Комментировать

19 Июл, 2024

Хыпар 78-79 (28254-28255) № 19.07.2024

Пуху ыйтăва татса пама йышăнчĕ

Çак эрнере «Хыпар» Издательство çуртне Шупашкар округĕнчи Сарапакасси территори уйрăмĕнчи Çатракасси ялĕнче пурăнакан çын шăнкăравларĕ, яла ĕçмелли паха шывпа начар тивĕçтерни çинчен пĕлтерчĕ.

Сăлтавĕ мĕнре-ши? Ыйту хуравне уçăмлатассишĕн утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче унта пултăм. «Начар» мĕне пĕлтерет-ши?» — тесе малтан Çатракассин ĕлĕкхи урамĕсенче пултăм, çынсемпе калаçрăм. «Башньăран пирĕн пата шыв сахал çитет, пăрăхран чей вĕретмелĕх, апат пĕçермелĕх çеç юхать», — терĕç скважинăпа усă куракансем. Çăл чавтарнисем аптăрамаççĕ. Уй урамĕнче пурăнакансен шухăшне пĕлтĕм. — Башньăран уйрăм пӳртсене шыв ирхине тата каçхине икшер сехет параççĕ, — пĕлтерчĕ çăмăл машинăпа çула тухма хатĕрленнĕскер. — Вăл çуршар сехет ытти чухнехи пекех юхать, чей вĕретме, апат пĕçерме тултарса ĕлкĕретпĕр, анчах пахча çимĕç шăварма, машинăпа япала çума, çăвăнма çитмест. — Эпĕ ирхине пĕр витре тултарса юлтăм, каçхи 6 сехет хыççăн тумламарĕ те, — калаçăва хутшăнчĕ кинемей. — Шывĕ тăм тутиллĕ, пăтранчăк. Юсакансем пăтратрĕç-тĕр. Унпа вĕретнĕ чей те тутлă мар. Çатракассисем лайăх пурăнаççĕ: кашни пӳрт умĕнче тенĕ пекех пĕрререн кая мар çăмăл автомашина. — Скважинăсене юсакансем юсава тăсса яни пăшăрхантарать, — терĕ иккĕмĕшĕн умĕнчи ветеран. — Шыв начар юхать, иртнĕ çулсенче кăçалхи пекех пулман. Çак шухăшпа ача сачĕ умĕнчи çуртсенче пурăнакан пенсионерсем те килĕшрĕç. Унта шыв çукран шăпăрлансене пĕр хушă килте лартас ыйту та тухса тăнă. Пăхакан пулсан ларĕç- ха, пулмасан ĕçе çӳрекен ашшĕамăшĕшĕн чăрмав. — Шывпа тивĕçтернĕшĕн кашни кварталта çемьене 450 тенкĕ тӳлеттереççĕ, — сăмах хушрĕ «Звезда» колхоз доярки пулнă Елена Александрова. — Шыв вăхăтра парса тăмасан çавăн чухлĕ хывĕç-ши? Урамсенчи çăлсем типнĕ. — Ирхине тăватă витре тултарса ĕлкĕртĕм, — терĕ пухăва кушакĕпе — Куçмапа — пынă Галина Хозилкина, ку тăрăхри паллă ветеринар мăшăрĕ. — Чей вĕретме, вун икшер купăстапа хăяра шăварма çитет. Урамсенче, пухура курса калаçнă çынсем суймаççĕ: башньăран яла шыв начар юхать.19 сехет те 30 минут тĕлне вĕсем Çатракасси пуçĕнчи скважинăсемпе башня патĕнче йышлăн пуçтарăнчĕç. — Ял пухăвне паянхи пек пысăк йышпа килни тахçантанпах пулман, — терĕ территори пайĕн пуçлăхĕ Владимир Федотов. — Кун пек чухне çивĕч ыйтусене сӳтсе явма та кăмăллă. Пухăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту — ялйыша шывпа туллин тивĕçтермелли хатĕрсене кĕске хушăрах юсасси. Çак кунсенче кунта ятарлă икĕ предприяти ĕçлет. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ырă йăла ĕмĕре тăсать

Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центра аслă ӳсĕмрисем ятарласа кăнтăрла çӳреççĕ. Мĕн тума? Кунта вĕсем валли ăстасен «Хозяюшки» клубĕ ĕçлет.

