Комментировать

27 Июн, 2024

Çамрăксен хаçачĕ 24 (6525) № 27.06.2024

«Тăвăллăн алă çупни юрлама хавхалантарчĕ»

Сцена çине дюймовочка пек тăпăлкка кĕлеткеллĕ юрăç тухнине курсан вăл камне пĕлме йывăр мар: Наталия Рова. Вăл пĕччен те, ушкăнпа та юрăсем шăрантарать. Паян Наталия пирĕн тĕпелте чуна уçса калаçма кăмăл турĕ, хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ.

«Салам» ушкăн

— Наталия, эсĕ ытларах чухне пĕччен мар, «Салам» ушкăнпа юрлатăн. Унпа çывăхрах паллаштар-ха.

— Эпĕ тахçантанпах Шупашкарти Электроаппарат заводĕнче вăй хуратăп. 15 çул каялла пĕр цехра ĕçлекен Борис Ахтимировпа, «Салам» ушкăн ертӳçипе, туслашрăм. Малтан вăл мана хăй йĕркелекен концертсене курма чĕнчĕ. Каярахпа эпĕ те юрланине пĕлчĕ. «Хитре юрлатăн, пирĕн ушкăна чĕнетĕп сана», — терĕ. Килĕшрĕм. «Салам» Лапсарти «Акаци» культура керменĕ çумĕнче йĕркеленнĕ. Ушкăнра — 6 юрăç. Унта çӳреме пуçласан пуринпе те чунпа çывăхлантăм. Сцена çине пĕрремĕш хут тухнă чухне питĕ шиклентĕм. Чĕре кăкăртан тухса тарасла тапрĕ.

— Ушкăн репертуарне еплерех йĕркелетĕр?

— Репертуар пуян. Ку уявсенче час-часах юрлама тивнипе те çыхăннă. Пире чылай мероприятие, уява чĕнеççĕ. Халĕ çынсене ытларах халăх, чăваш тата вырăс эстрада юррисем, шансон илĕртеççĕ. Кашни юрра чуна хыватпăр.

— Сцена çинче ытларах — профессионал юрăçсем. Санăн тĕп ĕç вара урăхла, завод ĕçĕпе çыхăннă. Эпĕ ăнланнă тăрăх, чун ыйтнипе юрлатăн.

— Завода хĕр тусăм Светлана чĕннипе лекрĕм. Малтан кладовщикра ĕçлеме тытăнтăм. Маншăн пур ĕç те лайăх. Чи кирли — ăна кăмăлпа пурнăçламалла. Çынна ĕç вырăнĕ илемлетмест, вăл хăй ăна хитрелетет. Заводра 20 çул вăй хуратăп. Пĕр ĕçрен теприне куçса ерипен карьера картлашкипе хăпарса пытăм. Пуçлăхсем эпĕ мĕнле ĕçленине кура яваплăрах тивĕçсем сĕнме пуçларĕç. — Пурнăçна кăсăклăх кĕртес тесе юрлама пуçларăн пулĕ-ха.

— Ачаранах юрлама юрататăп. Пĕлтĕр 90 çул тултарнă анне Раиса Павловна халĕ те хаваспах юрлать. Хуларан кукамай патне яла килсен яланах тăвансемпе пĕрле юрă шăрантараттăмăр. Гаврил кукка купăсне тăсса яратчĕ те чун хăпартланса каятчĕ. Пĕр чарăнми çаврăнса ташлаттăм. Ачаран юрра-кĕвве туйса ӳсрĕм. Борис Ахтимиров ушкăна юрлама чĕнсен килĕшнĕшĕн халĕ те савăнатăп. Тинех мана шăпа шыраса тупрĕ тесе йышăнтăм çакна.

— Сцена çинче тунă пĕрремĕш утăмсем ĕмĕрлĕхех асра юлаççĕ…

— Ун чухне мĕн тăхăнмаллине те пĕлмерĕм. Япала çукпа пĕрехчĕ. Юрать, йăлтăр-ялтăр пусмаран çĕленĕ пĕр кĕпе тупăнчĕ. Сцена çине пĕрремĕш хут Çĕнĕ çул каçхине тухрăм, «Любовь — не игрушка» ятлă юрра шăрантартăм. Чĕркуççи еплерех чĕтрени халĕ те асрах. Халăх зал тулличчĕ. Пытармасăр каласан, манăн хам тĕллĕн çыртарнă юрăсем çук. Эпĕ ыттисенне шăрантаратăп. Халĕ çапла калама пултаратăп: паянхи кун эпĕ сцена çине тухма хăрамастăп.

