Комментировать

8 Мая, 2024

Хыпар 48-49 (28224-28225) №№

Владимир ПУТИН: Пĕрле çĕнтеретпĕрех

Ĕнер, çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Кремльте Владимир Путин Раççей Президенчĕн должноçне йышăннин церемонийĕ иртрĕ. Владимир Владимирович Президент полномочийĕсене пурнăçланă май çын тата гражданин прависемпе ирĕкĕсене, Раççей Конституцине хÿтĕлеме, патшалăх суверенитетне, хăрушсăрлăхне, пайланманлăхне упрама, халăхшăн ĕçлеме тупа тунă хыççăн Конституци сучĕн председателĕ Валерий Зорькин вăл Президент должноçне йышăнни çинчен пĕлтерчĕ.

Çакăн хыççăн сăмах илнĕ май Владимир Путин чи малтанах çĕршывăн мĕн пур регионĕнчи граждансене хăйне шаннăшăн тав турĕ, ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен умĕнче пуç тайнине пĕлтерчĕ. Тупа тунинче патшалăх пуçлăхĕн пысăк тивĕçĕ сăнланнине уйрăммăн палăртрĕ: Раççее упрамалла, халăхшăн ĕçлемелле. Çакă питĕ пысăк чыс тата сăваплă тивĕç. Иртнĕ çулсенчи ĕçĕнче вăл шăпах çакна тĕпе хунă. Раççей халăхĕн интересĕсем тата хăрушсăрлăхĕ уншăн малашне те тĕп вырăнта пулĕç. Миллион-миллион çыннăн пĕрлехи кăмăлĕ — питĕ пысăк вăй, эпир Раççей шăпине хамăр кăна татса парассине çирĕплетни. Раççей гражданĕсем çĕршыв утакан çул тĕрĕссине çирĕплетрĕç. Ку паян, йывăр тĕрĕслев тапхăрĕнче, пушшех питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Владимир Путин эпир çак тĕрĕслев тапхăрне чыслăн иртесси пирки иккĕленмест — «тата вăйлăрах пулăпăр, аталану тĕллевĕллĕ вăрахлăх плансемпе пысăк проектсене пурнăçлăпăр». Çĕршыв аталанăвĕпе çыхăннă йышăнусем малашне те тухăçлă, тĕрĕс пулмалла, çынсен, çемьесен пурнăçне лайăхлатма пулăшмалла. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦    ♦    ♦


Хулапа округ: малалла – пĕр туртара

Чăваш Енре паян 26 муниципалитет йĕркеленĕвĕ: 21 муниципалитет округĕ тата 5 хула. Анчах çак шайлашу çывăх вăхăтрах улшăнмалла — регионта темиçе муниципалитета пĕрлештерессипе çыхăннă пуçару тÿрре тухĕ. Маларах вырăнти хăй тытăмлăх йĕркеленĕвĕнче пысăк улшăнусем пурнăçа кĕчĕç — ял тăрăхĕсен администрацийĕсен вырăнне округсен администрацийĕсен территори пайĕсене туса хурса пурне те «пĕр тăрă» айĕнче пĕрлештерчĕç. Халĕ — çак улшăнусен черетлĕ хумĕ.

