Хресчен сасси 36 (3026) № 18.09.2024
Чăн-чăн юрату вăрмана пулăшать
«Вăрманçă пулса иртнишĕн кăна мар, пуласлăхшăн та яваплă. Унăн тивĕçĕнче вăрмансене пушартан, чир-чĕртен, саккунсăр ĕç-хĕлрен хÿтĕлесси, вăрман лаптăкĕсене çĕнетесси, çамрăксене çут çанталăк пуянлăхне юратма тата упрама вĕрентесси. Йывăрлăхсене пăхмасăр ку ĕç интереслĕ», — теççĕ вăрман хуçалăхĕнче тăрăшакансем.
Вăрман — Чăваш Ен пуянлăхĕ. Республикăра çак пуянлăх 632,4 пин гектар йышăнать. Вăрман лăсăллă, хытă тата çемçе çулçăллă йывăçсемпе пуян. Вĕсене пăхса тăрассипе республикăра 11 учреждени ĕçлет, унта 500-е яхăн çын тăрăшать. Чăваш Енре «Вăрмансене упрасси» проект ăнăçлă пурнăçланать. Иртнĕ пилĕк çулта кăна 6,3 пин гектар çинче вăрман хывнă. Кăçал çак ĕçе йĕркелеме 93,1 миллион тенкĕ уйăрнă. Ку пĕлтĕрхинчен 3 хут ытларах. Республикăра 11 вăрман питомникĕ ĕçлет. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 163 гектара яхăн. Унта 31 миллион ытла хунав çитĕнтернĕ. Çавăн пекех Йĕпреç, Канаш, Çĕмĕрле тăрăхĕнчи вăрман хуçалăхĕсенче 3 теплица хута кайнă. Тепĕр хальхи вăхăтри теплица Йĕпреç вăрман хуçалăхĕнче пулмалла. Унта вăрман культурисен хунавне вăрăран шăтарса çитĕнтерĕç. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 14 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕн Сĕнтĕрвăрри уйрăмĕнче студентсене «Вăрман тата вăрманпа парк хуçалăхĕ» специальноçа вĕрентме тытăннă. Вăрмансене сăтăр кÿрекенни — пушар. Вĕсене тимлеме тата вăхăтра пулăшу çитерме хальхи вăхăтри 11 вĕçев аппарачĕ пулăшать. Унпа кирек епле çанталăкра та усă курма, тĕрĕслев ирттерме пулать. Вăрманти пушарсемпе кĕрешмелли техникăна, хатĕрсене те çĕнетме май килнĕ. Паянхи кун тĕлне вăрман хуçалăхĕсем вут-çулăмпа кĕрешме 537 техникăпа хатĕр туяннă. Пушара хирĕç кĕрешекен ятарлă режим вăхăтĕнче республикăри вăрмансенче тăтăшах рейдсем иртеççĕ, патруль çула тухать, йĕркене пăсакансене штрафлаççĕ. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Çут çанталăк — пурнăç тыткăчи
Вырăс географи обществин вырăнти уйрăмĕсем тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вĕрентекенĕсемпе студенчĕсем тăрăшнипе «Чăваш Ен çăл куçĕсем» проект малалла ĕçлет. Çăл куçсене тĕпчес ĕçе ял çыннисем те, шкул ачисем те хастар хутшăнаççĕ. Ку, паллах, савăнтарать.
