Хыпар 77 (28253) № 16.07.2024
Чăвашсем Беларуçра та хастар
Чăваш Ен делегацийĕ — промышленноç, аграри, строительство, транспорт, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентӳ сферисен представителĕсем, Правительство членĕсем тата парламентарисем — Беларуç Республикине ĕçлĕ визитпа кайнă. «Беларуçри ĕçтешсене эпир питĕ хисеплетпĕр. Пĕрле пурнăçа кĕртмелли пĕрлехи проектсене сӳтсе явăпăр», — палăртнă республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çул çӳрев тĕллевĕсене уçăмлатнă май.
«Калаçса килĕшни пĕтĕмпех пурнăçланĕ»
Çирĕппĕн палăртнă Беларуç Республикин Президенчĕ Александр Лукашенко. Вăл ĕнер Чăваш Ен делегацине йышăннă. «Александр Григорьевича Чăваш Енпе çыхăнса ĕçлессине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тăватăп, — тенĕ Олег Николаев. — Икĕ регионăн коопераци хутшăнăвĕсем анлăлансах пыраççĕ. Пирĕн пĕрешкелли нумай: вăйлă аталаннă промышленноç, агропромышленноç комплексĕ, вĕрентӳ тытăмĕ… Беларуçри ĕçтешсем шăмă сыпписене сиплес, уйрăмах вĕсене улăштармалли операцисем тăвас тĕлĕшпе, йывăрлăхсем пуррине пĕлтерчĕç. Пирĕн республикăра федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ ку енĕпе пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ парать. Эпир Санкт-Петербургри специалистсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, хамăр çĕршывра туса кăларнă материалсенчен шăмă сыпписем хатĕрлетпĕр». Олег Николаев Чăваш Енри центр Беларуçран 300 яхăн çынна йышăнма, ортопедире медицина пулăшăвĕ пама хатĕррине пĕлтернĕ. Çитес вăхăтра Чăваш Республикинче клиника больницин строительствине пуçармалла. Унта, Олег Николаев çирĕплетнĕ тăрăх, Беларуçри строительство отраслĕ витĕмлĕ пулăшу пама пултарĕ. Тăванла республикăран илсе килнĕ строительство материалĕсем импорта улăштарма та, укçа-тенке перекетлеме те пулăшĕç. Александр Лукашенко çавăн пекех Чăваш Енри хăмла производствипе кăсăкланнă. Олег Николаев Беларуç Республикин Президенчĕпе тĕл пулни икĕ регионăн хутшăнăвĕсене çĕнĕ вăй парассине, импорта улăштарас тата технологи суверенитетне йĕркелес тĕлĕшпе пуçарнă пĕрлехи ĕçе малалла тăсма пулăшассине палăртнă.
Йăхташăмăрсемпе тĕл пулнă
Олег Николаев Минск хулинче Беларуçри чăвашсен «Атăл» пĕрлĕхĕн хастарĕсемпе тĕл пулнă. «Сирĕн пата чăваш çĕрĕнчен ăшă салам илсе килтĕмĕр, — тенĕ вăл. — Шăпа пире тĕрлĕ çĕре сапаланă. Çуралса ӳснĕ тăрăхран аякра пурăнсан та сире чăваш халăхĕн йăли-йĕркине упранăшăн тав тăватăп. Чăваш Енре 128 халăх çынни туслă пурăнать. Беларуçра та çаплах. Раççей йышĕнчи кашни халăх хăйĕн йăли-йĕркине ирĕклĕн аталантарма пултарать. Нумай нациллĕ çĕршывшăн вĕсем вăй-хал паракан çăл куç пулса тăраççĕ. Раççей Федерацийĕн тата Беларуç Республикин Президенчĕсем союзлă патшалăхсен аталанăвне вăйлатассишĕн, хутшăнăвĕсене çирĕплетессишĕн нумай тăрăшаççĕ. Ĕçтешлĕх мелĕсем тата та пуррине куратпăр. Çак кунсенче эпир ял хуçалăх, промышленноç, машиностроени, строительство, вĕрентӳ, сывлăх сыхлавĕ тата ытти тытăмри ыйтусене сӳтсе яватпăр». Тĕлпулура çавăн пекех «Атăл» пĕрлĕхĕн членĕсем малашлăхра чăваш чĕлхине тата культурине аталантарас тĕлĕшпе тума палăртакан ĕçсем пирки калаçнă. Олег Николаев йăхташăмăрсем Чăваш Енри театрсен гастролĕсене Беларуçра йĕркелеме сĕннине ырланă. Беларуç Республикин Культура министерствипе ку ыйтăва татса пама май килессине пĕлтернĕ. «Атăл» пĕрлĕхĕн ертӳçи Геннадий Александров Чăваш Енпе экономика, культура, ытти сферăри çыхăнусене йĕркелеме хутшăнни пирки каласа кăтартнă. «2003 çулта «Хамăр ял» ансамбль йĕркелерĕмĕр. Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне çулсерен хутшăнатпăр. Мускаври, Чĕмпĕрти чăваш уявĕсенче пĕрре мар пулнă. Эпир Минскри мероприятисенче те хастар», — пĕлтернĕ вăл. Беларуçра икĕ çулта пĕрре наци культурисен фестивальне йĕркелеççĕ. Кăçал йăхташăмăрсем Гродно хулинче чăваш апат-çимĕçĕпе паллаштарма хатĕрленеççĕ. Геннадий Александров Шупашкар хулинчи пултарулăх коллективĕсене фестивале хутшăнма йыхравланă.
