Комментировать

10 Апр, 2024

Хресчен сасси 14 (3004) № 10.04.2024

Яла ĕçлеме юлас текенсене – хваттер

Чăваш патшалăх аграри университетĕнче республикăри агропромышленноç комплексне кадрсемпе тивĕçтерес ыйтупа «çавра сĕтел» иртрĕ. «Маларах пĕр-пĕр ял хуçалăх предприятине ĕçе вырнаçас тесе черет тăнă. Паллакансем урлă ĕç шыранă. Паян ялта ĕç çителĕклĕ, анчах ĕçлеме килес текенсен йышĕ сахалрах. Çамрăксене ĕç вырăнĕ те, ĕç укçи те хумхантарать», — терĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Тĕлпулура ял хуçалăх патшалăх пулăшăвĕсем, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармалли майсем, ĕçсĕррисене мĕнле пулăшмалли, ваканси пирки калаçрĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем хăйсен ĕç опычĕпе, ĕç майĕсемпе, çăмăллăхсемпе паллаштарчĕç, ĕçлеме килекен çамрăк специалистсене пулăшу панине каларĕç. Çамрăксем яла ĕçлеме юлччăр тесе мĕн тумалла-ха? Ĕçпе тивĕçтерекенсем специалистсем валли мĕнле майсем туса параççĕ? Алина ЯРАБАЕВА, «Коминтерн» хуçалăхăн ĕç сыхлавĕн инженерĕ: — Паянхи кун тĕлне хуçалăхăн харпăрлăхĕнче 3250 пин гектар çĕр. Унта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тата выльăх апачĕлĕх культурăсем акатпăр. Хуçалăх сĕт сăвассипе тата аш-какай туса илессипе ĕçлет. Хуçалăхра 2 пин ытла пуç мăйракаллă шултра выльăх. Ку шутра – 850 пуç ĕне. Хальхи вăхăтра хуçалăхра 90 çын вăй хурать. Вĕсем икĕ сменăпа ĕçлеççĕ, канмалли кунсем пур. Вăтам ĕç укçи 54 пин тенкĕпе танлашать. Ĕçлекенсен йышĕнче нумай çул вăй хуракансем те, çамрăксем те пур. ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем — 19-ăн, РФ ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем — 3 çын. Çамрăк специалистсем опытлисенчен вĕренеççĕ. Ĕçлекенсене премисемпе хавхалантараççĕ, санаторие канма яраççĕ, физкультурăпа сиплев комплексне çÿреме абонемент параççĕ, ятарлă çи-пуçпа, транспортпа тивĕçтереççĕ. Паянхи кун эпир çамрăксене практикăна та, ĕçе те йышăнма хавас. Хасиятулла ИДИАТУЛЛИН, «Çĕр улмине — мухтав» агрофирмăн генеральнăй директорĕ: — Пирĕн çĕрсем Канаш, Комсомольски тата Елчĕк тăрăхĕсенче пур. Пĕтĕмпе 5 пин ытла гектар. Çĕр улми сутлăх тата вăрлăхлăх ÿстеретпĕр,тыр-пул туса илетпĕр. Ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи — 60-70 пин. Йывăрлăхсенчен пĕри – туса илнĕ продукцине вырнаçтарасси, хакĕ тивĕçтерменни, йÿнĕ пулни. Кадрсемпе лару-тăру çав тери çивĕч мар. Ĕçлекенсене хамăрăн транспортпа илсе çÿретпĕр, пĕр столовăйĕнче апатланма, çĕр улми тата тыр-пул туянма пулать, санаторипе курорт сиплевĕ, бассейна кайма абонемент илме, ют çĕршывра канма май пур. Конкуренци пур. Практикăна килекен специалистсем ĕç опычĕ пухаççĕ те пысăк шалу тÿлекен предприятие ĕçе вырнаçаççĕ. Пĕр енчен кулянтарать, тепĕр енчен вĕсемшĕн савăнмалла. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Чăвашла ытларах вуласшăн

Ялти вулавăш паян ваттине те, вĕттине те пĕрлештерет, туслаштарать. Кунта халĕ кĕнеке кăна илмеççĕ, тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ, куравсем йĕркелеççĕ. Проектсем пурнăçлаççĕ, кружоксем ĕçлеççĕ... Паян сăмахăм Красноармейски округĕнчи Упи ялĕн библиотеки пирки.

