«Чун Шупашкарах туртать»
«Шупашкарта пурăнатăп та — маншăн Хула кунĕ чи юратнă уявсенчен пĕри. Тĕп хулан çуралнă кунне халалланă мероприятисене юратса çӳреттĕм, хаçатра кăмăлтан çырса кăтартаттăм», – тет «Хыпар» Издательство çуртĕнче культура пайĕн заведующийĕнче тăватă теçетке çул вăй хунă, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Смирнова. Шурă Шупашкарта вăл 46 çул пурăнать. Тăван, чăваш хули пулнишĕн кăмăллать ăна вăл. «Кунта тăван хутлăхра пурăнатăп. Мана, чăваша, кунтан ытла кирлĕ те мар. Тен, айванла шухăшлатăп пуль, анчах чĕререн калатăп. Питĕрте 3 çул пурăннă, командировкăсене чылай хутлăха çитсе килнĕ. Вĕсем чаплă, тĕлĕнмелле вырăнсем пулнă. Анчах чун Шупашкарах туртнă. Тата çавăн пек тепĕр вырăн илĕртет мана. Тăван ял. Куççуль тухичченех туртать вăл мана», – пытармасть Надежда Георгиевна.
Шĕкĕр хуламăра килен-каян та, туристсем те питĕ килĕштереççĕ. Шупашкар тени ăçтан пуçланса кайнă-ха? Хула 555 çул тултарнă май çакна аса илтерсе хăварни вырăнлă пулĕ тетĕп. Çамрăк ăру пĕлтĕр, мăнаçлантăр. Шупашкар тĕрĕк чĕлхисенче «баш» «пуç» тенине пĕлтерет. «Кар» нумай чĕлхере — крепоç. Чăвашла «çирĕплетес» тенине пĕлтерет. Авал нумай тĕрĕк халăхĕн «субаш» должноç пулнă, облаçри çар пуçĕсене çапла каланă. Кун пек каланисем Кавказра та, Крымра та, Турцире те тĕл пулаççĕ. Субаши /турккăлла Subach/ — Турцире çакăн пек хула, Кабарда-Балкарта Субаши ту пур. Вăл Субаши тата Ирик юхан шывĕсен варринче вырнаçнă. «Субаши» балкар чĕлхинчен куçарсан шыв хĕрринчи çӳллĕ вырăн, ту тенине пĕлтерет. Крымра та Субаш шывĕ пур.
Халĕ юбилей патне таврăнар-ха. Пилĕк çул каялла Шупашкар 550 çул тултарнине мĕнле уявланă-ха эпир? «550 çула уявлани историе çырăнса юлчĕ. Илемлĕ! Хăватлă! Яланлăхах», – тесе çырнă ун чухне пичет кăларăмĕсенче. Чăнах та, хăватлă, асра юлмалла иртнĕччĕ уяв. 100 ытла культура, спорт мероприятийĕ йĕркеленĕччĕ, сумлă ытти пулăм... Вĕсенчен 30-шĕ — шăматкун, çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче, пулнăччĕ. Уяв мероприятийĕсене 100 пин ытла çын, Шупашкарсем тата хăнасем, хутшăннă. «Стрижи» пилотаж ушкăнĕ килнĕччĕ — авиашоу пăхса савăннăччĕ, шыв çинче те шоу пулнăччĕ /унта флайбордистсем, аквабайкерсем тата парăс регачĕсем хутшăннă/, Мускав çыранĕн хĕрринче йĕркеленĕ «Çăлтăрпа ирттернĕ зарядка» /30 пин ытла çын хутшăннă/, «Пултарлăх бульварĕ» /50 пин ытла çын киленнĕ/, «Хула техникин парачĕ» /15 пин çын пăхнă/, театрсем йĕркеленĕ уяв программи, Турецкий хорĕн концерчĕ, уяв фейерверкĕ /50 пин ытла çын пăхнă/ – уйрăмах асра юлнă. Ку – пĕр кунра йĕркеленĕ уяв программи. Унсăр пуçне çулталăк пуçланнăранпах ача сачĕсемпе шкулсенче юратнă хуламăрпа çыхăннă мероприятисем йĕркеленĕ. Çамрăк ăру Шупашкарти паллă вырăнсене çитсе курнă. Ĕç коллективĕсенче тĕп хула аталанăвне пысăк тӳпе хывнă пултаруллă, пуçаруллă çынсене юбилей тĕлне хатĕрленĕ медальсемпе чысланă.
