Комментировать

19 Мар, 2024

Хыпар 28 (28204) № 19.03.2024

Халăх шанчăклă малашлăхшăн сасăларĕ

ЧР Суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров эрнекун сасăлав пуçланнă май Президент суйлавне çĕршыври чи пысăк обществăпа политика пулăмĕ вырăнне хурса чăн-чăн уяв тесе хакларĕ те — çакă туллин тӳрре тухрĕ темелле: виçĕ куна тăсăлнă сасăлав чăннипех пысăк праçнике çаврăнчĕ. Çăварни эрнипе пĕр килни суйлавăн уяв сĕмне пушшех вăйлатнăн та туйăнчĕ.

Уяври пек кăмăл-туйăмпа

Вăрнар округĕнчи Туçи Çармăсра пурăнакан Николай Харитонов хăй çамрăк чухне те суйлава уява кайнă пек çӳренине аса илет. Уншăн халь те çаплах: 101 çула кайнăскер хăйĕн пирки Тăван çĕршыв патриочĕ тет, çавăнпа гражданинăн çирĕп позицийĕллĕскер ку хутĕнче те «кăмака çинче выртса» айккинче юлман. Çулĕсене пăхмасăр суйлав участокне хăй пынă — сассине тивĕçлĕ кандидатшăн панă. Шăмăршă округĕнче вара Владимирпа Татьяна суйлав кунĕнче пĕрлешнĕ. Анчах çырăннипе пĕрлех ЗАГСра тепĕр тивĕçе те пурнăçланă — Раççей Президенчĕн суйлавне хутшăннă. Çамрăк мăшăрăн шухăшĕпе, пысăк суйлавра кашни сасă пĕлтерĕшлĕ, туй кунĕнче суйлава хутшăнни вара çемье тата çĕршыв пуласлăхне пĕрлештерет. Хăйсен пурнăçĕнчи паллă куна çапла çĕршыв шайĕнчи пулăмпа пĕрлештернĕ çын чылай. Калăпăр, Вăрмар округĕнчи Чулкасра пурăнакан Алексей Бобров хăйĕн 50 çулхи юбилейне суйлав участокĕнче паллă тунă. Çак ятпа ăна округ пуçлăхĕ Василий Шигильдеев саламланă. Шупашкар округĕнче вара Людмила Ильинан çуралнă кунĕ суйлавпа пĕр килнĕ. Вăл хăй те 1713-мĕш суйлав участокĕн членĕ — 75 çул тултарнă. Юбилей ячĕпе ăна округ администрацийĕн территори пайĕн пуçлăхĕ Евгений Матьянов саламланă тата, паллах, суйлав комиссийĕнчи ĕçтешĕсем ырлăх-сывлăх суннă. Етĕрне округĕнче Сергей реаниматолог тухтăр ятарлă çар операцийĕнчен тăван ене отпуска кăна килнĕ, анчах гражданин тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнса юлма пултарайман. 2329-мĕш суйлав участокне вăл амăшĕпе пĕрле пынă — пĕр-пĕриншĕн тунсăхланă çемье членĕсем çапла пĕрле пулни уяв мар-им? Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Лопа ялне вара суйлав комиссийĕн членĕсем хăйсем çитнĕ — снегоходпа. Ялта иккĕн кăна пурăнаççĕ — 87 çулти Геннадий Михайловичпа 85-ри Анна Сергеевна. Унтан суйлав участокне çитме инçерех — 5 километр ытла, çавăнпа УИК членĕсем хăйсем çула тухнă, пенсионерсене килĕнчех сасăлаттарнă. Паллах, ватăсем çакăншăн питĕ савăннă — Президент суйлавне хутшăнма май туса панăшăн тав тунă. Путиншăн — иртнĕ суйлавринчен те нумайрах Халĕ уçăмлă ĕнтĕ: Раççей халăхĕ Владимир Путина тата ултă çуллăха Президент полномочийĕсене шанса пачĕ. Суйлавăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, уншăн граждансен 87,32% хăйсен сассине панă. Суйлавçăсен сасăлава хутшăннă йышĕ те рекорд шайĕнче — 77% иртнĕ. Чăваш Ен те пысăк йышпа патшалăх пуçĕнчи çын майлă пулчĕ. Чăваш Енре суйлавçăсен шучĕ 910 пине яхăн çынпа танлашать. Пысăк пайĕ — 568709 çын — Владимир Путиншăн сасăланă. Ку суйлава хутшăннисен 85,49% пулать. Сăмах май, Президентăн унчченхи суйлавĕнче Владимир Путиншăн сасăланисен йышĕ 77,29% пулнă. Унтанпа, куратпăр, кандидат хăйĕн регионти позицине тата 8,2% чухлĕ çирĕплетме пултарнă. Ытти кандидат кăтартăвĕсем çапларах: Николай Харитонов суйлавçăсен сассисен 5,35% пухнă, Владислав Даванков — 4,7, Леонид Слуцкий — 3,01%. Сасăлава республикăри суйлавçăсен 74,13% хутшăннă. Таса, тĕрĕс, уçă Республикăри суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров пĕтĕмлетнĕ тăрăх, Чăваш Енре суйлав таса, тĕрĕс, уçă иртнĕ. Çакна тивĕçтерме мĕн пур суйлав участокĕнче видеосăнав йĕркелени те пулăшнă. Суйлав кунĕсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче общество сăнавĕн центрĕ ĕçлерĕ — мĕн пур ыйтупа васкавлăн мерăсем йышăннă. Сăмах май, çак центр пĕлтерĕшне регион ертӳлĕхĕ те пысăка хурса хакларĕ. Эрнекун ирхине ăна уçма хутшăннă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев унта республикăри кашни суйлав участокĕнчи ĕçе ал тупанĕ çинчи пек курма май пуррине палăртрĕ — «кашни лару-тăрăва кадрсем тăрăх тишкерме пулать». — Кунашкал уççăнлăх урăх нихăш çĕршывра та çук, — татăклăн каларĕ вăл. — Вĕсем, Анăç çĕршывĕсем, хăйсем саккуна пăсаççĕ, пирĕн ретре те иккĕленӳ çуратасшăн. Эпир вара хамăра шанатпăр, пуриншĕн те уçă. Пире усал сунакан çĕршывсен Раççейри суйлав легитимлăхĕ пирки иккĕленсе çăвар уçма та именмелле. Сасăлав кăтартăвĕсем пысăк пулнин сăлтавĕсен шутĕнче Геннадий Федоров граждансене тĕрлĕ майпа сасăлама май панине курать. Дистанциллĕ электрон мелпе сасăлама заявка панисенчен, сăмах май, сасăлава 96,13% хутшăннă — çак меле симĕс çутă панă 28 регион хушшинче чи пысăк кăтарту. Чăваш Енре суйлавçăсен 34,5% ДЭГ мелĕпе сасăланă, çавăнпа суйлав комиссийĕн ертӳçи иккĕленӳсĕр çирĕплетет: «Дистанциллĕ электрон мел Чăваш Енре хăйне туллин тӳрре кăларчĕ». «ИнформУИК» акци йĕркелесе халăха суйлав, кандидатсем çинчен тулли информаци панин усси те, Геннадий Семеновичăн шухăшĕпе, пысăк: «Суйлав комиссийĕсен 3,6 пин ытла членĕ нарăсăн 17-мĕшĕнчен тытăнса пушăн 7-мĕшĕччен суйлавçăсем пурăнакан çуртсемпе хваттерсен 99,5% çитнĕ, суйлавçăсен 92,5% калаçнă». Сасăлав тĕлĕшпе лидерсене те палăртма пулать. Малта — Патăрьел округĕ: унта халăхăн 99% суйлава хутшăннă. Иккĕмĕшĕнче — Елчĕксем, вĕсем 98,5% пухнă. Комсомольскисен кăтартăвĕ — 96,2%. Çавăн пекех Красноармейски, Тăвай, Улатăр округĕсенче пурăнакансем хастарлăхпа палăрнă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Налук шута юратать