Халăх итлет

Сăмах Улатăр, Канаш тата Çĕмĕрле хулисене çак ятсемпех паллă округсемпе пĕрлештересси пирки пырать. Канаш хулинче ку ыйтупа иртнĕ эрнере халăх итлевĕ пулнă. Пухăннисем, хула администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, икĕ муниципалитет пĕрлешессине, çĕнĕрен туса хуракан муниципалитет йĕркеленĕвне муниципалитет округĕн статусĕпе «Канаш муниципалитет округĕ» ят парассине ырланă – депутатсен хула пухăвне çакнашкал йышăну тума сĕннĕ. Улатăр тăрăхĕнче кунашкал итлев çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче пулмалла. Канаш округĕнче те çав кунах итлев иртмелле. Халăха тунтикун ĕçрен пушансан 17 сехет хыççăн Шăхасанти культура çуртĕнче пухма йышăннă. Сăмах май, иртнĕ тунтикун Канаш тăрăхĕнче муниципалитетсене пĕрлештерес ыйтупа ятарласа информаци кунĕ те йĕркеленĕ — хулара округ шăпине пырса тивекен çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă, граждансен ыйтăвĕсене хуравланă. Çĕмĕрлесем вара итлеве паян пухăнаççĕ. Вĕсем те пуçарăва хирĕç пулмаççĕ-тĕр. Çĕмĕрле тăрăхĕнче округ ертÿлĕхĕ юлашки вăхăтра ялсенче чылай тĕлпулу ирттернĕ. Халăха хулапа округ пĕрлешес ыйту хумхантарни куçкĕрет — ку темăна граждансем кашни тĕлпулурах çĕкленĕ. Администраци представителĕсем палăртнă тăрăх, пĕрлешнин ырă кăтартăвĕсене уçăмлатнă хыççăн çынсем икĕ муниципалитет пĕрле пулассипе килĕшнĕ.

Ытларахăшĕ ырлать

Халăх хирĕç пулмассине ку ыйтупа асăннă муниципалитетсенче ирттернĕ ыйтăм кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Çĕмĕрле округĕнче вĕсене хулапа пĕрлештересси пирки ыйтăма явăçтарнă кашни çын тенĕ пекех пĕлнине палăртма кăмăллă. Вĕсен 60% яхăн йышĕ пуçарăва ырлать. Хуравлама тытăнса тăнисем — 22% яхăн. Çапах хирĕççисем те пур — 18% ытларах. Хăйсен позицине вĕсем тĕрлĕрен сăлтавлаççĕ: «пĕтĕмпех хула валли кăна пулĕ — ял çинчен манĕç», «налуксем ÿсĕç, ЖКХ тарифĕсем пысăкланĕç», «тÿлевсем ялти пек мар, хулари пек пулĕç» тата ытти те. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦    ♦    


Çĕнтерĕве вĕсем те çывхартнă

Фашистсен Германине çапса салатма Чăваш Ен те пысăк тÿпе хывнă.

1941-1945 çулсенче хăйĕн 208 пин ывăлĕпе хĕрне, республикăра пурăннисен пиллĕкмĕш пайне, фронта ăсатнă, Чăваш АССРĕнче 9 дивизи, темиçе полк тата бригада, авиацин штурмлакан полкне йĕркеленĕ, 75,5 пин офицерпа салтака тăшманпа çапăçма хатĕрленĕ. Çапăçу хирĕнче аманнисене пирĕн патра йышăнса 17 эвакогоспитальте сипленĕ ª1942 çул тĕлне 6610 койка-вырăн шутланнăº, тăшман çывхарнă хуласенчен республикăна 28 завод, фабрика тата цех куçарнă. 1941-1942 çулсенче Сăр тата Хусан хÿтĕлев тăрăхĕсене тума республикăран — 175 пин, ĕçе куллен 70-85 пин хĕрарăм, 18 çула çитмен йĕкĕт тата тĕрлĕ сăлтава пула çара илмен çын хутшăннă. Ентешĕмĕрсем çар техники туса кăларма хÿтĕлев фондне 170 миллион ытла тенкĕ хывнă, 356 миллион тенкĕлĕх патшалăх займĕ туяннă, хăйсен укçипе тутарнă «Чăваш Ен осоавиахимĕ» çар самолечĕсен звенине летчиксене шанса панă. «Чăваш Ен колхозникĕсем», «Чăваш Ен тракторисчĕ», «Чăваш Енре апат-çимĕç хатĕрлекен», «Чăваш Енре вăрман касакан», «Советсен хатĕрлекенĕ» танк колоннисем тума та укçа пуçтарнă. Республикăра пурăнакансем Украинăран, Беларуçран, Балтика тăрăхĕнчен, Ленинград, Смоленск облаçĕсенчен, фронт çывхарнă ытти регионтан 70,5 пин çынна йышăнса хÿтлĕх панă. Хĕрлĕ çар оккупацирен кăларнă территорисен халăх хуçалăхне ĕçлеттерсе яма хастар хутшăннă, вĕсене пин-пин тонна тырă, çĕр улми вăрлăхĕ, 17 пин ытла лаша тата выльăх, вăрман ăсатнă. Сталинграда, Донбаса ирĕке кăларнă хыççăнах пирĕн темиçе пин каччăпа хĕр нимĕçсем ишнĕ заводсемпе шахтăсене хута яма, пурăнмалли çуртсене юсама хутшăннă. Чăваш Енрен Хĕрлĕ çар ретне тăнисенчен 106 пинĕшĕ çапăçура пуç хунă, хыпарсăр çухалнă. Фронтран 54 пин салтакпа офицер орденмедальпе таврăннă. Пурнăç малаллах пырать. Фашистсен Германине çĕнтернисем пирĕнтен уйрăлса кайрĕç, çак кунсенче Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе юлашки паттăрсене саламлатпăр. Пурин умĕнче те пуç таятпăр, пурне те аса илетпĕр. Хаçатра нумайăшĕ çинчен çырса кăтартаймастпăр пулин те хăшне-пĕрне те пулин асăнар. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Хăмла устерер-и, пахча çимĕç туса илер-и?

