Çамрăксен хаçачĕ 19 (6520) № 23.05.2024
«Мухтанине мар, критикленине ытларах хаклатăп»
Артем Сорокин 22 çулта кăна-ха, анчах вăл компанин тĕп директорĕ пулса тăма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Каччă командăпа пĕрле çывăхра иртекен кăсăклă пулăмсем пирки пĕлтерекен е интереслĕ вырăнсемпе паллаштаракан приложени шухăшласа кăларнă.
Медицинăна мар, журналистикăна суйланă
— Артем, малтанах эсĕ медицина пĕлĕвĕ илме ĕмĕтленнĕ. Халĕ вара журналист дипломне илме хатĕрленетĕн. Хăш вăхăтра шухăшу улшăннă санăн?
— Эпĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕренетĕп. Кăçал журналист дипломне илетĕп. Ăçта вĕренме кĕресси çинчен 9-мĕш класра шухăшлама пуçларăм. Малтанах пурнăçăма медицинăпа çыхăнтарас килетчĕ. Тăвансем те тухтăр яланах хисепре пулни пирки, вĕсен ĕç укçи те лайăххи çинчен калатчĕç. Стоматолог е фармацевт пулма шухăшлаттăм. Анчах 9-мĕш класс хыççăн вăйлах чирлесе кайрăм, Мускаври больницăра çулталăк выртрăм. Унта радиокружок ĕçлетчĕ. «Эхо Москвы» радиостанци ертӳçи Михаил Куницын шкул ачисене интервью илмелли мелсемпе паллаштарчĕ. Интереслĕ паллă çынсемпе тĕлпулусем иртрĕç. Шăпах çавăн чухне пурнăçăма çак тытăмпа çыхăнтарасси çинчен шутлама пуçларăм. Çитменнине тата çынсем манăн сасă килĕшнине пĕлтеретчĕç. 10-мĕш класра журналистика енĕпе вĕренме кĕрес тесе тăрăшсах экзаменсене хатĕрленме тытăнтăм. Мускаври тата Шупашкарти аслă вĕренӳ учрежденийĕсене тишкертĕм. Эпĕ — Мари Республикинчи Козьмодемьянск хулинчен. Шупашкар пирĕн патран инçех мар, çул çинче вăхăт ытла нумай иртмест. Çапла И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕмешкĕн заявлени çыртăм.
— Телефона лартмалли приложение епле майпа шухăшласа кăлартăн? Ăна пурнăçа кĕртме сана кам пулăшрĕ?
— Ют çĕршыв литературин историйĕн преподавателĕ Ирина Иванова занятисенче хамăрăн бизнеса аталантармалли майсем çинчен каласа паратчĕ. Пĕррехинче вăл «Стартап. Начало» акселераци программи шайĕнче пĕлĕве анлăлама май пурри çинчен каласа пачĕ. «Май пур чухне мĕншĕн хутшăнмалла мар-ха?» — тесе шухăшларăм эпĕ. Ытти студент та унта пуçтарăнчĕ. Тепрехинче пурте пĕрле пухăнса хамăрăн шухăшсемпе пайланма калаçса татăлтăмăр. Пĕрисем икĕ тĕслĕхпе паллаштарчĕç, теприсем — пĕррепе çеç. Манăн пуçра вара сакăр шухăш çуралчĕ. Вĕсенчен пĕри — мобильлĕ репортер. Çынсем хăйсем пурăнакан вырăнта мĕн пулса иртнине пĕлччĕр тесе — концерт пырать-и е авари пулнă-и — ятарлă приложени ĕçлеттерсе яма палăртнине пĕлтертĕм. Манăн шухăш ыттисен кăмăлне кайрĕ. Эпир ăна пĕрле лайăхлатма калаçса татăлтăмăр. Çав вăхăтрах унăн ятне те шухăшласа кăлартăмăр: «ЕЖ» (емкая жизнь) тесе палăртрăмăр.
— Хăвăн тавра пĕр шухăшлă çынсене мĕнле пухма пултартăн?
