Комментировать

5 Июл, 2024

Тантăш 25 (4896) № 4.07.2024

Патшалăх атшалăх Думин депутачĕсемпе пĕрле апатланнă

Шкул театрĕсем ачасене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, актер, режиссер ролĕнче пулса курма, литература произведенийĕсене урокра вĕреннинчен те лайăхрах пĕлме май параççĕ. Çак проект пирĕн патра чăннипех те вăйлă аталанса пырать. Вăл ачасене те питĕ килĕшет. Çĕрпÿри В. Воротников ячĕллĕ 2-мĕш шкулта вĕренекенсем («Калейдоскоп талантов» театр, ертÿçи Валентина Луценко) кăçал икĕ хутчен Мускава çитсе курнă. Пĕрремĕш хут хĕлле, кăрлач уйăхĕнче ВДНХри «Раççей» форум-курава хутшăннă, унта вĕсем хăйсене чăн-чăн артист евĕрех туйнă. Раççейĕн тĕп хулине шкул театрĕсен «Асам» регион конкурсĕнче çĕнтернĕшĕн кайса курма тивĕçнĕ. Республикăри 400 вĕренÿ организацийĕ йышĕнче вĕсем чи маттуррисем пулса тăнă. Шкул ачисем «Путешествие в обратном» спектакль лартнă. Вĕсем диплома тата музыка хатĕрĕ туянмашкăн 300 пинлĕх сертификата тивĕçнĕ.

ЧЫС, ПЫСĂК ПАРНЕ

Акă нумаях пулмасть Çĕрпÿ вĕренекенĕсем татах Мускава экскурсие кайса килнĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче «Асам» фестиваль çĕнтерÿçисене РФ Патшалăх Думин депутачĕ, «Асам» фестивалĕн кураторĕ Алла Салаева ятарласа чĕнсе илнĕ, Раççей тĕп хули тăрăх интереслĕ экскурси йĕркелеме май туса панă. Мускава çитсен шкул ачисем тепĕр хутчен ВДНХна, «Раççей» форум-курава кĕрсе курнă, кайран Патшалăх Думине кайнă. Унта вĕсене Алла Салаева, Алена Аршинова, Анна Кузнецова депутатсем кĕтсе илнĕ. Ачасем хăйсен малашнехи пурнăçĕ, çутă ĕмĕт-тĕллевĕ пирки каласа кăтартнă. Çак ăшă тĕлпулу хыççăн Мускаври çамрăксен керменне спектакль курма кайнă. Шкул директорĕпе шкул театрĕн ертÿçине Алла Салаева уйрăм парне — Пысăк театрти тата «Современник» театрти «Кармен-Сюита» балета, «Три товарища» спектакле – çитсе курма билетсем панă. «Ачасене Раççейĕн тĕп хулине икĕ хутчен çитсе курма майсем туса панăшăн Алла Леонидовнăна чунран тав тăватăп. Ку пирĕн шкулшăн калама çук чыс тата пысăк парне пулчĕ. <...>

Елена АТАМАНОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.