Комментировать

11 Окт, 2014

«Çăлтăрлă çул»

Шупашкарти «Спартак» комплексăн «Çĕнĕ ăру» пăр катокĕнче конькипе эрешлесе ярăнакан ачасемпе çамрăксем валли СССР тата Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Виктор Кудрявцев тата Лиллехаммерта 1994 çулта иртнĕ Олимпиада чемпионĕ Алексей Урманов «Çăлтăрлă çул» программăпа килĕшÿллĕн икĕ кун ăсталăх класĕсем ирттерчĕç.

"Çăлтăрлă çул" программăна пирĕн çĕр-шывра 2011 çулта пурнăçа кĕртме пуçланă. Çак тапхăрта унта Раççей Федерацийĕн пĕтĕм округĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсенче ăсталăхне туптакансем хутшăнса курнă. "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум вăхăтĕнче çĕр-шыври паллă тренерсем ăсталăх класĕсем йĕркелессине, хăйсен çитĕнÿ вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарассине пĕлсен Шупашкарта пăр çинче конькипе эрешлесе ярăнакансем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те питĕ савăннă. Акă икĕ Полина - Плехановăпа Бахтина - заняти пуçланиччен чылай маларах çитсе тăнă. Ир-ирех тăрса ĕçе пуçăнасси пачах хăратмасть вĕсене, хĕр ачасем эрнере темиçе хут 6 сехет тĕлне тренировкăна килеççĕ-çке. 1,5 сехет ярăннă хыççăн шкула васкаççĕ. Полинăсем паллă тренерпа Олимп чемпионĕ ирттерекен ăсталăх класĕсене лекнĕрен телейлĕ. 1-мĕш класра ăс пухакан Антонина Пастухова ÿсĕмне кура /занятисене 2006 çулта çуралнисем тата аслăраххисем валли ирттерчĕç/ паллă çынсемпе юнашар ярăнаймарĕ, çапах вĕсем кăтартакан хăнăхтарусене, асăрхаттарусемпе сĕнÿсене питĕ тимлĕн сăнарĕ тата итлерĕ. Амăшĕ Марина тренерсем мĕн каланине видеопа ÿкерчĕ. Хĕрарăм хăй те конькипе ярăнма юратать, çамрăксен III разрядне хÿтĕленĕ хĕрне май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. «Виктор Кудрявцевпа Алексей Урмановăн кашни сăмахне тимлĕн итлерĕм, çĕннине нумай пĕлтĕм. Çакă маншăн хамшăн та кăсăклă», - терĕ Марина Пастухова.

Кĕçех 77 çул тултаракан Виктор Николаевич çулĕсене кура мар йăрă, халĕ те конькинчен уйрăлмасть, хусканусене техникăпа килĕшÿллĕн мĕнле тумаллине ăнлантарать, хăш-пĕр элемента хăй те кăтартать. Мĕн чухлĕ паллă спортсмен ăсталăхне ун патĕнче ÿстермен-ши. Тĕнчен пĕрремĕш чемпионне Сергей Волкова шăпах вăл çитĕнÿ çулĕ çине тăма пулăшнă. Алексей Урманов та хĕр ачасене чылай хускану вĕрентрĕ, пăр çинче эрешлесе ярăнакансен тăтăш тĕл пулакан йăнăшĕсенчен мĕнле хăтăлмаллине ăнлантарчĕ. «Пĕтĕмĕшле илсен ку ачасем япăх мар ярăнаççĕ, эппин, вĕсен тренерĕсем тĕрĕс çулпа пыраççĕ. Чăн та, техника тĕлĕшĕпе хăш-пĕр асăрхаттару пур. Хальхи вăхăтра Раççейĕн чылай регионĕнче пăр катокĕсем уçăлаççĕ, вĕсенче çамрăк фигуристсене хатĕрлемелли тытăм майĕпен вăй илме пуçлать - вăл Совет Союзĕн вăхăтĕнченпе çухалма тытăннăччĕ. Эпир халĕ ăсталăх класĕ ирттерекен пăр катокĕ «Çĕнĕ ăру» ятлă, манăн шухăшăмпа, çак ят хăйĕн пĕлтерĕшне туллин уçса парать», - терĕ Алексей.

Виктор Кудрявцев çулталăкĕпех ĕçлекен пăр катокĕ пурри республикăшăн лайăх пулнине, çапах спортăн çак тĕсĕ аталанса вăй илтĕр тесен тата нумай ĕçлемеллине палăртрĕ, «Пĕр хавхаланупа çеç малалла каяймăн, çавăнпа тренерсен канашне туса хумалла, унта команда кирлĕ. Ачасемпе харăсах темиçе тренерăн, хореографăн ĕçлемелле. Унсăр пуçне секципе çеç çырлахмалла мар, эрешлесе ярăнас енĕпе хальхи йышши шкул кирлĕ. Спортăн çак тĕсне кăмăллакансене тест витĕр кăларса чи лайăххисене суйласа илмелле».

В.Кудрявцев та, А.Урманов та Чăваш Енре - пĕрремĕш хут. Вĕсем иккĕшĕ те кунта хăйсене питĕ килĕшнине пĕлтерчĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.