Комментировать

26 Июн, 2024

Хресчен сасси 24 (3014) № 26.06.2024

Тĕрлĕ йывăç ÿстересшĕн, купель тăвасшăн

«Атăк çăлĕ» — Элĕк округĕнчи округĕнчи чи вăйлă çăл куçсенчен пĕри. Ĕлĕк-авал шăпах çав вырăн патĕнчен патĕнчен ял пуçланса кайнă. Сăмах май, çакăнти шыв хĕлле те шăнмасть шăнмасть. Ку тăрăхра тăрăхра пурăнакансем пурăнакансем «Атăк çăлĕ» истори палăкĕн палăкĕн таврашне таврашне хăтлăлатас ăтлăлатас тĕллевлĕ ĕллевлĕ. Çак ĕçе пуçараканĕ араканĕ — ЧР культурăн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Анат Татмăшра Татмăшра çуралса ÿснĕ Альберт Альберт Сергеев Сергеев.

«Кашни çыннăн хăйĕн юратнă кĕтесĕ пур. Унта килнĕçемĕн килес килет. Кунта чунăм канлĕх тупать. Сăнатăн… Ак хунавсем вăй илеççĕ, çăл куç шăнкăртатса юхать, кайăксем юрлаççĕ. Кăмăл-туйăм çĕкленет, чунăм юрлать», — терĕ Альберт Николаевич «Атăк çăлĕ» пирки калаçу пуçарсан. — Ял çыннисем çак çăл куçпа киленнине мĕн ачаран астăватăп. Кунта çумăр чÿкĕ ирттернĕ. Инçех мар ĕне фермиччĕ. Сĕте бидонпа сивĕтме илсе килетчĕç. Юнашар лаша витиччĕ. Урхамахсене шăварма валак пурчĕ. Атăк çăлне юнашар ялсенчен те шыв ăсма çÿренĕ. Колхоз саланнă хыççăн çак вырăн юхăнчĕ. Ял çыннисемпе пĕрле ăна тепĕр хут чĕртме шухăшларăмăр. Атăк çăлĕ таврашĕнче этнокомплекс тăвасшăн, унта Тури тата Анат Татмăш çыннисен историне кăтартасшăн. «Атăк çăлĕн» дизайн-проекчĕ тăрăх, çакăнта тĕрлĕ йывăç лартма, купель тума палăртнă, ытти кану вырăнĕ те пулĕ. Çак ĕçе кашниех тÿпе хывма пултарать.

Истори докуменчĕсем тăрăх, Элĕк округĕнчи Татмăш ялĕ «Атăк çăлĕ» тăрăхĕнче 17-мĕш ĕмĕрте йĕркеленнĕ. Кунта Татмăш тата Атăк ятлă çынсем пурăннă. Историксем каланă тăрăх, каярах Татмăш çыннисем Канаш тата Патăрьел районĕсене куçса кайса çакнашкал ятлă ялсем йĕркеленĕ. «Атăк çăлĕ» 1,5 гектар çĕре йышăнать. Тĕп çăл куçсăр пуçне кун та пĕчĕк çăл куçсем те пур. Ку шыв ĕçме юрăхлă, таса. Пĕр çеккунтра 1,8 литр шыв тапать.

«Атăк çăлĕ» çут çанталăк паркĕ культурăпа истори объекчĕ пулмалла. Çăл куç тавра кедр, каштан, çăка, хыр, чăрăш çитĕнтересшĕн. Çак тĕллевпе çулсерен кунта субботниксем йĕркелеççĕ. Акă, сăмахран, Аслă Çĕнтерÿ 77 çул çитнĕ ятпа кедр йывăççин аллейине лартнă. Хунавсене Красноармейски тăрăхĕнче пурăнакан Светланăпа Валерий Мефодьевсем парнеленĕ. Йывăçсем вăй илме пуçланă ĕнтĕ.

— Тĕрĕссипе, кашни йывăçăн хăйĕн историйĕ. Пĕр çулхине Крым тăрăхне канма кайнăччĕ. Унтан каштан вăррине пуçтарса килтĕм те вăрăран хунав çитĕнтертĕм. Пĕлтĕр Свердловск облаçĕнчен 3 кедр илсе килнĕччĕ. Пурне те пăхатпăр, шăваратпăр. Типнĕ хунавсене çĕннипе улăштаратпăр. Çак вырăн чи илемли, чи хăтли пултăр тесе тăрăшатпăр. Хуларан килекенсем кунта канма пултарччăр. Тăван тăрăхран вăй-хал илччĕр. Ялта ачасен сасси янăрасан, пуртă-пăчкă, трактор шавĕ илтĕнсен, çĕнĕ çуртсем çĕкленсен, аслисем юрă юрласан, çăл куçран сиплĕ шыв тапса тăрсан — ял пĕтмест, аталанса пырать, — шухăшне палăртрĕ Альберт Сергеев. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   ♦


