Комментировать

21 Июн, 2024

Хыпар 66-67 (28242-28243) № 21.06.2024

«Цифра энергорегионĕ» – потребитель валли

«Чăваш Республикин çирĕп аталанăвĕн мегапроекчĕсем: Цифра энергорегионĕ» — çак ятпа ĕнер Шупашкарти Пăр керменте стратеги сессийĕ иртрĕ.

Сессие уçнă май республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Президенчĕ Владимир Путин паянхи условисенче аталану тĕлĕшпе маларах палăртнă плансем упранса юлассине çирĕплетнине аса илтерчĕ. Ку, паллах, регионсене те пырса тивет. Апла тăк пысăк тĕллевсем палăртса вĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе нимĕнле иккĕленӳ те пулмалла мар. Цифра энергорегионĕпе çыхăннă проект тĕлĕшпе те çавнах каламалла. Сăмах аталанăва никĕслекен отрасль пирки пырать. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, умра — питĕ пысăк ĕç: проектсемпе çыхăннă наука тĕпчевĕсенчен тытăнса çĕнĕ процессене ĕçе кĕртесси таран. Ресурссемпе тирпейлĕ усă курассине тĕпе хунипе пĕрлех производствăна энерги хăвачĕсемпе туллин тивĕçтермелле. «Потребительсене шанчăклăн энерги парса тăрасси — уйрăм тимлĕх зонинче», — пусăм туса палăртрĕ регион ертӳçи. Çак ĕçе ыранхи технологисен никĕсĕ çинче, наукăна тĕпе хурса пурнăçламалла. Отрасль цифровизацийĕ электроэнерги валеçессин хăвачĕсемпе виçеллĕ тата вырăнлă усă курма май парас шанчăк пысăк, çав вăхăтрах çĕнĕ хăватсем те ĕçе кĕмелле. «ТЭП-Генераци» компани гендиректорĕ Александр Кондратьев пухăннисене хайхи цифра энергорегионĕн проекчĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Ăна пурнăçа кĕртни республикăна аталанăвăн çĕнĕ майĕсемпе тивĕçтермелле. Çак проект çурални ăнсăртран мар. Халĕ электролинисем çинчи вăл е ку вырăнти авари çинчен çынсем телефонпа шăнкăравласа пĕлтереççĕ, авари служби тин ĕçе пуçăнать. Апла пулмалла мар — электричество парса тăрас тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăни çинчен энергетиксен хайхи телефон шăнкăравĕччен маларах пĕлмелле. Подстанцисен оборудованийĕ кивелсе çитнĕ, унăн 30% — 1950 çулсенче вырнаçтарниех. Ăна çĕнетмелле. Электроэнергие шута илмелли приборсене «ăслисемпе» улăштармалла. Электроэнерги валеçессине шайлашуллă тумалла. Хальлĕхе вара кирлĕ çĕрте вăл çителĕксĕр, кирлĕ мар çĕрте — ытлашшипех. Про¬мышленноç министрĕ пулнăскер, Кондратьев Çĕнĕ Шупашкарта ку енĕпе чăрмавсем тухса тăнине, çĕнĕ производствăсене киловатсемпе тивĕçтермешкĕн унта хăватсем çитменнине аса илтерчĕ. Цифра энергорегионĕн проекчĕ çак тата ытти ыйтăва сирме пулăшĕ. Çав шутра — аварисене сирмелли вăхăта 20% кĕскетмелле, электроэнерги çухатăвĕсене 15% чакармалла, 3 миллиард тенкĕ ытла инвестици илсе килмелле. Çийĕнчен налуксен калăпăшĕ те 1,3 миллиард тенкĕлĕх пысăкланĕ. Стратеги сессийĕн ĕçне хутшăн¬нă хыççăн Олег Николаев «Шу¬пашкар-Арена» территорийĕнче уçăлнă «Регионсем — чикĕсĕр ĕç¬тешлĕх» курава пăхса çаврăнчĕ. Унта вун-вун предприяти хăйсен продукцине кăтартрĕ, аслă вĕренӳ заведенийĕсем, ыттисем хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕç. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Шупашкар хулин пуçлăхĕ – Владимир Доброхотов

Шупашкар хула депутачĕсен пухăвĕн черетсĕр иртнĕ 44-мĕш ларăвĕнче Владимир Доброхотова Шупашкар хула пуçлăхне çирĕплетрĕç.

