Комментировать

16 Мая, 2024

Çамрăксен хаçачĕ 18 (6519) № 16.05.2024

«Шырав ĕçĕ пирĕн ĕмĕре те çитĕ»

ÇУЛСЕРЕН ÇĔНТЕРŸ КУНĔ УМĔН НИКОЛАЙ МЯСНИКОВ ШЫРАВÇĂСЕН ОТРЯЧĔПЕ «АСТĂВĂМ ВАХТИНЕ» КАЯТЬ. ВĂЛ — АРХЕОЛОГ, ПЕДАГОГ, И.Я.ЯКОВЛЕВ ЯЧĔЛЛĔ ЧППУн «АСТĂВĂМ» ШЫРАВ ОТРЯДНЕ ЕРТСЕ ПЫРАТЬ. КĂÇАЛ ТА ВОЛГОГРАД ОБЛАÇĔНЧИ ГОРОДИЩЕ РАЙОНĔНЧИ «СТАЛИНГРАД ÇУРКУННИ» ШЫРАВ ЭКСПЕДИЦИЙĔНЧЕ ПУЛНĂ.

Экспедицире 1942 çулта Котлубань станци патĕнче, Самофаловка хутор тата ытти ял çывăхĕнче, питĕ хăрушă çапăçусем иртнĕ. Тăшман Атăл еннелле талпăннă ун чухне. Кăçалхи экспедици те пирĕн шыравçăсемшĕн ăнăçлă иртнĕ. Икĕ эрнере вĕсем Хĕрлĕ çарăн 30 салтакĕн, 1 тăшманăн ÿт юлашкийĕсене тупнă. Педуниверситет студенчĕсем малтанхи кунсенчех кĕреçе, киçтĕк тытса хавхаланса ĕçе пикеннĕ. Мĕн те пулин тупăнсан кăсăкланса тĕпченĕ. Кашни детале тирпейлĕн упраса хăварма тăрăшнă вĕсем. «Чавма тытăнсан пĕрремĕш кунхине 7,62 калибрлă Мосин винтовкин пульлине тупрăм. Тăхланран тунăскер хăрушлăх кăларса тăратакан япала шутланать. Каç еннелле пирĕн команда блиндаж тупрĕ. Эпир РГ-42 граната тата автомобилĕн пайне чавса кăлартăмăр», — пĕлтерчĕ Иван Кириллин. Пĕрремĕш хут шырав ĕçне пикеннĕ Настя Яковлева та хăйсем мĕн тери пĕлтерĕшлĕ ĕç тунине ăнланса илнĕ. Кашни япала Сталинград çапăçăвĕ çинчен аса илтернĕ кунта. Пулас историкшăн ку питĕ паха опыт. «Эпир ĕçленĕ пиллĕкмĕш лаптăкра 1942 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче снаряд хăварнă варинкке пулнă. Совет самани вăхăтĕнче кунта шыв каналĕ иртмелле тунă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче варинккере мародерсем алхаснă, ÿт юлашкийĕсене сапаласа пĕтернĕ. Кайран ку вырăна сухаласа тыр-пул ÿстерме тытăннă. Паянхи кун та акаççĕ. Çавăнпа çиелерех выртакан скелетсем хытах сиенленнĕ, шăмăсене унта та кунта сĕтĕрсе, сапаласа пĕтернĕ. Салтаксен ÿт юлашкийĕсемсĕр пуçне интереслĕ артефактсем тупрăмăр: кантăк ампула, çулупа /огниво/ вутчуль /кремень/, патрон хутаççи, кокарда тата ытти те. Нимĕçсен позицийĕнче — хырăнмалли станок, шăл щетки тата ытти те», — каласа пачĕç шыравçăсем. Николай Мясников «Астăвăм» отряда 2014 çултанпа ертсе пырать. Çавăнтанпа кашни çуркунне вахтăна çÿрет вăл: 5 çул — Ленинград облаçĕнче, 4 çул — Тверь облаçĕнче, 2 çул Волгоград облаçĕнче пулнă. Унăн отрядĕнчи çамрăксем Мурманскра Баренцево тинĕсĕнче, Кабарда Балкарта, Кавказра, Крымра, Калугăра, Новгородра, Смоленскра шырав ĕçĕсене хутшăннă. <...>

Алина ИЛЬИНА

♦   ♦   


Пĕр самантра амантра çуртсăр тăрса юлнă

Тăван яла килсен Юлиана Молодкина 2-ри ывăлĕпе урама уçăлма тухнă. 15 минут та иртмен — çамрăк хĕрарăм патне кÿршисем шăнкăравласа хăрушă хыпар пĕлтернĕ: «Сирĕн пÿрт çунать!»

