Комментировать

8 Авг, 2024

Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министерстви журналистсене медицинӑри ҫӗнӗлӗхсемпе, республикӑри больницӑсенче кӳрекен пулӑшу пахалӑхӗпе паллаштарчӗ

Журналистсем хулари  1-мӗш клиника больницинчи, вӑрҫӑ ветеранӗсен республикӑри клиника госпиталӗнчи, Республикӑри шыҫӑ чирӗсен диспансерӗнчи тата ытти сиплев учрежденийӗсенчи ӗҫ-хӗлпе паллашрӗҫ.

Сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсем çӗнелсе улшӑнни, халӑха медицина пулӑшӑвӗ памалли мелсем лайӑхланса пыни, медучрежденисем хальхи йышши оборудованипе пуянланни куҫкӗретех. Ҫак ӗҫре "Сывлӑх сыхлавӗ"  наци проекчӗ пысӑк пулӑшу кӳрет.

Юлия ИВАНОВА. 

www.hypar.ru 

Рубрика: