Комментировать

22 Авг, 2024

Çамрăксен хаçачĕ 32 (6533) № 22.08.2024

Модель карьерин картлашкипе хăпарса пăхасшăн

Психолог дипломне илнĕ Наталия Мельденева Чăваш Ен тата Раççей шайĕнче иртнĕ илем конкурсĕсене 7 хутчен хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Паян Наталия — пирĕн тĕпел хăни. Вăл пире конкурс вăрттăнлăхĕсемпе те паллаштарма кăмăл турĕ.

Хăйне илем индустрийĕнче шырать

— Наталия, санпа темиçе çул каялла ЮТВ телеканал ирттерекен музыка премийĕн конкурсĕнче паллашрăмăр. Эсĕ мана тӳрех тыткăнларăн: çинçе пилĕклĕ, тинĕс тĕслĕ пысăк куçлă, йăлтăр кулăллă...

— Çиелтен пăхма çеç черчен эпĕ, чăннипе вара çирĕп кăмăллă. Шкул хыççăн психолог профессине алла илтĕм, анчах халĕ ку енпе пушă вăхăтра çеç аталанатăп. Хама урăх ĕçре тупрăм. Документсемпе ĕçлетĕп.

— Паян эсĕ хăвна ĕçре те, илем индустрийĕнче те шыратăн.

— Хам валли ытларах тимлĕх уйăрма вăхăт çитнине туйса илтĕм. Модель карьерин картлашкипе хăпарса пăхас терĕм. Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче илем конкурсне 7-мĕш хут хутшăнса Мускавран «Мiss Europen beauty» коронине илсе килтĕм. Раççей шайĕнче иртнĕ «World Beauty» конкурсра хамăн вăя 3 хутчен тĕрĕслерĕм. Пĕрремĕш хут çак конкурса Данила Ленский шоумен сĕннипе кайрăм. Маларах вăл йĕркеленĕ «Миссис краса Чувашии» конкурсра мала тухрăм. Шăпах çавăн чухне Данила мана Мускава кайма сĕнчĕ. Çапла пĕлтĕр çулла «World Beauty» илем, мода тата пултарулăх фестивальне лекрĕм, 2-мĕш вырăна тухрăм. Кун хыççăн Чита хулинчи чиперуксем /вĕсемпе конкурсра паллашрăм/ Пĕтĕм Раççейри «Top queen» илем конкурсĕн жюри членĕ пулма чĕнчĕç. «Мiss World beauty» конкурсра 1-мĕш вице-мисс интернейшнл пулса тăтăм. Хусанта иртнĕ «Мисс секрет успеха», «Мисс Российская империя» конкурссенче, паллă модельерсене Вячеслав Зайцевпа Пьер Кардена халалланă «World Beauty» конкурсра вара «Мiss Europen beauty» коронăна тивĕçрĕм.

— Тĕлĕнтерме пăрахмастăн мана. Пĕр конкурсран теприне хăюллăн çул хыватăн. Мĕнле туртăм хутшăнма хистет сана унта? Хăвна кăтартас килни-и? Тепĕр тесен, эсĕ ахаль те хитре, çынсем сан илеме капла та курса савăнаççĕ.

— Пытармастăп: ку маншăн малтан çĕнĕлĕх пулчĕ. Конкурссене хутшăнма питĕ интереслĕччĕ. Халĕ мана йĕркелӳçисем хăйсем чĕнеççĕ. Мĕн тăвас? Ерипен ку манăн пурнăçăн пĕлтерĕшлĕ пĕр пайĕ пулса тăчĕ. Хăш-пĕр конкурсра жюри членĕсем тепĕр конкурса хутшăнма парнесертификат параççĕ. Ав утă уйăхĕнче иртнĕ конкурсра та сертификат пачĕç. Хальлĕхе ăçта каясси паллă мар. Йыхрав кĕтетĕп.

— Çак конкурссем сана мĕн параççĕ?

