Комментировать

15 Окт, 2014

Сусăрлăх тапхăрĕ стажа кĕмест

Эпĕ - 53 çулта. Йывăр операци хыççăн инвалида тухмалли хутсене хатĕрлетĕп. Пĕтĕмĕшле стаж 32 çултан иртнине шута илсе мана ватлăхри ĕç пенсине маларах кăларма тата инвалидлăх вăхăтне çав стажа кĕртме пултараççĕ-и?

И.ИВАНОВА.

Сире ĕç пенсийĕ памалла тумашкăн иртерех, мĕншĕн тесен 55 çул тултарман. Федерацин 173-мĕш саккунĕн 19 статйипе килĕшÿллĕн инвалидлăх палăртас тăк ку енĕпе ĕç пенсине тивĕçмелли ирĕк пулать. Ăна памалла тумалли вăхăт - инвалидлăх ушкăнне çирĕплетнĕ дата /енчен те çак кунран тытăнса çулталăк иртиччен пенси памашкăн ыйтса çырсан/.

Инвалидлăх пенсийĕн виçи ватлăхрипе параканнинчен базăн çирĕплетнĕ пайĕ тĕлĕшпе уйрăлса тăрать, страховани пайĕ - кашнин хăйне май, мĕншĕн тесен вăл стажпа, шалупа тата страховани взносĕн суммипе çыхăннă.

Иккĕмĕш ушкăнри инвалид пенсийĕн база пайĕ ватлăхра тÿлекеннипе пĕрешкелех - 3910,34 тенкĕ, пĕрремĕш ушкăнрин - 7820,69, виççĕмĕшĕнчин - 1955,17 тенкĕ /федерацин 173-мĕш саккунĕн 15 статйи/.

2002 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пенси виçине страховани взносĕсен суммине кĕртеççĕ. Çавăн пекех пĕтĕмĕшле стажра вăхăтлăх ĕçлемен тапхăра шута илеççĕ, инвалидлăхра пулнă вăхăта вара - çук /çÿлерех асăннă саккунăн 11 статйи/.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.