Чăваш Енре «Фермер шкулĕ» вĕренÿ проекчĕн пиллĕкмĕш тапхăрĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Ял бизнесне аталантаракансем «Агротуризм», «Уçă вырăнта пахча çимĕç ÿстересси», «Хăмла туса илесси» специальноçсене алла илĕç. Паллă саманта республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, яваплă ытти çын хутшăнчĕ.

Ăруран ăрăва

Раççей ял хуçалăх банкĕн, ЧР Ял хуçалăх министерствин тата Чăваш патшалăх аграри университечĕн вĕрентÿ проекчĕ пирки республикăра пĕлмен çын юлмарĕ те-тĕр. «Фермер шкулĕ» аграрисене бизнеса çул хывма пулăшнине чылайăшĕ ăнланчĕ. Проекта хутшăнакансене патшалăх пулăшăвне илме те çăмăлрах. Паллах, ăна тивĕçмешкĕн экспертсен комиссийĕ умĕнче бизнес-план хÿтĕлемелле, ял хуçалăхĕнче çĕнĕ ĕç йĕркелемелле. «Фермер шкулĕ» — вĕренÿ проекчĕ, тĕллевĕ — ял хуçалăхĕнче бизнес пуçарса тухăçлă тытса пыма хăнăхтарасси. Раççейре АПК валли кадрсем хатĕрлеме Ял хуçалăх министерствипе регионсен, вузсен, пысăк бизнесăн тата фермерсен майĕсене пĕрлештерекен вырăн шутланать вăл. Чăн та, малтанхи тапхăрта хăшĕ-пĕри çĕнĕлĕхе шанман, пĕлтерĕшне туллин ăнланман. Апла пулин те ура çинче çирĕп тăракан фермерсемех проекта хутшăнма, пĕлĕве ÿстерме кăмăл тунă. Унтанпа лару-тăру улшăннă. Шкулта вĕренме хапăл тăвакансен йышĕ çулсерен ÿссе пырать, конкурс та çивĕчленет. Çĕнĕ специальноçа хăйсен шучĕпе алла илме хатĕр çынсем те тупăнаççĕ. Проектăн пиллĕкмĕш тапхăрĕнче 63 çын парта хушшине ларчĕ. Опытлă фермерсемпе пĕрлех ку йышра ĕçе тин пуçăнакан та самай. Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Муркаш, Çĕрпÿ, Етĕрне... — ăçтан кăна пуçтарăнман-ши вĕсем. — «Фермер шкулĕ» проекта хута ярса эпир фермер ĕçĕ-хĕлĕ çине çаврăнса пăхтарасшăн, ял хуçалăхĕнчи бизнеса суйласа илекенсене аталанма, хутшăнма майсем туса парасшăн. Кăçалтан ял хуçалăхĕнче пирĕншĕн йăлана кĕнĕ ĕç — хăмла туса илесси — хушăнать. Хальхи вăхăтра фермер юхăмĕ сарăлса пынине, производствăна çĕнĕ технологисене тĕпе хурса аталантарнине, йĕркеленине куратпăр. Ку енĕпе пирĕн регион малта пырать. «Фермер шкулĕ» хута кайсан эпир вĕренсе тухакан кашни çынна, кăмăлĕ пулсан, пур енлĕн пулăшма йышăнтăмăр, — палăртрĕ Олег Николаев. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Николай ПИСКУН: Кирек хăçан та Раççей çĕнтерет

