Комментировать

17 Сен, 2024

Хыпар 104 (28280) № 17.09.2024

Елчĕксен тĕш тырă тухăçĕ чи пысăкки

Республикăри хуçалăхсем тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртессине вĕçленĕпе пĕрех. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтерчĕ.

Канашлу çак эрнере иртмелли мероприятисен программипе паллаштарнинчен пуçланчĕ. ЧР Пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Борис Краснов асăннисенчен Пĕтĕм тĕнчери потребкооперацин «Коопераци: иртнине хаклатпăр, пуласлăха никĕслетпĕр» форумне палăртмалла. Темиçе куна пыраканскерĕн программи анлă — Чăвашпотребсоюзăн районсенчи обществисенче пулнинчен тытăнса ăсталăх класĕсемпе «Курттăм тата вак рыноксем» «çавра сĕтел» таран. Авăн уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче вара çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи потребкоопераци организацийĕсен продукцийĕн ярмăркки пулĕ — халăх йышлă пуласси куç кĕрет. Форума хамăр çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен кăна мар, Беларуçран, Иранран, ЮАРтан тата Китайран та хăнасем килеççĕ. Сергей Артамонов ĕççи ыйтăвĕпе сăмах илнĕ май кăçал акса-лартса хăварнă лаптăксем 546 пин гектартан та иртнине аса илтерчĕ — пĕлтĕрхинчен кăшт нумайрах. Çак лаптăкăн çурринчен ытларах пайне тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем йышăннă. Вĕсен лаптăкĕ иртнĕ çулхинчен пĕчĕкрех. Çанталăк хистенипе çапла тунă — техника культурисемпе улăштарма тивнĕ. Кăçал хуçалăхсем çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче вырмана тухнă /пĕлтĕр — икĕ кун маларах, çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче/. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене мĕн пур лаптăкăн 98% пухса кĕртнĕ ĕнтĕ. Пӳлмесене пĕтĕмпе 762 пин тонна тырă хывнă. Кашни гектарăн вăтам тухăçĕ 28,1 центнерпа танлашнă. Ку виçе çулталăк каяллахинчен пĕчĕкрех — ун чухне тухăç 33,1 центнер пулнă. Çапла вара массăллă вырма ĕçĕсем вĕçленнĕ темелле. Йĕпреç, Комсомольски, Çĕрпӳ округĕсенче уйрăм лаптăксем юлнă — вĕсене «пушатасси» те вăрах кĕттермĕ. Тырă виçипе Улатăр, Çĕрпӳ, Елчĕк округĕсем малта. Чи пысăк тухăç — Елчĕксен, унта кашни гектартан вăтамран 32,3 центнер тырă пухса кĕртнĕ. Çав вăхăтрах Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреç округĕсенче тухăç 25 центнера та çитеймен. Çийĕнчен министрăн продукцие шута илес тĕлĕшпе те асăрхаттару пулчĕ. Çĕршыв шайĕнче «Тĕш тырă» информаци системине ĕçе кĕртнĕ. Тырăпа çыхăннă мĕн пур кăтартăва унта кĕртсе пымалла. Чăваш