Комментировать

15 Авг, 2024

Çамрăксен хаçачĕ 31 (6532) № 15.08.2024

«Япăх кăмăл-туйăмпа çĕленĕ япала сутăнмасть»

Екатерина Малинина — хальхи вăхăтри этно чăваш тумне пуçарса яракансенчен пĕри. Вăл «Хитре» брендпа кирек хăш ÿсĕмри çынсем валли çи-пуç кăларать. Хăй те яланах чăваш капăрлăхĕпе, тĕрĕллĕ тумпа çÿрет.

«Чи кирли — мана килĕшет»

— Катя, ку бренда епле шухăшласа кăлартăн? Мĕнрен пуçланчĕ туртăм?

— Ку планпа палăртса хурса пурнăçланă ĕç мар. 4 çул каялла виççĕмĕш сыпăкри йăмăкпа пурне те юрăхлă кулленхи çи-пуç шухăшласа кăларас килчĕ. Çынсем чăваш культурине хаклама вĕренччĕр тесе ăна тĕрĕ-эрешпе илемлетме палăртрăмăр. Тĕрлĕ çĕршыва, хулана кайсан тĕрлĕ халăх çыннисем хăйсен нацинчен вăтанманнине куратпăр. Пирĕн çапла ирĕклĕн çӳреместчĕç. Бренда чăвашла ят парас килчĕ. Темĕн те шухăшларăмăр: «Симĕс кăвакал», «Кăвак изолента»…

— çавăн евĕр ăссăрла ятсем. Даша «хитре» тесен çак сăмах тӳрех чуна выртрĕ. Бизнес тытса пыракансем ырласах каламарĕç: чăвашла ят пани Чăваш Ен тулашне тухса аталанма чарать имĕш. Эпĕ вара урăхларах туятăп, куратăп, чи кирли — мана килĕшет. Ыттисем калани пĕлтерĕшлĕ мар.

— Санăн професси дизайн е çĕвĕ ĕçĕпе çыхăннă-и?

— Эпĕ — биологи учителĕ, шкулта ачасене вĕрентрĕм. Кайран фитодизайн енĕпе ĕçлерĕм. Манăн фантази — питĕ анлă. Ачаран тем те пĕр шухăшласа кăларма юрататтăм. Шкулта пултарулăхпа çыхăннă ĕçсене йĕркелеме мана шанатчĕç. Эпĕ Сĕнтĕрвăрринче çуралса ӳснĕ. Анне çак хулари 1-мĕш профтехучилищĕре аслă мастерта ĕçлетчĕ. Дизайнерсемпе пĕрмай тĕрлĕ мероприятие тухса çӳретчĕ. Мана ачаран мода кăтартма пĕрле илсе каятчĕ. Çапла эпĕ мода тĕнчипе çывăхлантăм. Тăван хулара пĕлтĕр маншăн питĕ пăлхануллă самант пулчĕ. Туристсен сезонне уçнă чухне Сĕнтĕрвăрринче урамри сцена çинче хамăн çи-пуçа кăтартрăм. Унта манăн пĕчĕк хĕрĕм те хутшăнчĕ. Мода, тум çĕлесси енĕпе эпĕ ятарласа вĕренмен. Ку туртăм манра ăçтан-ши тесе пĕрмаях шухăшланă май йăх тымарне тишкереттĕм. Пирĕн йăхра питĕ пултаруллă çынсем пулнă, анчах вĕсем ăсталăхне професси шайне кăларман. Кукамай хăй пир тĕртнĕ, аннен пĕртăванĕсем çĕлеме ăста пулнă. Атте енчисен ӳкерес енĕпе алли çыпăçуллă. Атте турăш та касса кăларма пултарать. Хамăн ĕçе пуçăнсан эпĕ несĕлсен пулăшăвне туйрăм. Чăваш тĕррин кунĕнче хамăн çи-пуçа пĕрремĕш хут кăтартма чĕнсен сисрĕм çакна. Сăмах май, манăн кăтартусене профессионал модельсем сайра хутшăнаççĕ — хăйсен туйăмĕсене пытарман ахаль çынсемпе, ытларах студентсемпе, ĕçлетĕп. Манăн командăра вĕсене пухакан, курава хатĕрлекен çын пур. Упăшка та пулăшать мана, 5-ри хĕрĕм те мода кăтартнă çĕре хутшăнать. Ку мероприяти хыççăн анне те, хреснанне те манăн ĕçе ырлама тытăнчĕç.

— Унччен апла пулман-и?

