Комментировать

25 Апр, 2024

Çамрăксен хаçачĕ 26 (6517) № 25.04.2024

Хăйсем чăваш пулнине пулнине кăтартасшăн кăтартасшăн

ВĂЛ КАЛАÇМА ПУÇЛИЧЧЕНЕХ… ЮРЛАМА ВĔРЕННĔ. ПĔЧĔКСКЕР МИКРОФОН ЙĂТСА КУНĔПЕ ХĂЙĔН ЧĔЛХИПЕ ĔНĔРЛЕСЕ ÇŸРЕНĔ. АШШĔ-АМĂШĔ ĂНА «ИНОСТРАНКА» ТЕНĔ. СĂМАХ — ЧĔМПĔР ХУЛИНЧЕ ПУРĂНАКАН МАРИЯ ЯМЩИКОВА ПИРКИ.

Сцена çине пĕрремĕш хут тухсан

Мария — Евгений Николаевичпа Наталия Анатольевна Ямщиковсен çемйинчи пĕртен-пĕр хĕр. Ашшĕ те, амăшĕ те — Чăнлă районĕнчиАнат Тимĕрçен ятлă чăваш ялĕнчен. Чĕмпĕре çамрăк çемье 2004 çулта куçса килнĕ, Мария хулара çуралнă. «Хĕр пĕрчи 4 çултах ача-пăчана ир аталантаракан центра çÿреме тытăнчĕ. Мĕншĕн ир ятăмăр-ха? Ун чухне ачана садике вырнаçтарасси чăрмавлăччĕ. Пулас амăшĕсем декрета тухсанах черете çырăнатчĕç. Эпир ялтан куçса килнĕччĕ те черете кайран кăна çырăнтăмăр. Садике лекейменнипе уйрăм çын тытса тăракан центра ятăмăр. Тÿлевĕ садик укçинчен пысăкрахчĕ. Эпир куншăн ÿкĕнместпĕр. Педагогсем ачана лайăх аталантарчĕç, уйрăммăн ĕçлерĕç», — каласа кăтартрĕ Евгений Ямщиков. Кун-çул панă çыннисем тĕпренчĕкĕшĕн нимĕн те хĕрхенмен. Амăшĕ ĕçе çÿремесĕр хĕрне пăхнă: леçнĕ, кайса илнĕ… «Ачасене инвестици хывни каялла таврăнатех тесе калаççĕ специалистсем. Укçа пирки кăна сăмах пымасть. Ачана тĕрĕс çул çине кăлармашкăн нимĕн те шеллемелле мар: вăхăт та, туйăмсене те, ыттине те», — тет ашшĕ. Шкула кайичченех хĕрачана тĕрлĕ çĕре илсе çÿресе аталантарнă вĕсем. Марийăна кĕçĕн классенче вĕрентнĕ педагог Ирина Мещанова чăваш хĕрарăмĕ пулнă. 1-мĕш класранах вăл хĕрачана конкурссенче хутшăнтарма тытăннă. 7-ре Мария Шупашкара «Путене» ача-пăча фестивальне пĕрремĕш хут килнĕ. Ун чухне вăл сцена çине пирвайхи хут пĕччен тухнă. Хĕрача çакăн чухне стресс чăтса ирттернĕ: чаршав хыçĕнче кĕтсе тăнă хушăра амăшне çухатнă. Кĕç-вĕç йĕрсе ярасла тăнă, куçĕпе ăна шыранă, анчах курман. Залра куракансен хушшинче ларнă амăшĕ çакна асăрханă та вырăнтан тăрса хĕрĕ патне ыталама чупнă. Анчах çак вăхăтра Мария Ямщиковăна сцена çине чĕннĕ. Концертмейстер баяна тăсса янă. Хĕрача йĕмесĕр чăтнă, «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать» юрра вĕçне çитичченех шăрантарнă вăл. Кайран пуç тайнă та чаршав хыçнелле хăвăрттăн чупнă. Ун чухне питĕ хăранине Мария халĕ те астăвать. Вĕсен килĕнче ку концертри видео та пур. Хĕрача «Путенерен» 3-мĕш вырăн йышăнса таврăннă. <...>

Алина ИЛЬИНА

♦   ♦   


«Пациент сывалсан пире шыраса тупса тав турĕ»

Вĕсен аллинче – çын сывлăхĕпе пурнăçĕ. Вĕсем талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пулăшма хатĕр. Çак вырсарникун васкавлă медпулăшу ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çавна май хамăрăн тĕпеле çак тытăмра вăй хуракан Дмитрий Ермакова чĕнтĕмĕр.

