Комментировать

10 Июл, 2024

Хресчен сасси 26 (3016) № 10.07.2024

Пĕлÿ çурчĕ хăтлăланать

Юлашки çулсенче Куславкка хулинчи 3-мĕш вăтам шкул çĕнелсе илемленчĕ. Пĕлÿ çуртĕнче «Вĕрентÿ» наци проекчĕ пулăшнипе юсав тунă, унта халĕ те строительство ĕçĕсем пыраççĕ.

Шкул директорĕ Лариса Котля пĕлтернĕ тăрăх, 2020-2021 çулсенче капиталлă юсав валли 44,3 миллион тенкĕ уйăрнă. Çав укçапа вĕренÿ класĕсемпе пÿлĕмсене çĕнетнĕ, инженери тытăмне улăштарнă т.ыт. 2023 çулта шкулăн спортзалне юсанă. Ку ĕçе федераци бюджетĕнчен 2,7 миллион тенкĕ янă. Кăçал та шкул территорийĕнче строительсем тăрăшаççĕ. Вĕсем шкул картишне, тротуарсене, картасене, шкула кĕмелли çулсене, урамри электроçутă юписене çĕнетеççĕ. Çавăн пекех шкул стадионне хăтлăлатаççĕ. Унта мини-футболла, баскетболла тата волейболла вылямалли лапамсем, çуран чупмалли çулсем пулаççĕ. Хальлĕхе ĕçĕн 40 про центне пурнăçланă.

— Вăтам шкулăн хальхи çуртне 1980 çулта хута янă. Юсав ĕçĕсем çуллен ирттернĕ пулин те кивелнĕччĕ. Виçĕ çул каялла пирĕн шкул хитреленчĕ, вĕренмелли условисем лайăхланчĕç. Классенче çутă та хăтлă. Ачасем те, учительсем те кăмăллă. Кăçал шкул стадионĕ çĕнелессе кĕтетпĕр. Киввинче электрооборудовани япăхланнипе каçхине тĕттĕмччĕ, спорт хатĕрĕсене те улăштарма вăхăт çитнĕччĕ, — каласа кăтартрĕ Лариса Витальевна. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

♦   ♦   ♦

 


Лукиновсем укиновсем кашни çул йывăç лартаççĕ

«Çемьере ăнлану, юрату, пĕр-пĕрне хисеплени тĕп вырăнта тăмалла, унсăрăн çемье арканма пултарать», — çапла палăртаççĕ Куславкка округĕнчи Çĕньялта пурăнакан Лукиновсем. Вĕсен çемйи 28 çул каялла чăмăртаннă.

Александр Николаевич — ăста механизатор. Вăл инженер-механик пĕлĕвне илнĕ хыççăн вырăнти «Заря», «Владина-агро» хуçалăхсенче комбайнерта, трактористра ĕçленĕ. Халĕ те вырма вăхăтĕнче руль умне ларать. Килте те тимĕр урхамах пур. «Паянхи кун унсăр нимĕнле ĕç тума та çук», — тет вăл. Лукиновсен килти хуçалăхĕ те пĕчĕк мар. Выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, темиçе гектар çинче нумай çул ÿсекен курăк, тыр-пул çитĕнтереççĕ, çулла утă-улăм хатĕрлеççĕ. Ыттисем пекех пахчара тĕрлĕ çимĕç туса илеççĕ, вĕсен картишне чечексем те илем кÿреççĕ. Ку ĕçре ашшĕ-амăшне ачисем пулăшаççĕ. «Выльăхсене те пăхаççĕ, çум курăкне те çумлаççĕ, апатне те пĕçереççĕ... Вĕсемсĕр пур ĕçе тума ĕлкĕрсе пыраймастпăр», — терĕ Надежда Вениаминовна. Çав вăхăтрах çамрăксен ватă кукамăшне те пулăшмалла.

Надежда Лукинова шкул хыççăн медфельдшер пĕлĕвĕ илнĕ, анчах ку профессире ĕçлеме тÿр килмен. Вăл Мускаври М.Шолохов ячĕллĕ патшалăх педагогика университетĕнче вĕренсе историпе право учителĕн специальноçне алла илнĕ. Малтан Энтри Пасар ял администрацийĕнче нумай çул тăрăшнă, унтан ялти шкул директорĕн тилхепине 8 çул тытса пынă. 2023 çултанпа — Куславкка муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи. Çавăн пекех Надежда Вениаминовна 2007 çултанпа вырăнти суйлав комиссийĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Сăмах май, унăн амăшĕ Людмила Фадеевна та çак яваплă должноçра нумай çул ĕçленĕ. Унсăр пуçне Людмила Владимирова Энтри Пасар ял канашĕн секретарĕнче 27 çул вăй хунă. «Ку ĕçе аннерен чылай вĕрентĕм. Унран сĕнÿ-канаш сахал мар ыйтнă», — терĕ Надежда Лукинова.

Лукиновсем ял пурнăçĕпе общество ĕçĕнчен те юлмаççĕ. Çырма-çатрана çÿп-çапран тасатас, масара тирпейлес тата ытти ĕçре хастарлăх кăтартнă. Надежда Вениаминовна каланă тăрăх, ял халăхĕ çине тăнипе пĕлтĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалласа лартнă палăка çĕнетнĕ, шыв башнине улăштарнă, пĕр урамра çул сарнă. 70 ытла çын пурăнакан Çĕньяла «Пуçаруллă бюджет» программа нумай пулăшу кÿнĕ-мĕн. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.