— Çĕлесси тăкаксемпе çыхăннине анне питĕ аван пĕлет. Ачапа декретра ларнă чухне укçа-тенкĕ ыйтăвĕ шухăшлаттарнă паллах. Манăн ĕç аталанса каясса питĕ хытă ĕнентĕм те 10 костюм çĕлеме саккас патăм. Пĕчĕк саккассене производствăсем йышăнасшăн марччĕ. Çĕвĕçсем, пĕр шухăшлă çынсем шыранă чухне алă усăннă самантсем пулнă. Укçа çитменнипе пусмана 2-шер метр туянма тиветчĕ. Халĕ рулонĕпех илеетĕп. Çĕленĕ япаласене интернет урлă сутма тытăнтăм. Çынсем киле пырса туянатчĕç. Социаллă сетьсем урлă çынсем ман тавар çинчен пĕлме пуçларĕç. Тĕрлĕ çĕре саланнă чăвашсем ытларах çыратчĕç. Вĕсене тăван кĕтес ăшши çитмест ĕнтĕ. Халĕ манăн япаласем нумай çĕршывра хуçисене тупрĕç. Кайран хамăр республикăра пурăнакансем те кăсăкланма тытăнчĕç. Чăваш эрешĕллĕ çи-пуçпа урамра çӳреме вăтанма пăрахрĕç. Çамрăксем кăна мар, аслăраххисем те хаваспах тăхăнаççĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Çуралнă кунĕнче 40 çухрăм чупнă

Улатăрта пурăнакан Алексей Старчков — пурнăç тĕпĕнче пулса курнă çын. 34 çулта вара вăл хăйĕн пурнăçне тĕппипех улăштарма йышăннă, пĕр самантра сиенлĕ йăласене пăрахăçласа спортпа туслашнă. Халĕ Алексейăн ĕмĕчĕ пысăк: вăл автомобиль покрышкине кувалдăпа çапса Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине кĕресшĕн.

Рекорд — 3650 хут

Алексей паянхи кун Мускавра хуралçăра ĕçлет. Пĕрремĕш арăмĕнчен уйрăлнине вăл йывăррăн чăтса ирттернĕ, аллине черкке тытма пуçланă. Иккĕмĕш мăшăрĕпе те ăнмасан вăл «симĕс çĕлен» авăрне пуçĕпех кĕрсе ӳкнĕ. «34 çулччен эпĕ пурнăçăн чи путсĕр йĕркине тытса пынă. 118 килограмм таяттăм. Алла черкке тытсан çын хăйне пăхма пăрахать-çкеха. Эпĕ те çаплахчĕ. Эрехрен писме шутласан тĕкĕртен пăхрăм та хăраса кайрăм. Унччен эпĕ нихăçан та самăрăлса курман, яланах яштака пулнă. Техникумра вĕреннĕ чухне тантăшсемпе спортзала штанга йăтма çӳреттĕм. Малтан мышцăсен рельефĕсем курăнса тăратчĕç, кайран вĕсенчен ним палли те юлмарĕ. Хамăн пурнăçа улăштарма çирĕп шухăш тытрăм. Малтан утма пуçларăм. Кунне 10 пин утăм тăваттăм. Вăхăта пăхмастăм, тавралăха каç сĕмĕ çапсан та утма тухаттăм. Кун пек майпа кĕлеткене йĕркене кĕртме вăрах вăхăт кирлĕ тесе шутларăм. Чупма тытăнтăм. Çумăр е юр çăвать-и, çил-тăман вĕçтерет-и е шартлама сивĕ-и — кашни ир чупма тухаттăм. 1 çухрăм парăнтараттăм. Унтанпа 30 килограмм ытла чакрăм тата сиенлĕ йăласенчен хăтăлтăм», — каласа кăтартрĕ Алексей Старчков. Кăçал вăл Хусанти 10-мĕш юбилейлă марафона хутшăннă. 45 минутра вăл 10 çухрăм чупнă. Çакă Алексейшĕн хăйĕншĕн те рекорд пулнă. «Унччен пысăках мар дистанцисене кăна чупаттăм. Хамăн кăтартусене вăйлатас тесе çине тăрса тренировкăсем ирттереттĕм. Чупнă хыççăнах турникрен туртăнаттăм, отжимани тăваттăм», — чунне уçрĕ арçын. Хăйĕн 40-мĕш çуралнă кунĕнче вăл 40 çухрăма 3 сехет те 39 минутра чупса тухнă. Çав вăхăтрах Алексей автомобиль покрышкине кувалдăпа çапса ӳт-пĕвне пиçĕхтерме тытăннă. Ку инструментпа ĕçлеме вара вăй-хал самай кирлĕ. Малтанах вăл 8 килограмм таякан кувалдăпа çапнă. Ун чухне ку уншăн вăхăта ирттермелли ахаль ĕç кăна пулнă. Пурăна киле ку ĕç ăна килĕшме пуçланă. Вăхăт иртнĕçемĕн Алексей йывăртарах кувалдăсене çĕклеме тытăннă. 11,5 килограмли хыççăн 13 килограмм таяканнипе çапса пăхнă. Халĕ вăл хăйĕн рекордне çĕнетнĕ: 13 килограмлă кувалдăпа пĕр чарăнмасăр икĕ сехет 3650 хут çапнă. Ку Орел хулинче пурăнакан, Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине кĕнĕ Виктор Стебаковран та нумайрах. Вăл машина покрышкине 13 килограмм таякан кувалдăпа 2017 хут çапнă. Кун çинчен Алексей интернетра вуласа пĕлнĕ. Вăл та хăйĕн вăй-халне тĕрĕслесе рекорда çĕнетме пултарнă. Виçĕ уйăх каялла Алексей 15 килограмлă кувалдăпа тренировкăсем ирттерме пуçланă. Унпа 1500 хут çапнă. «Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине кĕресси маншăн ытлах пĕлтерĕшлĕ мар, çаксене пĕтĕмпех хамăн кĕлеткене йĕркене кĕртес тесе тăватăп», — терĕ Алексей Старчков. «Шкулта вĕреннĕ чухне эпĕ спортăн нихăш тĕсĕпе те кăсăкланман. Бассейна кăна ишме çӳреттĕм. Чупма питех юратман. Хăçан та пулин ку мана кирлĕ пуласса шăхăшлама та пултарайман», — малалла калаçрĕ патвар арçын. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Медпулăшу памалли мелсем лайăхланаççĕ