Шкул ачисем экскурсие çӳрĕç
Чăваш Енри шкул ачисем Беларуçри паллă вырăнсене кайса курма пултарĕç. Беларуç тата Чăваш республикисен Вĕрентӳ министерствисем çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас, шырав юхăмне аталантарас, патриотизм акцийĕсем йĕркелес тата «Чĕрĕ уроксем» ирттерес тĕлĕшпе пĕрле ĕçлесси пирки килĕшӳ çирĕплетнĕ. Беларуç çĕрне нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче 15 пин чăваш пуç хунă. Вилнĕ хыççăн 15 ентеше Совет Союзĕн Геройĕн ячĕпе чысланă, виççĕшне Мухтав орденĕпе наградăланă. «Пирĕн тĕллев — вĕрентӳ юхăмне, туризм маршручĕсене, патриотизм туйăмĕллĕ мероприятисене йĕркелесси. Эпир Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисене асра тытас тĕлĕшпе пур енлĕн ĕçлетпĕр: шырав юхăмне аталантаратпăр, музей ĕç-хĕлне вăйлататпăр, ăслăлăх тĕпчевĕсене ирттеретпĕр. Беларуçра ĕçлĕ визитпа пулнă май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çĕнтерӳпе вĕçленĕренпе 80 çул çитнине халалланă нумай мероприяти ирттерме калаçса татăлтăмăр, — пĕлтернĕ Олег Николаев. — Паттăрсене асран кăлармалла мар. Астăвăма тĕрлĕ майпа, çав шутра интерактив мелĕсемпе те, вăйлатса пырăпăр. Çитĕнекен ăрăвăн Тăван çĕршывăн кун-çулне пĕлмелле. Вĕсем çак пĕлӳпе паянхи самана пулăмĕсемпе шайлаштарса тĕрĕс усă курма пултарччăр. Çавăнпа нумай курса çӳремелле, хутшăнмалла, калаçмалла». Сăмах май, шкул ачисене Беларуç Республикинче кăтартма палăртнă паллă вырăнсен шутĕнче Брест крепоçĕ, Минск хули, Хатынь пулма пултарĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Общество палатин çĕнĕ йышĕ ĕçе пуçăнчĕ
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев кĕçнерникун республикăн Общество палатин çĕнĕ йышĕпе курнăçрĕ. Тĕлпулура çак тытăм ĕçне пĕтĕмлетнипе пĕрлех умри тĕллевсене палăртрĕç.
Палата йышĕ тĕрлĕ сфера представителĕсенчен тăрать. Унăн членĕсене, 11-шер кандидата, Республика Пуçлăхĕ, Патшалăх Канашĕ тата общество пĕрлешĕвĕсем сĕнеççĕ. Палата йышĕ халĕ 40% çĕнелнĕ. Çав шутра унта ятарлă çар операцине хутшăннă ентешсем те кĕнĕ. Тĕлпулу умĕн Общество палатин пирвайхи ларăвĕ иртнĕ — палата тытăмĕнче мĕнле комиссисем пулассине палăртнă, вĕсен ертӳçисене суйланă. Председатель пуканне упраса хăварнă Ванифатий Шайкин черетлĕ виçĕ çуллăх тапхăрĕ вĕçленнĕ май çак вăхăтра пысăк ĕç пурнăçланине çирĕплетрĕ. Чăваш Енĕн Общество палати регионсен çакнашкал тытăмĕсен рейтингĕнче ТОП-10 йышне кĕни те çакна ĕнентерет. Суйлавсене сăнаса тăрассипе çыхăннă ĕç хăех мĕне тăрать! Палата Раççей Президенчĕн иртнĕ суйлавĕ валли 3 пин общество сăнавçине хатĕрленĕ, вĕсем сасăлав легитимлăхне тивĕçтерме хутшăнса çак шанăçа тӳрре кăларнă. Е тата — норма-право акчĕсен экспертизи. Ку енĕпе 700 яхăн экспертиза ирттернĕ. Çавăн пекех Ванифатий Васильевич «Министр сехечĕ» акцие пысăка хурса хакларĕ: виçĕ çулта министрсемпе, патшалăх ведомствисен ертӳçисемпе 30 ытла тĕлпулу йĕркеленĕ — çивĕч ыйтусене тишкернĕ, вĕсене татса панă. Ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă ĕç çинче вăл пайăррăн чарăнса тăчĕ. Общество палатин членĕсем операци пыракан регионсенче темиçе хут та пулнă — гуманитари пулăшăвĕ пухса унта леçнĕ, операцие хутшăнакан ентешсемпе курнăçнă. Çак ĕç малалла пырать. Çывăх вăхăтра унта васкавлă медпулăшу машини илсе каясшăн. Комиссисен ертӳçисем те сăмах илчĕç — çĕнĕ йыш ĕçне мĕнле йĕркелесси, хăш ыйтусене мала кăларасси çинчен каларĕç. Ирина Булыгина патриотизм воспитанийĕ тĕлĕшпе тимлĕрех ĕçлемелле тесе шухăшлать. Шел те, нумайăшĕ паян услам тăвассине мала кăларать, ку, иккĕленмест вăл, тĕрĕс мар: Тăван çĕршыва, çемьене, çывăх çынсене юратасси тĕпре пулмалла. Елена Кузьмина патшалăх органĕсемпе тытакан çыхăнусен комиссине ертсе пынă май саккунсен «нульмĕш вулавĕсене» йĕркелессине малалла тăсассине çирĕплетрĕ. Çивĕч тĕрлĕ ыйтупа экспертсене, яваплă влаç органĕсен представителĕсене чĕнсе «çавра сĕтелсем» йĕркелесси те йăлана кĕмелле. Алексей Автономов çут çанталăка упрассипе çыхăннă акцисем Общество палатин ĕçĕн пĕр пайĕ пулассине çирĕплетрĕ. Хуçасăр чĕр чунсен ыйтăвне тишкересшĕн, каяшсен ыйтăвĕ нумайăшне пăшăрхантарать — çывăх вăхăтрах вĕсемпе ĕçлекен «Ситиматик» компани ертӳлĕхне «кавир çине» чĕнес шухăшлă. «Свалкăсăр республика» акци те пуçарасшăн. Дмитрий Кузьмин ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем тĕлĕшпе тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ. Вĕсене халалланă куçса çӳрекен музей те интереслĕ пулĕччĕ – унашкаллисем темиçе регионта пур, паттăрсен ячĕпе палăксем лартни те патриотизм туйăмне вăйлатма пулăшĕччĕ. Строительствăпа инфратытăм аталанăвĕн комиссийĕн тилхепине тытнă Владимир Радин хăйĕн пирвайхи тивĕçне обществăпа влаç хушшинче кĕпер хывассинче курать. Асăннă сферăра опыт пухнăскерĕн шучĕпе, çак ĕç граждансене вăл е ку ыйтăва татса пама пулăшни кăна мар, çынсене çав ĕçсене тумашкăн хăйсен енчен пуçарулăх кирлине те ăнлантармалла. «Эсир палăртнă кашни тезиспа килĕшетĕп», — терĕ пурне те итленĕ хыççăн Олег Николаев. Общество палати умĕнче явап тытма, ун шучĕпе, министрсене кăна мар, федераци службисен республикăри управленийĕсен ертӳçисене те чĕнмелле — «калаçăва влаçăн мĕн пур тытăмне явăçтармалла». Анчах çак калаçу вĕсене вăл е ку ĕçе пурнăçлама хушни ан пултăр, çивĕч ыйтусене пĕрле ĕçлесе татса парассине тĕпе хумалла. Калăпăр, каяшсен санкцилемен вырăнĕсене е хуçасăр йытăсене илер. Çак ыйту çивĕчлĕхĕ чи малтан çынсем яваплăха туйманнипе сăлтавланать вĕт. Акă мĕншĕн Общество палатин тĕрлĕ енĕпе халăх шухăш-кăмăлне кирлĕ пек йĕркелессине мала хумалла. Нумай ыйту вăл е ку тăрăхра пурăнакансенчен хăйсенчен килет. Тĕрлĕ ялта пулниех кăтартать: пĕр çĕрте — тирпейлĕ те хăтлă, тепринче — апла мар... Çакă чи малтан вĕсенче пурăнакан çынсен яваплăх туйăмне кăтартать. СВО паттăрĕсемпе çыхăннă палăксене илес тĕк — ку енĕпе те вырăнсенчи пуçарусем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Етĕрнере, авă, çынсем хăйсемех пуçару туса 3 миллион тенкĕ пухнă, астăвăм вырăнĕ йĕркеленĕ. Çын кĕлетки пысăкăш скульптура та пур: «Ан тив, профессионалсем туман пултăр. Пурпĕр — питĕ кăмăллăскер...» Паллах, влаçсем те айккинчен кăна сăнаса тăмĕç. Шупашкарта, сăмахран, «Çĕнтерӳ» парка тĕпрен çĕнетме палăртнă. Унта СВО паттăрĕсене халалласа лартмалли палăк-монумент валли те вырăн пулĕ. Ятарлă çар операцийĕнчи çĕнтерӳ /«эпир вара çĕнтеретпĕрех»/ хыççăн ку темăпа пĕтĕмлетӳллĕ куравсем те пулĕç. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Чи хаклă хваттер миçе тенкĕ?
РФ Патшалăх Думинче хваттерсен хакĕ çулталăк вĕçнелле 40 процент чакассине палăртаççĕ. Строительсен çĕнĕ проектсене ĕçе кĕртме укçа çитменрен çак утăма тума тивĕ.
Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал куçман пурлăх прависене регистрацилеме 34 пине яхăн заявлени панă. Пĕлтĕр çак тапхăрта 40 пин ыйту пулнă. Строительствăна пая кĕрекенсен 1126 килĕшĕвне /2023 çулта — 1456/ йышăннă. «Куçман пурлăх рынокĕнчи лару-тăру лăпкă. Регистраци ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсем пĕлтĕр пысăк пулни, пирĕн шухăшпа, вырăнти хăй тытăмлăх реформи вăя кĕнĕ май муниципалитет пурлăхне çĕнĕрен шута илнипе çыхăннă», — палăртрĕ управлени ертӳçин çумĕ Татьяна Васильева. Риелторсен шухăшĕпе вара хваттер туянакансен шучĕ чакни чи малтанах хаксемпе çыхăннă. Сăмахран, строительство тапхăрĕнчи хваттерсен хакĕ Шупашкарта кăçалхи пĕрремĕш кварталта 5 процент ытла хакланнă. Пĕр тăваткал метр хакĕ халĕ вăтамран — 117-120 пин тенкĕ. Аналитиксем ăнлантарнă тăрăх, çĕнĕ çуртсенчи хваттерсен хакĕ çăмăллăхлă ипотека программисем пуррипе, строительство материалĕсем хакланнипе тата транспорт хакĕ пысăккипе ӳсет. Çавăн пекех инфляци витĕм кӳрет. Кивĕ çуртсенчи хваттерсен хакĕ те хăпарсах пырать. Çулталăк пуçланнăранпа хак вăтамран 0,5 процент ӳснĕ. Пĕр тăваткал метр 100 пин тенкĕ патне çывхарнă. Анчах, Анжела Романова риелтор каланă тăрăх, кивĕ çуртсенчи хваттерсем йывăррăн сутăнаççĕ. Хальхи вăхăтра ытларахăшĕ çĕнĕ çуртсенчи хваттерсене туянасшăн. Куçман пурлăх хуçисем туянакансене тупайманран об±екта сутас вырăнне арендăна пама пуçлаççĕ. Сăмах май, ку сферăра та хаксем ӳссе пыраççĕ. «Кивĕ çуртсенчи хваттерсем сутăнманнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри, манăн шухăшпа, ипотека кредичĕсен ставки пысăкки. Инфляци те ура хурать. Хваттер хуçисем çавăн пекех «пĕрремĕш рынокри» хваттерсен хакне те пăхаççĕ», — терĕ риелтор. Realtymag.ru сайтри пĕлтерӳсене тишкерес тĕк, çĕнĕ çуртсенчи хваттерсен утă уйăхĕнчи тăваткал метрĕн вăтам хакĕ — 105903 тенкĕ. Пĕр пӳлĕмлине унта — 4230000 тенкĕпе, икĕ пӳлĕмлине — 6620000 тенкĕпе, виçĕ пӳлĕмлине 9500000 тенкĕпе туянма пулать. Кивĕ çуртсенчи тăваткал метрăн вăтам хакĕ — 95313 тенкĕ. Пĕр пӳлĕмлин хакĕ — 3667867 тенкĕ, иккĕллин — 4826467 тенкĕ, виççĕллин — 5651133 тенкĕ. Аvito.ru сайтра хваттер сутакансен тăватă пин пĕлтерĕвне вырнаçтарнă. Çак шутран виçĕ пинĕшĕ — «иккĕмĕш рынокри» çуртсенчи хваттерсем. Сайтра сĕнекен об±ектсен хакĕсем 2,5 миллион тенкĕрен пуçланаççĕ. Чи пысăкки — 13,6 миллион тенкĕ. Хаксене, риелтор ăнлантарнă тăрăх, çурт хулан хăш районĕнче вырнаçни, хăçан хута яни, шалти юсав, миçемĕш хутра пулни тата ытти палăрмаллах витĕм кӳрет. Kvartiri-domiki.ru сайт Шупашкар хулинчи чи хаклă 100 хваттере палăртнă. Рейтингăн пĕрремĕш картлашки çинче — С.Ислюков урамĕнчи 104 тăваткал метрлă виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер. Уншăн 45 миллион тенкĕ — пĕр тăваткал метршăн 433 пин тенкĕ — ыйтаççĕ. «Пирĕн хулари чи чаплă çуртра эксклюзив хваттер сĕнетпĕр. Питĕ хаклă тата паха материалсемпе усă курса юсанă. Ют çĕршывра туса кăларнă алăксем, розеткăсемпе выключательсем, обой, плинтус, карнизсем, радиаторсем, камин… Мачча çӳллĕшĕ 3 метр. Пысăк чӳречесенчен Атăл курăнать. Хваттерте пĕр кун та никам та пурăнман. Шăнкăравличчен малтан хăвăрăн вăя хаклăр!» — тенĕ пĕлтерӳре. Иккĕмĕш вырăнта — А.Игнатьев урамĕнчи 7 пӳлĕмлĕ хваттер. Унăн лаптăкĕ — 338,1 тăваткал метр. Хакĕ — 32 миллион тенкĕ. Паллах, ку хваттерте те пахалăх, хăтлăх, илемлĕ — пĕтĕмпех çӳллĕ шайра. Ăна сутакансен кăмăлĕ те ырă пек туйăнать. «Сирĕн ĕмĕтри хваттере курма йыхравлатпăр. Шăнкăравлăр. Сирĕншĕн меллĕ вăхăтра тĕл пулма калаçса татăлăпăр», — тенĕ пĕлтерӳре. Çавăн пекех рейтинга М.Горький проспектĕнчи, Герцен, К.Иванов урамĕсенчи, М.Денисов бульварĕнчи çуртсенчи хваттерсем кĕнĕ. Вĕсемшĕн 16-30 миллион тенкĕ ыйтаççĕ. Хальхи вăхăтра çĕнĕ çуртсенчи чи хаклă хваттерсем — тĕп хулари К.