Хыпар 57-58 (28233-28234) №№ 31.05.2024
«Сцена çине тухасси – чун апачĕ»
Куракан умне аллă виçĕ çул каялла тăхăннă çар тумĕпе тухать вăл. Патриотизмпа çыхăннă юрăсене чунран шăрантарни çакăнта та курăнать. Каччă чухне Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланине пурнăçĕн пĕр пайĕ тесе ĕнентерет. Шупашкарти «Нарспи» ансамбльте юрлакан Николай Фролов çак уйăхра 75 çул тултарчĕ.
«Сăмса ан каçăрт, мĕскĕн ан пул»
— Патăрьел районĕнчи Шăхач ялĕнче сакăр ачаллă çемьере çуралса ÿсрĕм. Эпĕ асличчĕ. Атте Николай Иванович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнсан аннепе, Турхан ялĕнчи Евгения Ивановнăпа, çемье çавăрнă. Вăл фронта 1943 çулта тухса кайнă, тăватă çултан кăна таврăннă. Вăрçăра снайпер пулнă. III Беларуç фронтĕнче çапăçнă. Виçĕ хутчен аманнă. Унăн награда нумайччĕ: Хĕрлĕ Çăлтăр, III степень Мухтав, Тăван çĕршыв вăрçин II степень орденĕсем, «Паттăрлăхшăн», «Çарти хăюлăхшăн» медальсем. Анне вăрçă вăхăтĕнче Улатăр тăрăхĕнче окоп чавма хутшăннă. Кÿршĕ хĕрарăмĕ пирĕн пата ларма каçатчĕ те терт-нушаллă вăхăта час-часах аса илсе калаçатчĕç. Çав вăхăтра супăнь таврашĕ те çителĕклĕ пулман ĕнтĕ. Окоп чавнă çĕртен анне юлташĕпе пĕрле ыйтмасăрах киле мунча кĕме таврăннă. Тепĕр кунхинех вĕсене илме килсе тăнă. Кукаçи окоп чавакансем валли колхоз çăкăрне турттарнă. Хĕрне, манăн аннене, вăрттăн пĕр çăкăр парса хăварнă, — калаçăва пуçларĕ Николай Николаевич. — Пирĕн тăрăхра вăрманлă вырăнсем. Эпир час-часах унта çÿреттĕмĕр. Кĕпçе нумай çисе ÿсрĕмĕр. Ытларах çĕр улмирен апат хатĕрленĕ. Çăкăр çителĕклĕ пулман. Пĕр çулхине çĕр улми кăларса пĕтертĕмĕр те анне тем ыратнине каларĕ. Унăн пилĕк тытнă иккен, çавăн чухнех ача çуратрĕ. Ĕлĕкхи хĕрарăмăн чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнетĕп. Анне Мăнкун тĕлне сакăр ачи валли йĕппе çиппе кĕпе çĕлесе хатĕрлетчĕ. Пирĕншĕн пысăк уявччĕ ун чухне. Атте пирĕн валли нихăçан та резина атă туянман, вăл урана шăнтать тетчĕ, гирза илсе паратчĕ. Юрра юратасси Николай Фроловăн ача чухнех çуралнă. Ашшĕ ун валли купăс та туянса панă. Вăрçă ветеранĕ хăй те юрлама ăста пулнă, вăл ытларах вăрçă юррисене аса илнĕ. Ахăртнех, тискер самана чунĕнче ĕмĕрлĕх суран хăварнă. Ашшĕн пултарулăхĕ ывăлне куçнă. Николай Фролов аса илнĕ тăрăх, музыка урокĕсене вăл чăтăмсăррăн кĕтнĕ, ялан «пиллĕк» илнĕ. Сакăр класс хыççăн вара юлташĕсемпе Оренбург облаçне тракториста вĕренме кайнă. <...>
Елена ЛУКИНА
Юлия МЕЛЬНИК: Çемье маншăн – пĕрремĕш вырăнта
Пулать вĕт-ха çапла: хăшĕ-пĕри паян — çĕвĕç, ыран – лавккаçă, тата тем вăхăтрах — повар. Профессие улăштарасси ним те мар тейĕн. Паллах, ун пек тума — кашнин хăйĕн сăлтавĕ. Анчах Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Юлия Мельник пĕр суйланă ĕçе улăштаракансен йышĕнчен мар. Чăваш патшалăх пукане театрне вăл 38 çул каялла пырса кĕнĕ те — паянхи кун та пуканесене выляттарса ачасене савăнтарать. Ку таранччен мĕн чухлĕ сăнар калăпламан пулĕ вăл! Кăçал вара Юлия Леонидовна Укахви кинемей сăнарĕпе Мускаври ВДНХна «Раççей» курав-форума çитсе килчĕ. Паллă актриса «Хыпар» вулаканĕсене хăйĕншĕн хаклă çичĕ сăн ÿкерчĕкпе паллаштарма кăмăл турĕ.
Певцов. Кăçал Мускавра ВДНХра иртекен «Раççей» куравфорума хутшăнтăм. Унта эпĕ Укахви сăнарĕпе кайрăм. Ултă кун пултăм курав-форумра. Çак вăхăтра пире ытти регион стенчĕсенче ĕçлекенсем палласа çитрĕç. «Ой, Укахви кинемей килчĕ», — тесе кĕтсе илетчĕç. Пурте калаçаççĕ, пырса сăн ÿкерĕнеççĕ. Çавăн чухне куртăмăр та эпир ăна — Раççейри паллă актера Дмитрий Певцова. Питĕ васкатчĕ вăл. «Ой, сирĕнпе сăн ÿкерĕнме юрать-и? Эпĕ Укахви кинемей, Чăваш Енрен», — тесе пытăм хамăн сăнарăмпа. Дмитрий Певцов чарăнса тăчĕ, «Юрать», — терĕ. Укахвин аллине тытса сывлăх сунчĕ. Пĕр-икĕ сăмах калаçса илтĕмĕр çавăн пек. <...>
Лариса ПЕТРОВА
♦ ♦ ♦
Укçаллă çыравçăн хисепĕ пысăк
Ĕпхÿре иртнĕ «Китап-Байрама» 173 пин ытла çын хутшăнчĕ
Пушкăртстан правительстви кăçалхи çу уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче пĕтĕм тĕнче шайĕнче «Китап-Байрам» ятпа фестиваль ирттерме 60 миллион тенкĕ уйăрнă. Çавна май кĕнеке уявне чăннипех пысăк шайра йĕркеленине хам куçпа курса ĕнентĕм. Унта мана випхăнасен йышĕнче Пушкăртстан çыравçисен пĕрлĕхĕн председателĕ Айгиз Баймухаметов йыхравларĕ.
Вулакансем пĕлеççĕ
Айгиз Баймухаметов писателĕн ятне чăвашла вулама юратакансем те питĕ лайăх пĕлеççĕ. Унăн «Ан пăрах, анне!», «Юмахсăр ачалăх», «Урам ачисем» кĕнекисене кĕнĕ калавсемпе повеçсене малтан «Çамрăксен хаçатне» çырăнса илекенсем вуларĕç, унтан ку хайлавсем «Тăван Атăл» журналта кун çути курчĕç. Чăваш кĕнеке издательстви вара «Ан пăрах, анне!» кĕнекене — уйрăммăн, «Юмахсăр ачалăх», «Урам ачисем» кĕнекесене пĕрлештерсе пичетлерĕ. Ахальтен мар! Айгиз Баймухаметов тĕрлĕ халăх çыравçи пулса тăчĕ. Унăн произведенийĕсене паянхи кун вырăсла, белорусла, якутла, тутарла, кăркăсла, азербайджанла, турккăлла тата ытти вун-вун чĕлхепе вулама май пур. Казахстанра кăна унăн пĕрремĕш кĕнекине темиçе ăстрăмпа пурĕ пĕрле 40 пин экземпляр кăларнă. Айгиз Баймухаметовăн кĕнекисен пĕтĕмĕшле тиражĕ мĕн чухлĕ-ши? Кун пирки хальхинче тĕл пулсан хăйĕнчен ыйтрăм. «Тĕрĕс шутне хам пĕлместĕп, туссем ятарласа шутланă та — 200 пин ытла экземпляр иккен», — терĕ Айгиз Гиззатович. Пултаруллă çыравçа, драматурга /унăн повеçне тĕпе хурса сцена çине кăларнă «Ĕмĕтсем патне» драмăна тата «Кредитла илнĕ арăм» камитне вун-вун театрăн репертуарне кĕртнĕ/ пĕтĕм тĕнче хисепленĕрен икĕ çула яхăн каялла Пушкăртстан çыравçисен союзĕн председательне çирĕплетрĕç. Унсăр пуçне ăна Пушкăрт Республикин Саккун кăларакан пухăвĕн — Курултайăн депутатне суйларĕç. Çав вăхăтрах вăл унчченех йышăннă «Шонкар» журналăн тĕп редакторĕн должноçне те сыхласа хăварчĕ.
Вун-вун проект авторĕ
Айгиз Гиззатович — вун-вун проект авторĕ. Вăл хăй те ларатăра пĕлмест, вырăнти писательсемпе поэтсене те вăхăта сая яма памасть. Акă, сăмахран, республикăра пушкăртла тата тутарла çыракан çамрăк авторсене тупса палăртма ятарласа конкурс йĕркелерĕ. Унта тĕрлĕ номинацире — проза, поэзи, драматурги — çĕнтернисене укçан преми пачĕç. Конкурсăн фончĕ 1 миллион та 500 пин тенкĕпе танлашнă. Пултарулăх тупăшăвĕ 50 ытла çĕнĕ автора тупса палăртма май панă. Вăхăт нумай та иртмерĕ — ятарлă çар операцийĕ пынă май патриотизм темипе çыракан авторсене хавхалантарма «Самана сасси» конкурс пуçарчĕ. Вунă çĕнтерÿçе 100-150- шар пин тенкĕ пачĕç. Хайхи конкурса пуш уйăхĕн вĕçĕнче пĕтĕмлетнĕччĕ кăна, «Китап-Байрам» фестивальте вара пĕрремĕш кĕнекин презентацине ирттерчĕç те. Унта Лариса Абдуллинăн поэмисемпе сăввисем кĕнĕ. Тепĕр тăхăр çĕнтерÿçĕн тăхăр кĕнеки вара çулталăк вĕçлениччен кун çути курĕ. <...>
Дмитрий МОИСЕЕВ
Калаçтарать, тавлаштарать… юрату
Çуркунне пĕтĕм çут тĕнче вăранать, йывăç-курăк чĕрĕлет. Этем чĕринче тĕлĕрекен-тĕлкĕшекен ĕмĕт-шанăç та çĕнĕрен йăл илет. Хĕвел хĕртсе пăхнă, тавралла кайăксем чĕвĕлтетнĕ чухне тунсăхлă çÿреме йывăртарах, кирлĕ те мар. Çу уйăхĕнчи çакăн пек илемлĕ кунсенчен пĕринче «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем Чăваш Республикин Наци библиотекине ахальтен мар «Чĕре тĕпĕнчи туйăм» кăларăма пăхса тухма пуçтарăнчĕç. Унта шăпах юрату темипе çырнă хайлавсем кĕнĕ. Вăл 2023 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă.
Тĕлпулу поэтсемпе прозаиксене, библиотекарьсемпе журналистсене, редакторсемпе вĕрентекенсене пĕрлештерчĕ. Чи малтанах Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова /Васильева/ çыравçă кăларăма пухса хатĕрлени çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. 2019 çулта тухнă «Кĕтмен юрату» сборник кĕске вăхăтра саланса пĕтнĕрен вăл тĕп редакторпа канашласа çакăн евĕрлĕ тепĕр кĕнеке кăларма шут тытнă. Хальхинче те арçын тата пике çыравçăсен произведенийĕсене кĕртме палăртса ĕçе пуçăннă. «Хайлавсене тĕп сăнарсен ÿсĕмне кура вырнаçтарса тухнă. Константин Малышевăн «Татман чечек» калавĕнче тĕпре – аслă класра вĕренекен ачасем; Татьяна Ишмуратовăн, Ольга Рубцовăн тата Дмитрий Моисеевăн геройĕсем – студентсем; Ольга Австрийскаян, Владислав Николаевăн, Владимир Степановăн тата Ольга Васильевăн калавĕ-повеçĕнчи тĕп сăнарсем – ĕçлекен çамрăксем», – палăртрĕ Ольга Леонидовна. «Чĕре тĕпĕнчи туйăм» редакторĕ Ольга Иванова ал çырупа интересленсе паллашнине асăнчĕ. «Константин Малышевăн, Ольга Рубцовăн, Владимир Степановăн хайлавĕсем шÿтлĕ-тăрăхлавлă. Дмитрий Моисеевпа Ольга Васильева вара паянхи çивĕч ыйтусене хускатаççĕ, тарăн шухăша яраççĕ, пăшăрхантараççĕ. Татьяна Ишмуратовăн героини телейсĕр юратупа асапланать. Владислав Николаев уçă финалпа тĕлĕнтерет. Чи пĕлтерĕшли – ку произведенисем çĕнĕ пулни, авторсен кĕнекисенче унччен пичетленменни», – терĕ Ольга Михайловна. <...>
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
♦ ♦ ♦
Сакăр ачана ура çине пĕччен тăратнă
«Манăн кукамай Людмила Анатольевна сакăр ачана — тăватă хĕрпе тăватă ывăла — пурнăç парнеленĕ. Пĕлтĕр эпир «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» ордена илмешкĕн документсем хатĕрлерĕмĕр. Кукамай çак наградăна алла илессе чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Ордена кăçалхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче, Чăваш Республикин ĕçлев министрĕ Алена Елизарова парса чысларĕ. Шел, ăна кукамай мар, кĕçĕн хĕрĕ Марина Николаевна тухса илчĕ. Çывăх çыннăмăр виçĕ уйăх маларах пурнăçран уйрăлчĕ, чыслав самантне кĕтсе илеймерĕ», — пуçларĕ калаçăва Кристина Данилова.
36-рах мăшăрсăр юлнă
Çĕр-çĕр ачана пĕлÿ тĕнчине ертсе кайса пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă Людмила Павлова. Вăл Вăрмар тăрăхĕнчи Мăнçырма ялĕнчи шкулта 35 çул ĕçленĕ. Хăйĕн тĕпренчĕкĕсене те, вĕренекенĕсене те яланах ырă тумаллине вĕрентнĕ. «Çынлăха çухатмалла мар, йывăрлăха лекнисене яланах пулăшмалла», — мăнукĕсене те çапла каласа ÿстернĕ Людмила Анатольевна. — Вăй ăçтан тупатчĕ-ши тульккăш? Пире пĕрмай хавхалантарса тăратчĕ. «Хастар пулмалла, пур çĕре те хутшăнмалла», — тетчĕ. Вăл тăрăшнипех эпĕ 6-мĕш класрах «Чăваш пики» конкурса хутшăнма тытăнтăм. Хатĕрленме пулăшатчĕ, сăвă çыратчĕ, юрлама хăнăхтаратчĕ. Конкурса хутшăнма тум çук-и — туххăмрах тупатчĕ. Шкулта, районта иртнĕ конкурссенче çĕнтернĕ хыççăн эпĕ республика шайне тухрăм. Пĕр çулхине Шупашкара килнĕччĕ, «Чăваш пики» тупăшура пĕр номинацире палăртăм. Вăл кăна мар, республика тулашĕнче иртнĕ конкурсра та, Тутарстанра йĕркеленĕ «Уяв пикинче» çĕнтерме пултартăм, — каласа кăтартрĕ Людмила Павловăн мăнукĕ. Людмила Анатольевна йывăрлăха лекнĕ çынна алă тăсмалли пирки ытахальтен каламан-тăр — хăй те нушаллă ÿснĕ, çитĕнсен те пурнăçĕ çăмăл килмен. Вăл йышлă çемьере кун çути курнă, пĕртен-пĕр хĕр пулнă. Ашшĕ-амăшĕ ĕçе кайсан ăна хуçалăха шанса хăварнă. Çывăх çыннисем çĕре кĕнĕ хыççăн Людмила Анатольевна виçĕ шăллĕшĕн амăшĕ вырăнне юлнă. Ăна çаплах чĕннĕ вĕсем, «анне» тенĕ. <...>
Ирина КОШКИНА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...