Юратсан вăхăчĕ те сисĕнмесĕр иртет

Элĕк округĕнчи Качалаври Еленăпа Иван Тимофеевсем — хисеплĕ мăшăр. Вĕсем çемье çавăрнăранпа кĕçех 50 çул пулать. Иккĕшĕ пĕр-пĕрне нумай çул юратса пурăнаççĕ. Çав тап хăрта темĕн те курма тивнĕ, анчах йывăрлăхсене пĕрле чăтса ирттернĕ. Çемье сукмакĕпе малалла утнă.

Тимофеевсен çулĕсем пур: Елена Германовна — 71-ре, Иван Григорьевич — 72-ре.

— Мăшăрпа пĕр ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнелерĕмĕр. Иккĕшне те ура çине тĕрĕс тĕкел тăратрăмăр, хăйсен çулне тупма пулăшрăмăр. Халĕ мăнуксем те савăнăç кÿреççĕ, — калаçăва пуçларĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

— Чăн та, килĕшÿпе çураçура пурăнни çав тери пĕлтерĕшлĕ.

— Юратса та ăнланса пурăнсан аллă çул сисĕнмесĕрех иртет, — шухăша уçрĕ Иван Григорьевич.

Вăл пурнăçне колхозпа çыхăнтарнă: «Правда» ял хуçалăх педприятийĕнче сварщикра ĕçленĕ, фермăра та вăй хунă, ĕне те сунă. Арçын пулин те ку хĕрарăм ĕçĕ тесе турткалашса тăман, куллен ферма сукмакне такăрлатнă. Элĕкри «Сельхозтехника» предприятире те пĕр вăхăт сварщик тивĕçне пурнăçланă. Çавăн пекех ял çыннисене те пулăшма хирĕçлемен, пĕр-пĕр тимĕре шăратса çыпăçтарас ĕçе тĕплĕ пурнăçланă — саккассем тупăнсах тăнă. Хушма тупăш вара çемьене пулăшу кÿнĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура пулнăран килти хуçалăхри ĕçсемпе аппаланса вăхăта ирттерет.

— Иксĕмĕр те ĕçе юрататпăр. Эпĕ Качалавра çуралнă. Шкул çулĕсенчех ĕçре пиçĕхнĕ. Кăшман ани валеçсе паратчĕç. Çу каçипе çум курăк çумлаттăмăр. Кĕркунне вара çĕр улми кăларас ĕçрен те айккинче юлман. Çанталăка уяса тăман, уйра тăрмашнă, — иртни патне таврăнчĕ Елена Германовна.

Хĕр шутне кĕрсен ăна куç хывакансем ту пăнман мар, анчах пĕрне те çывăха яман, мĕншĕн тесен чунĕ туртман. Аллă çул каялла Иштек ялĕнчи Иван Григорьевич Качалава çывăх тăванĕсем патне салтак ăсатма килнĕ. Çавăн чухне вăл Еленăна асăрханă: хăюлăх çитерсе ун патне пырса паллашнă. Иккĕшĕ калаçса кайнă. Хĕрпе каччă пĕр-пĕрне пĕрре курнипех килĕштернĕ. Юрату авăрне кĕрсе ÿкнĕскерсем вăхăта нумай тăсман: çур çултан чăваш туйĕ кĕрлеттернĕ. Çапла майпа Елена Германовнăн 21 çулта хĕр пурнăçĕпе сыв пуллашмалла пулса тухнă. Çамрăк мăшăр пĕрлешнĕ хыççăнах ĕçе кÿлĕннĕ. <...>

Юрий КОРНИЛОВ

♦   ♦   ♦


Ялти тирпей халăхран килет

Элĕк округĕнче агропромышленноç комплексĕнче ĕçленĕ ветерансен черетлĕ канашлăвĕ пулчĕ. Тĕлпулу тухăçлă иртрĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе, уставпа килĕшÿллĕн, анчахрах пурнăçран уйрăлнă, нумай çул «Новый путь» хуçалăха ертсе пынă Иван Игнатьева асăнса пĕр минут шăп тăтăмăр. Хыççăн АПК канашĕн членĕ пулма ыйтса çырнă Вячеслав Марковăн ыйтăвне пăхса тухрăмăр. Элĕк округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Терентьев округ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, ветерансен ыйтăвĕсене хуравларĕ. АПК союзĕ общество организацийĕ пулсан та республикăри влаç органĕсемпе тата Ял хуçалăх министерствипе тачă çыхăнса ĕçлет. <...>

Вениамин АРХИПОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.