Комментировать

29 Авг, 2024

ОМС полисĕ. Ыйтусем тата хуравсем

Ятарлă медицина страхованийĕ — патшалăхăн страхламалли пĕр мелĕсенчен пĕри. Вăл лару-тăрăва кура тÿлевсĕр, паха медицина пулăшăвне тивĕçме ирĕк парать. Çак пулăшăва ятарлă программăпа килĕшÿллĕн ОМС шутĕнчен параççĕ. Çĕршывра тата регионсенче усă курма май паракан программăсем уйрăлса тăнине те палăртмалла.

ОМС полисĕпе Раççейре тÿлевсĕр медицина пулăшăвне тивĕçме май пур. Çак документри даннăйĕсем тăрăх медицина организацийĕ страхлакан компание тÿлев счетне ярса парать. Полис çук чухне гражданина экстреннăй пулăшу çеç /пациентăн пурнăçĕ хăрушлăхра пулсан/ параççĕ.

2020 пуçласа ОМСăн финанс тытăмне çирĕплетес тĕллевпе çак тытăмра цифра улшăнăвĕсем пулса иртеççĕ. Страхланнă гражданинсем валли Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче çĕнĕ сервиссем хута янă. Асăннă порталăн функционалĕ анлăланнă май çакăнпа çыхăннă темиçе ыйтăва уçăмлататпăр.

Хальхи вăхăтра ОМС полисĕн мĕнле тĕсĕсемпе усă курма юрать?

1. «Кивĕлле» хатĕрленĕ полис. /2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа илнĕ пулсан/. Полиспа вăл хăçан ĕçлеме чарăннине, унăн хуçин социаллă статусне тата ĕç вырăнне шута хумасăр усă курма юрать. 2. Хут çине пичетлесе кăларнă е пластик карттă евĕр полис. Обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕн бланкĕ мĕнпур страхлакан компанишĕн те пĕрре. 3. Штрих код евĕрлĕ цифра полисĕ. Ăна 2022 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче кăларма пуçланă. Цифра полисне хута яриччен кăларнă ОМС полисĕн бланкĕсемпе кирек хăçанччен те усă курма юрать.

Тин çеç çуралнă ачан ОМС полисне мĕнле йĕркелемелле?

2022 çулхи раштавăн 1-мĕшĕ хыççăн кун çути курнă пепкесене ЗАГС органĕсенче панă çуралнине ĕнентерекен документ тăрăх страхланнă çынсен пĕрлехи регистрне кĕртеççĕ, вĕсем валли штрих код евĕр ОМС полисне хатĕрлеççĕ. Çапах та ашшĕ-амăшĕн страхлакан компание суйлама ирĕк пуррине те манмалла мар. Çакна тумашкăн страхлакан медицина организацине çитсе ачана страхланнă çынсен пĕрлехи регистрне кĕртме ыйтса заявлени çырмалла. Ачан саккунлă представителĕ пулнине ĕнентерекен документ, çуралнине ĕнентерекен документ, СНИЛС пĕрле илмелле. Кунсăр пуçне Патшалăхăн пулăшу порталĕ урлă та заявлени çырма юрать. Заявление ача çуралнă хыççăн 30 кун хушшинче çырмалла. Палăртнă вăхăт иртсен страхлакан компание медицина организацийĕ çирĕплетĕ.

Медицина организацине мĕнле суйламалла?

Медицина организацийĕн çумне çирĕпленмешкĕн унта кайса заявлени çырмалла. Тин çуралнă ачана та çак майпах çирĕплетмелле. Пĕрле ачан саккунлă представителĕ пулнине ĕнентерекен, çуралнине ĕнентерекен документсене, СНИЛС /вăл ачан пур пулсан/ илмелле. Кунсăр пуçне медицина организацийĕ çумне Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă та çирĕпленме май пур.

Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче ОМС полисĕ е медицина организацийĕ çумне çирĕпленни пирки информаци çук пулсан мĕн тумалла?

Ку информаципе паллашма:  Асăннă порталти харпăр кабинетра «Согласия и доверенности» раздела кĕмелле те обязательнăй медицина страхованийĕн федераци фондне харпăр даннăйсемпе усă курма ирĕк пани пирки калакан килĕшĕве татмалла.  Кун хыççăн «Документы и данные» разделта «Здоровье» пункта кĕрсе ОМС полисĕн даннăйĕсене çĕнĕрен ярса пама ыйтмалла. Асăрхăр: Патшалăх порталĕнче полис даннăйĕсене пĕлмешкĕн 5 ĕç кунĕ таран кирлĕ пулма пултарать. Çÿлерех çырса кăтартнă мелпе кирлĕ информацие тупаймасан Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕн «хĕрÿ линине» çак номерпе шăнкăравламалла: 8-800-100- 70-10, кĕсье телефонĕпе — 115.

Пурăнмалли вырăна улăштарсан страхлакан медицина организацине улăштармалла-и?

Страхлакан медорганизацие çулталăкра пĕрре, чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен улăштарма юрать. Пурăнмалли вырăна улăштарсан е ОМС полисне финанс енĕпе тивĕçтерекен килĕшÿ вĕçленсен те çакна тума май пур. Пурăнмалли вырăн улшăнсан страхлакан медорганизацие суйламалла та унта пырса заявлени çырмалла е Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕпе усă курмалла. /«Что делать с полисом ОМС при переезде в другой регион» пай/.

Йĕрке хуралĕн тытăмĕнче ĕçлетĕп. Манăн ОМС полисĕпе усă курма май пур-и?

Çар çыннисем е йĕрке хуралĕнче вăй хуракансем полиспа усă курма пултараймаççĕ. Гражданин çак тытăмра служба тухма пуçласан ОМС полисĕ ĕçлеме чарăнать. Призывпа çар ретне тăнисем те медполиспа усă курма пултараймаççĕ. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен вара ку документпа усă курма чарнине хăйсен пĕлтермелле, çавăн пекех полиса кирлĕ çĕре памалла. ОМС полисĕн ĕçне чарма е вăл çухалсан аяларах çырса кăтратнă йĕркене пăхăнмалла:  Страхлакан кирек хăш медицина организацийĕнче заявлени çырмалла;  Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче «Как аннулировать полис ОМС человеку, получившему статус военнослужащего» раздела кĕрсе пулăшу илмелле. Ыйтусем пулсан страхлакан компанин «хĕрÿ линийĕн» номерĕпе шăнкăравлăр: 8-800-201-95-46, /8352/ 730-442 — «Чувашская медицинская страховая компания» АО; 8-800-250-02-26, /8352/ 709-875 — «Страховая компания «Чувашия-Мед» АО. Çавăн пекех ку тĕлĕшпе Чăваш Енри ОМС ыйтăвĕсемпе ĕçлекен контактцентр та пулăшма пултарать, унта çак номерпе шăнкăравласа çитме май пур: 8 800 770 09 55 / «Чувашия-Мед» компанире страхланнă пулсан — «1», «Чувашская медицинская страховая компания» организацире страхланнисен — «2» хисепе суйламалла.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.