Комментировать

14 Мая, 2024

Хыпар 50 (28226) №

Паттăрсене сума суса…

Республикăри кашни хулапа ялта совет халăхĕ, Хĕрлĕ çар тата флот Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсен Германине çĕнтернĕренпе 79 çул çитнине паллă тунă, геройсене асăнса лартнă палăксен умне чĕрĕ чечек хунă.

Патăрьел. Фронта 8377-ĕн, çав шутра 41 хĕр, тухса кайнă, 6034-шĕ çапăçура пуç хунă, аманнă хыççăн пурнăçран уйрăлнă тата хыпарсăр çухалнă. Мухтав монуменчĕ умĕнче округ пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, округ администрацийĕн коллективĕ, муниципалитет службин ветеранĕсем вĕсене асăнса пуç тайнă.

Вăрнар. Çĕнтерĕве çывхартнисене асăнса поселокра лартнă палăк умĕнче савăнăçлă пуху иртнĕ. Ун умне муниципалитет ертӳçи Надежда Никандрова, райадминистраци пуçлăхĕнче тăрăшнă Леонид Николаев, район прокурорĕ Сергей Парамонов, çар комиссарĕ Альберт Афанасьев чĕрĕ чечексем хунă, çĕршыв ирĕклĕхне хӳтĕлесе хăварнисене асăнса пĕр минут шăп тăнă. Надежда Никандрова, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Владимир Яковлев, территори пайĕн ертӳçи Ольга Смирнова вăрçă ветеранĕсем — Калининăри Василий Журавлев тата Çĕньялти Никон Федоров — патне килĕсене çитсе Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе саламланă, çирĕп сывлăх суннă.

Йĕпреç. Астăвăмпа Мухтав скверĕнчи палăк умне Афганистанпа Çурçĕр Кавказри вăрçă, тыл тата совет çарĕн Германири ушкăнĕн ветеранĕсем, халĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем, округра пурăнакансем чечек хунă. Пухăннисене уяв ячĕпе округ пуçлăхĕ Игорь Семенов, районти ветерансен организацийĕн ертӳçи Михаил Федоров, çар комиссарĕ Альберт Афанасьев саламланă.

Канаш. Районтан вăрçа 13 пине яхăн çын тухса кайнă, çуралнă килне çурри таврăнайман. Пуç хунисене Шăхасан ялĕнчи Çĕнтерӳ паркĕнче асăннă, ĕмĕр сӳнми çулăм умне чĕрĕ чечек хунă. Ăна шăпах иртнĕ Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне туса пĕтернĕ. Геройсене сума суса округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, ĕç коллективĕсен представителĕсем пуç тайнă.

Комсомольски. Районтан Тăван çĕршыва хӳтĕлеме кайнисене сума суса лартнă палăк умне округ пуçлăхĕ Николай Раськин, ветерансен организацийĕн ертӳçи Юрий Тимофеев, çар комиссарĕ Сергей Данилов чĕрĕ чечек хунă.

Етĕрне. Уяв умĕн Наснар ялĕнче вăрçа хутшăннисене асăнса пуçаруллă бюджет программипе палăк тунă, ăна çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче савăнăçлă пухура уçнă. Палтай ялĕнче Совет Союзĕн Геройне Алексей Якунина асăнса çарпа патриот юррисен конкурсне ирттернĕ. Округ пуçлăхĕ Станислав Трофимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене Надежда Танинăна /сăн ӳкерчĕкре/, Алексей Темнова тата Иван Ермолаева киле пырса Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă, тав тунă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Надежда Федоровна 17-ре пулнă. Вĕсен ялĕнчи çамрăксене вăрман касма янă – ку ĕçрен вăл та юлман. Анчах Надежда шăнса пăсăлнă, çавна май ăна çăмăлрах ĕçе куçарнă. Вăл хула больницинче регистратурăра ĕçлеме тытăннă. 18 çул тултарсан ăна повестка тыттарнă. 1943 çулта Надежда фронта çул тытнă. Малтанах зенитчиксен курсĕнче çур çул пĕлӳ пухнă. Кайран Мускав фронтне лекнĕ, зенитчиксен 237-мĕш уйрăм артиллери дивизионĕнче тăшмана хирĕç çапăçнă. 1945 çулхи кăрлач уйăхĕнче киле таврăннă. Вăрçă вĕçленсен вăл зенитчиксен дивизионĕнче паллашнă йĕкĕтпе çемье çавăрнă. Мăшăрĕ Федор Михайлович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса тăшмана Берлина çити хăваланă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Паллă ăсчах çуралнă çурт çунса кĕлленнĕ

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Етĕрне хулинче 1870 çулта çуралнă Николай Ашмарин ăсчахăн, паллă тюркологăн, профессорăн çурчĕ çунса кĕлленнĕ.