— Чи малтан вĕсем ман чуна туйăмпа тултараççĕ. Кунсăр пуçне эпир дизайнерсен коллекцийĕнчи тĕрлĕ тума халăх умĕнче кăтартатпăр. Ку ĕç уйрăмах кăсăклă. Ку конкурссене Пĕтĕм Раççей чиперукĕсем хутшăнаççĕ-çке-ха. Камчаткăра пурăнакан дизайнерпа паллашрăм. Вăл мана сыхчă парнелерĕ. Пĕр конкурс йĕркелӳçи эпĕ ӳнер шкулĕнче вĕреннине пĕлсен хăйĕнпе пĕрле куравсене илсе çӳреме пуçларĕ, пултаруллă çынсемпе паллаштарчĕ. Хамăр патри çеç мар, ют çĕршывсенчи ӳнерçĕсем те эпир йĕркелекен онлайн-конференцисене, вебинарсене хастар хутшăнаççĕ.

— Санпа юнашар хитререх хĕр-хĕрарăм тăрсан чунра кĕвĕçӳ çуралмасть-и?

— Кашни пикен илемне чунран хаклатăп. Чылай пике манра конкурента курать. Шел те, чуна тăрăнмалли сăмахсем те калаççĕ. Асăрхаманçи тăватăп. Мана тапăнакан çыннăн таçта шалта, чун тĕпĕнче, пĕр-пĕр комплекс пур тесе шутлатăп. Тен, ăна пурнăç кӳрентернĕ. Çапах пурне те тус пек йышăнма тăрăшатăп.

— Пачах палламан хĕрсемпе туслашма пулать-и вара?

— Иккĕленмесĕрех. Мускаври конкурса килнĕ хăш-пĕр пикепе туслашрăм. Халĕ телефонпа калаçатпăр. Ман пата Шупашкара хăнана та килеççĕ.

— Пĕрремĕш конкурс ĕмĕрлĕхех асра юлчĕ ахăртнех.

— Ку пурнăçăмри çĕнĕлĕх маншăн шăпа ярса панă «телей билечĕ» пулчĕ-тĕр. Ĕçри профсоюз комитечĕ мана илем конкурсне хутшăнма сĕнчĕ. Шикленмесĕрех килĕшрĕм. Йывăрлăхĕсем кайран пуçланчĕç. Репетицисене çӳремелле, хитре утма, калаçма, хăвна кăтартма вĕренмелле, илемлĕ тумтир, пушмак туянмалла… Юрать, туссем пулăшрĕç. Пĕрремĕш хут сцена çине тухни маншăн хăйне евĕр стресс пулчĕ. Ăçта лекрĕм-ши тесе кулянса ӳкрĕм. Ун чухне çĕнтереймерĕм. Анчах опыт пухни паха. Ун хыççăн кунашкал конкурссене татах хутшăнас килнине ăнлантăм. Ĕмĕте Данила Ленский шоумен пурнăçлама пулăшрĕ.

— Конкурс жюрийĕ пулнă чухне подиум çинче мĕн пулса иртнине урăхларах куçпа куртăн пулĕ-ха.

— Маларах каларăм ĕнтĕ, Чита хулинчен килнĕ чиперуксем жюрие чĕнсен хирĕçлемерĕм. Ку енĕпе опыт пухма ĕлкĕрнĕччĕ. Подиум çинче хăвна кăтартни тата жюрире ларни пачах урăхла туйăмсем çуратаççĕ. Хывăнса тăхăнмалли пӳлĕмре хам жюри членĕ иккенне пĕлтермесĕр ыттисемпе пĕрле тума улăштартăм, модельсем пĕр-пĕринпе еплерех хутшăннине жюри пек хакларăм, хăйсене мĕнле тытнине сăнарăм. Пĕр пике тӳрех кăмăла кайрĕ. Паллашрăмăр. Вăл эпĕ те модель тесе шутларĕ. Манпа пĕчĕк кăлтăк сиксе тухсан шăп та лăп вăл мана пырса пулăшрĕ. Савăнтăм. Кайран подиум çине тухсан хайхискер мана жюрире курсан питĕ тĕлĕнчĕ, йăл кулчĕ. Ытти чиперук та эпĕ жюрире ларнине тӳрех асăрхарĕ. Çав пикепе эпир халĕ туссем.

— Манăн шутпа, санран лайăх художник пулаять.