— Сцена çинче тăнă чухне куракансем хăвна килĕштернине сисетĕн-и?

— Чылай чухне залра ларакансен куçне курмастăп. Анчах вĕсенчен килекен ырă хумсене чĕрепе туятăп. Вĕсем мана мĕнле йышăнни алă çупнинчен те паллă. Сцена çине пĕрремĕш хут тухсан халăх тăвăллăн алă çупни те манăн кăмăла çĕклерĕ пуль, малалла юрлама хавхалантарчĕ. Эпĕ хам ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама юрататăп. Йывăр пулсан та парăнмастăп. Ĕмĕтленнине пурнăçласан чун киленӳпе тулать.

— Юрлас килнине хăçан туйрăн?

— Манăн пурнăçра веçех хăйне хăй пулса пырать. Шкулта вĕреннĕ чухне ансамбльте юрлаттăм. Аттепе анне гитара туянса пачĕç. Урокра нотăсем вĕрентĕмĕр. Çурт картишĕнче туссемпе ирччен юрлаттăмăр. Çавăн чухне пуçра кĕвĕсем çуралма пуçларĕç. Шел, ун чухне диктофон пулман. Чылай кĕвве халь маннă ĕнтĕ. Шкул хыççăн музыка училищине кайрăм. Шел, кĕреймерĕм. Унтан заводра ĕçлеме пуçларăм. Эпĕ музыкăна шалтан туятăп. Юрра пĕрре илтсенех астуса юлатăп. Заводри профсоюз правленийĕн членĕ пулнă май хĕрарăмсен комитечĕшĕн яваплăччĕ. Ĕç коллективĕн канашĕн ертӳçиччĕ эпĕ. Общество ĕçĕсене хастар хутшăнатăп. Заводра уявсем ирттеретпĕр, награда докуменчĕсемпе ĕçлетĕп. Ку мана питĕ килĕшет. Хула шайĕнче иртекен конкурссене хастар хутшăнатпăр. Сăмахран, «Ĕç мухтавĕн хули» конкурс кăмăла кайрĕ. Кăçал хам та республикăра иртекен «Эпĕ – хĕрарăм» конкурса хутшăнас терĕм.

— Эсĕ сăвăсем çырнине пĕлетĕп.

— Çапла. Анчах пĕрне те вĕçне çитиччен туса çитерменха. Космосран килнĕ пекех çуралаççĕ вĕсем. Йĕркесене чарăнми çыратăп та çыратăп. Вĕсене кĕвĕлеме çеç памалла ĕнтĕ. Хальлĕхе манăн репертуарта — 40 ытла юрă, анчах вĕсем манăн мар. Чăваш юррисене шухăшне кура суйлатăп. Манăн Чăваш Ен мĕн тери хитре, тарават республика пулнине юрăсем урлă кăтартас килет. Борис Ахтимировпа дуэтпа та юрлатпăр. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


«Каçхине те уйăх çутипе тырă выраттăмăр»

Вăл пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçнă. Вăрçă вăхăтĕнче те, ун хыççăнхи çулсенче те нушине пайтах курнă. Анастасия Матвеева иртнĕ кун-çулне аса илсе каласа кăтартрĕ.