«Суран канăçсăрлантармасан та вăрçа мантармасть. 1943 çулта лекнĕ снаряд ванчăкĕ халĕ те сулахай хăлха хыçĕнчех», — аманнă вырăна аллипе кăтартнă май калаçрĕ Николай Пискун.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ кăçалхи ака уйăхĕнче 100 çул тултарнă. Пурнăçра нуши-тертне нумай курнă, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă пулин те кĕлетки- çурăмĕ çирĕп, кăмăл-туйăмĕ правур унăн. Хăнасене те хăех кĕтсе илсе ăсатать. Сывлăхне пăхсах тăрать. Алă-ури хытасран кашни кун велотренажер çавăрттарать. 95 çула çитиччен машинăпа та хăех çÿренĕ. …Николай Иванович Украинăри Житомир облаçĕнчи Городковка ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1942 çулхи чÿк уйăхĕнче унăн салтак ячĕ тухнă. «Эпĕ çав вăхăтра Пенза облаçĕнчи Башмаково районĕнчи Тимирязев ячĕллĕ совхозра ĕçлеттĕм. Повестка пачĕç. Çар комиссариатне каймалла. Унта çитме — 20 çухрăм. Ун чухне хальхи пек машинăсем çÿремен. Ирхине ирех çула тухрăм. Утатăп, утатăп… Чÿк уйăхĕнче кун кĕске. Хăвăртах тĕттĕмленет», — аса илчĕ Николай Иванович. Кунĕпе утса ывăннăскерĕн канас та килнĕ. Анчах таврара пĕр ял та курăнман. Хирте улăм ури асăрханă. Ун тавра утса çаврăннă. «Кунта ман пек çÿрекенсем татах пулнă иккен. Вĕсем те, ывăннăскерсем, улăм купи ăшне кĕрсе выртса çывăрнă. Çав хÿтлĕхе вырнаçрăм. Унта ăшăнса ирчченех çывăрнă. Каç енне Башмаковăна çитрĕм», — калаçăва тăсрĕ ветеран. Çар комиссариатĕнче çĕр каçнă хыççăн Николай Пискуна Саратов облаçĕнчи сбор пунктне янă. «Унта ман пек çамрăксем нумаййăн пуçтарăннă. Питĕ хытăскерсем пулчĕç. Эпĕ, икĕ талăк апат çименскер, выçса çитнĕ. Мана хайхискерсем пĕр татăк çăкăр та памарĕç», — терĕ Николай Иванович. Йĕкĕте салтака савнă хĕрĕ ăсатнă. Анчах çамрăксене пĕрле пулма шăпа пÿрмен. Николай Ивановичăн сасси, çамрăклăх çулĕсене куç умне кăларнă май, тунсăхлăн чĕтренсе илчĕ: «Ăна нимĕçсем вĕлернĕ. Ял çыннисене пурне те çырмана хăваласа пухнă та… персе пăрахнă». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


«Илсе кайсан та çын пулмасть унран», – тенĕ ăна

Матрена Моисеева пиччĕшне пурпĕрех ура çине тăратнă

Шупашкар районĕнчи Алькешре пурăннă çывăх тăванăмсем Николайпа Матрена Моисеевсем, пиччĕшĕпе йăмăкĕ, иккĕшĕ те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ.