Маркс урамĕнчи çурт-йĕр комплексĕнче. Пĕр пӳлĕмлĕ 43,8 тăваткал метрлă хваттер 8764000 тенкĕ тăрать. Пĕр тăваткал метр хакĕ — 200 пин тенке яхăн. Унти çуртсене тума кăна пуçланă-ха. Проект докуменчĕсенче палăртнă тăрăх, вĕсене 2026 çулхи пĕрремĕш кварталта хута ямалла. Застройщик кунти хваттерсенче пурăнма хăтлă пулассине шантарать. 20 çуллăх çăмăллăхлă кредит та сĕнет. Çак хваттере туянас текенĕн 2629200 тенкĕ хăйĕн укçи пулмалла. Кайран вара банка кашни уйăхра 89519 тенкĕ тӳлесе тăмалла пулĕ. Застройщиксен пĕрлехи реестрĕн кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Енри компанисем çулталăк пуçланнăранпа нумай хваттерлĕ 26 çурта е 3,4 пин хваттер /пĕтĕмĕшле лаптăк — 0,19 миллион тăваткал метр/ рынока кăларнă. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 4 процент нумайрах. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Вĕсем кирек камран та Пушкин тума пултараççĕ
Сцена çинчи артистшăн вăхăт таппи пĕлтерĕшлĕ мар. Шутлă самантра вăл çамрăкланма та, ватăлма та, капăрланса илемленме те, нĕрсĕре тухма та пултарать. Спектакль куракан чун-чĕринче мĕнле вырăн йышăнасси сăнарсене улăштаракансен — гримерсемпе постижерсен — ĕçĕнчен те нумай килет…
Кун пирки, тĕрĕссипе, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче «Хĕрлĕ кĕпеллĕ телей» драма куриччен шухăшласах кайман. Палля тата Кантюк спектакль вăхăтĕнче сасартăк е ватăлни, е çамрăкланни сцена хыçĕнче ĕçлекенсемпе паллашма хистерĕ. Акă спектакль пуçламăшĕнче Палля /Валерий Карпов/ Çирахви /Нина Яковлева/ аса илĕвĕнче тăпăртатса тăракан яш тухать. Тепĕр самантрах вăл — ĕçке ярăннă, тăйлăк-тайлăк утакан, тăрмаланчăк çӳçлĕсухаллă тирпейсĕр арçын. Ĕçкĕç Палляна хăш артист вылянине тĕшмĕртес тесе чылайччен пуç ватма тиврĕ. Чăваш театрĕнчи пĕр артист та тыткаларăшĕпе, кĕлетки-çурăмĕпе патне пымасть. Чылайран тин сассăн тахăш чĕлĕхĕн янăравĕ Валерий Карпов калаçăвне аса илтерчĕ… — Ку спектакль чи кăткăс ĕçсенчен пĕри пулчĕ, — терĕ театрăн гример-постижер хатĕрĕсен мастерскойĕн заведующийĕ Людмила Сидорова. — Наташа Спиридонова гример-постижерпа пĕр харăс иккĕн ĕçлеме тиврĕ. Валерий Карпов та, Сергей Иванов та хăвăрт-хăвăрт улшăнаççĕ. Тин кăна ватă вĕсем, хыççăнах тата çамрăк. Вĕсен сăн-питне пилĕк минутрах ылмаштармалла. Çавăнпа ĕлкĕрсе пыма ансат пулмарĕ. Эпĕ — пĕр артистпа, Наташа Валерьяновна тепринпе ĕçлерĕмĕр. Çакăн евĕрлĕ кăткăс тепĕр ĕç, Людмила Николаевна палăртнă тăрăх, «Чунăм, Лиза-Акулина» спектакль пулнă. Унта та вĕсене тĕп сăнара питĕ хăвăрт улăштарма тивнĕ. — Сюжет çапла йĕркеленсе пырать: пĕр самантрах тенĕ пек вăл улпут хĕрĕ те, хресчен хĕрĕ те. Улпут хĕрĕ чухне сцена çине хитре прическăпа тухать. Хресчен хĕрĕн чухне — вăрăм çивĕтпе… Малтанах йывăр пек. Кайран алă хăнăхать те… Людмила пĕр енчен, эпĕ тепĕр енчен артиста çавăрса илетпĕр те — тумне хыватпăр, тăхăнтартатпăр, çивĕтлетпĕр, — каласа кăтартрĕ Наташа Валерьяновна. Гримерсен алли витĕр тухнă артистсене тепĕр чухне тăванĕсем те палласа илеймеççĕ. Пĕррехинче Алексей Герасимовпа çапла пулнă. Вăл вылякан спектакле курма Китайра пурăнакан иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ килнĕ. «Алексей тухасса кĕтсе ывăнтăм. Çук та çук, — каласа кăтартнă вăл. — Кайран тин, вăл тухмалли вăхăта пĕлнĕ хыççăн, тавçăртăм. «Çак çын пирĕн Алексей пулма пултарать», — терĕм». «Мăнаккасем» спектакльте акă арçын ача хĕрача пулса тухать. Кунта та арçын хĕрарăм пулманнине уйăрса илме йывăр. Çакăн пек тĕслĕхсем хыççăн гримерсем пирки асамçăсем тесе çирĕплетсех калама пулать. Çавна май вĕсен ĕçĕ «йывăр пек» кăна мар, чăннипех те кăткăс. Артистран спектакльти сăнара туса хурас тесен нумай вăй хума тивет. Ĕçе вĕсем, тĕрĕссипе, вăл е ку произведение сцена çине кăларма хатĕрленнĕ самантранах кӳлĕнеççĕ. — Сăнар тума тĕллев кăларса тăратсан артистпа пĕрле шутлама пуçлатпăр. Мĕнле тумалла? Чи малтан, паллах, пьесăна вуласа тухмалла. Вара сăнар пĕчĕккĕн куç умне тухать, — професси вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ Наташа Валерьяновна. — Акă «Инкеклĕ телей» спектакльте Алексей Степановран çунăк питлĕ танкист тумаллаччĕ. Людмилăпа икĕ енчен тăтăмăр та артист питне икĕ енчен сăрларăмăр. Кайран ĕçсене танлаштарса пăхса иксĕмĕре те кăмăла каяканнине турăмăр. Аванах пулчĕ пек. Валерий Николаевич тиркемерĕ… Тепрехинче Иван Ивановăн «Салтак пăтти» спектакльне лартма хатĕрленеççĕ. Вăл Афганистан вăрçи çинчен. Унта вылякансем валли кĕреçе сухалсем кирлĕ. Вĕсем çук. Кĕркунне ун чухне. Театрта ăшă паман. Сивĕ. Çĕрлеччен киле каймасăр ĕçлерĕм. Пĕр спектакльпе икĕ уйăхран ытла репетици тумаççĕ. Иван Иванович килет те: «Ĕлкĕретĕн-и? Пулать-и?» Ĕлкĕртĕм çапах та. Людмила Сидоровăпа Наташа Спиридонова алли витĕр нумай сăнар тухнă. Вĕсем Чăваш драма театрĕн артисчĕсенчен Мефистофеле те, Яковлева та, Пушкина та, паллă ытти çынна та тунă. — Яковлев сăнарне ăсталанă чухне эпĕ ĕçлеме пуçланă кăна. Валерий Николаевич музыка театрĕнчен сухалпа парик илсе килме хушрĕ. Анчах вĕсем унăн кăмăлне каймарĕç. Мĕн тумалла? Сухал хатĕрлеме пуçларăм. Икĕ уйăх ĕçлерĕм. Кайран Яковлев валли тепĕр сухал та турăмăр, — каласа кăтартрĕ Наташа Валерьяновна. — Гример кирек камран та Яковлев туса хума пултарать-и? — кăсăклантăм. — Эпир артистсене суйлаймастпăр. Пире кама параççĕ — пирĕн çав питпе ĕçлемелле, — терĕ вăл. — Пĕр сăнара тепре тунă чухне çăмăлрах пулĕ? — Пур чухне те ĕç пĕр пек каймасть. Акă «Хĕрлĕ кĕпеллĕ телей» спектакльте Валерий Карпова улăштарнă чухне малтан вăхăт ытларах пекчĕ. Кайран тем пулса иртнĕ. Вăхăт тата сахалланнă. Çавна май пирĕн ĕçе хăвăртлатмалла. Кунсăр пуçне тата артист сцена çинчен тарласа тухать. Çакă та пирĕн ĕçе витĕм кӳрет. Сăмахран, йĕпе ӳт çине çилĕм лайăх выртмасть, — терĕ Наташа Валерьяновна. — Чи интереслĕ ĕçсем хăшĕсем пулчĕç? — Петр Пупин скульпторпа пирĕн театрти тĕп художник Юрий Матросов Бичурин музейне уçма хатĕрленеççĕ. Икĕ ăста мана Бичурина сăн кĕртме шанчĕç. Тумлантармалла, питне сăрламалла, мăйăхне çыпăçтармалла… Хам, тĕрĕссипе, тума та пĕлместĕп. Анчах шутласа тăмасăрах пулăшма шантартăм. Ку проектпа ĕçлеме питĕ кăсăклă пулчĕ. Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене асăнса лартнă стелăна уçнă чухне пире те хутшăнтарчĕç. Унта Мускавран чĕнсе илнĕ ăстасемпе пĕрле ĕçлерĕмĕр. Палăртнă вăхăт тĕлне 300 çынна грим туса пĕтертĕмĕр. Ку проектпа ĕçлеме те килĕшрĕ. — Гример ĕçĕнче чи йывăрри мĕн? — тĕпчерĕм ăстасене. — Артиста ватăлтарасси, — терĕ Людмила Николаевна. — Гримпа ĕçлеме çав тери интереслĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Наташа Валерьяновна. — Театр деятелĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Сергей Павлов артистсене шкулсем тăрăх илсе çӳрет. Сцена ăстисем ачасене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ. «Сергей Вадимович, пирĕн сцена хыçĕнчи интереслĕ профессисем те пур вĕт. Эпĕ, акă, сăмахран, çын сăн-питне улăштарнине кăтартма пултаратăп», — терĕм. Çакăн хыççăн эпĕ те çав ушкăнпа çӳреме пуçларăм. Çамрăксем пĕр самантра ватăлнине кăтартатăп та — ачасене килĕшет. Наташа Валерьяновна каланă тăрăх, гример-постижера вăл ятарласа вĕренмен. Çут çанталăк панă пултарулăх тата ĕçе юратни ăна çак професси вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшнă. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Сăра вĕретсе тупăшнă
Йăхташăмăрсем аякра пурăнаççĕ пулсан та чăваш йăлийĕркине манмаççĕ. Акă Красноярск крайĕнчи Казачински районĕнчи Мокрушински ялĕнче Акатуй кĕрленĕ. Уява пухăннисем шкул умĕнчи уçланка пуçтарăннă.
