Комментировать

24 Окт, 2013

Чĕлхене упраса чăваш пулсах пурăнар!

15 çул. Чăваш наци конгресне çакăн чухлĕ ертсе пырать Геннадий Николаевич Архипов. Мĕн-мĕн тунипе кăмăллă-и вăл? Паянхи кун ăна мĕн хумхантарать, арман чулĕ пек пусарса тăрать? Сиплев вăхăчĕ вĕçленмен пулин те Геннадий Николаевич пирĕн ыйтусене хуравлама килĕшрĕ.

- Хамăн тата ЧНК ĕçĕ-хĕлĕ пирки çапларах каланă пулăттăм - çĕкленÿллĕ тапхăрсем те, хавшакланнă вăхăтсем те пулчĕç: пурнăçри пекех. Ку чăнлăхпа кам килĕшмест - йĕри-таврашри пулăмсене аса илтĕр, республикăпа çĕр-шыв историне тишкерме те манса ан кайтăр. «Хура» чĕлхеллисем тем те пĕр пакăлтатсан та эпĕ нихăçан та правительство айĕнче пулман. ЧНК шухăшне вылянмасăр уççăн пĕлтернĕ. Хирĕçÿллĕ самантсенче те ыйтусене пире майлă татса партарма мехел çитернĕ. Çирĕп принциплă çул-йĕртен пăрăнманранах-тăр пысăк шайри чиновниксем те мана: «Пирĕн пек шухăшласа ĕçлĕр», - темен. Мĕншĕн тесен эпир çынсемпе çыхăннă ыйтусенех çĕкленĕрен, чăвашлăх ĕçĕнчи тÿнтерлĕхсене пĕтерме, витĕм кÿме çивĕч ыйтнăран. Сăмахăма çирĕплетме пĕр тĕслĕх çеç илсе кăтартам. Темиçе çул каялла республикăри хăш-пĕр шкулта чăваш чĕлхи урокĕсене эрнере пĕр сехет çеç хăварма тытăннă. Кун пирки правительствăна тÿрех пĕлтертĕмĕр. Тĕл пулса çивĕч калаçнă хыççăн виçĕ сехет патне каялла таврăнтарма май килтертĕмĕр. Виççĕ те сахаллине ăнланса эпир пилĕк сехет ыйтнăччĕ. Шел те, пирĕн сĕнÿпе килĕшмерĕç.

- ЧНК пурнăçланă ĕçсенчен тата хăшĕсем сирĕн асăрта янкăр çуталса тăраççĕ?

- Вĕсем нумай пулнă ĕнтĕ. Шутласа та, аса илсе те пĕтереймĕн. Çапах та пĕр-иккĕшне палăртам. Эпĕ президентра ĕçлеме тытăннă чухне Чăваш наци культура автономийĕсем çирĕм саккăрччĕ. Халĕ - тăхăр вуннă. Вĕсене йĕркелеме мĕнлешшĕ кăткăссине ку ĕçе хутшăнманнисем çеç пĕлмеççĕ. Кашнинех вырăна тухса, чăвашсене тупса, пуçтарса пĕр чăмăра пĕрлештернĕ. Çынсем хапăл туса йышăннă фестивальсен шайĕ те çулсерен ÿссе-капашланса пырать. Кăçал пĕрремĕш хут Чăваш акатуйне Раççейри тĕрлĕ регионта пурăнакан чăвашсемпе пĕрле ирттертĕмĕр. Ытти çĕр-шывра тĕпленнĕ тăванăмăрсем те нумайăн килсе савăнчĕç, туслă çыхăнăва çирĕплетрĕç. Каласа хăвармаллах: Акатуй кирлĕлĕхĕ пирки «Хыпар» хаçат тăтăш çырчĕ, ăна пурнăçа кĕртме пысăк пулăшу кÿчĕ. ЧНК ертÿçисем пирки тĕрлĕ хавха сарсан та - эпир Конгресс шайне антарса лартман. Пире итлеççĕ, пирĕнпе канашлаççĕ. Чăвашлăхшăн вăхăчĕсене шеллемесĕр тăрăшакан хастарсене вара чĕререн тав тăватăп. Вĕсем нихăçан та укçашăн ĕçлемен, вĕсенчен пĕри те патшалăх бюджетĕнчен шалу илсе тăмасть. Çак шутра - эпĕ те.