Июнь-июль уйăхĕсенче экодесант Шăмăршă, Канаш, Йĕпреç, Патăрьел, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри округĕсене çитрĕ, вун-вун çăл куçа тĕпчерĕ. «Ку тĕпчевсем çăл куçри шыв пахалăхне тишкерме кăна мар, вĕсене хÿтĕлес тата упрас ĕçре те пулăшĕç. Малашлăхра ку информаципе республикăри шыв пахалăхне лайăхлатма тата экологи хăрушсăрлăхне ÿстерме усă курĕç», — палăртрĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, географи наукисен кандидачĕ Владимир Ильин. Августра экодесант Куславкка округĕнчи Аслă Куснар тата Энтри-Пасар территори уйрăмĕсенчи, çавăн пекех Çĕмĕрле хулинчи çăл куçсем патĕнче пулчĕ. Аслă Куснарти çăл куç хăйĕн тасалăхĕпе, тирпейлĕхĕпе уйрăлса тăрать. 2013 çулта ăна çут çанталăк палăкĕ тесе йышăннă. Кунти шыва ĕçеççĕ, унпа чÿхенеççĕ. Вырăнти çăл куçа упраса хăварассипе Куславкка округĕнчи Аслă Куснар территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Александр Григорьев тата Аслă Куснар шкул директорĕ Владислав Шмелев нумай ĕçлеççĕ. Çĕмĕрлери виçĕ çветтуйсен çăл куçĕ те — округра паллă вырăн. Кăçал вăл республикăри «Чи хăтлă çăл куç» конкурсра çĕнтернĕ. 2017 çулта Алексей Сенаторов тăрăшнипе çак вырăна хăтлăлатма май килнĕ. Тепĕр çултан çăл куçа сăвапланă. Çынсене килсе çÿремешкĕн картлашка, йывăç çуртра купель вырнаçтарнă, шыв илмелли вырăна çÿп-çап, пылчăк каясран хÿтĕленĕ. Çăл куçсене тирпейлĕхре тытмаллине вырăнти халăх лайăх ăнланать, анчах та час-часах ĕçе тĕрĕс мар йĕркеленине асăрхама пулать. Калăпăр, малтанах шыв ăсмалли вырăна хатĕрлемелле пек. Çăл куçа чĕр чун кĕрсе кайма е ÿкме пултарать. Хыççăн ку шыва ĕçме пачах юрамасть. Типнĕ, юшкăнланнă çăл куç та нумай республикăра. Вĕсем çулсерен манăçа тухаççĕ. Çакă кулянтарать. Экодесантăн тĕп тĕллевĕ – вырăнти çăл куçсене тишкересси. Çак ĕçе чи малтан шкул ачисене, учительсене явăçтарасси. Ку хутĕнче тĕпчеве Çĕмĕрлери 8-мĕш гимназири çамрăк экологсем хутшăнчĕç. Вĕсем валли ландшафтпа экологи тата гидро-хими тĕпчевĕсем ирттермелли ăсталăх класĕсем йĕркелерĕç. Вырăс географи обществин Çĕмĕрлери уйрăмĕн председателĕ Елена Голованова çак ĕçе аван йĕркелесе пырать. Тĕпчев ирттерме пĕчĕк лаборатори пулăшать. Шыв пробине илсе университетра шывăн гидро-хими анализне анлăрах тишкерме тивет. Кунне экодесант 10 çăл куç патне çитни те пулать. Шел, хăш-пĕр муниципалитетра шыв пахалăхĕ ыйтнине тивĕçтермест. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Юнашарах ял хуçалăх çĕрĕ вырнаçнă, ферма пулнă. Пĕр-пĕр элемент пысăк виçелли те пулать. Кун пек шыва кунсерен ĕçме хушмаççĕ. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Халăх вăйĕпе йĕркеленĕ ĕç
Шупашкарти «Хĕвеллĕ» микрорайонта пурăнакансем виçĕ çул каялла хăйсен вăйĕпе пĕве пĕвеленĕ. Çулсерен пулă тытассипе фестиваль йĕркелеççĕ. Канма, çут çанталăкпа киленме кунтан лайăх вырăн тупаймăн тейĕн. Кăçал проект «Общество хаклавĕ» конкурсра «Экологи пуçарăвĕ» номинацире çĕнтернĕ. Ĕçе йĕркелесе яма çăмăл килнĕ-и, йывăр-и? Кун пирки управляющи компанийĕн директорĕпе Игорь Маркинпа курса калаçрăмăр.