Комисси председателĕ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкар хулин пуçлăхĕн должноçне йышăнас текенсен конкурсне пилĕк заявка панă, тăватă çынна — Александр Матвеева, Александр Малова, Владимир Доброхотова, Владимир Кириллова — тупăшăва хутшăнма ирĕк панă. Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнче кандидатсем Шупашкар хула аталанăвĕпе çыхăннă проекчĕсемпе паллаштарнă. Юлашкинчен комисси членĕсем Александр Малов тата Владимир Доброхотов кандидатурисене депутатсене пăхса тухма сĕннĕ. Ларура вĕсем Шупашкар хулин аталанăвĕн программисемпе паллаштарчĕç. Александр Малов Шупашкар хула пуçлăхĕнче ĕçлес пулсан тĕп хулан транспорт инфратытăмне аталантарассине, халăх пурнăçне лайăх енне улăштарассине тĕпе хунине пĕлтерчĕ. Владимир Доброхотов тĕп хула умĕнче тăракан тĕллевсем пысăк пулнине палăртрĕ. Чи малтан, унăн шухăшĕпе, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен хушшинчи транспорт çыхăнăвне аталантармалла, тĕп хулари уйрăм çуртсем вырнаçнă территорисенче çулсене асфальт сармалла, Атăлăн Хусан çыранне хăтлăлатмалла, юр ирĕлтерекен станцие хута ямалла, социаллă об±ектсен строительствине хăвăртлатмалла, «Çĕнтерӳ» парка реконструкцилемелле, урамсенчи çутă тытăмне йĕркене кĕртмелле, тротуарсем сармалла, кивелсе çитнĕ çуртсене пăснă хыççăн микрорайонсене комплекслă майпа аталантармалла… Депутатсем программăра палăртнине тишкернĕ тата хушма ыйтусем панă хыççăн Владимир Доброхотова Шупашкар хулин пуçлăхне пĕр саслă пулса çирĕплетрĕç. Пысăк должноç йышăннă ятпа ăна республика Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. «Муниципалитет пуçлăхĕн яваплă тĕллевĕ — халăх шанăçне тӳрре кăларса хула çыннисен ырлăхĕшĕн ĕçлесси. Шупашкарăн çивĕч ыйтусем çук мар. Владимир Доброхотов хула хуçалăхĕшĕн çĕнĕ çын тееймĕн. Вăл муниципалитет тытăмĕнче 30 çул ытла тăрăшать. Шупашкар хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра ĕç-хĕле аван пĕлнине кăтартрĕ. Çавăнпа вăл пуçланă ĕçсене чăрмавсăр тата тăхтаса тăмасăр малалла тăсасси иккĕлентермест. Хăйĕн докладĕнче хула çыннисем хускатакан çивĕч ыйтусене татса парассине пĕлтерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шупашкарăн çултан-çул илемленсе, хăтлăланса пымалла. Хула администрацийĕн тата депутатсен пĕр шухăш-тĕллевлĕн ĕçлемелле. Халăх каланине илтме тата итлеме пĕлмелле. Чăваш Республикин Правительстви те Шупашкар хулин пурнăçне хутшăнĕ. Эпир — пĕр команда. Шанса тăратăп: пирĕн йăлтах пулать», — терĕ Олег Николаев. Вăл Шупашкар хулин çĕнĕ пуçлăхне сывлăх сыхлавĕн об˜екчĕсене ытларах хута яма, пуррине тата çĕнетме чĕнсе каларĕ. «Шкулсемпе садиксене тимлĕх уйăратпăр. Больницăсемпе поликлиникăсем пирки, шел те, сахал аса илетпĕр. Кăçал акă «Университет-2» микрорайонта пĕр амбулатори уçрăмăр. Ку кăна сахал. Çынсене вĕсем кирлĕ. Хăйсем пурăнакан вырăнтан аякра пулманни тата лайăхрах. Çакăн евĕрлĕ учрежденисене уçмаллах», — терĕ Олег Алексеевич. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Ене 2024 çулта 150 троллейбус илсе килессине тата Шупашкар хулинче авиаминтер пулассине пĕлтерчĕ: «Спонсорсем пулăшнипе питĕ интереслĕ проекта пурнăçа кĕртетпĕр. Авиаминтер пулăшнипе пирĕн спортсменсем çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ту çи йĕлтĕр спорчĕ енĕпе ăсталăхне аталантарма пултарĕç. Проекта пурнăçлама 2020 çулта Чăваш Республикине, çав шутра Шупашкара та, комплекслă майпа аталантарма тĕллев лартни пулăшрĕ. Инвесторсене кăсăклантарма пултартăмăр». Олег Николаев Шупашкар Чăваш Республикин сăн-сăпачĕ, Ĕç паттăрлăхĕн хули пулнине палăртрĕ. Çавна май производствăсене, социаллă сферăна, ытти об±екта аталантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тата халăха кирлине çирĕплетрĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Ятарлă çар операцийĕнче тăван сăмах питĕ хаклă

Çĕршыври ĕç-пуçа поэтсем асăрхамасăр хăварма пултараймаççĕ. Çут çанталăк улшăнăвĕ-и вăл, тĕнче шайĕнчи пăтăрмах-и — пĕтĕмпех поэт чĕри витĕр тухать. Халĕ Украинăра ятарлă çар операцийĕ иртет. Унта Чăваш Енре пурăнакансенчен нумайăшĕн тăванĕ, юлташĕ е пĕлĕшĕ хутшăнать. Çавăнпа вăл кашнинех пырса тивет тесен те тĕрĕс пулĕ.