Асăннă хулари Ленин урамĕнчи 18-мĕш çурт революциччен Николай Ивановичăн ашшĕн шăллĕ Александр Ашмарин купса çинче пулнă. Николай Ашмарин унта 4 çулччен пурăннине палăртаççĕ. Унта бакалея, апат-çимĕç лавккисем вырнаçнă. Совет саманинче унăн иккĕмĕш хутне хăпартнă, каярахпа вара ун çумне кирпĕчрен çурт тĕксе тунă. Юлашки вăхăтра вăл культура еткерĕн об˜екчĕ шутланнă. Çурт çине асăну хăми вырнаçтарнă. Унта паллă чĕлхеçĕ çурални çинчен çырнă. Хула пуçлăхĕсем çак çурта юсаса çĕнетесси пирки пĕрре мар сăмах хускатнă, мĕншĕн тесен унта Чăваш чĕлхи музейне йĕркелеме палăртнă-çке-ха. Анчах, шел те, вут-çулăмăн вăрăм чĕлхи вара кивĕ çурта çĕрпе танлаштарнă. Хальхи вăхăтра пушар сăлтавне тĕпчеççĕ. ЧР Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пушар вăхăтĕнче çуртра историпе культура пуянлăхне палăртакан экспонатсем пулман. Вăл чылай çул пушă ларнă. «Пĕтĕм Раççейри историпе культура палăкĕсемшĕн тăрăшмалли кун» акци вăхăтĕнче министерствăпа калаçса килĕшнĕ май ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче культура волонтерĕсем çурт таврашĕнче субботник ирттернĕ, тирпей-илем кĕртнĕ. ЧР культура министрĕ Светлана Каликова палăртнă тăрăх, çурта юсаса çĕнетес тĕлĕшпе документсем хатĕрленĕ, анчах пушара пула халĕ ку ĕçе çĕнĕрен пăхса тухмаллине пĕлтернĕ. Пушă çуртра пушар ăçтан, епле майпа тухнине пĕлес тĕллевпе Етĕрне муниципалитет округĕн профилактикăпа асăрхаттару ĕçĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕпе Юлия Вазяновăпа çыхăнтăмăр. Юлия Николаевна хальлĕхе пушар сăлтавне тĕпчени пирки каларĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, тĕпчев пĕр уйăха тăсăлĕ. Пушар сăлтавне пĕлнипе кивĕ çурта каялла хăпартса лартаймăн паллах. Культура еткерĕн об˜екчĕ шутланнăскере упрамалла пек те ĕнтĕ, анчах… Николай Ашмарин ăсчах çуралнăранпа 2025 çулта 155 çул çитет. Унăн 17 томран тăракан «Чăваш сăмахĕсен кĕнекин» пĕрремĕш томĕ тухнăранпа çитес çул 115 çул пулать. Пĕлтерĕшлĕ кунсем тĕлне çак пулăм, паллах, килĕшӳллĕ мар. Николай Иванович чăваш халăхĕшĕн питĕ пысăк ĕçсем тунă хăй вăхăтĕнче: ĕçĕсенче чăваш филологийĕн тĕрлĕ пайне тĕпченĕ. Вĕсен йышĕнче грамматика, литература, фольклористика, чĕлхе историйĕ, евĕрлев сăмахĕсем тата лексикографи. Ăсчах пурнăçланă ĕçсенчен чи пысăкки вара — чăваш сăмахĕсен 17 кĕнекерен тăракан пуххи. Вăл чăваш халăхĕн ылтăн çӳпçипе танлашать. Раççейре сахал йышлă пĕр халăхăн та ун пек словарь çук, вăл пирĕн çеç. Ăна тĕнчипе паллă тюркологсем те пысăк хак панă. Словаре 40 пине яхăн сăмаха кĕртнĕ. Ахаль сăмахсемсĕр пуçне ял, шыв-шур, çырма-çатра, вăрман, ката-раща ячĕсемпе, кивелнĕ сăмахсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшĕсемпе, чăваш йăли-йĕркипе, халăх кăмăл-туйăмне палăртакан юрăсемпе, юмах-халаппа паллашма пулать унта. Словарĕн малтанхи икĕ томĕ — 1910, 1912 çулсенче, 17-мĕш томĕ 1950 çулта кун çути курнă. Пĕрремĕш икĕ томĕ виçĕ чĕлхепе пичетленнĕ — чăвашла, вырăсла тата латинла. Словарь валли материал пухас ĕçре Николай Ашмарина патша правительстви нимĕн чухлĕ те пулăшман. Чăваш ялĕсене тăтăшах тухса çӳресе вăл унта темиçешер уйăх пурăннă, çине тăрса хăйĕн ĕçне малалла туса пынă. Материалсем пухас енĕпе ăсчаха чăваш интеллигенцийĕ нумай пулăшнă, вĕсен йышĕнчех Иван Яковлевпа унăн вĕренекенĕсем пулнă. Николай Иванович словарьте пĕтĕм чăваш чĕлхине унăн вырăнти мĕн пур калаçăвĕпе пĕрле май килнĕ таран туллин илсе кăтартма тăрăшнă. Шел те, автор хăйĕн нумай томлă словарĕ тухса пĕтиччен пурăнайман: вăл 1933 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Хусанта вилнĕ. Тĕнчипе паллă ĕçне пĕтĕмпех пичетлесе кăларассине унăн ĕçри юлташĕсемпе вĕренекенĕсем вĕçне çитернĕ. Вырăс çынни чăваш халăхĕшĕн çакнашкал пысăк ĕçсем туни калама çук пĕлтерĕшлĕ. Николай Иванович аса илĕвĕ тăрăх, чăваш сăмахне вăл Кăрмăшра /халĕ Чулхула облаçне кĕрет/ пĕрремĕш хут илтнĕ. Етĕрне хыççăн вĕсем унта пурăнма куçнă. Çакăн пирки вăл «Болгары и чуваши» кĕнекинче çырса хăварнă. Халăхра унăн кукамăшĕ чăваш е çурма чăваш пулни пирки калаççĕ, анчах çакна, шел те, хальччен никам та тĕпчемен. Вăл Чулхулара гимназире вĕреннĕ вăхăтра чăваш чĕлхипе тĕплĕн паллашма тытăннă. Ун чухне Николай Иванович 13 çулта пулнă. Чăваш чĕлхине хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Унăн ку енĕпе ятарлă учитель те, вĕренӳ пособийĕ те, кĕнеке те пулман. Николай Ашмарин чăвашсен пурнăçне пур енлĕн тĕпчесе пĕлме тăрăшнă. Çавăн пекех вăл араб, турккă, тутар, перс чĕлхисене те хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Мускаври Лазарев ячĕллĕ Хĕвел тухăç халăхĕсен чĕлхисен институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра тĕпчев ĕçĕсем валли материал пухнă. «Этнографическое обозрение» журналта «Очерк народной поэзии у чуваш» ĕçне пичетлесе кăларнă. Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарире ĕçленĕ чухне «Материалы для исследования чувашского языка» тĕпчев ĕçĕ хатĕрленĕ. Каярахпа «Основы чувашской мифологии», «О морфологических категориях подражаний в чувашском языке» тата ытти ĕçĕ кун çути курнă. СССР Наукăсен академийĕн член-корреспонденчĕ, тĕрĕк чĕлхин паллă тĕпчевçи С.Малов Николай Ашмаринăн чăваш халăхĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçĕсене хакласа 1940 çулта çапла çырнă: «Николай Ашмарин хатĕрленĕ питех те хаклă словарь пуррипе чăваш халăхĕ хăйне телейлĕ тесе шутлама пултарать. Унăн çак пысăк словарĕпе, Совет Союзĕнчи ытти тĕрĕк чĕлхине илес пулсан, Э.К.Пекарский хатĕрленĕ якут чĕлхин словарĕ çеç танлашма пултарĕ», — тенĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Çур аки ерипен пырать

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх организацийĕсемпе пысăк хресченфермер хуçалăхĕсенче çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 79219 гектар, е 2023 çулхи палăртнă кунхи лаптăкран 38,9%, акнă: Елчĕк округĕ — 11869 га, Патăрьел — 10670, Пăрачкав — 7292, Улатăр — 6827, Комсомольски — 6056, Вăрнар — 5198, Канаш — 4359, Тăвай — 3630, Çĕрпӳ — 3560, Красноармейски — 2781, Куславкка — 2332, Элĕк — 2259, Вăрмар — 2109, Етĕрне — 2050, Шăмăршă — 1776, Çĕмĕрле — 1741, Йĕпреç — 1502, Шупашкар — 1058, Муркаш — 870, Хĕрлĕ Чутай — 694, Сĕнтĕрвăрри — 586.