Пуш уйăхĕнче Шупашкарти Красин урамĕнче 1-мĕш клиника больницин пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн уйрăмĕ юсав хыççăн алăкне уçнă. Çĕнетнĕ офис çур çула яхăн пациентсене йышăнать ĕнтĕ. Анлă та çутă пӳлĕмсем, навигаци тытăмĕ, хальхи оборудовани… Кунта пациентсем, медицина персоналĕ валли хăтлă условисем йĕркеленĕ.

МИХсен представителĕсем ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви йĕркеленĕ пресс-турта сиплев учрежденийĕн ĕçĕпе паллашрĕç. Журналистсем республикăн тĕп хулинчи çĕнĕ тата юсанă сиплев учрежденийĕсенче пулса унти медиксем мĕнле условисенче ĕçленине тата пациентсене епле сыватнине хăйсем курса ĕненчĕç. Красин урамĕнчи больницăра медицина пулăшăвĕпе 7 пин ытла çын усă курать. Процедура, прививка, ЭКГ пӳлĕмĕсем ĕçлеççĕ. «Халĕ микрорайонта пурăнакансем поликлиникăн тĕп çуртне каймасăр кунтах медицина пулăшăвĕ илме пултараççĕ. Сывлăх енчен хавшакраххисем валли те больницăра хăтлă майсем йĕркеленĕ: кĕнĕ çĕрте пандус вырнаçтарнă, санузел пур, куç курманнисем валли Брайль шрифчĕпе çырнă табличкăсем йĕркеленĕ», — пĕлтерчĕ больницăн тĕп тухтăрĕн заместителĕ Елена Митина. Нина Хохлова ку микрорайонта тахçанах пурăнать. Вăл çĕнĕ офисра хăтлă пулнине палăртрĕ. Кунти тухтăрсене ырăпа çеç асăнать: «Пирĕн участокра пысăк квалификациллĕ специалистсем ĕçлеççĕ. Мана сиплекен тухтăра Татьяна Алексеевнăна тимлĕхшĕн тав тăватăп. Офис килпе юнашар пулни савăнтарать. Кунта процедура пӳлĕмне те хăтлă тунă». «Çĕнĕ пӳлĕмре стенасем те пулăшаççĕ», — çапла палăртаççĕ кунта ĕçлекенсем. Татьяна Степанова пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕнче 40 çул ĕçлет, вĕсенчен 20 çулне — çак офисра. Специалист палăртнă тăрăх, çĕнĕ лару-тăру пациентсене лайăх витĕм кӳрет тата тухăçлă ĕçлеме пулăшать. «Хамăрăн офиса юсанăшăн эпир питĕ хавас. Ку вырăнта малтан библиотека пулнă. Юсавччен кивĕ пӳлĕмре ĕçленĕ. Халĕ çав тери çутă пӳлĕмсем. Пациентсем кăмăллă, эпир те хаваспах ĕçе çӳретпĕр», — терĕ вăл. Пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн çĕнĕ уйрăмĕ «Университет» микрорайонта та уçăлнă. Палăртмалла: унта пурăнакансем Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен Олег Николаевран «тӳрĕ лини» вăхăтĕнче медицина пулăшăвне лайăхлатма пулăшу ыйтнăччĕ. Халĕ кунта участок ĕçне йĕркеленĕ. «Унччен кивĕ пӳлĕмре ĕçленĕ. Микрорайон хăвăрт аталанать те — офисра вырăн та хĕсĕкчĕ. Пациентсен черетре тăма тиветчĕ. Халĕ офис пысăк, хăтлă. Кӳмепе çӳрекенсем валли те майсем йĕркеленĕ», — пĕлтерчĕ пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсен 4-мĕш уйрăмĕн заведующийĕ Анна Мишина. «Процедура пӳлĕмне кĕме черетре вăрах тăма тиветчĕ. Халĕ — пачах урăх ӳкерчĕк. Çамрăк тухтăрсемпе хамăр та çамрăкланатпăр. Больницăна килсен чунпа канатăн, ыратнине те манса каятăн», — пĕлтерчĕ Людмила Уварова. Уйрăмра федерацин перекетлĕ технологисен стандарчĕсене пурнăçлаççĕ. Тухтăрсем тĕрлĕ цифра сервисĕпе хастар усă кураççĕ. Электрон медицина карттисене те ĕçе кĕртнĕ. Пациентсем тухтăр патне Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă та çырăнма пултараççĕ. Республикăри онкологи диспансерĕн — икĕ хирурги корпусĕ. Пĕринче 1976 çултанпа тĕплĕ юсав пулман. Халĕ ку енĕпе ĕçсем пыраççĕ. Медицина реабилитацийĕн уйрăмĕнче çулсерен 5 пин ытла çын сипленет. Медучреждени кăçал «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн çĕнĕ оборудованипе пуянланать. Маларах тухтăрсем кунне 30 операци тунă, малашне вĕсен шучĕ 50 таранах ӳсĕ. Онкологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, нацпроект пулăшнипе 3 çĕнĕ наркоз аппарачĕ туяннă. Вĕсем çутă сӳнсен те 5 сехет таран ĕçлеме пултараççĕ. Çавăн пекех сиплев учрежденийĕ 7 операци сĕтелĕпе пуянланнă. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Ăçта качча килмеллине пĕлмерĕм»