«Микрорайон илемлĕрех тата хăтлăрах пултăр тесен мĕн тумалла-ха?» — тесе чылай шухăшларăмăр. Халăхпа ку ыйтăва сÿтсе явнă хыççăн вырăнти çырмана çÿп-çапран тасатса пĕве пĕвелерĕмĕр. Шухăша пурте ырларĕç. Хĕрÿ ĕç пуçланчĕ. Çулталăк ытла ырми-канми ĕçлерĕмĕр. Çырма хĕррине çирĕплетрĕмĕр, карта тытрăмăр, ÿкнĕ йывăçран саксем, архитектура палăкĕ ăсталарăмăр. Вырăнти ÿнер шкулĕнче вĕренекенсем пĕве хĕррипе вырнаçнă чулсене сăрласа илемлетрĕç. Çак ĕçрен никам та пăрăнса юлмарĕ. Юлашкинчен пĕвене карпсем ятăмăр. Кунта хушăран кăвакалсем те вĕçсе килеççĕ. Кăнтăрла кăна мар, каçхине те уçăлса çÿреме кăмăллă», — сăмах пуçарчĕ Игорь Николаевич. Икĕ çул каялла Шупашкарти «Хĕвеллĕ» микрорайонта пурăнакансем пулă фестивальне йĕркелесе янă. Унăн тĕллевĕ: ачасемпе аслисене çут çанталăка тимлеме, тавралăха упрама хăнăхтарасси. Ăмăртусем çулталăкне икĕ хутчен иртеççĕ. Конкурса ачасене явăçтараççĕ. Парнесем те аван: вăлта, пулă тытмалли хатĕрхĕтĕр, канцеляри таварĕсем, пылак апат-çимĕç. «Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире палăртатпăр. Никам та парнесĕр юлмасть. Пĕлтĕр, сăмахран, Эля Афанасьева çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Вăл 25 пулă тытрĕ. Конкурс вĕçленнĕ хыççăн тытнă мĕн пур пулла пĕвене яратпăр. Ятарласа чĕннĕ хăнасем те пур. Калăпăр, хĕрарăмсен «Блесна» тата Чăваш Енри пулăçăсен спорт федерацийĕсен спортсменĕсем ăсталăх класĕсем ирттереççĕ. Сергей Полторак пулăçă-спортсменпа та тĕлпулу йĕркелерĕмĕр. Юлашкинчен пурне те пулă шÿрпипе сăйлатпăр. Фестиваль чăн-чăн çемье уявĕ пулса тăчĕ, — палăртрĕ Игорь Маркин. Микрорайон çамрăк-ха. Кунта пĕтĕмпе 26 çурт, вĕсенче 18 пин çын пурăнать. Апла пулин те тĕрлĕ конкурса хутшăнма, çурт-йĕр картишне тирпейлĕхре, тасалăхра тытма кашниех тăрăшать. Подћезд умĕнче чечексем ÿстереççĕ, тĕрлĕ архитектура палăкĕ вырнаçтараççĕ. Кашни ĕçе юратупа, чунпа пурнăçлани куç кĕрет. Экологи акцийĕсенче те хастарлăх кăтартаççĕ. «Хĕвеллĕ» микрорайон вăрманпа юнашар вырнаçнăран çынсем унта уçăлма, канма çÿреççĕ. Апла тăк ăна пирĕн тасалăхра тытмалла. Командăна пайланса çÿп-çап пуçтаратпăр. Ку вăййа пурте кăмăллаççĕ. Субботниксем йĕркелесси те ырă йăлара. Ĕçлеме кăна мар, канма та пултараççĕ ку тăрăхра пурăнакансем. Ку пĕрлештерет, туслаштарать. Хастар çынсем те сахал мар: Евгенипе Наталья Железновсем тĕрлĕ ĕç-пуç пуçарма, Николай Иванов сăн ÿкерме ăста», — пĕлтерчĕ ертÿçĕ. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Çынсене сывалма пулăшасси — сăваплă тивĕç»
Ачаранах фельдшер пулма ĕмĕтленнĕскер Канашри медицина училищинче пĕлÿ илнĕ хыççăн çÿлтен хушнипе Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Рынкă салинчи фельдшерпа акушер пунктне ĕçлеме килнĕ. Медицинăна суйласа илнишĕн пĕрре те ÿкĕнмест вăл. «Çынсене сывалма пулăшасси — сăваплă тивĕç», — тет медицинăра 35 çул вăй хураканскер Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ирина Федорова.
