Хыпар 90-91 (28266-28267) № 16.08.2024
Курск халăхне пĕрле пулăшар
Раççей территорийĕн чиккисенчи регионсенче пурăнакансен инкекĕ Чăваш Ен халăхĕн чун ыратăвĕ пулса тăчĕ. Республика Курск облаçĕнче Украина çарĕсен ирсĕрлĕхĕнчен шар курнисем патне малтисен шутĕнче гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕ. Ку ĕç вĕçленмен-ха.
Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Красноармейски салинчи культура çуртĕнче гуманитари пулăшăвĕ йышăнакан пункт уçăлнă. Вăл кашни кун 8-16 сехетсенче ĕçлет. Унта инкеке лекнĕ çынсем валли гигиена хатĕрĕсене, пăсăлман апат-çимĕç, шыв, çĕнĕ тумтир, атă-пушмак, вырăн хатĕрĕсем, канцеляри таварĕсем, ытти япала йышăнаççĕ. Ку ĕçе округ администрацийĕ тата вырăнти халăха социаллă пулăшу паракан центр йĕркелесе пыраççĕ. Центр директорĕ Станислав Григорьев пĕлтернĕ тăрăх, гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕç кал-кал пырать. «Çынсем кашни кунах япала илсе килеççĕ. Акă, Галина Семенова предприниматель пункт уçăлсанах килчĕ, ачасем валли шкул тумĕ пачĕ. Вăл ытти чухне те ыр кăмăллăх акцийĕсене хастар хутшăнать», — каласа кăтартрĕ Станислав Федорович. Курск облаçĕнчи инкеке лекнĕ çынсене пулăшма илсе пыракан япаласене çавăн пекех Трак енри ялсенчи çыхăну уйрăмĕсенче, предпринимательсемпе райпо лавккисенче йышăнаççĕ. «Пĕтĕм çĕршыв Курск халăхне пулăшнă вăхăтра эпир айккинче тăма пултараймастпăр, — терĕ Йĕпрем лавккинче ĕçлекен Елена Александрова. — Ку инкек пĕр çын нуши мар, кашнине пăшăрхантараканскер. Пирĕн ял çыннисем кам мĕнпе пултарать — çавăнпа пулăшма тăрăшаççĕ». Канаш хулинче гуманитари пулăшăвĕ пухмалли пункт культура керменĕнче вырнаçнă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Çамрăк гвардийĕн хастарĕсем инкеке лекнĕ çынсем валли чи малтисен йышĕнче шыв, гигиена хатĕрĕсем илсе пынă. «Эпир Курск облаçĕнче пурăнакансемшĕн чĕререн пăшăрханатпăр. Вĕсен инкекне курса тăнă вăхăтра лăпкă пурăнма пултараймастпăр. Тӳрех гуманитари пулăшăвĕ паракан пункта çул тытрăмăр, пултарнă таран пулăшма шутларăмăр», — пĕлтерчĕ пĕрлĕхĕн Канашри уйрăмĕн ертӳçи Линар Калимуллин. Комсомольски салинчи 1-мĕш шкулта вĕренекенсем тата тĕрлĕ предприятиорганизацире ĕçлекен çамрăксем те ыр кăмăллăх ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм Комсомольски округĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашçипе Ольга Григорьевăпа пĕрле Курск облаçĕнче шар курнă çынсем валли япаласем хатĕрленĕ. «Чебдобро» ыр кăмăллăх организацийĕн Комсомольскинчи уйрăмĕпе пĕрле ĕçлетпĕр. Халь пухнă пулăшу округ палăртнин пĕр пайĕ кăна. Гуманитари пулăшăвĕ пухас тĕлĕшпе малашне те ĕçлĕпĕр», — пĕлтерчĕç Комсомольскисем. Шупашкар округĕнче пурăнакансем те Курск халăхне пулăшма хатĕр. Вĕсем гуманитари пулăшăвĕ пухакан пунктсене гигиена хатĕрĕсем, апат-çимĕç, шыв, куллен кирлĕ ытти япала илсе пыраççĕ. Паçпак ялĕнчи Венера Андреева кунашкал акцие пĕрремĕш хут хутшăнать. Вăл Кӳкеçри культура керменĕнче вырнаçнă гуманитари пунктне пысăк ал шăллисем, супăнь, шампунь илсе пынă. Кил- çуртне хăвăрт пăрахса кайма тивнĕ çынсене шăпах куллен усă курмалли çакăн пек япаласем кирлĕ. Чăваш Енри апат-çимĕç тата чĕр тавара тирпейлекен промышленноç предприятийĕсем те Курск халăхне пулăшас тĕллевпе чăмăртаннă. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
«Тавах, анне, килте пĕçернĕ тутлă апатшăн»
Шупашкарти Галина Антоновăн ывăлĕсем СВОра Тăван çĕршыва хӳтĕлеççĕ. Галина Федоровна вĕсем службăра тăракан чаçсене гуманитари пулăшăвĕ ярса тăма хастар хутшăнать.