Авă, Светлана Гордеева поэтăн, куçаруçăн тата ӳнерçĕн пĕртăванĕн ывăлĕ Валерий Мальцев та — çапăçу хирĕнче. Нумаях пулмасть ăна «Паттăрлăхшăн» медальпе чысланă. Светлана Денисовна вара — «Zа Победу! Çĕнтерӳшĕн!» кĕнекене хатĕрлекенсенчен пĕри. Нумай авторăн сăввисем кĕнĕ кăларăм валли вăл вырăсла хайлавсем пухса хатĕрленĕ. Чăвашла сăвăсемпе вара Галина Антонова /Матвеева/ çыравçă ĕçленĕ. Патриот туйăмĕллĕ сăвăсен пуххи Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă. «Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене халалланă сăвăсен пуххине пичетлесе кăларас шухăш 2022 çултах çуралнăччĕ. Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕ йĕркеленнĕренпе пĕлтĕр 100 çул çитнине уявлама пирĕн пата Раççей писателĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Николай Иванов килчĕ. Вăл пире Раççей писателĕсем кăларнă кĕнеке парнелесе хăварчĕ. Çав вăхăтрах ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен хăйсен тăван чĕлхипе çырнă кĕнекесене вулас килни çинчен чĕрене ыраттармалла каласа пачĕ. Вĕсем хаçат татăкĕсене хăйсен кĕсйисене чиксе çӳрени пирки пĕлтерчĕ. Кун хыççăн, паллах, эпир, çыравçăсем, шăпăрт ларма пултараймарăмăр. Правлени ларăвне пуçтарăнса чăваш салтакĕсене халалланă сăвăсене пичетлесе кăларма йышăнтăмăр. Пирĕн союзри писательсен 30 проценчĕ – вырăсла çыракансем. Çавăнпа ку кĕнекене икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла — кăлартăмăр. Мĕнле пулса тухнине вулакан хаклĕ», — терĕ ЧР Профессионал писательсен союзĕн ертӳçи Улькка Эльмен. Вулакан лайăх йышăнасси пирки вара, темшĕн, пачах иккĕленес килмест. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та кĕнекене ырларĕ. Çеç¬ пĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче йĕркеленĕ презентацие вăл мăшăрĕпе, ЧР Хĕрарăмсен союзĕн председателĕпе Наталья Николаевăпа килсе çитрĕ. Патриотизм сăввисен кĕнекине кăларас шухăшпа пырсан республика ертӳçи поэтсене тимлĕ итленĕ, пулăшма майсем тупнă. Патриот туйăмĕллĕ сăвăсене икĕ уйăхра пухса çитернĕ. Çапла вара кĕске вăхăтрах «Zа Победу! Çĕнтерӳшĕн!» сăвăсен пуххи 1 пин экземпляр тиражпа пичетленсе тухнă. — Çак кĕнекери чăвашла, вырăсла çырнă сăвăсем паянхи пулăмсене лайăх сăнлаççĕ, ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене хавхалантараççĕ, эпир пĕрле ĕçлеме пултарнине кăтартаççĕ, — терĕ Олег Алексеевич. Республика Пуçлăхĕ «Zа Победу! Çĕнтерӳшĕн!» кĕнекене пухса хатĕрлекенсене — Галина Антоновăпа Светлана Гордеевăна — Тав çырăвĕ тата илемлĕ чечек çыххи пачĕ. Кĕнекене 40 ытла авторăн хайлавĕ кĕнĕ. Вĕсен шутĕнче — çапăçу хирĕнче пĕртен-пĕр мăнукне çухатнă Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн, ывăлĕсене ятарлă çар операцийĕнчен кĕтекен Галина Кĕмĕлĕн, Александр Ильинăн, шăллĕшĕн пăшăрханса тăракан Владислав Николаевăн, юлташĕсемпе пĕлĕшĕсене çара ăсатнă Валерий Голевăн, Валентина Беловăн, Людмила Исаевăн, Лидия Кубашинăн тата ыттисен хайлавĕсем. Кĕнекен ум сăмахне вырăсла – Раççей Писательсен союзĕн председателĕ Николай Иванов, чăвашла Юрий Сементер çырнă. — Çак кĕнекене чун витĕр кăлартăмăр. Унта — пирĕн салтаксене ырă сунса çырнă ăшă сăмахсем. Вĕсем пĕлччĕр: эпир пĕрлех, пĕр стройрах тăратпăр», — терĕ Светлана Гордеева. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Чавса çывăх та...» темелле ан пултăр

Чăваш Енре çул çитменнисем наркотиксемпе çыхăннă преступленисем тăвасси ӳсни палăрать. Çакна ытларикун республикăра наркотиксемпе кĕрешекен комиссин ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче пăшăрханса палăртрĕç.

Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Наумов çул çитменнисемпе çыхăннă лару-тăру çивĕчленнине цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Кăçал Чăваш Енре çул çитменнисем асăннă йышши 11 преступлени тунă – иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен икĕ хут ытла нумайрах. Айăплисем – 8 çын. Вĕсем — Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар çамрăкĕсем. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта унашкалли пĕр çын кăна пулнă. Уйрăм тĕслĕхсемпе РФ Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн пĕрремĕш пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Максим Смирнов паллаштарчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 17 уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсен шутĕнче аслă юлташĕ 14 çулти ачана наркотик сутма явăçтарнă тĕслĕх те пур. Ӳкĕтлесе, укçапа илĕртсе тумхахлă çул çине тăратнă. Халĕ наркăмăш сарасси контактсăр майпа пулать, вăрттăн закладкăсене хурса… Çавăнпа хăрушлăх çук пек туйăннă-тăр — ача килĕшнĕ. Çийĕнчен çул çитменскер наркотикпа хăй те усă курма пуçланă. Максим Александрович ниçта та ĕçлемен тата вĕренмен çамрăксем криминалпа аппаланма пуçлас хăрушлăх пысăккине пусăм туса палăртрĕ. Çакна Д. тĕслĕхĕ çирĕплетет. Вăл маларах та киревсĕр ĕçсемпе палăрнă, 9-мĕш класс хыççăн вара малалла вĕренмен. Ĕçе те вырнаçман. Интернетра наркотик сутма сĕнекенсен пĕлтерĕвне асăрханă та — çак ĕçе пуçăннă. Е тата — 16-17 çулсенчи икĕ каччăпа 18-ти хĕр тунă преступленисем. Вĕсем наркотик сутнă виçĕ тĕслĕхе çирĕплетнĕ. Хĕр микрокредит организацийĕнчен кредит илсе парăма кĕнĕ. Интернетра наркотик сутма сĕнекенсене тупса вĕсемпе çыхăну йĕркеленĕ, çак ĕçе хайхи каччăсене те явăçтарнă. Колледж-техникумра вĕренекенскерсем занятисене час-часах сиктернĕ — вĕренес кăмăл пулман ĕнтĕ. Туссем наркотик сутнипе пĕрлех унпа хăйсем те усă курнă. Наркотиксемпе усă куракансенчен сутуçа çаврăннă тĕслĕх те пур — 18 тата 20 çулсенчи икĕ йĕкĕт тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç. Çак çамрăксем те техникумсенче вĕреннĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Максим Смирнов шăпах вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренӳ заведенийĕсем тĕлĕшпе тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ — унти ĕç-пуçа куçран вĕçертме юрамасть. Колледж-техникумра вĕренекенсем пăшăрханма ытларах сăлтав панине ачасемпе çамрăксене наркотик астивни тĕлĕшпе тест ыйтăвĕсене хуравлаттарни те çирĕплетет. Ыйтăм кăтартăвĕсемпе вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров паллаштарчĕ. Пин-пин ачапа çамрăка тĕрĕсленĕ — тест кăтартăвĕсем тăрăх наркотиксемпе усă куракансене, наркăмăш тыткăнне лекес хăрушлăхрисене тупса палăртнă. Йышлă мар, çапах унашкаллисем пур. Сисчĕвлентерекен тепĕр самант — ыйтăма хутшăнма хирĕççисем те чылаййăн иккен. Унашкаллисен шутĕнче вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренӳ заведенийĕсен çамрăкĕ нумай. Аслă вĕренӳ заведенийĕсен студенчĕсен хушшинче вара тата ытларах — ыйтăма явăçтарма палăртнă йышри 5 пин ытла çамрăкран 6% çапла тума хирĕçленĕ. Ытларах чухне ачасем, яшсемпе хĕрсем хăйсем мар, ашшĕ-амăшĕ хирĕçлет-мĕн. Вице-премьер — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов палăртнă тăрăх, «паян граждансем хут пĕлеççĕ — ачисем профилактика тĕллевлĕ çак ыйтăма хутшăнманни нимĕнле яваплăх та çуратманнине кура çапла тăваççĕ. Унашкаллисене общество организацийĕсем урлă е Улатăрти пек чиркӳ представителĕсене явăçтарса кăна витĕм кӳме пулать — саккунлă урăх майпа хистеймĕн». Республика прокурорĕн çумĕ Сергей Державин Чăваш Енре çынсем наркотиксемпе наркăмăшланнă тĕслĕх нумайланнин сăлтавĕсемпе кăсăкланнине хуравланă май та вăл чи малтан çакна палăртрĕ: «Тĕп инкек — ашшĕ-амăшĕ ачисене тĕрĕслессине хирĕçлени. Унтан — наркотик туянасси ансатланни, наркотик хакĕ чакни». Чăваш Енĕн «тĕп врачĕ» каланă тăрăх, мефедрона алкогольпе хутăштарни вилĕм патне илсе çитересси иккĕленӳсĕр. Шел те, паян çавнашкал тĕслĕх те сайра тееймĕн. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Депутатсем тĕрлĕ шухăшлă, çапах вĕсен тĕллевĕ пĕр