«Йĕри-тавра мĕн чухлĕ ял — эпĕ вара ăçта качча килмеллине пĕлмерĕм. Çырманалла пăхса ларакан çурта килтĕм», — калаçăвне çапла пуçларĕ Комсомольски округĕнчи Аслă Çĕрпӳелтен ятарласа редакцие килсе çитнĕ Юлия Зимцова.

«Çӳп-çаппа тултарчĕç»

Ун чухне, 51 çул каялла, кил умĕнчи çырма ăна пĕртте хăратман. Вăл пӳртрен аякра пулнă. Унта тирексем кашласа ларнă. Анчах вăхăт иртнĕ май çырма çурăла-çурăла пынă. Юля аппа качча килнĕренпе 5 картлаç пулнă, çирĕксем анса пынă. Кашни çулах çуркунне çитсен хĕрарăм çав вырăна тасатнă, çулла вĕлтрен-мăяна çулнă. Пĕр кунхине Юлия Зимцова «Ир пулсан» кăларăм пăхнă. Унта Федор Карягин эколог шăпах çырма ишĕлесси пирки калаçнă. «Йывăç лартнипе ăна тытса чараймăн. Çырма ахальтен ишĕлмест: унта çăл куç шывĕсем тапса тăраççĕ. Çавăнпа чавса пăрăх хумалла, шыва юхса каймалла тумалла», — тенĕ кăларăм хăни. Çак сăмахсем Юля аппан пуçне кĕрсе юлнă. Вăл районти пуçлăхсем, экологсем патне çӳреме тытăннă. Ун чухне Комсомольски районне ертсе пынă Александр Осипов вырăна çитсе лару-тăрупа паллашнă. «Шăп та лăп çулталăк каялла республикăри çут çанталăк министрĕ патне граждансен йышăнăвне кайрăм. Çырма вăхăт-вăхăтăн лăштăр! анса пыни хăратать мана. Эпĕ пĕлекен чылай çынпа калаçрăм. Пурте мана: «5-10 çултан çырмана анса ларатăн», — теççĕ. Çак ыйтупа эпĕ министр патне пытăм», — каласа пама тытăнчĕ Юлия Александровна. Ку ыйтăва вырăнти влаçсен татса памаллине пĕлтернĕ ăна. Округ администрацине Атăлçи регионĕсен «Гидроспецгеологи» центрĕн филиалне çырупа тухма сĕннĕ. Çак организаци çĕр ишĕлессин сăлтавĕсене, мĕнле хăрушлăх кăларнине тĕпчет-мĕн. «Пирĕн ялта кивĕ клуба пăснăччĕ. Лавккана кайнă чухне çӳп-çаппа хутăш унăн ишĕлчĕкĕсем выртнине пăха-пăха каяттăм. Анчах ăна пирĕн ума килсе тăкасса шухăшламан та. Çакă питĕ хытă тарăхтарчĕ. Унти çӳп-çапа 10 КамАЗ пырса тăкрĕç. Кирпĕч кăна пулсан юрĕччĕ-ха. Унта кĕленчи те, çĕтĕкĕ те пур. Çырмана йĕркеллĕ, майне пĕлсе тумарĕç. Водительне каларăм: «Эсир мĕн хăтланатăр? Манăн пӳрт ишĕлет!» Машинăпа кĕмсĕртетсе çӳресе çĕре тата хускатрĕç. Кирпĕч ванчăкĕсем çĕре тата ытларах пусараççĕ. «Çуртăра хыçала куçарăр. Мĕншĕн ăна малтанах шаларах лартман»? — терĕ хайхи водитель. Эпир çурта 1976 çулта лартнă. Ун чухне шухăшланă-и кун çинчен? Çырма аякра пулнă вĕт. Халĕ пирĕн пӳртпе çырма хушши — 16 метр. Тата хальхи вăхăтра çурт лартасси питĕ ансат пек калаçрĕ манпа. Пĕлекен çынсем каланă тăрăх, пĕр ишĕлме тытăннă çырма пĕрех çуркаланса анса пыратех. Аялтан шыв тапса тăрать пулсан çĕр пурпĕр вылянать. Мелиорацире ĕçленĕ пĕлĕшпе çыхăнтăм. Çырмана хупласси йывăр ĕçех мар терĕç: пăрăх хурса çиелтен хăйăр хумалла çеç. Анчах тăвас темеççĕ. Дренаж пăрăхĕ тупса хураймаççĕ-и? Районăн çавна валли укçа çук-ши? Пушшех те, кăçал республикăра Экологи культурин тата çут çанталăкпа упраса усă курмалли çулталăк иртет. Тĕлĕнмелле те, çĕр пирĕн тĕлте кăна çурăлать те картлаç пек анса ларать. Ыттисен — чиперех. Çĕр вылянипе çурт стенисем те çуркаланма тытăнчĕç. Ачасем пластик чӳрече лартасшăнччĕ. Хирĕç пултăм. Мĕн усси — çавах çурăлать вăл», — пăшăрханса калаçрĕ кинемей. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Йăлтах пулнă вĕсен, килте ача сасси çеç илтĕнмен

