Комментировать

8 Мая, 2024

Хресчен сасси 17 (3007) № 08.05.2024

«Чунпа паян та вун çиччĕри пек»

Вăрçă ачисем йывăрлăха туйсан та чăтнă, тӳснĕ, пĕтĕм вăй-халне пухса ырă пурнăçшăн кĕрешнĕ. Асамат ялĕнче пурăнакан 87 çулти Анфисса Петрова темĕн те курнă.

Вăрçă чарăннăранпа 79 çул çитрĕ пулин те, хаяр кунсем унăн астăвăмĕнчен çухалман. Шкула утнă вăхăтсем, ĕçре пиçĕхнĕ самантсем халĕ те асăмра. Анфисса Петрова ĕçчен те пултаруллă çын. Çамрăк чухне унăн çичĕ класран малалла вĕренме май килмен. Хура-шурне пайтах курнă, çапах хуçăлман, йывăрлăха чăтса ирттерме ялан вăй-хал çитернĕ. Хăйĕн пурнăçне вăл хуçалăх ĕçĕпе çыхăнтарнă: фермăра выльăх пăхнă, бригадăра тĕрлĕ ĕç пурнăçланă, ял хуçалăх производствин аталанăвĕшĕн тăрăшнă. Кирек епле ĕçре те ывăннине нихăçан та туйман, ĕçе чунпа парăннăскер мĕн хушнине ялан тĕплĕ тунă. Йывăрлăх умĕнче пуçа усман, чун хавалĕ вара ăна вăй парса тăнă. — Эпĕ Сурăмпуç Мучикасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ачалăх мĕнне лайăххăн пĕлмен. Сĕтел çинче мĕн çимелли пулнă, ăна-кăна уяса тăман, çийĕнчех ăша янă. Çĕр улмине теркăпа хыраттăмăр. Икерчĕ пек тунă ĕнтĕ. Пĕçерсен питĕ тутлăччĕ вара... Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне каникулта урамра выляса çӳремен, аттепе пĕрле çу каçипех иртен пуçласа каçченех уйран татăлман, сурăхсем пăхнă. Шăрăхра вăл пĕр- пĕр сулхăн вырăна выртатчĕ, эпĕ вара юрăсем юрласа çӳреттĕм. Уйра чăрмантаракан çук, çавăнпа та пуçа мĕнле йĕркесем килнĕ — çавна шăрантарнă. Çавăн пекех хам тĕллĕнех тĕрлĕ вăйă выляттăм — вăхăт иртни те сисĕнместчĕ. Сентябрь уйăхĕчченех сурăхсемпе çӳретнĕ мана,— ачалăха аса илчĕ Анфисса Петровна. — Вăрçă çулĕсем мĕнпе асра юлчĕç? — кăсăклантăм эпĕ. — Ялти хĕрарăмсем вăрçă хирĕнчен килнĕ салтак çырăвĕсене алла тытса вуланине лайăх астăватăп. Мĕншĕн тесен виç кĕтеслĕ хыпарçăсем фронтри пурнăçа пĕлтерсе тăнă. Çырăва вуласа тухсан чылай чухне ял çыннисен сăнĕсем çуталатчĕç. Ара, ырă хыпар савăнăç кӳнĕ-çке,— терĕ вăл. — Вăрçă çулĕсем ачалăхпа пĕр килчĕç маншăн. Апла пулин те аслисемпе тан тырă вырма тиветчĕ. Бригадир ана виçсе паратчĕ. Тем пек асаплансан та шăла çыртса тӳснĕ, мĕншĕн тесен ывăннине ыттисене кăтартас килмен. Хĕвелпе тăрса вăл аниччен уйран кĕмен. Анан вĕçĕ çук пек туйăнатчĕ тепĕр чухне. Кунĕпе ĕçлесе ывăнаттăм. Апат вăхăтĕнче çеç кăшт канса илме май килетчĕ. Ача тесе ачашланса ларман, урамра вăйă выляс вырăнне ĕçре пиçĕхнĕ. Вăл кулленех Крымсарайккă шкулне утнă. Ураран çăпата татăлман. Çи-пуçĕ те илемлĕхпе илĕртмен. Апла пулин те вĕренӳ енне чунĕпе туртăннă. — Вырăс чĕлхине парăнтарма йывăртарахчĕ. Анчах та сăвăсене пăхмасăр калама çăмăллăн вĕренеттĕм. Çичĕ класс пĕтерсен вара фермăна ĕçе кĕтĕм. Элĕк шкулне кайма кăмăл пурччĕ — виç çĕр тенкĕ тӳлемелле. Ун чухлĕ укçа çук пирĕн, çавăнпах малалла ăс пухас тĕллев пăрахăçланчĕ. Вĕренес вырăнне сысна пăхма тытăнтăм. Çамрăк пулнăран-ши, питĕ тăрăшса ĕçлеттĕм. Условисем чаплă марччĕ. Сыснасем валли апат хамăрăн пĕçермелле. Кăмака хутма вуттине çурмалла, тата ытти ĕç те пурччĕ. Ывăнсах çитеттĕм. Çавах та йывăрлăха çĕнтерме ялан хевте тупаттăм,— калаçу çăмхине сӳтрĕ Анфисса Петрова. Хĕр сысна ферминче виçĕ çул вăй хунă хыççăн пăрусем пăхас ĕçе куçнă. Выльăх патĕнче çулталăк тăрăшнă. Унтан бригадăра вăй хунă. Хушнă ĕçре хастарлăх кăтартнă. Ялан ĕçе юратнипе, ăна тĕплĕ пурнăçланипе палăрса тăнă. — Çăкăртан асли, çĕртен хакли çук, каларăша асра тытнă эпĕ. Ахальтен мар хамăн пурнăçа ялпа çыхăнтартăм. Тĕрĕссипе, хула нихăçан та илĕртмен, çавăнпах хуçалăхра тӳпене хыврăм. Бригада халăхĕпе пĕрле çу каçипе тĕрлĕ ĕç пурнăçлама тивнĕ, ирхи тăватă сехетре çава йăтса улăх-çаранлă вырăна курăк çулма кайнине паянхи кун та лайăх астăватăп. Çĕр улмине те, кăшманне те кăларса тирпейленĕ. Хĕл кунĕсенче те ĕçе васканă, ферма çывăхне улăм турттарнă. Ĕçе юратнăран мана ертӳçĕсем хисеплетчĕç. Мĕн каласси пур, ял-йыш умĕнче те пите хĕретес килмен. Çапла вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен те бригада ĕçĕнчен уйрăлмарăм,— каласа кăтартрĕ А.Петрова. <...>

Юрий КОРНИЛОВ. Элĕк округĕ.

♦   ♦   ♦


Ĕç династийĕсем - республика пуянлăхĕ, мухтавĕ

Ĕç династийĕсем кирек мĕнле предприятире те паха пуянлăх тата тĕрев пулса тăраççĕ. Династисен професси ăсталăхĕ те çӳллĕ шайра. Чăваш Енре 20 çул ытла ĕç династийĕсене чыслаççĕ. Кăçал та çак ырă йăлана пăрахăçа кăларман.

Хăйсен ĕçне чунтан парăннă 17 ĕç династийĕ савăнăçлă лару-тăрура ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ. Вĕсен шутĕнче вĕренӳре, сывлăх сыхлавĕнче, строительствăра, химипе электропромышленноçра, культурăра, ял тата вăрман хуçалăхĕсенче тăрăшакансем пулчĕç. «Эсир хăвăр ĕçре профессионалсем, хăвăр пĕлĕве ăруран ăрăва парса пыратăр. Кашни ĕç династийĕн хăйĕн историйĕ, анчах пурне те хăйĕн профессине юратни тата парăнса ĕçлени пĕрлештерет. Ăрусен çыхăнăвĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ, унра — пирĕн Тăван çĕршывăн пуласлăхĕ. Çемьери ĕç йăли-йĕрки мĕн чухлĕ çирĕпрех, çавăн чухлĕ ăнăçлăрах тата тухăçлăрах аталанать пирĕн республика, пирĕн çĕршыв. Эсир — Чăваш Республикин тата Раççей историйĕн уйрăлми пайĕ, унăн мăнаçлăхĕ», — палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Уява тĕрлĕ округран килсе çитнĕ. Хисепе тивĕçнисен йышĕнче вĕренӳ тытăмĕнче нумай çул ĕçлекен Куславкка округĕнчи Игнатьевсем те пур. Династин пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 550 çул. Çемьере — 25 педагог. Династие никĕслекенсем – физикăпа математика учителĕ Петр Савинович тата кĕçĕн классен вĕрентекенĕ Лидия Тимофеевна. Мăшăр 3 ача çитĕнтернĕ. Шăпах вĕсем ĕç династине малалла тăсакансем. Сăмахран, Светлана Петровна пуçламăш классене пĕлӳ парать. Унăн мăшăрĕпе хĕрĕ те — педагогсем. Вăл «Азбука» кĕнекен тата «Пĕчĕккисен кĕнеки» ĕç тетрачĕсен авторĕ. Алена Петровна – географипе биологи, унăн хĕрĕ историпе обществознани предмечĕсене вĕрентеççĕ. Олег Николаевич вара 19 çул физкультура учителĕнче вăй хунă. Вĕренӳ аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн Игнатьевсем нумай наградăна тивĕçнĕ. Елчĕк округĕнчи Мясниковсен династине ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем аван пĕлеççĕ. Мясниковсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 1230 çул. Вĕсенчен нумайăшĕ ĕмĕр тăршшĕпех ял хуçалăхĕнче тăрăшнă. Ефим Андреевич – династи никĕслевçи. Вăл «Малалла» сельхозартеле кĕнĕ, тĕрлĕ çулта бригадирта, арманçăра ĕçленĕ. Унăн ĕçне халĕ мăнукĕ, Елчĕк округĕнчи «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативăн председателĕ Юрий Вячеславович, малалла тăсать. Ывăлĕ Вячеслав çав хуçалăхрах тĕп инженерта вăй хурать. Вăрмар округĕнчи Эверсковсен династийĕн ял хуçалăхĕнчи ĕç стажĕ – 1500 çул. Çак династи «Большевик» совхоз йĕркеленсе кайнипе пĕр килет. Пĕртăвансем — Яков, Михаил тата Филимон — ĕç династине пуçарса яракансем. Хальхи вăхăтра династие Яков Ивановичăн мăнукĕ Геннадий Германович ертсе пырать. Вăл «ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Нумай çул «Урмарский» совхозра тата чăх-чĕп фабрикин директорĕнче тăрăшнă. Геннадий Германовичăн мăшăрĕ Луиза Архиповна — ЧР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ, инкубаци