Çамрăксен хаçачĕ 36 (6537) № 19.09.2024
«Асатте мана пĕчĕк чухнех ташлаттарнă»
Шкул хыççăн фермăна ĕçе кĕнĕ хĕр хореограф пуласса шухăшламан та. Халĕ Татьяна Леонтьева — Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн артистки. Ташăçă пулма йывăр-и е çăмăл-и? Çак ыйтусем тавра калаçрăмăр паянхи хăнапа.
Хусанта пĕлÿ илнĕ
— Татьяна, калаçăва чи кăмăллă самантран пуçлар-ха. Кăçал юпа уйăхĕнче эсĕ Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕнче ĕçлеме пуçланăранпа 25 çул çитет. Саламлатăп!
— Тавтапуç. Ача чухне çак сумлă ансамбле лекетĕп тесе шухăшлама та пултарайман. Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче пĕлÿ илтĕм. Вĕреннĕ вăхăтра студентсемпе ансамбль концерчĕсене курма çÿреттĕмĕр. Юрлани, ташлани питĕ килĕшетчĕ. 1994 çулта Хусанти патшалăх искусствăсемпе культура академине хореографи енĕпе вĕренме кĕтĕм. Кайран направленипе тăван тăрăха килтĕм, Çĕрпÿ районĕнчи культура çуртне ĕçе кĕтĕм. Кăштахран Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче ташлакансен ушкăнне йĕркеленине пĕлтĕм. Унта çитрĕм. Манăн ăсталăха илемлĕх ертÿçипе Юрий Васильевпа Александр Ангаров балетмейстер тĕрĕслерĕç. Илчĕç. Пĕр вăхăт харăсах икĕ çĕрте вăй хутăм. Александр Ангаров ташă искусствинчи чылай вăрттăнлăха уçса пачĕ.
— Хусанта ăс пухнă чухне чăвашла ташлама вĕрентрĕç-и?
— Çук паллах. Академире тутар культурине ăса хыврăмăр. Йывăрччĕ, çапах веçех чăтса ирттертĕм. Укçа-тенкĕ çитсе пыманран занятисем хыççăн шкулта ачасене ташлама вĕрентеттĕм. Çапла 4 çул ĕçлерĕм. Пирĕн вăхăтра тумланас енчен те çăмăлах марччĕ. Хусан пасарне тумтир туянма çÿреттĕмĕр. Аттепе анне эпир хамăра шанса пурăннăшăн савăнатчĕç. Вĕсем панă ăспа пурнăç çулĕ çинче çирĕп тăратăп.
— Мĕнле çемьере ÿснĕ эсĕ?
— Эпир виççĕн çитĕнтĕмĕр. Тете манран 4 çул аслă. Чĕмпĕрте географи вĕрентекенĕн профессине алла илчĕ. Ялта пурăнать. Шăллăм 11 çул кĕçĕнрех. Вăл та ялта тĕпленчĕ, пысăк çурт лартрĕ.
— Манăн шухăшпа, ялтисенчен чылайăшĕ хореограф ĕçне питех ăнланмасть. Вĕсем çĕр çинче ĕçлеме хăнăхнă-çке-ха.
