Комментировать

16 Апр, 2024

Хыпар 40 (28216) № 16.04.2024

Кадрсен дефицичĕ отрасле такăнтарать

Республика 2023 çулта пурăнмалли 780 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Çакă виçĕм çулхинчен сахалрах пулин те строительсем иртнĕ çул хăйсем çине илнĕ обязательствăсене туллин пурнăçланă, тăваткал метрсен шучĕ планпа пăхнинчен 6% ытларах. Анчах Строймин коллегийĕн кĕçнерникун иртнĕ анлă ларăвĕнче строительсене тав тунипе пĕрлех ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçе чăрмантаракан ыйтусене те çĕклеме чĕнсе каларĕ те — пухăннисем çакăнпа туллин усă курчĕç.

Бюджет укçи нумай хушăннă

Олег Николаев строительствăна хывакан бюджет укçи юлашки çулсенче пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пынине палăртрĕ. 2020 çулта, сăмахран, мĕн пур программăпа — социаллă объектсенчен пуçласа тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтересси таран — уйăрнă укçа виçи 5 миллиард тенкĕ ытларах пулнă, кăçал 18,9 миллиард тенкĕ тăкаклама пăхнă. Анчах çак виçе те юлашки цифра марха, Олег Алексеевич вăл пысăкланма пултарасса та шанать. Инфратытăм кредичĕсем строительство отрасльне тĕревлеççĕ, çакă çынсене ĕçпе тивĕçтерме пулăшать. Строительство ытти отрасле те хăйĕн хыççăн туртнине шута илсен — сăмах вунвун пин çын ĕçлĕ пуласси çинчен пырать. Строительство отраслĕнче вара паян 16 пин çын ĕçлет. Вĕсем пĕлтĕр 73 миллиард тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă — 2022 çулхинчен 28% нумайрах. Отрасльти ĕç укçин вăтам виçи иртнĕ çулхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче 53,4 пин тенкĕпе танлашнă. 2023 çулхи кăтартусене асăннă май строительство министрĕ Михаил Коледа кăçалхи тĕллевсене те палăртрĕ. Тĕп кăтарту — пурăнмалли 783 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. Çурт-йĕр рынокĕнче пысăк улшăнусем пулни куçкĕрет. Пĕлтĕр хваттерсем палăрмаллах хакланнă. Тăваткал метр хакĕ 100 пин тенкĕ урлă каçнă — хак 33,6% хăпарнă. Пая кĕрсе укçа хывнă хыççăн вăхăтра хваттер илейменнисен ыйтăвне те республика туллин сиреймен-ха. Тата тăватă об±ект хута ямалла — 32 пин тăваткал метр, 757 çынна хваттерсемпе тивĕçтермелле. Граждансене пурăнма юрăхсăр çуртсенчен куçарас ыйту та ансат мар. Ку енĕпе çĕнĕ программăпа ĕçлеме пуçласси çитес çула куçать-тĕр. Унашкал çуртсем чылай округпа хулара пур: Шупашкарта, Çĕмĕрлере, Куславккара, Вăрмарта, Етĕрнере… Об±ектсен проекчĕсен пахалăхĕпе çыхăннă ыйту та çав-çавах çивĕч. Министр пытармарĕ: «Проектсене тÿрлетме тивмен пĕр стройка та çук». Отрасльти çивĕч ыйтусене сирмешкĕн Строительство аталанăвĕн институтне туса хунă, анчах вăл та пĕтĕмпех татса параймасть пулас. Республикăра подряд организацийĕсем çителĕксĕрри сисĕнет. Ĕçлекен çитмест — строительство организацийĕсенче паян 800 ытла ваканси. Çулталăк каялла ку кăтарту икĕ хут пĕчĕкрех пулнă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


«Владимир Михайлов паттăрлăхне пула кăна чĕрĕ юлтăмăр»

Совет çарне Афганистанран илсе тухнăранпа 35 çул иртрĕ. Мотострелоксен 108-мĕш дивизийĕн 682-мĕш пехота полкĕн Александр Королев капитан ертсе пыракан 1-мĕш батальонĕ Хазара ту хăвăлĕнче моджахедсем хатĕрлесе хунă капкăна çакланса паттăррăн кĕрешсе вилнĕренпе ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче шăп та лăп 40 çул пулĕ.