Михĕ çĕлеме ыйтнă
Пенсионерка пулин те Шупашкарти 1-мĕш клиника больницин 7-мĕш поликлиникинче ĕçлет, сывлăх сыхлавĕнче çирĕм саккăрмĕш çул тăрăшать. Тирпейлекенре, картиш шăлаканра, санитаркăра, малярта вăй хунă, хура ĕçрен хăрамасть, ертӳçĕсем хушнине вăхăтра пурнăçлать. Çавăнпа ăна хисеплеççĕ. Вăл ывăлĕсене лайăх пăхса çитĕнтернĕ, спортпа ача чухнех туслаштарнă, çавăнпа вĕсем тĕреклĕ хул-çурăмлă, вăйлă, çирĕп ӳснĕ. 33 çулти Алексей малтан — хулари 19-мĕш профтехучилищĕре электрика, кайран электромеханика колледжĕнче электрооборудование ĕçлеттерме вĕреннĕ. Çакна та палăртас килет: Алексей 18 çул тултарсан çара каяс тĕллевпех экзаменсене экстерн йĕркипе панă та ытти вĕренекенрен маларах диплом илнĕ, хыççăнах çар комиссариатне çитнĕ, салтак тумне тăхăнма хатĕррине пĕлтернĕ. 2009-2010 çулсенче Конституцире çырса хунă тивĕçе Сывлăш çарĕн флотĕнче чыслăн пурнăçланă — Раççей çарĕн хĕсметĕнче Ставрополь тата Хабаровск крайĕсенче çулталăк тăрса чаçе çыхăнупа тивĕçтернĕ. Çартан таврăнсан Шупашкарта ĕçе вырнаçнă, ĕмĕчĕсене çитерме тăрăшнă. Анчах 2022 çулхи нарăсра пуçланнă СВО унăн тĕллевне те улăштарнă. Алексей информацин йышлă хатĕрĕ урлă Раççей çарĕ ВСУ чаçĕсемпе çапăçнине, вĕсене федерацин çĕнĕ регионĕсенчен епле хăваланине, хирĕç тăру çивĕчленнине пĕлсе тăнă. 2022 çулхи кĕркунне, амăшĕпе калаçнă чухне, СВОна тухса каяс шухăшпа пурăннине пĕлтернĕ. «Ку мана савăнтармарĕ, пачах тепĕр майлă — кулянтаракан хыпар пулчĕ, — аса илчĕ амăшĕ. — Çапах хумханнине ывăла кăтартас темерĕм, хама алăра тытма тăрăшрăм. «Тен, вăл ыйтăва татса паман-ха», — терĕм. Авă, 2023 çула кĕтсе илтĕмĕр, пурăнатпăр, ĕçе каятпăр, хваттере килетпĕр — каллех Алексей СВОна çырăнасси çинчен калаçма тытăнчĕ. Сăмаха пуçлать те — планне пуçран яланлăхах кăларса пăрахтăр тесе ӳкĕтлеме тытăнатăп. Ун чухне кĕçĕн ывăл Толя СВОраччĕ ĕнтĕ, çавăнпа аслине унта ярас, килте пĕччен юлас килместчĕ. Тĕрĕссипе, çав шухăш мана хăратма тытăнчĕ». Галина Федоровна пĕррехинче кĕçĕн ывăлĕпе телефонпа çыхăнсан пиччĕшĕ те СВОна кайма тĕллев лартнине, ачисемшĕн пăшăрханнине пĕлтернĕ, Тольăран Алексее ӳкĕте кĕртме — Шупашкартах ĕçлеме — ыйтнă. Çавăн хыççăнах Запорожье облаçĕнче хĕсметре тăнă шăллĕ пиччĕшĕпе çыхăннă. «Эсĕ те фронта тухса кайсан килте анне тăр пĕччен юлĕ. Ăна тăлăха хăваратпăр-и? Леша, тархасшăн, итле, çар комиссариатне ан кай! Кунта пирĕнпе мĕн пулассине Турă çеç пĕлет. Ку шухăша пуçунтан кăларса пăрах. Хăть çуркуннеччен тăхта, тен, фронтра кăштах çăмăлланĕ», — сассине хăпартсах калаçнă Толя. Çук, итлемен