«Эпĕ Вăрнар районĕнчи Сăкăт ялĕнче 1932 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă, ултă пĕртăванран чи асли пулнă. Мĕн çуралнăранпа хамăн тăван ялта пурăнатăп. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне эпĕ шкул ачиччĕ, 9 çултаччĕ. Шкулта çырма, вулама, шутлама вĕрентĕмĕр. Ун чухне пăхмасăр калама вĕреннĕ сăвăсене халĕ те ас тăватăп. Кăранташ-ручка пулман. Нимĕç чĕлхине лайăх вĕрентетчĕç. Учителĕ кӳршĕ ялтанччĕ. Вăл пире хăйĕнпе паллаштарчĕ кăна — тепĕр кунхине ăна вăрçа илсе кайрĕç. Çапла нимĕç чĕлхине вĕренеймерĕмĕр. Вăл каланине халĕ те астăватăп. «Паян эпĕ шкулта юлашки кун, сирĕнтен уйрăлатăп. 43 çул ĕçлерĕм», — терĕ вĕрентекен. Хăй макăрать, пирĕн те куççуль тухрĕ. Тепĕр 2-3 уйăхран вăл фронтра пуç хучĕ. Эпир шкулта нумай вĕренеймен, чылайăшĕ колхоза ĕçлеме кĕретчĕ. Аттене астумастăп. Пӳрт тăррине улăм витнĕччĕ. Çил-тăвăл килсен ăна урамалла вĕçтерсе каятчĕ. Çумăр çусан шыв анатчĕ, мачча каштисем çĕрсе татăлатчĕç. Вĕренме тăрăшаттăм, анчах шкул сакки çинче тăватă çул çеç ларма тӳр килчĕ, 5-мĕш класа пĕтереймерĕм, колхоза ĕçлеме кĕтĕм. Унта 65 çулччен вăй хутăм. Пĕтĕм пурнăçа колхозра ĕçлесе ирттертĕм. Кĕркунне, çуркунне колхоз ани çинче юлнă çĕр улмине пуçтараттăмăр. Ăна крахмал тетчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче ялта халăх сахалччĕ, пуçтарса ĕлкĕрейменнипе çĕр улми юр айне юлатчĕ. Крахмал пуçтарма кайсан уйра ура юр ăшне кĕрсе ларатчĕ, хăш чухне çăпата татăлса юлатчĕ. Пирĕншĕн крахмал питĕ тутлăччĕ. Ана çинче юлнă çĕр улмине шывпа çуса типĕтсен нимĕр пуличчен тĕветтĕмĕр, кăмакара ĕне çăвĕпе ăшалаттăмăр. Çав çулсенче нумай хурлăх куртăмăр: хырăмĕ выçă, урана тăхăнмалли çук. 12 çултах вăй питти çынсемпе тан ĕçленĕ эпир. Кăмака хутма вутă çукчĕ. Хĕрсемпе вăрмана вутă хатĕрлеме çӳреттĕмĕр. Хĕлле тăхăнма ăшă пушмак пулман, çăпатапах çӳренĕ, тумтирĕ те начарччĕ. Качча тухиччен çирен фуфайкăна хывман, унпа çулла та, хĕлле те ĕçленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче пурнăç питĕ йывăрччĕ. Аннепе пĕрле кашни кун ĕçлеттĕмĕр. Вăрçă тунсăхне кăшт та пулин сирес тесе çамрăксем ялти клубра спектакль лартатчĕç. Ĕç хыççăн ăна курма хаваспах каяттăмăр. Йывăр пулсан та тантăшсемпе каçхине урамра юрлама та вăхăт тупнă. Хĕлле улах ларайман, вăрмана ĕçлеме илсе каятчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче хĕл шартлама сивĕ килчĕ тата. Эпир, ачасем, пурпĕрех аслисене вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Вăрçă тесе кулянса кăна ларман: ĕçленĕ, чĕнтĕр çыхнă, тĕрленĕ, пĕр-пĕрин патне çӳренĕ, пулăшнă. Краççын ламписемпе усă кураттăмăр. Анчах ăна тупса илме хĕнччĕ, лавккара нумай марччĕ. Пирĕн капăрлăхсем, хитре тутăрсем пулман. Пир кĕпе аркине те пуçа çыхнă. Колхоз тыррине çурлапа выраттăмăр. Кашнине пай виçсе паратчĕç. Каçхине те уйăх çутипе выраттăмăр, çумăр килсен вара киле савăнсах чупаттăмăр. Пĕррехинче яла комбайн илсе килчĕç. Пирĕншĕн ку тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Эх, савăнтăмăр! Комбайн тулă анине çавăрса илчĕ те вырса кайрĕ. <...>

Кристина ПАВЛОВА, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки.