Енри хуçалăхсем хальлĕхе унта тухăçăн çуррине те кăтартман-ха. Çав системăна кĕртмен тырра вара сутасси те, туянасси те чăрмавлă. Çавна май Сергей Геннадьевич ку ĕçе васкатма чĕнсе каларĕ. «Чăваштырăпродукт», Апат-çимĕç фончĕ хальлĕхе 50 пин тонна тырă йышăннă. Сутăн илни — 38 пин тонна. Çав шутра республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенчен 17 пин тонна туяннă. Шел те, тырă пахалăхĕ пĕлтĕрхинчен япăхрах-мĕн. Юлашки çумăрсем клейковина виçине палăрмаллах чакарнă. Хаксене илес тĕк — вĕсем иртнĕ çулхинчен лайăхрах. 3-мĕш класлă тулă тоннин сутăн илмелли хакĕ 14-15,3 пин тенкĕпе танлашать — пĕлтĕрхинчен 17% хаклăрах. 4-мĕш класлин — 11,5-13 пин, 5-мĕшĕн — 9,5 пин тенкĕ. Ыраш хакĕ те çулталăк каяллахинчен пысăкрах. Техника культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ кăçал 45 пин гектарпа танлашать. Хальлĕхе вĕсене 11,7 пин гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Экспорт валли те пулать. Вăтам тухăçĕ кăçал пĕлтĕрхинчен пысăкрах — кашни гектартан 17,9 центнер. Çĕр улмине 17 округра кăлараççĕ — пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 4,5 пин гектар. Ку иртнĕ çулхинчен сахалрах. Кăларасси те пĕлтĕрхинчен самай кая юлса пырать. Тепĕр тесен, çанталăк лайăх та — министр кунта нимĕнле хăрушлăх та курмасть. Унтан та ытла — иккĕмĕш çăкăра шăрăх сехетсенче кăларма хушмаççĕ, çавна май пысăк хуçалăхсенче кăнтăрлахи вăхăтра тăхтав та тăваççĕ-мĕн — кăшт сулхăнрах сехетсемпе туллинрех усă курма тăрăшаççĕ. Çĕр улмин вăтам тухăçĕ 225 ц/га танлашать. Хальлĕхе ăна 20 пин тоннăна яхăн пухса кĕртнĕ. Тăватă округра хăмла татаççĕ. Ку культура кăçал республикăра 138 гектар йышăнать. Çулталăк каяллахипе танлаштарсан — 104%. Кашни гектарăн вăтам тухăçĕ — 16,4 центнер шайĕнче. Хальлĕхе 150 тонна пухса кĕртнĕ. Кĕрхи культурăсене 88 пин гектар акса хăварма палăртнă. 68 пин гектар акнă, Патăрьелсем акана вĕçлеме те ĕлкĕрнĕ. Вăрлăх çителĕклĕ — чăрмав пулмалла мар. Сергей Артамонов республикăра «Кĕр парнисем» ярмăрккăсем ĕçлеме пуçлани çинчен пĕлтерчĕ. Вĕсем хуласенче те, округсенче те уçăлаççĕ — халăх хĕл валли кирлине çителĕклĕ туянса хума пултарать. Хаксем пĕчĕкреххи лайăх — çĕр, улми, сăмахран, 40% йӳнĕрех-мĕн. Çакă та илĕртет пуль — иртнĕ кану кунĕсенче кăна çав ярмăрккăсенче 60 тонна пахча çимĕç сутнă. Хуçалăхсемшĕн, фермерсемшĕн те меллĕ — кану кунĕсенче суту-илӳ вырăнĕсемпе тӳлевсĕр усă кураççĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Вĕсем тăрăшнипе вăрман кашлать

