ВДНХра – Шупашкар кунĕсем
Ку эрнере Пĕтĕм тĕнчери «Раççей» курав-форумра Шупашкар хулин кунĕсем пуçланнă. Чăваш Республикин илемлĕ экспозицийĕн хăнисене тĕп хулан 555 çулне халалланă стенд кĕтсе илет.
Чăваш халăхĕ ĕмĕртен тараватлăхпа палăрса тăнă, пысăк уявсене кĕреке тулли хăна пухса шавлăн паллă тума хăнăхнă. ВДНХн 75-мĕш павильонне пыракансем «Уяв» ансамбль артисчĕсен хаваслă сассине илтсен Чăваш Ен стенчĕ патне çывхармасăр чăтаймарĕç. Чăваш юрри-кĕвви чи вăтанчăк çынсене те ирĕксĕртен ташлаттарчĕ.
Кураври Шупашкар кунĕсене тĕп хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Доброхотов уçрĕ. Вăл Пĕтĕм тĕнчери форумра республикăн тĕп хули хăйне пур енлĕн кăтартма хатĕррине, çапла майпа хăнасен унпа çывăхрах паллашма майсем ытларах пулассине пĕлтерчĕ. Шупашкарăн вара кăтартмалли, чăннипех те, нумай.
Тĕслĕхрен, курав хăнисене «Шупашкара çитсе кур» артоб±ект уйрăмах илĕртет. Алăкран кĕрсен кăçал юбилейне паллă тăвакан тĕп хулана экскурсие лекетĕн. Шупашкар хулин истори страницисене пĕрин хыççăн теприне уçнă май Аслă Атăл мăнаçлăхне туйса илетĕн, чăваш халăхĕн апат-çимĕçне хатĕрлеме вĕренетĕн, Шупашкарăн мухтавлă çыннисемпе паллашатăн…
Чăваш Енри пултаруллă программистсем курав хăнисене ĕмĕр асăнмалăх кăмăл-туйăм парнелеççĕ. Тĕлĕнтермĕш нейросетьсем пулăшнипе кашниех Василий Чапаева тата Иван Яковлева ыйтусем пама пултарать. Нейроголограмма хăвăрт хурав тупать, калаçăва ăнăçлă сыпăнтарса пырать.
Чăваш Ен пирки мĕн пĕлетĕн? Çакна викторинăра тĕрĕслеме пулать. Тĕлĕнмелле те, Мускавра тата Раççейĕн ытти регионĕнче пурăнакансем тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухаççĕ. Кашниех парнене — тăван хулана юратса ăсталанă открыткăна — тивĕçеççĕ. Аслисем те, ачасем те тĕрлеме вĕрентекен ăсталăх класне хаваспах хутшăнаççĕ. Курав-форум республикăн культурине тата йăли-йĕркине кăтартнисĕр пуçне Шупашкар хулин аталанăвĕн кăсăклă концепцийĕсемпе паллашма та май парать. Филипп Якубчук архитектор урбанист экспозицин хисеплĕ хăни пулса тăчĕ. Вăл Мускав çыранне, Хĕрлĕ тÿреме хăтлăлатмалли проектсене хатĕрленĕ.
Филипп Якубчук палăртнă тăрăх, Чăваш Енĕн тĕп хулин аталану майĕсем пысăккине, унăн опытне анлăрах сарма тăрăшмаллине каларĕ, Шупашкар— Атăл хĕрринчи симĕс хула, вăл туризма аталантарма ăнăçлă вырăн пулнине палăртрĕ.
Курав хăнисем çавăн пекех сĕтел çи вăййисене те хутшăнаççĕ. Çакăн евĕрлĕ интерактивсем шухăшлава аталантараççĕ, вăйлатаççĕ. «Курава час-часах килетĕп. Чăваш Енĕн тĕп хулин Шупашкарăн пуян историйĕпе тата хăйне евĕрлĕ культурипе паллашма тÿр килнĕшĕн питĕ савăнатăп. Илемлĕ экспозици мана çула тухма хистерĕ. Меллĕ самантпа усă курса тĕп хулана тата унта пурăнакансене Шупашкарăн 555 çулхи юбилейĕпе саламлатăп, ăнăçу, телей, ырлăх сунатăп», — терĕ Мускавра пурăнакан Алексей.