— Эпĕ те шкул хыççăн ялти фермăра çулталăк ытла ĕне пăхрăм. Пĕр класра вĕреннисенчен чылайăшĕ хулана вĕренме кайрĕ. Эпĕ вара тăван «Спутник» совхоза çĕклеме ялтах юлтăм. Тусăмпа Ольга Назаровăпа 50 ĕне пăхаттăмăр. Эпĕ 18 çулта кăначчĕ. Ĕнесене иксĕмĕрех пăрулаттараттăмăр. Сума та ÿркенмен. Ирхи 4 сехетре ĕçре пулнă эпир. Халĕ никама та ун пек ĕç сунас килмест. Юрать, шалу аванччĕ. Ун чухне эпĕ ялтан тухса та курман. Çире фуфайка пулнă. Çĕнĕ япала туянни маншăн чăн-чăн уявччĕ. Анне Лидия Петровна пĕр хушă аслă экономистра, совхоз директорĕнче вăй хунă. Декретран тухсан профессине улăштарнă. Атте Вячеслав Федорович тĕп механикре тăрăшрĕ. Халĕ иккĕшĕ те 80 çул урлă каçнă. Эпир, ял ачисем, ĕçлесе çитĕннĕ. Атте-анне мĕн хушнă, çавна веçех тунă. Çуллахи каникулта асаттепе асаннене пахчара, кил хуçалăхĕнче ĕçлеме пулăшнă. Кукамайпа кукаçи патне те çитнĕ. Çывăх çынсем хăна пăхма юрататчĕç. Пур уява та пирĕн патра ирттернине ас тăватăп. Атте купăс калатчĕ, эпир такмак шăрантараттăмăр. Чунран савăннă.
— Мĕншĕн хореограф профессине суйлама шухăшланă-ха эсĕ?
— Асатте те купăсçă пулнă. Суккăр пулсан та купăса аван туйнă. Пĕчĕк чухне вăл мана ялан ташлаттарнă. Шел, хам çакна ас тумастăп. Эпĕ епле ташланине, тапăртаттарнине хăлхапа итлесе аван туйнă вăл. Мана питĕ юратнă тет. Асатте вилсен эпĕ татăлса макăрнине каласа паратчĕç аслисем. Ялти фермăра çулталăк ĕçленĕ хыççăн пĕр тусăм Ленинграда /халĕ Санкт-Петербурга/ садике нянечкăра ĕçлеме чĕнчĕ. Каяс терĕм, пысăк хула курас килчĕ. Ачасем мана питĕ юратрĕç. Кайран ĕçрен кайнă чухне вĕсенчен хурланса уйрăлтăм. Пĕрре отпуска яла килсен паллă композитор, манăн вĕрентекен Гурий Алексеев çапла каларĕ: «Таня, эсĕ вĕренме шухăшлатăн-и? Çут ĕç училищинче хореографсене вĕрентекен уйрăм пур, çавăнта кайса пăх-ха, хăвна тĕрĕсле». Пăхма тесе çеç кайрăм. Хореографи вĕрентекен Людмила Нянина мана ташласа кăтартма ыйтрĕ. Килĕшрĕ пулмалла, экзаменсем тытма сĕнчĕ. Студент сакки çине ларсан занятисене тулли кăмăлпа çÿрерĕм. Ташланăçемĕн ташлас килетчĕ. Училище хыççăн Хусана çул тытрăм.
— Унта вĕреннĕ вăхăтра чăваш ташшисемшĕн тунсăхларăн пуль?
— Пире питĕ ăнчĕ. Фольклорпа ĕçлекен Елена Токшикова тăрăшнипе эпир, академири чăваш ачисем, пĕр ушкăна пухăнтăмăр. Чăвашла юрласа ташлакан ушкăн пулса тăчĕ. Чăваш ялĕсене концертпа çÿреттĕмĕр. Пире чăтăмсăррăн кĕтетчĕç. Пĕр чăваш ялне концертпа килсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр. Клубра сцена пур, çутă та таса, анчах залра пĕр пукан та çук. Репетици хыççăн урама тухсан кунта концерт мĕнле лартмалла тесе шухăшласа тăнă вăхăтра ял çыннисем пукан йăтса клубалла утнине асăрхарăмăр. Халăх пире аван йышăнчĕ.
— Ансамбль репертуарĕ питĕ пуян.