Кардиохирург пулма ĕмĕтленет

Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Дмитрий Ермаков Элĕкри васкавлă медицина пулăшăвĕн подстанцийĕнче 5 çул ĕçлет. Коллективра вăл — пĕртен-пĕр арçын. Дмитрий хăйсен тăрăхне «Земство фельдшерĕ» программăпа килĕшÿллĕн ĕçлеме кайнă. Куншăн тивĕçнĕ 500 пин тенке вăл пĕлĕвне тарăнлатма янă. Çак программа округсенчи кадр ыйтăвĕсене татса пама пулăшать. Унпа усă куракан специалистăн хăй суйланă вырăнта 5 çул ĕçлемелле. Дмитрий Ермакова хăйсен тăрăхĕнче ĕçлеме питĕ килĕшет. «Эпир ĕçтешсемпе пĕр-пĕрне куçран пăхса тÿрех ăнланатпăр. Шăнкăрав пулсан 2 фельдшер тата водитель тухса çÿретпĕр», — терĕ вăл. Дмитриймедицинăпамĕн ачаранах кăсăкланать. Аппăшĕсем сиплев ĕçне суйланине кура вăл та шкул пĕтерсен Шупашкарти медицина колледжне вĕренме кĕнĕ. Шăллĕ вара ашшĕн çулне суйланă — полици ĕçченĕ пулма хатĕрленет. Дмитрий Ермаков хăйĕн профессийĕнче опыт пухса аталанни малашнехи пурнăçра кирлине лайăх ăнланать. Каччă вĕренÿре те, ĕçре те лайăх ĕлкĕрсе пырать. Çамрăк фельдшер кардиохирург пулма ĕмĕтленет. «Манăн çынсене яланах пулăшас килетчĕ. Çын начар пурăнать-и е пуян-и — мана пурпĕрех. Маншăн пурте пĕр тан, пурне те хисеплетĕп», — терĕ вăл пурнăçне мĕншĕн медицинăпа çыхăнтарма шухăшлани пирки ыйтсан. Унтан калаçăва малалла тăсрĕ: «11 класс пĕтерсен икĕ профессирен хăшне суйласси пирки шухăшларăм: кинематографи е медицина. Çынсене медпулăшу парас килни ытларах илĕртрĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех аппасен медицина кĕнекисене вулама юрататтăм. Мана ку питĕ интереслĕччĕ». <...>

Юлия ИВАНОВА

♦   ♦   


«Эпир пĕр ĕç тăватпăр тăватпăр, тăван халăхшăн алăхшăн ĕçлетпĕр»

Паллă писатель, пултаруллă тĕпчевçĕ, общество деятелĕ, тăван халăхăн ырă ятне тĕнче шайне çĕклес тесе ырми-канми тăрăшакан Юхма Мишши нумаях пулмасть 88 çул тултарчĕ. Çуралнă кун ячĕпе ун патне тĕрлĕ çĕршывран питĕ нумай саламлă çыру, телеграмма, парне килчĕ. Сумлă уяв хыççăн ăна хамăрăн тĕпеле чĕнес терĕм.

— Михаил Николаевич, 88 çул сирĕншĕн нумай-и, сахал-и?

— Тĕрлĕрен калама пулать. Нумай та, сахал та мар пек. Ара, палăртса хуни тем чухлех-çке. Вĕсене туса çитермелле. Нумай çул пурăнтăм, вĕсене тумалла та мар пуль тесе те шутлатăп /кулать. – Авт./. Çапах та нумай темелле пуль. Мĕн чăтса ирттерни, курни пирки шухăшлатăп та... Мĕн кăна курман пуль! Эпĕ – вăрçă ачи, 1936 çулта çуралнă. Вăрçă пуçланнă тенине те астăватăп. Аттене илсе кайрĕç. Ку Финлянди вăрçи пĕтес умĕн пулнă ĕнтĕ. Аттене Мускавран каялла янă. Çĕрле. Эпир пурте çывăрма выртнă. Такам чÿречерен шаккарĕ. Эпир пурте сиксе тăтăмăр та крыльца çине чупса тухрăмăр. Атте таврăннă иккен! Мĕн тери телей. Кайран та, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайсан, атте çĕрле таврăнас, чÿречерен шаккас пек туйăнатчĕ.