Алексей, амăшĕнчен кĕрсе выртса çывăрмалли ăшă михĕ çĕлеме ыйтнă, Галина Федоровна куççуль юхтарса иккĕмĕш ачи валли те çĕленĕ. Хальхинче ăна хăвăртрах хатĕрлесе çитернĕ. Маларах Толя валли çĕленĕ-çке. Алексей уйрăм çыннăн «Вагнер» компанине çырăнасси çинчен пĕлтернĕ. Контракта çирĕплетнĕ Амăшĕ сехĕрленнĕ, мĕншĕн тесен вăл Бахмут, ытти ял-хула патĕнчи хаяр çапăçусенче нумай офицер-салтака çухатнине илтнĕ. Аслă ывăлĕ «Вагнера» лекесрен хăраса ăна РФ Оборона министерствипе килĕшӳ çирĕплетме тархасланă. «Компани чаçне çитсе вырнаçсанах çапăçса пуç хурăн, — тенĕ вăл. — Унтан тупăкна леçме те килмĕç». Алексей «Вагнер» штабĕн телефонне таçтан шыраса тупнă, вăл фронтра ăçта вырнаçнине ыйтса пĕлнĕ, унта тухса кайма хатĕрленнĕ. «Унта ан кай!» — тесе амăшĕ каллех хирĕçленĕ, калаçсанкалаçсан ывăлĕ килĕшнĕ, хăйĕн ирĕкĕпе СВОна хутшăнасси пирки 2023 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче РФ Оборона министерствипе икĕ çуллăха контракта алă пуснă. Алексей Шупашкарта хăш-пĕр çамрăка повестка парсан та çар комиссариатне каймасăр пытанса пурăннине, салтак аттине тăхăнас мар тесе чылайăшĕ чикĕ леш енне тарнине, çав вăхăтрах паттăрсем çĕнĕ регионсене неонационалистсенчен хӳтĕлесе пуç хунине пĕлнĕ. Апла пулин те пуçĕнче çирĕпленнĕ шухăша кăларса пăрахман, Тăван çĕршыва СВОра хӳтĕлеме тĕллев тытнă. Мĕншĕн? «Анне, Америка тата Европăри патшалăхсем ВСУна тĕрлĕ хĕç-пăшал нумай миллиард тенкĕлĕх панине пĕлетĕн вĕт, — тенĕ аслă ывăлĕ. — Пĕтĕмпех — Раççей çарне вут-çулăм хыптарма. Çавăнпа пирĕн чаçсене хӳтĕленме, тен, Тольăн чăваш полкне те, питĕ йывăр. Ăна та, пурне те пулăшма каятăп. Эпир каймасан камсем кайĕç?» Амăшĕн Шупашкарти çар комиссариатĕнчен СВОна аслă ывăлне те ăсатма тивнĕ. Ăна малтан Алтай крайĕнчи чаçе, пилĕк кунран ыттисемпе пĕрле Луганск халăх республикинчи Кременная хули патне çитернĕ, çапăçура хĕç-пăшалпа усă курма темиçе кун вĕрентнĕ те задани пурнăçлама разведкăна янă. Ăçта, мĕнле тĕллевпе? Амăшĕ халĕ те чухламасть, вăл паян та разведчик пулнине çеç пĕлет. Шупашкара отпуска Алексей — икĕ, Анатолий çар формипе виçĕ хут килнĕ пулин те хăйсем амăшне мĕнле задани пурнăçлама, хăш хулапа яла ирĕке кăларма хутшăнни, чаçри офицерсемпе салтаксем хăш çапăçусене хутшăнни çинчен каласа паман. Ыйтсан: «Сана мĕн тума кирлĕ?» — тенĕ çеç. Кĕçĕн ывăлне Тольăна, темиçе çул маларах Раççей çарĕн Мускав облаçĕнчи чаçĕнче хĕсметре çулталăк тăнăскере, СВОна РФ Президенчĕн 2022 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнче мобилизацин пĕр пайне