— Дизайнер пулас кăмăл пысăкчĕ. Акцыновсем ячĕллĕ ӳнер шкулĕнче вĕрентĕм. Унта мана аттепе анне 5 çултах ячĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче кăранташ, хут, сăрă енчен йывăртарах пулнă. Çапах аттепе анне манăн пултарулăха аталантарма тăрăшнă. Шкула çӳреме пуçласан та ӳнер шкулне пăрахман эпĕ. Анчах кĕтменлĕхсем чуна килĕшекен ĕçрен пăрчĕç. Пĕр хушă депресси тыткăнне лекрĕм. Вăхăт иртсен шăпа мана савăнтарас терĕ пулмалла. Илем конкурсĕсене йĕркелекенсенчен пĕри, хăй те художник пулнă май, мана Мускаври художниксен йышне кĕртрĕ. Халь ку енĕпе çĕнĕрен аталанма пуçларăм.

— Психолог профессийĕ мĕншĕн тыткăнларĕ тата?

— Пирĕн çемьере — асатте-асанне, кукаçи-кукамайран пуçласа — пурте техника енĕпе пĕлӳ илнĕ, заводра ĕçленĕ. Халĕ те унтах вăй хураççĕ. Эпĕ гуманитари енĕпе аталаннине вĕсем ăнланмаççĕ. Атте — станоксен операторĕ, анне — электромонтажник. Аппа вĕрентекен-ха, анчах вăл та ытларах автомобильсемпе кăсăкланать. Манăн çынсен характерне, темпераментне пĕлес килчĕ. Вĕренни усса кайĕ терĕм. Тусăмсене психолог пек пулăшас килетчĕ. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Китай çыннисене Раççей боксне вĕрентет

«Манăн шухăшпа, хальхи вăхăтра хамăр патра тивĕçлĕ опыт илсен тĕнчери кирек хăш вырăнта та ĕçлеме май пур. Кăмăл пулсан, тăрăшсан çын йăлтах парăнтараять. Чи кирли — хăвна ĕненмелле», — çапла шухăшлать Китайра Раççей боксне вĕрентекен Игорь Николаев.

«Тивĕçлĕ ĕç укçи илес килетчĕ»

Спортăн çак тĕсне ăна хăй вăхăтĕнче ашшĕ — ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, бокс енĕпе тренер-преподаватель Геннадий Николаев — вĕрентнĕ. Ун патĕнче ăсталăхне туптакансем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче пĕрре мар мала тухнă. Геннадий Меркурьевич чылай пултаруллă спортсмена хатĕрленĕ. Унăн вĕренекенĕсем спорт мастерĕ те пулнă. Вĕсен йышĕнче — Игорь та. Геннадий Меркурьевич паянхи кун Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕнче тренер-преподавательте вăй хурать. Вăл пуçарнипе Вăрмарта кашни çул бокс енĕпе турнирсем иртеççĕ: пĕрремĕшне — Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне, иккĕмĕшне Чăваш Енри пĕрремĕш Олимп чемпионне Валериан Соколова халалласа йĕркелеççĕ. Игорĕн ачалăхĕ Шупашкарта иртнĕ. Вăл тĕп хуламăрти 22-мĕш шкулта ăс пухнă, 11-мĕш класс пĕтерсен Мурманскри техникумра повара вĕреннĕ. Анчах хăйне вăл ку ĕçре мар, боксра тупнă. Игорь ăмăртусене 9-10 çултах хутшăнма тытăннă. Малтанах хăйĕн вăйне хула, республика шайĕнче тĕрĕсленĕ. Унтан Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене хутшăнса палăрнă. Каярахпа Раççей спорт мастерĕн ятне те тивĕçнĕ. Игорь И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн физкультура факультетĕнчен вĕренсе тухсан пĕр вăхăт ашшĕпе пĕрле Вăрмарти бокс шкулĕнче тренерта ĕçленĕ. «Манăн çитĕнӳсенче пĕтĕмпех — аттен тӳпи. Вăл маншăн вăйне шеллемен, çавăншăн эпĕ ăна тав тăватăп. Вăрмарти бокс шкулĕнче пĕрле икĕ çул ĕçленĕ вăхăтра атте мана боксри вăрттăнлăхсене уçса пачĕ. Халĕ вăл вĕрентни Китай халăхне килĕшет. Эпĕ кикбоксинг енĕпе те ăмăртусене хутшăннă. Ĕпхӳре студентсен хушшинче иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче 1-мĕш вырăн йышăнтăм. Халĕ ытларах тренер пек ĕçлетĕп. Хамăн опытпа ачасемпе тата бокспа кăсăкланакансемпе пайланатăп», — чунне уçрĕ 30-тан иртнĕ спортсмен. Китайра Игорь 4 çул каяллах пулса курнă, бизнес-виза илсе унта пĕр хушă ĕçлесе пурăннă. Анчах коронавирус инфекцийĕ алхасма пуçласан унта çул хупăннă. Пĕлтĕр Игорь Китайра ĕçлемешкĕн çулталăклăх контракт çырнă. «Манăн тивĕçлĕ шалу илес килетчĕ. Çакă мана Китайра ĕçлеме хавхалантарчĕ те. Унта укçа лайăх тӳлеççĕ. Тепĕр сăлтав та пур: Китай хальхи вăхăтра пирĕншĕн, Раççейшĕн, туслă çĕршыв шутланать. Унта кайма чылай документ пуçтарма тиврĕ: пĕлӳ илни, ĕç опычĕ пурри, çитĕнӳсем туни çинчен, судпа айăпланманнине ĕнентерекен справка...» — терĕ Игорь. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Эсĕ — пĕтĕм чăвашăн Юратăвĕ»