1994 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен пĕрремĕш суйлавĕ, çĕртме уйăхĕн 21-22-мĕшĕсенче унăн пĕрремĕш сессийĕ иртнĕ. 47 депутат «Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ çинчен» саккун йышăнса республика парламенчĕн право статусне çирĕплетнĕ. Вăл йĕркеленнĕренпе 30 çул çитнĕ май ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов «Хыпар» ыйтăвĕсене хуравлать.

— Халĕ Патшалăх Канашĕн çиччĕмĕш суйлаври 44 депутачĕ хăйĕн тивĕçĕсене тăрăшса пурнăçлать. Паянхи парламент çĕршыври ултă политика партийĕн — «Пĕрлĕхлĕ Раççей», «Тĕрĕслĕхлĕ Раççей» тата «Çĕнĕ çынсем» партисен, РФ Коммунистсен партийĕн, Раççейри Пенсионерсен тата РФ Либерал-демократсен партийĕсен — представителĕсенчен йĕркеленнĕ. Маларах кун пекки Патшалăх Канашĕн пĕр суйлавĕнче те пулман. Яланхи комитетсенче, сессире саккунсен проекчĕсене сӳтсе явнă чухне вĕсем тĕрлĕ шухăш калаççĕ, çапах тĕп саккунсене йышăнассишĕн пĕр тĕллев тытса сасăлаççĕ. Сăмахран, РФ Президенчĕ Владимир Путин Украинăра ятарлă çар операцийĕ ирттерме йышăну кăларсан пурте ун майлă пулчĕç, Чăваш Енре коронавирус сарăлсан медицина ĕçченĕсемпе пациентсене пулăшмалли çĕнĕ мерăсем йышăнассишĕн сасă пачĕç. Паянхи кун тĕлне çиччĕмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕ 28 сесси ирттерчĕ, республикăн 346 саккунне йышăнчĕ. Ĕç кăçал пĕлтĕрхинчен лайăхрах пырать.

— Депутатсем республикăн «анлă Правительствин» ĕçне хастар хутшăннине куратпăр.

— Унăн ларăвĕсенче республикăн экономикипе социаллă пурнăçне аталантармалли программăсене пурнăçлас тĕлĕшпе хамăр шухăша уççăн пĕлтеретпĕр. Унта Чăваш Ен тулашĕнчен те представительсем хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, Патшалăх Канашĕн паха опычĕпе РФ Халăх хуçалăхĕн академийĕн парламентарилĕх кафедрин ертӳçи паллашрĕ. Парламент çуллен йышăнма хатĕрленекен тĕп документ — республика бюджечĕ çинчен калакан саккун. Унăн проектне малтан «анлă Правительствăра» вице-премьерсемпе, министрсемпе, депутатсемпе пĕрле тишкеретпĕр, проекта улшăну кĕртетпĕр: статьясене укçа хушатпăр е унăн виçине пĕчĕклететпĕр. Ун хыççăн проекта ЧР Министрсен Кабинечĕ пăхса çирĕплетет те саккуна йышăнма Патшалăх Канашне ярса парать. Депутатсем ăна общество итлевĕсенче, кайран Патшалăх Канашĕн комитечĕсенче сӳтсе яваççĕ, сессире иккĕмĕш вулавпа йышăнаççĕ.

— Бюджет саккунĕн статйисене 2023 çулта улшăну икĕ хут кĕртсе экономикăпа социаллă ыйтусене татса памашкăн укçа хушма йышăннăччĕ. Кăçалхи бюджета та улшăну кĕртме планланă-и?

