Комментировать

15 Окт, 2014

Пархатарлă ĕçе кÿлĕнчĕç

Вăрнар районĕн тĕп больницин коллективĕ çамрăк тухтăрсемпе пуянланчĕ. Вăрнар поселокĕнче çуралса ÿснĕ Жанна Карпова тата Дмитрий Николаев аслă пĕлÿ илсен тăван тăрăхах таврăннă, кунта чирлисене сиплесшĕн вĕсем.

Çак ятпа больницăра уяв йĕкреленĕ. Çамрăк специалистсем аслă ÿсĕмри ĕçтешĕсемпе пĕрле йăлана кĕнĕ йĕркепе Çамрăк тухтăр аллейинче йывăçсем лартнă. Унтан вĕсене учреждени ертÿçи Николай Тинюков тĕп тухтăр саламланă: "Медицинăра хăйсен ĕçне юратакан, çирĕп кăмăллă çынсем çеç ĕçлеме пултараççĕ. Пирĕн тухтăрсен хушшинче ăнсăртран лекнисем çуккине ĕненетĕп. Ăс-хакăла пуянлатса, пултарулăха аталантарса пырăр!"

Уява юрă-ташă, тĕрлĕ конкурс, кулăш пуянлатрĕ. Унтан чи пăлхануллă самант çитрĕ. Шурă халат тăхăннă çамрăк тухтăрсем парахтарлă ĕçе кÿлĕннине çирĕплетсе алă пусрĕç. Тĕп тухтăр çумĕ Надежда Николаева çамрăк специалистсене парнесемпе чысларĕ. "Хăвăр суйланă профессие юратăр, пĕлĕве ÿстерсех пырăр, чирлисем хисеплекен тухтăр пулăр. Çак кун сирĕн асра ĕмĕрлĕх юласса шанатăп", - терĕ вăл.

И.СЕРГЕЕВА.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.