йĕркелесе ирттересси çинчен» Указĕпе килĕшӳллĕн юпа уйăхĕнче илнĕ. Вăл водитель пулнă май çар комиссариачĕ ăна ятарлă çар операцине явăçтарма палăртса хуни çинчен Галина Федоровнăна уйăха яхăн маларах пĕлтерсе хунă. Çав хушăра амăшĕпе ывăлĕ чаçе тухса кайма хатĕрленсе çар лавккинче аялти-çиелти тумтир, газа çунтармалли хатĕр, штык-çĕçĕ, термос, резина атă, зажигалка, ытти япала туяннă. Ăна чăваш полкне илнĕ ытти ентешĕпе пĕрле Ульяновск хулине çитерсен бушлат, çĕлĕк, алсиш панă. Унта çапăçма, хĕç-пăшалпа усă курма икĕ уйăха яхăн вĕрентнĕ. Çапăçу меслечĕсене алла илни салтаксене кайран мĕн тери кирлĕ пулнине вут-çулăмра ăнланнă. «Толя киле телефонпа пĕрремĕш хут шăнкăравласан хăйне Крыма илсе çитернине пĕлтерчĕ, — аса илчĕ амăшĕ. — Шăллĕне фронта яманнине малтан Алексей те çирĕплетрĕ, çав хыпар чун-чĕрере темле шанăç çуратрĕ, Тольăна çапăçăва кĕртменни лăплантарчĕ. Ăна Ульяновскран Запорожье облаçне илсе кайнине кайран, Çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ умĕн, чăваш полкне пĕрремĕш гуманитари пулăшăвне яма хатĕрленнĕ чухне Алексейрен илтрĕм те пирвай тĕлĕнсе тăтăм, тепĕртакран куçра темĕн хуралса килчĕ, чĕре ыратма тытăнчĕ, ӳкесрен хăраса лартăм». <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Импорт айккинче тăтăр
Ял хуçалăхĕнче усă курмалли сеялкăсем, хăмла пухакан комбайнсем, автобетононасуссем, складсемпе лифтсен автоматизациленĕ системисем, сăрламалли камерăсем, 4D аттракционсем... Патшалăх оборона саккасĕпе ĕçлекен резидентсем те пур. Çак продукцие пĕтĕмпех Шупашкарти «Машзавод» технопаркра туса кăлараççĕ. Ытларикун ăна ĕçлĕ лару-тăрура уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ.
40 пин тăваткал метр йышăнакан промышленноç паркĕнче 12 резидент вырнаçнă. Вĕсенчен хăшĕсем импорта хамăрăн продукципе улăштармалли продукци /хальччен Европăран тата Азирен турттарнă разъемсем, проводсем. Хăмла комбайнне те çак шутах кĕртмелле/ туса кăларас енĕпе ĕçлеççĕ. Унран та ытла — резидентсем хăйсен продукцине ют çĕршывсене те ăсатаççĕ. Экспорт Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕнчи çĕршывсене, Бангладеша, Индие, Йемена, Кубăна, Пакистана, Сирие, Турцие каять. Тĕрлĕ бизнеспа паллашнă май Олег Николаев кунти ĕçсемпе кăмăллă пулнине пытармарĕ: «Эпир икĕ çул йĕркеленĕ технопарк лайăх кăтартусем кӳрет те ĕнтĕ. Производство кăтартăвĕсем çак тапхăрта икĕ хут ытла ӳснĕ. Çакă эпир тĕрĕс çулпа утнине çирĕплетет». Çавна май кунти площадкăсен хуçисене идейăсемшĕн, вĕсене тӳрре кăларас енĕпе çине тăрса ĕçленĕшĕн тав турĕ, ку, ун шучĕпе, «пире çакнашкал ăнăçлă коллаборицисем йĕркелеме хистет». Республика хăмлапа ĕçлессине анлăн аталантарас тĕллев тытнине кура, паллах, хăнасем хăмла сушилкин тĕслĕхĕпе кăсăкланчĕç. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, çак оборудовани хамăрăн республикăна кăна вун-вун кирлĕ, ăна ытти регион та туянасшăн. Çавăнпа та «эпир уйрăм комбайнсем е хăмла типĕтекен машинăсем пухнипе кăна çырлахасшăн мар, «симĕс ылтăн» тирпейлекен хатĕр заводсем тăвасшăн». Чăваш Ен ертӳçи паркра çĕнĕ йышши пир-авăр станокĕ туса кăларас енĕпе ĕçленине те пысăка хурса хакларĕ. Вăл промышленноçри юлашки вăхăтри çитĕнӳсенчен пĕри пулĕ. «Шăпах «Текстильмаш» Совет Союзĕнче çакнашкал станоксен производствин центрĕ шутланнă, — аса илтерчĕ вăл. — Çак оборудование СССР валли кăна кăларман, ăна Варшава килĕшĕвĕн мĕн пур çĕршывне ăсатнă. Станоксем халь Беларуçра, НПППри ытти çĕршывра кирлĕ пулма пултараççĕ, мĕншĕн тесен паян эпир пир-авăр предприятийĕсенчи техника паркĕ кивелнине куратпăр — ăна е модернизацилемелле, е улăштармалла». Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов çак станока тума тĕнче шайĕнчи производительсен опычĕпе, совет инженери шкулĕн пĕлĕвĕсемпе тата идейисемпе усă курнине çирĕплетрĕ. Тĕрĕссипе, «Чăваш Енре пир-авăр машиностроенине çĕнĕрен чĕртсе тăрататпăр». Раççейре паян çак производство çул-йĕрĕ пушă темелле. Пирĕн «Текстильмаш» пысăк çул çине тухать. Сăмахран, Беларуçри Барановичири пир-авăр пĕрлешĕвне СТБ пир-авăр станокĕсем валли 1,2 миллион тенкĕлĕх саппас пайсем, тĕрлĕ хатĕр ăсатнă та ĕнтĕ. Республика делегацийĕ утă уйăхĕнче кӳршĕ çĕршывра ĕçлĕ çул çӳревре пулнă май белоруссемпе унти чи пысăк пир-авăр предприятийĕпе — «Камволь» компанипе — ун валли станоксем туса кăларас ыйтусене сӳтсе явнă. Дмитрий Иванович Чăваш Енĕн пир-авăр станокĕсем ăнăçлă бренд пулса тăрасси пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленмест. <...>
Николай КОНОВАЛОВ хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
Çийĕнчех библиотекăна васкаççĕ
Вулавăшсем яланах хăйсем патне асамлă вăйпа туртнăн туйăнатчĕ. Алăк урлă каçсанах кĕнеке тĕнчине лекетĕн-çке. Вĕсенче – халăх пуянлăхĕ те, тĕнчери тĕлĕнтермĕшсем те, ăслăлăхри çитĕнӳсем те, тĕрлĕ çынсен пурнăçĕ те… Темĕн те вуласа пĕлме пулать. Етĕрне округĕнчи Мăн Явăш ялĕн вулавăшне те ял çыннисем çул такăрлатма юратаççĕ. Тепĕр тесен, ытти библиотекăран урăхларах пек туйăнать вăл — урам еннелле тухакан чӳречисем панорама евĕр. Унтан пăхса вырăнти тавралăх илемĕпе киленме пулать.