Пĕтĕм вăрлăхăн 45% акма им-çамланă, минерал удобренийĕпе кĕрхи культурăсен — 85,9%, нумай çул çитĕнекен курăксен 48% апатлантарнă, çĕр улми 38 га (çулталăк каяллахинчен 1,6%) лартнă. Уçă çĕрте пахча çимĕç — 119 (2023 çулхи палăртнă кунхи кăтартуран 57,2%), чернушка — 637 (104,3%), техника культурисем — 9316 (44,1%), выльăх апачĕлĕх 12809 (59,6%) га çинче варăнтарнă. 116 га (пĕлтĕрхинчен 95,1%) çинчи хăмлан тĕп тымарне хăварса кирлĕ маррине каснă, 25 га (çулталăк каяллахинчен 31,6%) çинчи авăра шпагатран çакнă. Кĕрхи тĕш тырă культурисем республикăра 2024 çулта туса илме 92 пин гектар акнă. Сергей Артамонов вице-премьер пĕлтернĕ тăрăх, çу уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне кĕрхисен 26,5% пахалăхĕ лайăх, 53% вăтам, 20,4% начар. Республикăра начаррин нумай çулхи норми 5-7% танлашнă. Вăл Елчĕк (84,4%), Канаш (53,3%), Вăрмар (35,6%), Патăрьел (32,4%), Элĕк (31,9%), Вăрнар (28,4%), Çĕмĕрле (26,4%), Улатăр (22,8%) округĕсен республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах, ытти округра сахалрах — 17,3-3,3%. Çурхисен вăрлăхне 55,2 пин тонна хатĕрлесе хунă, акса хăварма 48,1 пин пур. Кĕрхисен пĕр пайĕ пĕтнĕрен аграрисем тăкак тӳсни куçкĕрет. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ăна саплаштарас тĕллевпе регион шайĕнче чрезвычайлă лару-тăру йĕркине ака уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пурнăçа кĕртме указ кăларчĕ. Çав йĕркене Пăрачкав тата Çĕмĕрле округĕсенче муниципалитет шайĕнче те йышăннă. Начар хĕл каçнă калча Пăрачкавсен 4,3%, Çĕмĕрлесен 26,4% лаптăк йышăнать. Кĕрхисем пĕтнĕ муниципалитетсен ертӳçисене тăкак курнă хуçалăхсене пулăшмашкăн план хатĕрлеме, оперативлă штаб йĕркелеме хушнă. Республикăра çу уйăхĕн пуçламăшĕнчен тытăнса паянхи кунччен куллен çумăр çурĕ, 7-мĕшĕнче кунĕ-çĕрĕпех шӳтерчĕ. Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, ку уйăхăн пĕрремĕш çурринче 53,9 мм нӳрĕк ӳкме пултарать, çак кăтарту иртнĕ нумай çулхи çу уйăхĕн вăтам норминчен 31% пысăкрах. Асăннă хушăра çанталăк та сивĕ тăчĕ, 5-13-мĕшĕсенче кăнтăрла — 8-12, çĕрле 1-8 градус çеç ăшă пулчĕ. Ăшă 7 градуса та çитмест тĕк калча ӳсесшĕн мар. Уйăхăн пĕрремĕш çурринче талăкри вăтам температура 2-14 градуспа танлашĕ, вăл та иртнĕ нумай çулхи вăтам нормăран пĕчĕкрех. Çĕрле ăшă 1-8 градус çеç, кăнтăрла кăшт ытларах пулсан та тăпра ăшăнса çитеймест, çавăнпа вегетаци вăрах пырать. Çумăр ĕçлеме чăрмантарнăран, тăпра пиçсе çитменрен республикипе талăкра 5-6 пин га кăна акнă кун пĕрре çеç пулмарĕ. Куллен çавăн чухлĕ лаптăкра çеç варăнтарсан çур аки 30 куна тăсăлĕ. Çакă республикăна тивĕçтермест. Пирĕн тракторсен хăвачĕ кашни талăкра 20 пин га таран варăнтарма май парать. Синоптиксем çу уйăхĕн иккĕмĕш çурринче 15-20 градус ăшă пуласса шантараççĕ, апла тăк акана маларах вĕçлеме шанăç пур-ха. Çапах кăçал çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем каярах акса хăварасси халех паллă. Пĕлтĕр çурхи ĕçсене — пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче, 2024 çулта ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче пуçларăмăр. Çулталăк каялла акма — акан 3-мĕшĕнче, кăçал акан 12-мĕшĕнче пикеннĕ. Иртнĕ çул çĕр улми лартма — акан 25-мĕшĕнче, кăçал çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче тухрăмăр. Ака каярах пынин сăлтавĕ, паллă ĕнтĕ, çанталăкпа, çĕр маларах пиçсе çитменнипе çыхăннă. Ака уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне çеç сывлăш температури иртнĕ нумай çулхи вăтам кăтартуран кăшт пысăкрах хăпарчĕ. Вăл çурхи ĕçсене хăвăрт пурнăçлама май пачĕ, анчах çу уйăхĕн пуçламăшĕнче анса ларчĕ, çумăр куллен çума тытăнчĕ — ака вăрахланчĕ. Ĕçсем майĕпен пынин сăлтавĕ ял хуçалăх техникипе çыхăнман. Унăн 98% юсавлă. Çунтармаллисĕрмелли материал та çителĕклĕ. Мĕн пур йышши хуçалăхсенче кăçалхи çу уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне бензин — 80%, çулталăк каялла — 62%, дизтопливо 2024 çулта — 68%, çулталăк каялла 50% хатĕрленĕ. Çав кун тĕлне минерал удобренийĕ республикипе — 66%, Куславкка, Улатăр, Çĕмĕрле, Йĕпреç, Элĕк, Шăмăршă, Тăвай, Етĕрне, Елчĕк, Çĕрпӳ, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар округĕсенче 103-66% янтăланă, ытти округ кăтартăвĕ пĕчĕкрех. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Владимир СЕМЕНОВ: Аннене тивĕçлĕ çын пулма тăрăшрăм

«Артист профессине суйланăшăн ку таранччен пĕрре те ӳкĕнмен. Ĕçе каяс килменни пĕр кун та пулман», — терĕ К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче 52 çул вылякан Чăваш халăх артисчĕ Владимир Семенов. Пултаруллă ентеш ака уйăхĕн варринче 75 çул тултарчĕ. Паллă çак кун умĕн унпа тĕл пулсан иртнине куç умне кăлартăмăр, паянхи пирки калаçрăмăр, малашнехине сӳтсе яврăмăр…

Ачаш ачалăх

Владимир Семенов ачалăха икĕ тапхăра пайлать. «Çуралса пилĕк çула çитичченхи çиçĕмле хăвăртлăхпа иртет. Çав вăхăтри самантсем асра сăн ӳкерчĕкри евĕрлĕ çырăнса юлаççĕ. Шкула кайма пуçланă, шкулта вĕреннĕ тапхăра вара çын асĕнче яланлăх тăрса юлать», — çапла хаклать вăл этем çут тĕнчене килнĕ хыççăнхи вăхăта. Владимир Валентиновичăн ачалăхĕн пĕрремĕш тапхăрĕ Шупашкар районĕнчи Кăшавăшра иртнĕ. Ку ялта унăн амăшĕ Василиса Федоровна, вăрçă вăхăтĕнче педагогика институтне пĕтернĕскер, шкулта ачасене вырăс чĕлхи вĕрентнĕ. Ача шкула кайма пуçласан çемье Çĕньял Покровскине куçнă. «Эпĕ аннепе тата кукамайпа çитĕннĕ. Çемьере пĕр ывăл пулнă. Манăн ачалăх ăшăлăхра иртнĕ. Килтисем вăрçнине мар, сивĕ сăмах каланине те астумастăп. Çĕньял Покровски ачисем мана тӳрех хăйсен йышне илчĕç. Пирĕн ушкăн — пилĕк-ултă арçын ача — питĕ туслăччĕ. Кун каçиччен, уйрăмах çулла, таçта та çитеттĕмĕр. Тин кăна урам вĕçĕнчеччĕ… Тепре пăхнă çĕре çав çăмха-чăмакка тепĕр енне çитнĕ. Эх, тусан мăкăрлантарса çӳреттĕмĕр», — аса илчĕ Владимир Валентинович. Ачаш ачалăх саманчĕсене, сăмах май, Владимир Семенов чуна пырса тивекен сăвă йĕркисенче сыхласа хăварнă. Унта вăл ялти икĕ урам хушшинчи Ĕне каççи çырминче тумтир пăрланиччен ярăннине, килте ăна амăшĕпе кукамăшĕ кĕтсе илнине, вĕри чейпе сăйланине, унтан ĕшеннĕскер çывăх çыннин ăшă ытамĕнче тĕлĕрсе кайнине сăнланă… «Ку манăн пĕрремĕш тата пĕртен-пĕр сăвă. Унччен те, хыççăн та çырман. Аннене пурте юратаççĕ. Манăн чĕрере вара çав туйăм темшĕн урăхларах пек туйăнать. Аннене аса илсен халĕ те чун пăлханса каять, куçăм шывланать», — терĕ Владимир Валентинович. Мулкач рольне шанса панă Владимир Семенов Чăваш драма театрĕнче, палăртрăмăр ĕнтĕ, 52 çул ĕçлет. Артист ĕçне вара вăл, тĕрĕссипе, чылай маларах пуçланă. Шкулта вĕреннĕ чухнех ялти клубра лартнă спектакльсенче вылянă. «Пĕрремĕш хут спектакльте вылянине паянхи пек астăватăп. Мулкач рольне панă мана. Сунарçă тăратса хăварнă пăшала тĕрĕслеме пытăм. «О, пульли çук!» — тесе кăшкăрса ятăм. Унтан сцена çинчен алăкран мар, стена витĕр тухнă пек чупса тартăм, — аса илчĕ вăл. Владимир Семеновшăн ачалăхри чи хаклă тепĕр япала — сцена çинчи чаршав. Ăна вăл чи хаклă тупра пек ытама илнĕ, унăн шăршинчен техĕмлĕреххи, ахăртнех, пулман та уншăн… «Чаршав уçăлман-ха. Зал вара кĕрлет. Шăпăр-шăпăр! Çак сасă чунра темĕнле пăлхану вăратать. Туйăм вăйланса, вăйланса пырать… Унтанпа питĕ нумай çул иртнĕ пулин те халĕ те кулиса хыçĕнче тăнă чухне çав туйăм чун-чĕрене çавăрса илет», — терĕ вăл. Çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне купăс калама вĕреннĕ. Ун чухне ялсенче купăсçă пулманпа пĕрех. Çавăнпа Владимира, шкул ачи пулин те, ташă каçĕсене, уявсене купăс каласа ташлаттарма йыхравланă. Çак ăсталăх ăна, сăмах май, каярахпа театрта ĕçленĕ чухне те кирлĕ пулнă. Владимир Семенов сцена çине мĕн пĕчĕкрен туртăннă пулин те шкул пĕтерсен ăçта вĕренме каяссине пĕлмен. Ăçта каймалла? Çак ыйтăвăн хуравне тупаймасăр вăл чылайччен нушаланнă. «Дипломат пулас… Кулак тесе айăпланă çын йăхĕнчи ачана унта йышăнмаççех. Ял хуçалăх институтне каяс… Çакăн пек шухăшсемпе аптăраса çӳренĕ вăхăтра алла хаçат лекрĕ. «Ленинградри института артист пулма вĕренме илеççĕ…» — куç çак йĕркесем тăрăх питĕ хăвăрт чупса иртрĕ. Манăн шăпа çырни тесе шутлатăп çав саманта. Унта кашни çул вĕренме илмеççĕ. Эпĕ шкул пĕтернĕ çул вара шăпах ушкăн пуçтарнă. Каятăп! Çирĕп шухăш тытса экзаменсене хатĕрлентĕм. Юптару, сăвă вĕрентĕм. Чĕр чунсене евĕрлесе кăтартмалла тенĕрен шухăша кайрăм. Кушак-и? Сысна-и? Йытă-и? Пирĕн килте хитре автан пурччĕ… Картишре «хав-хав!» туса çӳретĕп. Анне пӳрт алăкне уçса ячĕ те: «Эсĕ мĕн? Шкул пĕтернĕ хăв — йытăлла выляса çӳретĕн!» — тет», — аса илчĕ Владимир Валентинович. Тĕрĕслевĕн виçĕ тапхăрĕ витĕр ăнăçлă тухса вăл Ленинград патшалăх театр, музыка тата кинематографи институчĕн чăваш студине Аркадий Кацман режиссерăн курсне вĕренме кĕнĕ. Василиса Федоровна ывăлĕ телейлĕ çăлтăр айне лекнĕшĕн — пурнăçри чи лайăх çулсене çĕршыври чи хитре хулара ирттерме май килнишĕн — уйрăмах хытă хĕпĕртенĕ. Вăл хăй Ленинградра пулса курман. Апла пулин те унта вырăс халăхĕн пуян культури, йăли-йĕрки упраннине лайăх пĕлнĕ. Эрмитаж, Вырăс музейĕ, авалхи керменсем… Çак илеме курса киленни — хăех телей. Пушкин, Гоголь, Достоевский çӳренĕ урамсемпе тата тăкăрлăксемпе, кĕперсемпе, картишсемпе утса иртме май пурри шăпа пӳрнĕ ырлăх мар-и-ха тата? Чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ каччă Ленинградра Михаил Боярскипе, Борис Смолкинпа, Елена Драпекопа, Сергей Паршинпа, Владимир Уринпа, паллă ытти артистпа пĕрле вĕреннĕ. Ригăна ĕçлеме чĕннĕ Владимир Семенов кирек кама та Питĕр хулинчи Моховая урамĕнчи 34-мĕш çурта кайса курма сĕнет. Мĕншĕн тетĕр-и? Сăлтавĕ акă мĕнре… «Манăн шухăшпа, артистсене çавăн пек çуртра вĕрентмелле, — терĕ вăл. — Унта кĕретĕн те… Çав илеме курнипе куç алчăрать. Картлашкасем мрамортан, икĕ хут çӳллĕш тĕкĕр стена. Залсенче — каминсем. Чӳречесене тимĕртен эрешлесе авнă. Унта ниепле те пĕкĕрĕлсе утаймастăн, ирĕксĕртен каçăрăлса çӳремелле. Общежити Финн заливĕ хĕрринче вырнаçнăччĕ…» Владимир Семенов яланах амăшне тивĕçлĕ çын пулма тăрăшнă. Ăна çак сăмахсене никам та витерсе каламан. Ача хăйĕн ăсĕпех чухласа ăнланнă. Çавна май шкулта лайăх вĕреннĕ, пур енĕпе те хастар пулнă. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухсан та унăн чун-чĕринче çак туртăм сĕвĕрĕлмен. «Манăн аннене мамăк тутăр парнелес килетчĕ. Нева проспектĕнчи лавккана кашни кун кĕреттĕм, анчах вăл сутлăхра çукчĕ. «Кам валли кирлĕ вăл сана?» — кăсăкланчĕ ватăрах сутуçă. «Аннене парнелесшĕн», — терĕм. Пĕррехинче çапла вăл мана икĕ тутăр тупса пачĕ. Аннене кайса парнелерĕм. Пирĕн килте вĕлле пурччĕ. Çав сутуçă валли пыл илсе кайрăм. Туслашрăмăр. Аппăшĕпе пурăнатчĕç вĕсем. Мана ывăлĕ вырăнне хурса юратма пуçларĕç. Пĕри — питĕ ырă кăмăллă, тепри — Кĕтерне патша пек. Канмалли кунсенче, уявсенче чечек çыххи туянаттăм та вĕсем патне каяттăм. Сĕтел хатĕрлетчĕç. Фарфор турилккесем лартатчĕç… Вĕсем патĕнче хăналанма мана питĕ килĕшетчĕ. Институт пĕтерсен те Ленинградра юлма питĕ хытă ӳкĕтлерĕç», — аса илчĕ Владимир Валентинович. Ăна диплом илсен, сăмах май, Ригăри вырăс театрне те ĕçлеме йыхравланă. «Пирĕн вăхăтра «артист пасарне» ирттеретчĕç. Унта тĕрлĕ театр представителĕсем хăйсем валли çамрăк артистсене суйланă. Мана Ригăна чĕнчĕç. Килĕшмерĕм. Аякка кайма-и? Тăван тăрăхра анне кĕтет-çке», — аса илчĕ Владимир Семенов. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Ÿкерчĕкĕсенче хула сăнне кăтартать

«Ачалăхри чи малтанхи аса илӳсем Шупашкарăн истори вырăнĕсемпе çыхăннă. Канмалли кунсенче, уявра атте Игорь Кугураков тавра пĕлӳçĕ, хулан авалхи пайĕпе паллаштаратчĕ. Тăван тăрăхпа мăнаçланас туртăм унран куçрĕ. Ун чухне эпир Энгельс урамĕнче, чукун çул вокзалĕ çывăхĕнче, пурăнаттăмăр. Атăл çыранне çитиччен çуран утаттăмăр», — калаçăва пуçларĕ Чăваш кĕнеке издательствинче дизайнерта, художникре ĕçлекен Наталия Орлова.