Вăл Чăваш Енри ЮРАТУ тронне йышăнать. Çынсене, çут тĕнчене юратнине уççăн пĕлтерет. Çак туйăм ăна вăй-хăват парса тăрать, çавăнпа вăл пур çĕре те, тем туса та ĕлкĕрет. Паян сире ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕнчен, журналистсен Н.В.Никольский премийĕн лауреатĕнчен Альбина ЮРАТУРАН илнĕ интервьюпа паллашма сĕнетпĕр.

Пултарулăха кӳлĕннĕ

— Альбина Васильевна, эсир çынпа калаçма ӳркенместĕр. Ывăнтармасть-и ку? Кунсăр пуçне телеграм-канала, «Контактра» страницăна тытса пыратăр. Çырусене хăвăрт хуравлатăр…

— Ку вăл — ĕçлеме пĕлнин пĕр енĕ. Эпĕ сапаланмастăп. Мĕн хыççăн мĕн тумаллине шухăшласа, палăртса хуратăп. Ĕçе йĕркелеме пĕлнипе веçех туса ĕлкĕретĕп. Çут çанталăк пани те пуль вăл. Ачаран класс старости, дружина председателĕ пулнă. Шупашкарта, Мускавра вĕреннĕ чухне те ушкăн старостине суйланнă. Лайăх çынпа калаçнă чухне пĕр-пĕрин вăйĕсемпе пайлашăнатпăр. Анчах «вампирсем» те пур, вĕсемпе тĕл пулнă хыççăн пурăнас кăмăл пĕтет. Юнашар тăнă чухнех вăя епле сăхнине туятăп. Ун пек çынсем пурнăçа ӳпкелеме юратаççĕ. Пăрăнса утатăп та пурнăç лайăх вĕт-ха тетĕп. Манăн веçех пур, мана юратаççĕ — каллех вăй кĕрет.

— Экологи министерствинчен кайнине эсир йывăррăн чăтса ирттернине пĕлетĕп. Стресран епле тухрăр?

— Пресс-службăра ертсе пыракан специалистра 15 çул чуна парса тăрăшнă хыççăн штата кĕскетнипе сăлтавласа ĕçсĕр хăварчĕç. Эпĕ яланах оптимист пулнă. Хама каларăм: «Кунпа пурнăç пĕтмен, малалла ĕçлемелле». Служба ĕçне пула пултарулăх валли вăхăт сахал уйăраттăм. Çине тăрса çак енĕпе вăй хума тытăнтăм. Юрăçсемпе çыхăну йĕркелерĕм. Вĕсене хамăн сăвăсене сĕнме пуçларăм. Манăн ятăм та пĕчĕккĕн сарăлма тытăнчĕ. Упăшка мана хавхалантарчĕ, ачасем ӳссе пычĕç. «Эпĕ пĕтместĕп. Чăваш халăхĕ хушшинче пурăнатăп. Мана юратакан çывăх çынсем пур», — текен шухăш çирĕпленчĕ. Ĕçе йыхравлакансем те пулнă. Анчах эпĕ пултарулăх ĕçне кĕрсе кайнăччĕ ĕнтĕ. Çак енпе аталанма, хама литературăра тупма тĕллев лартнăччĕ. Юрра хывнă сăвăсен шучĕ нумайланса пычĕ. Малтан 400-е яхăн сăвва ахалех валеçрĕм. Артистсем юрласа çӳресе укçа тăваççĕ, манăн мĕншĕн сăвă çырса ĕçлесе илес мар терĕм. Халĕ манăн 700-е яхăн сăвăпа юрă çырнă. Вĕсене эпĕ пурне те хамăн архив валли пухса пынă.