Астăватăп-ха: 550 çул тултарнă тĕле Шупашкар тата илемленнĕччĕ, капăрланнăччĕ. Çĕнĕрен тунă ландшафт композицийĕсем куçа илĕртетчĕç. Массăллă информаци хатĕрĕсем тӳрĕ трансляцисем ирттернĕччĕ, уяв епле иртнине килтен те курма, илтме пулатчĕ. Юбилей тĕлне — «Чебоксары — город твоих побед» кĕнеке тухнăччĕ. Чи кирли — уяв хула çыннисене тата хăнасене килĕшни. Туристсем шурă Шупашкар таса, тирпейлĕ, илемлĕ хула пулнине тăтăшах палăртаççĕ. Мăнаçлă Атăл хĕрринче вырнаçни ăна хăйне май ĕлккенлĕх кӳрет.
Çак йĕркесен авторĕ те Шупашкарта 34 çул пурăнать. 1990 çултанпа хула чылай пысăкланчĕ, хăтлăланчĕ. «Çĕнĕ хула», Хĕвеллĕ, Сад, Волжски тата ытти микрорайон куç умĕнчех ӳссе ларчĕç. Çĕнĕ палăксем, суту-илӳпе кану çурчĕсем хушăнчĕç. Шкулсем, садиксем… Хĕрлĕ лапам, залив çĕнелсе илемленчĕç. Шупашкар 2021 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Ĕç мухтавĕн хули» пулса тăчĕ.
Ыран савнă хуламăр виçĕ 5 туяннине уявлăпăр. Тĕрĕссипе, уяв мероприятийĕсем чылай маларах пуçланнă. Садиксемпе шкулсенче, библиотекăсемпе музейсенче çамрăк ăрупа куракансем валли чылай тĕлпулу, курав йĕркеленĕ.
Чăваш Республикин тĕп хули 555 çул тултарнине халалланă уявăн тĕп мероприятийĕсем çурлан 10-мĕшĕнче пуçланчĕç. Иртнĕ шăматкун Шупашкарта Речниксен лапамĕнче Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» сăра фестивалĕ уçăлчĕ. Ăна çурлан 17-мĕшĕнче Речниксен лапамĕнче савăнăçлă ларутăрура хупĕç. Асăннă фестиваль Чăваш Енĕн тĕп хулинче 3-мĕш хут иртет. Кăçал ăна нимĕçсен «Октоберфесчĕпе» танлаштарнă. Кунта сăра, пыл сăрипе сим пыл тутаннисĕр пуçне хамăр патра хатĕрленĕ чейсене, сувенирсене туянма пулать. Сăра фестивалĕ «Отпетые мошенники» ушкăн концерчĕпе вĕçленĕ.
Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинне чысларĕç. Кăçал çак ята РФ Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков тивĕçнĕ. Уншăн Шупашкарсен 50,46 проценчĕ сасăланă.
Паян хĕрлĕ лапамра профессионалсен çулленхи «Чемпионсен кубокĕ» турнирĕ иртет. Вăл спортăн вăйпа çыхăннă тĕсĕсен Спорт бульварĕнче Тĕнче рекордне çĕнетмелли фестивалĕ пулĕ. Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Стрижи» пилотаж ушкăнĕ авиашоу репетицине ирттерĕ. 18-мĕшĕнче вара Хĕрлĕ лапамра 12 сехетре авиашоупа киленме май пулĕ. Вĕçев команди Шупашкарти аэроклубра шкул ачисемпе, 200-мĕш ача садне çӳрекенсемпе тĕл пулнă. Авиаушкăн тӳпере шоу ирттернине «Çĕнтерӳ» асăну комплексĕнче, Хĕрлĕ лапамра, Шупашкар заливĕн акваторийĕн таврашĕнче курма май килĕ. Авиашоу 30 минут тăсăлĕ. Сăмах май, çак «Стрижи» 1993 çулта «Тĕнчери чи лайăх пилотаж ушкăнĕ» ята тивĕçнĕ.
Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Хĕрлĕ лапамра хулари «Юрлакан фонтансем» вокал конкурсĕн финалĕ пулĕ. Асăннă лапамрах 16 сехетре Августа Уляндинăпа «Ярды» ушкăнăн концерчĕ пулĕ.