Кĕнеке тусĕсене Людмила Григорьева библиотекарь кĕтсе илет. Эпĕ вулавăша пырса кĕнĕ вăхăтра Людмила Владимировна «Культура» наци проекчĕ пулăшнипе илсе килнĕ хатĕрсене вырнаçтаратчĕ. Çапах манпа калаçма та вăхăт тупрĕ. — Эпĕ Культура институтĕнче библиотека енĕпе пĕлӳ илнĕ. 2017 çулта Тури Ачак ялĕн библиотекинче ĕçлеме пуçларăм. Виçĕ çултан ача çуратрăм та декрет отпускне кайрăм. Ĕçе тухма вăхăт çитсен шăпа Мăн Явăш библиотекине çавăрса килчĕ, — кĕнеке тĕнчине мĕнле лекнине аса илчĕ Людмила Владимировна. Библиотекарь ĕçне пуçăниччен Етĕрне хулинче çĕвĕçре вунă çул тăрăшнă. «Йăлăхса çитнĕ эпĕ вăл ĕçрен. Çавăнпа библиотекăра ĕçлеме сĕнсен нумай шухăшласа тăмарăм, килĕшрĕм», — терĕ çамрăк библиотекарь. Ахаль ларма пачах юратмасть вăл. Библиотека пурнăçĕ кичем тесе ан шухăшлăр, пачах апла мар — кунта тĕрлĕ мероприяти тăтăшах иртет. Вулавăш ĕçченĕсем валли конкурссем те сахал мар йĕркелеççĕ. Тепĕр тесен, хастар çын валли пултарулăх ăмăртăвĕ тупăнсах тăрать. Людмила Владимировна та конкурссене хутшăнма кăмăллать. Акă «Чи лайăх ял вулавăшĕ» проект çырса республика конкурсне хутшăннă, мала тухнă. Çавна май «Культура» наци проекчĕ пулăшнипе библиотека телевизорпа, тĕслĕ принтерпа, бумбокспа пуянланнă. Туянмалли япала тата нумай-мĕн. Ку ĕçе тĕплĕн, лайăх шухăшласа тумаллине ăнланать вулавăш ĕçченĕ. Кунта кĕнеке вулама çеç çӳремеççĕ. Тăтăшах тĕрлĕ курав иртет. Сăмахран, тавра пĕлӳ, тĕрĕ-эреш стенчĕсем ял çыннисене питĕ илĕртеççĕ, пуян культурăна упрама хистеççĕ. — Халĕ сăнатăн та — ял ачисем вырăсла калаçма тăрăшаççĕ, хула ачисем вара чăвашланасшăн. Çавăнпа та ачасене тăван чĕлхе илемне туймашкăн хăнăхтарма чăвашла ытларах калаçма тăрăшатăп, сценарисене те чăвашла хатĕрлетĕп. Чĕлхене ачаран пĕлсе ӳсесси, паллах, ашшĕ-амăшĕнчен чылай килет. Эпир Чăваш Енре çуралса ӳснĕ пулсан ачасене мĕншĕн тăван чĕлхене вĕрентмелле мар-ха? — терĕ Людмила Владимировна. Вăл общество ĕçне хастар хутшăнать. Мăн Явăш ял тăрăхĕнче çамрăксен политики енĕпе ĕçлессишĕн яваплă, çавăн пекех Хĕрарăмсен союзĕн Мăн Явăш ял тăрăхĕнчи уйрăмĕн председателĕ. — Питĕ килĕшет ку тивĕçсене пурнăçлама. Тăтăшах тĕрлĕ мероприятие хутшăнатпăр. Сăмахран, экологи субботникĕсем ирттеретпĕр. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ ярса тăратпăр, — каласа кăтартрĕ Людмила Владимировна. Конкурссене хутшăннă чухне унччен туса курман ĕçсене те вĕреннине пысăка хурать. Акă, республика шайĕнчи «Хĕрарăма мухтар» конкурса хутшăнмашкăн ятарласа çăм арлама вĕреннĕ... Хастар библиотекарь патне шкул ачисем те çӳреме юратаççĕ. Сăмах май, пĕлӳ çурчĕ кунтан темиçе утăмра çеç вырнаçнă. Вулавăша çитсенех ачасем килĕшекен кĕнеке суйлама тытăнаççĕ. Вĕсем фантастика жанрне ытларах кăмăллаççĕ-мĕн. Аслă ӳсĕмри вулакан чăвашла вулама юратнине палăртрĕ Людмила Владимировна. — Çĕнĕ кĕнеке тухни çинчен хыпар илтсенех библиотекăна килсе ыйтаççĕ. «Кĕнекисем килеймерĕç-ха, каярах çитеççĕ пулĕ», — тетĕп вара вĕсене. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Хунава лартмалла çеç мар, пăхса çитĕнтермелле
«Çут çанталăкăн кирек хăш вăхăчĕ те илемлĕ, — тет Патăрьел округĕнчи Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнче пурăнакан Георгий Кошкин. — Çакă ытларах вăрманта палăрать: хĕлле шурă юр çийĕн тĕрлĕ йĕре, çуркуннепе кĕркунне йывăçсене сăнама юрататăп. Çулла вара кайăк сассипе киленетĕп. Çапах та çуркунне, тĕнче чĕрĕлнĕ вăхăтра, курăк ешернĕ чухне, чун юрлать».