Ăстасен клубĕ

— Пирĕн пата çӳрекенсем — тивĕçлĕ канури çынсем. Вĕсен йышĕнче 93 çулти хĕрарăм та пур, — сăмах пуçларĕ центрăн аслă ӳсĕмрисемпе сусăрсен кăнтăрлахи уйрăмĕн ертӳçи Наталия Семенова. — «Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, пирĕн уйрăм çынсен ĕмĕрĕ вăрăм пултăр, вĕсем хастар пурăнччăр тесе тăрăшать, çав енĕпе ĕçлет. «Хозяюшки» клуба ал ăстисем çӳреççĕ. Хăшĕ-пĕри кунта килсен вĕренет, тепри тахçан пĕлнĕ япалана тытма вăхăт пулман тăк, халĕ, тивĕçлĕ канăва тухсан, килĕшнĕ ĕçĕпе аппаланать. Вĕсен йышĕ хушăнсах пырать. Çынсем пĕр-пĕринпе калаçса пирĕн çинчен пĕлеççĕ, килсе кураççĕ те юлаççĕ. «Хозяюшки» клуба Ирина Ковеза ертсе пырать. Вăл малтан хăй вĕренет, унтан клуба çӳрекенсем валли ăсталăх класĕсем ирттерет. Тĕслĕхрен, вĕсем вĕтĕ шăрçапа ĕçлеççĕ, хутран ăсталаççĕ, çыхаççĕ, çĕлеççĕ. Ăстасем валли уйрăмра çĕвĕ машинисем пур. Çыхмалли-çĕлемелли япалана клуба çӳрекенсем хăйсем туянаççĕ. — Нумаях пулмасть вĕсем сумкăсем çыхрĕç. Пĕри тепринчен хитререх пулса тухнă. Ал ăстисем кивĕ япалана иккĕмĕш пурнăç та парнелеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, джинс юбкăран е шăлавартан сумка çĕлеççĕ. Хатĕр япаласене хăйсем валли хăварнисĕр пуçне парнелеççĕ те, клуба та параççĕ. Пĕр-пĕр япала ăнăçлă пулса тухнă хыççăн хавхаланса тата тепĕр ĕçе пикенеççĕ. Кунта килсен вĕсем ĕç вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ. Кашни кун ĕç хыççăн туслăн сĕтел хушшине ларса чей ĕçеççĕ. Ун валли килтен мĕн те пулсан янтăласах килеççĕ, юлташĕсене хăналаççĕ, — каласа кăтартрĕ Наталия Сергеевна. Чăваш тĕррин музейĕнче «Демографи» наци проекчĕн «Социаллă туризм» проектне пурнăçа кĕртсе «Хозяюшки» клуба çӳрекенсем нумаях пулмасть Чăваш тĕррин музейне çитсе курнă. Унта вĕсем Кристина Макосеева дизайнерăн «Виçĕ хĕвел» брендпа тунă тум коллекцийĕн куравĕпе паллашнă. — Социаллă пулăшу паракан центра çӳрекенсем пирĕн патра пĕрремĕш хут мар. Малтан вĕсем «Кĕлет» курава килнĕччĕ. Пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесем кĕлете мĕнле тĕллевсемпе усă курни çинчен кăсăклансах итлерĕç. Унти япаласемпе паллашнă май авалхи пурнăçа куç умне кăларчĕç ахăртнех. Тĕрĕссипе, тивĕçлĕ канăва тухнисенчен чылайăшĕ «Кĕлетри» япаласене ача чухне курнă. Хальхинче вĕсем ятарласа тĕрĕ курма килнĕччĕ. Кристина Макосеевăн пултарулăхĕ вĕсене илĕртнĕ, мĕншĕн тесен «Хозяюшки» клубра ал ĕç тăвакансем çамрăк та пултаруллă хĕрĕн ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллашма кăмăл тунă. Çĕннине пĕлес килни музее илсе çитернĕ. Кристина — этнодизайнер. Вăл тумтире тĕрлесе мар, ӳнерçĕ пулнă май, тĕрре ун çине ӳкерсе илемлетет. Сăмах май, хĕр пирĕн патра ятарласа чăваш тĕррин наци шкулĕнчен вĕренсе тухрĕ. Унăн хăйне евĕрлĕ курăмĕ центртан килнисене тыткăнларĕ те, — терĕ Чăваш тĕррин музейĕн ертӳçи Надежда Сельверстрова. — Пирĕн музее студентсем те çӳреççĕ. Анчах тивĕçлĕ канурисем çамрăксенчен тимлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ, мĕншĕн тесен музейри тĕрĕсем вĕсен пурнăçĕпе те çыхăннă-çке. Аслă ӳсĕмрисем экскурсишĕн яланах тав туса хавхалантараççĕ. Пĕррехинче пĕр хĕрарăм килчĕ. «Кĕлет» пӳлĕме пăхрĕ-пăхрĕ те йĕме пуçларĕ: «Хамăн пурнăçа аса илтĕм», — терĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Раиса Михайлова 96 çулта чухне /халĕ 97-ре/ çулне кура мар пирĕн музейре пулчĕ, эпир ирттерекен конкурса хутшăнчĕ. Элĕк округĕнчи Кураккассинчи Людмила Андреевăн та çулĕсем самай. Апла пулсан та вăл регионсен хушшинче ирттерекен «Пурăн, чăваш тĕрри!» конкурса яланах хутшăнать. Ватă çынсем хавхаланни, пурнăçа юратни вĕсен ĕмĕрне тăсать. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Сухан апата тутă кĕртет

Ун вăрлăхне Беларуçра, Казахстанра пурăнакансем те туянаççĕ

Патăрьел тăрăхĕнчи Анат Туçари ашшĕпе ывăлĕ — Валерипе Леонид Кузнецовсем — хăйсен пысăк хуçалăхĕпе пире те паллаштарчĕç. Шупашкартан килнĕскерсене вĕçĕхĕррисĕр вăрлăх сухан лапамĕ, паллах, тыткăнлать. Тикĕс те çум курăксăр вăрăм йăрансем тавралăха илем кӳреççĕ. Шăрăх çанталăкра ятарлă оборудованипе пахча çимĕçе шăвараççĕ. Çакă тухăçа ырă витĕм кӳретех. Ахальтен мар республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççейре вăрлăх сухан туса илес ĕçре Патăрьел фермерĕсен тӳпи пысăккине аса илтерсех тăрать. Ку пахча çимĕçĕн кĕркунне лартса хăвармалли сорчĕ тăпраран пуçне кăларма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Фермерсем каланă тăрăх, çакă – кĕçех севок сухана пуçтарса кĕртмеллине пĕлтерекен паллă. Хиртен яла таврăннă май Валерий Леонидович сухан апата тутă кĕртни тавра сăмах пуçарчĕ. Унпа кам килĕшмĕ?

