Комментировать

23 Мая, 2024

«Пирĕншĕн ку питĕ паха опыт пулчĕ»

Çак эрнере Шупашкарти «Бригантина» ача-пăча лагерĕнче «Хăрушсăрлăх шкулĕ» республика ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăна Раççей пушар хуралĕ йĕркеленнĕренпе 375 çул тата Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен «Хăрушсăрлăх шкулĕ» юхăмĕ 30 çул çитнине халалларĕç.

Ăмăртăва çулсерен Раççей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕ Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин регионти уйрăмĕпе тата ЧР Вĕрентӳ министерствипе пĕрле йĕркелет. Ăмăртăва Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти шкулсенчен 15 команда килсе çитрĕ. Вĕсем тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухрĕç: пушар эстафети, чăрмавсене парăнтармалли тупăшу, гражданла хӳтĕлев...

Паянхи кун «Хăрушсăрлăх шкулĕ» юхăм çĕршыври 8-18 çулсенчи 200 пин ытла çамрăка пĕрлештерет. Вĕсем пулăшу пама тата çын пурнăçне çăлма вĕренеççĕ. Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ В.И.Уруков ячĕллĕ 2-мĕш шкулта вĕренекенсем малти вырăна тухаймарĕç пулин те вĕсемшĕн мероприяти усăллă пулнине палăртрĕç. Команда тепĕр çул вăйлăрах хатĕрленсе килессине пĕлтерчĕ. Ачасене ăмăртăва ОБЖ преподавателĕ Наталья Большакова хатĕрленĕ. «Çак ăмăртăва хутшăничченех эпир урăх класпа «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисене хатĕрлентĕмĕр, çавăнпа вăхăт та хĕсĕкрехчĕ. Апла пулин те пирĕншĕн ку питĕ паха опыт пулчĕ», — кăмăлне уçрĕ Наталья Геннадьевна.

«Ăмăртусене Анна Никишина ертсе пынипе хатĕрлентĕмĕр. Командăна «Спасатели» ят патăмăр. Унта — 6-мĕш, 7-мĕш, 8-мĕш, 9-мĕш классенче вĕренекенсем. Çак йышпах «Зарница» тата Орленок» вăййисене хутшăнтăмăр. Республика шайĕнче 2-мĕш вырăн йышăнтăмăр», — каласа пачĕ Шупашкарти 57-мĕш шкулта вĕренекен Ольга Калашникова. Пĕрремĕш вырăна Шупашкарти 37-мĕш шкулпа Çĕнĕ Шупашкарти кадет лицейĕ йышăнчĕç. Иккĕмĕшне Шупашкарти 47-мĕш тата Çĕнĕ Шупашкарти 5-мĕш шкулсем тивĕçрĕç. Виççĕмĕш вырăна Шупашкарти 59- мĕш тата Çĕнĕ Шупашкарти 22-мĕш шкулсем тухрĕç. Çĕнтерӳçĕсем çĕртме уйăхĕнче Мордва Республикинче регионсен хушшинче иртекен ăмăртура республика чысне хӳтĕлĕç.

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.