Комментировать

15 Мар, 2024

Хыпар 26-27 (28202-28203) №№ 15.03.2024

Пысăк хушăмăн кашни тенки шутлă

Республикăн кăçалхи бюджетне пирвайхи хут кĕртмелли улшăнусем «пиçсе çитнĕ». Тÿрлетÿсене депутатсемпе пĕрле саккун проектне парламента сĕничченех сÿтсе явни вырăнлă — кайран Патшалăх Канашĕн сессийĕнче калаçу-тавлашу сахалрах пулĕ. Тепĕр тесен, республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун бюджета улшăнусем кĕртес ыйтусемпе ирттернĕ тĕлпулу лăпкă иртрĕ теме те юрать – вăрăм сĕтелĕн министрсене хирĕç пĕр енне йышăннă депутатсен хушшинче калаçăва çивĕчлетес кăмăл тапса тăнăн туйăнмарĕ.

Культура министрĕ Светлана Каликова тĕлпулу иртмелли зала ытти министртан маларах килнĕ те — депутатсем пĕрин хыççăн тепри пырса унпа пăшăлтатаççĕ. Авă, Виктор Горбунов вице-спикер тем пирки аса илтерет — «эсир шантарнăччĕ...» тени хăлхана кĕрет. Ун хыççăн эсерсен фракцийĕн представителĕ Владислав Солдатов черетре. Депутат хăйĕн тăван ялĕнчи, Патăрьел округĕнчи Татмăшри, клуб строительствишĕн кулянать. Министр ăна лăплантарать: хăйĕн аллинчи хут тĕркинче хайхи об±екта тупрĕ пулас та — строительство бюджетран тухса ÿкменнине çирĕплетет. «Светлана Анатольевна, зала ыттисенчен маларах кĕнĕшĕн ÿкĕнмерĕр-и? Депутатсем сире пĕри те тепри «çулăхаççĕ» те…» — шÿтлесе ыйтатăп министртан. Культурăшăн яваплă ведомство пуçлăхĕ журналистăн шÿтне ăнланчĕ. «Кайран апла-капла калаçас вырăнне халĕ ыйтчăр» — çапларах пулчĕ унăн хуравĕ. Тĕлпулăва уçнă май республика Пуçлăхĕ Олег Николаев бюджета кĕртмелли улшăнусемпе паллаштарма пĕрремĕш вице-премьера — финанс министрне сăмах пачĕ те — Михаил Ноздряков нумай цифрăран тăракан самай вăрах доклад турĕ. Тĕп кăтарту — республика бюджечĕн тупăш пайĕ 6,6 миллиард тенкĕлĕх пысăкланасси. Çапла вара кăçалхи бюджет тупăшĕ 96,2 миллиард тенкĕ патнеллех кармашĕ. Тăкаксен ÿсĕмĕ тата пысăкрах — вĕсем 11,5 миллиард тенкĕ хушăнса 102,4 миллиард тенкĕпе танлашаççĕ. Михаил Геннадьевич тупăш хушăмĕнче республикăн хăйĕн тупăшĕ курăмлине çирĕплетрĕ — вăл 57,1 миллиард тенкĕ урлă каçать. Хушăнакан укçа чи малтан республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура палăртнă, социаллă хÿтлĕхе çирĕплетес тĕллевлĕ мерăсем валли кайĕ — ку тăкаксене никĕслеме 2 миллиард тенкĕ ытла кирлĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вĕсен çемйисене пулăшасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Чăваш хăмли çĕкленет

Çĕршывра хăмлан 90% Чăваш Енре туса илеççĕ. Иртнĕ çул культура 133 гектар йышăннă. Çитес вăхăтра ăна 1 пин гектара çитерме палăртаççĕ. Рынока хăмлапа туллин тивĕçтерме вара 4 пин гектартан кая мар кирлĕ.

Пулăшу курăмлă

Çĕршывра хăмла туса илесси аталанса пырать кăна-ха. Юлашки çулсенче симĕс ылтăнăн лаптăкĕ 1,5 хут пысăкланнă. Чăваш Енре кăна мар, Липецк облаçĕнче, Краснодар, Алтай крайĕсенче те культурăна çитĕнтереççĕ, лаптăксене сараççĕ. Конкуренци ÿсет темелле. Çапах Раççейре чĕр тавар çителĕксĕр-ха. Сăра завочĕсем çулсерен ют çĕршывсенчен 60 миллион долларлăх хăмла туянаççĕ. Çулталăкра 9 пин тонна хăмла кирлĕ пулсан хальлĕхе 5% çеç вырăнта туса илеççĕ. Рынокра вăй илнине пула чĕр тавар хакĕ те ÿссех пырать, 1 килограмĕ 2 пине яхăн тенкĕ. Экспертсем палăртнă тăрăх, сăра завочĕсене симĕс ылтăнпа туллин тивĕçтерме 2024 çулта ÿсен-тăран 4 пин гектартан кая мар пулмалла. Анчах палăртни пурнăçа кĕрĕ-ши? Хăмла туса илме хакла ларни, ятарлă техника, хамăрăн сортсем, лартма хунавсем çителĕксĕрри ура хурать мар-и-ха? Отрасле çĕклеме укçа самай хывмалла. Раççейри сăра хатĕрлекенсен союзĕ палăртнă тăрăх, хăмлаçăсене патшалăх енчен тĕревлени пилĕк çулта производствăна пилĕк хутчен ÿстерме пулăшĕ. Рынока хăмлапа туллин тивĕçтерме вара çулсерен 3 пин тонна туса илмелле. Республикăра хăмла отраслĕ каллех çĕкленес шанăç пурри юлашки вăхăтра уйрăмах лайăх сисĕнет. Раççей Президенчĕ Владимир Путин та Чăваш Енре ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май ăна аталантармашкăн пулăшмаллине палăртрĕ. Пирĕн тăрăхра симĕс ылтăна «Агрохмель», «АгроРесурсы», «Русхмель» пĕрлешÿсем, «Выльский» кооператив, «Ленинская искра» колхоз, Чăваш патшалăх аграри университечĕ, Чăваш ял хуçалăх аслăлăх-тĕпчев институчĕ çитĕнтереççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсене патшалăх енчен курăмлă тĕрев параççĕ. Регионта хунав лартнăшăн /1 гектаршăн 94,9-200 пин тенкĕ/ тата пăхнăшăн /66,2-150 пин тенкĕ/; чĕр тавара сутнăшăн /2023 çулта çак тĕллевпе 17,8 миллион тенкĕ уйăрнă/ субсиди уйăраççĕ. Хăмла шпалерĕ тунăшăн, çĕнетнĕшĕн, ятарлă техника, оборудовани туяннăшăн, гидромелиораци мероприятийĕсене ирттернĕшĕн, йÿçек тăпрана извеç хывнăшăн тăкаксен 40-50% саплаштараççĕ. — Çĕршыври пĕр регионта та хăмлаçăсене çавăн пек пулăшмаççĕ. Республика бюджетĕнчен те хăмла шпалерĕ çĕнетнĕшĕн, татмалли, типĕтмелли комбайнсем туяннăшăн тăкака саплаштаратпăр. Ятарлă техникăшăн та субсидилеме пуçлăпăр. Пулăшу проектсен тăкакне 7-8 çултах тавăрма май парать. Патшалăх тĕревĕсĕр çак тапхăр 16- 17 çула тăсăлĕччĕ, — палăртрĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Геннадий ЛАРИОНОВ: Чăваш Енре халĕ сыр тăвакан нумай

Паян пирĕн тĕпелте — биологи наукисен докторĕ, сĕт тата сĕт-çу продукцийĕн технологийĕ енĕпе ĕçлекен вĕренÿпе наукатĕпчев лабораторийĕн ертÿçи Геннадий Ларионов профессор. Вăл Чăваш патшалăх аграри университетĕнче 1998 çултанпа ĕçлет.

«Академический», «Халуми», «Рикотта»…

— Геннадий Анатольевич, эсир И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă, биолог тата химик специальноçĕсене алла илнĕ. Шăпа вара сире шкула мар, аграри университетне илсе çитернĕ.

— 1993 çулта институтран вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт Шăмăршă тăрăхĕнчи Кивĕ Чукал ялĕнчи шкулта ĕçлерĕм. Сăмах май, эпĕ асăннă районти Кивĕ Шăмăршă ялĕнче кун çути курнă. Шкулта ĕçленĕ вăхăтра аспирантурăна вĕренме каяс шухăш çуралчĕ. 1994 çулта Мускаври Пĕтĕм Раççейри ветеринарипе санитари, гигиена тата экологи наука-тĕпчев институтĕнче куçăн майпа вĕренме пуçларăм. «Экологи» сăмах ун чухне питĕ модăраччĕ. Аспирантурăра ветсанэкспертиза тата экологи енĕпе пĕлÿ илме тытăнтăм. 1998 çулта наука кандидачĕн диссертацине хÿтĕлерĕм. Çав çулах ял хуçалăх академийĕнче ĕçлеме пуçларăм. Аслă шкулта шăпах çĕнĕлĕх кĕртнĕччĕ: ял хуçалăх продукцине туса кăлармалли технологи. Каярахпа унăн ятне улăштарчĕç: ял хуçалăх продукцине тирпейлемелли тата туса кăлармалли технологи. Ун чухне специалистсем çукрахчĕ. Çавна май Николай Кириллов ректор мана çак енпе пусăрăнса ĕçлеме шанчĕ. Ăна аталантарса пытăмăр, халĕ сĕтпе ытларах ĕçлетпĕр, ятарлă лаборатори те пур пирĕн.

— Эсир чылай патент илнĕ. Вĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес килет.

— Хальхи вăхăтра манăн 6 патент. Вĕсенчен ытларахăшĕ ял хуçалăхĕпе çыхăннă. Сăмахран, выльăх валли сиенсĕр апат çитĕнтересси пирки патентсем пур. Пирĕн регионшăн çакă питех хăрушă мар. Хăш-пĕр тăрăхра вара йывăр металсем çĕр çинче, шывра, ÿсен-тăранра питĕ нумай. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх организмĕнче те пуçтарăнаççĕ. Ку ыйтусене эпĕ аспирантурăра та чылай тишкернĕ, ăна аслă шкулта та малалла тăсрăм. Наука докторĕн диссертацине хатĕрленĕ чухне те тĕпчерĕм. Юлашки вăхăтра сĕтпе, сыр хатĕрлессипе çыхăннă патентсем илтĕм. <...>

Валентина ПЕТРОВА

♦   ♦   


Заповеднике çухалнă чĕр чунсем таврăнаççĕ

«Хамăр тăрăхри кайăк-кĕшĕке, чĕр чунсене, юхан шывсенчи пулăсене, ÿсен-тăрана, йывăçсене пĕлмеллех», — тетчĕ хăй вăхăтĕнче мăн асаннем. Вăл пире улăх-çарана, вăрмана ертсе каятчĕ. Сиплĕ курăксемпе паллаштаратчĕ, хăш-хăш кăмпана татмаллине кăтартатчĕ. Çут çанталăк çын пурнăçĕнче çав тери пысăк вырăн йышăнать. Унпа килĕшÿре пурăнсан çеç çын хăйне телейлĕ туять. Кăçал, Экологи культурипе çут çанталăк ресурсĕсемпе тирпейлĕ усă курассин çулталăкĕнче, вулакансене Чăваш Енри заповедниксемпе заказниксем, çут çанталăк палăкĕсем, тĕллевлĕ упракан вырăнсем çинчен каласа кăтартăпăр, мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕри вĕсем çинчен илтмен те...