Вулавăш «хуçипе» Оксана Клементьевăпа малтанах библиотека историйĕ пирки сăмах пуçартăмăр. Оксана Валерьяновна пĕлтернĕ тăрăх, Упире 1918 çултах пĕчĕк вулавăш пулнă. Ун чухне ку ял вулăс центрĕ шутланнă. Çав тапхăрта кĕнеки те нумай пулман: пĕр шкап кăна темелле. Вулăс центрне 1922 çулта Малти Тăрак /халĕ Красноармейски сали/ ялне куçарнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Упире культурăпа çут ĕç кружокĕ ĕçленĕ. «1957 çулта уçнă ку вулавăша. Елена Константинова нумай çул ĕçленĕ кунта. Ун чухне библиотека 1-мĕш хутра пулнă. Маларах хальхи вулавăш çуртне хирĕçле йывăç çурт ларатчĕ. Эпĕ астăвасса унта библиотекăччĕ. 2022 çулта пирĕн библиотекăна юсаса çĕнетрĕç», — каласа пачĕ Оксана Валерьяновна. Оксана Клементьева Красноармейски округĕнчи Янмурçин ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул хыççăн Шупашкарти коопераци училищинче пĕлÿ илнĕ. Амăшĕ чирлесен пĕр çул ялта пурăнма тивнĕ. Ун чухне вăл клубра ĕçленĕ. Коопераци училищине пĕтерсен райпо тытăмĕнче вăй хунă. Ялти лавккасенче ĕçленĕ. Унтан Шупашкарти планпа экономика техникумĕнче /халĕ экономикăпа технологи колледжĕ/ бухгалтера вĕреннĕ. Красноармейскинче БТИ тытăмĕнче бухгалтерта вăй хунă. Çав вăхăтраЧулхулари управлени институтне куçăн мар мелпе пĕтернĕ. Каярах ăна БТИ директорĕ пулма шаннă. Упи вулавăшĕнче вăл 2023 çултанпа вăй хурать. «Çак ĕçе хăнăхма пулăшакансем нумаййăн пулчĕç. Красноармейскинчи тĕп вулавăшри библиотекарьсем хавхалантараççĕ, отчетсем мĕнле тумаллине кăтартаççĕ. Кунта çур ставкăпа ĕçлетĕп. Ытларикун, кĕçнерникун тата шăматкун килетĕп. Библиотека фончĕ эпĕ килнĕ чухне 7000 ытлаччĕ. Анчах кивĕ кĕнекесене, нумайăшне, пăрахăçа кăларнă хыççăн 5000 ытла кăна юлчĕ. Телее, халĕ çĕнĕ кĕнеке чылай пама пуçларĕç. Çынсем 8 ялтан килсе çÿреççĕ кунта. Халăх шучĕ 1300 çынпа танлашать. Вулавăшри картотека тăрăх калас тăк 300 çын çÿрет. Ытларах — шкул ачисем тата ватăсем. Аслă ăрурисем чăвашла вуласшăн. Юлашки вăхăтра тухнă чăваш кĕнекисене ыйтаççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


«Маншăн ялта пурăнакан халăхран хакли çук»

РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Шадриков Чăваш Енри ял хуçалăх агропромышленноç комплексĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Вăл Елчĕк тăрăхĕнчи Таяпа Энтри ялĕнче çуралнă, ачаранах ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕскер хăй вăхăтĕнче республикăри тĕрлĕ ял хуçалăх предприятине, Чăваш АССР ял хуçалăх министерствине ертсе пынă. Василий Яковлевич — АПК ветеранĕсен союзĕн хисеплĕ председателĕ.