Кăрлачăн 1-мĕшĕнче граждансем иртнĕ çулхи тупăшсем çинчен деклараци тăратмалли кампани пуçланнă. Кăçал вăл çу уйăхĕн 2-мĕшĕччен пырĕ. Деклараци кампанийĕн уйрăмлăхĕсем çинчен Федерацин налук службин республикăри управленийĕн представителĕсем журналистсене кĕçнерникун иртнĕ брифингра каласа кăтартрĕç.

Управлени ертӳçин çумĕ Станислав Федоров пĕлтернĕ тăрăх, 2023 çулхи деклараци кампанийĕнче граждансем 56 пин деклараци панă, бюджета тӳлемелли налуксен калăпăшĕ 521 миллион тенкĕпе танлашнă. 3-НДФЛ формăпа деклараци тăратман çынсем тĕлĕшпе налукçăсем 2,5 пин ытла камераллă тĕрĕслев ирттернĕ — вĕсен кăтартăвĕсем тăрăх бюджета 40 миллион тенкĕ хывнă. Кăçал та 50 пинрен кая мар çынран декларацисем кĕтеççĕ. Тупăш çинчен отчет тума тивĕç граждансен списокĕ самай вăрăм. Харпăрлăхра 5 çултан каярах пулнă куçми пурлăхне, 3 çултан каярах пулнă транспорта сутнă, çывăх тăван мар çынсенчен парне шучĕпе пурлăх илнĕ, лотерейăпа 15 пин тенкĕрен кая мар выляса илнĕ граждансен, ыттисен деклараци тăратмалла. Предпринимательсенчен, нотариуссенчен, адвокатсенчен те отчет кĕтеççĕ. Пурлăх тĕлĕшпе, çавăн пекех социаллă вычет илес тĕллевпе отчет тăратакансем декларацие çу уйăхĕн 2-мĕшĕччен мар, çулталăк тăршшĕпех пама пултараççĕ. Паллах, журналистсен ыйту чылай — вĕсене камераллă тĕрĕслевсен 2-мĕш пайĕн пуçлăхĕ Ирина Федорова тĕплĕн хуравларĕ. Вăл палăртнă тăрăх, декларацире шутласа палăртнă налука 2024 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен тӳлесе татмалла. Вăхăтра тӳлеменни штрафпа, пеняпа çаврăнса килĕ, кутăнлашсан парăма суд урлă шыраса илĕç. Пĕлтерĕшлĕ самант: тӳлемелли налук çукки гражданина деклараци тăратассинчен хăтармасть. Çапла та пулать: çыннăн деклараци те тăратмалла, çав вăхăтрах вычет илмелли право та пур. Кун пек чухне тупăша тата налук вычетне кăтартнă декларацие ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен памалла. 1 миллион тенкĕрен йӳнĕрех куçми пурлăх /çурт, хваттер, çĕр лаптăкĕ/, 250 пин тенкĕ таран хаклăх ытти пурлăх /транспорт, гараж тата ытти те/ сутсан халĕ деклараци пама кирлĕ мар. Çак виçесем НДФЛ тĕлĕшпе паракан налук вычечĕсен виçипе килĕшӳллĕ. Çав вăхăтрах Ирина Сергеевна асăрханмалли саманта шута илме те сĕнчĕ. Налукран хăтаракан 1 миллион тата 250 пин тенкĕлĕх виçесем отчет çулталăкĕнче сутнă пĕтĕм пурлăха пырса тивеççĕ — çакна чылайăшĕ шута илмест, йăнăшать. Тĕслĕхрен, гражданин çулталăк тăршшĕпе 100-шер пин тенкĕлĕх 5 автомобиль сутнă. Пĕр машина хакĕ, куратпăр, 250 пин тенкĕрен пĕчĕкрех, анчах налук тӳлемелли тивĕçе палăртнă чухне мĕн пур автомобиль хакне шута илмелле. Ку тĕслĕхре — 500 пин тенкĕ, ку деклараци тăратассинчен хăтармалли виçерен пысăкрах. Уйрăм ыйту — ятарлă çар операцине мобилизациленĕ граждансем. Вĕсемшĕн 3-НДФЛ формăпа деклараци тăратмалли вăхăта çар службин тапхăрĕлĕх тăснă. Ĕнерхи çар служащийĕсен службăна вĕçленĕ хыççăнхи виççĕмĕш уйăхăн 25-мĕш кунĕнчен кая юлмасăр деклараци памалла. Ачаллă çемьесен куçми пурлăха вăл мĕн вăхăт харпăрлăхра пулнине пăхмасăр сутса илнĕ тупăшран налук тӳлес тĕлĕшпе çăмăллăх пур. Анчах çăмăллăхпа усă курмашкăн темиçе услови пĕр килмелле: налук тӳлекенĕн, унăн мăшăрĕн 18 çул тултарман /вĕренеççĕ тĕк — 24 çулччен/ икĕ ача пулмалла, налук тӳлекен пурлăхне сутнă календарь çулталăкĕнче лаптăкĕпе киввинчен пысăкрах урăх хваттер илмелле, сутнă тăваткал метрсен кадастр хакĕ 50 миллион тенкĕрен иртмелле мар, налук тӳлекенĕн, мăшăрĕн тата 18 тултарман ачисен харпăрлăхĕнче урăх хваттер е çурт тĕлĕшпе харпăрлăх правин 50% ытла пулмалла мар. Ачаллă çемьесем тенĕрен, çул çитмен ачин харпăрлăхĕнчи хваттере туяннăранпа 5 çул çитичченех сутнă тĕслĕхсенче ашшĕамăшĕн деклараци тăратмалла. Çĕнĕлĕхсем пур. Кăçалтан граждансене паракан социаллă вычетсен виçи пысăкланать. Ачасен вĕренĕвĕшĕн параканни 50-ран 110 пин тенкĕ таран ӳснĕ, ытти социаллă вычет 120-рен 150 пин тенкĕ таран хакланнă. Çĕнĕ виçесемпе 2025 çулта 2024 çулшăн деклараци панă чухне усă курма тытăнĕç. Куçми пурлăх туянса, çурт туса тăкакланнă май 2 миллион тенкĕрен паракан вычет тĕлĕшпе вара улшăну çук. Çапла, çак виçе чылай çул вăйра, унтанпа пурăнмалли çурт-йĕр нумай хакланнă, анчах саккун кăларакан асăннă виçене пысăклатассине сӳтсе явни те илтĕнмест-ха. Президент Федераци Пухăвне янă Çырура граждансене диспансеризацире пулсах тăнăшăн тата ГТО нормисене пурнăçланăшăн та вычет парасси çинчен каланăччĕ. Налукçăсем, паллах, кун пирки пĕлеççĕ, анчах вычет механизмĕ тĕлĕшпе хальлĕхе уçăмлатса нимĕн те калаймарĕç — тивĕçлĕ йышăну пуласса кĕтмелле. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен уйрăм çынсен медпулăшупа, вĕренӳпе, физкультурăпа спорт пулăшу ĕçĕсемпе, пенси страхованийĕпе, пурнăçа страхланипе çыхăннă тăкакĕсемшĕн социаллă вычет памалли йĕркепе çыхăннă улшăнусем вăя кĕнĕ. Тăкаксемпе çыхăннă кăтартусене налук органне çав пулăшу ĕçĕсене кӳрекен организацисем электрон мелпе пама пултараççĕ. Вĕсем çапла тусан вычет илмешкĕн çав документсене граждансен хăйсен тăратмалла мар – вычет ыйтса заявлени кăна çырмалла. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Чи малтан телевизор патне чупаççĕ

Унта ура ярса пуссанах ӳнерпе искусство, хăтлăхпа ăшăлăх тĕнчине лекрĕм. Ахаль чăваш ялĕнче мар, тĕп хулара тейĕн... Хальхинче Красноармейски округĕнчи Чатукассинчи Филипп Лукин композиторăн халăх ятне тивĕçнĕ асăну музейĕнче пултăмăр. Филипп Мироновича халалланăскере 1997 çулта уçнă.

«Ку çуртра культура çурчĕ пулнă. Иккĕмĕш хутĕнче музей уçма шухăшланă. Пирĕн музейра — 3 пин те 175 экспонат. Ытларах пайĕ — Филипп Мироновичăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă сăн ӳкерчĕксемпе документсем, наградăсем. Ку музея «Герой» колхоз председателĕнче нумай çул ĕçленĕ Николай Матвеев йĕркеленĕ, вăлах экспонатсене пухма тытăннă. Николай Матвеевич Филипп Мироновичăн тăванĕ пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан вăл аваллăх управçинче вунă çула яхăн ĕçленĕ. Экспонатсене тăванĕсенчен ыйтса илнĕ. Çавăн пекех Красноармейски райадминистрацийĕн культура пайне ертсе пынă Владимир Серафимов та нумай тăрăшнă», — паллаштарчĕ Чатукасси территори уйрăмĕнче специалистра вăй хуракан Галина Егорова. Тĕрĕссипе, ку музейра унăн мăшăрĕ Виталий Егоров ĕçлет, анчах эпир пынă кун Виталий Александрович пушă марччĕ те — пире Галина Юрьевна каласа кăтартма килĕшрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, музей икĕ уйрăмран тăрать. Пĕрремĕшĕ — Филипп Мироновичăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, иккĕмĕшĕ пĕчĕк тăван çĕршывĕпе паллаштарать. Чи малтанах пулас композитор çуралса ӳснĕ пӳрт ăш-чиккине кăтартнă. Кунта — йывăçран тунă сĕтелпе пукан, турăш кĕтесĕ, стена сехечĕ. Сĕтел çинче — сăмавар. Урайне килте тĕртнĕ çивитти сарнă. «Ку япаласене йăлтах тенĕ пекех вĕсен килĕнчен илсе килнĕ. Филипп Мироновичăн пĕрремĕш сĕрме купăсĕ те пур авă. Шупашкар тăрăхĕнчи Ишек шкулĕнче вĕреннĕ чухне ăна çак музыка инструментне шкул директорĕ парнеленĕ. Çавăнтан вăл музыка тĕнчине кĕнĕ. Ку кĕпене Филипп Мироновичăн амăшĕ тăхăнса çӳренĕ. Ăна музея тăванĕсем парнеленĕ. Юрă-кĕвĕ ăстин ача чухнехи сăн ӳкерчĕкĕ чылай. Паллă ентешĕмĕр Чатукассинчи пуçламăш шкула пĕтернĕ. Унтан Ишек шкулне çӳренĕ. Ун хыççăн Шупашкарти музыка училищинче вĕреннĕ. Диплом илсен Мускав консерваторине çул тытнă. Унтан вĕренсе тухсан Шупашкарти юрăпа ташă ансамблĕн илемлĕх ертӳçине вырнаçнă. Ăна 20 çул ытла ертсе пынă. Юрăсем кĕвĕленипе пĕрлех Филипп Лукин чăваш халăх юррисене нумай пуçтарнă. Вĕсен пуххине хатĕрлесе кăларнă. Халăх юррисене илемлетсе пуянлатас енĕпе те çине тăрсах ĕçленĕ. Кунтах унăн çемйипе паллашма май пур. Вĕсен — икĕ хĕрпе пĕр ывăл. Хальхи вăхăтра эпир кĕçĕн хĕрĕпе Татьянăпа çыхăну тытатпăр. Вăл Мускавра пурăнать. Филипп Лукин çуралнăранпа пĕлтĕр 110 çул çитрĕ. Çакна утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уявларăмăр. Унта шăпах Филипп Мироновичăн кĕçĕн хĕрĕ хутшăнчĕ. Мероприяти ирттерме спонсор пек те пулăшрĕ. Кунта вара — ĕçленĕ вăхăтри сăн ӳкерчĕксем. Филипп Лукин хăй вăхăтĕнче ЧР Композиторсен союзне ертсе пынă. Çавна май паллă нумай çынпа тĕл пулнă. Таçта та çитнĕ, тĕрлĕ халăхăн юррисемпе паллашнă. Хăй вара 800-е яхăн юрă кĕвĕленĕ: «Уçланкăри палан», «Çамрăксен юрри», «Тухрăм эпĕ Атăл хĕррине»... Музыка училищине вăл 40 çула яхăн ертсе пынă, питĕ нумай çамрăка вĕрентнĕ. Виталий Петров юрăç та унăн вĕренекенĕ пулнă. Филипп Миронович тăван тăрăха манман. Красноармейски районне питĕ нумай пулăшнă», — каласа кăтартрĕ Галина Юрьевна. Вăл ăнлантарнă тăрăх, музейри чи хакли экспонат — пианино. 