— Унта вырнаçсанах концертсенче 8 мăшăр ташлаттăмăр. Çамрăк пулнă. Ташăсене çăмăллăн ас туса юлнă. Аслисем пулăшатчĕç. Алимовсене тав. Паянхи кун «Линкка-линкка» ташă уйрăмах чуна выртать. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Хăш-пĕр ашшĕн куççуль тухрĕ»
Наталия Яркеева сывлăх енчен хавшак ачасем йăл кулнине курсан питĕ савăнать. Çавăнпах вăл республика шайĕнче сусăр ачасене ÿстерекен çемьесен хушшинче «Эпĕ тата манăн çемье» конкурс йĕркелеме шухăшланă та. Вăл кăçал Шупашкарта пĕрремĕш хут иртнĕ.
Сывлăх енчен хавшак ачана ÿстересси çăмăл мар пулнине Наталия Яркеева каласа панинчен кăна пĕлмест. Унăн ывăлĕ те Георгий кÿмепе çÿрет. Сывă çуралнă ача 2 çулта чухне чирлесе ĕмĕрлĕхех сусăрланса юлнă. Паллах, малтанах амăшне çакна йышăнма ансат пулман. Анчах пурăна киле Наталия Витальевна унчченхи пекех пурнăçпа киленме пуçланă: ку — приговор мар-çке-ха. «Сывлăх енчен хавшак ачана ÿстерекен амăшĕсенчен чылайăшĕ çын çине тухма вăтанать, ытларах килте ларать. Шел те, йывăрлăхсене чăтаймасăр ачан ашшĕ çемьерен кайнă тĕслĕхсем те пур. Сусăрсене ыттисенчен уйăрмалла мар. Вĕсем — чи телейлĕ ачасем, хăйсен туйăмĕсене чунран кăтартма пĕлеççĕ, пурнăçа юратаççĕ. Ирхине тăрсан ывăлăн йăл куллине куратăп та савăнатăп. Пирĕн вĕсенчен пурнăçпа киленме вĕренмелле. «Çак конкурса мĕншĕн йĕркелес терĕн?» — тесе ыйтать манран нумайăшĕ. «Манăн хамăн ача сусăр», — тесе хуравлатăп та питĕ тĕлĕнеççĕ. Ĕненмеççĕ. «Эсĕ пурнăçа ÿпкелесе калаçнине нихăçан та илтмен-çке эпир», — теççĕ. Килте мана çавăн пек пирĕшти кĕтнĕ чухне епле ÿпкелешĕнха? Мĕн чухлĕ вăй парать вăл мана!» — хавхаланса калаçрĕ Наталия Витальевна. Ун çине пăхатăн чăнах та тĕлĕнетĕн: мĕн тери хитре, телейлĕ хĕрарăм вăл! Ăна мăшăрĕ Николай питĕ пулăшать, яланах хавхалантарать. «Парăнма ан хăй, малаллах кай», — тет вăл арăмне. Ăна вăй парса тăрать. Çемьере укçа ытларах ĕçлесе илекенни те вăлах. Ачана сиплеме, реабилитаци тума укçа сахал мар кирлĕ-çке-ха. «Ĕненме те йывăр, анчах çак конкурс пулăшнипе ашшĕ çемьене каялла таврăннă тĕслĕх пĕрре мар пулчĕ. Вĕсем эпир пĕрле пуçтарăнса савăннине кураççĕ, вăхăта килте ларса кăна мар, хаваслă та ирттерме май пуррине, хавшакрах ачасем те ыттисемпе танах пулнине ăнланаççĕ. Нумайăшĕ сусăр ача çуралсан килте «хупăнса» ларать-çке-ха. Лукияновсенех илер. Ашшĕ хĕрне мĕн тери юратса пăхать, куç илмест. Кун пек çемьесенчен тĕслĕх илмелле», — малалла калаçрĕ Наталия Яркеева. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш эстрада юрăçи Антонина Лукина конкурса йĕркелеме нумай пулăшнă. «Ку чăн-чăн паттăр ĕçĕ. Ачасем савăнаççĕ, апла Наталия Витальевна тĕрĕс çулпа пырать. Вĕсен йăл куллине курса хăй çичĕ хут ытларах савăнать», — çапла пĕлтерчĕç конкурс хыççăн мана», — калаçăва хутшăнчĕ Антонина Владимировна. «Пĕчĕк уяв кăна пулчĕ темелле. Анчах мĕн чухлĕ çын пулăшрĕ! 56- ăн. Шупашкар хулин депутатсен пухăвĕн депутачĕ Максим Гребенкин, «ЮТВ» телекомпанин тĕп директорĕ Юрий Гурьянов, Надина, Лариса Прусс, Алина Макарова, Виктор Шамбулин, Сухаиб Шехадех, Светлана Сергеева, Роза Беляева, Михаил Ăраскал, Светлана Печникова, Данила Ленский, Виктор Петров, Алена Акăшпи, Петр Эткеров, Наталия Боркина, Рамиль Давлетшин… Валентина Тимофеева чейкофе хатĕрлеме пулăшрĕ, Галина Иванова картинăсемпе тата рамăсемпе тивĕçтерчĕ, Жанна Ревина сертификатсем туса пачĕ. Нихăшĕ те хирĕçлемерĕ. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Альбина Юрату, анне, упăшка, Антонина Лукина малалла ĕçлемешкĕн мана вăй-хăват парса тăраççĕ. Сусăр ачасене ÿстерекен çемьесем çын çине тухма пуçлани, вăтанма пăрахни маншăн пысăк савăнăç. Мероприяти вăхăтĕнче сăнарăм та, хăш-пĕр ашшĕн куçĕнчен куççуль тухрĕ. Савăннипе ахăртнех. Раççейре Çемье çулталăкĕ пулнă май çак конкурса ирттерни пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Ăна кашни çулах йĕркелеме палăртрăмăр. Çак çемьесем телейлĕ пулччăр, ачана ашшĕпе амăшĕ пĕрле ÿстерччĕр тесе тăрăшас килет пирĕн», — хĕпĕртесе калаçрĕ Наталия Яркеева. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Çырмара шыв мар, юн юхнă
Вăрмар округĕнчи Энĕшпуç каччи Александр Петров мăн кукашшĕн вил тăприне 81 çул иртсен шыраса тупнă.
Госпитале пырайман
Юлашки çулсенче Александр Çĕнтерÿ кунне тĕрлĕ хулари мемориал комплексĕнче ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Виçĕм çул вăл юлташĕпе Николайпа Волгоградри Мамай тăвне çитнĕ. Кăçал Тверь облаçĕнчи Ржев хулинчи комплекса чунĕ туртнă. Çакă ахальтен мар. «Мемориал» электрон архивра шыранă тăрăх, унăн мăн кукашшĕ Калинин /халĕ Тверь/ облаçĕнче çапăçса пуç хунă. Хальхинче те Саша тусĕпе çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче çула тухнă та тепĕр кунхине Ржеври парада çитнĕ. «Мăн кукаçи Иван Васильевич Васильев Вăрмар районĕнче Енĕшпуçра çуралса ÿснĕ. Муромри чукун çул техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ялта бригадирта ĕçленĕ. Бронь илнĕскер вăрçа каймасан та пултарнă. Анчах вăл 1942 çулта тăшманпа çапăçма тухса кайнă. Арăмĕ Александра Федоровна 2 ачапа юлнă. Ман кукаçи, Петр Иванович, 1941 çулта çуралнăскер, ашшĕне астумасть. Иван Васильевич вăрçăран таврăнман. Пирĕн ялта çар мухтавĕн музейĕнче унăн купăсĕ, вăрçăран ăсатнă çырăвĕ упранаççĕ. Килте те виç кĕтеслĕ 3 çыру пур. Эпир вĕсен копийĕсене патшалăх архивне патăмăр. Мăн кукаçи чăвашла çырнă. Вăл чĕркуççирен аяларах пуля лекнипе амансан Чулхулари госпитальте 2 уйăх сипленнĕ. Чăваш Енрен инçех мар та, çавăнпа вăл ун патне тăванĕсем килсе каясса шаннă. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче ашшĕ-амăшĕ патне çыру янă. «Санькка, эпĕ сирĕн пата çыру нумай çыртăм, анчах сирĕнтен пĕртте илеймерĕм. Çыру питĕ кĕтетĕп. Сирĕн пата заказной çыру ятăм, сăн чиксе справка ятăм, кала, çитрĕ-и? Ку çырăва Свердловск-Канаш урлă парса яратăп, вăл пирĕн разъездра пăрахса хăварать. Эпĕ утакан пултăм, кĕçех сывалатăп. Анчах та хырăм ыратать, ăна тÿрлетмесĕр каймастăп. Санькка, эпĕ сире килессе питĕ кĕтетĕп. Сантăр пичче килмест-и, ыйт, пĕрле килĕр. Килес пулсан 1 банка пыл илсе килесчĕ. Çăм нуски илсен юрать. Малашне сивĕтет», — тенĕ йĕркесем пур çырура. Анчах ун патне госпитале никам та килеймен. Сывалсан вăл каллех тăшманпа çапăçма кайнă. 1942 çулта юпан 9-мĕшĕнче çырнă çырăвĕ те упранать. Ун тăрăх вăл сывалса тухнă хыççăн каллех çапăçăва кĕнине пĕлтĕмĕр», — каласа кăтартрĕ редакци хăни. Вил тăприне илсе килнĕ Документсем тăрăх, Иван Васильевич Калинин облаçĕнче Богородицкое сали çывăхĕнче иртнĕ хĕрÿ çапăçура 1943 çулта кăрлач уйăхĕнче пуç хунă. Кĕçĕн мăнукĕ унăн вил тăприйĕ çине çитме тĕв тунă. Ржеври парад хыççăн вăл тусĕпе пĕрле çав салана шыраса кайнă. Анчах навигатор ăна кăтартман, ку ял интернетра та тухман. «Райцентра, хула евĕр поселока, Оленинăна, çул тытрăмăр. Вăл Ржев районĕпе юнашарах вырнаçнă. Ман юлташ электрикра ĕçлет те çул хĕрринче подстанци тĕлĕнче чарăнтăмăр. Унта шăпах çынсем пурччĕ. Богородицкое сали пирки ыйтрăмăр — пĕлекен тупăнмарĕ. Диспетчер карттăпа пăхрĕ. Ăçтарах каймаллине кăтартрĕ, унта çынсенчен ыйтма хушрĕ. Вăл кăтартнă яла çитрĕмĕр. Тĕлĕнмелле, кунта газ кĕртмен, йĕри-тавра — вăрман. Кил умĕсенче — вутă куписем. Кайран çул вĕçленчĕ. Уй, вăрман тăрăх 15 çухрăма яхăн асфальтсăр кайса Тархово ялне çитрĕмĕр. Анчах Богородицкое сали пирки калакан тупăнмарĕ. Вара эпир тăванла масар çинчен ыйтрăмăр. Унта вĕсем темиçе те иккен. Ял тепĕр енне каçрăмăр. Мăн кукаçи юлашки çырăвĕнче çак ял тĕлĕнмелле вырнаçни пирки çырнăччĕ: «Яла çырма уйăрать, ун варрипе шыв юхса выртать. Çырма пĕр енче — эпир, тепĕр енче — нимĕçсем». Тÿрех çак йĕркесем аса килчĕç. Тем тесен те, çак вырăнтах пулнă вăл. Çырма тепĕр енне каçсан тăванла масар, палăк куртăмăр. Эпĕ унта çырса тухнă хушаматсен хушшинче мăн кукаçин ят-шывне шырама тытăнтăм. Тупрăм! Васильев И.