Комментировать

25 Июн, 2024

Хыпар 68 (28244) № 25.06.2024

«Атăла» çĕнĕ пурнăç парнелерĕç

Шупашкар хулин кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче «Атăл» спорт комплексĕ уçăлчĕ. Унта Олимп чемпионки Елена Николаева ячĕллĕ спорт резервĕсен 8-мĕш шкулĕ пулĕ. Çĕнĕ объекта РФ спорт министрĕпе Михаил Дегтяревпа ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев уçрĕç.

«Сире Республика кунĕпе саламлатăп! Кунта спорта юратаççĕ, хастар та хăюллă çынсем пурăнаççĕ. Ахальтен мар республикăра ÿт-пĕве куллен пиçĕхтерекен йышлă. Çирĕм çултан çакнашкал центр уçăлни — республика ертÿлĕхĕн, строительсен тата сирĕн пурсăрăн çитĕнĕвĕ. Эсир — маттурсем. Шупашкар хулин çак районĕнче пурăнакан 80 пин çын спорт инфратытăмĕ патне çывăхрах пулĕç. РФ Президенчĕ Владимир Путин куллен спорт хăнăхтарăвĕсем тума чĕнсе калать. Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 555 çул çитнĕ май хула çыннисене ăнăçу, шанчăкпа юрату сунатăп. Раççее тата спорта юратни пире çыхăнтарать», — терĕ Михаил Дегтярев. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахне хаклă хăнана чăвашла саламланинчен пуçларĕ. «Паян эпир Республика кунне паллă тăватпăр тата хамăр ĕçе пĕтĕмлететпĕр. Михаил Владимирович, пирĕнпе пĕрле çак савăнăçа пайлама пултарнăшăн пысăк тав.  <...>

Ольга КАЛИТОВА

♦   ♦   ♦


 

Çирĕп аталану пурнăçа лайăхлатать

Экономика форумне республикăн çирĕп аталанăвне халалланă та — унăн эрнекунхи пĕрлехи ларăвĕнче калаçу экономикăн тĕрлĕ отраслĕн аталанăвĕ тавра йĕркеленчĕ. Çĕнĕ хыпарсемпе, интереслĕ шухăшсемпе пуян калаçу пулчĕ.

Ларăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çирĕп аталанăва нумайăшĕ «симĕс» экономикăпа çыхăнтарнине аса илтерчĕ, унпа çыхăннă тĕллевсем çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатассине тĕпе хунине палăртрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл умĕнхи форумсенче тишкерсе ĕçе кĕртме пуçланă проектсене аса илтерчĕ. Çав шутра — «симĕс» экономикăна мала кăларакан ESG проектсем. Сăмахран, Ульяновск облаçĕпе пĕрле карбон полигонĕ тăвасси. Атăл çулла чечекленни вăрттăнлăх мар — çакăнпа мĕн тумалла? Пилот площадкисене суйласа илсе шыв курăкĕсем тăпра пулăхне мĕнле витĕм кÿнине тĕпченĕ. Вĕсем тăпра паха лăхне ÿстерни куçкĕрет. Атăлăн Шупашкар акваторийĕнче кăна çĕр-çĕр тонна шыв курăкĕ кăларма пулать-мĕн — çак майсемпе карбон полигонне йĕркелеме усă курасшăн. Чăваш Енре электромобильсен шучĕ ÿссе пырать. Çавна май вĕсем валли 20 заряд станцийĕ тунă. Кăçал тата 60 заправка хута каймалла. 2030 çул тĕлне вара вĕсен шучĕ 200-е çитмелле. Сăмах май, пĕлтĕр Чăваш Енре 30 яхăн электромобиль реги страциленĕ, кăçал вĕсен шучĕ 120 çитнĕ. Çак автопарк пысăк хăвăртлăхпа пысăкланса пырасса чухлама йывăр мар. Углерод калăпăшне чакарас тĕллевпе Чăваш Ен общество электротранспортне çĕнетсе аталантарать. Кăçал 4 миллиард тенкĕлĕх 153 троллейбус туянмалла, çĕнĕ маршрутсем уçăлĕç. Тасатакан çĕнĕ сооруженисен анлă сетьне йĕркелеме пăхнă. Пăрачкавра пирвайхине хута янă ĕнтĕ. Çав сооруженисем каяш шывсене халăхран та йышăнма пуçламалла — такси мелĕпе. Çитес çул хытă каяшсене сортлакан виçĕ пункт хута каймалла. Чăваш Енре мĕн пур çăл куçа тĕпчемелли проект пуçарнă — вĕсем 1 пин ытла. Пĕтĕмпех цифрăласа çăл куçсен реестрне хатĕрлени вĕсене пăхса тăрассине кирлĕ пек йĕркелеме май парĕ. Республика 2024 çулта хăмла çитĕнтерсе ăна тирпейлемелли инфратытăма йĕркелессине вĕçлет. Чăваш Еншĕн ку пысăк пĕлтерĕшлĕ: «симĕс ылтăнăн» Раççейре туса илекен калăпăшĕн тĕп пайĕ — пирĕн регион тÿпи. Чăваш Енĕн ку отрасльте компе тенцисен центрĕ пулса тăмашкăн пĕтĕмпех пур. Ахальтен мар ĕнтĕ лару модераторĕсенчен пĕри — «Раççей» телеканал журналисчĕ Юрий Богданов хăмлан экспорт малашлăхĕ пирки ыйтрĕ. Олег Николаев шучĕпе, малтан хамăрăн рынока тивĕçтермелле — ку енĕпе те ĕçлемелле те ĕçлемелле-ха. Раççее çуллен 8 пин тонна хăмла кирлĕ. Чăваш Енре ăна хальлĕхе 200 тонна патнелле туса илетпĕр. Цифра энергорегионĕн проекчĕ потребительсене электро энергипе тивĕçтерессипе çыхăннă чăрмавсене сирме пулăшмалла. Çав шутра — сетьсем çинчи аварисене васкавлăн сирес тĕлĕшпе те. Энергие тĕплĕ шута илниех киловатсен çухатăвне палăрмаллах чакарĕ. Регион промышленноç кластерĕсене аталантарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлет. Калăпăр, апат-çимĕç хатĕрлемелли оборудовани кластерĕ ăнăçлă ĕçлет. Унăн продукцине паян чикĕ леш енче те аван пĕлеççĕ. Çак ĕç вăй илсе пырĕ. Бизнес валли çăмăллăхлă уйрăм условиллĕ площадкăсем йĕркеленĕ. «Ку енĕпе лайăх хăвăртлăх илтĕмĕр», — терĕ Олег Алексеевич. Чăваш Ен — бизнес çине тиенекен налук калăпăшĕ чи пĕчĕк регионсенчен пĕри. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   ♦


Дина ТРЯКОВА: Эпир пурте чăвашлăхшăн çунатпăр

«Хыпар» тĕпелне паян Йĕпреç округĕнчи Пучинкере пурăнакан Чăваш Республикин халăх ÿнер промыслисен ăстине Дина Тряковăна чĕнтĕмĕр. Вăл нумаях пулмасть Пермь тăрăхĕнчи Барда ялĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял Сабантуйĕнчен таврăннă. Унта куракансене хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарнă.

«Куç хупса ĕçлеме пултаратăп»

— Дина, Пермь крайĕнчи Сабантуя пĕрремĕш хут хутшăнтăн-и? Унти кура кансем чăваш тумне епле йышăнчĕç?