1878 çулта ăсталанăскер. Филипп Миронович юррисене шăпах çак пианинăпа усă курса çырнă. Унăн хваттерĕнче ларнă вăл. Паян та хитре сасăсем кăларать иккен. Ахальтен мар музыкантсем килсен ун умне ларса илемлĕ кĕвĕсем янăраттараççĕ. «Ку — унăн ĕç пӳлĕмĕ. Пиншакĕпе галстукĕ пукан хыçĕнче çакăнса тăраççĕ. Сĕтел çинче хитре лампа вырăн тупнă… Музей йĕркелӳçине те вырăн уйăрнă. Николай Матвеев икĕ çул каялла пурнăçран уйрăлчĕ. Ял халăхĕ ăна, унăн пархатарлă ĕçĕсене манмасть... Çак пысăк картинăра паллă композитор çуралса ӳснĕ Çавалçырма ялне сăнланă. Лукинсен вырăнĕнче халĕ çĕнĕ çурт лартнă. Унта урăх çынсем пурăнаççĕ. Апла пулин те Астăвăм хăмине вырнаçтарнă», — пĕлтерчĕ Галина Юрьевна. Аваллăх управçин иккĕмĕш пайĕнче — килĕрен пуçтарнă ĕлĕкхи япаласем, ĕç хатĕрĕсем, савăтсапа, çи-пуç… Пин-пин экспонат хушшинче çу уçламалли йывăç арман куç тĕлне пулчĕ. Çу арманĕ теççĕ ăна. Тĕрĕссипе, ун пеккине эпĕ хальччен курманччĕ. Çӳпçере уйран уçланă-ха. Çакăнтах чĕрессем, йывăçран ăсталанă ытти савăт-сапа вырăн тупнă. Пир тĕртмелли станок ав халĕ те ĕçлет. Çăм арламалли кĕнчеле те пур. Пĕрремĕш телевизор вара чăннипех тыткăнларĕ. «Ăна Çĕнĕ Выçăлккă ялĕнчи Корниловсен çемйинчен илсе килнĕ. Çак музея уçнă чухне панă ăна. Халĕ ĕçлемест ĕнтĕ вăл. Çапах унпа паллашма май пурри паха. Экранĕ питĕ пĕчĕк унăн. Çапах вăл пурришĕн ял çыннисем шутсăр савăннă. Радиоприемник те, «Москвич» ятлăскер, малтанхисенчен пĕри шутланать. Килен-каяна ĕлĕкхи сервант та интереслентерет. Пуянрах пурăнакансен кăна пулнă вăл. Хамăр тăрăхри чăваш наци çи-пуçĕпе паллашма та май пур. Хĕрарăмсен кăкăр умне çакмалли тенкине /амана/ уйрăммăн илсе кăтартнă. Çав вăхăтрах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă кĕтес те мăнаçлăх туйăмне вăратать», — хавхаланса паллаштарчĕ Галина Юрьевна. Музей пушă тăмасть иккен. Унпа паллашма кӳршĕ округсенчен, Шупашкартан килеççĕ. Кашни вĕренӳ çулĕнчех Красноармейски тăрăхĕнчи шкулсенче вĕренекенсем çитсе кураççĕ. Музейра уроксем тăтăш ирттереççĕ. Красноармейски шкулĕсенчен чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем шкул ачисене кунта илсе килме питĕ кăмăллаççĕ-мĕн. «Ачасем чи малтан телевизор патне чупса пыраççĕ. Ĕлĕкхи япаласене тытса пăхаççĕ. Музейра курмалли, тем тесен те, нумай. Ĕлĕкхи япаласене илсе килсе паракансем паян та пур. Пĕри сарайне пушатнă чухне тухнă япаласене парнелерĕ. Вĕсен шутĕнче йывăç кĕреçесем, ĕлĕкхи сенĕк, суха пуçĕ тата ытти те пурччĕ», — пытармарĕ Галина Юрьевна. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


«Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă

«Çавăн пек арçын вăл, ытлашши нимех те каласа кăтартмасть, çирĕп чунлă, чăтăмлă», — тет мăшăрĕ çинчен Вăрмар округĕнчи Кивĕ Вăрмарти Татьяна Войкова. Çемье пуçĕ Александр Войков ятарлă çар операцине хутшăнать.

Вăрмарти тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕнче водительте ĕçленĕ Александр Юрьевич 2022 çулхи юпа уйăхĕнче мобилизаци йĕркипе тухса кайнă. Нумаях пулмасть вăл тăван тăрăхра отпускра пулнă. Çар çыннин мăшăрĕпе çыхăнса калаçма май килчĕ. — Александр çемьере чи кĕçĕнни, аслисем икĕ пиччĕшĕ. Мобилизаци пуçланнă чухне вăл ĕçлетчĕ. Тĕрĕссипе, эпир васкавлă медицина пулăшăвĕн уйрăмĕнче пĕрле вăй хураттăмăр. Унтах паллашнăччĕ. Повестка парсан кирек камăн çемйине те çăмăл мар. Эпир те çаплах чăтрăмăр. Вăхăт çитсен Çĕрпӳ хулинчен ăсатрăмăр. Ульяновскра çар вĕренĕвне тепĕр хут хăнăхнă тапхăрта Саша патне кун сиктерсе çӳрерĕм. Хамах машина рулĕ умне ларма пултарнăран çавăн пек часчас кайса килеттĕм, — аса илчĕ мăшăрĕнчен йывăр çын юлнă çамрăк хĕрарăм. Александр Войков хăй вăхăтĕнче Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа салтакран сержант пулса таврăннă. Халĕ ятарлă çар операцийĕнче вăл — командир. Хирĕç тăру иртекен вырăна кĕрсен малтанах çемьепе çыхăнăва тухманни икĕ-виçĕ эрне те пулнă. Çакăн пек чухне амăшĕн те, мăшăрĕн те çĕрлесерен ыйхă килмен. Тĕпренчĕкĕ, юратнă çынни çинчен ялан шухăшланă вĕсем. Акă унтанпа икĕ çул хыçа юлнă. Çав вăхăта ялан çĕр пӳртре ирттерме çăмăл пулман. Çар операцийĕ пыракан вырăнта шăши нумаййи те вăрттăнлăх мар. Хĕлле вĕсен шучĕ чакать, çанталăк ăшăтнă май каллех ĕрчеççĕ. Александр каласа кăтартнинчен, вĕсем унта фазан та тыткаланă. Çак кайăк чылай-мĕн. Вăрмар арĕ командир пулнă май ыттисемшĕн тĕслĕх. Çемьере вара унпа мăнаçланаççĕ. Отпуска килнĕ чухне пепкине тĕне кĕртнĕ вĕсем. — Пирĕншĕн вăл пуринчен те лайăххи. Нумай калаçма мар, ытларах ĕçлеме юратать. Халĕ пирĕн ывăл тăхăр уйăха çитрĕ. Тĕпренчĕкĕм çут тĕнчене килсен больницăран тухнă тĕле мăшăрăма отпуска янăччĕ. Пирĕншĕн пысăк савăнăç пулчĕ, — каласа кăтартрĕ Татьяна. Виççĕмĕш хут отпуска килсе кайнăскер вара килте те шухăшсемпе ялан çарта, хăйĕн яваплă салтакĕсемпе пĕрле. Халĕ кайсан ăна тӳрех командовани чĕнсе илнĕ. Çарта палăрнăшăн «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Вăл ырă хыпара тӳрех килтисене пĕлтернĕ. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Фильм пурнăçа ăнланма пулăшĕ