— Кÿршĕре Серафима Захарова фельдшер пурăнатчĕ. Ун патне пулăшу ыйтма час-часах çын килетчĕ, ял-йыш ăна хисеплетчĕ. Ăна кура манăн та пурнăçа медицинăпа çыхăнтарас ĕмĕт çуралчĕ. Астăватăп-ха: шкулти сочиненисенче те пĕрмай фельдшер пулатăп тесе çырнине. Ĕмĕт пурнăçланчĕ. Саккăрмĕш класс пĕтерсен Канашри медицина училищине вĕренме кĕтĕм. Алла диплом илсен Рынкă салине ĕçлеме килтĕм. Кунта 1989 çултанпа тăрăшатăп. Юнашар ялта ĕçлекен Нина Ивановна хытах пулăшрĕ. Кирек епле йывăр лару-тăру сиксе тухсассăн та унпа канашлаканччĕ, — аса илчĕ Ирина Федорова. Çĕрпÿ округĕнчи Рынкă салинчи фельдшерпа акушер пункчĕ икĕ ялта пурăнакансене — ку вăл 700 ытла çынна — медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Вĕсенчен çулталăка çитменнисем — 2-ĕн, 14 çула çитнисем — 95-ĕн, 15 çултан пуçласа 18 çула çитнисем — 29 ача. Ку тăрăхра вăрăм ĕмĕрлисем, 90 çултан иртнисем, пĕтĕмпе 4 ватă пурăнать. Аслă ÿсĕмрисемпе çулталăка çитмен ачасем патне килтен киле çÿреме, пулăшу пама тÿр килет унăн. Çĕнĕ ФАПра çутă, таса. Тирпейлĕхе тытса пыраканĕ, пулăшаканĕ — Людмила Витохина. Вырăнти пункта сĕнÿ-канаш ыйтма, юн пусăмне виçтерме, тĕрлĕ процедура ирттерме килеççĕ. Эрнесерен терапевтпа педиатр йышăнать. Медицина учрежденине «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр хута янă. Телемедицина пурри интернет уçлăхĕ урлă пысăк квалификациллĕ специалистсемпе çыхăнма, канашланма май парать. Сăмах май, кăçал Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Енре çул çÿревре пулнă май шăпах Рынкăри фельдшерпа акушер пунктне çитсе курнăччĕ, ялти медицина аталанăвне пысăк хак панăччĕ. Ирина Витальевна каланă тăрăх, çулсерен диспансеризаци тухни чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупма, сипленме пулăшать. Çын хăйне сывă туйнине пăхмасăр тĕпчев хыççăн унăн час-часах тĕрлĕ чир çиеле тухать. Республикăри Сывлăх сыхлавĕн министерстви кăçалхи 6 уйăхра ирттернĕ диспансеризацие пĕтĕмлетнĕ тăрăх, 270 пин çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕсленĕ, 300 ытла çыннăн усал шыçă пулнине палăртнă. Пĕлтĕр, диспансеризацие ял халăхĕн 70 проценчĕ тухнă, 2 çынна хушма тĕпчеве янă. Тĕрĕслевре хĕрарăмсен онкологи чирĕсем çиеле тухаççĕ. Пациентсене юн пусăмĕ, шăмă чирĕ аптратать. Пунктра аптека пур. Кирлĕ эмелсем унта яланах пур. Рынкă салинче пурăнакан 82 çулти Валентина Соболева ку тăрăхри пункт пулăшăвĕпе кăмăллă. «Вăрăм ĕмĕрлĕ, çирĕп сывлăхлă пулас тесен сиенлĕ япаласенчен хăтăлмалла, тĕрĕс апатланмалла, сывлăха çамрăкран упрамалла», — тет. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Тарасовсем хастарлăха сÿнтермеççĕ
Ура çине ир пуснисем чăтăмлă та тÿсĕмлĕ теççĕ. Çакна Эренарта пурăнакан Сергей Тарасов пирки каланăнах туйăнать. Мĕншĕн тесен ăна ĕç пиçĕхтернĕ.