40-шер тонна илеççĕ «Раççейре севок сухана пирĕн тăрăхра, ыттисемпе танлаштарсан, нумайрах ӳстереççĕ. Çавнашкалах Мускав, Чулхула облаçĕсенче лартакансем пур», — калаçăва пуçларĕ Леонид Кузнецов. Ку ĕçе 2009 çулта пуçăннине, ун чухне ку пахча çимĕçе пĕр гектар акнине аса илчĕ вăл. Тепĕр çул вăрлăх сухан валли 3 гектар уйăрнă. Анчах типĕ те шăрăх çанталăка пула тухăç илеймен. Маларах шар курнине шута илсе 2011 çулта хирте пахча çимĕçе шăвармалли ятарлă оборудованипе усă курма пуçланă. 2013 çулта, хресчен-фермер хуçалăхне уçнă май, грант укçипе трактор, культиватор, акапуç туяннă. Патшалăх пулăшăвĕ, паллах, çĕр ĕçченне ырă малашлăха шанса вăй хума хавхалантарнă. Леонид Валерьевич 2015-2016 çулсенче вăрлăх сухан лаптăкне 15-20 гектара çитернине палăртрĕ. Халĕ хуçалăхра севок 50 гектар йышăнать. Унсăр пуçне çĕр улми, купăста, хĕрлĕ кăшман çитĕнтереççĕ. Çулсем иртнĕçемĕн вăрлăх сухан лаптăкĕ кăна мар, тухăçĕ те пысăкланнă. Унăн пысăк пайне Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакансем туянаççĕ. Унсăр пуçне Леонид Валерьевич чикĕ леш енче пурăнакансемпе те çыхăну йĕркелени çине пусăм турĕ. Севока Беларуçа, Казахстана ăсатаççĕ. Маларах Монголие те янă. Пĕтĕмĕшле илсен, ют çĕршыври усламçăсемпе 2016 çултанпа килĕштерсе ĕçлеççĕ. Беларуçра, Казахстанра суту-илӳ ĕçне йĕркеленисем çуллен 40-шер тонна вăрлăх сухан туянаççĕ. Ашшĕпе ывăлĕ вăрлăх суханăн виçĕ сорчĕ — «Штуттгартер Ризен» /çаврака сарă тĕслĕ/, «Стурон» /тăрăхла сарă/, «Кармен» /тăрăхла хĕрлĕ/ — уйрăмах анлă сарăлнине калаççĕ. Вĕсене чикĕ леш енче пурăнакансем те килĕштереççĕ-мĕн. Çав вăхăтрах Валерий Кузнецов фермерăн хуçалăхĕнче çуллен 7-8 тĕрлĕ сухан çитĕнтернине каласа хăвармалла. «Тавара экспорта ямашкăн йывăр та мар, хăрамалла та мар», — ăнлантараççĕ фермерсем. Республикăри ятарлă ведомствăсем документ хатĕрлеме пулăшаççĕ. Инçе çула кĕскетсе çитнĕ машинăна тавар тиесе ямалли кăна юлать. «Чикĕ леш енче пурăнакансем ытларах чухне нарăс-ака уйăхĕсенче вăрлăх сухан илсе каяççĕ. Пĕр пайне кĕркунне те туянаççĕ», — уçăмлатрĕ ача чухнех çĕр ĕçне кӳлĕннĕ Леонид Валерьевич. Севок сухан пахалăхĕ вăрăран, çанталăкран, унсăр пуçне мĕнле пуçтарнинчен, упранинчен килет. Сухан йĕпенсе юрăхсăра тухни те пулнă. Çапах Беларуçри, Казахстанри ĕçтешĕсем те çакна лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпах ĕçлĕ хутшăну çирĕпленсех пырать. Леонид Кузнецов ăнлантарнă тăрăх, Беларуçри, Казахстанри усламçăсем Чăваш Енре туса илнĕ вăрлăх сухана хăйсен лавккисенче сутаççĕ. Кăçал илсе кайнă севок хăйсен ĕçне йĕркеленисене тупăш кӳнĕ. Уншăн Патăрьел фермерĕсене тав тунă вĕсем. Пĕлтĕр вара севок суханшăн тӳленĕ укçан пĕр пайне каялла тавăрма тивнĕ. «Пĕр çулхине 160 тонна севок юрăхсăра тухрĕ. Ун чухне урăхла сорт, вăрă лекрĕ», — пăшăрханса каларĕ Леонид Валерьевич. Çав çул тухăç пысăк пулнă. Анчах, шел те, пуçтарса кĕртнĕ вăрлăх тупăш вырăнне сăтăр кӳнĕ. Çавăнпах кăçалхи тухăç тавра калаçма тăхтаççĕ фермерсем. «Халĕ Раççее Голландирен севок сухан илсе килменнине кура хамăрăн çĕршывра та туянакан йышлă», — Валерий Кузнецов фермерăн хуçалăхĕнче çитĕнекен вăрлăха вырнаçтарас ыйту татăлнине çирĕплетрĕ ывăлĕ. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Йывăçăн та чунĕ пур»

Валерий Игорев хунавсем çирĕп ÿсчĕр тесе кашнине юратса пăхать

Вăл Канашра пурăнать. Кашни канмалли кун вара тăван кĕтесне, Патăрьел тăрăхĕнчи Тĕреньеле, васкать. Валерий Игорев ял çывăхĕнче тӳпенелле кармашакан йывăçсене курса савăнать. 10 гектара яхăн çĕр çинче темĕн те ешерет: чăрăш, хыр, хурăн, каштан, кедр, юман… Вĕсен шучĕ 10 пине çитнĕ. Ял çыннисем ку вырăна «Игорев паркĕ» теççĕ. Вăл — çут çанталăкăн вырăнти уйрăма сыхлакан çут çанталăк территорийĕ.

«Мĕншĕн Игорев паркĕ мар?»