Украинăри ятарлă çар операцине сăнлакан фильмсем экран çине пĕрре мар тухрĕç: «Солнцепек», «Лучшие в аду», «Донбасс. Окраина», «Ополченочка», «Дежурство», «Военный корреспондент» тата ыт. те. Халĕ вара Александр Прохановăн «Убийство городов» романĕ тăрăх ӳкернĕ «Позывной «Пассажир» çар драми куракан патне çитрĕ.

Унăн премьерипе Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче паллаштарчĕç. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, ЧР культура министрĕ Светлана Каликова хутшăнчĕç. Фильм режиссерĕ — Илья Казанков. Кинокартинăри ĕçсем 2015 çулта Донбасра пулса иртеççĕ. Сюжет тăрăх, Мускаври çамрăк çыравçă, пиччĕшĕ Луганскпа Донецкри салтаксене пулăшса хыпарсăр çухалнине пĕличчен, çĕршыври ĕç-пуçпа кăсăкланман та тейĕн. Тĕп герой Николай Рябинин пиччĕшне шырама тухса каять. Çак пулăм унăн пурнăçне тĕпрен улăштарать. Патриотизм фильмĕ çамрăксене Тăван çĕршыва, çуралнă çĕре мĕнле юратмаллине кăтартать, вĕрентет. Вăрçă ыратăвĕ авторсен, куракансен чĕринче те сисĕнет. «Фильма май килнĕ таран чунпа туйма чĕнсе калатăп, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев премьерăпа паллашнă хыççăн. — Çак чăнлăха туйсан çеç эпир Тăван çĕршыва çакăн пек кăткăс самантсенче хӳтĕлемеллине, хаклăхсене пĕлме пултаратпăр. Юлашки çулсенче эпир пурте пĕрле асран кайми вырăнсем, архив докуменчĕсен центрĕсем туса хурас, хамăр кам пулнине пĕлес тесе нумай ĕç турăмăр. Шел те, паян çакна каллех пурăнса ирттеретпĕр. Çапах эпир çĕнтерĕпĕр. Кашниех хăйĕн вырăнĕнче Çĕнтерĕве çывхартас тесе хăйĕнчен мĕн килнине тăвать. Чи хакли — ĕненӳ. Хăвна тата пĕр-пĕрне ĕненни, пурнăçра кирек мĕнле лару-тăрура та пĕрле пулни пĕлтерĕшлĕ. Кинокартинăри Раççей офицерĕн сăмахĕсемпе килĕшетĕп: çак вăрçа Раççей пуçламан, анчах вăл ăна вĕçлет. Эпир çĕнтеретпĕр çеç мар, неофашизма та тĕп тăвăпăр». Сăмах май, «Позывной «Пассажир» фильма пур кинотеатрта та кăтартаççĕ. Сеанссене Пушкин карттипе те кĕртеççĕ. Кинофильм пирки Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса Паттăрлăх орденне тивĕçнĕ Артемий Репкин подполковник та хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ… <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Паха сорт, çирĕп калча, пысăк тухăç…

Çуркунне çитнĕ май пахчаçăсен хĕрӳ тапхăр пуçланать. Хальхи вăхăтра мĕн акмалла? Мĕнле майпа çирĕп калча çитĕнтермелле? Пысăк тухăç вăрттăнлăхĕпе Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ольга БЕЛОВА агроном паллаштарать.