Çитмĕл саккăрти арçынпа сăмах çăмхине сÿтнĕ май Сергей Петрович йывăрлăха çĕнтерме ялан вăй-хал çитернине ăнлантăм. Ачалăх çулĕсенче ытти тантăшĕ пекех куллен-кун шкул сукмакне такăрлатнă. Вĕренĕве малти вырăна хунă. Кун хыççăн кун иртнĕ. Çамрăк Тени шкулĕнче сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Карагандана çул тытнă. Профессипе техника училищинче тракториста вĕреннĕ, Казахстанра техникăпа çÿренĕ. Çулталăкран çуралнă тăрăха çаврăнса çитнĕ. «Динамо» хуçалăха ĕçе вырнаçнă. Ăна ДТ-54 трактор шанса панă. Çав вăхăтрах Етĕрнере водителе вĕренсе тухнă. Часах Сергей Петровичăн салтака кайма ят тухать. Вăл Германире хĕсметре тăнă. Икĕ çул çурăран тăван тăрăха таврăннă. Хулана кайма шухăшламан. Ялта тĕпленсе пурăнма тĕллев лартнă. Çавăнпах «Динамо» хуçалăхра хăй тÿпине хывма пуçлать. Автомашина рульне алăран вĕçертмест. Кирек епле çанталăкра та çула тухать. Ăçта хушнă — çавăнта кайнă. Çăкăртан асли çук текен каларăша ялан асра тытнă. Ĕçе юратнă. Автомашинăна алăри пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек лайăх тĕшмĕртнĕ. Аркансан кĕске вăхăтра юсама пултарнă. Техника тыткăнне лекнĕскер унăн чури пулса тăнă. Ĕçе чун-чĕререн парăннăскер мĕн хушнине тĕплĕн тунă. Бригадирта та вăй хунă. — Ирхи пилĕк сехет тĕлне кантура çитеттĕм. Колхоз председателĕ кун каçа мĕн тумаллине палăртатчĕ. Ун патĕнчен тухсан вара ял çыннисем патне васкаттăм. Бригада ĕçченĕсене утă та çултараттăм, кăшман та кăларттараттăм, — иртнине аса илчĕ Сергей Тарасов. Çамрăк вăхăт! Чун-чĕрене юрату çавăрса илсен ниепле те хăтăлма çук. Сергей Петрович Качалав пикине Ольга Аркадьевнăна килĕштерет. Ку хĕр унăн пурнăçри чи çутă çăлтăрĕ пулнине пĕр иккĕленмесĕр туйса илет. — Ольга Тени шкулĕнче воспитательте ĕçлетчĕ. Автомашинăпа вăрмана ун валли вутă турттарма каймаллаччĕ. Çул çинче калаçса кайрăмăр. Унăн сăпайлăхĕ мана тыткăна илчĕ. Çавăн хыççăн пĕр-пĕринпе тĕл пулма пуçларăмăр. Ĕç хыççăн мотоциклпа Качалав ялне каяттăм. Иксĕмĕр çур çĕр иртиччен калаçса тăраттăмăр. Анчах та ирхине çывăрса выртман, йăпăр-япăр тумланнă та ĕçе васканă, — кăмăллăн калаçрĕ Эренар арçынĕ. — Сергей Петрович манăн чĕрене пĕрре курсах вут тивертрĕ. Кăмăллă каччă пулнине тÿрех асăрхарăм, — хушрĕ Ольга Аркадьевна. Туслăх чăн-чăн юратăва куçнă. Каччă савнă çыннине çухатма шухăшламан, хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Хĕр хирĕçлемен. Тарасовсем 1971 çулхи август уйăхĕнче пĕрлешнĕ. Мăшăр икĕ ачана кун çути парнеленĕ. 1986 çулта отчетпа суйлав пухăвĕнче хуçалăх ертÿçин тилхепине тыттараççĕ. Сергей Тарасов çĕнĕ должноçре вăй-халне шеллемесĕр ĕçлет. Тăрăшни сая каймасть: тырпул тухăçĕ ÿсет. — Икĕ çул çурă колхоза ертсе пынă хыççăн автобуспа вунă çул çÿрерĕм. Тĕрлĕ çĕре çитрĕм. Вăл вăхăтра ялсенче каччăсемпе хĕрсем час-часах пĕрлешетчĕç. Канмалли кунсене килте ирттермен. Туй арăмĕсемпе ялтан яла çÿренĕ. Туй йăли-йĕрки вĕçленмесĕр те киле таврăнман. Мăшăр мана ялан ăнланнă. Нимĕн пирки те ыйтса тĕпчемен, — терĕ ĕç ветеранĕ. <...>
Юрий КОРНИЛОВ. Элĕк округĕ.