Валерий Петрович — çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕ. Вăл шкулта вĕреннĕ вăхăтрах çырма-çатрара, урамра, пĕлӳ çурчĕн çывăхĕнче йывăç лартма хастар хутшăннă. Тавралăха юратма ăна ашшĕ-амăшĕ, учительсем вĕрентнĕ. Хăшĕ-пĕри вара экологишĕн тăрăшманни, çырмана строительство материалĕсен юлашкийĕсене, выльăх-чĕрлĕх каяшне киле-киле пăрахни Валерий Петровичăн чунне ыраттарнă. Çӳп-çап куписен çывăхĕнче ырă мар шăршă пулни, тирпейсĕрлĕх хуçаланни, хыт хура ашкăрни калама çук канăçсăрлантарнă. Çивĕч ыйтăва мĕнле татса памалла? Хастар арçын йывăç лартас шухăш патне çитнĕ. — Ял çывăхĕнчи çĕрсемпе никам та усă курмастчĕ, унта нимĕн те акмастчĕç. Ял тăрăхĕн администрацине кайса хамăн тĕллевпе паллаштартăм — çав вырăнта йывăçсем ӳстерес, парк тăвас килнине пĕлтертĕм. Хирĕçлемерĕç. Шăмăршă лесничествин ертӳçи Владимир Глухов тĕрев пачĕ, нумай пулăшрĕ — хунавсемпе тивĕçтерчĕ, — 2006 çулта пулса иртнине аса илчĕ Валерий Игорев. Пулас парк вырăнĕнче пĕрремĕш хут йывăç лартнине те лайăх астăвать вăл. Ака уйăхĕн вĕçĕнче вырăнти хастарсем Шăмăршă лесничествин ертӳçи парса янă хунавсене лартнă. Ку ĕçе çамрăксем те хутшăннă. — Парка пуçарнăранпа часах 20 çул çитет те — çав йывăçсем вăйлă ӳсрĕç, 5-6 метр таран çитĕнчĕç. Хыр, чăрăш, кедр, кăвак чăрăш, юман, хĕрлĕ юман, пихта, каштан, çĕмĕрт… куçа илĕртеççĕ. Парк варринче пысăк вольтлă çутă юписем вырнаçнăран унта çӳллĕ ӳсекен йывăç лартас мар терĕмĕр. Çавăнта хăмла çырли çитĕнет. Пурăна киле парк çамрăксен юратнă вырăнĕ пулса тăчĕ. Вĕсем кунта вăхăта усăллă ирттерме килеççĕ, çырла çиеççĕ, ял-йыш кăмпа татма çӳрет. Канма, тавралăхпа киленме кăмăллă пултăр тесе беседка вырнаçтартăмăр. Чуччу та пур. Çывăхрах çăл куç юхса выртать. Ăна хамăр вăйпа чаврăмăр. Таса та сиплĕ шыва ял-йыш кăмăллать. «Ăсма юрать-и?» — тесе ыйтаççĕ. Паллах, нихăçан та хирĕçлеместĕп. Ара, çăл куçа ахальтен чавнă-им? Ĕçме, халăх валли тунă. Чи кирли — çынсем хăйсем хыççăн тирпейлесе хăварччăр, çӳп-çап ан пăрахчăр. Çăл куç çветтуй Троица ячĕпе хисепленет, унăн çывăхĕнче хĕрес вырнаçтартăмăр. Улатăр тата Пăрачкав епископĕн пиллĕхĕпе районти пачăшкăсем сăваплама килчĕç, — сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи. Парк ячĕ те хăйне евĕр мар-и? «Игорев паркĕ» тесе каласси ăнсăртран пулса тухнă. Малтанах Валерий Петрович ăна «Тĕреньел паркĕ», аслашшĕ Юман ятлă пулнипе «Юман паркĕ» тенĕ. — Эпĕ Çут çанталăк ресурсĕсен министерствине паркпа çыхăннă документсем ярса панăччĕ. Пĕр кунхине специалистсем шăнкăравларĕç те: «Паркăн ячĕ пулмалла», — терĕç. Эпĕ хамăн шухăша пĕлтертĕм. «Тăхтăр-ха, Мускавра — Измайлово паркĕ, Шупашкарта Гузовский ращи пур. Патăрьел тăрăхĕнче мĕншĕн Игорев паркĕ пулмалла мар? Пуçаракана