Комментировать

19 Июл, 2024

Фольклор урлă – çамрăксем патне

Кулленхи шăв-шавран, электрон кĕвĕрен йăлăхса çитсен чун-чĕре шыракан канлĕхе ăçта тупмалла? Халăх сăмахлăхĕнче. Чăвашсем юрă вăйне ĕлĕкех ĕненнĕ, вăл чуна сиплессе шаннă — халăх юррисене итлесен çак сăмахсен тĕрĕслĕхне чăннипех ăнланатăн. Раççейре «Фольклорăн пĕрлехи кунĕ» акци йĕркелени те ахальтен мар пулĕ. Хамăрăн авалтан пыракан хаклăхсене упрама пĕлни темрен паха.

Акципе килĕшӳллĕн Чăваш Енре те мероприяти сахал мар пулчĕ. Çапах та чи калăпăшли — Етĕрне округĕнчи Тури Ачак ялĕнче йĕркеленĕ «Манăçми аваллăх» фольклор уявĕ. Ăна ирттерме 19-мĕш ĕмĕрти чăваш хресченĕн хуçалăхĕн музейне суйланă. Палăртмалла: çак музей çулленех сахал мар çынна илĕртет. Унта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çеç мар, ытти регионтан канма килекен туристсем те пулса кураççĕ, тĕнче курса çӳрекен, çĕршывĕпе паллă блогерсем вара сюжет ӳкерсе каяççĕ те интернет хутлăхĕнче сараççĕ. Çакăн пек паллă вырăнта иртнĕ те «Манăçми аваллăх» фольклор уявĕ.

Халăх пултарулăхĕн культура центрĕпе Етĕрне муниципалитет округĕн администрацийĕ йĕркеленĕ мероприятие Вăрнар, Канаш, Елчĕк муниципалитет округĕсенчен тата Шупашкартан «Хăват», «Укăлча», «Тарават» çамрăксен фольклор ушкăнĕсем хутшăннă. Етĕрне çĕрĕ те пултаруллă çынсемсĕр мар. Çакна уява пухăннисем мероприятие уçнă вăхăтрах курса ĕненме пултарнă: Лапракасси культура çурчĕн «Выйкăт» çемье фольклорĕ илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарнă. Чи малтанах ЧР предпринимательсен прависене хӳтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков сăмах каланă. Вăл уява хутшăнакансене тата хăнасене хаваслă кăмăл-туйăм тата усăллă хутшăну суннă. Етĕрне муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Нина Степанова уявра çамрăксене курма уйрмах кăмăллă пулнине палăртнă. Етĕрне муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Владимир Офаринов çакнашкал уявсем çамрăксене халăх йăли-йĕркипе тата тăван чĕлхепе ытларах кăсăкланма хавхалантарнине асăрханă.

Халăх пултарулăхĕн культура центрĕ уяв хăнисем валли интерактивлă программăсем йĕркелесе ирттернĕ. Унта кашниех хăйне тĕрлĕ конкурсра кăтартма пултарнă. «Чи лайăх визитка» конкурсра Шупашкарти «Пилеш» ушкăн çĕнтернĕ. «Халăх пултарулăхĕн ярмăркки» конкурсра Канаш муниципалитет округĕн «Укăлча» ушкăнне çитекен пулман. «Пĕлетĕн-и?» квест-вăйăра чи лайăххи вара — Вăрнар тăрăхĕнчен килнĕ «Хăват» ушкăн. Гран-при çĕнсе илекенĕ — Елчĕк муниципалитет округĕн «Тарават» ушкăнĕ.

Мероприятире кăсăклă çынсемпе тĕлпулусем иртнĕ. Наци радиовĕн редакторĕ Элтияр Александров, «Чăваш Ен» ПТРК корреспонденчĕ Алексей Енейкин, Кинематографистсен союзĕн членĕ Виктор Чугаров режиссер, халăх инструменчĕсем хатĕрлекен Даниил Данилов блогер кăсăклине нумай каласа кăтартнă.

«Выйкăт» ансамбльти Ивановсен пултаруллă çемйи çамрăксем валли «Шăпăр калатпăр», «Çава çапатпăр», «Алка яватпăр», «Хуран кукли хатĕрлетпĕр», «Чунтан юрлатпăр», «Пурте ташлаççĕ» ăсталăх класĕсем ирттернĕ. Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин «Янтал» студентсен фольклор ансамблĕ вара илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарнă.

Чăваш халăх пултарулăхĕ мĕн тери илемлĕ! Ăна малашне те упрасчĕ, вăйлатасчĕ.

www.hypar.ru днт21.рф сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: