Асăрханакана Турă сыхлать
Çуллахи вăхăтра шкул ачисен уйрăмах асăрхануллă пулмалла — шăрăх çанталăка пула инкеке çакланасси те часах-çке.
Шăпах çакăн пирки асăрхаттарчĕç те шкул ачисене Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ĕçченĕсем «Пĕтĕм Раççейри хăрушсăрлăх эрни» акции вăхăтĕнче.
Уçă урока вĕсем Шупашкарти 7 тата 8-мĕш классемпе ирттерчĕç. Тытăмăн пресс-службин ертӳçи ачасене чрезвычайлă лару-тăрăва лексен мĕнле номерпе шăнкăравламаллине аса илтерчĕ: «01», «101» тата «112». «Çулăмран тарăр, анчах çăлавçăран ан пытанăр», — терĕ МЧС ĕçченĕ Павел Григоренко. Нумай хутлă çуртра пушар тухсан çăлав
çăсем киличчен алăк тавралла хушăксене йĕпе татăкпа хупламаллине те аса илтерчĕç, мĕншĕн тесен тĕтĕм çын пурнăçĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Хăвăра мĕнле тупмаллине пĕлтерме çăлав лужбин номерĕпе тӳрех шăнкăравламалла. Сергей Аршинов вара шыв хĕрринче инкеке çакланас мар тесен мĕнле йĕркене пăхăнмаллине аса илтерчĕ, тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. «Ятарласа уйăрнă вырăнта çеç шыва кĕме юрать. Кам та пулин путнине асăрхасан ăна эсир те пулăшаятăр — çавăн валли çыран хĕрринче ятарласа çăлав ункисем вырнаçтарнă», — аса илтерчĕ вăл. Хăрушсăрлăх йĕркине хăвăр та пăхăнăр, ыттисене те аса илтерĕр.