АЧАЛĂХ УРХАМАХĔ. Мана пурнăçа вĕрентекенсем аттепе анне, çывăх тăвансем, кÿршĕсем, педагогсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине утса тухнă паттăр çынсем пулнă. Октябренек, пионер тата комсомол йышĕнче пулса курни те манăн пурнăçра тарăн йĕр хăварчĕ. Нушаллă ÿснĕ. Хам астăвасса хĕл сивĕччĕ, кăмакана улăмпа ăшăтаттăмăр. Сурăхпа качака путеккисем хамăрпа пĕрлехчĕ. Апат-çимĕç те çитсе пыман. Çăва тухсан хамăра курăкпа тăрантарнă. Мĕн тĕрлĕ курăк çимен-тĕр! Çарран çÿренĕ. Çăпатапа, сайра хутра — çăматăпа. Çакă пиçĕхтернĕ те. Ĕлĕк халăхра çапла каланă: «Чăвашăн пĕр ури — сăпкара, тепри — акара». Мĕн çамрăкран аслисемпе пĕрле ĕçе кÿлĕннĕ, хăш-пĕр чухне чăтма та йывăр пулнă-тăр. Астăватăп-ха: 1-мĕш класранах лаша çине ларнă. Вĕсемпе вара шкул вĕренсе тухиччен те уйрăлман. Итлемен лашасене вĕрентнĕ, хăнăхтарнă. 4-5-мĕш классем хыççăн икĕ çул юлташпа пĕрле лаша кĕтĕвĕ кĕтни те куç умĕнче. Тихасене кăштах ÿссе çитĕнсенех алла хăнăхтарнă. Çырмара вĕлтĕрен ăшне кĕрсе ÿкни те, ыраттарни те пайтах пулнă. Лашисем «Смышка» колхозăнччĕ, 70-е яхăнччĕ. Хресчен лашасăр ĕç тăвайман, вăл пурнăçа çăмăллатнă. 6-мĕш класс хыççăн жнейкăпа тырă вырни те асăмра. Хыççăн хĕрарăмсем кĕлте çыхнă, вĕсенчен пысăк капансем хăпартнă. Хĕллехи вăхăтра молотилкăпа тырă çапнине курма, лаша хăвалама кайнă. 1953 çулта колхоза пĕрремĕш комбайнсемилсе килчĕç. Ĕçпе пиçĕхнĕ. Пĕрремĕш хут тăраниччен апат çини те колхоз хирĕнче пулнă. Йывăр самантсем пулсан та çав вăхăтри туйăмсем халĕ те чунăма ăшăтаççĕ. Атте Яков Григорьевич виçĕ вăрçа утса тухнă, анне — Мария Павловна. Иккĕшĕ те колхозра вăй хунă. Нумай ачаллă çемьере çитĕнтĕм, 8 ачаран эпĕ — чи кĕçĕнни.

ÇУНАТЛĂ ÇАМРĂКЛĂХ.Хамăн пурнăçа ял хуçалăхĕпе çыхăнтарассинче нимĕнле иккĕленÿ те пулман. Малтанах инженер пулас тенĕччĕ, анчах нимĕç чĕлхине пĕлменни ура хучĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне зоотехника вĕренме заявлени патăм. Шкулта лайăх вĕреннĕ, институтра та лайăх ĕлкĕрсе пынă. Пушă вăхăта йĕлтĕрпе чупса ирттернĕ. Институт чысне пĕрре мар хÿтĕленĕ. Кунсерен 30-50 çухрăм чупнă. Çулла вăхăт пулман. 1-2 мĕш курссем хыççăн çерем уçма малтанах — Алтая, кайран Казахстана кайнă. Çĕр сухаланă, тырă çапнă. Студент çулĕсемпуриншĕн те чи телейлĕ те савăнăçлă вăхăт. Анчах ун чухне те апат çитменнипе аптăранă. Общежитире пурăннă. Яш çулĕсенче тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе хамăра тăрантарнă. Хула пĕчĕк, промышленноç предприятийĕ сахал. Шупашкарти аш-какай комбинатĕнчи котельнăй валли вутă çурса панă. Атăл пăр кайсанах баржăсем пушатма çÿренĕ. Хăмасем сĕтĕрнĕ, тиенĕ. Вĕреннĕ вăхăтра аттепе аннерен пĕр пус та илсе курман. Пĕр çулхине пичче Алексей Чехире кăларнă пушмак илсе пачĕ, тепрехинче 10 тенкĕпе савăнтарчĕ. Лайăх вĕреннĕ, 27 тенкĕ стипенди илнĕ. Икĕ çул целинара ĕçленĕ укçа-тенке килтисене çурта юсама панăччĕ. 3-мĕш курс хыççăн Ульяновск облаçне конзавода практикăна ячĕç. Унта ытти студентпа пĕрле икĕ уйăх пăру пăхма, ĕне сума, сысна çурисене пăхма вĕреннĕ. Ĕçĕ питĕ килĕшнĕччĕ, хăвăрт хăнăхрăмăр. Пире пĕлÿ панă педагогсем лайăхчĕ. Сăмахран, Валентин Лобанов ял хуçалăх институчĕн ректорĕччĕ. Яланах студентсемпе пĕрлеччĕ. Выльăхсен ăратлăхне лайăхлатассине унран нумай вĕреннĕ. 4-мĕш курс хыççăн 6 уйăхлăха «Гвардеец» колхоза ячĕç. Пĕтĕм ĕмĕр пурăнмалăх практика илме май килчĕ. Унăн ертÿçи Михаил Долговччĕ. Пысăк, малта пыракан колхозсенчен пĕри пулнă. Мĕн чухлĕ специалиста вĕрентсе кăларман-ши, ĕçлекен миçе çыннăн опычĕпе паллашман-ши? <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.