♦   ♦   


Коллекцийĕсене тĕнче шайĕнче кăтартма ĕмĕтленет

Татьяна Филатова Ульянов облаçĕнчи Мулловка поселокĕнче çуралнă. Вăл Шупашкарта костюмсен студине йĕркеленĕ. Чăваш Ене Татьяна 14 çул каялла килнĕ. Çак тарана çити вăл чылай мода куравне хутшăннă.

Дизайнер çулне тӳрех суйламан

Татьяна Пĕтĕм Раççейри çамрăк дизайнерсен «ЭтноДар» конкурсĕн лауреачĕ пулса тăнă, регионсен хушшинчи «Золотая россыпь веков» фестивале, Шупашкарта иртнĕ мода сезонĕсене тата дизайнерсен ытти конкурсне те хутшăннă. «Эпĕ çуралнă поселокра 5 пине яхăн çын пурăнать. Унта пĕр-пĕр пултарулăхра аталанмалли майсем сахалрахчĕ. Манăн вара ача чухнех ӳнер шкулне, ташлама çӳрес килетчĕ. Хамăн ĕмĕтсене 20 çултан иртсен çеç пурнăçа кĕртме пултартăм», — пуçларĕ калаçăва дизайнер. Юнра пур пултарулăх ăруран ăрăва куçатех. Татьяна та çак çула суйламасăр пултарайман. Ашшĕ Сергей Викторович тăмран савăт-сапа ăсталанă, капăрлăхсем тунă. Амăшĕ Ирина Васильевна ӳкерме юратнă. Кукашшĕ Василий Константинович портретсем ӳкернĕ. Анчах Татьяна дизайнер çулне тӳрех суйламан. Ача чухне вăл ветеринар пулма ĕмĕтленнĕ. Чĕр чунсене халĕ те питĕ юратать вăл. Ырă чунлăскер килсĕр-çуртсăр кушаксем, йытăсем валли хуçасем тупма пулăшнă. Хĕр сутуçă пулма та ĕмĕтленнĕ. «Сутуçăра ĕçлекенсен пылак çимĕç ытларах тутанма май пурри илĕртетчĕ. Эпир пуян пурăнман, хăш-пĕр япалана туянма майĕ те пулман. Çавăнпа пулĕ халĕ эпĕ хамăн ачасене шăккалатпа, канфетпа савăнтарма тăрăшатăп», — чунне уçрĕ çамрăк дизайнер. Татьянăн 2 ача çитĕнет: пĕри — 10-ра, тепри — 5 çулта. Пурăна киле Татьяна ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçланă: 9-мĕш класс пĕтерсен вăл суту-илӳри коммерсанта 4 çул вĕреннĕ. «Çак ĕçре касса умĕнче кунĕпе тăрса çамрăклăх иртессине, ку ман валли маррине ăнлантăм. Малтанлăха апат-çимĕç, строительство лавккисенче ĕçлерĕм», — малалла калаçрĕ вăл. Телевиденире — 4 çул Унтан ăна пурнăç çулĕ журналистикăна илсе çитернĕ. 2010 çулта Татьяна çак профессине алла илес тесе И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна вĕренме кĕнĕ. «Ун чухне ӳнерпе графика факультетне документсем пама килнĕччĕ. Ку енĕпе хатĕрленӳ курсне те çӳренĕччĕ. Ӳкерме питĕ юрататăп. Дизайнер пулас ĕмĕте пурнăçласса шухăшлаттăм. Çак сферăра ытларах аталанас килетчĕ. Анчах университета документсем пама килсен пысăк сас паллисемпе çырнине курах кайрăм: журналистика факультетне абитуриентсене йышăнаççĕ иккен. «Тен журфака суйламалла?» — тесе шухăшларăм ăшра. Маншăн вăл та интереслĕ пек туйăнчĕ, мана ăçта йышăнĕç, çавăнта документсене парăп тесе шухăшларăм. Анчах суйлама тиврĕ: иккĕшĕнче те экзаменсем пĕр кунра иккен. Çапла документсене журналистика факультетне парса хăвартăм. Унтан тĕрĕс йышăну турăм-ши тесе вăрах вăхăт хуйхăртăм. Журналиста вĕренме кĕтĕм. Вĕреннĕ вăхăтра «Студентсен çуркунни» фестивале хутшăнаттăм. Шăпах çавăнта хама чăн-чăн дизайнер пек туйрăм темелле. Лĕпĕш костюмне илемлетме пулăшрăм. Унăн çунаттисене тунă чухне хамăн технологие шутласа кăлартăм. Пралукран тата хутран каркасне хатĕрлерĕм. Çакă мана хамăн ĕмĕт патне тата ытларах çул уçса пычĕ», — аса илчĕ Татьяна. Журналист профессине алла илсен Татьяна Чăваш наци телекуравĕнче 4 çул ĕçленĕ. «Çав вăхăтра интереслĕ, паллă çынсемпе чылай тĕл пултăм. Телевиденире ĕçлеме питĕ килĕшетчĕ. Хамăн кăларăма ертсе пыраттăм. Вăл сенкер экран çине «Стеклянный дом» ятпа тухатчĕ. Унта ал ĕç ăстисем çинчен каласа параттăм. Ĕç питĕ килĕшсен те эпĕ хама хамăн вырăнта мар пек туяттăм. Пурпĕрех тумтир дизайнĕн сферинче аталанас килетчĕ. Паллах, финанс енчен те çитĕнӳсем тăвас, пысăкрах укçа ĕçлесе илес килетчĕ», — калаçăва тăсрĕ Татьяна Филатова. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Çынсем пĕтĕмпех çĕнĕрен пуçлама хăраççĕ