— Çапла. СВОна хутшăнакансемпе вĕсен ачисене пулăшасси çинчен калакан саккун проекчĕсем вĕсемпе тĕл пулса калаçнă хыççăн çуралчĕç. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин республикăри йышăну пӳлĕмне пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче СВОна хăйĕн ирĕкĕпе кайнă çамрăк, 5 ача ашшĕ, пычĕ. «Патшалăхран пулăшу кĕтсе илейĕпĕр-ши?» — ыйтрĕ вăл. Ун чухне çемйи пĕчĕк хваттерте пурăнатчĕ. Тĕлпулу хыççăн, 2023 çулхи раштав уйăхĕнче, СВОна хутшăнакансене, 5 ачаллă ашшĕсене, пурăнмалли вырăнпа чи малтан тивĕçтересси çинчен саккун йышăнтăмăр, 5 ачаллă ытти çемьен правине катертес мар тесе ăна пурнăçлама бюджетра хушма укçа 37 миллион тенкĕ тупрăмăр. Ыйтăва сӳтсе явнă чухне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пирĕн сĕнĕве ырларĕ. Çапла майпа республикăри нумай ачаллă 7 çемье хăтлă хваттер илме сертификат илчĕ. Йышăну пӳлĕмне пынă 5 ача ашшĕ республикăна раштав уйăхĕнче хваттер туянма таврăнчĕ, çемйине пулăшнăшăн тав турĕ. Иртнĕ сессире СВОра çапăçакансем, РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен тĕллевĕсене пурнăçламашкăн хăйсен ирĕкĕпе хутшăнасси пирки уйрăм çар компанийĕпе килĕшӳ çирĕплетнĕскерсем, пуç хунăран çемйисене укçа пĕр хутчен тӳлесси çинчен саккун йышăнтăмăр. Тӳлев 1 миллион тенкĕпе танлашать. Ăна маларах паман, малашне çĕршыври пысăк çухату тӳснĕ ытти çемье пекех илĕç. Ачасене шкул столовăйĕнче тӳлевсĕр апатлантармалли правăпа Раççей гвардийĕн, Шалти ĕçсен министерствин, Следстви комитечĕн сотрудникĕсен, СВОра ытти ятарлă задани пурнăçлакансен çемйисен те çар çыннисен ачисем евĕрех усă курмалла тесе шухăшлатпăр. Кунсăр пуçне çывăх вăхăтра Чăваш Енре çуралнă, чăваш полкне йĕркеличчен Раççейĕн çар тĕллевĕсене СВОра пурнăçлама республика тулашĕнчен кайнисене, вĕсен çемйисене çавнашкал çăмăллăх парассипе çыхăннă ыйтусене тишкерĕпĕр.

— Патшалăх Канашĕн депутачĕсем РФ Оборона министерствин хушăвне пурнăçласа пуç хунисене юлашки çула ăсатма хутшăннине, çемйисене тĕрлĕ енлĕн пулăшнине, СВО зонинчи регионсене гуманитари пулăшăвĕ ăсатма хутшăннине ырлатпăр.

— Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Виктор Горбунов тата Шупашкар депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Евгений Кадышев Донецк тата Торез хулисенче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин организацине йĕркелеме хутшăнчĕç. СВО зонинче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» çумĕнчи «Çамрăк гвардин» 80 ытла волонтерĕ пулса çынсен кулленхи ыйтăвĕсене татса пама пулăшрĕ, паянхи кун тĕлне пилотсăр авиацин «ГРОМ «Каскад» уйрăм бригадине пирĕн саккăрмĕш гвардеец тăшманпа çапăçма çырăнчĕ. Унта пĕрремĕш Андрей Шакулов, халĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин федерацин Атăлçи округĕнчи «Çамрăк гвардин» координаторĕ, РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсемпе килĕшӳ çирĕплетнĕ хыççăн хĕсметре тăчĕ. Зонăна тата 20 волонтер тухса кайма хатĕр. Унта сакăр хут пулнă Шакулов каланă тăрăх, пирĕн чаçсем пурăнмалли вырăнсене тăшманран ирĕке кăларсанах волонтерсем тавра ракета е снаряд çурăлнине пăхмасăрах çынсем патне кирлĕ тавар, чи малтанах апат-çимĕç, илсе çитереççĕ. Улатăр хулин депутачĕ, вырăнти çамрăксен парламенчĕн ертӳçи те РФ Оборона министерствипе килĕшӳ çирĕплетсе çĕнĕ регионсене хӳтĕлеме кайрĕ, кăçалхи авăн-юпа уйăхĕсенче çуралнă хулине сывă таврăнасса кĕтетпĕр. Тата темиçе депутат хăйĕн тивĕçне СВОра пурнăçлать тата унта кайма хатĕрленет. Пирĕн çамрăксем — чăн-чăн патриотсем, çĕршыва тăшманран хӳтĕлессишĕн вут-çулăма кĕме хатĕр. Вĕсенчен аслăрах ентешĕмĕрсен çапăçури паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ пире пушшех мăнаçлантарать, çĕнтерме шанăç кӳрет. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Кĕрхисем шанăç кÿреççĕ

Çуркунне çанталăк аграрисене питех савăнтармарĕ, апла пулин те «Авангард» обществăн Çĕрпӳ округĕнчи «Çĕрпӳ беконĕ» филиалĕ тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене малтисен йышĕнче акса хăварчĕ.