♦ ♦ ♦
Наци балечĕн никĕсне хываканĕ
«У истоков Чувашского балета. Василий Богданов» ятпа Республикăн хальхи историйĕн патшалăх архивĕнче мультимедиллĕ кăларăма презентацилерĕç. Ăна Чăваш АССР тава тивĕçлĕ искусство деятелĕ Василий Федорович балетмейстер çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă.
«Электрон изданийĕ икĕ пайран тăрать. Унта пĕтĕмпе 158 документ кĕнĕ. Пĕрремĕшĕнче — Василий Богданов пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă документсем, тепринче — Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн историйĕ. Кăларăм сăн ÿкерчĕкпе тата видеоматериалпа пуян. 2023 çулта культура ĕçченĕсене халалласа ÿкернĕ документлă фильм пур. Богдановран илнĕ интервьюпа та паллашма пулать. Шанас килет, кăларăм тавра пĕлÿçĕсемпе историксемшĕн тата çамрăксемшĕн вырăнлă та усăллă пулĕ», — палăртрĕ издани авторĕ, тĕп архивист Вероника Кочешкова. Василий Богданов Воронеж облаçĕнче, нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Юрра-ташша кăмăлланăран Воронежри хора, СССР халăхсен ташă ансамбльне çÿренĕ. А.В.Луначарский ячĕллĕ ГИТИСра балетмейстер уйрăмĕнче вĕреннĕ. 1959 çулта режиссер балетмейстер специальноçне алла илнĕ хыççăн Чăваш Ене килнĕ. «Эпĕ чăваш чĕлхине, йăли-йĕркине пачах пĕлмен. Анчах та çак халăхăн юррипе ташши чунăма кĕрсе юлчĕ. Илемлĕ те чуна çĕклентерекен искусство», — тенĕ вăл пĕр интервьюра. Малтанах вăл Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне вырнаçнă. Каярахпа ăна Чăваш патшалăх музыка театрне куçарнă. Кунта ĕçленĕ çулсенче Василий Богданов пĕрремĕш наци балетне «Сарпикене» тата «Евгений Онегин» оперăри ташăсене лартнă. Василий Федорович общество ĕçне те хастар хутшăннă. Шупашкарти тата республикăри районсенчи хореографи коллективĕсене ертсе пынă. Чăваш Енре наци балечĕ йĕркеленни Василий Богдановпа тÿрремĕн çыхăннă. Вăл 20 ытла спектакль лартнă. Çак шутра — «Шывармань» /Ф.Васильев/, «Чапай» /Б.Мокроусов/, «Нарспи» /Г.Хирбю/ оперăсем т.ыт.те. Василий Богданова «ЧАССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ» хисеплĕ ятпа чысланă. Василий Федорович çавăн пекех — «Чăваш ташшисем» кĕнеке авторĕ. «Василий Богданов тĕп балетмейстерччĕ. Ленинградра вĕреннĕ вăхăтра занятире пулнине лайăх астăватăп. Ман çине пăхрĕ те: «Эсĕ Сарпикене ташлатăн», — терĕ. Тĕлĕнтĕм. Савăнмалла-и куншăн, кулянмалла-и? Чăнласах манăн çак роле выляма тÿр килчĕ. Василий Федоровичра яланах вăй-хал тапса тăнă, вăл лайăх йĕркелÿçĕ пулнă. Хытă ĕçленĕ, ыттисенчен те çирĕп ыйтнă», — аса илчĕ ăна ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Ольга Серегина. <...>
Вера МИХАЙЛОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...