халалласа пулĕ», — çавнашкал калаçу хыççăн документра «Игорев паркĕ» тесе çырнă. Сăмах май, пирĕн хушамат Игорь ятран пуçланса кайман. Эпĕ çакна тĕпчесшĕн, пурăна киле архива çитес шухăш пур, — терĕ Валерий Игорев. Маньчжури мăйăрĕ те лартнă Вăл 2006 çултанпах паркра йывăç лартать. Ку ĕçе Валерий Петровичăн çывăх çыннисемпе юлташĕсем те, çут çанталăк тусĕсем те хастар хутшăнаççĕ. Çуркуннесерен субботник ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Ун чухне вырăнти пуçлăхсем те алла кĕреçе тытса ырă ĕç тăваççĕ. — Виçĕм çул кăна 2 пине яхăн юман, 200 тĕп чăрăш, 60 тĕп пилеш лартрăмăр. Ку ĕçе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тата ытти çар операцине хутшăннă салтаксене асра тытса пурнăçларăмăр. Афган вăрçин ветеранĕсен вырăнти организацийĕн председателĕ Геннадий Матвеев та йывăç лартма Шупашкартан ятарласа килчĕ. Ырă пуçарăва хутшăнас текенсем, тĕрлĕ вăрçă витĕр тухнисем хамăр районтан кăна мар, Комсомольскипе Шăмăршă тăрăхĕсенчен те çитрĕç. Çавăн чухне лартнă юмансене пăхсах тăратăп. Хăшĕ-пĕри хăрать, хуçăлать — çĕннипе улăштаратăп. Йывăç паян лартнă та ыран ӳсет темелле мар. Ăна пăхсах тăмалла, тимлĕх уйăрмалла. Йăлтах хам тăватăп: пăхса çаврăнса тирпейлетĕп. Халĕ ретĕн-ретĕн кăвак чăрăш, кедр лартатăп. Мăшăрăмпа ачасем пулăшаççĕ. Çемьепе пĕрле кăна 200 тĕп чăрăш лартрăмăр. Хĕрĕмпе Дашăпа ывăлăм Игорь манăн ĕçе тăсасса шанас килет. Вĕсен кашнийĕн хăйĕн йывăçĕ пур, вĕсене пăхса тăраççĕ. Пĕчĕкскерсем паркра чуччупа ярăнса, çырла çисе кăмăлне çĕклеççĕ, — тăсăлчĕ пирĕн калаçу. Валерий Игорев чун ыратăвне те пĕлтерчĕ. — Вут-кăварпа асăрхануллă пулмаллине кашнинех асра тытмалла тесе шухăшлатăп. Çуркунне уйрăмах асăрхаса тăмалла: çынсем типĕ курăк çунтараççĕ те çулăм сисмесĕрех йывăçсен çывăхне çитме пултарать. Кунашкалли темиçе хут та пулчĕ. Пушар сӳнтересси — чи йывăрри. Хăш чухне çулăмпа пĕчченех кĕрешме тивет, тепĕр чухне специалистсене чĕнетĕп. Юрать, пушарнăйсем вăхăтра çитсе сӳнтереççĕ. Типĕ курăк çуннă тапхăрта çывăраймастăп тесен те йăнăш мар. Пĕрмай: «Йĕркеллех-ши?» — тесе шухăшлатăп. Ялта пурăнакан шăллăма Кольăна та парка кайса пăхма ыйтатăп, — пĕлтерчĕ арçын. Валерий Игорев паркне пуянлатас тесе тĕрлĕ çĕртен хунавсем илсе килет. Канаш округĕнчи Юрий Волков, Вăрнар тăрăхĕнчи Сергей Анисимов, Тăвай тăрăхĕнчи Владимир Глухов ку ĕçре уйрăмах пулăшаççĕ. Патăрьел тăрăхĕнче пурăнакан Николай Ларионов тĕрлĕ сĕнӳ-канашпа пулăшать, йывăç лартма та час-часах килет. «Игорев паркĕнче» Сургутран илсе килнĕ кедрсем те çитĕнеççĕ. Çак йывăçсем Чăваш Ен климатне килĕштернĕ — 5 метр таран ӳснĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Иван ЯРУСОВ: Эпир вĕсем пекех хăтлансан нацизмпа кĕрешни те усăсăр