Хушса акнă — Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Çĕрпӳ тăрăхĕсенче çурхи тĕш тырă культурисем ª3318 гектарº пĕлтĕрхи чухлех, çав шутра çурхи тулă — 705 га, урпа — 2613 га, акса хăвартăмăр. Кĕрхи культурăсем 2646 га, вĕсем тата çурхисем 5964 га йышăнаççĕ, — терĕ «Çĕрпӳ беконĕ» филиал директорĕ Юрий Федотов. — Кунсăр пуçне çĕре пулăхлатма, кантарма çуллен хура пусă хăваратпăр. Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен ăна кĕрхи тулă акма хатĕрлетпĕр. Филиалăн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕ тăватă округра 8159 га шутланать. Пĕтĕмĕшле илсен, кĕрхи культурăсем лайăх хĕл каçрĕç, вĕсене чир сиенлеймерĕ, аван çитĕнеççĕ. — Кăçал çурхисене акма агрегатсене уя ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче кăлартăмăр. Хĕвел куллен çĕре ăшăтса пăхнă тата çанталăк çĕрле сивĕтмен тĕк акана иртнĕ çулсенчи пекех çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне вĕçлеттĕмĕр, — калаçăва хутшăнчĕ тĕп агроном Алина Разумова. — Коллектив умне çавнашкал тĕллев лартнăччĕ. Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче пирĕн патра çумăр вăйлах çурĕ, çĕрле 4 градус таран сивĕ тăчĕ — маларах варăнтарнă тата çу уйăхĕн пуçламăшĕнче шăтнă калча пăртак шăнчĕ. Ĕнтĕркенĕскере çийĕнчех минерал удобренийĕпе апатлантартăмăр, ун хыççăн кăна вăй илме тытăнчĕ. Кĕрхисен калчине те кăштах тăм илчĕ. Халĕ аптăрамаççĕ, ашкăрсах çитĕнеççĕ. Çурхисен вегетацийĕ те çанталăк ăшăтсан çеç тапранчĕ. Шел те, кăçалхи çур аки вăраха тăсăлнипе палăрса юлчĕ, çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче кăна акса пĕтертĕмĕр. Кун пекки иртнĕ çулсенче пулманччĕ. Нумай çул чи лайăх кăтартусемпе палăрса тăракан «Çĕрпӳ беконĕ», республикăри ытти хуçалăхри пекех, малтан — техника кĕме пултаракан типсе çитнĕ лаптăксене, ун хыççăн каярахпа кушăрханисене акнă. Акана хăвăртлатассишĕн тăпра айлăмра пиçсе çитменрен çурхи культурăна хура пусăран 100 га касса илсе те варăнтарса пăхнă. Юрать, пусă çаврăнăшне нумай пăсман. Çав айлăмра çу уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче çеç акса хăварнăран вегетацийĕ каярах пуçланнă. — Агрономин тĕш тырă культурисене акмалли нормативĕпе килĕшӳллĕн çу уйăхĕн иккĕмĕш çурринче акнисен тухăçĕ нӳрĕк саппасĕ сахалланса пынăçемĕн — куллен, çĕртме уйăхĕнче варăнтарнисен ытларах та пĕчĕкленет, — сăмахне тăсрĕ тĕп агроном. — Çу уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунĕнче аксан, агротехнологие çирĕп пăхăнсан, минерал удобренийĕпе апатлантарсан лайăх тухăç илес шанăç пысăкрах, иккĕмĕш çурринче е çĕртме уйăхĕнче варăнтарсан вăл кунсерен пĕчĕкленет. Калча çурхи нӳрĕкпе усă курса çу уйăхĕнче тымарне çирĕплеттĕр, çуллахи шăрăхчен çитĕнсе ĕлкĕртĕр, вăйлантăр тесен мĕнле те пулин маларах акса хăвармалла. Калăпăр, хĕвел калчана çу уйăхĕнче çĕртмеринчен усă лайăхрах кӳрет, çу уйăхĕнче уншăн çутă кунĕсем те усăллăрах. Калча хăйне çитĕнме кирлĕ минерал удобренине тата нӳрĕке тăпраран çав уйăхра ытларах илсе юлать. Вăрман хĕрринчи уя юр хулăн лартнăран, çу уйăхĕн пуçламăшĕнче те унта тĕлĕ-тĕлĕпе шыв кӳлленсе тăнăран начар кĕрхи тулла 113 га çеç шута илтĕмĕр, унта çав культурăнах хушса акрăмăр. Хушнисем начар мар çитĕнеççĕ. Мĕн кулянтарать? Çурхи ĕçсене вĕçленĕ — савăнмалла çеç пек, анчах ертӳçе тата мĕн шухăшлаттарать? — Çанталăк шăрăх тăни. Сĕнтĕрвăрри округĕнче пирĕн хура пусă чылай, Канаш хулине каймалли çул айккинче те çĕр нумай. Вĕсенче çумăр эпир акса пĕтернĕренпе пĕрре те çумарĕ, — хуравларĕ Юрий Федотов. — Пирĕн таврара çеç пĕрĕхтернине куратпăр. Нӳрĕксĕр удобрени ирĕлменни паллă ĕнтĕ, апла тăк вăл калча тымарĕ патне те çитеймест. Тымар шайĕнчи нӳрĕк саппасĕ те пĕчĕкленсех пырать. Çу уйăхĕн пĕрремĕш çурринчи сивĕ çанталăк хресчене тырă акнăшăн, çут çанталăк чĕрĕлнĕшĕн савăнса ĕçлеме памарĕ, ака планĕ пăсăлнăшăн чун вĕчĕрхенчĕ. — Эсир каласа панинчен механизаторсен умне те йывăрлăх тухса тăнине ăнланса илтĕм. Камсем акрĕç? — Николай Ефремов, Константин Илларионов, Александр Миловидов, Александр Григорьев. Вĕсем патне вăрлăх Олег Егоров, Михаил Пудов, салтак аттине хывнă хыççăн филиалра ĕçлеме тытăннă Валерий Рыжов водительсем турттарчĕç. Механизаторсене дизтопливăпа Владимир Рыжов тивĕçтерчĕ. — «Çĕрпӳ беконĕнче» сыснан бекон ашне туса илнине республикăра пурте пĕлеççĕ. Кăçал пилĕк уйăх ытла ĕçлерĕмĕр. Производство калăпăшĕ, ӳт хушаслăх 2023 çулхи шайрах-и? — Унтан каялла чакмарăмăр. Сысна шучĕ кашни çулах пĕр пек, ăна пусма филиалран ытти чухнехинчен ытларах турттарнă чухне çеç йыш пăртак чакать. Пĕлтĕр 12 пин ытла тонна аш сутрăмăр, кăçал та унран кая мар вырнаçтарасшăн, — коллектив планĕпе паллаштарчĕ директор. — Тыр-пул мĕнле пуласси çĕртме-утă уйăхĕсенчен нумай килет. Çут çанталăк виçĕ-тăватă хут çумăр лайăх парсан тырă аванах пулĕ… — Эпир 2023 çулта культурăсене минерал удобренийĕпе апатлантарма — ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче, акма 11-мĕшĕнче уя тухнă, — терĕ Алина Разумова. — Пĕлтĕрхи çур аки питĕ ир пуçланнипе, пуш уйăхĕн вĕçĕнче уйра юр ирĕлсе пĕтнипе палăрса юлчĕ. Филиал иртнĕ çулсенче акма техникăна уя вăтамран ака уйăхĕн вĕçĕнче кăларнă. Чăн та, аграрисене майлă мар çанталăка пула кăçалхи çур аки пĕр уйăх ытлана тăсăлчĕ, иртнĕ çулсенче 10-14 кунра варăнтарса пĕтернĕ, акана çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне вĕçленĕ. Кăçалхи çуркунне юр пуш уйăхĕн вĕçĕнче ирĕлсе пĕтрĕ, анчах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр тĕлĕ-тĕлĕпе тĕрлĕ вăхăтра пулса çитрĕ. Паллах, çурхи ĕçсене кĕрхи культурăна, çуркунне акмалли лаптăксене сӳрелесе нӳрĕк тытса хăварнинчен пуçларăмăр. Агрегатсем малтан типсе çитнĕ лаптăкăн — 40% таран, кайран, тăпра пулса çитсен, унта таврăнса 60% акрĕç. Пĕтĕм çĕр пиçсе çитессе кĕтсен çӳллĕ вырăнта тăпра нӳрĕк çухатма пуçлать. Кĕтмерĕмĕр, малтан çӳлтине варăнтарса тухрăмăр. Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче çĕре нӳрĕк 21 миллиметр ӳкнĕ хыççăн агрегатсем акма лаптăка 3-4 кун кĕреймерĕç. Чылай уя тĕрлĕ вăхăтра акма тивнĕрен вырман тĕрлĕ тапхăрĕнче пухса кĕртме тивесси халех паллă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


«Атте пуç хунине пĕлсен анне урайне выртса йĕчĕ»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи историре тарăн йĕр хăварнă. Вăрçăччен е вăрçă вăхăтĕнче çуралнă ăрăва «вăрçă ачисем» теççĕ. Вĕсем фронтра пулман, юнлă вăрçă хирĕнче çапăçман, çапах та нуша чылай курнă, вилĕмрен аран-аран хăтăлнă. Хăшĕ-пĕри вара çăлăнайман — выçăпа вилнĕ. «Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех Çĕнтерӳ валли» лозунга вĕсем сас-хура тăрăх мар, пурнăçра туйса курнă. Тулли лавсем Йĕпреç районĕнчи пĕчĕк Çăкалăхран Аслă Арапуçне [ун чухне вăл район центрĕ пулнă] тухса кайнине ватă çынсем халĕ те астăваççĕ.

Фронта шурă лашапа кайрĕ Архив докуменчĕсем тăрăх, 1941 çул пуçламăшĕнче Çăкалăхра 84 çемье пурăннă. Фронта 85 çын тухса кайнă. Тăванĕсем 41 фронтовик-салтак пуç хунине пĕлтернĕ виç кĕтеслĕ конвертсем илнĕ. Сăмахран, Андреевсем фронта тăваттăн тухса кайнă, анчах иккĕшĕ çеç таврăнайнă. Вăрçă хирĕнче çемьерен иккĕн, виççĕн, тăваттăн выртса юлнисем те пур. Сăмахран, ашшĕ тата виçĕ ывăлĕ пурнăçран уйрăлнă. Çапла, ял-йыш йывăр çухатусем тӳснĕ. Эпĕ вулакансене асанне Римма Семенова çинчен каласа кăтартасшăн. Вăл 1937 çулта çуралнă. Вăрçă пуçланнă чухне 4 çулта пулнă. «Атте Федор Макаров 1904 çулта Шупашкар районĕнче кун çути курнă, — аса илет иртнине асанне. — 1927 çулта вĕсен çемйи, ашшĕ-амăшĕ тата 7 ачи, тин йĕркеленнĕ Çăкалăх ялне куçса кайнă. 1935 çулта аттепе анне çемье çавăрнă. Сăмах май, анне Агриппина Алексеевна 1912 çулта Шупашкар районĕнчи Паçпак ялĕнче çуралнă. Макаровсен пилĕк ывăлĕ те вĕреннĕ çынсем пулнă. Василий Макарович — летчик. Вăл пĕр çапăçура пуç хунă. Александр Макарович та фронтра пулнă, вăрçăран таврăннă, каярахпа парти должноçĕсенче тăрăшнă. Михаил Макарович финн, Тăван çĕршывăн Аслă тата яппун вăрçисенче пулнă. Каярахпа Патăрьел районĕнчи Ишлĕ тата хамăрăн, Çăкалăх, шкулĕсене тума хутшăннă. Федор Макарович, вăрçăччен Каçалти МТСра ертӳçĕре тăрăшнă. 1942 çулта вăл та фронта кайнă, аслă лейтенант пулнă. Вăрçăн пĕрремĕш кунне питĕ лайăх астăватăп. Пурте: «Вăрçă пуçланнă! Вăрçă пуçланнă!» — тесе кăшкăраççĕ, йĕреççĕ. Арçынсене кашни кунах фронта ăсатма тытăнчĕç. Аттене те черет çитрĕ. Ку хăрушă кун 1942 çулхи çулла пулса иртрĕ. Урам тулли çын. Эпир 2 çулти шăллăмпа Юрăпа, утиялпа чĕркеннĕскерпе, анне çумĕнче тăраттăмăр. Атте аллине шурă тутăр тытнă. Кашни патне пымассерен алă парать, сыв пуллашать. Пирĕн пата черет çитсен чăтаймарĕ, куççулĕ пăчăртанчĕ. Астăватăп: мана куççульпе йĕпеннĕ тутипе чуптурĕ, киле таврăнма шантарчĕ. Анчах таврăнаймарĕ… Хам пĕчĕк пулсан та атте пире пăрахса кайнине ăнкартăм эпĕ. Анчах нумайлăха е сахаллăха — ăнланаймарăм. Мĕншĕн тесен вăл малтан Аслă Арапуç районĕнче /Çăкалăхран 15 çухрăмра/, каярахпа Каçал районĕнче /Çăкалăхран 20 çухрăмра/ ĕçлерĕ. Райком ăçта янă — вăл унта тăрăшнă. Атте парти çынниччĕ, коммунистчĕ. Ăна шурă лашапа тăрантас уйăрса панăччĕ. Вăл унпа ĕçе, киле çӳретчĕ. Çак лашапах вăрçа кайрĕ. Вăрмана кĕрсе çухаличченех аллинчи шурă тутăрне вĕçтерсе пычĕ. Аннене питĕ йывăр пулчĕ. Вăрçă умĕн аттепе анне пушă çурт туяннăччĕ. Анчах стройка тума пуçăнаймарĕç — аттене повестка пачĕç. Кивĕ çуртра пĕчĕк ачасемпе пăрахса хăварнăшăн атте аннерен каçару ыйтрĕ, куççульленчĕ. Чăн та, çурт юхăнса çитнĕччĕ. Çумăр çунă вăхăтра маччаран шыв каятчĕ. Эпир типĕрех вырăна кайса тăраттăмăр. Хĕлле вара шăнса хытаттăмăр. Анне шăтăксене хуплама тăрăшатчĕ. Ял вăрман варринче ларнă пулсан та çĕнĕ çурт тума укçа-тенкĕ пулман. Çурт хăпартма питĕ йывăр пулнă. Анне çĕрлесерен йĕнине пĕрре мар илтнĕ эпир. Килте нумай ĕçленĕрен садике, шкула сиктерме тиветчĕ. Унсăр пуçне урана тăхăнма пушмак та çукчĕ. Шкула час-часах çӳрейменрен вулама та, çырма та пĕлместĕм. Анне хăех çăпата тума вĕренчĕ. Ăна пĕрмай тăхăннăран часах çĕтĕлетчĕ. Çавна май саплама тиветчĕ. Ĕç нумайччĕ: вăрмана вутă, утă хатĕрлеме каймаллаччĕ, пахчара ĕçлемеллеччĕ… Анне çутăлнă-çутăлман уй-хире тухса каятчĕ те çĕрле çеç таврăнатчĕ. Вăл апат хатĕрленĕ вăхăтра эпир, выçăскерсем, çывăрса каяттăмăр. «Ĕне валли утă çителĕклĕ хатĕрлемелле. Мĕншĕн тесен вăл пире тăрантаракан», — тетчĕ анне ялан. Выльăх апатне инçетри вăрманта хатĕрлеттĕмĕр. Пĕррехинче хĕлле анне вутă çуккине пĕлтерчĕ. Таврана каç сĕмĕ çапнăччĕ ĕнтĕ. Эпир шăллăмпа иксĕмĕр çуна илтĕмĕр те вăрмана кайрăмăр. Шартлама сивĕ. Вăрмана çитрĕмĕр те ăшăнас тĕллевпе пĕр-пĕринпе выляма тытăнтăмăр. Çав вăхăтра пирĕн пата аттен пиччĕшĕ Михаил Макарович пырса тăчĕ. Вăл пире хăрăк турат пуçтарма пулăшрĕ. Киле çитнĕ çĕре сĕм тĕттĕм пулчĕ. Питĕ хытă шăнтăмăр. Мĕншĕн тесен алса та, çăпата та çĕтĕк. Тӳрех кăмака çине хăпарса лартăмăр. Вăй-хал ăçтан тупнă-ши ун чухне? Ман шухăшпа, Çĕнтерĕве шанни пурăнма хăват панă пире. Эпир яланах выçăччĕ, çапах та пурăнас килетчĕ. Анне çемьене тăрантарма тăрăшатчĕ ялан. Тепĕр чухне çăкăр та, çĕр улми те пулман. Яшкана курăкран çеç пĕçернĕ вăхăт та пулнă. Выльăх апачĕлĕх çăнăхран салма тăватчĕ анне. Вăл чи тутли шутланатчĕ. Çуркунне пахчара курăк тухасса кĕтсе çеç тăраттăмăр. Ăна асăрхасан тӳрех татса çиеттĕмĕр. Пĕрремĕш чечексемшĕн кӳршĕ ачисемпе мĕн чухлĕ вăрçăнман пулĕ! Çавăн пекех уй-хире крахмал пуçтарма каяттăмăр. Ăна типĕтнĕ хыççăн пултăран ярса йăва пĕçернĕ. Мĕн тери тутлăччĕ вăл! Эх, пурнăç мĕн тери йывăрччĕ! Райком ĕçченĕсем яланах: «Фашистсене çапса аркатсан вăрçă чарăнĕ, салтаксем киле таврăнĕç, пурнăç та лайăхланĕ», — тетчĕç. Анчах çултан-çул йывăрланса пычĕ. <...>

Алиса СЕМЕНОВА Йĕпреç округĕ, Çăкалăх ялĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.