Хальхи вăхăтра чылай компани çынсене ĕçлеме лайăх условисем туса парать. Çав шутра кăмăл, чун тĕлĕшĕнчен те çынна хăтлăх кӳме тăрăшаççĕ. Çавăнпа психолога ĕçе йышăнаççĕ. Паянхи пирĕн хăна Елена БЕЛОБАЕВА кăсăклă çак профессире вăй хурать.

Пурнăçпа пĕрле улшăнмалла

— Елена Ивановна, хальхи вăхăтра Чăваш Енре ĕçри психолог анлă сарăлнă професси шутланать-и? Ку специалиста чылай компани йышăнма пултарать-и?

— Çапла, пирĕн професси хальхи вăхăтра анлă сарăлчĕ. Пысăк организацисенче, уйрăмах банксенче, вĕсем пуррине пĕлетĕп. Ахаль организацисем пирки калас тăк, психолога штата кĕртме пурте пултараймаççĕ. Пирĕн организаци дизайнпа хатĕрленĕ çемçе пукансем кăларассипе ĕçлет, унта 200 çын тăрăшать. Эпĕ штатри психолог кăна мар, эйчар пулса та ĕçлетĕп. Предприяти валли кадрсем суйлатăп, вĕсене çĕнĕ вырăна хăнăхма пулăшатăп. Ĕçре çынсем хăйсене хăтлă туйччăр тесе тăрăшатăп. Лайăх кăмăл — чи тухăçлă ĕç хатĕрĕ, мĕншĕн тесен çынсем хăйсене епле туяççĕ, çапла вăй хураççĕ.

— Ахаль ĕçченсем сирĕн пата пырса калаçма пултараççĕ-и?

— Паллах! Эпĕ 8-17 сехетсенче ĕçлетĕп. Пĕр сесси 30-40 минута пырать. Çак вăхăтра эпĕ çыннăн йывăрлăхĕ мĕнпе çыхăннине тупса палăртатăп. Хушма терапи кирлĕ пулсан ăна хăш вăхăтра ирттересси пирки калаçса татăлатпăр. Ĕç хыççăн уйрăм çынсемпе 1,5-2 сехетлĕх сесси ирттеретĕп.

— Сирĕн медицина пĕлĕвĕ пур-и?

— Çук, эпĕ тухтăр мар. Психолог дипломĕ пур. Ытларах çемье психологийĕпе, мăшăрсемпе, çул çитмен çамрăксемпе уйрăммăн ĕçлетĕп.

— Коллективра çынсем хăйсене епле туясси мĕнрен килет?