Ача чухнех ӳкерес ăсталăхĕпе палăрнă вăл. Ашшĕ сĕннипе шкулта пĕлӳ илнĕ вăхăтрах Шупашкарти ӳнер училищине хатĕрленӳ курсĕсене çӳренĕ. 9-мĕш класс хыççăн ăна студентсен йышне илнĕ. «Мĕнешкел хитре вырăнта /училище Константин Иванов урамĕнче вырнаçнă. — Авт./ вĕренме тӳр килнĕ мана. Çакна вăхăт иртнĕçемĕн лайăхрах ăнланатăп. Шупашкар заливĕнче çӳреттĕмĕр. Хулан авалхи пайĕнче чиркӳ нумай, мăнастирсем пур. Чан сассине итлесе киленеттĕмĕр. Ӳнер музейĕнче тăтăш пулаттăмăр. Константин Иванов ячĕллĕ скверта канса ларма килĕшетчĕ. Вăрăм тăхтавра Атăл хĕррине çитсе килме ĕлкĕреттĕмĕр», — студент çулĕсем яланлăхах асра юлнине çирĕплетет Наталия Игоревна. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те студентсем валли пленэр йĕркеленĕ. Пулас художниксем, тĕслĕхрен, хăйсен ĕçĕсенче залив таврашне сăнланă. Авалхи урамсемпе çӳренĕ, ĕлĕкхи скверсене кĕрсе тухнă. «Анне монументне çĕкленĕ çĕрте кивĕ çурт нумайччĕ. Çав таврашра пĕр вĕçĕм ӳкереттĕмĕр. Хĕвел тухнине те, аннине те ӳкерчĕкре сăнланă. Атăл çыранĕнче çĕр каçни те пулнă», — тет хĕрарăм. Халĕ ачисем те амăшĕн çамрăклăхĕ иртнĕ вырăнсенче çӳреме кăмăллаççĕ. Уçă сывлăшра вăхăт ытларах ирттерес тĕллевпе çанталăк ăшăтасса кĕтеççĕ. Наталия Орлова Шупашкарта кирек кам та хăйне хăтлă туйнине палăртать. Ольга Васильевăн «Прогулки по Чебоксарам. Шупашкарпа паллашар» кĕнекине шăпах Наталия Орловăн ӳкерчĕкĕсем илем кӳреççĕ. Ку ĕç «Çулталăк кĕнеки — 2022» конкурсра «Тавра пĕлӳ енĕпе хатĕрленĕ чи лайăх кăларăм» номинацире çĕнтернине каласа хăвармалла. Пĕр страница хыççăн теприне уçнă май Шупашкар урамĕсемпе утса тухас, паркĕсемпе скверĕсенче чарăнас, музейĕсене кĕрсе курас шухăш çуралать. Кĕнеке хатĕрлекенсем хулана аван пĕлни тӳрех курăнать. Наталия Орловăн дизайнне, ӳкерчĕкĕсене ытти конкурсра та палăртнă. Ахальтен мар чуна киленӳ кӳрекен ĕçре хăйне тупнине калать вăл. «Тăван хулана юрататăп, çавăнпах урăх çĕре куçас шухăш пулман. Çул çӳреве тухсан та Шупашкар хăйĕн ытамне чĕнет», — пытармасть виçĕ ача амăшĕ. Унăн мăшăрĕ Мурманскра çар çыннин çемйинче çуралнă. Çамрăксем пĕр-пĕрне Шупашкарти ӳнер училищинче тупнă. Сергей Орлов çуллахи каникулта Канашри кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче пурăннă. Ун чухнех Чăваш Ене килĕштернĕ вăл. 9-мĕш класран вĕренсе тухсан йăх-несĕлĕн тăван тăрăхĕнче пĕлĕвне тарăнлатма тĕв тунă. Училище хыççăн иккĕшĕ те И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ӳнерпе графика факультетĕнче ăс пухнă. «Шупашкар — хăтлă, лăпкă, хитре хула. Хăнасем çапла каланине пĕрре мар илтнĕ. Манăн мăшăршăн та Шупашкар тăван киле çаврăнчĕ», — сыпăнчĕ калаçу. Наталия Орлова ачаранах çĕлеме юратнине палăртать. Ăна асламăшĕ ĕç майне хăнăхтарнă, пусмапа тивĕçтернĕ. Хĕрачана шухăш хăватне ирĕке ямашкăн никам та чăрмантарман. Малтан пукане кĕпи çĕленĕ. Каярахпа хăйĕн валли çи-пуç хатĕрленĕ. Хĕр тусĕсем те тумтир çĕлесе пама ыйтнă. Унтан хăйĕн тĕпренчĕкĕсене темĕн тĕрлĕ костюм янтăласа тăхăнтартнă. Халĕ те çĕвĕ машини умне чунĕ туртнипех ларать вăл. «Шкул вăхăтĕнче похода çӳреттĕмĕр. Класс ертӳçи Лилия Узденникова Атăл леш енне илсе каятчĕ. Кăвайт тавра пуçтарăнса юрă шăрантараттăмăр. Училищĕри студентсене Виктор Ткаченко похода илсе çӳретчĕ. Хамăра çут çанталăкăн пĕр пайĕ пек туйни хăпартлантаратчĕ», — ăнлантарать таврари илемпе киленме пĕлекенскер. Наталия Орлова ашшĕпе пĕрле Шупашкар историйĕпе паллаштаракан кĕнекесем хатĕрленине аса илчĕ. Сăмахран, кăларăмсенче Хĕрарăмсен мăнастирĕ, Иван Ведянин архитектор-художник çинчен каласа кăтартнă. Ĕçе пуçăнсан вĕсем яланах пĕр-пĕринпе канашлаççĕ. Халĕ Наталия Игоревна пĕчĕк ачасем валли пĕрлехи кĕнеке хатĕрлеме ĕмĕтленет. Унта ĕлĕкхи Шупашкарăн сăнне кăтартасшăн. «Чăваш кĕнеке издательствинче компьютер графикин художникĕнче ĕçлеме пуçларăм. Галина Самсонова, Ирина Калентьева тата ытти специалист пулăшнипе кĕнеке хатĕрлес ăсталăха ăса хыврăм. Акă, тĕслĕхрен, мана текст параççĕ. Эпĕ кĕнеке калăпăшне, ӳкерчĕксен шутне палăртатăп. Унтан макет тăвас ĕç пуçланать», — кулленхи ĕç тавра сăмах пуçарчĕ Наталия Игоревна. Вăл ӳнер редакторĕнче те ĕçленĕ, халĕ — пай пуçлăхĕ. Сĕтел çинчи пулас кĕнеке страницисем куçа илĕртеççĕ. Авторне лайăх пĕлетĕп. Эх, çĕнĕ кăларăма алла тытсан мĕнешкел савăнĕ вăл. «Кĕнеке хатĕрленĕ май авторăн сĕнĕвĕсене те шута илетпĕр», — хушса калать дизайнер. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Иккĕшĕ те – тава тивĕçлĕ ĕçченсем

«Эпĕ хамăн профессие питĕ юрататăп. Ăна суйласа илнишĕн пĕрре те ӳкĕнместĕп. Паллах, шкултан вĕренсе тухнă хыççăн манăн та малалла пĕлӳ илес ĕмĕт пысăкчĕ. Анчах анне чирленине пула вăл пурнăçланаймарĕ», — терĕ Красноармейски округĕнчи «Красное Сормово» пĕрлешӳри сĕт-çу фермин ертӳçи Елена Алексеева.