цехĕн заведующийĕнче 38 çул тăрăшнă. Медаль, Хисеп хучĕ нумай вĕсен. Эверсковсен тăван-пĕлĕшĕсенчен чылайăшĕ «Урмарская» чăх-чĕп фабрикинче тар тăкнă. Йăхра тимĕрçĕ, водитель, чăх-чĕп станцийĕн операторĕ, ветеринар, хăмлаçă пур. Шупашкар хулинче пурăнакан, вăрман хуçалăхĕнче тăрăшакан Тихоновсен династине те палăртмалла. Ку тытăмра 12 çын тăрăшать. Пуçаруçисем Петр Тихоновичпа Ольга Матвеевна пулнă. Петр Тихонович вăрман хуçалăхĕнче 46 çул ĕçленĕ: производство участокĕн мастерĕнчен пуçласа ЧР вăрман хуçалăхĕ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ таранах çитнĕ. Ольга Матвеевна вăрманçăра 18 çул вăй хунă. Вăрман ĕç-хĕлне ывăлĕсене Владимирпа Олега тата хĕрне Татьянăна та явăçтарнă. Халĕ Тихоновсен мăнукĕсем «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче тата Опытнăй вăрман хуçалăхĕнче ĕçлеççĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Патăрьелсем «Раççей» форумра тĕлĕнтернĕ

Мускаври ВДНХра иртекен «Раççей» курав-форумра Патăрьел округĕ кашнинех тĕлĕнтерме тăрăшнă. Тĕрлĕ ăсталăх класĕ, вăйă-викторина ирттернĕ, юрă-ташăпа савăнтарнă. Вунă кун сисĕнмесĕрех иртнĕ.

Малтанах Патăрьелсем округ историйĕпе, унăн ĕçĕхĕлĕпе паллаштарнă. Мини-мультистудире кĕске метражлă мультфильм ӳкерме вĕрентнĕ, Мăнкун çăмарти сăрланă. Спорт кунĕсем те ăнăçлă иртнĕ. Вырăнти спортсменсем фитнес-аэробика тата кĕрешӳ енĕпе ăсталăх класĕ йĕркеленĕ. «Паттăр» спорт шкулăн тренер-преподавателĕ Татьяна Торговцева фитнес-аэробика вăрттăнлăхне уçса панă, форума хутшăнакансене тĕрлĕ хускану тума хăнăхтарнă. Сăмах май, Патăрьелсем фитнес-аэробикăна кăмăллани куçкĕрет. Ачасем çеç мар, çамрăксем те, аслă ӳсĕмрисем те занятисене савăнсах çӳреççĕ. Курава хутшăнакансен хушшинче «Сик-тух выляма» наци вăййине выляттарнă, вĕтĕ шăрçапа ĕçлеме, управăш ăсталама вĕрентнĕ. Халăхсен туслăхне халалланă кун 75-мĕш павильонра чăваш, тутар, мордва халăх фольклор коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. «Биляр» ташă коллективĕпе «Тамчы» вокалпа инструмент ансамблĕ хăнасене наци юрри-ташшипе тыткăнланă. Ачасене уйрăмах «Биолаборатори. Зоологи» цифра лабораторире ĕçлеме килĕшнĕ. Кунта кашниех хăйне чăнчăн агроном вырăнĕнче туйнă. Тĕрлĕ ĕç-хатĕрĕпе ĕçлеме, ӳсен-тăран лартма, микроскоппа усă курма вĕреннĕ. Палăртмалла: хальхи вăхăтра Патăрьел округĕнчи ача сачĕсенче 5 агролаборатори ĕçлет. Кăçал тата виççĕ хута ямалла: Патăрьелте, Сăкăтра тата Аслă Арапуçра. «Раççей» курав-форумра Патăрьелти 2-мĕш вăтам шкул тата Мускаври 1476-мĕш пĕлӳ учрежденийĕ çарпа патриотизм енĕпе малашне килĕштерсе ĕçлесси пирки килĕшӳ тунă. Патăрьелти çамрăк армеецсем маларах «Марш победителям» хула конкурсне хутшăннă, тĕрлĕ номинацире призерсем тата çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов каланă тăрăх, çак килĕшӳ ачасемпе педагогсен тавра курăмне аталантарма, вĕсен пултарулăхне тĕрлĕ енчен уçса пама, округăн культурăпа вĕренӳ пурнăçне пуянлатма пулăшĕ. Юлашкинчен курав-форум ĕçĕ-хĕлне «Чемен» халăх фольклор ансамблĕпе тутарсен пултарулăх ушкăнĕ пĕтĕмлетнĕ. <...>