— Ĕçе эпир килти лару-тăрăва е урăх сăлтава пула тĕрлĕ кăмăлпа килетпĕр. Çавăнпа лайăх пултăр тесен кашнин тӳпе хывмалла. Ертӳçĕрен те килет паллах. Анчах ку кĕске вăхăтлăх кăна, çапах ĕçре мĕнле сывлăш хуçаланасси хамăртан килет.

— Дистанци мелĕпе килтен ĕçлекенсен психологи тĕлĕшĕнчен ыйтусем сахалрах пек туйăнать.

— Хальхи çынсем ĕçе çӳресшĕн мар, 8-тан пуçласа каçхи 5-ччен ларас килмест вĕсен. Çавăнпах хăшĕ-пĕри предприниматель пулса тăрать, хăйĕн вăхăчĕпе хăй хуçаланать. Килтен ĕçлекен питĕ йышлă халĕ. Пачах ĕçлес теменнисем те пур. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: шалу пĕчĕк сăмахран. Тепĕр ĕçе куçасси шиклентерет. Унта вĕт хăв камне çĕнĕрен кăтартмалла. Шăпах çак самант хăратать те çынсене, вĕсем пĕтĕмпех çĕнĕрен пуçăнма хатĕр мар. Халĕ пурнăç хăвăрт аталанать. Пирĕн те унпа пĕрле улшăнмалла. Аталанмасан эпир никамшăн та кăсăклă пулмастпăр.

— Ĕç йăлăхтарнине мĕнле ăнланмалла: ку япăх кăмăла пула е çын «çунсан тухма» пуçланă? Тен, депресси аптăратать — санăн часрах психолог патне каймалла…

— Ĕçри ыйтусем кăсăклă марри, пуç йăлт урăх шухăшсемпе тулни, сехет çине пăха-пăха илни… — çаксем сисчĕвлентермелле. Ку ыйтупа психологпа е пуçлăхпа калаçмалла, хăвăра мĕншĕн çапла туйнин сăлтавне тупса палăртмалла.

— Хăш-пĕр ертӳçĕпе кун пирки калаçаймăн. «Килĕшмест пулсан никам та вăйпа тытмасть», — тесе хуравлаççĕ.

— Ун пек ертӳçĕсем те пур. Çавăн пек калать пулсан ăна ку çын кирлех те мар. Куншăн ĕçлекен çын айăплă мар. Эпĕ яланах çапла калатăп: эпир яланах суйлама пултаратпăр, хамăр пурнăçа хамăр йĕркелетпĕр. — Ĕç йăлăхтарчĕ тейĕпĕр. Тухса кайма ыйтса тӳрех заявлени çырмалла-и е ĕçе çĕнĕрен юратмашкăн тытăнса пăхмалла-и?

— Малтанлăха отпуск илмелле. Кăштах кану кирлĕ. Кун хыççăн та чун туртмасан тăхтанин усси çук.

— Карьера картлашкипе хăпарса çитнĕ тейĕпĕр. Пĕр организацире миçе çул ĕçлемелле?

— Психолог пуличчен эпĕ суту-илӳ сферинче 17 çул тăрăшрăм. Ахаль офис менеджерĕнчен пуçласа агентство ертӳçи таран çитрĕм. Темĕн те сутнă. Промышленноç оборудованийĕ сутассипе упăшкапа иксĕмĕрĕн хамăрăн предприяти пулнă. Вăл 5 çул ăнăçлă ĕçлерĕ, кайран эпир ăна хупма шухăшларăмăр. Çав вăхăтрах экологи тĕлĕшĕнчен таса крем кăларса сутрăмăр. Кунта киличчен пĕр организацире 8 çул ĕçлерĕм. Ку ĕç ывăнтарнине епле ăнлантăм-ха? 7 уйăхри хырăмпаччĕ эпĕ. Хамăн клиентсене çухатас мар тесе кăна тытăнса тăтăм. Мана пĕтĕмпех тарăхтарма пуçларĕ: счетсем тăратни, нимĕн те улăштарма çукки… Кунта ĕçлес килмест терĕм. Темиçе уйăх ниçта та ĕçлемерĕм.