Сăвăрсен кунне паллă тăваççĕ

«Сăрçум» заповедникăн Елчĕк округĕнчи территорийĕ хăйне евĕр. Кунта ЧР Хĕрлĕ кĕнекине кĕнĕ чĕр чунсене, хурт-кăпшанка асăрхама пулать. Заповедник çинчен /ун çинчен кăна та мар/ Елчĕк округĕн администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Сергей Волков каласа кăтартрĕ. «Сăрçум» заповедник виçĕ пайран тăрать. Улатăр, Патăрьел тата Елчĕк тăрăхĕсенче вырнаçнă вăл. Чи пысăк лаптăкĕ — Улатăр хутлăхĕнче. Унта вăрманлă вырăн тăк, Патăрьелпе Елчĕк округĕсенче — çеçен хир участокĕсем. Унта çырма-çатраллă, çеçен хирлĕ вырăнсем. Сăмах май, Елчĕкпе Патăрьел лаптăкĕсем заповедник шутне 2000 çулта кĕнĕ. Елчĕк участокĕ Энтепепе Çĕнĕ Арланкасси ялĕсен çумĕнче вырнаçнă. Унăн лаптăкĕ 97,8 гектарпа танлашать. Малтан «Сорка-ТАУ» заповедник пулнă вăл. Патăрьел лаптăкĕ 27,6 гектар йышăнать. Чи пĕчĕкки шутланать вăл. Заповедникăн Елчĕк лаптăкĕнче 46 тĕрлĕ чĕр чуна курма пулать. Кунта Хĕрлĕ кĕнекене кĕнĕ çеçен хир сăвăрĕсем пурăнаççĕ. Çавăн пекех йăпар /выхухоль/ пур. Унсăр пуçне — мулкачсем, тилĕсем, кашкăрсем, сăсарсем, пăшисем, хир сыснисем. Заповедникре, ытларах Улатăр тăрăхĕнче, 190 тĕрлĕ вĕçен кайăк. Вĕсенчен 13-шĕ Хĕрлĕ кĕнекене кĕнĕ. Ÿхĕ, сăрă тăрна, шурă хÿреллĕ ăмăрт кайăк тата ытти те. Атăл карăкĕ /волжский глухарь/ заповедникăн символĕ шутланать. Ăна нумай çын пĕлмест. Елчĕксенчен чылайăшĕ хамăр патра заповедник пуррине чухламасть те. Ăна мĕншĕн тума шухăшланă-ха? Хăй вăхăтĕнче ял çыннисем çырла, кăмпа пухнă, вăрмана касса пĕтерме пуçланă. Хăйсене тăранса пурăнма ял хуçалăхĕн тĕрлĕ культурине акма çĕр лаптăкĕсем тумалла пулнă вĕсен. Сунара та çÿренĕ. Пĕчĕк юхан шывсенчи пулăсене тыта-тыта пĕтернĕ. Тĕлĕнмелле хитре те пуян вырăна пĕтерес мар тесе заповедник тума тĕв тунă. Ăна йĕркелесенех çут çанталăка сыхлас ĕç çĕнĕ шая куçнă теме пулать. Вăрман лаптăкĕсем ÿсме пуçланă. Паянхи кун заповедникра унччен çухалнă чĕр чунсем курăнма пуçланă. Калăпăр, упасем те каялла таврăннă теççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Олег Николаев – сăмах вăйĕ тата йăтайми çĕклем çинчен

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарнă, депутатсен умĕнче иртнĕ çулхи ĕçшĕн отчет тунă хыççăн журналистсем валли пысăк пресс-конференци ирттересси йăлана кĕнĕ. Ку хутĕнче, чăн та, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе курнăçма хистекен тепĕр сăлтав та пулчĕ — Чăваш Ене Раççей Президенчĕ Владимир Путин килсе кайрĕ. Тен, çакăн витĕмĕ те пур-тăр: Олег Николаевăн ЧР Пуçлăхĕн должноçĕнчи шучĕпе пиллĕкмĕш пресс-конференцине нихçанхинчен нумай журналист пухăнчĕ — 80 ытла. Вĕсем панă ыйтусен шучĕпе те рекорд пулчĕ ахăр: 2 сехет те 20 минута тăсăлнă тĕлпулура Олег Алексеевич тĕрлĕ-тĕрлĕ темăпа çыхăннă 46 ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ.