В. питĕ анлă сарăлнă хушамат та, чăнах вăлах-ши тесе иккĕлентĕм малтан. «Мемориал» электрон архива кĕтĕм. Мăн кукаçипе пĕрле çапăçура пуç хунисен хушшинче пулнă çынсене шырама пуçларăм. Палăк çинчи тата унти списокри тепĕр 2-3 хушамат пĕр килчĕç. Апла пулсан, тĕрĕсех. Масар çинче пирĕн пата икĕ хĕрарăм пычĕ. Вĕсенчен те иртенпех шыранă сала пирки ыйтмасăр тÿсеймерĕмĕр. Вăл халĕ çук иккен. Унран урам кăна тăрса юлнă. Хĕрарăмсем каланă тăрăх, çак вырăнсенче вăрçă вăхăтĕнче уй госпиталĕ пулнă. Аманнисенчен вилекен питĕ нумай пулнă. Шăтăк чавса шаршанĕ-шаршанĕпе пытарнă. Вăйлă çапăçусем хыççăн ялти çырмара шыв мар, юн юхнă. Палăк çумĕнче «Советскому солдату от братьев казахов» тесе çырнă хăюпа илемлетнĕ чечек çыххи куртăмăр. Шăпах çав кун кунта Казахстанран пысăк делегаци килнĕ. Ржев çывăхĕнчи çапăçусенче 2 пин ытла казах çынни пуç хунă. Çак çĕршыв Президенчĕн Касым-Жомарт Токаевăн ашшĕн пĕртăванĕн Касым Болтаевăн ячĕ Трубино ялĕнчи палăк çинче пур. Мăн асатте канлĕх тупнă вырăнти тăпрана хампа пĕрле илсе килтĕм. Пирĕн тăвансем мăн кукамайпа юнашар мăн кукаçи ячĕпе палăк лартнăччĕ, вил тăпри çине çав çĕре хутăм», — малалла тăсăлчĕ пирĕн калаçу. Каччăсем Чăваш Енрен килнине каласан: «Пирĕн те чăвашсем пур кунта! Çырма хĕрринче Ираида Васильевская пурăнать ав», — тесе унăн çуртне кăтартнă. Чăваш хĕрарăмĕн пÿрчĕ ыттисенчен тирпейлĕхĕпе, илемĕпе уйрăлса тăнă. Çул çÿревçĕсем кил умĕнче чарăннă. Кил хуçисем вĕсене чей ĕçме кĕртнĕ. Ирина — Вăрнар тăрăхĕнчен. Улатăрти техникумран вĕренсе тухнă 3 хĕре çак яла направленипе ĕçлеме янă. Иринăна кунта качча илсе юлнă. Чăваш каччисем кунти пурнăçпа кăсăкланнă. Райцентра çитме асфальт çук та çуркунне мĕнле тухса çÿреççĕ-ши тесе ыйтнă. Юр ирĕлнĕ вăхăтра 2-3 эрне çынсем ялтан тухмасăр пурăнаççĕ иккен. «Алăранах тыттартăмăр» Малалла каччăсен çулĕ Мускава, Пуç таймалли ту çине, выртнă. Унта СВОран илсе килнĕ тăшманăн техникин куравĕ пынă. Александр Юрьевич волонтер пулса гуманитари пулăшăвĕ леçме СВОна икĕ хутчен кайнă, «хĕрÿ зонăнах» кĕнĕ. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
«Чи юратнă анне» тени чĕре эмелĕ пекех
Çемье 13 ачана опекăна илсе кил ăшшине парнеленĕ
Вăрмар округĕнчи Шăплатра пурăнакан РыжовсемДмитриевсем чăннипех те пысăк хисепе тивĕç. Лидия Александровнăпа Александр Данилович опекăна илнĕ 13 ачана çитĕнтереççĕ. Хăйсем 4 ачана ура çине тăратнă. Эльвира, Владимир, Олег тата Даниил тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ, халĕ тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ.