— Ĕçрен каймаллине организм хăй те систерет теççĕ.

— Хăвăрт ывăнни, пĕрмай пуç ыратни, тарăхни — çаксем веçех урăхларах пурăнма вăхăт çитнине пĕлтереççĕ. 17 çул ĕçлесе эпĕ пĕр клиентпа та вăрçăнманччĕ. Юлашки уйăхсенче хирĕçӳсем пулма тытăнчĕç. Ку маншăн ĕçрен часрах каймаллине пĕлтерекен «шăнкăрав» пулчĕ. Сăлтавĕ пуçлăхпа та, таварпа та çыхăнман. Эпĕ хамăн профессире «çунса тухнă». Ĕçрен кайса канса илтĕм. Ача çуратиччен хама аталантарас енĕпе семинарта вĕрентĕм. Хамăн вăйлă ене тупрăм: эпĕ çынпа калаçса ăна пулăшма пултаратăп. Çавăн чухне психолог пулас шухăш çуралчĕ те.

— Апла ĕçе улăштарса тĕрĕсех тунă.

— Кунта пĕр иккĕленӳ те çук. Пирĕн компанире ĕçлеме питĕ хăтлă, хирĕçмеççĕ. Анчах кунта яланах çапла пулман. Производствăра тĕрлĕ професиллĕ çын вăй хурать. Эпĕ кунта килсенех вĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнма пĕлменнине асăрхарăм, планеркăсенче сасă хăпартса калаçатчĕç. Манăн вĕсене пĕрлештермеллеччĕ. Шăпах Çĕнĕ çул çывхарчĕ. Эпĕ вырăс халăхĕн стилĕпе çыхăнтарса корпоратив йĕркелерĕм. Вĕсем пирĕн эрех-сăрасăр иртеççĕ. Çынсем уçăлчĕç, çывăхланчĕç. Ĕçре эпĕ ывăннине те сисместĕп. Ĕç хыççăн 2-ри ывăлăмпа выляма та, 9-ти хĕрĕмпе ăçта та пулин тухса кĕме те, килти ĕçсене пурнăçлама та вăй юлать. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   


«Ачасене ачашласа ӳстереймерĕм, ялан ĕç малти вырăнтаччĕ»

«Халĕ эпĕ çут тĕнчере мăшăрăн ĕмĕчĕсене пурнăçлас тесе пурăнатăп», — тет Патăрьел округĕнчи Треньел ялĕнче пурăнакан Лариса Суркова. Кирек мĕнле чăрмав пулсан та палăртнă ĕçне вĕçне çитерекен, хăйĕн сăмахне тытакан çын вăл.

