Чăваш хĕрарăмĕ 25 (1355) № 4.07.2024
«Чĕре мĕн ыйтнине пурнăçламалла»
Аслисем икĕ хĕр пулнăран виççĕмĕшне ывăл çуратма çие юличченех планланă Мария Никитина. Юн хăçан çĕнелнине шутласа кăларнă. Кĕтнĕ пекех çĕр çине пĕчĕк Улăп килнĕ. Виçĕ ачаллă амăшĕ пуласса чунпа чылай маларах туйнă хĕрарăм.
Турри пĕрле пулмах пÿрнĕ
Сергейпе Мария Никитинсем Тăвай салинче пурăнаççĕ. Кил хуçи Тăвай районĕнчи Тушкил ялĕнче çуралса ÿснĕ. Канашра стоматологра ĕçлет. Мария Никоноровна Сăхăтпуçра 8 ачаллă çемьере çуралнă, чи кĕçĕнни пулнă.
«Эпир пуян ÿсмен. Атте-анне çĕнĕ япала та туянма тăхтанă. Пичче авланнăччĕ ĕнтĕ. Унăн ачин япалисене кĕтеттĕм. Атте колхозра ĕçленĕ. Бригадир, водитель пулса тăрăшнă. Анне клубра тирпейлÿçĕре вăй хунă. Ĕçĕ çывăхра пулнăран вăл киле килсе кунне виçĕ хут апат пĕçеретчĕ. Выльăх-чĕрлĕхе те пăхса ĕлкĕретчĕ. Эпĕ питĕ шухă ача пулнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра спортпа туслăччĕ. Пур çĕре те хутшăнма тăрăшаттăм. Чăваш чĕлхипе литературине кăмăллаттăм. Предмета юратасси вĕрентекенрен нумай килет. 9 класс хамăр ялта, 2 çул Тушкилти шкулта ăс пухрăм. Учительсем çак предмета мĕнле вĕрентни килĕшетчĕ», — ачалăхне аса илчĕ хаçат хăни.
Шкул пĕтерсен хĕр И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. «Хамăн профессипе ĕçлемен эпĕ. Темшĕн район хаçачĕн редакцине вырнаçас темерĕм. Çемьепе ялтах тĕплентĕмĕр, хулана куçса кайма шухăшламан та», — пĕлтерчĕ Мария.
Вăл пулас мăшăрĕпе 10-мĕш класс хыççăн паллашнă. Кÿршĕ ял каччи ун чухне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ пулнă. Шăл тухтăрне вĕреннĕ. Куç хывнă хыççăн пĕр пĕрин патне Сергейăн шăллĕ урлă çырусем çÿретнĕ. «Эпир хĕрпе каччă пек çÿренĕ хушăрах уйрăлса та илеттĕмĕр наччасра. Çамрăк чухне çапла ĕнтĕ вăл. Турри пĕрле пулмах пÿрчĕ пурпĕр», — пуплерĕ кил ăшшине упракан.
1-мĕш курс хыççăнах çемье çавăрнă вĕсем. Мария 2-мĕш курсра ăс пухнă хушăра çут тĕнчене аслă хĕрĕ Полина килнĕ. Çамрăк амăшĕ академи отпускĕ илсе ача пăхнă. Каярах Сергей Олегович ĕçрен отпуска кайса хĕрĕпе ларнă. Маша вĕренĕве малалла тăснă. Вăл хушăра Полина аслашшĕ-асламăшĕ патĕнче пурăннă. «Упăшкан пиччĕшĕн арăмĕ те ача пăхса пулăшнă. Хам Шупашкартан эрнере икĕ хут килсе каяттăм хĕрĕм патне. Хунямапа хуняçа килĕнче 5 çул пурăннă эпир», — сăмаха тăсрĕ Мария Никоноровна. <...>
Валентина СЕЛЕНИНА
♦ ♦ ♦
Кĕмел туристсем çула тухнă
Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр та «Демографи» наци проектне пурнăçлама пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Унăн тĕллевĕсенчен пĕри — ватă çынсен вăрăм ĕмĕрне тăсасси. Ку енĕпе центр темиçе проект хатĕрленĕ, вĕсен шутĕнче «Социаллă туризм» та.
«Манăн социаллă центр» клубра пулăшу илекенсем Тутар Республикинчи чи илемлĕ вырăна — Кама юхан шывĕн кăкне — çул çÿреве тухнă. Ку тĕлĕнмелле вырăн — Атăл çыранĕ хĕрринче, вырăссен аслă юхан шывне Кама юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. Нихçан пулман капăрлăхĕ Португалие аса илтерет.