— 2022 çулхи кĕркунне эпир ĕçе пуçăнтăмăр та çав çулах пĕрремĕш грант çĕнсе илтĕмĕр. Пĕлтĕр «Студенческий стартап» конкурса хутшăнса 1 млн тенкĕлĕх гранта тивĕçрĕмĕр. Ку укçапа приложение хута ятăмăр, реклама тĕлĕшпе тăкакларăмăр. Грант условийĕсемпе килĕшӳллĕн, пирĕн хамăрăн компание официаллă майпа регистрацилемелле. Малтанхи йышра эпир 8-ăн пулнă, çав шутра — филологи уйрăмĕнчи 7 хĕр тата эпĕ. Хальхи вăхăтра проектпа 5 çын ĕçлет. Пирĕн командăра техника ертӳçи Иван Забурдаев, Егор Шаповалов дизайнер, Татьяна Сергеева администратор, Карина Хасанова SMM-менеджер пур. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Пурнăç тĕпĕнче пулса курнă çын эпĕ»
Ĕçкĕ ăна нимсĕр-мĕнсĕр, никамсăр хăварнă. Андрей Павлов хăй вăхăтĕнче «юлашки ĕçкĕç» пулнине пытармасть. Анчах вăл «симĕс çĕлен» тыткăнĕнчен хăтăлма пултарнă кăна мар, ăнăçлă бизнесмен пулса тăрса «хаяр шĕвек» тыткăнне лекнисене те пулăшать.
Çĕр каçма вырăн пурри — пысăк телей
«Эпĕ Шупашкарта кăнтăр районĕнче çуралнă. Ун чухне, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, унта сăнсăр çуртсем, йĕри-тавра ӳсĕрсем… Ку вырăн хăех çынсене лачакана туртать тейĕн. Ĕçкĕçсен хушшинче пурăнса йĕркеллĕ çын пулма майĕ те пулман-тăр. Манпа пĕр вăхăтра çитĕннисенчен халĕ пурăнакансене 2-3 çынна кăна пĕлетĕп, ĕçке пула пурте вилсе пĕтрĕç. Эпĕ те çав авăра «ăнăçлă» лекрĕм те аяларах та аяларах путса анса кайрăм. Çав вăхăта аса илсен ним лайăххи пирки те каламалли çук. Тĕрмене те темиçе хутчен лекрĕм, пурĕ 7 çул лартăм. Тĕрлĕ статьяпа — пуçтахла ĕçсем тунăшăн, çĕçĕ тытса çапăçнăшăн… Турра, шĕкĕр, никама та вĕлермен. Анне пурнăçран уйрăлчĕ, кайран — пичче. Вĕсене пытарма та килеймерĕм — кирпĕч шутларăм. Ним юлмиччен пĕтĕмпех сутса ĕçсе ятăм, çав шутра — хваттере те. Хамăн ята маничченех те ĕçнĕ. Документсене веçех çухатса пĕтернĕ. Пурнăçăн чи тĕпĕнче пулса курнă çын эпĕ. Пĕррехинче мана больницăран кăларса печĕç. «Кайса вил», — тенĕ пекех пулчĕ ку. Эпĕ вилме хатĕрленнĕччĕ ĕнтĕ. «Пĕтрĕм, ыран вăранмастăп», — тесе шухăшларăм. Нимĕнле шанчăк та, ним уççи-хуппи те çукчĕ. Вилни — маншăн пĕртенпĕр çăлăнăçчĕ. Анчах ир пулчĕ, эпĕ куçа уçрăм, кăнайман иккен. Хырăм выçать вĕт. Килсĕр-çуртсăр çынсене апат çитернĕ çĕре лекрĕм. Кунта Турă пирки калаçрĕç, вăл никама та пăрахмасть терĕç. Таçта, чун юлашкин тахăш кĕтесĕнче, пĕр чĕптĕм çынлăх тăрса юлнă пулинех. Вилеймерĕм пулсан малалла пурăнмалла, документсем тутарса ĕçлеме вырнаçмалла тесе шухăшларăм. Ман пек килсĕр-çуртсăр çынсене социаллă центр пулăшма пултарни пирки илтнĕччĕ. Ку патшалăх учрежденийĕ шутланать. Бомжсем унта пурăнаççĕ, вĕсене çи-пуçпа тивĕçтереççĕ, документсем туса параççĕ кăна мар, çĕнĕ пурнăç пуçлама та пулăшаççĕ. 