Ĕнер Шупашкарта Вăрман хуçалăхĕн тата йывăç тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă турĕç.

Савăнăçлă пухăва Чăваш патшалăх академи драма театрне пухăннисем фойере Вырăс географи обществин республикăри уйрăмĕ йĕркеленĕ фотокуравпа паллашрĕç. Чăваш Енре вăрман 632,4 пин га, е республика территорийĕн 32%, йышăнать. Пĕтĕм лаптăкран лăсăллă йывăç — 32%, хытă çулçăлли — 22%, çемçе çулçăлли 44% шутланать. Вăрмана пăхса тăрас, йывăç лартас тĕлĕшпе бюджетăн 11 учрежденийĕ хăйĕн умĕнчи тĕллевсене пурнăçлать, вĕсенче 500-е яхăн çын тăрăшать, вăрманпа перекетлĕ усă курассине лайăх йĕркелет. Учрежденисем плана çуллен тултарнăран вăрман пуянлăхĕ хушăнать, вĕсене тухăçлă ĕçлеттерес енĕпе Чăваш Ен Раççей Федерацийĕнче кашни çулах сумлă вырăнсене йышăнать. Нацисен экологи рейтингĕ 2023 çулхи кĕркуннехи виçĕ уйăхшăн малти рете кăларнă 10 регион хушшинче пирĕн республика та пур. Пухура учрежденисен ĕç-хĕлĕ çинчен ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов пĕлтерчĕ. Отрасле аталантарма пулăшнăшăн ЧР Пуçлăхне Олег Николаева тав турĕ, Правительство учрежденисене укçа-тенкĕ вăхăтра тата палăртнă чухлĕ уйăрнăран юлашки çулсенче министерство чылай ыйтăва татса панине, кăçал пирĕн вăрман хуçалăхĕсене федераци тата республика бюджечĕсенчен укçа пĕлтĕрхинчен чылай ытларах куçарнине палăртрĕ. Иртнĕ çулсенче «Экологи» наци проектне пурнăçласа учрежденисене модернизацилес, цифрăлас, вăрман фондне вут-кăвартан хӳтĕлес, йывăçпа производствăра усă курма май туса парас тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланă. Юлашки тапхăрта вĕсен умне тĕрлĕ йывăрлăх чылай тухса тăнă пулин те пирĕн вăрманçăсем патшалăх заданийĕсене ăнăçлă пурнăçланă. Кăçалхи 8 уйăхри кăтартусем япăх мар. Учрежденисене вут-çулăмпа кĕрешмелли техникăпа туллин тивĕçтернĕ, вăрманçăсем тимлĕ пулнăран пушар пысăк лаптăксене сиенлеймен. Федерацин «Вăрмансене упрасси» проекчĕ ăнăçлă пурнăçланать, вăрмана пушартан, чирчĕртен хӳтĕлес енĕпе те республика хăйĕн кăтартăвĕсене лайăхлатнă. Иртнĕ пилĕк çулта 6,3 пин га çинче çĕнĕ вăрман хывса хăварма май килнĕ, ку ĕçе кăçал малалла тăсаççĕ. Министерство ертсе пынипе вăрман комплексне 2030 çулччен аталантармалли стратеги проектне хатĕрлеççĕ, экологипе кану хутлăхĕсем тăваççĕ, Йĕпреç вăрманлăхĕнче вăрман культурисен хунавне вăрăран шăтарса çитĕнтермелли центр уçма палăртнă. Министерство Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курассин çулталăкĕнче тавралăха ешĕллентерес, упрас, çут çанталăк ресурсĕсемпе перекетлĕ усă курас, экологи культурине обществăра çирĕплетес тĕлĕшпе кăçал тĕрлĕ шайра мероприяти нумай ирттерет. Авăн уйăхĕнчен Çĕрпӳри аграрипе технологи техникумĕн Сĕнтĕрвăрринчи уйрăмĕнче студентсем «Вăрман тата вăрманпа парк хуçалăхĕ» специальноçа вĕренме тытăннă. Вăрманçăсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та саламларĕ, çуллен хунав лартса вăрман фондне пуянлатнăшăн, çĕршыв шайĕнчи лайăх кăтартусемшĕн, вăрмансенче пушарсене алхасма паманшăн тав турĕ. — Лайăх çак енсем эсир тухăçлă ĕçленине, ĕçе юратнине кăтартаççĕ, — терĕ вăл. — Юлашки çулсенче эпир пĕрле учрежденисен техникăпа пурлăх никĕсне палăрмаллах çирĕплетрĕмĕр, отрасле çĕнĕ технологисем кĕртрĕмĕр, çĕнĕ майсемпе усă курма тытăнтăмăр. Çак ĕçсем Владимир Путин Президент хушнипе Раççей Правительствин йышăнăвĕсемпе килĕшӳллĕн пурнăçа кĕрсе пычĕç. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Общество палатисем тимлĕ сăнаççĕ

Хыçа юлнă икĕ эрнере республикăн чылай округĕнче Общество палатин малтан палăртман ларăвĕсем иртрĕç. Кун йĕркинче пĕртен-пĕр ыйту – йăлари хытă каяшсене илсе тухса тирпейлесси. Халăхăн шаннă çыннисем, паллах, çак яваплăха хăйĕн çине илнĕ регион операторĕ лару-тăруран мĕнле тухасса айккинчен пăхса тăрайман.