— Эсир «Мана укçа юратать» тетĕр. Мĕншĕн бизнесмен пулмарăр?

— Эпĕ яланах çапла шӳтлетĕп: бизнеса кайнă пулсан паянхи кун ЧР тава тивĕçлĕ сутуçи пулаттăмах. 5 çултан сутма пуçланă эпĕ. Çемьери çичĕ ачаран улттăмĕшĕ пулнă. Аппасем çитĕнсе тухса кайрĕç. Аннене пулăшасси ман çине тиенчĕ. Пĕчĕкренех тирпейлĕхе вĕрентĕм. Анне кăмпана çӳреме юрататчĕ. Катки-каткипе тăварлатчĕ. Пирĕн пата килекенсене те кучченеç вырăнне парса яратчĕ. Мана та анне хăйĕнпе пĕрле пасара, Патăрьел ярмăрккине кăмпа сутма илсе каятчĕ. Эпĕ хутран кулек çавăрса параттăм. Анне айккине пăрăннă вăхăтра хамах юлаттăм. Çĕр улми, пахча çимĕç, çырла, мăйăр сутаттăмăр. Çавăнпа эпĕ ку ĕçрен вăтанмастăп. Хамăн кĕнекесем тухма тытăнсан вĕсене сутма пуçларăм. Редактор та, сăвăçи те, сутуçи те — хамах. Пурăна киле упăшка компьютер, принтер туянса пачĕ. Резак та пур халь. Юлашки çулсенче кĕнекесене килтех кăларатăп. Шутларăм та, хам тĕллĕн кăларни — 25 кĕнеке. Вĕсенчен иккĕшĕ кĕнеке издательствинче тухнă. Пĕтĕмĕшле тираж — 30 пин ытла. Çавăнтан вунă пин кĕнекене эпĕ парнеленĕ. Библиотекăсене, музейсене, таçта та çӳретĕп, нихăçан та пушă алăпа каймастăп. Бизнесвумена тухма пĕр йывăрлăх та курмастăп, анчах мана ку кирлĕ марччĕ, ачаран журналист пулас килнĕ. Хамăн хыççăн пуянлăх — кĕнекесем, сăвăсем — хăварас килет. Бизнесмен вилет — лавкки саланать, пысăк пуçлăх ĕçрен каять — ăна тепĕр кунах манаççĕ… Манăн ĕç халăхра юлать. Концерт пăхса ларнă чухне «Сăвви — Альбина Юратун» теççĕ те зал тăвăллăн алă çупать. Трактор тăвакансен культура керменĕнче — 1100 вырăн. 1100 çын савăнать! Укçа мар, акă мĕн пĕлтерĕшлĕ. Кĕнеке кăларма пулăшакансем пур. Вĕсенчен пĕри — хресна хĕр Надежда Чернышова — Аида. 30 çул урлă каçнăскер мана пĕр концертра сцена хыçне илсе кĕчĕ те хресна амăшĕ пулма ыйтрĕ. Чиркĕве кайса Петр Романовпа ăна тĕне кĕртрĕмĕр. Вăл Мускавра пурăнать, хăй лавкка тытать. Амăшĕ вилнĕ хыççăн манпа тата хытăрах çывăхланчĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА калаçнă.

♦   ♦   


«Сăввăмсене чи малтан хак параканĕ — мăшăр»

Пĕрре пăхсан Марина Иванова ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть пек. Анчах мĕн чухлĕ пултарулăх, ăсталăх тапса тăраççĕ унра! Интернетра унăн сăввисемпе кăсăкланакансен шучĕ геометриллĕ прогрессипе ӳссе пырать.