Шупашкар округĕнчи Çырмапуç ялĕнче пурăнакан Юлийăпа Роман Ивановсем иккĕшĕ те нумай ачаллă çемьере ӳснĕ, çавăнпа пĕрлешсен сак тулли ача-пăча ӳстерме шухăшланă. Ĕмĕтленни пурнăçланнă: Ивановсем пилĕк ачана хăйсен хӳттине илнĕ.

Тӳрех — тăватă шăпăрлан

Юлия Анатольевна Тутаркасси шкулĕнче директор заместителĕнче виççĕмĕш çул ĕçлет, çав вăхăтрах вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене ертсе пырать. Вăл 1993 çулта Мăн Чакăр ялĕнчи Александровсен çемйинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ 4 ача çуратнă. Юлия — чи асли. Анчах пурăна киле çывăх çыннисем уйрăлнă. Аслисене, 3 ачине, асламăшĕпе аслашшĕ хӳтте илсе пăхса ӳстернĕ. Юлия кĕçĕннисене пăхма пулăшнă. Çавăнпа вăл ача ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр епле ӳснине лайăх ăнланать. Юля шкулта лайăх вĕреннĕ. Çавăн чухнех пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарма шутланă. Ăна биологи учителĕ Рия Тимофеева та витĕм кӳнĕ. Хĕрача ун пек пулма ĕмĕтленнĕ. Юля шкул хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн историпе филологи факультетне çул тытнă, вырăс чĕлхипе литературин учителĕ пулма палăртнă. Диплом илсен тăван шкулне, Тренькассине, таврăннă. 2013 çулта хĕр Роман Ивановпа çемье çавăрнă. Иккĕшĕ те пысăк çемьере çитĕннĕрен вĕсене никам та питех пулăшайман. Çамрăксем пĕр вăхăт хваттер тара тытса пурăннă хыççăн çурт çавăрма шутланă, Çырмапуç ялĕнче кивĕ пӳрт туянса ăна хăтлăлатнă. Çав вăхăтра Юлийăн кĕçĕн йăмăкне Софийăна пăхакан пулман. Вĕсем ăна хăйсен хӳттине илме шутланă. Çапла 11 çул каялла хĕрача Ивановсем патĕнче пурăнма тытăннă. Кăçал вăл 8-мĕш класа каять. Çамрăк-ха Ивановсем, хăйсем те ача çуратма пултараççĕ. Анчах йăмăкне илсе килсен ача çуртĕнчи шăпăрлансем ашшĕ-амăшне епле кĕтнине ăнланса татах опекăна илес шухăш çуралнă. Юля унашкал çемьесем çинчен питĕ нумай литература вуланă, кайран упăшкипе те калаçнă. «Çурт ача-пăча сассисĕр епле вăл? Хамăрăн ачасем çураласса та кĕтĕпĕр. Атя тепĕр ача хӳтте илер», — тенĕ Роман. Вăл шкул пĕтерсен пиччĕшĕсемпе пĕрле строительство енĕпе ĕçлеме кайнăран професси пĕлĕвĕ илеймен. Çемье çавăрсан вара çине тăрсах газоэлектросварщике вĕреннĕ. Юльăна ялти шкула ĕçлеме чĕнсен çамрăксем пĕр шухăшламасăрах яла пурăнма куçнă. Вĕсем шăпах унта пурăнма ĕмĕтленнĕ те. Çурт лартнă, ĕçленĕ... Йăлтах пулнă вĕсен, килте ача сасси çеç илтĕнмен. Çамрăк мăшăр çине тăрсах документсем пуçтарма тытăннă, ача усрава илекен ашшĕ-амăшĕн шкулĕнче вĕреннĕ. Вĕсен тепĕр тăватă ачана хӳтте илме май паракан хут пулнă. «Нумай кĕттермерĕç. Çĕмĕрлери ача çуртĕнчен шăнкăравларĕç. Унта çулталăка яхăн тăватă пĕртăван пурăнать терĕç: Владислава, Ульяна, Роман тата Катя. Ашшĕамăшĕ çинчен малтан нимĕн те каламарĕç. Каярахпа