Ферма картишĕнче чечек ешерет Елена Григорьевна асăннă тăрăхри Çирĕклĕ ялĕнче çуралса ӳснĕ. Амăшĕ те дояркăра ĕçленĕ май ачаранах ăна пулăшма çӳренĕ. Çавăнпа ку ĕç уншăн ют пулман. Дояркăра вăй хунă вăхăтрах пултаруллă хĕр Вăрнарти совхоз техникумăн зоотехни уйрăмĕнче куçăн мар майпа пĕлӳ илнĕ. Дипломлă хĕре малтанах сĕт-çу ферминче лаборантка ĕçне шанса панă. 2003 çулта ăна сĕт-çу фермин ертӳçине суйланă. Çавăнтанпах вăл çак ĕçре вăй хурать. Тăрăшулăхне, пултарулăхне кура Елена Алексеевăна 2011 çулта «Выльăх ĕрчетекен чемпион» ята панă. Тепĕр тăватă çултан «ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятпа чысланă. «Çак награда мана тата тăрăшарах ĕçлеме вăй-хал пачĕ, — терĕ вăл калаçăва тăснă май. — Хуçалăхра халĕ мăйракаллă шултра выльăх шучĕ — 1300, вĕсенчен сăвăнаканни — 520 пуç. Паянхи кун талăкра ĕне пуçне 27-28 килограмм сĕт сăватпăр. Чĕр таварăн пахалăхĕ лайăх. Çавна май вăл чи паха сортпа ăсанать. Сĕтри çу хисепĕ — 4,1 процент. Çитĕнӳ, паллах, рационран та килет». Елена Григорьевна асăннă фермăра 1979 çултанпа ĕçлет. Çак вăхăтра вăл пĕтĕм ĕçе хăнăхнă. Выльăх-чĕрлĕх чĕлхине те ăнланать тейĕн. «Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн мĕншĕн хулана каймарăм-ши? Мĕншĕн яла юлтăм-ши?» — тесе нихăçан та пăшăрханман эпĕ. «Икĕ алла пĕр ĕç» тенешкел яланах фермăна утнă. Кунтах хам валли чун киленĕçĕ тупрăм: картишре чечексем çитĕнтеретĕп. Кашни çулах 30 тĕрлине лартатăп. Вĕсене хамах пăхса тăратăп, шăваратăп, çум курăкран тасататăп. Кĕркунне тымарне, вăррине пуçтаратăп. Эпĕ чечек ӳстерме питĕ юрататăп. Çавна май килте те нумай çитĕнтеретĕп. «Паян хăшĕ чечек çурчĕ-ши?» — тесе ирех пахчана васкатăп. Вĕсен илемĕпе киленетĕп», — кăмăллăн калаçрĕ хĕрарăм. Тăрăшсан ферма картишĕнче те чечек çитĕнтерме пулать иккен. Халĕ унта ир çеçке çураканнисем хĕм сапаççĕ. Хăйсен илемĕпе хуçалăхра ĕçлекенсене савăнтараççĕ. Киленкаян вĕсем çине пăхса киленет. Ачисемшĕн ырă тĕслĕх Çирĕклĕ хĕрĕ хăй вăхăтĕнче Яманак каччипе Анатолий Алексеевпа çемье çавăрнă. Туслă мăшăр виçĕ ывăл çуратса ӳстернĕ. Вĕсем пурте хулара тĕпленнĕ. Ашшĕ-амăшне çичĕ мăнукпа савăнтарнă. Канмалли кунсенче ачисем яла килеççĕ, килти ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Анатолий Петрович та Трак ен тăрăхĕнче паллă çын. Вăл хăй вăхăтĕнче Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищин оркестр уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, ун хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ. Хĕсметрен таврăнсан Упири, Яманакри, Красноармейскинчи культура çурчĕсенче пултарулăх ушкăнĕсен ертӳçинче, Яманакри тата Карайри шкулсенче музыка учителĕнче вăй хунă. 2012 çултанпа районти культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ пултарулăх ушкăнне, çав шутра «Карай ен» пултарулăх ушкăнне те, районти культура çурчĕ çумĕнчи ĕç ветеранĕсен хорне те ертсе пынă. Районта иртекен пултарулăх каçĕсене, концертсене яланах хутшăннă вăл. Ахальтен мар ертӳçĕсем унăн пултарулăхне пысăка хурса хакланă: 1992 çулта ăна «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят панă. 2016 çулта музыка искусствине тата халăх пултарулăхне аталантарнăшăн Ф.Павлов ячĕллĕ медале тивĕçнĕ вăл. 2021 çулта вара Анатолий Алексеева сумлă ĕçсемшĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чысланă. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Чечек, курăк пухатпăр

Çу уйăхĕ — пахчара тата садра йывăç-тĕм, пахча çимĕç лартмалли вăхăт кăна мар, вăл сиплĕ курăксене пуçтармалли тапхăр та. Çуркуннен юлашки уйăхĕнче мĕнле курăксене пухса типĕтмелле-ха?

1. Хурăн çулçине тата кăчкине пухмалла. Вĕсем сывлав органĕсен тата нерв тытăмĕн чирĕсенчен, ревматизмран, анемирен, циститран сипленме пулăшаççĕ. Ват хăвалама пулăшаççĕ.

2. Катăркас /боярышник/ чечекне, çулçине, хуппине пуçтармалла. Катăркас чĕрепе юн тымарĕсен ĕçне лайăхлатать. Юн пусăмне пĕчĕклетет. Нерва лăплантарать. Катăркас çулçине чечеке лариччен пуçтараççĕ. Чечекне çеçкене ларсан малтанхи кунсенче татма сĕнеççĕ. Хуппине вара сĕткен кăлариччен каснă туратсенчен сӳсе илеççĕ.