Республикăн Общество палатин тин ĕçлеме тытăннă çĕнĕ йышне ятарлă çар операцине хутшăннă ентешсем те кĕнине палăртма кăмăллă. Вĕсенчен пĕри — «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондăн регионти филиалĕн ертӳçин çумĕ Иван Ярусов. Унпа вăл палатăри ĕçрен мĕн кĕтнипе кăсăкланса курнăçрăмăр та — калаçу чылай анлăрах пулса тухрĕ. Çамрăк пулин те каччă ăна-кăна курнă ĕнтĕ: ятарлă çар операцийĕ мĕншĕн пуçланнине те хăйĕн опытне шута илсе хаклать, çĕнтерӳ пирĕн енче пуласси пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленмест.

Стройран никам та тухман

Паллах, Иванпа хăйĕнпе çывăхрах паллаштарни вырăнлă. Шупашкар каччи тĕп хулари 43-мĕш шкулта, Олимп резервĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Дзюдо енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ. Унтан экономикăпа технологи колледжĕнче цифра информацийĕпе ĕçлекен мастер специальноçне илнĕ. Çара кайма вăхăт çитсен вăл призыв йĕркипе çулталăк службăра пулассипе çырлахман, контракт алă пусса тӳрех икĕ çуллăха çар çынни пулса тăнă: унччен пурте салтакра икĕ çул пулнă — аптраман… Служба тивĕçĕсене Мурманск облаçĕнче танк бригадинче пурнăçланă – оператор-наводчик пулнă: «Унта вырăнĕсем питĕ илемлĕ – халĕ те аса илсе тунсăхлатăп. Кам пулман — кайса курма сĕнетĕп». Т-80 танкăн модернизациленĕ чи çĕнĕ тĕслĕхĕпе «Çар — 2021» форума ăнăçлă хутшăннипе мăнаçланать. Контракт вĕçлениччен çур çул кăна юлнă — 2022 çулхи нарăсра ятарлă çар операцийĕ пуçланнă. Иван унта пĕрремĕш кунранах хутшăннă. Операци пирки вуçех тавçăрман тени тĕрĕс пулмĕччĕ. Командирсем маларахах асăрхаттарнă — хатĕрленме пуçланă. Халĕ Иван лайăх пĕлет: Украинăра ĕç-пуç мĕнле аталаннине, лару-тăру çивĕчленнине кура Раççейĕн ятарлă çар операцийĕсĕр пуçне урăх çул пулман... Батальон строя тăнă — командир операцие кайма хирĕççисене пĕр утăм малалла тухма сĕннĕ. «Пирĕн хушăра унашкаллисем тупăнмарĕç. Паллах, манăн та стройран тухас шухăш пулмарĕ – воспитани çавнашкал», — терĕ каччă. Вĕсен подразделение Белгород облаçне куçарнă, нарăсăн 24-мĕшĕнче танксен колонни чикĕ урлă каçса Харьков облаçне кĕнĕ… — Хăрушă пулмарĕ-и? — Çук, хăраман. Паллах, хумханусăр мар. Сисчĕвленни… Мĕн пулĕ — никам та пĕлмест вĕт. Хирĕç тăру çапла вăраха каяссине ун чухне тавçăрма пултарайман. «Гражданла халăха пăхмасăр — ВСУ хăтланнă пек — пĕтĕмпех аркатнă-çунтарнă тăк ĕçсем хăвăртрах каятчĕç, анчах Раççей çарĕ апла тума пултараймасть – граждансен хăрушсăрлăхне мала хурать, — калаçăва тăсрĕ вăл. — Хамăрăн подразделение илес тĕк – эпир ялан пулăшнă. Унта тĕрлĕ çын пулнине пăхмасăр…» «Эпĕ чĕрĕ!» Нумайăшĕ танк колоннине куççульпе, хĕрес хывса йышăннă – «тинех çитрĕр!» Çав вăхăтрах Раççей салтакĕсем çине куç айĕн, шăл хăйраса тинкернисем те пулнă. Тата — танксене чарас тесе гусеница айне сикме тăнисем — «çавнашкал пĕр ӳсĕр, «укропсен» «трезубне» ӳкернĕ футболкăллăскер, пирĕн танк патнелле те вирхĕнчĕ – механик-водитель тормоз çине пусса ĕлкĕрчĕ». Малтанхи икĕ кун пачах çухатусăр пулнă. Кайран вара — куллен тенĕ пек çапăçусем… Шел, пĕр çемьери пек туслă та çывăх юлташсем аманни, вилни те пулнă. Иванăн хăйĕн те контузи пулнă. Халĕ çав саманта йăл кулса аса илет, чăннипе вара вилĕмрен тĕлĕнмелле майпа хăтăлса юлнă темелле — Турă пулăшнă. Ун чухне шăп та лăп çулсем хĕресленекен вырăнта танк сӳнсе ларнă. Мишень пек… — «Пĕтрĕмĕр иккен», — тетпĕр. Командир, чăн та, лăплантарма тăрăшать: «Тен, асăрхамĕç…» Асăрхарĕç — пеме пуçларĕç. Чăнах та, килĕшет командир, пĕтрĕмĕр пулас... Танка пăрахса хăварас – мĕнешкел хаклă техникăна çухататпăр. Эвакуаци техникине чĕнтĕмĕр. Тăшман лăпланчĕ — пеме пăрахрĕ, тавралăх шăпланчĕ. Анчах ку самантлăха кăна пулчĕ — пире çăлмашкăн тепĕр танк çитсенех каллех вут-çулăм тăкма пуçларĕ. Пирĕн хамăрăн танка троспа çаклатса илсе тухмалла… Çавăн чухне юнашарах мина ӳксе сирпĕннĕ. Юрать, пуçĕ минренĕскер броня çинчен ӳкмен. Вăл тупă айĕнче пулнă. Унта вара танкăн тĕтĕм хӳтлĕхĕн перкĕчĕсем вырнаçнă — тăшманран пытанмашкăн танк вĕсене персе янă. Пĕрре контузи пулнă каччăн хăлхи айĕнчех — пĕрин хыççăн тепри кĕрслетсе вĕсем салтака тепĕр хут анратнă. Йĕкĕт пурпĕр танк çинчен ӳкмен. Тупăран тытăнса выртнăскер хамăрăн позицисем вырнаçнă çĕре çитнĕ. Юлташĕсем вăл хускалманнине асăрхаса каскисене хывнă — Иван вилнĕ тесе шухăшласа илнĕ. Шупашкар каччи вара ура çине тăнă — «эпĕ чĕрĕ!» Çук, госпитале те кайман. Кунашкал сăлтавпа госпиталь кравачĕ çинче выртасси унта йăлара мар пулас. Иван каланă тăрăх, унăн пиччĕшĕн Никитăн /унпа пĕр подразделенирех службăра пулнă — тĕрлĕ экипажра/ темиçе контузи пулнă — вăл та госпитальсем тăрăх çӳремен. Сăмах май, Никита та службăна вĕçлесе тăван ене тĕрĕс-тĕкел таврăннă, халĕ Шупашкарти Чапаев ячĕллĕ заводра ĕçлет. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Çулла велосипедпа ярăнаççĕ, хĕлле йĕлтĕр сыраççĕ