Тăванлăх юратăвĕ

Ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă Николай Моисеевич 1939 çулта çар ретне тăнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама пысăк хавхаланупа хатĕрленнĕ вăл. Çамрăк салтак Минскра полк шкулĕнче вĕренсе сержант, телеграфист пулса тăнă. Пултаруллă чăваш каччине Свердловск хулине командирсем хатĕрлекен курса вĕренме янă. Çулталăкран вăл кĕçĕн лейтенант, взвод командирĕ пулса тăнă. 1942 çулта салтак çулĕ Николай Моисеева Сталинграда илсе çитернĕ, 5-мĕш гварди çарĕнче телеграфистра тăрăшнă. Гитлер Сталинграда парăнтарса Мускава çитесшĕн пулнă. Совет çарĕ нимĕçсене пур енчен те хупăрланă, нумай фашиста тыткăна илнĕ. Çак çĕнтерÿре Николай Моисеевичăн тÿпи те пур. Ахальтен мар ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе наградăланă. Вăл Румынире, Польшăра, Чехословакире, Германире пулнă. Çĕнтерÿ кунне Австрире кĕтсе илнĕ. Вăрçă çулĕ уншăн 5 çул та 6 уйăха тăсăлнă. Хăй каланă тăрăх, Георгий Жуков маршала та темиçе хут курнă. Пĕррехинче вĕсен штабне аркатнă. Николай Моисеевич йывăр суранланнă. Контузие пула Çĕпĕрти çар госпиталĕнче чылай вăхăт сипленнĕ.

Ăна вăрçă хыççăн йăмăкĕ Матрена Моисеевна шыраса тупнă. Тÿрех ун патне госпитале тухса кайнă. Пиччĕшĕ йывăр чирлĕ пулнăран хăй тĕллĕн апат çиме те пултарайман. Çавна май госпиталь пуçлăхĕ Николай Моисеевича парса ярасшăн пулман. «Илсе кайсан та çын пулмасть унран, кунтах хăварăр», — сĕннĕ вăл. Матрена Моисеевна вара итлемен, пиччĕшне сыватасса шаннă. «Килех илсе каятăп», — тенĕ çирĕппĕн. Вăрçă вучĕ витĕр тухнă хĕрарăма тухтăрсем текех хирĕçлеме пултарайман. Çапла, вăл пиччĕшне тăван тăрăхне илсе таврăннă. Чăваш Енри чылай больницăра сипленĕ ăна. Хусанти ăсчах тухтăрсем нерв чирĕнчен хăтарнă, ура çине тăратнă. Кунта, паллах, Матрена Моисеевнăн тÿпи те пысăк. Пиччĕшне çăлас, сыватас тесе мĕн чухлĕ тăрăшнă вăл. Врачсем çырса панă эмелсене Мускав таранах шыранă, тупнă. Унсăр пуçне йăмăкĕн, тăванĕсен хавхалантарăвĕ йĕкĕте ура çине тăма пулăшнă. <...>

Роза АЛЕКСЕЕВА

♦   ♦   ♦


СВО пуçлансанах систернĕ: «Диплом илсенех çар операцине тухса каятăп»

«Кара» позывнойпа çÿрет вăл. Ятарлă çар операцийĕнчи пĕрлештернĕ медицина ротин тухтăрĕ. Çирĕм тăваттăри чăваш хĕрĕ. Пĕчĕкренех çар хирургĕ пулма ĕмĕтленнĕскер. Нумаях пулмасть Кара офицера палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пуçаруллă, тăрăшуллă пулнăшăн полк командирĕ Тав хучĕпе чысланă.