«Чÿречерен çулăм палкарĕ»

«Çынран пулăшу ыйтма тивессе нихăçан та шухăшламан эпĕ. Анчах пирĕн киле хуйхă пырса шаккарĕ — пушарта çурт çунса кайрĕ. Пĕтĕмпех çунса кĕлленчĕ — япаласем, укçа, документсем... Вут-çулăм темиçе минут хушшинче нимĕн те хăвармарĕ. Инкек вăхăтĕнче анне ĕçреччĕ. Çав кун пирĕн килте электричествăпа тем пулчĕ. Пĕр пÿлĕмре çутă пурччĕ, залпа кухньăра 2 сехет пулмарĕ. Ялта та пĕрисен пулнă, теприсен — çук. Çутă пачĕç те ачапа урама тухрăмăр, килте веçех чиперехчĕ. Урампа хăпарса дачăсем тĕлнелле çитрĕмĕр çеç — сехре хăпартакан шăнкăрав пулчĕ. Пĕчĕк ывăлăмпа аннă çĕре пирĕн кил умне çынсем пуçтарăннăччĕ. Çулăм чÿречерен палкарĕ. Халăх витрепе шыв йăтса пушара сÿнтерме тытăнчĕ. Тем пек тăрăшсан та çулăм çÿлелле хăпарчĕ. Эпĕ хыçалти алăкран пÿртелле кĕресшĕнччĕ. Анчах май пулмарĕ: пĕр утăм ярса пуссанах çулăм ярса илетчĕ, сывлама çукчĕ. Пирĕн унта пластик нумайччĕ. Çурта тулаш енчен сайдингпа çапнăччĕ. Мачча çинче йывăç кĕрпиччĕ — вăл та хăвăрт çунаканскер. Арçынсем шланг тăсса колонкăран шыв илме хăтланчĕç — пулмарĕ… Пушар сÿнтерекен, васкавлă медпулăшу, полици, МЧС машинисен экипажĕ Шупашкар округĕнчи Ишлей витĕр Олкаш ялнелле васканине чылайăшĕ курчĕçех пулĕ. Çу уйăхĕнчи уявсем умĕн çул çинче пăкăсем пулнăран пирĕн пата хăвăртрах çитмешкĕн чăрмавлă пулнă вĕсене. Пĕрремĕш пушар машини 20 минутран килчĕ. Кайран тепри çитрĕ. МЧС ĕçченĕ пÿрте кĕрсе йытта курткăпа чĕркесе йăтса тухрĕ, ун чухне унăн юлашки сывлăшĕ пулчĕ. Петти — пÿртре пурăнакан ăратлă йытăччĕ. Вăл ун чухне пирĕнпе урама тухмарĕ», — хăрушă куна аса илчĕ Юлиана. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Крокодил, çĕлен, тĕве ĕрчетме ĕмĕтленет

Александр Казаков пурнăçăн ытларах пайне хулара пурăннă, ачалăхĕ вара унăн ялтах иртнĕ. Халĕ вăл Чăваш патшалăх аграри университетĕнче ветеринар профессине алла илет. Çак специальноçа вăл чун ыйтнипе суйланă.