Çут çанталăк тусĕ
Вăрман пирки çĕрĕ-кунĕпе калаçма хатĕр вăл. Чăн та, хăй калашле, Чăвашра вăл çитсе курман вăрман çуках-тăр. Çут çанталăка юратнăранах лесник профессине суйласа илнĕ. Паллах, ку ĕç патне тӳрех çитеймен: малтан вăрман касакансен ушкăнĕнче турат иртнĕ, унтан, çар хĕсметĕнчен таврăнсан, Шăмăршă тăрăхĕнчи Карапай Шăмăршăри вăрман пунктĕнче вунă çул ытла водительте вăй хунă. Тăрăшуллă, пултаруллă çамрăка пуçлăхсем те асăрханă: 1986 çулта ăна асăннă тăрăхри Турганкас вăрман хуçалăхне шанса панă. Лесник профессине алла илме Георгий Гаврилович пĕр вăхăт Сĕнтĕрвăрринчи техникумра ятарлă курсра ăс пухнă. Çирĕм çул ытла лесникра ĕçленĕскер, вăрман нушине лайăх ăнланать вăл. «Çулталăкра 5-шер гектар йывăç лартни те пулнă, — терĕ Георгий Кошкин. — Ун чухне вăрманçăсене ял халăхĕ пулăшнă. Манăн участок хăйăрлăрахчĕ. Çавна май яхтăпа чăрăш ытларах лартма тăрăшнă. Мĕншĕн тесен ытти йывăç ун пек вырăна кăмăлламасть. Хыр хăвăрт çитĕнет. Чăрăш вара пĕр 7 çул тĕмсĕлсе ларать, кайран васкаса ӳсме тăрăшать. Эпир лартнă йывăçсем халĕ тӳпенелле кармашаççĕ. Хамăр вара ватăлтăмăр. Вĕсем çине пăхса савăнатăп: лайăх ӳсеççĕ. Анчах 2010 çулта шăрăх çанталăка пула чылайăшĕ хăрчĕ. Çапах та хыр аптăрамарĕ. Унăн тымарĕ аялалла каять. Ахальтен мар ăна «йĕке тымар» теççĕ. Чăрăшăн вара — çиелте. Çавăнпа çак йывăçа çил-тăвăл та тымарпа кăкласа кăларать, ăна хĕвеллĕ çанталăк та хăртать». Вĕрентекен евĕр ăнлантарчĕ мана Георгий Гаврилович. Çавăнтах ытти йывăç пирки те сăмах пуçарчĕ. Акă, тĕслĕхрен, юман — чи çирĕп йывăç. Вăл шывра та часах çĕрмест. Унран катка-пичке, сĕтел-пукан тăваççĕ. Çирĕк тымарĕ çĕр ăшне питĕ тарăн каять, çырана ишĕлесрен сыхлать, çĕр айĕнчи шыва çӳлелле туртать. Тирек вара — çут çанталăкăн чи чаплă «пылесосĕ», сывлăша тусанран тасатать. Çăка — хурт-хăмăр ăстисемшĕн чи лайăх йывăç. Вăл 10-12 кун чечекре ларать. Çак хушăра 1 гектар çăка вăрманĕнчен пыл хурчĕсем 1000 кг таран пыл пухаççĕ. Çапла, ешĕл утравра тĕрлĕ йывăç çитĕнет. Вĕсем çынна тĕрлĕрен усă кӳреççĕ. Хунавсене лартни çеç мар, вĕсене пĕчĕк ача евĕр пăхса çитĕнтерни çинчен те каларĕ Георгий Кошкин: çум курăкран тасатнă, хăрнисене ешĕллисемпе улăштарнă, пысăк йывăçсене сайратнă… Вăрманта лесник пурри палăрнă ун чухне, пур çĕрте те йĕрке пулнă. Шел те, хальхи вăхăтра апла калаймăн. «Халĕ халăх вăрмана питех туртăнмасть. Çитменнине, лесниксен йышне те чакарчĕç. Сăмахран, Турхан лесничествинче хăй вăхăтĕнче 12 вăрманçă