Комментировать

11 Окт, 2014

Туслăха çирĕплетнĕшĕн - Туслăх орденĕ

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум вăхăтĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин пĕтĕм тĕнчери спорт организацийĕсен ертÿçисемпе курнăçнă. Тĕл пулура Владимир Владимирович Пĕтĕм тĕнчери студентсен спорчĕн федерацийĕн президентне, Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕн членне Клод-Луи Галльена Туслăх орденĕпе чысланă. Владимир Путин ăна Раççейри ачасемпе çамрăксен спортне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн, Хусанти Универсиадăна йĕркелеме пулăшнăшăн тав тунă.

Туслăх орденĕпе Раççей тата ют çĕр-шывсен гражданĕсене халăхсен хушшинчи çураçупа туслăха, ĕçтешлĕхе çирĕплетессипе, пĕр-пĕрин культурине çывăхлатса пуянлатассипе çыхăннă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн наградăлаççĕ.

 

К.ВОЛКОВ.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.