— Маларах эпĕ Пĕтĕм Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕ йĕркеленĕ «Ялти пултарулăх» конкурса хутшăнтăм. Унта çамрăк дизайнерсемпе ал ăстисем тупăшрĕç. Вăл икĕ тапхăрпа иртрĕ. Пĕрремĕшне онлайн мелпе йĕркелерĕç. 127 ăстаран 50 çынна суйласа илчĕç, вĕсен йышĕнче эпĕ те пултăм. Иккĕмĕш тапхăр Мускавра иртрĕ. Унта хамăрпа паллаштартăмăр, ĕçсем пирки каласа кăтартрăмăр. Эпĕ нумаях пулмасть ăсталанă хушпу çинчен сăмах пуçартăм. Экспертсем ĕçсене пăхса хакланă май мана Пермь тăрăхĕнче иртекен Сабантуя хутшăнма сĕнчĕç. Эпĕ тÿрех килĕшрĕм. Çакна та асăнса хăварма кăмăллă: Мускавра финала хутшăннă май РФ Общество палатин членĕ, Пĕтĕм Раççейри ял çамрăкĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Дмитрий Пекуровский Дипломпа тата сертификатпа чысларĕ. Сертификачĕ ахальли мар: Тавридăна ал ĕçĕ тумашкăн вĕренме каймаллискер. Пермь тăрăхĕнчи Сабантуйра çи-пуçпа паллаштартăм. Унта сакăр кĕпе илсе кайрăм. Чăваш Енрен эпĕ пĕччен пултăм. Çавăн пекех ăстасем Комирен, Дон çинчи Ростовран тата Пермь крайĕнчен пулчĕç. Асăннă тăрăхра пушкăртсемпе тутарсем ытларах пурăнни пирки каларĕç малтан. «Мана епле йышăнĕç-ши?» — тесе кăштах пăшăрхантăм. Дефиле пуçланас умĕн Августа Уляндинăн «Я есть из Чувашии» юррине ятăм. Ун хыççăн çынсем хавхаланнине туйрăм. Сцена çинче модельсем манăн çи-пуçпа утса иртнĕ вăхăтра вĕсем пуçтарăнма пуçларĕç. Çакă вăй-хăват пачĕ. Уява хутшăн нисем хальхи наци кĕписене кăсăклансах сăнарĕç.

— Инçе çула эсĕ хăвăн «тимĕр урхама хупах» çитсе килнĕ. Ывăнтармарĕ-и?

— Хальхинче мăшăрăм Коля пĕрле пычĕ. Эпĕ — руль умĕнче, вăл — манпа юнашар. Çавăнпа вăрăм çул та кĕске пек туйăнчĕ. 2 пине яхăн çухрăма çăмăллăнах парăнтартăм. Дизайнерсемпе курнăçни, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни кăмăла çĕклерĕ. Акă Комире пурăнакан Дарина Дёминăпа Мускавра тĕл пултăмăр, каярахпа Пермь тăрăхĕнчи Акатуйра та пĕрлех пултăмăр, юлташлантăмăр.

— Çакнашкал дефилене эсĕ Чĕмпĕрте те хутшăннăччĕ пулас…

— Иртнĕ çул Чĕмпĕрте регионсен хушшинче «Нарспи» фестиваль иртрĕ. Унта та тумсем кăтартрăмăр. Мана фестиваль питĕ килĕшрĕ. Çавăнпа кăçал та хутшăнма тÿрех килĕшрĕм.

— Эсĕ маларах тĕрлес, капăрлăх хатĕрлес енĕпе ĕçлеттĕн, халĕ чăваш кĕпи те çĕлетĕн. Çак ăсталăха камран вĕрентĕн?

— Хăй вăхăтĕнче Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче куçăн мар майпа пĕлÿ илтĕм. Манăн вĕрентекен — Зинаида Воронова. Хушпу-тухья тума унран вĕрентĕм. Унăн ĕçĕсем питĕ илемлĕ, тирпейлĕ. Çакă мана та куçрĕ пулас. Зинаида Ивановна утăмсене асăрхасах тăчĕ. Çавăн пекех Николай Балтаев вĕрентекен тĕрлĕ енĕпе çул уçса пычĕ. Раиса Васильева чăваш тĕррине алла илме пулăшрĕ. Халĕ те кăсăклансах тĕрлетĕп. Çĕлес туртăм та тахçанах пулнă. Пĕлтĕр ятарлă курсран вĕренсе тухрăм. Çакăн хыççăн хам валли шурă кĕпе çĕлесе пăхрăм, унтан — теприне. Çапла вара ерипен çĕлеме тытăнтăм. Кĕпе эскизне хам шухăшласа тупатăп. Тепĕр чухне ытти çĕвĕçе çĕлеме паратăп. Манăн пурĕ — 10 ытла кĕпе.

— Сана кĕпе çĕлеттерес текен пур-и?

— Пур. Анчах эпĕ хирĕçлетĕп, мĕншĕн тесен хальлĕхе ку ĕçе алă хăнăхман. Эпĕ çемье, тăван-пĕлĕш валли çĕлеме пултаратăп. Акă иртнĕ çул ывăлăм Демьян валли чăваш кĕпи çĕлерĕм. Çапах манăн паянхи куна опыт сахалрах. Капăрлăх, хушпу-тухья тума хăнăхнă эпĕ. Вĕсене куç хупса та ăсталама пултаратăп. <...>

Валентина ПЕТРОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.