Çĕрпÿ округĕн Общество палати авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче çак ыйту тавра йĕркеленĕ канашлăва подрядчиксене те, регион операторĕн – «Ситиматик» ОООн – представительне те чĕннĕ. Паянхи кун тĕлне округра 1000 евроконтейнера 500 лаптăк çинче вырнаçтарнă. Вĕсенчен 169-не округ центрĕнчен кашни кунах ятарлă 5 автотранспортпа илсе тухаççĕ. Кунсăр пуçне сад-пахчари хăрăк туратсене илсе тухса пуçтарма тата калăпăшлă каяш материалсене хума хулара пысăк 8 контейнер вырнаçтарнă. Вĕсене тулнăçемĕн тиесе каяççĕ. Общество палатин членĕсем çакăн пек йышăнушăн сасăланă: кил-тĕрĕшрен илсе тухакан хытă çÿп-çаппа каяша халăха регион операторĕн евроконтейнерĕсене, сад пахчинчен пухакан хăрнă туратсене тата юрăхсăра тухнă пысăк ытти япалана çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсен ятарлă контейнерĕсене хума сĕнмелле. Пухăннисем çавăн пекех йăлари хытă каяшсене тирпейлес тĕлĕшпе хула çыннисен культура шайне ÿстерес енĕпе те çине тăрса ĕçлемеллине палăртнă. Çÿп-çапа пухса ăсатни кăна сахал, ăна пĕтĕм хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса тĕп тумалла. Ку ыйтупа йывăрлăх пуррипе килĕшсе предприятисем валли инвестици çулне уçма сĕнесси патнех пырса тухнă. Общество палатин членĕсен шухăшĕпе, тирпейлекен çĕнĕ предприятисем уçăлсан конкуренци тÿрĕ кăмăллă маррисене рынокран тÿрех сирĕ. Чи хĕрÿ канашлу çапах та Шупашкар округĕн Общество палатин членĕсемпе иртрĕ-тĕр. Унăн йышĕнче пысăк ятсумлă ентешсем. Альбина Егорова, сăмахран, республикăн Патшалăх Канашне нумай çул ăнăçлă ертсе пынă. Лилия Александрова – Кÿкеçри коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсене тĕплĕ пĕлсе тăракан «Жилкомцентр» ООО учредителĕ. «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Виктория Вышинская та вĕсен йышĕнче. «Эпир – общество представителĕсем – чи малтанах граждансен интересĕсен хуралĕнче тăратпăр. Регион операторĕн пулăшăвĕпе усă куракансем подрядчик ĕçĕпе кăмăллах мар», – тесе пĕлтернĕ тĕп редактор соцсетьри страницинче. Округра пурĕ 172 ял. Йăлари хытă каяша вăл пухăнса тăракан 1009 лапамран тиесе тухаççĕ. Каяшсемпе çыхăннă лару-тăрушăн яваплă «Ситиматик» регион операторĕ кăçалхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çак округран йăлари хытă каяшсене тиесе тухма çĕнĕ перевозчике палăртнă. «Канашри хула ярмăркки» ООО ĕçе те пикенеймен-ха – администрацие ун тĕлĕшпе тепĕр кунах çăхавсем тăкăнма пикеннĕ. Лару-тару çивĕчлĕхне тулса тăкăнакан контейнерсен сăн ÿкерчĕкĕсене яра-яра парса çирĕплетрĕç. Округра тухса тăракан «Тăван Ен» хаçат журналисчĕсем ăна сăнасах тăчĕç. Уйрăмах çÿпçап айне пулнă ялсене хăйсем те çитсе килчĕç, çынсене калаçтарчĕç. Подрядчик вăлтма хăтланни кăмăла хуçрĕ. Тĕслĕхрен, журналистсене çÿп-çапа транспорт Ишлейрен тиесе тухни пирки пĕлтерчĕç. Унта пурăнакансемпе çыхăнатпăр та – контейнерсем лăк туллиех лараççĕ иккен. Подрядчиксен çакăн хыççăн пирĕн ĕçтешсенчен каçару ыйтмалли кăна юлчĕ. Хăш-пĕр «сарă пресса» çÿп-çап коллапсĕшĕн округ ертÿлĕхне айăплама хăтланчĕ. Тивĕçе тÿрĕ кăмалпа пурнăçламаншăн явап тыттарма, кирлĕ тĕк килĕшĕве пăрахăçлама актсене подрядчик тĕлĕшпе тăваççĕ-çке – ăнланмасăр мĕншĕн сăмах вакламалла-ха? <...>

Валерия БЕЛОВА.

♦   ♦   ♦


Çĕнтерÿ хăвăртрах килтĕр

Пирĕн ентешсем ятарлă çар операцийĕнче харсăрлăхпа палăраççĕ. Тыл та шанчăклă: республикăра пурăнакансем, предприятисемпе организацисем СВО валли гуманитари грузĕ пухаççĕ, çĕнтерĕве çывхартмашкăн мĕн кирлине пĕтĕмпех тума тăрăшаççĕ.