пĕлтĕмĕр. Амăшĕ ăçти паллă мар, ашшĕ кашнин тĕрлĕрен. Малтанлăха вĕсене икĕ эрнелĕхе илсе килтĕмĕр. Тин çеç пĕр ачаччĕ, тăруках — пилĕккĕн. Пăхма вăй çитерĕпĕр-ши тесе шутларăмăр. Икĕ эрне иртсен ачасем кунтах юлăпăр теме тытăнчĕç. Çĕмĕрлери ача çуртĕнчи директорĕ те, воспитателĕсем те питĕ килĕшрĕç. Ачасем таса та çутă пӳлĕмсенче пурăнаççĕ. Çапах çемье ăшши урăхларах пулĕ çав. Вăл пурне те — ачасене те, çитĕннисене те — питĕ кирлĕ. Вара çийĕнчех ачасене хамăр пата илме документсем турăмăр. 2022 çултанпа вĕсем — пирĕн патра. Шăпах чи кĕçĕннин Катьăн çуралнă кунĕнче пире опекăна илме ирĕк пачĕç. Çапла пĕр кунра икĕ уяв турăмăр. Ачасем Софийăпа тӳрех туслашрĕç. Малтан пĕр чĕлхе епле тупĕç-ши тесе питĕ пăшăрханнăччĕ. София та ачасене лайăх йышăнчĕ. Хăйĕн теттисемпе вĕсемпе пайланчĕ. Шкулта та манăн йăмăксемпе шăллăм пур тесе хăпартланса çӳрерĕ. Ача çуртĕнчи шăпăрлансем çемьене хăнăхиччен тем те хăтланса кăтартаççĕ тенине илтнĕччĕ. Пирĕн ун пеккиех пулман. «Пире кунта питĕ лайăх. Каяс та килмест», — теме тытăнчĕç илсе килсенех. Паллах, пĕчĕк чăрмавсемсĕр пулмарĕ. Эпир вĕсене йышпа парăнтартăмăр. Тăхăнас енĕпе ачасем ăнлансах каймастчĕç. Тум юрăхлă-и е çук-и – пăхса тăмастчĕç, хăйсем çине уртса яратчĕç. Таса мар пулсан та ним мар тăхăнма пултаратчĕç. Илсе килсенех ачасем валли çи-пуç туянма лавккана кайрăмăр. Вĕсем «пасар», «суту-илӳ çурчĕ» сăмахсене те пĕлместчĕç. «Унта пушмак сутаççĕ-и вара? Ăна хамăрах суйлама пултаратпăр-и?» — тесе тĕлĕннĕччĕ. Пушмакне тăхăнса пăхсан вăл пысăк, пĕчĕк е чухах пулнине те ăнланмастчĕç. Çаксене ăнлантарма вăхăт чылай кирлĕ пулчĕ. Çемье тăруках пысăкланнăран малтанхи вăхăтра витрепе апат пĕçереттĕм. Пĕрле ĕçлекенсем çавна пĕлчĕç те пысăк кастрюль парнелерĕç. Пĕлĕшсем, тăвансем теттесем, япаласем килсе пама тытăнчĕç. Икĕ яруслă краватьпе те тивĕçтерчĕç. Мухтав Турра, ачасем питĕ маттур, каланине итлеççĕ. Кирек мĕнле ĕçе те пĕрле тума хăнăхтартăмăр. Килте чи асли – атте, ăна пулăшаканĕ анне пулнине ачасем питĕ лайăх ăнланаççĕ. Халĕ пире хăйсем пулăшма тăрăшаççĕ. Эпир выльăх-чĕрлĕх нумай усратпăр. Вĕсем валли утă-улăм хатĕрленĕ чухне пурте пĕрле кар тăрса ĕçлетпĕр. Илсе килсенех ачасем час-часах чирлетчĕç. Ульяна пĕр уйăха яхăн шкула çӳреймерĕ. Халĕ йăлтах йĕркеллĕ. Владислава 6-мĕш класа куçрĕ, Ульяна — 5-мĕш, Роман – 3-мĕш, Катя 2-мĕш класа каяççĕ. Кӳршĕ ялти шкула çӳреççĕ. Аван вĕренеççĕ. София, Владислава тата Катя шкулти «Сияние» ташă ушкăнне çӳреççĕ. Пултарулăхне аванах кăтартаççĕ, час-часах ăмăртусенчен Хисеп хучĕпе таврăнаççĕ. Ромăпа Ульяна ирĕклĕ кĕрешӳ секцине çырăннă. Рома футболла выляма юратать. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Ывăлĕ те амăшĕ пекех: çĕршыв йывăрлăхра чухне айккинче юлман