Йыш хушăнса пынă Эльвира Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать, çемьеллĕ. Владимир строительство енĕпе ĕçлет. Олег «Элара» заводра вăй хурать. Даниил спортпа туслă. Вăл Олимп резервĕсен Шупашкарти В.М.Краснов ячĕллĕ спорт училищинче ăс пухнă. Даниил çăмăл атлетикăпа кăсăкланать, спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнĕскер çурма марафонсене парăнтарать, малти вырăнсене те йышăнать. Ачисем çитĕнсен Лидия Александровна ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене çемьене илме шухăшланă. Кун пирки мăшăрĕпе канашланă. Александр Данилович та арăмĕпе пĕр шухăшлă пулса унăн пуçарăвне ырланă. Çапла 2005 çулта вĕсем аппăшĕпе йăмăкне Любăпа Аньăна хÿтте илнĕ. Халĕ иккĕшĕ те строительство енĕпе ĕçлеççĕ. Çак çулах Генăна хăйсен çуначĕ айне илнĕ. Вăл та спортпа туслă: спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Халĕ Хусанта ĕçлет. «Çамрăк чухне манăн ача пулмасран хăраттăм. Пĕрмай Турăран ача ыйтаттăм. Çуратрăм. Хăш-пĕр амăшĕ пепкине больницăрах хăварнине курсан кулянаттăм. Хамăн ачана нихăçан та хăвармăп тесе шухăшлаттăм. Тăлăхсене хĕрхенеттĕм, вĕсене хампа пĕрле илсе кайма та хатĕрччĕ. Пурнăçра мĕн шухăшлатăн, мĕн пирки ĕмĕтленетĕн — çавă сан пата çыпăçать теççĕ. Турă мана çапла шăпа пÿрнĕ пулĕ тетĕп. Эпĕ ачасене яланах юратнă. Пĕр хушă садикре ĕçлерĕм, — пуçларĕ калаçăва Лидия Александровна. — Эпир çемьене кăштах ÿснĕ ачасене йышăннă. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма, итлеттерме пĕлмелле-çке. Пĕчĕк ачасемпе, ахăртнех, çăмăлрах. Пытармастăп: малтанах йывăр килчĕ. Пĕр-пĕрне хăнăхма çур çул кирлĕ пулчĕ. Ачасемпе ăшшăн калаçса пĕр чĕлхе тупрăмăр. Вĕсене хам çуратмасан та маншăн тăван пекех пулса тăчĕç, чунпа тÿрех йышăнтăм», — малалла калаçрĕ нумай ача амăшĕ. Пурăна киле Лидия Рыжова татах ача опекăна илес килнине ăнланнă. Çапла çемьере йыш тата хушăннă: Ольăпа Ваня хÿтлĕх тупнă. «Олег, Оля тата Гена шкултан пĕрле вĕренсе тухрĕç. Вĕсем — пĕр çулта çуралнăскерсем. Оля халĕ çемйипе Çĕрпÿре пурăнать. Ваня Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕнче 2-мĕш курсра вĕренет», — каласа кăтартрĕ Лидия Александровна. Унтан вĕсем Маратпа Галинăна çемьене илсе килнĕ, вĕсене 3 çул пăхса ÿстернĕ. «Амăшĕ тĕрмереччĕ, ачасене хамăр пата илсе çемье ăшшине парнелес терĕмĕр», — ăнлантарчĕ ырă чунлă хĕрарăм. Кун хыççăн та çемье лăпкă чунпа пурăнайман. Вĕсене тăлăхсене телейлĕ ачалăх парнелес килни канăç паман. 2014 çулта Лидия Александровнăпа Александр Данилович Даниила опекăна илнĕ. Вăл халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнать. Çулталăкран мăшăр тепĕр 3 ачана — Настьăна, Иринăна тата Ильяна — хÿтте илнĕ. <...>
Юлия ИВАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...