Акатуйпа Чӳклемене асăннă тăрăхра çулсеренех ирттереççĕ. Çавна май суту-илӳ, наци кил-çурчĕ йĕркеленĕ. Уява хутшăннисене чи малтан район пуçлăхĕ Юрий Озерских, Красноярскри Чăваш наципе культура автономийĕн президенчĕ Геннадий Храмов тата Граждансен ассамблейипе Халăхсен туслăх çуртĕнчен çитнĕ сумлă хăнасем саламланă. Çак йăла-йĕркене чăвашсем манăçа кăларманнине палăртнă вĕсем. Сăмах май, Казачински районĕнче пурăнакансенчен виççĕмĕш пайĕ — чăвашсем. Йăхташсем Раççей тата Чăваш Республикин гимнĕсене итленĕ хыççăн СВОра пуç хунă паттăрсене асăнса пĕр минут шăп тăнă. Унтан Юрий Озерских тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Галина Штаб яла аталантарма пулăшакан çемьесене Тав хучĕпе чысланă. Уяв концерчĕн программи пуян пулнă: чăваш юррикĕвви таврана саланнă. Сумлă хăнасем жюри членĕсемпе чăваш апат-çимĕçне тутаннă, кăпăклă сăра астивнĕ. Сăмах май, йăхташăмăрсем сăра вĕретес енĕпе те ятарлă конкурс йĕркелеççĕ. Хальхинче ку тĕлĕшпе Казачински ялĕнче пурăнакан Ирина Чернобаева пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Чи пысăк тутлă кукăль» конкурсра Александровка ялĕнчи Надежда Яковлева çĕнтернĕ. Чи тутлă пĕчĕк кукăле вара Гамурино ялĕнче пурăнакан Раиса Харькова пĕçернĕ. Куравсене, конкурссене хутшăннă хастарсене дипломпа, парнесемпе чысланă. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Ачисем тăван тăрăхрах юлнă
Иркутск тăрăхĕнчи чăвашсен «Юлташ» наци автономийĕ (ертӳçи – Вероника Тимофеева) чăвашлăха аталантарас, йăла-йĕркене, культурăна упраса хăварас тĕллевпе чăвашсем чылай пурăнакан вырăнсене çул çӳреве тухать, вĕсемпе тĕл пулса видео ӳкерет.
Ку тĕлĕшпе вăл «Иркутск: место становления ученого-востоковеда Иакинфа Бичурина» проект хатĕрлесе çĕнтернĕ. Раççейри Çемье çулталăкĕнче Иркутск тăрăхĕнче пурăнакан çемьесемпе паллаштарма шут тытнă. «Юлташ» наци автономийĕ нумаях пулмасть Тайшет районĕнчи Джогино ялĕнче Сергейпе Тамара Васильевсем патĕнче хăнара пулнă. Сăмах май, асăннă ялта чылай чăваш пурăнать. Унта пурăнакансем вĕсем ĕçчен, хастар, тарават пулни пирки калаççĕ. Сергей Степановичпа Тамара Михайловна пилĕк ача çуратса ӳстернĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Пурте Джогино ялĕнче пурăнаççĕ, ашшĕ-амăшĕн урамĕнчех. Тамара Михайловнăн амăшĕ хăй вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Чăваш Енрен Иркутск тăрăхне куçса кайнă. Çывăх тăванĕсем хăш районтан кайнине астумасть вăл. «Вирьял» текен сăмаха çеç пĕлет. Кил хуçи арăмĕ Тайшет районĕнчи Кочетар ялĕнче çуралса ӳснĕ. Халĕ çак ял çук иккен. Сергей Степановичăн ашшĕ чăваш пулнă. Вăл Комсомольски тăрăхĕнчи Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тăванĕсем патне Сергей Васильев 1977 çулта килнине астăвать. Унтанпа Чăваш Енре пулман. Çапах тăван-пĕтенĕ хушшинче çыхăну татăлман, телефонпа час-часах калаçса тăнине палăртрĕ арçын. Сергейпе Тамара Васильевсем пĕр-пĕринпе туйра паллашнă. Çулталăк иртсен хăйсем те çемье çавăрнă. Çавăнтанпах вĕсем ялта пурăнаççĕ, çирĕп хуçалăх тытаççĕ: икĕ ĕне, чăхчĕп усраççĕ. Сергей Степанович 42 çул трактористра ĕçленĕ, мăшăрĕ вара — суту-илӳ отраслĕнче. Аслă Васильевсем иккĕшĕ те чăвашла пĕлеççĕ, калаçаççĕ. Вĕсем паян 11 мăнукĕпе, 2 кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Кинсем хамăрăн хĕрсем пекех»
Лайăх çемьере ача ырра, яваплăха вĕренсе ӳсет. Унта пурте пĕр-пĕрне ăнланаççĕ, шанаççĕ, пулăшаççĕ. Çитĕнсе тĕнче тăрăх салансан та çемье çинчен аса илсен куç умне ăшă, асамлă, хаклă çынсем тухаççĕ.