- Ку - çĕкленсе сăмахламалли сăлтавах мар-ха, Геннадий Николаевич. Кÿршĕ республикăсенчипе танлаштарсан - пушшех. Ку ыйтăва, патшалăх шучĕпе тытса тăракан штатсем Конгресра пулмаллине, эсир пĕрре те хускатман-и вара?

- Хускатнă. Тăватă-пилĕк çынна шалу тÿлесе тăма кăçалтан укçа парасла каларĕç-ха. Чăваш халăх çуртне пĕтĕмпех Конгреса парас ыйту та татăлчĕ теессĕм килет. Кусем каллех республика влаçĕпе пĕр чĕлхе тупса ĕçленине çирĕплетеççĕ.

- Пурте пĕлетпĕр: халăх ним çукранах пăшăрханмасть, тĕрлĕ сăмах алламасть. Малтан ЧНК тавра чăмăртанса ĕçленĕ пултаруллă çынсем мĕншĕн ушкăнлана-ушкăнлана пайланса кайрĕç?

- Хăйсем тĕллĕн ĕçлес терĕç-тĕр. ЧНК алăкне эпир питĕрмен. Вăл яланах уçă. Килччĕр, сĕнччĕр. Тĕрлĕ шухăшлăха эпĕ яланах ырланă. Тĕрлĕ шухăшлăхран тĕшшине тупса малалла ăнтăлма тăрăшнă.

- ЧНК регионсенче пурăнакан чăваш усламçисене пĕтĕçтерсе республика экономикине тĕрев парас çул çине тăнăччĕ. Ку ĕçе йĕркелесе пыма вице-президент та суйланăччĕ. Пархатарлă тĕллев шухăш шайĕнчех юлчĕ пулмалла.

- Ăна пурнăçлама пĕрремĕш утăм тунăччĕ. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула вăл путланчĕ. Ку ыйту патне таврăнмаллах. Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ май чăваш усламçисем пĕрлешсе ĕçлени пирĕн республикăна питех те кирлĕ.

- Чăваш Республикин Конституцийĕнчен «Патшалăх» сăмаха кăларса пăрахни нумай-нумай çынна тĕлĕнтерчĕ, калаçтарчĕ. Кун пирки ЧНК Президиумĕ хăйĕн витĕмлĕ сăмахне мĕншĕн каламарĕ?

- Çак йышăнăва хирĕçлесе влаç тытăмне çыру янăччĕ. Шел, ку енĕпе çирĕпрех пулаймарăмăр. Куншăн, Президиум членĕсемсĕр пуçне, эпĕ те айăплă. Манăн шухăшăмпа, кăна ним тумасăр ирттерсе ямалла мар, кунпа çырлахмалла мар. Шăмат кунхи форумра Аслă пуху ячĕпе ятарлă резолюци йышăнмаллах.

- Чăвашлăх еплерех аталанасси влаç тытăмĕсенче камсем ĕçленинчен çав тери нумай килет. Ку енĕпе, ăста кадрсем, ятлă-сумлă лидерсем хатĕрлесе вĕсене министерствăсемпе ведомствăсене ертсе пыма сĕнессипе, ЧНК вун пилĕк çул пачах та ĕçлемерĕ. Çавăнпах-тăр Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче культура сферин пĕр представителĕ те çук. Тутарстанра та, Пушкăртстанра та вĕсем пур. Ку çеç те мар, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ те депутат мандатне илме «тивĕç» пулаймарĕ, Общество палатинче те ун валли вырăн тупăнмарĕ. Çак тÿнтерлĕхе ăнлантарма сирĕн рецепт пур-и?

- Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче, чăваш вăраннă, тапраннă вăхăтра, лару-тăру халăхăмăра кирлĕ пек аталанма тытăннăччĕ. Каярахпа самана хăвăрт улшăнчĕ. Эпир, культура анинче тар тăкакансем - ăсчахсем, чĕлхеçĕсем, писательсем, журналистсем, художниксем, поэтсем, композиторсем, театр артисчĕсем, режиссерсем, музей, библиотека ĕçченĕсем, халăх ăстисем - унăн таппине хирĕç тăраймарăмăр: тискер капитализмра çухалса кайрăмăр. Влаç çакăнпа усă курни сирĕн юлашки икĕ тĕслĕхрен те яр уççăн курăнать. Апла тăк - пирĕн улшăнмалла, хамăра кăтартмалла. Чĕлхене упраса чăваш пулсах пурăнмалла!

Геннадий Максимов

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.