пулнă, вăл шутрах эпĕ те. Штата кĕскетнĕ хыççăн 3-шне çеç хăварчĕç. Вăрмана пăхса тăма вара пĕрре те çăмăл мар», — малалла сыпăнчĕ калаçу. «Чĕр чуна шелленĕрен сунара çӳреместĕп» Вăрманçăсен йышне хăй вăхăтĕнче кĕскетнĕ май Георгий Кошкинăн çак ĕçрен аякра тăмалла пек, анчах чунĕ чăтмасть унăн. Вăл унсăр пурăнаймасть. Малтанхи вăхăтра Патăрьел районĕнчи Турхан лесничествинче вăй хунă ĕçтешне Камиль Асеинова кашни кун пулăшма çӳренĕ. «Чăваш вăрманĕ тискер чĕр чунпа та, ӳсентăранпа та пуян, — палăртрĕ ĕнерхи лесник. — Упа та пур. Паллах, ман куç умне пулман вăл, анчах йĕрĕсене пĕрре кăна мар курнă. Картунра пурăннă чухне вăрман хуçалăхĕн утарĕ пирĕнпе юнашарахчĕ. Çавăнта упа иленнĕччĕ. Вĕллене çапса, салатса пыл çисе кайнă тĕслĕх темиçе те пулчĕ. Пирĕн вĕллесене вара пĕрне те тĕкĕнмен. Ун чухне кашкăр та чылайччĕ вăрманта. Пĕр çулхине картунра пурăннă чухне 12 сурăха пăвса пăрахнăччĕ. Лаша та, пони те унăн çăварне çакланчĕç. Пĕррехинче çумăрлă кун сурăхсем таврăнмарĕç. Хам çине плащ уртса ятăм та вĕсене шырама кайрăм. Çумăр вăйлă çунăран пуçа пĕксе утатăп. Акă хайхи пуçа çĕклерĕм те ман умра кашкăр тăнине курах кайрăм. Пирĕн хушăмăр 1 метр анчах. Куçран куçа пăхатпăр. Эпĕ хыттăн кăшкăрса ятăм. Вăл малалла тапса сикрĕ. Выльăх йĕрĕ çине ӳкнине сисрĕм. Пăшал илме килелле чупрăм. Шел те, каялла çаврăнса çитнĕ çĕре такана пăвса пăрахма ĕлкĕрнĕ вăл, юнне ĕçсе тарнă. Пысăк така сурăхсене хӳтĕлесе кашаман умне тухнă. Кашкăр вара унăн çулне пӳлнĕ, хăйне тĕп тунă. Пирĕн тăрăхра пăши, хир сысни те чылай. Вĕсене те час-часах тĕл пулнă. Кайăк-кĕшĕке, тискер чĕр чуна сăнама юрататăп. Пĕррехинче хир качакине тĕл пултăм. Хăйне евĕр хитре вăл. Чĕр чуна шелленĕренех сунара çӳреме кăмăлламастăп». Георгий Гаврилович вĕлле хурчĕпе те кăсăкланать. Ку ĕçе те алăран кайтăр тесе мар, килĕштерсе тăвать. «Вĕсене те юратса пăхмалла, — терĕ вăл. — Пур çыннăн та ĕрчемест хурт-хăмăр, алăран килет. Турă кайăкне пирĕн мăн асатте усранă, ун хыççăн — асатте. Аттен Гаврил Егоровичăн 23 вĕлле пулнă. Пыл хурчĕ пирĕн çемьере нихăçан та татăлман. Паянхи кунччен тăсăлать çак ĕç. Эпĕ пĕчĕкренех хурт-хăмăртан хăраман, аттене пулăшнă ялан. 1977 çулта хам та тытма пуçларăм. Вĕлле шутне çулсеренех ӳстерсе пытăм. Паянхи кун 30 ытла». Сăмах май, Гаврил Егоровичăн ĕçне тăхăр ачинчен икĕ ывăлĕ — Якурпа /Георгий Гавриловича ялта çапла чĕнеççĕ/ Вихтăр — çеç суйласа илнĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...