Руль умне те ларнă

Карина Егорова Вăрмар округĕнчи Эçпепе ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкул хыççăн Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Çынсене сыватас килни чунра пулни тĕллевне пурнăçлама хавхалантарнă. — Карина пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех çар тухтăрĕ, хирург, пулма ĕмĕтленни пирки сочиненире çырнăччĕ. Пĕрремĕш класранах Вăрмарти шкула çÿрерĕ. Шкула лайăх паллăсемпе пĕтерчĕ. Аттестатĕнче икĕ «тăваттă» çеç. Тăрăшуллă хĕр вăл. Ялта пурăннă май ачасене ĕçе хăнăхтарнă эпир. Пирĕн хуçалăх пысăккине кура нимĕнле ĕçрен те хăраман, пурне те пурнăçланă. Карина — асли, ун хыççăн — виçĕ ывăл. Иккĕмĕш ывăл та кăçал ЧПУн стоматологи факультетĕнчен вĕренсе тухать. Кĕçĕннисем – йĕкĕреш, шкула çÿреççĕ, — каласа кăтартрĕ Каринăн ашшĕ Андрей Николаевич. Çемье пуçĕ нумай çул полицире ĕçлет. Вăл Чечняри хирĕç тăрăва та хутшăннă. Çавăнпах-и, тен, çар тумĕллĕ ашшĕне курса, аслă хĕрĕ унран тĕслĕх илсе çирĕп кăмăллă ÿснĕ. Çемьере дисциплинăна пăхăнаççĕ, пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, ĕçрен хăрамаççĕ. Карина, ав, трактор рулĕ умне ларса ашшĕ-амăшне час-часах пулăшнă. — Çынна куçран пăхма хăнăхман вăл. Комбайн рулĕ умне лартсан та хирĕçлеместчĕ пуль. Карина пĕчĕкренех хăйне тĕрлĕ енчен аталантарса ÿсрĕ. Спортра та хастарччĕ. Çăмăл атлетикăна килĕштерчĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах ăмăртусене хутшăнатчĕ. Сочинени çырма юрататчĕ. Килти ĕçсене яваплăха туйса хатĕрленетчĕ. Урама тухмасăр вĕренетчĕ. Сăвă çырма та кăмăллать вăл. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра унăн ĕçĕсем сăвăсен пуххинче пичетленнĕ. Университета вĕренме кĕрсен те йывăр тесе нихăçан та каламан. Тĕллевне пурнăçлама юратакан хĕр. Вĕреннĕ вăхăтрах медсестрара ĕçлерĕ. Унтан Шупашкарти Калинин районĕн васкавлă пулăшу подстанцийĕнче аслă фельдшерта тăрăшрĕ. Ачасем валли Шупашкарта хваттер туяннăччĕ ĕнтĕ. Студент чухне унта пурăнчĕç. Вĕренсе пĕтернĕ тĕле хĕрĕме тăрăшуллă, ăслă, ĕçчен пулнăшăн çăмăл машина парнелерĕмĕр. Руль умне ларма кăмăллать вăл. Аслă фельдшерта ĕçленĕ вăхăтра ЧПУран вĕренсе пĕтернĕ май ятарлă çар операцине тухса кайрĕ, — терĕ полици майорĕ Андрей Егоров. <...>

Елена ЛУКИНА

Пĕтĕм ĕçе пĕрле тăваççĕ

Эпĕ пынă чухне кил хуçи арăмĕ кукăль пĕçеретчĕ. Тутлă шăршă пÿртне кĕричченех сарăлнă. Хулана каякансене кашнинчех кукăль е пицца пĕçерсе парса ярать вăл. Вашават хĕрарăм темĕн тума та ĕлкĕрет. Тĕпренчĕкĕсене пăхма та, кил хуçалăхĕнчи ĕçе пуçтарма та. «Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăнмасан мĕнле пултăр вăл? Çемье телейĕ те çавăнта», — терĕ Марина.