3. Кĕтмел /брусника/ çулçине татмалла. Вăл антисептик шутланать. Ват тата шăк хăвалать. Вар-хырăм тата сывлав çулĕсен чирĕсенчен, гипертонирен, циститран сипленме пулăшать. Кĕтмел çулçине ӳсен-тăран чечеке лариччен пуçтараççĕ.

4. Вăрманта ӳсекен çĕр çырлин /земляника лесная/ çулçине татмалла. Витаминпа пуян вăл. Çĕр çырлин çулçи сахăр диабечĕпе чирлисемшĕн уйрăмах усăллă. Çырла çулçине çырла чечеке ларнă е çимĕç тунă вăхăтра пухмалла.

5. Вĕлтĕрен /крапива/ поливитаминпа пуян. Юна чарма, сурана йăл илме пулăшать. Радикулитран, шăмă чирĕсенчен сипленме пулăшать. Вĕлтĕрен ярса пĕçернĕ шывпа çӳçе чӳхесен вăл илемлĕ те çемçе пулĕ, йăлтăртатса тăрĕ. Вĕлтĕрен çулçине тĕттĕм вырăнта типĕтеççĕ. Типĕтнĕ вĕлтĕрен çулçине яшкана та яраççĕ. Витаминпа пуян яшка вăй-хăват хушать.

6. Лантăш /ландыш/. Çу уйăхĕнче унăн çулçине, чечекне пуçтараççĕ. Лантăш чĕре чирĕсенчен сипленме пулăшать. Çулçине курăкăн икĕ-виçĕ чечекĕ чечеке ларсан пухаççĕ. Çулçине çĕр çумĕнчен 4 сантиметр çӳлерехрен касса илеççĕ.

7. Хупах /лопух большой/. Ку ӳсентăранăн тымарне хатĕрлемелле. Вăл шăмă чирĕсенчен, ват хăмпин тата пӳре чирĕсенчен, сахăр диабетĕнчен сипленнĕ чухне уйрăмах витĕмлĕ. Çу уйăхĕнче хупахăн тымарне чавса кăлармалла, çумалла, тасатмалла. Вĕтетсе тĕттĕм вырăнта типĕтмелле.

8. Ама хупаххи /мать-и-мачеха/. Çулçине, чечекне типĕтсе хатĕрлемелле. Вĕсемпе ӳслĕкрен тата вархырăм чирĕсенчен сипленнĕ чухне усă кураççĕ. Чечекне чечек çурнă вăхăтра пуçтараççĕ. Кайран вара çулçине татаççĕ.

9. Кукша пуçăн /одуванчик/ тымарне, тунине, çулçине, чечекне пуçтармалла. Организма, иммун тытăмне çирĕплетет. Гепатитран, авитаминозран, анемирен, ват хăмпи чирĕсенчен сипленме пулăшать. Çулçине ӳсен-тăран чечеке лариччен татаççĕ. Тымарне те чечеке лариччен кăларма сĕнеççĕ. Çуса тасатса, вĕтетсе типĕтмелле. Çу уйăхĕнче ĕлкĕреймесен тымарне кĕркунне кăларма юрать. Чечекне хĕвел вăйлă ӳкмен вырăнта типĕтмелле.

10. Сарамак курăкĕн, сарпуçăн /первоцвет весенний, примула весенняя/ çулçине тата чечекне пухмалла. Вĕсенчен хатĕрленĕ сиплĕ шĕвек ӳслĕке ирттерет, кăмăла лăплантарать, шăк хăвалать. Мигрене, невралгие, ыйхă килменнине ирттерме пулăшать. Çулçине ӳсен-тăран чечек çуриччен пуçтараççĕ. Чечекне çеçке çурма пуçласанах татаççĕ, сулхăн вырăнта типĕтеççĕ.

11. Чĕкеç е шăнăр курăкĕ (подоржник). Сиплĕ ку курăкăн çулçине хатĕрлеççĕ. Юн чарма, сурана йăл илтерме пулăшать. Бактерисене вĕлерет, ыратнине ирттерет. Аллергипе аптăракансене пулăшать. Ӳслĕке лăплантарать. Ыйхă лайăх килтерет. Шăнăр курăкĕн çулçисене çу уйăхĕнчен пуçласа çурла уйăхĕчченех пуçтарма юрать. Сулхăн вырăнта типĕтмелле.

12. Аслати курăкĕ /фиалка трехцветная, виола, анютины глазки/. Сиплĕ çак курăк ӳсĕрттерсе лăймакана кăларма пулăшать, шăк хăвалать. Ӳсен-тăрана чечек çурнă вăхăтра пуçтараççĕ, тĕттĕм вырăнта типĕтеççĕ.

13. Çу уйăхĕнче çавăн пекех шĕпĕн курăкне /чистотел/ типĕтсе хатĕрлеççĕ. Вăл бактерисене вĕлерет, ват хăвалать, сурана йăл илтерет. Курăка чечек çурнă вăхăтра татмалла, сулхăнра типĕтеççĕ.

14. Шурă ясноткăн /яснотка белая/ чечекне пухмалла. Вăл юна тасатать, лăплантарать, ыратнине ирттерет, пырти лăймакана кăларать, шăк хăвалать, юна чарать. Сиплĕ курăкăн чечекне çу уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа çулла тăршшĕпех татма юрать.

15. Çу уйăхĕн вĕçĕнче армути /полынь/ çулçине татмалла. Вăл вархырăм ĕçне лайăхлатать, аппетита ӳстерет, апата лайăхрах ирĕлтерет, ват хăвалать. Армутирен хатĕрленĕ сиплĕ шĕвеке пĕверпе ват хăмпин чирĕсемпе аптăракансен уйрăмах ĕçмелле. Эрĕм /анатри чăвашсем ăна çапла калаççĕ/ пуç çаврăннине те ирттерет. Ку курăкпа мунчара та усă курмалла. Вăл вăй-хал парать, кăмăла çĕклет. Чечеке ларнă армути /çĕртмеутă уйăхĕсенче/ вар-хырăмри, пыршăлăхри хуртсене /лямблии/ пĕтерме пулăшать. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.