Медаль панă

Служба тивĕçне пурнăçланă чухне шаннă вырăнта çирĕп тăнăшăн Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Ишеккасси ялĕнче çуралса ӳснĕ, Чутай шкулĕнчен вĕренсе тухнă Евгений Еремина Георгий Жуков медалĕпе наградăланă. Вăл маларах та наградăна тивĕçнĕ — «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медаль илнĕ. Ăна Раççей çарне 2022 çулхи кĕркунне мобилизациленĕ, СВОна Запорожье облаçĕнче хутшăнать. Женя икĕ наградăна тивĕçлĕ пулнăшăн Ишеккассисем савăнаççĕ, унпа мăнаçланаççĕ, тăшмана çĕнтерме ентешне çирĕп сывлăх, ăнăçу сунаççĕ. Амăшне пулăшнă СВОна хутшăнакан Александр Васильевăн Вăрмар округĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнчи пӳртне ĕçмелли шыв пăрăхĕ çитернĕ. Çавăн çинчен Тикаш территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Нарсов пĕлтерчĕ: — Александрăн тата ыттисен çемйине шывпа тивĕçтерессишĕн малтан вĕсем пурăнакан урам тăршшĕпех çĕре экскаваторпа чавса тухрăмăр, çӳлти урамран пăрăх тăсса антăмăр. Часах паха шывпа усă курма тытăнĕç. Сăмах май, Хĕрлĕçырта пурăнакансем Николаев, Кĕтне тата Çыран урамĕсенчи совет саманинчех хывнă кивĕ пăрăха çĕннипе пуçару бюджетне пухнă укçапа 2021 çулта улăштарчĕç. Хăйсен укçине чылай хыврĕç. Килне шыв çитерсе панăшăн, смета документĕнче пăхса хăварман ĕçе те пурнăçланăшăн Александр амăшĕ Людмила Ивановна питĕ савăнчĕ, ывăлне тата хăйне тимленĕшĕн округ администрацине, ĕçе пурнăçланă подряд организацине тав турĕ. Людмила Ивановна малтан пӳрт умĕпе иртекен пăрăхран шыв кĕртеймесĕр юласран пăшăрханнă, мĕншĕн тесен урамран кухньăна çитиччен пăрăх тăсма 10 метр ытла чавмалла пулнă. Тулта ĕç пынă чухне амăшĕ шăнкăравласан та ывăлĕ телефонне тытман. «Апла тăк вăл заданире, — шухăшланă Людмила Ивановна. — Отпуск илсе пулăшма килеймест ĕнтĕ. Кама тытса чавтармалла-ши? Пĕлместĕп. Строительсем пӳрт умĕнчине çеç алтаççĕçке, ытти ĕçе хамăрăн тумалла». Каярахпа тепре шăнкăравласан Саша телефонне тытнă. Амăшĕ «Козыльяры» тесе çырнă техникăна тăшман вут хыптарнине, ывăлĕ чĕрĕ юлнине, çапăçу хирĕнчен канма, хĕç-пăшалпа саппасланма малти линирен тухнине пĕлнĕ. «Пӳрте шыв кĕртмешкĕн отпуска килеймĕн-ши?» — теме тивмен. Аякра тăрас темен Шупашкар округĕнчи Шăнкас, Мăштавăш, Апаш, Туçикасси, Паçпак ялĕсенче пурăнакансем авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Луганск Халăх Республикине гуманитари пулăшăвĕ ªапат тата пахча çимĕç, аялти кĕпейĕм, ал шăлли тата ыт. теº, газ баллонĕ, маскировка сетки тиесе янă. Вĕсен ентешĕ Андрей Иванов та СВОра. Груза асăннă ялсенче пурăнакансем, округри хĕрарăмсен канашĕ пухнă, СВОна çитерме Эдуард Яковлев хăйĕн транспорчĕпе çула тухнă. Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче округри Чăрăшкассинчи пултарулăх çуртĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан «Чикаго» салтак фронта пулăшакан ашшĕ-амăшĕпе, волонтерсемпе тĕл пулнă, ентешĕмĕрсем патне гуманитари пулăшăвĕ çитерсех тăнăшăн тав тунă. Тĕлпулăва пуçтарăннисем унран СВОна каллех маскировка сетки, дронран хӳтĕленмелли утиялсем, аялти кĕпе-йĕм çитерме ыйтнă, «Чикаго» хапăл тусах пĕрле илнĕ. Вăл тăшманпа мотострелоксен батальонĕнче çапăçать. Авăнăн 12-мĕшĕнче округри ашшĕамăшĕн тепĕр ушкăнĕ ªсăн ӳкерчĕкреº СВОран яла отпуска таврăннă Николайпа тĕл пулнă. Вăл салтак пурнăçĕ, хăй хĕсметре тăракан батальон тăшмана хĕссе федераци территорийĕнчен епле хăваласа кăларни çинчен каласа панă, ял-йыш, общество организацийĕсем, волонтерсем гуманитари пулăшăвĕ ярсах тăнăшăн тав тунă. Пухăннисем хăнана ыйту хыççăн ыйту панă, уйрăммăн илсен мĕншĕн çĕнĕ регионсене ВСУран хӳтĕлеме кайнине пĕлесшĕн пулнă. «2022 çулхи нарăсра Раççей Федерацийĕ вĕсене уççăнах пулăшма тытăнчĕ, Раççей çарĕ ятарлă операци пуçларĕ, çĕршыври пин-пин çын алла хĕç-пăшал тытрĕ, вĕсем тăшмана çĕнĕ регионсенчен хăваланине эпĕ те аякран пăхса тăрас темерĕм, унтанпа командирсен чылай тĕллевне пурнăçлама хутшăнтăм», — тенĕ салтак. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Пĕр йывăçран вăрман çитĕнет