«Тутарстанра эпир пулнă районăнчи çÿллĕ те паллă вырăнĕ — Лобач тăвĕ. Кунта Атăл сасартăк кăнтăралла пăрăнать те хăйĕн шывне Астрахань, Каспи тинĕсĕ еннелле илсе каять. Хăшĕ-пĕри палăртнă тăрăх, 1870 çулта Лобачтав рашĕнче Илья Репин «Атăл çинчи бурлаксем» паллă картина эскизĕсене тунă. Тинĕсрен 100 метр çÿлерех вырнаçнă курав площадкинче маяк евĕрлĕ кăтарту вырнаçтарнă. Унăн йĕпписем Атăлпа Камăна тĕллеççĕ», — пĕлтернĕ аслă ÿсĕмри граждансемпе инвалидсен 3-мĕш уйрăмĕн заведующийĕ Наталия Семенов. <...>
Надежда ВЛАДИМИРОВА
♦ ♦ ♦
Ют çĕршывсем илĕртнĕрен — Фаер
Элĕк округĕнчи Атмалкасси пирки Турă маннă ял теме те пулать. Çук, тĕнчерен таçта уйрăм лармасть-ха вăл, анчах та ялта, пĕр пĕчĕк лавккасăр пуçне, урăх нимĕн те çук: шкул та, клуб та, çул та… Юлашкине, чăн та, вăхăтĕнче саранçи тунă-ха, анчах та шултра чул техника чупнине чăтайман, сапаланса пĕтнĕ. Халĕ Атмалкассине çăмăл машинăпа кĕрсе тухма каллех чăрмавлă, тепĕр тесен, кунта çул тени нихăçан та пулман… Вăт çакăн пек ялта çуралса ÿснĕ вăл — Ольга Осипова. Шăпах çак сăлтавпа, çул çуккипе, çыхăннă-тăр Атмалкассисем килĕрен лаша усрани. Хăшĕсем икшер те тытнă ăна. Çула та лаша кÿлсе тухнă, хуçалăх ĕçĕсенче те унпа усă курнă. Чĕлхесĕр янавар кашни çемьешĕн шанчăклă тус пулнă. Шел те, ун пирки иртнĕ вăхăтра çырма тивет. Хальхи вăхăтра Атмалкассисем те усрама пăрахнă çак чĕр чуна. Çапах Ольгăн аса илĕвĕнче нумай ÿкерчĕк çырăнса юлнă.
«Эпĕ хамах…»
«Лашасене, килĕрен пурин те пулнипе, уйра черетпе пăхаттăмăр. Пирĕн черет çитсен эпĕ, 12-13 çулсенчи хĕр пĕрчи, вăрăм пушă сĕтĕрсе уя тухрăм. Ушкăнра пĕр ăйăр пурччĕ. Хăраман-и? Çук, вĕсене хăнăхнă вĕт-ха, çывăха пымалла мар кăна. Хайхи ăйăр тахăш хушăра тăлла татнă, кĕсресене хăй хыççăн ертсе уй тăрăх яра пачĕ. Тăлланă пулсан та хытă чупаççĕ лашасем. Кÿршĕллĕ Ураскилт ялĕнче аран хăваласа çитрĕм хайхискерсене. Эх, тарăхрăм! Уйра курăк çук-и? Мĕн тесе ĕрĕхсе чупса çÿремелле?! Вăрăм пушăпа пĕррех туртса патăм ăйăра! Унпа усă курса çапма вĕрентнĕччĕ мана атте. Лаша кĕтĕвĕ çаврăнчĕ те килнĕ çулпа — каялла!» — аса илчĕ Ольга.
Ял ачи — кунти пурнăçа мĕн ачаран хăнăхнă ĕнтĕ — пур йывăрлăха курса-тÿссе ÿснĕ вăл. Çемьере ултă ача çитĕннĕ, Ольга асли пулнă. Кĕçĕннисемшĕн яваплăх та ун çинех тиеннĕ паллах. Кил-тĕрĕшри ĕçсене те вăл ытларах пурнăçланă.
«Анне ĕçрен килсен кăмăллă пултăр тесе тăрăшаттăм, — тăсăлчĕ калаçу. — Çавăнпах кил-çурта тирпейлĕхре тытма ăнтăлаттăм. Ир тăрсан тÿрех алла çĕтĕк татăкĕ тытнă. «Çаксен килĕнче тусан пĕрчи те çук», — тетчĕç вара кÿршĕсем. Сурăх кĕтĕвĕ-и, ĕне черечĕ-и — ытларах мана лекнĕ паллах. Эпĕ вара ялан… мĕн те пулин çухататтăм. Пĕррехинче манăн пĕр сурăх, пысăк хырăмлăскер, пăранланă та уйрах юлнă. Кĕтÿ яла таврăннă хыççăн кайса шыраса тупрăмăр ăна. Тепрехинче эпĕ харăсах… виçĕ ĕне çухатнă. Илепер курăкĕ хушшине кĕрсе кайнă та хайхисем çăвар тулли киленсе çинĕ май кĕтÿрен тăрса юлнă. Каç пулчĕ, яла таврăнтăмăр, виçĕ килте ĕнисене кĕтсе илей мен. Мĕн тумалла? Шырамалла паллах. Çапла уй-хир тăрăх çÿресе кÿршĕри Тури Вылă ялне çитрĕмĕр. Кунта виçĕ ĕнене курнине, кĕртсе хупнине каларĕç. Эх, лекрĕ те мана выльăха начар астунăшăн!»
Пахчари тирпейлĕхшĕн те яваплă пулнă Ольга. Ĕçе хăвăрт пурнăçлама ăнтăлаканскер çĕр улми кассисене шăллĕпе пайланă: эсĕ çуррине çумлатăн, эпĕ — тепĕр çуррине. Анчах та шăллĕн пайĕнче çум курăк тепĕр кунах пуç тăратса ларнă. «Юрĕ, хамах çумлăп йăлтах», — çакна курнипе пур йăрана та хăй тирпейлеме пуçланă хĕрача. Ĕçе тăсма хăнăхманскер пахчана пĕр кунрах тасатса хунă. Каярахпа урай çăвасси те çав принциппах йĕркеленме пуçланă — юрĕ, хамах…
М. МИХАЙЛОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...