…1984 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Афганистанри Совет çар контингенчĕ Панджшер тăрăхĕнче иртĕхекен Ахмад Шах Масуд эшкерĕсене хирĕç Пиллĕкмĕш анлă çар операцийĕ пуçларĕ. Çав ĕçе тухăçлă та ăнăçлă ирттерес тесе 40-мĕш çар командованийĕ Баграм çывăхĕнче тăракан мотострелоксен 108-мĕш дивизийĕн 285-мĕш танк полкне васкаварлăн салатса ярса ун вырăнне 682-мĕш пехота полкĕ йĕркелерĕ. Тин çеç Союзран çитнĕ батальонсене çав çар операцийĕ хыççăн командовани Панджшерти Анава тăрăхĕнче хăварма шут тытрĕ. Çавăн пек турĕç те. Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче 682-мĕш пехота полкĕн Александр Королев капитан ертсе пыракан 1-мĕш батальонĕ Хазара ту хăвăлĕнче моджахедсем хатĕрлесе хунă капкăна çакланса пысăк çухату тÿсрĕ. Ултă сехет ытла тăсăлнă çапăçура утмăл ытла салтакпа офицер /тĕрĕс хисеп халĕ те паллăмар/ паттăррăн кĕрешсе пуç хучĕç. Вун тăваттăшĕ çеç, тĕрлĕ сурана пăхмасăр, çĕрле хăйсемех çавăнтан тухма пултарнă. Ыттисене çу уйăхĕн 2-мĕшĕччен шыраса тупса кама — госпитале, кама… – тăван килне ăсатнă. Инкеке пытарас тесе командовани вилнисен кунĕсене ылмаштарса, лару-тăрăва çичĕ хут çăрапа питĕрсе тарăн арча ăшне чиксе хунă. Тен, çавăнпах пĕрремĕш батальонри хастар салтаксен хушшинче пирĕн ентешсем те пурри çинчен çак кунччен тăванĕсем çеç пĕлнĕ, анчах вĕсен паттăрлăхĕпе хастарлăхне пытарма май çук. Çулсем иртнĕ хыççăн сывă юлнисем пирĕн ентешсен тăванĕсене шырама пуçланă. Иртнĕ çул Шупашкара паттăр салтаксен вил тăприсем çине чечексем хурса пуç тайма аякри юлташĕсем, Беларуçра çуралнă А.В.Ружин полковник, Н.Б.Шарипов аслă сержант мăшăрĕпе Айгульпе килсе кайрĕç. Вилнисене чыс тума кăçал та юлташĕсем килес пек калаçаççĕ. <...>

Анатолий ХМЫТ

♦   ♦   


Мăн асаттесен тата вĕсен кÿршисен тĕлĕнтермĕш тĕнчи

Паян Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче «Мухтавлă та пĕлсе çитерейми ĕçчен çинчен çĕнĕ сăмах» ятлă çавра сĕтел иртет. Унта Чăваш, Мари Эл, Тутар, Пушкăрт республикисен ăсчахĕсем тата пултарулăх çыннисем истори ăслăлăхĕсен кандидачĕн Геннадий Николаевăн «Мир волжской деревни во второй половине XIX – начале XX века» кĕнекине сÿтсе яваççĕ. Ку тĕпчев ĕçне Чăваш Республикин 2023 çулшăн ăслăлăхпа техника гуманитари ăслăлăхĕсем енĕпе паракан патшалăх премине илме тăратнă.

Асăннă монографи геройĕсем – Вăтам Атăл тăрăхĕнчи ял ĕçченĕсем: чăвашсем, вырăссем, çармăссем, мăкшăсем, удмуртсем, тутарсем. Вĕсем ырми-канми тăрăшса тыр-пул ÿстернĕ, пахча çимĕç çитĕнтернĕ, выльăх ĕрчетнĕ – çĕршыва тăрантарнă. Унсăр пуçне чĕлхепе культурăна аталантарса тăван халăхне упранă, хырçă-марçă тÿлесе патшалăх хыснине пуянлатнă, яшсене салтака йышлăн ăсатса çар хăватне тĕреклетнĕ. Хăйсем вара чура пек пурăннă. 1853-1856 çулсенчи ăнăçсăр Крым вăрçи хыççăн Раççейре тинех реформăсем пуçланаççĕ. II Александр патшан 1861 çулхи манифесчĕ çĕршыври «крепостла право» текен чуралăх тытăмне пăрахăçа кăларать, хресчене ят çĕрĕ илсе /ĕçлесе е тÿлесе татмалли йĕркепе/ ирĕклĕрех пурăнма май парать. Хусан кĕпĕрнинчи чăвашсем, тĕпрен илсен, хысна /патшалăх/ хресченĕсем пулнă, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи йăхташăмăрсенчен ытларахăшĕ вара утелни /ĕмпÿ/ хресченĕ шутланнă. «Крепостла çĕр ĕçлекенсен» /улпут хресченĕсен/ йышĕнче вара пурте тенĕ пекех вырăссем пулнă. Кусен те, лешсен те пурнăçĕ ырă енне улшăннă темелле, анчах вĕсем çĕнĕ лару-тăрура та улпут, тĕн çынни е купса прависем пирки ĕмĕтленме çеç пултарнă. Чăн та, халĕ ĕнтĕ хресчен, тĕслĕхрен, çемье çавăрас тесен улпут патне йăлăнма кайман, анчах ят çĕрĕпе çавах хăй ăссĕн усă курайман: калăпăр, кил-йыш çĕрне пайлама е сутма шут тытсан ял пĕрлĕхĕнчен ирĕк ыйтмалла пулнă. Айăпа кĕнĕ сухаçа вулăс сучĕ, малтанхи пекех, хулăпа çаптарма пултарнă. Ахаль хресчен те çĕнелÿ çулĕ çине тăнă: ака-суха техники тата çĕр туянма, тăпрана выльăх им-çамĕпе апатлантарма, пушă вăхăтра тĕрлĕ промыслапа аппаланма пуçланă. Пысăк кил-йышпа пурăнас йăла кивелсе пынă. Çемьесем тата ял пĕрлĕхĕсем пайланнă пирки халăх пухăвĕсенче çамрăксем вăй илнĕ. Вĕсем пурнăç ыйтăвĕсене ĕлĕкхилле мар, самана ыйтнă пек татса пама тăрăшнă. Кÿршĕ ялсем çĕр чиккисене вăрçăхарçă кăлармасăр судра майлаштарма хăнăхайнă.

Геннадий ДЕГТЯРЁВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.