Пирĕн çĕр йывăç-тĕмпе ешертĕр! Çакăн пек чĕнӳпе Трак енре шăматкун кедр хунавĕсене лартрĕç.

«НЕурок географии» проектпа килĕшӳллĕн йĕркеленĕ экологи уявне Красноармейски округĕнче пурăнакан вун-вун çут çанталăк тусĕ, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсенчен килнĕ хăнасем, Вырăс географи обществин членĕсем хутшăнчĕç. Пысăк çак ушкăна тăван тавралăх илемĕшĕн, ешĕллĕхĕшĕн тăрăшас тĕллевлĕ пулни пĕрлештерчĕ. «Виçĕ хĕвел» этнопаркра «Çемье вăрманĕ» акци йĕркелессине пĕлсен ачасем те, хам та, мăшăр та хавхалантăмăр, йывăç лартма каймашкăн çирĕп шут тытрăмăр, — пĕлтерчĕ Вера Платонова. — Тĕрĕссипе, эпир пĕрремĕш хут кедр лартатпăр. Çавăнпа кăшт пăлханатпăр та. Пĕтĕмĕшле вара кăмăл-туйăм питĕ çĕкленӳллĕ». Платоновсен хĕрачисем, сăмах май, Красноармейски шкулĕнче вĕренеççĕ. Карай ялĕнче пурăнакан Спиридоновсем те çемйипех йывăç лартма килнĕ. «Эпир пиллĕкĕн, — пĕлтерчĕ Сергей Спиридонов. — Пире хамăрăн çемье ячĕпе аллея уçма чĕнчĕç. Çапла майпа тăван тăрăх историйĕнче асăнмалăх йĕр хăварасшăн. «Виçĕ хĕвел» этнопаркра эпир лартнă йывăçсем ӳсни, чăннипех те, хавхалантарчĕ». Красноармейски шкулĕн директорĕ Татьяна Беззубова палăртнă тăрăх, ку çул Экологи тата Çемье çулталăкĕсем пек иртнĕрен çемьесене йывăç лартма явăçтаракан «Çемье вăрманĕ» акцин пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. «Пирĕн шкулта вĕренекен ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле йывăç лартма хапăл тусах килчĕç. Кунсăр пуçне акцие агрокласра пĕлӳ илекенсем вĕрентекенĕпе Инна Васильевăпа пĕрле хутшăнчĕç. Сăмах май, вĕсем Сурăм вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ, вĕсемпе пĕрле кашни çулах йывăç лартаççĕ», — каласа кăтартрĕ Татьяна Александровна. «Çемье вăрманĕ» акцие хутшăннисем хăйсем лартнă йывăçсем çумне биркăсем çирĕплетрĕç. «Вĕсене лартнипе кăна мар-çке. Пăхсах тăмалла: шăвармалла, çум курăка тасатмалла… Хуçăлман-и? Тĕрĕслемелле. Манăн шухăшпа, çемьесем хăйсен йывăçĕсене сăнасах тăрĕç, чипер ӳсме пулăшĕç», — терĕ Татьяна Беззубова. Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов экологи мероприятийĕ муниципалитетшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Ăна йĕркелекенсене — Вырăс географи обществин хастарĕсене — уйрăммăн тав турĕ. «Йывăç-тĕм ӳсекен лаптăксем пысăкланни, вăрмансене упрани сывлăш тасалăхне сыхласа хăварма май парать, — терĕ Павел Юрьевич. — Паян эпир кедр лартатпăр. Çакă çут çанталăкшăн усăллă ĕç кăна мар, çемьесене çирĕплетме, шкул ачисен туслăхне вăйлатма пулăшакан пулăм та. Мероприяти вăхăтĕнче кашниех экологи шайлашулăхне тивĕçтернин, çут çанталăк ырлăхĕсене упранин пĕлтерĕшне ăнланса илме пултарчĕ, пулас ăрусемшĕн пысăк ĕç турĕ». Сăмах май, акци вăхăтĕнче 500 тĕп кедр лартрĕç. Павел Юрьевич çитес вăхăтра Трак енре ӳсекен йывăçсен шутне ӳстерме тĕллев пуррине пĕлтерчĕ. Çавна май «Виçĕ хĕвел» этнопарк никĕслевçинчен Светлана Мефодьевăран икĕ пине яхăн кедр хунавĕпе тивĕçтерме ыйтрĕ. Мефодьевсем çĕр питне йывăç-тĕмпе симĕслетес ĕмĕтпе хавхаланса чылай çул каялла пархатарлă ĕçе пуçăннă. Этнопаркран икĕ çухрăмра кедр вăрманĕ ӳсет. Светлана Матвеевна каланă тăрăх, унта хальхи вăхăтра 800 кедр пур. Чăваш Енре урăх нихăш вырăнта та çак йывăç ӳсекен лаптăксем çук. Лăсăллă çав йывăçсен вăрринчен Мефодьевсем кедр калчисем çитĕнтереççĕ, çут çанталăк тусĕсене парнелеççĕ. Трак енри хунавсем хальхи вăхăтра республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче, çавăн пекех Раççейĕн çĕнĕ регионĕсенче те ӳсеççĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Асăрханăр: пăши, хир качаки...

