Комментировать

21 Июн, 2024

Шупашкар хулин пуçлăхĕ – Владимир Доброхотов

Шупашкар хула депутачĕсен пухăвĕн черетсĕр иртнĕ 44-мĕш ларăвĕнче Владимир Доброхотова Шупашкар хула пуçлăхне çирĕплетрĕç.

Комисси председателĕ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкар хулин пуçлăхĕн должноçне йышăнас текенсен конкурсне пилĕк заявка панă, тăватă çынна — Александр Матвеева, Александр Малова, Владимир Доброхотова, Владимир Кириллова — тупăшăва хутшăнма ирĕк панă. Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнче кандидатсем Шупашкар хула аталанăвĕпе çыхăннă проекчĕсемпе паллаштарнă. Юлашкинчен комисси членĕсем Александр Малов тата Владимир Доброхотов кандидатурисене депутатсене пăхса тухма сĕннĕ.

Ларура вĕсем Шупашкар хулин аталанăвĕн программисемпе паллаштарчĕç. Александр Малов Шупашкар хула пуçлăхĕнче ĕçлес пулсан тĕп хулан транспорт инфратытăмне аталантарассине, халăх пурнăçне лайăх енне улăштарассине тĕпе хунине пĕлтерчĕ. Владимир Доброхотов тĕп хула умĕнче тăракан тĕллевсем пысăк пулнине палăртрĕ. Чи малтан, унăн шухăшĕпе, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен хушшинчи транспорт çыхăнăвне аталантармалла, тĕп хулари уйрăм çуртсем вырнаçнă территорисенче çулсене асфальт сармалла, Атăлăн Хусан çыранне хăтлăлатмалла, юр ирĕлтерекен станцие хута ямалла, социаллă объектсен строительствине хăвăртлатмалла, «Çĕнтерӳ» парка реконструкцилемелле, урамсенчи çутă тытăмне йĕркене кĕртмелле, тротуарсем сармалла, кивелсе çитнĕ çуртсене пăснă хыççăн микрорайонсене комплекслă майпа аталантармалла…

Депутатсем программăра палăртнине тишкернĕ тата хушма ыйтусем панă хыççăн Владимир Доброхотова Шупашкар хулин пуçлăхне пĕр саслă пулса çирĕплетрĕç. Пысăк должноç йышăннă ятпа ăна республика Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. «Муниципалитет пуçлăхĕн яваплă тĕллевĕ — халăх шанăçне тӳрре кăларса хула çыннисен ырлăхĕшĕн ĕçлесси. Шупашкарăн çивĕч ыйтусем çук мар. Владимир Доброхотов хула хуçалăхĕшĕн çĕнĕ çын тееймĕн. Вăл муниципалитет тытăмĕнче 30 çул ытла тăрăшать. Шупашкар хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра ĕç-хĕле аван пĕлнине кăтартрĕ. Çавăнпа вăл пуçланă ĕçсене чăрмавсăр тата тăхтаса тăмасăр малалла тăсасси иккĕлентермест. Хăйĕн докладĕнче хула çыннисем хускатакан çивĕч ыйтусене татса парассине пĕлтерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шупашкарăн çултан-çул илемленсе, хăтлăланса пымалла. Хула администрацийĕн тата депутатсен пĕр шухăш-тĕллевлĕн ĕçлемелле. Халăх каланине илтме тата итлеме пĕлмелле. Чăваш Республикин Правительстви те Шупашкар хулин пурнăçне хутшăнĕ. Эпир — пĕр команда. Шанса тăратăп: пирĕн йăлтах пулать», — терĕ Олег Николаев.

Вăл Шупашкар хулин çĕнĕ пуçлăхне сывлăх сыхлавĕн об˜екчĕсене ытларах хута яма, пуррине тата çĕнетме чĕнсе каларĕ. «Шкулсемпе садиксене тимлĕх уйăратпăр. Больницăсемпе поликлиникăсем пирки, шел те, сахал аса илетпĕр. Кăçал акă «Университет-2» микрорайонта пĕр амбулатори уçрăмăр. Ку кăна сахал. Çынсене вĕсем кирлĕ. Хăйсем пурăнакан вырăнтан аякра пулманни тата лайăхрах. Çакăн евĕрлĕ учрежденисене уçмаллах», — терĕ Олег Алексеевич.

Республика Пуçлăхĕ Чăваш Ене 2024 çулта 150 троллейбус илсе килессине тата Шупашкар хулинче авиаминтер пулассине пĕлтерчĕ: «Спонсорсем пулăшнипе питĕ интереслĕ проекта пурнăçа кĕртетпĕр. Авиаминтер пулăшнипе пирĕн спортсменсем çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ту çи йĕлтĕр спорчĕ енĕпе ăсталăхне аталантарма пултарĕç. Проекта пурнăçлама 2020 çулта Чăваш Республикине, çав шутра Шупашкара та, комплекслă майпа аталантарма тĕллев лартни пулăшрĕ. Инвесторсене кăсăклантарма пултартăмăр».

Олег Николаев Шупашкар Чăваш Республикин сăн-сăпачĕ, Ĕç паттăрлăхĕн хули пулнине палăртрĕ. Çавна май производствăсене, социаллă сферăна, ытти объекта аталантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тата халăха кирлине çирĕплетрĕ.

Шупашкар хула депутачĕсен пухăвĕн председателĕ Евгений Кадышев Владимир Доброхотов депутатсемпе тухăçлă ĕçлеме пĕлнине, бюджет епле йĕркеленсе тăкакланнине аван ăнланнине, суйлавçăсемпе çыхăну тытмалли йĕркене лайăх чухланине палăртрĕ. «Владимир Анатольевичăн управлени ĕçĕ-хĕлне ăнăçлă туса пыма май паракан пахалăхсем пур. Шупашкар хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă май икĕ уйăхра вăл тухăçлă йĕркелӳçĕ пулнине кăтартрĕ. Ку Шупашкар пек пысăк хулашăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ».

Владимир Доброхотов Шупашкар хула пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçланă кунсенчи пĕрремĕш утăмĕ тӳрĕ кăмăлпа тĕллевлĕн ĕçлеме хатĕр команда йĕркелесси пулнине пĕлтерчĕ. «Кашни ертӳçĕ тата муниципалитет служащийĕн хула мĕнле çулпа утнине пĕлме тивĕç, — терĕ вăл. — Хамăрăн ĕç-хĕле хула çыннисен сĕнĕвĕсене шута илсе йĕркелĕпĕр. Лайăх вĕренме, тухăçлă ĕçлеме, пур енлĕн аталанма кирлĕ майсем туса парассишĕн тăрăшăпăр. Шупашкарта пурăнакан кашни çын хăйне хăтлă туйтăр, пурнăçшăн тата сывлăхшăн хăрушлăх çуккине пĕлсе тăтăр».

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.