Тăпра хатĕрлетпĕр. Вăрлăха шăтса тухма кăпăшка тăпра кирлĕ. Хатĕр тăпрана ятарлă лавккасенче те сутаççĕ. Эпĕ ăна кĕркуннех пахчаран савăта тултарса хуратăп. Килте хатĕрленине лайăх шăнтмалла. Сивĕпе сăтăрçăсем, чир-чĕр пĕтеççĕ. Шăнтса ирĕлтернĕ тăпрана акас умĕн вĕри шывпа сапмалла. Тăпра сивĕнсен вăрлăх акма юрать. Çавăн пекех çĕре марганцовка шĕвекĕпе сапса сиенсĕрлетме пулать. Манăн шухăшпа, вĕри шывпа усă курсан лайăхрах. Туяннине те çак мелпех сиенсĕрлетме сĕнетĕп. Тăпрари инфекци хура туна чирне тата ытти амака сарма пулăшать. Çавна май чипчипер шăтса тухнă калчах пĕтме пултарать. Пахчари тăпрана кăштах торфпа, хăйăрпа хутăштармалла. Йывăç кĕрпи те çĕре кăпăшкалатать. Вермикулит хушни нӳрĕклĕхе упрать. Сăмах май, ĕçе пуçăнас умĕн тăпра тултарма палăртнă савăта та вĕри шывпа лайăххăн çумалла. Вăрлăх акатпăр. Çанталăк ăшăтнă май çут çанталăк чĕрĕлет, ака ĕçĕсем çыв¬хараççĕ. Халĕ кăнтăр енче ӳсекен пахча çимĕçе — баклажан, пылак пăрăç — акма вăхăт. Сорта ир, вăтам е кая юлса пулаканнине кура суйламалла. Пирĕн тăрăхра ир тата вăтам пулаканнисем лайăх тухăç параççĕ. Ӳсентăранăн ӳсĕм тапхăрĕ калча шăтса тухнинчен пуçласа çимĕç пама пуçличчен тăсăлать. Ир пулакан сорта çитĕнсе çитме — 110-120, кая юлса пулаканнине 130-150 кун кирлĕ. Çавăн пекех нумай çул ӳсекен чечексене те хальтерех акмалла. Сăмахран, шăнкăрав курăкĕ, дельфиниум, петуни тата ытти те. Техĕмлĕ, сиплĕ курăксене те — шалфей, пĕтнĕк, чапăр курăкĕ... — маларах вăрăнтармалла. Вăрри хăйăр пек вĕтĕ ӳсен-тăран вăрах шăтать, икĕ эрне те иртет. Хыççăн калчан 2-3 эрне çитĕнмелле. Чăн çулçи тухса тымарĕ вăй илсен уйрăм савăта куçармалла. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн теплицинче акнă лаванда, вербена ăшăпа, çутăпа шăтса тухрĕç ĕнтĕ. Нумай çул ӳсекен буддлея Давида чечек те тымар ямалла. Вăл пĕчĕк тĕмĕ пек çитĕнет, чечекĕ илемлĕ. Вăрри тусана аса илтернĕрен шăтасса кĕтменччĕ. Илемлĕ ӳсен-тăран та вăй илни савăнтарчĕ. Пахчана е сада вĕсене хĕвеллĕ те хӳтĕ вырăна лартмалла. Унсăр пуçне ăшăтакан теплицăра çĕр çырлин «Барон Солемахер» сорчĕ те пур. Унăн вăрри те питĕ вĕтĕ, çапах шăтрĕ. Çĕр çырли нумай çул ӳсекен ӳсен-тăран шутланать. Çапах тăватă çул кăна пысăк тухăç парать, ун хыççăн çырли вĕтелнĕрен хунавне улăштармалла. Хăшĕ-пĕри çырла йăранне хура агроспанпа хуплать. Чăн та, çимĕç пылчăкпа вараланмасть, çуркунне çĕр маларах ăшăнать, çум курăк та вăй илеймест. Агроспанăн лайăх енĕсене пăхмасăр эпĕ кĕркунне хунава улăмпа е çулçăпа хупласа хăваратăп. Кун пек те çырли таса пулать, çав хушăрах çĕр ирĕклĕн сывлать. Хура агроспан айĕнче шăрăх çанталăкра ӳсен-тăран тымарĕ хĕрсе вĕриленет, чир-чĕр, сăтăрçăсем сарăлаççĕ. Калча ӳстеретпĕр. Вăрлăха тымар ярса шăтма ăшă кирлĕ. Акнă савăта батарей çывăхне вырнаçтармалла. 25-28 градус ăшăра калча хăвăртрах шăтать. Вăрлăх акнă хыççăн тăпрана çиелтен шывпа сирпĕтмелле те поликарбонатпа, агроспанпа, пленкăпа е урăх япалапа хупламалла. Акни çуррине яхăн шăтсан хупланине илмелле, 18-20 градус ăшă та çутă вырăна куçармалла. Калча савăтне хĕвел лайăх ӳкекен чӳрече анине лартмалла. Ӳсен-тăран çутă еннелле туртăннă май савăта çавăрмалла. Шăтсан ӳсен-тăрана ытлашши ăшă кирлĕ мар, хушăран форточка уçсан та аптăрамĕ. Сивĕ çил савăт çине вĕресрен кăна асăрханмалла. Пӳлĕмре питĕ ăшă, анчах çутă çителĕксĕр пулсан калча тăсăлать. Енчен туни çинçелсе вăрăмланма пуçласан ăна уйрăм савăта куçармалла. Пуш уйăхĕн 10-20-мĕшĕсенче помидор та акма юрать. Маларах акнă калча çитĕнсе тăсăлать. Помидорпа пăрăçа тарăнрах лартмалла — тымарĕ вăйлăрах аталанать. Калчан тымарне, тунине пăхмалла. Вăрăм туналлине уйрăм савăта куçарнă чухне тарăна