Петрпа Наталья Трофимовсем унччен профессионал спортсменсем пулнă, пирĕн республика чысне Раççейре кăна мар, тĕнче тата Европа шайĕнчи турнирсенче те хӳтĕленĕ. Вĕсем спорт карьерине вĕçлесен те спортран уйрăлман, çемье командине йĕркеленĕ. Халĕ ачисемпе пĕрле тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Марафон чупнă Трофимовсен çемйи 16 çул каялла чăмăртаннă. Аслă хĕрĕ 8-та чухне çемье эстафетинче пĕрремĕш хут хăйсен вăйне тĕрĕсленĕ. Варвара, паллах, спортпа пĕчĕклех туслашнă. Малтан гимнастика секцине çӳренĕ, халĕ спорт шкулĕнче хăвăрт утас енĕпе ăсталăха туптать. Çавăн пекех спорт туризмĕпе кăсăкланать. Акă кăçал вăл «Туриада» лагерьтен çĕкленӳллĕ кăмăлпа таврăннă. 15-ри хĕр Шупашкарта иртекен пысăк ăмăртусенче волонтер тивĕçĕсене те пурнăçлать. Иккĕмĕш хĕрĕ Катерина та çăмăл атлетика уйрăмĕнче пултарулăха аталантарать. Вăл та ашшĕ-амăшĕпе пĕрле чылай турнира хутшăнать. Акă çĕртме уйăхĕнче çемье команди республика фестивалĕнче çĕнтернĕ. Кăçал чи кĕçĕнни — 5-ри Ваня — çывăх çыннисемпе пĕрле пĕрремĕш хут старта тухнă. «Пĕчĕк пулин те çав тери хумханчĕ. Тренировкăсене пирĕнпе çӳрет, ыттисемпе пĕрле тăрса чупать», — терĕ ашшĕ-амăшĕ. Ваня гимнастика секцийĕнче ӳт-пĕве пиçĕхтерет, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнма юратать. Ача кăçал аслисемпе пĕрле «Симĕс марафона» хутшăннă. 2016 çултанпа çемье командин пухмачĕ вун-вун наградăпа пуянланнă. Çак кунсенче вĕсене «Шупашкар çемйи» фестивале йыхравланă, «Спорт çемйи» номинацире пысăк тĕрĕслев витĕр тухса тĕп парнене тивĕçнĕ. Çакна та каласа хăвармалла: хĕрĕсем республикăра хăвăрт утас енĕпе иртнĕ тĕрлĕ ăмăртура темиçе медаль çĕнсе илнĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕ пекех çитĕнӳ патне туртăнаççĕ. Трофимовсем хĕлле йĕлтĕр çине тăраççĕ, çулла велосипеда утланаççĕ. Спорт туризмĕпе спорт ориентировкине алла илеççĕ. «Ку ăмăртусем интереслĕ иртеççĕ. Унта чупмалла кăна мар, тĕрлĕ задание пурнăçламалла. Е тăвайккине хăпаратăн, е шыв урлă каçатăн, е байдаркăпа ишетĕн», — терĕç Петр Владимировичпа Наталья Юрьевна. Кăçал акă слет-походра пулнă, 40 çухрăма парăнтарнă. Трофимовсем çул çӳреве те тухаççĕ. Хĕлле Абхазие кайса курнă, Первоуральск тăвĕсем çинче йĕлтĕрпе ярăннă. Дагестанра та пулнă. Пĕрремĕш парнене упрать Наталья Трофимова ача чухнех спорт çулĕ çине тăнă. «Шкулта спорт мелĕпе утакансен секцийĕ пурччĕ. Унта ачасемпе Валентинăпа Владислав Фроловсем ĕçлетчĕç. 5-мĕш класра юлташ хĕрачипе пĕрле çав секцие çӳреме пуçларăмăр. Çур çултанах Етĕрне районĕнчи Килтĕш ялĕнче иртнĕ республика турнирне хутшăнтăмăр. Унта пиллĕкмĕш вырăн йышăнтăм. Мана та парне парса хавхалантарчĕç. Уншăн эпĕ шутсăр савăннăччĕ. Пĕчĕк çав парнене халĕ те упратăп. Ун чухнех тепрехинче пĕрремĕш пуласчĕ тесе тĕллев лартнăччĕ. 10-мĕш класра Олимпиада çинчен ĕмĕтленме тытăнтăм, Олимп чемпионĕ пулас килетчĕ. Хăвăрт утакансен секцине нумаййăн çӳретчĕç, анчах эпĕ пĕчченех тăрса юлтăм. Çавăн пекех шкул командипе пĕрле çăмăл атлетика эстафетисенче вăй виçеттĕмĕр, вĕсенче темиçе хут та палăрнăччĕ. Пĕррехинче пире, çĕнтерӳçĕсене, 7 торт парнеленĕччĕ. Вĕсене шкула илсе кайса учительсене хăналанăччĕ. Шкул хыççăн Шупашкарти коопераци институчĕн командине илчĕç. Унта паллă спортсмен Александра Деверинская ĕçлетчĕ. Вăл пулăшнипе пĕрремĕш хут сбора лекрĕм. Шăпах çавăн чухне пулас упăшкапа паллашрăм. Петр çав тапхăрта вăйлă атлетчĕ ĕнтĕ. Олимп резервĕсен училищинче вĕренме пуçласан тренировкăна пĕрле çӳреме тытăнтăмăр», — каласа кăтартрĕ Наталья Юрьевна. Вăл пирĕн республикăри сумлă тренерсем Геннадий Семеновпа Николай Родионов патĕнче ăсталăха туптанă. Сăмах май, Наталья Трофимовăн амăшĕ те спортпа туслă пулнă. Хĕлле — йĕлтĕрпе, çулла кросс чупнă. Хĕрарăм 50 çултан иртсен те турнирсене хутшăннă. 2016 çулта Наталья Юрьевна тренер ĕçне кӳлĕннĕ. Тата Шупашкарти 1-мĕш вăтам шкулта физкультура вĕрентет, унччен садикре тăрăшнă. Пĕлӳ çуртĕнче хăвăрт утакансен секцине йĕркеленĕ. Унта 7-17 çулсенчи 40 яхăн ача çӳрет. Кăçал шкул команди республика шайĕнчи «Çамрăксен шиповки» ăмăртура çĕнтернĕ, Мордвара иртнĕ турнирта тăваттăмĕш пулнă. «Вĕренекенсем тĕрлĕ хуларан хĕпĕртӳллĕ кăмăл-туйăмпа таврăнаççĕ. Чи кирли вĕсемшĕн — ăмăртура пулса курни, хавхаланни, ыттисен пултарулăхне сăнани», — терĕ тренер. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


«Хаçата кирек хăш вăхăтра та вулаятăн»

Вăл «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан мĕн пур хаçат-журнала чылай çул çырăнса илет, юратса вулать. Çав вăхăтрах юлташĕсене, тăванĕсене вулама парать. Пĕр касра пурăнакансене хаçатра мĕн çырни çинчен каласа кăтартать. Çак кунсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче пурăнакан Олег Казеновпа тĕл пултăмăр, чăваш пичечĕ, унăн малашлăхĕ çинчен сăмах пуçартăмăр.