Ытти регионти пекех — Чăваш Енре те тискер чĕр чунсем автотрассăсем çинче инкеке лекнĕ тĕслĕхсен шучĕ пысăкланнă. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра автоаварисенче чĕр чунсем вилнĕ 34 тĕслĕхе шута илнĕ. Çав шутра 14 пăши, 15 хир качаки, 5 хир сысни вилнĕ.

Çут çанталăк ресурсĕсен министерствинче палăртнă тăрăх, пăшисене çулсем çинче çулталăк тăршшĕпех асăрхама пулать. Çу уйăхĕнче пăши амисем пăрулаççĕ, аслăрах пăрăвĕсене хăйсен çумĕнчен хăваласа яраççĕ. Çамрăкскерсен хăйсем тĕллĕн пурăнма вĕренмешкĕн тивет, опытсăрскерсем пĕр çĕртен теприне куçнă май çулсем çине тухаççĕ. Çуллахи тапхăрта пăшисем ӳпрепăванран тарса уçă вырăнсене туртăнаççĕ, вĕсене çулсен хĕрринче курма пулать. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче чĕр чунсем чупасшăн. Çавна май аçисем ама шыраса çула тухаççĕ, автоçулсем урлă та каçаççĕ. Кăтартăвĕ хурлăхлă: авăн уйăхĕн пĕрремĕш эрнинче кăна Чăваш Енре пĕр хир сысни тата виçĕ хир качаки машина айне пулса вилнĕ. Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин специалисчĕсем водительсене каçхи тата ирхи сехетсенче уйрăмах тимлĕ пулма чĕнсе калаççĕ. «Çак вăхăтра çул лайăх курăнмасть, тискер чĕр чунсем вара шăпах çак сехетсенче пĕр çĕртен теприне куçаççĕ», — тет министр çумĕ Николай Охотин. Чĕр чунсем хутшăннипе пулакан аварисенчен ытларахăшне тĕттĕм вăхăтра шута илеççĕ. Чĕр чунсемшĕн çĕннине пĕлме-курма ăнтăласси те кăтартуллă. Вĕсене автомобиль фарисен çути те илĕртме пултарать — хăрамасăрах çул çине тухаççĕ. Шел те, вĕсене автотрассăсем урлă уйрăм вырăнсенче кăна каçмашкăн вĕрентме май çук. Вĕсен тыткаларăшĕ инстинктран килет — чĕр чун вăл е ку ларутăрура хăйне мĕнле тытассине пĕлме йывăр. Çул çинче вĕсемпе тĕл пулса инкеке лекес мар тесен чи малтан хăвăртлăх режимне пăхăнмалла. Çулсен «Тискер чĕр чунсем» паллă лартнă сыпăкĕсенче асăрханулăх пушшех пĕлтерĕшлĕ. Тепĕр тесен, вăрманлă тăрăхсенчи çулсем çинче кунашкал паллă пурри-çукки пĕлтерĕшсĕр — пур çĕрте те тимлĕ пулмалла. Хăвăртлăха уяни инкеке сирме е унăн сиенне чакарма май парать. Çакна та асра тытмалла: тискер чĕр чуна пырса çапрăр пулсан çав вырăнтан пăрахса кайма юрамасть. Автомобиль хуçи аваришĕн айăплă мар пулсан та унăн сиене саплаштарма тивет. Енчен те ОСАГО çук пулсан сиен виçине водительтен шыраса илĕç. Полис пур тăк — страхлакан компани тӳлĕ. <...>

Николай ДМИТРИЕВ.