лартмалла. Пĕрремĕш çулçине çĕрпе хуплама юрамасть. Вăрăм та çинçе туналлă калчана йăран çине тарăн е вырттарса лартсан тунинчен хушма тымарсем вăй илеççĕ. Хăяр — хăвăрт ӳсекен культура. Ăна пуш уйăхĕн вĕçĕнче е ака пуçламăшĕнче аксан та çитĕнме ĕлкĕрĕ. Çу пуçламăшĕнче вара теплицăна куçармалла. Хăяра çитĕнсе çимĕç пама — 30, помидора 50-60 кун кирлĕ. Вăрлăха çакна шута илсе акмалла. Çитĕнсе тăсăлнă ӳсен-тăранăн туни те имшер. Йăран çине куçарсан туни çурăлма пултарать, аманнă вырăнта чир сарăлать. Эпĕ çу пуçламăшĕнче калчана теплицăна куçаратăп. Çак вăхăт çанталăкран та килет. Лартнă хыççăн çеçкине шпагат çине тӳрех явса çакмастăп. Çĕнĕ вырăна куçарнă калча çийĕнчех çитĕнме тытăнмасть, пĕр эрнене яхăн хăнăхать, тымарĕ майланать. Çурхи çанталăк ултавлă. Çанталăк сасартăк сивĕтсен теплицăри калчана та агроспанпа хуплатăп. Калчана теплицăна е йăран çине куçарас умĕн пиçĕхтермелле, сивве хăнăхтармалла. Çавăнпа ăна теплицăна лартиччен балконра е верандăра тытмалла. Чӳрече анинче калча çитĕнтернĕ чухне çутă çителĕксĕррине пула каçсерен те ятарлă лампа çутатаççĕ. Хăшĕ-пĕрин вăл çĕрĕпех çунать. Анчах ку тĕрĕс мар, кирек мĕнле ӳсен-тăрана çутă кăна мар, канса илме тĕттĕм те кирлĕ. Теплицăна йĕркене кĕртетпĕр. Хĕлле теплица алăкне уçса хуратăп, шала юр тултаратăп. Сивĕпе çĕр лайăх шăнать, тăпрари чир-чĕре, сиенлĕ сăтăрçăсене пĕтерет. Юртан ирĕлсе пуçтарăннă шыв ӳсен-тăраншăн усăллă. Пахчара икĕ теплица пулсан лайăхрах. Хăяра тата помидора уйрăм теплицăсене лартмалла, мĕншĕн тесен вĕсене çитĕнме, тухăç пама тĕрлĕ услови кирлĕ. Хăяр ăшша, нӳрĕклĕхе килĕштерет. Витĕр вĕрекен çил уншăн сиенлĕ. Помидор, баклажан, пăрăç витĕр вĕрекен çиле кăмăллаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсем тĕллĕн шăркаланаççĕ. Витĕр вĕрекен çил шăркаланма пулăшать кăна. Енчен те пахчара пĕр теплица кăна пулсан культурăсене пĕлсе вырнаçтармалла. Хăяра шаларах, çил вĕрмен, хӳтĕ çĕре лартмалла. Вăл сивве, витĕр çиле пула чирлет, тухăçлăх чакать. Алăк патнерех помидор, пăрăç, баклажан пулсан аван. Теплицăри кăнтăр çимĕçĕсене те çурхи кĕтмен сивĕрен уйрăмах асăрхамалла. Теплицăна çĕрĕк тăпри хывсан лайăхрах. Çĕр пулăхне лайăхлатма тислĕкпе усă курсан кĕркунне хывмалла, тăпрапа хутăштарса чавмалла. Кун пек тусан сăтăрçăсем тăпра çине тухаççĕ, сивĕре пĕтеççĕ. Тĕрĕс апатлантаратпăр. Ӳсен-тăрана аталанма азот /аммиак селитри, мочевина/ кирлĕ. Кали — çимĕçшĕн, фосфор тымаршăн усăллă. Калча япăх çитĕнсен тата сарăхма тытăнсан азотпа апатлантармалла. Тымарĕ япăх вăй илсен кали, фосфор хывмалла. Ӳсен-тăран мĕнле аталаннине пăхсах тăмалла, эрнере пĕр хутчен микроэлементпа апатлантарсан уйрăмах аван. Чир-чĕртен упратпăр. Пысăк тухăç илмешкĕн акни-лартнине вăхăтра шăвармалла, апатлантармалла, ытлашши çулçине, туратне иртмелле, чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен упрамалла. Теплицăра сăтăрçăсене, чир-чĕ-ре вăй илме условисем уйрăмах лайăх. Сă¬махран, суя сывлăм чирĕ çаклансан мĕн пур культурăна сиенлет. Вăл чи анлă сарăлнă чир-чĕртен пĕри темелле. Çанталăк кăнтăрла ăшăтсан, каçхине сивĕтсен теплицăра ир енне сывлăм пуçтарăнать, ӳсен-тăран çине тумлать, чир-чĕре вăй илме пулăшать. Савăтри калчана тымар чирĕ те сиенлеме пултарать. Тăпрари, вăрлăхри инфекци культурăна йĕркеллĕ çитĕнме памасть. Им- çамланă вăрлăх туянсан типĕллех акмалла. Им-çамламаннине марганцовка е перекиç водорочĕн /1,5-3%/шĕвекĕнче 20-30 минут тытмалла. Çапла туни инфекцирен хăпма пулăшĕ. Марганцовка шĕвекĕ тĕксĕм хĕрлĕрех кирлĕ. Ун хыççăн вăрлăха лайăх çумалла, шӳтерме хумалла. Шӳтернĕ вăрлăх хăвăртрах шăтать. <...>

Лариса НИКИТИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.