕлетке тĕлĕшĕнчен те таса, тирпейлĕ тытмалла хамăра. Ĕçрен хăрамалла мар. Ĕçлени çыншăн пулсан та вĕренни хăвăрăшăн», — ăс паратчĕ асанне. Кирек мĕнле ĕç пурнăçра кирлĕ пулать тенĕ вăл. Ывăлсене те çапла вĕрентрĕмĕр: ку — хĕрарăм, ку арçын ĕçĕ тесе уйăрман. Вĕсем тумтирне те çунă, апат та хатĕрленĕ. «Кама качча илсе савăнтарĕç-ши ман ывăлсем?» — çапла шӳтлеттĕм ачасен тăрăшулăхне кура. Халĕ мăнуксене те тĕрлĕ ĕçе явăçтарас килет. Пĕлĕве йăтса çӳремелле мар вĕт, вĕренни çăкăр ыйтмасть», — малалла тăсăлчĕ калаçу. Кашни ачашăн пăшăрханать Чылайăшĕ студент çулĕсенче хăйĕн юратăвне тĕл пулать. Хураçырма пики те шăпа пӳрнĕ çынпа аслă пĕлӳ илнĕ вăхăтра паллашнă. Физкультура енĕпе вĕренекен Юрийпе Людăн юратăвĕ — пĕрре курсах çурални мар, черчен туйăм майĕпен вăранса вăй илнĕ. Институтпа каччăран маларах сыв пуллашнă хĕре Тăвай районне распределенипе ĕçлеме янă. Унта пĕр çулталăк ытла ачасене вĕрентнĕ çамрăк учительница. Кайран, Юрий диплом илсен, çамрăксем çывăх тăванĕсене туй кĕрекине пухнă. Людмила Валериановна Патăрьел тăрăхĕн кинĕ пулса тăнă, унтах, мăшăрĕн çуралнă ялне куçнă. «Малтанхи вăхăтра тăван килтен аякра пулма тивнишĕн кулянаттăм та, чун ырататчĕ. Çĕнĕ вырăнта çыннисем те, калаçу манерĕ те, йăли-йĕрки те урăхла-çке-ха. Пурăна киле хăнăхрăм, паллах. Çурт лартрăмăр, ачасене çитĕнтертĕмĕр. Мăшăрпа эпир пĕрле ура çине тăнă темелле, — чунне уçрĕ Аслă Чемен ялĕнче пурăнаканскер. — Хамăр профессисемпе ĕçлерĕмĕр: вăл физкультура вĕрентекенне вырнаçрĕ, эпĕ ачасене вырăс чĕлхипе литературине ăса хывма пулăшрăм, пулăшатăп та. Эпĕ çемçе кăмăллă çын, шăпăрлансемпе вара çирĕпрех пулмалла. Йăвашлăха пула шар курни те пулнă, пуçтахрах вĕренекенсем кашни шкултах пур-тăр. Паллах, опыт пухăннă май унашкаллисемпе те пĕр чĕлхе тупатăп. Эпĕ çапла шухăшлатăп: учитель вăл ну-у-умай ачаллă амăшĕ. Кашни вĕренекен шăпишĕн яваплă эпир. Шкул тапхăрĕнче кăна мар, малашнехи пурнăçĕнчи утăмĕсемшĕн те пăшăрханатăн е савăнатăн. Вĕрентнĕ май амăшĕн пилне те паратăн. Хĕрарăм телейĕ амăшлăхран килет теççĕ, эппин манран телейли те çук темелле. Турă мĕн ыйтнине панă мана, ăна тав тумалла çеç». Çемье чăмăртансан çулталăкран Ягановсен килĕнче пĕрремĕш ача сасси янăранă. Ывăл. Ăна Алексей ят панă. Ун хыççăн Николай, кайран Валерий çуралнă. «Виççĕшĕ те Тăван çĕршыва юрăхлă çитĕнчĕç, хĕсметре пулчĕç. Лешăпа Коля — спецназра, Валера ракета çарĕсенче служба тухрĕç. Епле-ха мăнаçланмăн вĕсемпе? Ывăлсемшĕн нихăçан та пите хĕретме тивмен, сивĕ сăмах та илтмен вĕсенчен. Арçын ачасем пулнăран-ши вĕсем ашшĕпе çывăх хутшăнаççĕ, пĕрле тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе яваççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе питĕ хавхаланатăп. Пире, амăшĕсене, телейлĕ пулма нумай кирлĕ мар — ачасем сывă та тĕрĕс-тĕкел пурăнччăр çеç», — каласа кăтартрĕ çемье ăшшин управçи. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