Иртнĕ эрнере Раççейри Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне уявласа Вăрмар поселокĕнчи культурăпа кану паркĕнчитуй уçланкинче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Ăна ЗАГС уйрăмĕн ертӳçи Валентина Волкова тăрăшнипе йĕркеленĕ. Уява нумай ачаллă çемьесен парачĕ уçрĕ. Мероприятире нумай çул çемьери юратупа шанчăка пĕрле упраса пурăнакан мăшăрсене — Прокопьевсене, Павловсене тата Его¬ровсене — округ ертӳçи Василий Шигильдеев «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысларĕ. Унăн мăшăрĕ Татьяна Валериановна пуçтарăннисене пĕлтерĕшлĕ уявпа саламларĕ. Юрийпе Елена Егоровсем Энтрияльте пурăнаççĕ. Çемье вучахне вĕсем пĕрле 55 çул упраса çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Мăшăр Вăрмар тăрăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Кил хуçи Юрий Ильич Пысăк Енккасси шкулĕнчен вĕренсе тухсан Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Салтак аттине хывсан Çĕрпӳри совхозтехникумра механика вĕреннĕ. «Динамо» колхозра, XXV партс±езд ячĕллĕ совхозра тракторист-машинистра тăрăшнă. Унтан — «Рассвет» пĕрлешӳре механикре. Юрий Ильича ялта пурăнакансем хăй вăхăтĕнче темиçе хутчен ял канашĕн депутатне суйланă. Ахальтен мар: халăх ăна шаннă, вăл вара шаннине тӳрре кăларнă. Кил ăшшин управçи Елена Вениаминовна Энтрияльти шкула пĕтерсен çак пĕлӳ çуртĕнчех лаборанткăра вăй хунă. Ялта пурăнакан çын уй-хир ĕçне хутшăнмасăр пултарать-и? Çук паллах. Елена Егорова та халăхпа пĕрле совхозра тăрăшнă. Пăртас салинчи туберкулезпа кĕрешекен больницăра санитаркăра ĕçлеме те ĕлкĕрнĕ. Егоровсене ĕçри тăрăшулăхшăн, яваплăхшăн, пысăк çитĕнӳсемшĕн Тав, Хисеп хучĕсемпе, дипломсемпе, хаклă парнесемпе темиçе хутчен чысланă. Мăшăр пурнăçра чи хакли çемье, ачасем, мăнуксем пулнине палăртать. Вĕсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ виçĕ ачи ашшĕ-амăшне пилĕк мăнук парнеленĕ. Энтрияльте çеç мар, Вăрмар округĕнче те Егоровсен çемйи туслă, пĕр-пĕрне ăнланса пурăннипе, ĕçченлĕхпе, ачасене тĕрĕс воспитани панипе уйрăлса тăрать. Кивĕ Вăрмарти Прокопьевсен çемйине те таврара ырăпа çеç пĕлеççĕ. Хисепе тивĕçнĕ мăшăр икĕ ача çитĕнтернĕ. Олег Николаевичпа Юлия Георгиевна мăшăрланнăранпа 48 çул хыçа юлнă. Çав юрату вара халĕ те сĕвĕрĕлмен. Юлия Георгиевна Хусанти патшалăх педагогика институтĕнче вĕренсе диплом илсен мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Вăрмар шкулĕнче ачасене географи предметне ăса хывтарнă. Вăл — Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Юлия Георгиевна халĕ те ахаль лармасть, общество ĕçне хастар хутшăнать. Суйлавсене те хăйĕн тӳпине хывать. Кивĕ Вăрмарта пурăнакансемпе пĕрле ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли маскировка тетелĕ çыхать. Унăн мăшăрĕ те — вĕреннĕ çын. Салтака кайичченех Хусанти электротехникум дипломне илнĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласа таврăннă хыççăн, вăл унта «Пограничниксен çарĕн отличникĕ» медале тивĕçнĕ, çамрăкскер Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче инженер-энергетикре, унтан тивĕçлĕ канăва тухичченех тĕп энергетикре ĕçленĕ. Прокопьевсене ĕçтешĕсем хисеплеççĕ. Юлия Георгиевнăна хăй вĕрентсе кăларнă ачасем ырăпа çеç аса илеççĕ. — Олег Николаевичпа пĕр ялта çуралса ӳснĕ пулсан та пĕр-пĕрне палламан. Эпĕ шкул пĕтернĕччĕ, вăл çартан таврăннăччĕ. Çавăн чухне паллашрăмăр. Мăшăрăм питĕ ырă кăмăллă, яваплă çын. Вăл мана: «Çемьери укçа ыйтăвĕ манăн, уншăн ан пăшăрхан», — тесе мăшăрлансанах хăнăхтарнă. Мĕн çамрăкран эпĕ хăть те ăçта кайсан та мана кĕтсе илет. Ачасем пире курса ӳсрĕç. Ывăлсем халĕ: «Анне, сана килсе илмелле мар-и?» — теççĕ кирек ăçта кайсан та. Пĕр-пĕрне юратсан, шансан, ăнлансан çеç çемье çирĕп пулать. Хăш-пĕр чухне хĕрарăмăн чĕнмелле мар. Ачасемпе яланах канашламалла. Ку пирĕн çемьере халĕ те упранса юлнă. Ывăлсем çемье çавăрса килтен тухса кайнă пулсан та канмалли кунсене килмессерен пĕрле ларса канашлатпăр. Вĕсен сĕнĕвĕсене те шута илетпĕр. Çемьере икĕ ывăл пулнине кура килти хĕрарăм ĕçĕ арçын ĕçĕнчен уйрăлса тăмалла мар тесе вĕрентрĕмĕр. Ашшĕпе те, манпа та ĕçлесе ӳсрĕç. Кинсене те хамăр хĕрсем пек юрататпăр. Кирек мĕн тумаллине нихăçан та ывăлсем урлă каламастăп, ялан хăйсемпе калаçатăп, пĕр-пĕрне лайăх ăнланатпăр, — каласа кăтартрĕ Юлия Прокопьева. — Çемье уявĕ çав тери килĕшрĕ. Мероприяти питĕ пуян, ăна лайăх йĕркеленĕ. Хĕвел хĕрӳлĕхне хĕрхенмесĕр ăшаларĕ пулсан та вăхăт иртни, уяв вĕçленни сисĕнмерĕ те. Нумай ачаллă çемьесене тимлени уйрăмах савăнтарчĕ. <...>
Елена ЛУКИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...