Патăрьел тăрăхĕнчи Пăлакассинче кун çути курнă Натя аппа (Наталия Нягинăна ялта çапла чĕнеççĕ) 92 çулта пулсан та çирĕп ăс-тăнпах çӳрет. Ури кăна утасшăн мар. Çапах хул хушшине костыль хĕстерсе кил-тĕрĕшри ĕçсене те пурнăçлать. Тĕрĕссипе, эпĕ Натя аппан ывăлĕпе Виталий Васильевичпа курса калаçма пынăччĕ. Вăл ятарлă çар операцийĕнче çур çул пулнă хыççăн отпуска таврăннăччĕ. Шел те, эпĕ пынă вăхăтра салтак килте марччĕ. Амăшĕ Наталия Максимовна йĕре-йĕрех хăйĕн ачалăхĕ, ывăлĕ çинчен каласа пачĕ.

Амăшĕ вăрçă мĕн иккенне пĕлет

«Эпĕ вăрçă мĕн иккенне каласа панă тăрăх мар, хам курнипе питĕ лайăх пĕлетĕп. Ывăл Витали хăйĕн ирĕкĕпе СВОна каятăп тесен пурнăç пĕтнĕнех туйăнчĕ. Тӳрех ачалăх куç умне тухрĕ. 1941 çул тĕлне пирĕн çемье ялти тепĕр çемьепе Инçет Хĕвел тухăçне куçса кайнăччĕ. Аттепе анне лайăх пурнăç шыраса унта çитнĕ ĕнтĕ. Вăрçă пуçланиччен ултă ача çуратнă вĕсем. Иккĕшĕ çĕре ир кĕчĕ. Аталаннăччĕ хăйсем, пĕри — 8 çула, тепри 12-е çитнĕччĕ. Темшĕн иккĕшне те Санькка ят хунă вĕсем. Владивостокра тепĕр йăмăк Анюта çуралчĕ. Аттепе анне стройкăра ĕçлетчĕç. Эпир шкула çӳреттĕмĕр. Вăрçă пуçлансан аттене унтанах фронта илсе кайрĕç. Эпир аннепе яла таврăнтăмăр. Яла епле çитсе ӳкнине аса илес те килмест. Питĕ йывăрпа, талăкĕ-талăкĕпе нимĕн çимесĕр. Тавах Турра, тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Юрать, инçете куçса кайнă чухне ялти çурта сутман. Унта пурăнма тытăнтăмăр. Пурте колхоза ĕçлеме çӳреттĕмĕр. Çакă выçă вилесрен çăлса хăварчĕ. Колхоз столовăйĕнче курăк шӳрпи пĕçеретчĕç, пĕрер татăк çăкăр паратчĕç. Пирĕн, тин куçса килнĕскерсен, хатĕрлесе хунă тырри те пулман. Çулла апат- çимĕç енчен çăмăлрахчĕ. Ĕçлекен çын выçă вилмест теççĕ. Малтан ясмăк пулса çитетчĕ, унран шӳрпе пĕçерсе çитеретчĕç. Унтан пăрçа, каярах урпа, тулă... Вĕсем пулса çитсен çăкăр та пĕçеретчĕç. Эпир ĕçрен юлман. Куçса килнĕ вăхăтра манăн 3-мĕш класа каймаллачĕ. Шкула хупрĕç, унран столовăй туса хучĕç. Ачасем шкула çӳреме пăрахрĕç. Правуртараххисем кӳршĕ Çĕнĕ Ахпӳрт ялне вĕренме каятчĕç. Эпĕ унта çӳремен, çапла виçĕ класс та пĕтереймерĕм. Çавăнтанпа колхозра ĕçлерĕм. Мĕн кăна туман-ши эпир? Çум çумланă, тырă вырнă, авăн çапнă, тырă леçнĕ... Пĕр çулхине тыр-пул питĕ кĕске ӳсрĕ. Алăпа çăлса тухрăмăр. Вăрçă вăхăтĕнче яла çынсене эвакуаципе илсе килнĕччĕ. Пирĕн патра Ленинград хулинчи çемье пурăнчĕ: амăшĕ тата ултă ачи. Кӳршĕсем патĕнче те эвакуаципе килнисем пурччĕ. Эпир вырăсла чухлаттăмăр та пире хутшăнма çăмăлрахчĕ. Юрать, çурт пысăкчĕ, пурте вырнаçаттăмăр. Урайĕнчех çывăрнă. Анчах ачисем хамăрпа пĕр çулараххисем пулсан та пирĕнпе тан ĕçлеме тухмастчĕç. Хĕрарăммисене «майрасем» тетчĕç. Вĕсем