Ăста вĕрентекен

Марина Иванова Патăрьел округĕнчи Еншик ялĕнче пурăнать, Патăрьелти 2-мĕш шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Марина çак округрах Тăрăн ялĕнче 1974 çулта çуралнă. Çемьере 4 хĕр çитĕннĕ вĕсем. Ялти шкулта кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех Марина учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Килте те, урамра та яланах «шкулла» выляни хĕрачана урăх професси çинчен шухăшлама та паман. Чăваш чĕлхине юратма ăна Луиза Сорокина вĕрентекен пулăшнă. Марина шкулта тухса тăракан хаçат редакторĕ пулнă. Çав тери лайăх ӳкернĕ вăл. 9-мĕш класс пĕтерсен хĕрача Канашри педучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Унта та редколлеги членĕ пулнă. Пĕрле вĕренекенсем те, преподавательсем те унăн ӳкерес ăсталăхĕнчен тĕлĕннĕ. Педучилище пĕтерсен Марина, хĕр чухнехи хушамачĕ — Краснова, Патăрьелти 2-мĕш шкула пуçламăш классене вĕрентме килнĕ. Çав вăхăтрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна вĕренме кĕнĕ, диплом илсен ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланă. Кăçал вăл шкулта ĕçлеме тытăннăранпа 30 çул çитнĕ. Унтанпа нумай шыв-шур юхнă, 1994 çулта Марина качча кайса Иванова пулса тăнă, Еншике пурăнма куçнă. Пулас мăшăрĕпе епле паллашни çинчен ыйтсан йăл кулчĕ. Кулнă чухне икĕ пит çăмарти пат! путать. Ун пек чухне ачана ашшĕпе амăшĕ питĕ юратать теççĕ. «Чăнах та, аттепе анне пире питĕ юратнă. Вĕсем усал сăмахпа вăрçăннине нихăçан та курман. Атте Иван Васильевич ĕмĕр тăршшĕпех колхозра механикра ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен бригадирта тата шоферта вăй хунă. Ял çыннисем паянхи кун та аттен ырă кăмăлне аса илеççĕ. Шел, 64 çултах йывăр чирлесе çĕре кĕчĕ. Эпĕ пĕчĕк чухне аттепе пулла çӳреме юрататтăм. Маншăн ку тем пек пысăк савăнăçчĕ. Тăрса юласран хăраса атте çумĕнчех çывăраттăм. Ир-ирех вăлта, атма йăтса хир тăрăх утаттăмăр. Пуç тăрринче тăрисем юрлатчĕç. «Тăрисем çывăрмаççĕ, Маринка, пире курнипе савăнаççĕ. Тăр-тăр, тăр-тăри, эсир ирех тăтăр-и тесе юрлаççĕ», — тетчĕ атте. Çанталăк кĕр енне сулăнсан та пулла çӳренĕ. Эпĕ шăнасран хăраса атте кăвайт чĕртетчĕ. Пĕлетĕр-и мĕнрен? Пĕлтĕрхи типсе кайнă ĕне тислĕкне пуçтаратчĕ те чĕртсе яратчĕ. Арçын ача тейĕн, аттепе пĕрле вутă та çураттăм. Унпа пĕрле пулнă самантсем нихăçан та асран тухмаççĕ. Анне çыхăну уйрăмĕнче техникра 35 çул ĕçлерĕ. Эпир, урамри ачасем, вăл ĕçрен килессе чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Вăл кашни кунах Патăрьелтен мăйĕнчен пĕр çыхă сушка çакса килетчĕ. Эпир ăна хирĕç чупаттăмăр, киле çитиччен çур çыхă çеç юлатчĕ. Мăнкун тĕлне анне тăватă хĕрне те çĕнĕ кĕпе çĕлесе паратчĕ. Ирхине вăраннă çĕре вăл пĕçернĕ кукăль шăрши сăмсана кăтăклатчĕ. Эх, урамра хĕрачасемпе