18-мĕшĕнче Хĕрлĕ лапамра çăлтăрпа пĕрле зарядка иртĕ. Вăл 11 сехетре пуçланĕ. Шупашкарсем валли Бразилири джиу-джитс енĕпе тĕнче чемпионĕ Джефф Монсон ятарлă тренировка ирттерĕ. Унта профессионал спортсменсем кăна мар, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, ачасем, аслисем хутшăнма пултарĕç.
15 сехетре Ленин проспектĕнчи К.Маркс урамĕнче «Пултарулăх бульварĕ» арт-проект хула çыннисене пуçтарĕ. Кăçал проект лапамĕ виçĕ çухрăма тăсăлĕ. Унта 80 ăста хутшăнĕ. Предприятисем экспозицисем хатĕрлĕç. 19 муниципалитет округĕ хăйсен районĕсене презентацилĕç. Çавăн пекех хăй тĕллĕн ĕçлекенсен ярмăркки пулĕ.
Уяв тĕлне, çурлан 15-мĕшĕнче, тĕп хуламăрта юсаса çĕнетнĕ Октябрь кĕперне уçрĕç. Аса илтеретпĕр: ку кĕпере Хусанти компани юсанă, ĕçе 2023 çулта ака уйăхĕнче пуçланă. Октябрь кĕперне «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн çĕнетеççĕ. Юсавпа монтаж ĕçĕсен хакĕ 527,4 миллион тенкĕпе танлашать.
Çурла уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче Шупашкарта финанс пĕлĕвĕ парас енĕпе регионсен хушшинчи 2-мĕш «ВолгаФин» форум ĕçлет. Çавăн пекех çак кунсенчех Чăваш патшалăх филармонийĕнче регионсен хушшинчи патшалăх тата муниципалитет шайĕнче сутăн илессипе çыхăннă конференци пырĕ. Çурла уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче «Чăваш Ене инвестициле» /«Инвестируй в Чувашию»/ инвестфорум йыхравлать. Çурлан 17-мĕшĕнче Шупашкарти юсаса çĕнетнĕ 59-мĕш тата 40-мĕш шкулсен территорийĕсем уçăлĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, хула кунĕнче Шупашкарта ретро троллейбус çӳрĕ. ЗиУ-5 1-мĕш маршрутпа Трактор тăвакансен проспектĕнчен пуçласа «Университет» микрорайона çитĕ. Пассажирсем ретро троллейбусра хăйсене иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсене лекнĕ пек туйĕç. Салонра чăваш тата вырăс юррисем янăрĕç. Троллейбус 9 сехетрен пуçласа 17 сехетчен çӳрĕ. Юбилей тĕлне Чăваш кĕнеке издательствинче «Чебоксары. Шупашкар» кĕнеке-альбом пичетленсе тухнă. Унăн авторĕ — Зоя Трофимова. Кунсăр пуçне интересли тата нумай кĕтĕ сана, хаклă вулаканăм. Мĕнех, уява виçĕ 5-лĕх ирттересчĕ.
СĂМАХ МАЙ
♦2024 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Шупашкарта ялан пурăнакансен шучĕ 497618 çынпа танлашнă.
♦Шупашкар хули уява мĕнле хатĕрленни тĕлĕшпе республика ертӳлĕхĕ енчен те тимлĕх пысăк. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкарти предприятисене праçник мероприятийĕсене йĕркелеме хастар хутшăннăшăн тав тунă: «Вĕсем те айккинче тăмаççĕ — туллин хутшăнаççĕ, укçа-тенкĕпе пулăшаççĕ. Пĕрле тăрăшнине кура уяв пуян, интереслĕ, илемлĕ тата хăрушсăрлăха тивĕçтермелле иртĕ».
Шупашкара килĕрех
Уяв кун Шупашкарта,
Хамăр тĕп хуламăрта
Юрă-кĕвĕ янăрать,
Пĕтĕм чăваш савăнать.
Хушса юрламалли:
Тусăмсем, тăванăмсем,
Килĕрех Шупашкара
Уявпа саламлама,
Хуламăрпа мухтанма.
Тап-таса урамĕсем,
Тап-такăрах çулĕсем,
«Чи таса хула» ята
Ахальтен паман, чăн та.
Атăл хĕррине çитер,
Мĕн курнипе киленер,
Ку вырăн вăл — чи хакли,
Çавăнпа халăх тулли.
Шур хуламăр Шупашкар,
Юратса сана мухтар,
Чечеклен эсĕ, çĕклен,
Мăнаçлантăр Чăваш Ен.
Римма ПЕТРОВА.