те ялти хĕрарăмсемпе тан ĕçленине астумастăп. Вăрçă пĕтиччен кăшт маларах вĕсем каялла кайрĕç. Эпир, ял ачисем, вăрçă вăхăтĕнче ытла та ир çитĕнтĕмĕр. Вăкăрпа Пăвана тырă леçме каяттăмăр. Пĕрре манăн вăкăрăн шыв ĕçес килнĕ-ши? Кӳлле курсанах çавăнталла вирхĕнчĕ. Вăкăра вара тытса чарма çав тери йывăр. Юрать, малти лавсем çинче аслăрах арçын ачасем пулнă. Вĕсем чупса çитсе лавĕ-качки кӳлле чăмасран сыхласа хăварчĕç. Хăш чухне вăкăр пынă çĕртех лап! выртатчĕ. Ун пек чухне тăратасси хĕнччĕ. Вăкăрсемпех акана илсе тухнă пире. Лашасем пулман. Вăрçă вăхăтĕнче лаша фермине тислĕк хырма çӳреттĕмĕр. Пĕрре фермăра тирпейлесе пĕтертĕмĕр кăна – районтан çынсем килчĕç те 11 лашана вăрçа илсе кайрĕç. Суккăррисем, ваттисем, айваннисем çеç тăрса юлчĕç. Вара ирĕксĕрех вăкăр кӳлме тиврĕ. Вăкăрсем, лашасемпе танлаштарсан, час ывăнмаççĕ. Урисем чĕтреме тытăнсанах лашасене тăвараттăмăр та кантараттăмăр. Вĕсем часах вăй илеççĕ. Вăкăрсем вара тепĕр майлă: час ывăнмаççĕ, нумай вăхăт канаççĕ. 15 çултах вăрман касма илсе кайрĕç. Кашнин 150 кубла метр вăрман касмаллаччĕ. Кĕркунне тухса каяттăмăр та унта хĕл каçса çуркунне таврăнаттăмăр. Хĕлле çи-пуçа типĕтме йывăрччĕ. Пĕр кил хуçи патĕнче 7-8-ăн пурăнаттăмăр. Сивĕпе çатăр хытса ларнă çăматă типсе çитиччен, ай-яй, нумай вăхăт иртетчĕ. Атте вăрçăран 1946 çулта çеç таврăнчĕ. Питĕ йывăр аманса килчĕ. Алли-ури йăлт суран ăшĕнчеччĕ. Пурпĕрех кăштах вăй илсен Ваçук тетепе Мускава ĕçлеме кайса килчĕ. Ун чухне колхозра ĕçленĕшĕн укçа памастчĕç, ĕç кунĕпе тӳлетчĕç. Аттесем вара укçа илсе килетчĕç. Пире çăмăлрахчĕ. Пĕрремĕш пурçăн кĕпене атте илсе панă пусмаран çĕлеттертĕм. Хура пушмака та аттех илсе килнĕччĕ. Нумай хĕр ăмсанатчĕ пире. Ара, вăрçă хыççăнхи çулсенче çи-пуç тупса тăхăнма ытла та йывăрччĕ. Çамрăксене ФЗОна тытса яратчĕç. Пирĕн Çинкка аппапа Ваçук тетене те ячĕç. Ваçук тете илме килекенсенчен пытанса сĕтел айне кĕрсе ларнăччĕ, шыраса тупрĕç те чӳречерен тухса тарчĕ. Хăваласа çитсе пурпĕрех илсе кайрĕç. 2-3 çулсăр та таврăнмарĕç унтан. Çамрăксем ФЗОна кайма çав тери хăратчĕç. Вăрçă, ун хыççăнхи çулсем мĕн тути каланине лайăх пĕлетĕп. Ывăлăм СВОна каятăп тесен пурнăç тепĕр май çаврăнчĕ. Хăй те çамрăках мар вĕт вăл, 63 çул тултарчĕ.Унччен вăрçа ун çулĕсенчи арçынсене илмен. Малтан нимĕн те каламарĕ. Маня аппăшĕпе ывăлĕ килсен те темĕнччен канашларĕç. Юлашкинчен мана каяс кунхине кăна пĕлтерчĕç. Йăлтах лайăх тесе лăплантарса тăчĕç. Отпуска килнĕренпех çĕрлесерен такампа çапăçать, такама перет. Кăшкăрса вăранса каять. Унчченхи пек ывăлăм хăçан пулать-ши?» — куççульне шăлса каласа кăтартрĕ Натя аппа. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.