кĕпесене танлаштараттăмăр! Эпир асаннепе пурăннă. Вăл пĕçернĕ çăкăр çав тери тутлă пулатчĕ. Альтук тесе чĕнетчĕç ăна ялта. Асанне пысăк праçниксенче ялти чиркĕве каятчĕ, пире те илсе кайма тăрăшатчĕ. Праçник умĕнхи каç пирĕн килте выртса тăма вырăн юлмастчĕ. Районти пĕртен-пĕр чиркӳ пирĕн ялта пулнăран таврари ялсенчи çынсем ирхи кĕлле кĕме тесе каçхинех пирĕн яла пырса выртатчĕç. Пирĕн пата та питĕ нумаййăн кĕретчĕç. Аннепе асанне хăнасене урайне вырăн сарса паратчĕç. Куншăн вĕсем кăмăлсăрланнине нихăçан та илтмен. Ытла та лайăх пулнă манăн ачалăх, çамрăклăх... Шкулта пĕрле вĕреннĕ ачасемпе питĕ туслăччĕ. Мĕн кăна туман-ши эпир! Пĕррехинче тимĕр-тăмăр пухма хушрĕç. Эпир таçтан пĕр центнера яхăн таякан тимĕр чавса кăлартăмăр. Ăна шкула çити кустарса килтĕмĕр. Шкулта эпĕ спортсменка пулнă. Районта çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ пĕр ăмăртуран та юлман. Канашри педучилищĕре вĕренни халĕ те куç умĕнче. Общежити пурнăçĕ питĕ интереслĕччĕ. Пĕрлех çиеттĕмĕр, юрлаттăмăр, кулаттăмăр, савăнаттăмăр... Эрне вĕçне чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Яла каяс килет-ха та. Çул валли эрне пуçламăшĕнчех укçа уйăрса хăвараттăм. Хальхи пекех астăватăп: çул укçи 36 тенкĕччĕ. Ун чухне транспорт нумай çӳремен, нумай чухне ура çинче тăрса каяттăмăр. Вăл та хăратман пире. Тăван киле часрах çитес килетчĕ. Пуринчен ытла мана асанне питĕ хытă кĕтетчĕ. Пĕтĕм укçи-тенкине мăнукĕсене паратчĕ. Хăй çиес çăкăрне те пире тыттаратчĕ. «Çийĕр, çийĕр, ачамсем. Эсир çисен хам çинĕ пекех туйăнать», — тетчĕ. Пĕртăвансем — пĕр вартан тухнă çынсем. Пирĕнте пĕр юн чупать, çавăнпа эпир килĕштерсе пурăнатпăр, пĕрпĕрне пулăшатпăр. Çамрăк чухне ялти клуба ташлама тухаттăмăр. Ун чухне яшсемпе хĕрсем пурте унта пуçтарăннă. Пирĕн клуба ют ялсенчен те килетчĕç. Пĕррехинче Еншик каччисем пырса кĕчĕç. Çавăн чухне паллашрăм та пулас мăшăрпа. Кайран чылай хушă туслă çӳрерĕмĕр. Эпĕ вĕренсе пĕтерсен кăна пĕрлешрĕмĕр. Ывăлпа хĕр çитĕнтертĕмĕр. Иккĕшĕ те Мускавра пурăнаççĕ. Ывăлĕ авланнă, мăнук та пур пирĕн», — каласа кăтартрĕ Марина Иванова. Пĕрремĕш кĕнеке Марина шкул вăхăтĕнчех сăвă çырма пуçланă. Ун чухне вĕсене вăл пичетлесе кăларас тесе çырман. Çапах сăвăсен тетрачĕ паянхи кун та упранать. «Ун чухнехи сăвăсен тĕшши пулса та çитеймен пулĕ, — терĕ вăл сăпайлăн. — Хĕрачасемпе ăмăртмалла тенĕ пек кĕнекесем вулаттăмăр. Çакă та литературăна юратма хавхалантарнă пуль. Вырăс чĕлхине те юратса вĕренеттĕм, математикăпа та питĕ хăвăрт шутлаттăм. Вĕрентекен пĕрремĕш хăвăрт шутлакан 3 ачана яланах «5» паллă лартатчĕ. Эпĕ яланах çавсен шутĕнче пулнă. Каярахпа тĕрлеме тытăнтăм. Ун чухне качча каякан хĕрĕн тĕрĕсем хатĕрлемеллеччĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.