Комментировать

15 Окт, 2014

Пенси валли пухăнакан укçа: паян тата ыран

2015 çулта обязательнăй пенси страхованийĕ валли пухăнакан взноссене пĕтĕмпех страховани пенсине йĕркелемешкĕн яма палăртаççĕ. Çав укçа-тенкĕ шăпи çинчен паянхи кăларăмра РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Роза КОНДРАТЬЕВА ăнлантарса парать.

- Роза Алексеевна, пенси валли пухăнакан укçа шăпипе çыхăннă ыйту кама ытларах пырса тивет?

- Пĕрремĕшĕнчен, ĕçлекен граждансене - 1967 çулта тата каярах çуралнисене - вĕсен страховани тата пухăнса пыракан пайсем йĕркеленеççĕ.

Иккĕмĕшĕнчен, ку енĕпе патшалăхăн шутланман пенси фончĕсен тата управляющи компанисен кăсăкланăвĕ пысăк - пухăнса пыракан пай валли хывнă нухрата вĕсем инвестицилеççĕ, урăхла каласан граждансем çак тĕллевпе куçарнă взноссене ÿстерессишĕн яваплă.

- Кăçал çав укçана патшалăхăн шутланман фондсене тата управляющи компанисене памарĕç вĕт...

- Çапла. Ĕçпе тивĕçтерекенсем хăйсем патĕнче тăрăшакансен пулас пенсийĕ валли хывнă взноссене 2014 çулта пĕтĕмпех вĕсен страховани пайне ÿстерме ячĕç е çак тĕллевпе тÿленĕ взноса граждансен Раççей Пенси фондĕнчи счечĕсене куçарчĕç. Вăхăт çитсен страховани пенсине çав суммăна шута илсе палăртаççĕ. Хальлĕхе взноссем паянхи пенсисене тÿлеме каяççĕ. Раççейре пенсипе тивĕçтерес тытăмра тĕп никĕс пулса тăракан пĕр шухăшлăх тĕллевĕ çапла майпа пурнăçа кĕрет.

- Апла тăк асăннă йĕрке 2015 çулта та сыхланса юлать?

- Çапла. Пухăнса пыраканни валли 2015 çулта пуçтарăнакан нухрата пулас пенсионерсен страховани пенсине ÿстермешкĕн хывма палăртнă. Патшалăх асăннă пенсие çуллен инфляци шайĕнчен пĕчĕк мар виçепе ÿстерет. Хальхи вăхăтра унăн вăтам сумми пирĕн республикăра 10400 тенкĕпе танлашать.

Пухăнса пыракан пенсие патшалăх индексацилемест, унăн хушăмĕ фондсен тата управляющи компанисен инвестици кăтартăвĕсемпе çыхăннă. 2008 çулхи евĕр çухатусем те сисчĕвлентереççĕ паллах. Кун пек чухне ĕçпе тивĕçтерекен хăй патĕнче вăй хураканшăн тÿленĕ суммăна кăна шантараççĕ.

Çапла вара страховани пенсийĕ пухăнса пыраканнинчен хăвăртрах ÿсет. Пулас пенсионерсен капиталĕпе те çаплах пулса тухать. Пухăнакан укçана инвестициленинчен илнĕ вăтам тупăшпа танлаштарсан страховани пенсийĕ юлашки çулсенче икĕ хут пысăкланчĕ.

- Çак тĕллевпе 2014 çулччен куçарнă взноссен шăпи мĕнлерех?

- Граждансен малтан пухăннă укçи пĕтĕмпех сыхланса юлать, хăйсем суйласа илнĕ патшалăхăн шутланман фондсемпе управляющи компанисем ăна инвестицилеççĕ тата çапла майпа илнĕ тупăша пенси палăртнă чухне тĕпе хураççĕ.

- Çамрăксене тата хĕрĕх çулалла çывхаракан ăрăва 2016 çулччен суйлама сĕнеççĕ: е взноса пухăнса пыракан пенсие йĕркелеме хывмалла, е пĕтĕмпе страховани валли куçармалла...

- Страховани пенсийĕшĕн патшалăх яваплă, пухăнса пыраканнишĕн - уйрăм компани. Иккĕмĕшне йĕркелени тата укçана финанс рынокне хывни теветкеллĕ пулнине яланах асра тытмалла. Çавна май пулас пенси тата ватлăх кунĕсем пирки тĕплĕн шухăшласа татăклă йышăнăва кашни çыннăн хăйĕн тумалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.