Вера МИХАЙЛОВА.

♦   ♦   


Вăрçă ачисемпе тĕл пулатпăр

Çĕнтерӳ кунĕ вăрçă ачисемшĕн уйрăмах пысăк уяв. Шел пулин те, вĕсем çулсеренех сахалланаççĕ. Хăшне-пĕрне ятран асăнса хăварас килет.

Вăрçă çулĕсенче вĕсен пурнăçĕ йывăр пулнă. Ачалăх телейлĕ иртнĕ теме çук. Вăрçă хыççăн юхăннă ял хуçалăхне, ялти социаллă учрежденисен çурчĕсене çĕклемелле пулнă. Элĕк салинче пурăнакан, район Канашĕнче укçа-тенкĕ пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ Иван Орлова ырăпа асăнас килет. Вăл Йĕпреç районĕнче çуралса ӳснĕ. Элĕк тăрăхне 1964 çулта ĕçлеме килнĕ. Вăл çулсенче Мартынкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкул, фельдшерпа акушер пунктне тата ял канашĕн çурчĕсене хуçалăх меслечĕпе çĕклемелле пулнă май укçа-тенкĕ тупма пысăк пулăшу панă. Вăл пирĕн ял тăрăхĕпе район Канашĕн депутатне пĕр улшăнмасăр 7 созыв суйланнă. Манăн 18 çул Мартынкасси ял Канашĕн ĕçтăвком ертӳçи пулса ĕçлеме тӳр килчĕ. Çав çулсенче ĕçре пĕрре мар пулăшнă. Элĕк салинче пурăнакан Клавдия Степанова вăрçă ачине те ырăпа асăнасшăн. Эпир ĕçленĕ çулсенче çĕнĕ çынсене сесси, лару протоколĕсене, ял çыннисене паракан справкăсене тата ытти кирлĕ хута çырма, вĕсемпе ĕçлеме вĕрентмелле пулнă. Кашни çулах тенĕ пек суйлавсем иртнĕ. Паянхи пек хатĕр протокол бланкĕсем пулман. Алăпа çырмалла, комисси членĕсене вĕрентмелле пулнă. Çак ĕçре Клавдия Порфирьевнăн тӳпи пысăк. Пире вăл йĕркелĕхе, тӳсĕмлĕхе, яваплăха туйса ĕçлеме, чăн-чăн патшалăх çыннисем пулма вĕрентнĕ. Элĕк салинче тепĕр ĕçчен, ырă кăмăллă вăрçă ачи Николай Васильев пурăнать. Вăл Асакасси ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ фронтран таврăнайман. Унăн та пурнăçĕ çăмăл пулман. Иксĕмĕр те хуçалăх ертӳçисем пулса ĕçленĕ çулсенче пире Патăрьел районĕнчи «Гвардеец» хуçалăха стажировкăна ячĕç. Унта пурăннă чухне çывăхлантăмăр, паянхи кун та туслă пурăнатпăр. Кашни çулах йăлана кĕнĕ йĕркепе Н.Орлов, К.Степанова, Н.Васильев тата эпĕ сĕтел хушшине ларса иртнине аса илетпĕр. <...>

Вениамин АРХИПОВ. Элĕк округĕ, Мартынкасси ялĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.