Юратнă ĕç

«Елчĕкре бассейнра тимĕр шапасемишсе çÿренине астăватăп. Çак самант халĕ те куç умне тухса тăрать. Çавăнтанпа чĕр чунсене юратма пуçларăм. Çавăн чухнех вĕсене сыватма ĕмĕтленеттĕм. Ветеринар пулас ĕмĕт çапла çуралчĕ. Халĕ Елчĕкре пирĕн хваттер те, тăвансем те çук. Эпĕ 5-6 çулта чухне пирĕн çемье хулана пурăнма куçнă. Ача садне, шкула кунтах çÿрерĕм. Ялта нумай пурăнман пулин те çав тапхăра ăшшăн аса илетĕп. Çут çанталăк, юхан шыв, уй-хир… Тÿрех куç умне утă çи вăхăчĕ тухать. Çĕр улми пуçтарни те асрах. Апат вăхăтĕнче çăкăр çине кăлпасси хурса çиеттĕмĕр», — аса илчĕ Александр. Çемьере вăл — пĕртен-пĕр ача. Ял хуçалăхĕпе вĕсен никам та çыхăнман темелле. Амăшĕ — вĕрентекен, ашшĕ строительство енĕпе вăй хурать. Александр кăна хăйне ял хуçалăх тытăмĕнче тупнă. «11-мĕш класра чухнех ветеринар пулассине пĕлеттĕм. Информатика енĕпе вĕренесси е педагог пулассиманăнмаррине ăнланаттăм. Мана чĕр чунсен тĕнчи илĕртетчĕ. Ветеринар профессине суйланăшăн пĕртте ÿкĕнместĕп. «Кĕçĕн туссене» юратсан тата вĕсемпе кăсăклансан ку енĕпе кирек мĕнле пулсан та вĕренме кĕреетĕн тесе шухăшлатăп. Çавăнпа суйланă та эпĕ ветеринар профессине. Чĕр чунсене сыватма вĕренсен хама çак тĕнчере кирлĕ çын пек туйма тытăнтăм. Чирлĕскерсене курсан манăн вĕсене тÿрех пулăшас килет, — шухăшне пĕлтерчĕ каччă. — Эпĕ пур чĕр чуна та юрататăп. Пирĕн килте кушак нумайччĕ. Урамра вĕсене курсан хĕрхеннипе киле илсе килеттĕм. Паллах, атте-анне вăрçатчĕ. Чăх-чĕп те чылай пулнă пирĕн. Тата пулла çÿреме юрататтăм». <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   


Хунямăшне унямăшне кура кинĕ те тĕрлеме пуçланă

«Хĕрачан ахаль лармалла мар, телевизор пăхнă чухне те алă ĕçĕ тумалла», — тетчĕ анне. Çавăнпа эпир мĕн пĕчĕкренех алă ĕçне хăнăхса ÿснĕ. Виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухне кукамай мана нуски çыхма вĕрентрĕ. Пĕр чăлхи тепринчен пысăкрах пулчĕ, куншăн пурпĕрех мухтарĕ», — çакăн пек аса илÿрен калаçăвне пуçларĕ Тамара Майрина.

Пĕрремĕш ĕç — пĕчĕк салфетка

Çапла, чăвашсем мĕн авалтан хĕрсене пĕчĕкренех алă ĕçне хăнăхтарма тăрăшнă. Вĕсене хăйĕн, пуласмăшăрĕ, тăванĕсемвалли парне, тупра хатĕрлеме вĕрентнĕ. Тĕрлеме пĕлмен чăваш хĕрĕ пулман та-тăр. Пĕве кĕнĕ çĕре пикесем минтер пичĕсем, ал шăллисем, алăк каррисем, стенаран çакмалли тĕрĕсемхатĕрлесе хунă, хăйсемвалли тĕрлĕ çи-пуç янтăланă. Тамара Николаевнăн мăн-мăн кукамăшĕсемпе асламăшĕсем тĕрĕ ăстисем пулнă. Тамара хăй те чăн чăваш йăлине пăхăнса тĕрленĕ тупрапа качча тухнă. Тамара Николаевна Патăрьел тăрăхĕнчи Кивĕ Катек ялĕнче Николайпа Мария Быковсен çемйинче 1965 çулта кун çути курнă. Виçĕ хĕр çитĕннĕ вĕсем, мĕн ачаран амăшĕ çумĕнче алă ĕçне вĕренсе ÿснĕ. Тĕрĕссипе, вĕсен çемйинче пурте тĕрĕ ăстисем пулнă. Кукамăшĕ, ялта ăна Хветура аппа тенĕ, çемьери çынсем валли çеç мар, пасарта сутмалăх та япаласем тĕрленĕ. «Хам çыхнă япаласене çын çинче курсан савăнатăп. Апла манăн ĕç юрăхлă пулнă тетĕп», — çапла каланă вăл яланах. Тамара ÿснĕ вăхăтра кашни килте тенĕ пекех темиçе миххе пĕрлештерсе пысăк кавирсем хатĕрленĕ. Вĕсене чăн чăваш çĕввисемпе усă курса мар, хĕреслĕ çĕвĕпе тĕрленĕ. Тамара Николаевна чăваш тĕррисемпе Патăрьелти 2-мĕш вăтам шкулта вĕреннĕ чухне пĕрремĕш хут паллашнă. Вăл 9-мĕш класа куçсан «Домоводство» предметне Ираида Скоболева ертсе пыма тытăннă. Вăлпаллаштарнă та чăваш çĕввисемпе. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.