Видеокамера умĕнче хăйне шыври пулă пекех туять

«Манăн ĕç — паянхи хыпарсене çутатасси çеç мар, куракансен кăмăлне ирех çĕклесси те», — тет Дарья Григорьева телеертӳçĕ. 23 çулти чиперук телекуравра çулталăк ытла ĕçлет ĕнтĕ. Пĕлтĕр Хусанти федераци университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăнах Чăваш патшалăх телерадиокомпанине ĕçе вырнаçнă вăл. Хĕре тӳрех вырăсла тухса тăракан «Утро Чувашии» кăларăма ертсе пыма шаннă.

Кадет та пулнă Дарья Чăваш Енĕн тĕп хулинче çуралса ӳснĕ. «Шупашкара питĕ юрататăп пулин те шкул вăхăтĕнче Хусана е Мускава кайма шухăш пурччĕ. Телекурава ĕçлеме вырнаçас текенсемшĕн эпĕ вĕреннĕ университет чи лайăххи шутланать. Çавăнпа та çак аслă шкула суйласа илтĕм. Хусантах юлăп тенĕ çĕртех Шупашкара таврăнма тӳр килчĕ. Тăван енĕн культури чуна çывăхрах, кунта çынсем ырăрах. Хусанти пурнăç ман валли маррине студент çулĕсенчех ăнкартăм», — терĕ çамрăкскер. Чиперкке 1-5-мĕш классенче Шупашкарти милицин генерал майорĕ В.А.Архипов ячĕллĕ кадет шкулĕнче ăс пухнă. «Çирĕп графике пăхăнса пурăннă хыççăн хамăн ирĕкпе 50-мĕш шкула куçрăм. Эпĕ яланах çынсен умĕнче калаçма кăмăллаттăм. Шкулта пĕлӳ илнĕ вăхăтра унти тата айккинчи театр кружокне юратса çӳреттĕм. Линейкăсем ертсе пыраттăм, шкулти спектакльсем валли сценарисем çыраттăм. Пирĕн режиссер питĕ маттур çынччĕ. Акăлчан чĕлхине аван пĕлекенскерпе ĕçлеме питĕ кăсăклăччĕ. Эпĕ мĕн пĕчĕкрен актриса пулма ĕмĕтленеттĕм. Шкулти режиссер каланă тăрăх, кун пек профессиллĕскерсем — çынна час юратса пăрахаççĕ. Çакна пĕлнĕ хыççăн шухăш улшăнчĕ. Телекурава лекес тесен масс-медиа енĕпе ĕçлесен те юрать-çке. Телеертӳçĕ пулас шухăш çапла çуралчĕ те. Университета вĕренме кĕме 100 вырăн çеçчĕ. Унта ăс пухас текенсен шучĕ вара пин ытла. Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ абитуриентсен хушшинче вĕренме кĕнисен списокĕнче хама курсан çав тери савăнтăм. Тӳлевсĕр ăс пухмалли вырăн пачах та пулман. Çак списока лекме шанчăк çукпа пĕрехчĕ темелле. «Телекурав» тата «Телепроизводство» специальноçсене алла илтĕм. Студент çулĕсенче Мускавран килнĕ специалистсем мультфильм сăнарĕсем пек калаçма пултаракансене шыратчĕç. Ушкăнри 11 çынран мана суйласа илчĕç. Çапла эпĕ 1-мĕш курсра пуçласа шалу илсе куртăм. 5 минутра 10 пин тенкĕ ĕçлесе илни питĕ лайăх тесе шухăшлатăп. Университетра питĕ вăйлă хатĕрленĕ пире, эпир 26 видеокамера умĕнче калаçнă. Кун хыççăн телекураври 1 камера умĕнче ĕçлесси пачах та йывăр мар. <...>

Валентина СЕЛЕНИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.