2008 çулта унта килсен улшăнусем пулса иртрĕç: çĕр каçмалли вырăн пурри хăех пысăк телейччĕ. Кайран пурăнас кăмăл çуралчĕ. Çĕнĕрен пурăнма тытăнма кая юлманнине ăнлантăм. Çакăн патне утмалла кăна. Пĕрремĕш утăма тунăччĕ ĕнтĕ эпĕ. Унчченхи вăл — пурăнни мар, пĕтĕм вăй çĕр каçмалли вырăн, апат шырасах пĕтетчĕ. Центрта пурăннă хушăра документсем хатĕрлерĕç, вăхăтлăх пропискăна та тăратрĕç. Ĕç те тупса пачĕç мана. Чи пахи — эпĕ пĕтнĕ çын маррине ĕненме, ыранхи куна шанма пулăшрĕç. Ун чухне специалистра Ольга Владимировна ĕçлетчĕ. Шăпах вăл йывăр лару-тăрура путма памарĕ. Документсене алла илсен центрта тата кăштах пурăнтăм. Эпĕ — водитель, темĕн те тума пултаратăп. Хамăн ĕçе йĕркелесси, мĕн те пулин пуçтарса хута ярасси маншăн йывăр мар. Пуç аванах ĕçленĕ. Шăпах ун чухне мачча карасси, поликарбонат теплицăсем тĕлĕшпе республикăра бизнес аталанма тытăнчĕ. Центртан тухсан ăçта каймаллине, мĕн ĕçлемеллине пĕлтĕм. Мачча карас, теплицăсем туса сутассипе ĕçлеме тытăнтăм. Тупăш самаях пачĕ ку. Кĕске вăхăтра хваттер туянтăм. Вăл вăхăтра эпĕ Турра ĕненме пуçланăччĕ ĕнтĕ. Халĕ çак тема маншăн питĕ çывăх. Ĕçкĕпе кĕрешме вăй юлман чухне ку авăртан мана Турă çухаваран тытсах туртса кăларчĕ. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
«Салтакăн самантлăха та тимлĕхе çухатмалла мар»
«Паттăрсем хамăр хушăрах пур. Вĕсене курса ӳсекен арçын ачасем вĕсем пек пулма тăрăшаççĕ. Пирĕн йăхра çар çыннисем пулман. Эпĕ ӳснĕ вăхăтра ялта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсем пурччĕ-ха. Афган вăрçинче пулнă салтаксем те хамăр хушăраччĕ. Вĕсене кура мĕн ачаран çар çынни пулма ĕмĕтлентĕм. Урамра арçын ачасемпе «вăрçăлла» выляса ӳсрĕмĕр», — калаçăва пуçларĕ Руслан Валиуллин подполковник.
Чăваш салтакĕсен полкĕ
Кӳршĕ ялта çуралса ӳснĕ пулсан та эпĕ ăна хальччен палламанччĕ. Çынсем каласа панă тăрăх кăна ун пирки пĕлеттĕм. Кӳршĕ ялта çуралса ӳснĕ офицер ятарлă çар операцийĕнче питĕ йывăр аманнă, пурнăçпа вилĕм хушшинче тăрать, тухтăрсем ашшĕпе амăшне нимĕн те шантармаççĕ тенине илтнĕччĕ. Руслан Равилович таврăннă тенине илтсен ун патне киле, Патăрьел тăрăхĕнчи Тутар Тимеш ялне, çитме шутларăм. Мана кĕтсе илме унăн амăшĕ Фания Валиуллина тухрĕ. Ак тамаша! Ман умра пĕрле вĕреннĕ тантăшăм Фания Рахматуллина тăрать! Шкул пĕтернĕренпех пĕр-пĕрне курманччĕ эпир, эпĕ шăпах унăн ывăлĕ патне килетĕп тесе шутламан та. Çывăх тăвана кĕтсе илнĕ пекех тарават пулчĕç Валиуллинсем. Туçа тăрăхĕнче Тутар Тимеш ялĕпе Пĕчĕк Шăнкăртам пĕрлешсе пĕр пĕчĕк тутар ялĕ пулса тăнă. Руслан Валиуллин Тутар Тимеш ялĕнче 1986 çулта çуралнă, кӳршĕ Анат Туçа шкулĕнче вĕреннĕ. Аттестат илсен Хусанти Жуков орденĕ ячĕллĕ аслă танк команда училищине кĕнĕ. Çар училищине пĕтернĕ лейтенант 2007 çулта хăйĕн ĕçне Калининград хулинчи танк взвочĕн командирĕнчен пуçланă. Унтан рота, разведрота командирĕ пулнă. Каярахпа полк штаб командирĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. 2014 çулта вăл Украинăри Херсон енче пĕрремĕш хут çур çул командировкăра пулнă. Ун чухне пирĕн çарсем çĕршыв чиккинче террорла организацисене хирĕç операцисем ирттернĕ. 2017 çулта офицер Сирире командировкăра пулнă. Пĕрремĕш хут çавăнта аманнă вăл. «Ун чухнехи суран, хальхипе танлаштарсан, мĕн ĕнтĕ вăл? Госпитальте виçĕ уйăх сипленсен строя тăма пултартăм. Çав çулхине мана Калининградран Питĕр хулине куçарчĕç. Хĕвел анăç çар фрончĕн аслă офицерĕ пулса тăтăм», — аса илчĕ подполковник. СВОна епле майпа лекни çинчен ыйтсан акă мĕн каласа кăтартрĕ Руслан Валиуллин: «2020 çулта отставкăна кайрăм. Хусана килсе банка хурал службине ĕçе вырнаçрăм. 2022 çулхи кĕркунне тăван яла отпуска килтĕм. Шăпах ун чухне тулли мар мобилизаци пуçланчĕ. Мана Патăрьелти çар комиссариатне чĕнсе илчĕç те повестка пачĕç. Пĕр иккĕленмесĕрех çар ретне тăтăм. Пире Ульяновск хулине илсе кайрĕç. Унта 1251-мĕш чăваш полкĕ йĕркеленчĕ. Мана çак полкăн штаб пуçлăхне лартрĕç. 2022 çулхи юпа уйăхĕнче салтаксене СВОна ăсатма тытăнтăмăр. Эпĕ раштавăн 17-мĕшĕнче юлашки эшелонпа кайрăм. Пирĕн полкра пурте чăвашчĕ. Кайран артиллеристсен дивизине пирĕн пата хушрĕç. Вĕсен хушшинче чăвашсемсĕр пуçне марисем те, вырăссем те пурччĕ. Çавăнтанпа эпир ятарлă çар операцийĕнче. Эпир ытларах хӳтĕлев чиккисене тытса тăратпăр. Тăшман пирĕнтен 10-12 çухрăмра. Чăваш полкĕ маттур. Пире хамăрăн республика аванах пулăшать. Пирĕн пата темиçе хутчен те гуманитари пулăшăвĕ илсе çитерчĕç. Ырă кăмăллă çынсем пĕлтерĕшлĕ, пархатарлă ĕç тăваççĕ. 2023 çулта волонтерсем дронсемпе кĕрешмелли хатĕрсем, аманнисене илсе тухмалли машинăсем илсе килчĕç. Çав хатĕрпе персе антарнă пĕрремĕш дрона Республика Пуçлăхне Олег Николаева патăм. Музейра асăнмалăх упрантăр терĕм. Олег Алексеевич пирĕн полка темиçе хутчен пырса кайрĕ, ентешĕсен пурнăçĕпе интересленчĕ. Пирĕн полк Запорожье облаçĕнче тăрать. Тăшман снарячĕсем кашни кунах вĕçеççĕ». <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Çыннăн, тем каласан та, пурăнас килет»
Çу уйăхĕн 19-мĕшĕ — СПИДран вилнисене асăнмалли кун. Пирĕн республика ВИЧ-инфекци вăйлах сарăлман регион шутне кĕрет пулин те лару-тăру çивĕч. Çулталăк пуçланнă тĕле пирĕн республикăра ВИЧ-инфекциллĕ 3208 çын пурăннă. Пĕлтĕр 320 çĕнĕ пациента тупса палăртнă. Унчченхи çулпа танлаштарсан, ку кăтарту 10,5% ӳснĕ. ВИЧ пирки республикăри СПИД центрĕн врач-инфекционисчĕпе Ольга КОНДРАТЬЕВĂПА калаçрăмăр.
Йăлтах — анонимлă
— Ольга Борисовна, сăнран пăхсан çын ВИЧпа чирлине пĕлме пулать-и?
— Медицина пĕлĕвĕ илмен ахаль çынна кăна пĕлме йывăр. Пăхсан чылайăшĕ сывă курăнать, ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Ун пек çынсемпе нумай çул ĕçлесен сăнран пăхса палăртма пулать. Чун сисĕмлĕхĕ шайĕнче те çакна туятăн. Хăйсене пĕрешкелтерех тытнинчен те пĕлме пулать.
— ВИЧпа чирлине систерекен паллăсене калăр-ха?
— ОРВИпе час-часах чирлени, ӳт температури 2 эрне ытла пысăк тăни, вар витти пулни сисчĕвлентермелле. Юлашки тапхăрта çын хăвăрт начарланать. Пуçа минретекен япаласемпе ашкăнсан, хӳтĕленмесĕр ар çыхăнăвне кĕрсен çыннăн хăйĕнех анализ парасси пирки шухăшламалла. Çулталăкра 1 хутчен те пулин анализ памалла. Округсенчи поликлиникăсенче инфекционистсем пур. Вĕсем анализ илеççĕ, сĕнӳсем параççĕ.
— Çын хăйĕн ВИЧ пулнине пĕлмесĕр мĕн чухлĕ пурăнаять?
— Чылай, 10 çул таранах. Иммунитет хавшаса йывăр чирсем пуçланиччен ку инфекци хăйĕн пирки нимĕнле палăртмасан та пултарать — каварлăхĕ унăн çакăнта. Халĕ больницăсенче ВИЧ анализне малтанхи çулсенчи пек мар тăтăш илеççĕ. Чире ертнĕ хыççăн ăна тупса палăртиччен 1-2 çул иртет. Операцие каякансене, диспансеризацире те ВИЧинфекци анализĕ илеççĕ.
— Сирĕн патра пĕрремĕш прием мĕнле иртет?
— Тӳрех палăртам: пĕтĕмпех анонимлă. Чире мĕнле майпа ертме пултарни пирки тухтăр пĕтĕмпех ыйтса пĕлет, юлашки хут хăçан анализ панине тĕпчет. Нихăçан та больницăна килменнисем те пур.
— Ним пытармасăр калаççĕ-и?
— Пуринчен ытла хăйсем пирки сăмах сарăласран хăраççĕ. Информаци пирĕн пӳлĕмрен тухманнине пĕлтеретпĕр, вара веçех каласа параççĕ. Калаçу хыççăн сывлăха тĕрĕслеме тытăнатпăр, тĕрлĕ анализ партаратпăр. Диагноза эпидемиологи, клиника, лаборатори кăтартăвĕсем тăрăх лартаççĕ. Пирĕн СПИД центрта чире пĕрремĕш хут тупса палăртнă çынна инфекционист кăна пăхмасть. Фтизиатр патне яратпăр, мĕншĕн тесен ВИЧлисен хушшинче туберкулезпа чирлисем час-часах тĕл пулаççĕ. Кашни кунах дерматолог, акушер-гинеколог пациентсене йышăнаççĕ. Иммун тытăмне тата ыттине пĕрмаях тĕрĕслеççĕ. Ку вируспа кĕрешмелли сиплеве вăхăтра çырса пама пулăшать, СПИДа аталантарма чарать. Медицина психологĕ кашни çынпа уйрăммăн ĕçлет, пулăшу кӳрет. Пациентăн кăмăлĕ пулсан хăйĕнпе пĕр нушаллă çынсемпе çыхăну йĕркелеме пулăшать. Диагноз лартнинчен пуçласа пĕтĕм тапхăра чăтса ирттернĕ çынсемпе калаçни çăмăллăх кӳретех. Çывăх çынсем хавхалантарнинчен те нумай килет.
— Вĕсем те тĕрлĕрен йышăнаççĕ пуль-ха.
— Уйрăлакансем, пĕр-пĕрне айăплакансем пур. Чире тупса палăртнă пулсан çакна факт пек йышăнмалла, малалла пурăнмалла. ВИЧ — нихăçан та сипленмен вăраха кайнă чир. Ун пек чир пайтах: сахăр диабечĕ, гипертони… Эмелсем ĕçсе тăрсан чиперех пурăнма пулать. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Хăйăртан — паллă çынсен скульптурисем
Хăйăртан ăсталанă скульптурăсен фестивалĕ Шупашкарта 10 çул пулман. Кăçал тĕп хулан 555 çулхи юбилейĕ тĕлне тĕнче шайĕнче палăрнă Раççейри скульпторсем пире парне турĕç: Юхан шыв порчĕ умĕнчи лапамра хăйăртан шедеврсем ăсталарĕç. Ĕнертен унта курав ĕçлеме тытăнчĕ.
Чун хавалне çĕклеме
«Асамлă хăйăр» фестивале пуçараканĕ — ЧР художниксен союзĕн членĕ Андрей Молоков. Вăл чылай çул ĕнтĕ тĕрлĕ хулара, çĕршывра пăртан, хăйăртан скульптурăсем ăсталать. «Шупашкарта та çакăн пек илемлĕ курав йĕркелеме пулать вĕт. Кун пирки юлташсемпе калаçрăм. Вĕсем мана ăнланчĕç, хăйăр скульптурисен куравне уçма пулăшрĕç. Малтан 2011-2014 çулсенче ирттертĕмĕр ăна. Кăçалхи фестиваль — 5-мĕш, хăйне май пĕчĕк юбилей. Хальхинче те хамăн юлташсемпе — Евгений Прокопьевпа, Михаил Блиновпа, Эдуард Эверсковпа — сĕтел тавра пухăнтăмăр та Шупашкара çакăн пек илемлĕ проект кирлех тесе йышăнтăмăр, йĕркелӳ комитечĕ туса хутăмăр та ĕçе пикентĕмĕр. Ку — питĕ сайра тĕл пулакан фестиваль, Раççейри сахал хулара ирттереççĕ ăна», — палăртрĕ Андрей Молоков. Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче порт умĕнче ĕç вĕреме тытăннă. Кунта пысăк опытлă маçтăрсемпе пĕрле хăйăртан пĕрремĕш хут кӳлепе ăсталакансем те пур. Екатеринбургран, Красноярскран, Тюменьрен, Ижевскран, Санкт-Петербургран ăстасем килсе çитнĕ, Шупашкартан 4 скульптор тăрăшнă. Ку ĕç валли Атăл хăйăрĕ каймасть-мĕн, карьерти кирлĕ, вăл тăмлăрах. Ăна Мари Элтан 440 тонна кӳрсе килнĕ. Хăйăр таса, вĕтĕ, сарă. Маçтăрсем ăна питĕ кăмăлланă. «Эпĕ Вăрмар ентешлĕхĕн патриотизм ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайташĕ шутланатăп. СВО пуçланнăранпа хамăрăн салтаксене пулăшас тесе нумай ĕç пурнăçларăмăр. Фестиваль теми те патриотлăхпа çыхăннă — «Раççей историйĕ — сăнсенче». Пирĕн кунта Пĕрремĕш Петĕр, Суворов, Ушаков, Чапаев, Андриян Николаев… кӳлеписем пур. Халăхăн чун хавалне çĕклеме пулăшаççĕ вĕсем, çитĕнекен ăрушăн — тĕслĕх шайĕнчи паттăрсем», — терĕ Евгений Прокопьев. Красноярскран икĕ скульптор Сергей Асеевпа Дмитрий Бакламенко çитнĕ. Дмитрий — Шупашкарта 1-мĕш, Сергей — 3-мĕш хут. 63-ри Сергей Асеев хăйăртан скульптура тăвассипе — Европа, пăртан ăсталассипе тĕнче чемпионĕ. Вăл 20 çул ытла хăйăртан шедеврсем ăсталать. Вĕсемшĕн çумăр та, çил те хăрушă мар. Сергей Асеев ку фестивальте Пĕрремĕш Петĕр патшан кӳлепине ăсталанă. 15 композици хушшинче вăл — чи çӳлли, 4 метр. «Тата çӳллĕрех пулмаллаччĕ. Эпĕ ĕçе тытăннăччĕ ĕнтĕ. Анчах хăйăр начартарах пусăрăннă пулмалла, çуркаланса ӳкрĕ. Çавна май пĕр кун çухатрăм», — хăш-пĕр самантпа паллаштарчĕ скульптор. Шупашкарти ӳнер музейĕн ĕçченĕ Анна Мартынова — тăмран, гипсран портретсем ăсталакан маçтăр. Ку фестивальччен хăйăрпа ĕçлесе курман. «Эпĕ ача-пăча кĕтесĕнчи «Чебурашкăпа унăн тусĕсем» композици ăсталарăм. Материала хăнăхиччен кăна йывăртарах. Шапокляк — вăл хăй кутăнрах сăнар та унăн шлепкине ăсталассипе пăтăрмахсем пулчĕç: йăтăнса анчĕ. Инçех пурăнмастăп та çемье килсе хавхалантарчĕ. <...>
Алина ИЛЬИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...