— Вăрçă ачисем пĕчĕкренех колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Астăватăр-и çав вăхăта?

— Пиллĕкре чухне колхоза пучах пуçтарма илсе тухрĕç. Пире, вĕтĕр-шакăра, аннесем çакмалли сумка туса панăччĕ. Пучахне унта пуçтараттăмăр. Колхоз апат çитеретчĕ. Тепĕр çул çум çумлама тухрăмăр. Кĕркунне ялан пучах пуçтараттăмăр. Кайран кĕлтесем йăтма, çулнă курăка пуçтарса çыхма, ĕне кÿлме вĕрентрĕç. Уроксем хыççăн уя аннесене пулăшма чупаттăмăр. Ĕмĕрлĕхех асра юлнă тепĕр самант куç умĕнче. Ялта арçынсем юлманпа пĕрехчĕ. Пурте тенĕ пекех — тискер вăрçă хирĕнче. Лашасене вăрçа илсе кайма килнĕ терĕç. Эпир, ачасем, лаша фермине чупса çитрĕмĕр. Чăнах та лашасене илсе каяççĕ иккен. Аттен юратнă лаши Шурут патнелле чупрăм. Вăл та мана асăрхарĕ. «Юрамасть! Лашасем патне ан пыр!» — кăшкăрчĕç мана. Эпĕ йĕрсе ятăм. Пĕр ватă арçын, вăрăм сухаллăскер, çакна курчĕ те: «Санăн юратнă лашу-им?» — терĕ. «Аттен лаши вăл! Шурут! Ăна кăшт кăна ачашласшăн», — терĕм. Арçын мана алăран тытса çавăтса кайрĕ. Шурут патне пытăмăр. Лаша малти урипе тăпăртатрĕ, мана питрен, пуçран çулларĕ. Эпĕ ăна ачашларăм. «Шурут, вăрçăра аттене те курăн. Атя, пĕрле таврăнăр!» — йĕре-йĕре калаçрăм унпа. Кун пирки эпĕ тĕрлĕ çĕрте çырнă. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă

♦   ♦   


«Хăвăртрах сывалса юлташсем патне таврăнас килет»

«Паттăрлăхшăн» медаль хуçине Михаил Семенова çулталăкран шыраса тупнă. «Куншăн çар комиссариатĕнче ĕçлекенсене тав сăмахĕ калатăп», — терĕ Михаил Семенов сержант.

«Северный» позывной

Михаил 1986 çулта Çĕнĕ Шупашкар хулинче кун çути курнă. «Телейлĕ çемьере çуралнă эпĕ. Манăн анне Ольга Алексеевна ял больницинче тĕп тухтăрта нумай çул ĕçленĕ. Пире, виçĕ ачине, пĕччен çитĕнтернĕ пулсан та йывăрлăхра кирек кама та яланах алă пама вĕрентнĕ. Анне миçе çынна вилĕмрен çăлман-ши? Çĕр варринче вăратса чирли патне илсе каятчĕç. Вăл нăйкăшнине нихăçан та илтмен. Пĕрре ăна туберкулезпа чирлĕ, вилес патне çитнĕ çын патне илсе кайрĕç. Ăна çăлас тесе анне хăрушă чире пăхмасăр пациента çăварĕнчен искусствăлла майпа сывлаттарнă. Вилĕмрен çăлнă. Кайран хăй тахçанччен тĕрлĕ анализ парса çÿрерĕ. Юрать-ха, чир аннене ермен. Эпĕ çуралсан эпир Канаш тăрăхĕнчи Чарпуç ялĕнче пурăнма тытăннă. Ялти шкулта вĕрентĕм. Халĕ Канаш хулинче пурăнатăп», — калаçăвне пуçларĕ Михаил. «Михаил шкулта питĕ лайăх вĕренетчĕ. Малтанах чăвашла лайăхах пĕлместчĕ. 5-6-мĕш класс тĕлне чăваш ачисенчен те ирттерме пуçларĕ. Чăвашла, вырăсла питĕ нумай кĕнеке вулатчĕ. Арçын ачасем спортпа туслăччĕ. Волейболла питĕ лайăх вылятчĕç. Пирĕн шкулта вĕреннĕ ачасем СВОра та паттăрлăх кăтартнипе мăнаçланатăп. Нумаях пулмасть тепĕр салтака «Паттăрлăхшăн» медаль панине пĕлтерчĕç», — каласа кăтартрĕ Чарпуç шкулĕнче вĕрентекен Альбина Осипова. Шкул пĕтерсен Михаил Семенов экономист пулас ĕмĕтпе Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ. Анчах пĕр кун та ку специальноçпа ĕçлеме тÿр килмен ăна. Техникум пĕтернĕ çамрăка салтака илнĕ. Çар тивĕçне вăл Свердловск облаçĕнчи çыхăну батальонĕнче связист пулса пурнăçланă, взвод командирĕн пулăшуçи пулнă. Икĕ çултан яла таврăннă. Шăхасанти шалти ĕçсен пайне вырнаçиччен стройкăра та, конюхра та, кочегарта та ĕçлесе пăхнă. Шалти ĕçсен пайĕнче Михаил 4 çул ĕçленĕ. Çав хушăра Чечняра командировкăра çуршар çул икĕ хутчен пулнă. Шăпах вăл унта пулнă чухне Ингушетин вырăнти пуçлăхне тапăннă. Террористсене тытас енĕпе те вĕсен ĕçлеме тивнĕ. Тепĕр çулхине вĕсем Ингушетири вăрмансенчи террористсен ушкăнĕсене тытнă çĕре хутшăннă. Çав хушăрах каччă Петровский колледжĕн Канашри филиалĕнче вĕренсе юрист специальноçне алла илнĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА

♦   ♦   


Вĕренекенсемпе мультфильмсене чăвашла куçарать

Ксения Леонтьева Çĕрпÿри 2-мĕш шкулта ачасене тăван чĕлхепе литературине тата культурине юратма вĕрентет, вĕсемпе тĕрлĕ кăсăклă проекта пурнăçа кĕртет. Сăмахран, вăл вĕренекенсемпе пĕрле «Смешарики» мультфильма чăвашла куçарнă. Ксения çавăн пекех ачасемпе чăваш культурин интернет-сайтне йĕркелесшĕн. Кăçал Чăваш çамрăкĕсен форумĕнче пулса курнă яш-хĕр сăн ÿкерчĕкри хĕре палласа илчĕ пуль-ха. Вăл шăпах унта хăйĕн проекчĕсемпе паллаштарнă.

Ачасен шавĕ шиклентермест

Ксения Çĕрпÿ округĕнчи Йĕкĕрварта çуралса ÿснĕ, унтах пурăнать. Аслă пĕлĕве вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче илнĕ. 2021 çулта университет пĕтерсен «Çĕрпÿ хыпарçи» хаçат редакцине ĕçлеме килнĕ. Çулталăкран Çĕрпÿри 2-мĕш шкула учителе вырнаçнă. Тăрăшуллă хĕр икĕ ĕçре те ĕлкĕрсе пырать. Ăна ытларах шкул ĕçĕ кăмăла кайнине пĕлтерчĕ. Ачасен шăв-шавĕ ăна пĕрре те шиклентермест. «Астăватăп-ха: шкула пĕрремĕш кун ĕçлеме килсен 8-мĕш класра вĕренекенсемпе тăван ен культурин урокне ирттертĕм. Директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕ мана ачасемпе паллаштарчĕ. «Акă сирĕн çĕнĕ вĕрентекен», — терĕ. Малалла йăлтах тĕтрери пек пулса иртрĕ», — иртнине йăл кулса аса илчĕ Ксения Леонтьева. Вăл 23 çулта çеç-ха. Анчах çитĕнĕвĕсем сахал мар. Кăçал çамрăк вĕрентекен Чăваш Енри тăван чĕлхепе литературин вĕрентекенĕсен хушшинче муниципалитет шайĕнче иртнĕ «Чи лайăх вĕрентекен» конкурсра çĕнтерсе Çĕрпÿ округĕн чысне республика шайĕнче хÿтĕленĕ, лауреатсен йышне кĕнĕ. «Вĕрентекен пуласса нихăçан та шухăшламан. Шкул пĕтерсен те ăçта каяссине пĕлместĕм. Шăпа ЧПУна илсе çитерчĕ. Университетран вĕренсе тухсан хам вĕреннĕ шкулта практика тухрăм. Эпĕ Йĕкĕрварти шкулта 9 класс вĕреннĕ. Кунтах мана чăваш чĕлхине юратма хăнăхтарнă. Валентина Афанасьева вĕрентекен мана конкурссене нумай илсе çÿрерĕ. Класа çирĕп тытса тăратчĕ. <...>

Юлия ИВАНОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.