♦   ♦   


«Юманлăх çулçă тăкмарĕ»

Кирек хăш писатель те çырнă май чунне канăçсăрлантарнине хут çине кăларать. Хайлав вулакан патне çитсен хăй пурнăçĕпе пурăнма пуçлать. Пĕрне асăрхасах та каймаççĕ; теприне ырласан та вăхăт иртнĕçем ăна тусан витет, мухтав сăмахĕсем манăçаççĕ; виççĕмĕшĕ вара чăваш литературин ылтăн çӳпçине кĕме тивĕç пулать, мĕншĕн тесен ĕмĕрхи ыйтусене хускатать.

Çавăн пек кивелми хайлавсен шутне кĕрет те Алексей Афанасьевăн «Юманлăх çулçă тăкмарĕ» романĕ. Наци библиотеки хатĕрленĕ «Вуламалли 100 кĕнеке» списока ахальтен лекмен вăл. Вулакансем ыйтнипе Чăваш кĕнеке издательстви ăна тепĕр хут кăларма йышăннăччĕ. Пĕлтĕр пĕрремĕш кĕнеки кун çути курнăччĕ, кăçал иккĕмĕшĕ пичетленсе тухрĕ. Кăларăм авторĕ – Тутарстанри Потап-Тăмпăрлă ятлă чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ Алексей Афанасьев прозаик, поэт тата куçаруçă. Вăл вырăсла та, удмуртла та лайăх пĕлнĕ, çамрăк чухне шкулта ачасене удмурт чĕлхи вĕрентнĕ. 1943 çулта Алексей Афанасьев Хĕрлĕ Çар ретне тăнă, Карелие нимĕçсенчен хăтарма хутшăннă. Паттăрлăхшăн III степень Мухтав орденне тата медальсене тивĕçнĕ. Каярахпа вăл Павлă районĕнчи вырăсла тухса тăракан хаçат редакторĕ пулнă. «Нарспи» поэмăна, «Айтар» драмăна тата ытти произведение удмуртла куçарнă. Роман вулакана тӳрех туртса кĕрсе каять тенĕччĕ пĕрремĕш кĕнеке пирки. Иккĕмĕшĕнче те палăртнă çул-йĕртен пăрăнмасть автор: геройсем вăрçă хирĕнче-и, ялта-и – кашнин ĕç-хĕлне, чун тăрăмне ĕненмелле кăтартса парать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Çĕпĕртен Тăмпая – чăвашсемпе удмуртсене пĕрлештерсе тăракан яла – таврăннă Хура Çимун вăй-халне шеллемесĕр колхозра тăрăшать, хуçалăх заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Анчах ăна ура хурас текенсем, элек саракансем тупăнсах тăраççĕ. Юрать-ха, колхоз председателĕ, ял совет председателĕ ентешĕ таса чунлă пулнине туяççĕ. Мăшăрĕ çапăçура пуç хунă тесе хурланса пурăнакан Мария Тимофеевна кĕтмен çĕртен савăнăçлă хыпар илет – Микулай чĕрĕ иккен. Ăна ентешсем, госпитальте сипленекенскерсем, ăнсăртран тĕл пулнă. Тăван ял çыннине кăнтăрти çĕршывра курни хăех пысăк тĕлĕнтермĕш! Тулĕк арăмĕпе икĕ хĕрĕ, амăшĕ патне арçын мĕншĕн пĕр йĕрке те çырман-ха? Килне таврăнма мĕншĕн васкамасть вăл? Сăлтавĕ пур-мĕн... Ялта тĕрлĕ шухăш-кăмăллă çын пурăнать. Пурте фронтшăн, халăх ырлăхĕшĕн талпăнмаççĕ çав. Юмăç Уканьпе Кулюкка тăлăх арăм хăйсемшĕн кăна ăшталанма хăнăхнă, бригада ĕçне те тухасшăн мар. Çав хушăрах ыттисем пирки сас-хура сарса çӳреме хастар. <...>

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.