Интеллигенци кассинче ӳснĕ «Аттепе анне ĕлĕкех пĕтĕм хаçат-журнала çырăннă. Атте водитель пулнă. «За рулем» журнала юратса вулатчĕ. Почтальонка «Тăван Атăл», «Ялав» журналсене, «Коммунизм ялавĕ», «Авангард» хаçатсене илсе килсе парасса чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. «Интеллигенци касси» тетчĕç пирĕн урама. Кӳршĕре хăй вăхăтĕнче парторгра ĕçленĕ Иван Чудаков пурăнатчĕ. Вăл та нумай хаçат çырăнатчĕ, пире паллашма сĕнетчĕ. Касра кашни килте учитель пулнă. Вĕсем «Учительская газета» илсе тăратчĕç. Урамри сак çине тухса ларса пурте пĕрле хаçат-журнал вулаттăмăр. Статьясене сӳтсе яваттăмăр. Питĕ интереслĕччĕ çав вăхăт. Иван Алексеевичăн патефон пурччĕ. Пире те итлеттеретчĕ. Иосиф Сталин калаçни те пурччĕ унта. Анне хаçат вулама, юрлама юрататчĕ. Пуçватмăшсен тупсăмне тупма кăмăллатчĕ. «Çамрăксен хаçатĕнче» пичетленекен сканвордпа айланатчĕ. «Эсĕ мĕскер тăватăн, анне?» — ыйтаттăм унран шăпланса ларсан. Хаçат уншăн чун киленĕçĕччĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва Олег Ильич. Унăн сĕтелĕ çинче — «Хыпар», «Хресчен сасси», «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Кил-çурт, хушма хуçалăх», «Тăван Атăл»… Вĕсене вăл «Хыпар» Издательство çуртĕнче альтернатива мелĕпе çырăннă. «Чун апачĕшĕн укçа шеллеместĕп. Эпĕ вĕсене вулатăп та тетене ярса паратăп. Валери тете Тверь облаçĕнче пурăнать. Вăл «Хыпарпа» паллашать, арăмĕ «Чăваш хĕрарăмне» юратать. Эпĕ ача чухне кăмака çинче кĕнеке вулаттăм. Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăра», «Юманлăхра çапла пулнă» кĕнекисене ăса хываттăм. Вĕсене вунă хут та вуланă пулĕ. Тепĕр чухне вуласа выртнă чухнех çывăрса кайнă. Библиотекăран 6-7-шер кĕнеке илсе килеттĕм. Институтра вĕреннĕ чухне те вулавăша çӳреттĕм. Халĕ хаçат-журнала Шупашкара «Хыпар» Издательство çуртне кайса илетĕп, малтан почта урлă çырăнаттăм. Хам пĕтĕмпех вуланă хыççăн хаçатсене юлташсене паратăп. Тăвансем те хаçат вуласшăн. Анчах çырăнма хаклă теççĕ. Хаçата мĕнле çырăнмастăн-ха? Чун апачĕ вĕт вăл. «Тăван Атăла» йăлт шĕкĕлчетĕп. Унта сăвăсем те пичетленеççĕ. Тулайри чăвашсем вăйлă çыраççĕ. Унта вăйлă поэт-писательсем тухнă. Диаспорăра чĕлхе, йăла-йĕрке, культура лайăх упранса юлнă. «Хыпарта» паллă çынсем, ял хуçалăхĕ, экономика çинчен çырнă статьясене вулама кăмăллатăп. Юлташсен хушшинче хуçалăх ертӳçинче ĕçлекен чылай. Вĕсем пирки çырни маншăн кăсăклă. «Политика çинчен чăвашла çырнине ăнланмастпăр», — теме пăхать хăшĕ-пĕри. Ахалех чăкăлташаççĕ, нумайрах вуламалла, вара йăлтах ăнланатăн», — шухăшне палăртрĕ Олег Ильич. Апат пĕçерме те кăмăллать Олег Казенов 1983-1987 çулсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче агронома вĕреннĕ. 1992-1995 çулсенче куçăн мар мелпе юридици енĕпе пĕлӳ илнĕ. Дипломлă пулсан тăван тăрăхра агрономра тăрăшнă. 1997-2001 çулсенче Патăрьел округĕнчи «Первомайск» хуçалăх ертӳçинче вăй хунă. 1996 çулта районта «Профессире чи лайăххи» ята тивĕçнĕ. Вĕсем хăмла туса илессипе республикăра темиçе çул мала тухнă. «Хăй вăхăтĕнче хуçалăхра хăмла лаптăкĕ 36 гектарпа танлашатчĕ. Профессире чи лайăх тесе палăртнă чухне сăмах та калаттарчĕç, — калаçăва тăсрĕ чăн-чăн чăваш арçынни. — Район хаçачĕпе те çыхăну тытаттăм. Производство темипе статьясем çыраттăм. Уншăн 1 тенкĕ те 5 пус паратчĕç. Пысăк укçа марччĕ, анчах кăмăллăччĕ. 2002 çултанпа вахта мелĕпе Мускава ĕçлеме çӳретĕп. Раççейĕн тĕп хулине çӳресси çăмăл мар. Шухăшăм ялан кил пирки. «Мĕнле-ши унта?» — тетĕп. Юрать, юлташăм Алексей çурта, хушма хуçалăха пăхса тăрать. Ялта пĕр-пĕрне пулăшмалла, унсăрăн май çук. «Эпĕ колхозник», — тетĕп хам пирки Мускавра. Манран куласшăн тепĕр чухне. Анчах хула манăн чун валли мар. Эпĕ хулара пурăнса пăхнă, унта чуна тăвăр. Ялта вара пурнăçпа киленетĕп… Крахмал завочĕ ĕçленĕ чухне вырăнти хуçалăхпа пĕрле Пăла юхан шывне пĕвелетчĕç. Шел, 2009 çултанпа пĕвелеме пăрахрĕç. Çавăнтанпа унăн хĕррипе йывăçсем ӳссе кайрĕç. Мĕнле тасаччĕ вăл. Иккĕмĕш Атăл пек. Нумаях пулмасть Ишлĕ Шетмĕре «Чăваш Ен çăл куçĕсем — Раççей çăл куçĕсем» экологи фестивалĕ иртрĕ. Унта та хутшăнтăм. Пăлана сыватасси, пулăшасси çинчен итлеме ятарласа кайрăм», — пĕлтерчĕ хастар вулакан. Пăла ăшăхса, ун шывĕ чакса пыни, ăна варалани питĕ пăшăрхантарать. Хăй вăхăтĕнче тулли юхан шывра ишсе киленнĕ вăл… <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.