Пÿртре хваттерти пек

Пурнăçра чи пĕлтерĕшли, чи хакли — çемье. Малтан хăв çуралса ÿснĕ çемье, унтан çитĕнсе çитсе, мăшăрланса çемье çавăрни. Кашни çыннăн кил пулмалла. Çыннăн пурнăçĕнче йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ-и е савăнмалла-и – пĕтĕмпех çемьепе татса памалла. Çемье пулăшать, пĕр-пĕриншĕн крепоç пекех. Тĕслĕх çемье çинчен, Вăрмар округĕнчи Çитмĕш ялĕнче пурăнакан Анилинсем пирки, каласа кăтартас килет. Маринăпа Сергей тăватă ачана пурнăç парнеленĕ. Виçĕ ывăлпа пĕр хĕр кил-йыша илем кÿреççĕ. Ача-пăча сасси ашшĕ-амăшне савăнтарать. Анилинсен килĕнче пĕр-пĕрне ялан пулăшаççĕ. — Унсăрăн мĕнле-ха? Мана йывăр пулĕччĕ. Аслисем ывăл пулсан та хама пулăшаççĕ, ĕçе уйăрса тăмаççĕ. Мăшăр час-часах ĕçлеме çÿренĕрен кил хуçалăхĕнчи ĕç ытларах пирĕн çинче вĕт. Артем Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче вĕренет. Даниил шкула тăххăрмĕш класа çÿрет. Дима ача садне сукмак такăрлатать. Вика — пилĕк уйăхра, — çемйипе паллаштарчĕ кил вучахĕн управçи Марина. Вăл çак округри Чулкас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ пĕчĕкренех ачисене ĕçпе пиçĕхтернĕ. Совхозра пай илсе çум курăкран тасатмалла-и, кил хуçалăхĕнче выльăх пăхмалла-и, пÿртре тирпейлемелле-и — пур ĕçе те хăнăхса çитĕннĕ вĕсем. Хуçалăхра ĕне, лаша тытнă. Хĕр пĕвне çитнĕ тĕле Марина чуста çăрса кукăль-пицца янтăлама та вĕреннĕ. — Мăшăрăм Сергей те туххăмрах тутлă апат янтăлама пултарать. Вăл таврăнсан пĕçерме ăна та шанатăп. Арçын апачĕ тутлăрах, — йăл кулчĕ кил хуçи арăмĕ. Анилинсем патшалăх пулăшăвĕпе пĕрре мар усă курнă. Амăшĕн капиталĕпе, тĕслĕхрен, çурт туяннă. Анчах кивви киввиех çав. Ура çине тăрсан çĕнĕ çурт хăпартма пултарнă. Ал-ури ылтăннине кура Сергей нумай ĕçе хăй тăвать. Душ, туалет пÿлĕмĕсем пур, хулари хваттертен мĕнрен кая? Икĕ хутлă çурт яла илем кÿрет. Çамрăксем хулана кайса тĕпленменни савăнтарать. — Хулара пĕр кунран ытла пурăнаймастăп та. Ялах чун туртать. Кунта сывлăшĕ мĕне тăрать! Çут çанталăк епле илемлĕ! Пахча, чăх-чĕп, выльăх-чĕрлĕх — пурте хамăрăн. Ачасем ÿснĕçемĕн хулара хваттер туянтăмăр. Шăпах Артем студент пулса тăчĕ, ăна пурăнма аван пулчĕ. Ашшĕ те Шупашкарта ĕçленĕ май пĕрле пурăнаççĕ. Вăй çитнĕ чухне ывăлсем валли çурт-йĕр хатĕрлемеллех тесе шухăшларăмăр. Патшалăх çамрăк çемьесене пулăшакан программăпа та усă куртăмăр — хам çуралса ÿснĕ ялта çурт туянтăмăр, — каласа кăтартрĕ тăватă ача амăшĕ. <...>

Елена ЛУКИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.