Сакăр хĕр

Çак ялта 1959 çулта çуралнă вăл. Ашшĕ Иван Дмитриев вăрçă ветеранĕ пулнă. Фронтран таврăнсан пурнăçне шкулпа çыхăнтарнă, историпе географи предмечĕсене вĕрентнĕ, директорта нумай çул вăй хунă. Вăлах сакăр хĕрне çирĕп кăмăллă пулма хăнăхтарнă. Лариса çемьере çиччĕмĕш хĕр пулнă. Ун хыççăн Нарспи ятлă йăмăкĕ çуралнă. «Аттепе анне ывăл шыраса çавăн чухлĕ ача çуратнă. Саккăрмĕшĕ те хĕр пулнине пĕлсен атте аннене больницăран илсе тухма та килĕшмен. Аппа Светлана аннепе йăмăка илме пĕчченех кайнă. Анчах пепкене документсăр киле кăларман. Ун чухне аппа тин çеç Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине вуланă. Пĕр шутласа тăмасăр тин çуралнă йăмăкне çав ятпа çыртарса килнĕ. Пурте хĕр пулсан та атте пире питĕ юрататчĕ. Анне Екатерина Степановна ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçлерĕ. Ялан пайсем илетчĕ. Эпир вĕсене çумласах ӳсрĕмĕр. Çывăх çыннăмсем вăрçа кайичченех пĕрлешнĕ. Вĕсем питĕ интереслĕ паллашнă. Ун чухне ытларах каçхине хĕр вăрланă. Атте вара аннене — ирхине кĕтӳ хăваланă чухне. Атте вăрçа кайиччен аппа Таисия çуралнă. Аннене окоп чавма илсе кайнă, икĕ уйăхри ачине хăварма тивнĕ. Унтан килсен вăрман касма янă. Пĕчĕк ачана суккăр аслашшĕпе асламăшĕ пăхнă. Асатте анне патне окоп чавнă çĕре апат леçме икĕ кун патакпа утнă. Вăрçă вăхăтне анне йывăрпа аса илетчĕ. Хура-шурне нумай курнă пулсан та пурнăçа юрататчĕ, нихăçан та ӳпкелешсе калаçнине илтмен унран. Çăва тухсан пучах пуçтарнă эпир, утă-улăм турттарнă çĕрте вăй хунă. Хăмăлсем урана тирĕнетчĕç. Анне çăмăлрах пултăр тесе калуш тăхăнтартса яратчĕ. Вăл кунĕпе ура пакăлчакне хăшкаса юн кăларатчĕ. Çапах ачалăх чи интереслĕ вăхăт пулнă. Ывăннă хыççăн апат сури туни. Хиртен килсен пит-куçа шывпа йĕпетсен ывăнни таçта кайса кĕретчĕ. Урамра чупаттăмăр. Каçсерен касри хĕрачасемпе пăрçа татма каяттăмăр. Çул тăршшĕпе ăна çисе килеттĕмĕр. Ыттисем хуппине пăрахса пыратчĕç, эпĕ вара кĕпе арки çине пуçтараттăм. Анне ĕне сума ларсан ăна выльăха пăрахса параттăм та лешĕ йĕркеллех тăратчĕ. «Эсĕ пурнăç çынни пулатăн», — тесе ялан мухтатчĕ мана атте. Вăл вĕреннĕ çын пулнăран нумай хаçат çырăнса илетчĕ. Ялта чи малтан эпир телевизор туяннăччĕ. Ăна курма ялĕпех пухăнатчĕç. Урайне те выртса тухатчĕç. Сывлама сывлăш çитми пулатчĕ. Чи пысăк савăнăç пирĕншĕн Мăнкунччĕ. Анне кашнин валли çĕнĕ кĕпе çĕлесе паратчĕ. Çĕвĕ машини пурччĕ. Эпĕ яланах икĕ кĕсьеллĕ кĕпе çĕлеттереттĕм. Пĕр кĕсйине — хĕвел çаврăнăш вăрри, теприне çăмарта чиксе тухаттăм. Пирĕн касра хĕрача нумайччĕ. Эх, пĕр-пĕрин умĕнче кĕпесемпе мухтанаттăмăр. Эпĕ ӳснĕ вăхăтра ялта вăйă уявне тухма пăрахманччĕ. Мĕн тĕрлĕ кăна вăйă выляса ӳсмен-ши эпир? Шкулта та чупассипе, йĕлтĕрпе ярăнассипе спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаттăм. Манăн ку енĕпе аван пулатчĕ. Унсăр пуçне гимнастика хусканăвĕсем тутарса концертсене хутшăнтаратчĕç. Пирĕн çамрăклăх вăйă-кулăпа иртнĕ. Пулас мăшăрпа «Пиçиххи пăрахмалла» ятлă вăйăра туслашрăм. Упăшкана Петр Сурков тесе чĕнетчĕç. Вăл 1958 çулта хамăр районтах Пăлакасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăл тăватă класс пĕтернĕ çулхине вĕсем тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă. Кун хыççăн çемйипе пирĕн ялта пурăнакан кукамăшĕ патне пурăнма куçнă. Кунтах 8 класс пĕтерчĕ. Унтан Етĕрнери училищĕре вĕренсе специальноç илчĕ. Каçсерен клуба пухăнаттăмăр. Юрлаттăмăр, ташлаттăмăр, вăйăсем выляттăмăр. Икĕ çул туслă çӳренĕ хыççăн савнине салтака ăсатрăм, кĕтсе илтĕм, çулталăкран пĕрлешрĕмĕр», — пурнăçĕ пирки каласа кăтартрĕ Лариса Суркова. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.