Комментировать

10 Окт, 2014

Тăнăçлăхпа туслăха Чăваш Ен те çирĕплетет

«Спортри пĕрлĕхре - тĕнче тăнăçлăхĕ: пĕтĕм ĕçсен стратегийĕ» пленарлă лару Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» Пăр керменĕнче иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Виталий Мутко ертсе пычĕ. Виталий Леонтьевич ларăва уçнă май чи хаклă хăнасемпе паллаштарчĕ. Вĕсен ретĕнче - РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Аркадий Дворкович, Пĕрлешнĕ нацисен организацийĕн /ООН/ Генеральнăй секретарĕн спорт ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пулăшуçи Вильфред Лемке, студентсен Пĕтĕм тĕнчери Союзĕн президенчĕ Код Луи Гацен, «Спорт-Аккорд» пĕтĕм тĕнчери спорт организацийĕн президенчĕ Мариус Визер, РФ Патшалăх Думин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ, Раççей Олимп комитечĕн президенчĕ Александр Жуков, Олимп вăййисен тата тĕнче чемпионĕсем - РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Раççей Геройĕ Александр Карелин, Олег Саитов, Александр Попов, Татьяна Казанкина, Александр Сальников, ытти çăлтăрсемпе тĕнчери тата çĕр-шыври спорт федерацийĕсен ертÿçисемпе паллă тренерсем.

Форума хутшăнакансене Раççей Президенчĕ Владимир Путин саламларĕ.

- Паян Шупашкарта физкультурăпа спорта аталантарас ыйтусемпе Пĕтĕм Раççейри V форума уçрăмăр. Пирĕн çĕр-шыв Пĕтĕм тĕнчери спорта аталантарас тĕлĕшпе сулмаклă вырăн йышăнать. Спортри ăсталăха ÿстерессипе тата кашни регионтах физкультурăпа спортра массăлăха малалла аталантарассипе нумай курăмлă ĕçлетпĕр. Эпĕ шанатăп, хамăр çĕнсе илнĕ позицие тата çÿллĕрех шая çĕклĕпĕр, - терĕ Владимир Владимирович.

Аркадий Дворкович вице-премьер «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума хутшăнакансене пурне те РФ Правительстви ячĕпе Шупашкарта çĕр-шыври физкультурниксемпе атлетсен çулталăкри чи пысăк пухăвĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламларĕ.

- Юлашки çулсенче Раççей чăннипех те тĕнчере спорт çĕр-шывĕ пулса тăчĕ. Пирĕн шĕкĕр хуласенче кашни уйăхра тенĕ пекех спортăн тĕрлĕ енĕсемпе тĕнче тата Европа чемпионачĕ ирттереççĕ. Нумаях пулмасть кăна Челябинскра - дзюдо енĕпе, Хусанта вара илемлĕ гимнастика енĕпе тĕнче чемпионачĕсем вĕçленчĕç. Асрах-ха пĕлтĕр Хусанта иртнĕ студентсен Пĕтĕм тĕнчери XXVI Универсиади. Ăна нумайăшĕ нимĕн ÿстермесĕр çуллахи Олимп вăййисемпе танлаштарчĕç. Спорта эпир политикăпа çыхăнтарасшăн мар. Вăл çынсен пурнăçне лайăхлатма, çĕр-шыв экономикине тĕреклетме пулăшнипе пĕрлех халăхсен туслăхĕпе тĕнчери тăнăçлăха çирĕплетес тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ, - терĕ Аркадий Владимирович.

Ларура çавăн пекех Мариус Визерпа Вильфред Лемке, «Спорт пуриншĕн те» Пĕтĕм тĕнчери Ассоциаци Президенчĕ Хо Чонг, пĕтĕм тĕнчери шахмат федерацийĕн /ФИДЕ/ президенчĕ Кирсан Илюмжинов, Раççей Олимп комитечĕн ертÿçи Александр Жуков, Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ, спорт министрĕсем Дмитрий Ливановпа Виталий Мутко сăмах каларĕç.

Петр СИДОРОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.