Чи малтан — çулсем

Калаçу çулсен теминчен пуçланчĕ. Шупашкарти юхăнса кайнă Сĕнтĕрвăрри çулĕн шăпишĕн кулянакан журналиста хуравланă май Олег Николаев трассăна юсама укçа уйăрнине çирĕплетрĕ. Çанталăк йĕркеленсе çитсенех ĕçсене пуçламалла, реконструкцие кăçал вĕçлемелле. Тĕп хулари виççĕмĕш çурма ункă ыйтăвĕ вара йывăртарах. Хăшĕ-пĕри Президент Чăваш Ене килсе кайнă май республика ертÿлĕхĕ ку проекта пăрахăçланă теме пăхать те — Олег Алексеевич татăклăн пĕлтерчĕ: хула микрорайонĕсене çулпа çыхăнтарас тĕллев çине никам та алă сулман. Çурма ункă тăвассине Совет Союзĕ вăхăтĕнчех палăртса хунă, ун валли çĕр лаптăкĕсене те резервланă. Питĕ кăткăс ĕçсем палăртнă, анчах пĕтĕмĕшле проектпа смета докуменчĕсем халĕ те çук. Ĕçсене виçĕ тапхăрпа пурнăçлама пăхнă, вĕсенчен пĕрремĕшĕ валли кăна документсем хатĕрленĕ. Вăл та — 7-8 миллиард тенкĕлĕх. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ вара 30 миллиард тенкĕрен те иртет. Федераци центрĕн пулăшăвĕсĕр регион çак çĕклеме йăтаймĕ. Мускав логики вара халĕ çакнашкал: вăл федераци çулĕсене, пысăк хуласем патне пымалли çулсене кăна хăйĕн çине илет. Хулари «шалти» ĕçсене регионсен хăйсен вăйĕпе тумалла. ЧР Пуçлăхĕн шучĕпе, çавнашкал проекта халь пуçарни, вăраха тăсса яни вырăнсăр. Çывăх вăхăтра пурнăçламалли проект вара — М-7 автотрассăн Шупашкар çумĕнчи 12 километрлă сыпăкне, икĕ йĕрлĕскере, анлăлатасси. Çав сыпăкра тăватă развязка пулмалла. Лапсар тата Горький пăрăнчăкĕ тĕлĕнче — икĕ хутлисем, Карачура тата Кÿкеç патĕнче — пĕр хутлисем. «Меллĕ пулмалла — нумай хула çакнашкал аталанать», — терĕ Олег Алексеевич. Владимир Путин килнĕ май, астăватпăр, калаçу шăпах асăннă сыпăк пирки пулнăччĕ. Çав вăхăтрах тĕп хула микрорайонĕсене çыхăнтарас тĕллев те упранса юлать. Шупашкар агломерацийĕн мастер-планĕ хула аталанăвне тĕпе хурать, çурт-йĕр строительствипе пĕрле хайхи çулпа çыхăннă ĕçсем те пурнăçланĕç — логистика ыйтăвĕсене çапла татса пани хăвăртрах та, бюджетшăн перекетлĕрех те пулĕ. Çулсем тенĕрен, пресс-конференцире калаçу ку ыйту патне пĕрре кăна мар таврăнчĕ. Çав шутра — Шупашкарти Хĕвеллĕ микрорайонтан хулана тухасси. Хальхи пыршă пек çул çинче ирсерен-каçсерен куллен «пăкă». Юр нумай çунă тапхăрта пушшех йывăр пулнă... Чăваш Ен Пуçлăхĕшĕн ку ыйту кĕтменлĕх пулмарĕ — ун пирки лайăх пĕлет. Çав микрорайонтан тухма кăна мар, унта кĕме те çул кирлĕ. Çакна çÿлерех асăннă мастер-планра шута илĕç — тĕллев лартнă. Çĕнĕ хула тĕлĕшпе те çавнах каламалла. Идеал шайĕнче унта та, паллах, икĕ хутлă развязка кирлĕ — майсем тупăнсанах тивĕçлĕ ĕçсене пуçарĕç. Лапсар тăкăрлăкне юсасса нумай çул кĕтекенсем те тинех кăмăллă пулма пултараççĕ. Олег Николаев унти ĕçсене кăçал пурнăçлассине çирĕплетрĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Куславкка çĕрне Лобачевский те килĕштернĕ

Ку хулана, анлă Атăл юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнăскере, виçĕ республика [Чăваш Ен, Мари Эл тата Тутарстан] «тĕл пулакан» вырăн теме те юрать. Унран вунă çухрăмра Горький чукун çулĕ иртет. Кунтанах федераци пĕлтерĕшлĕ «Атăл» автотрасса çине тухма пулать. Çак çул вара Раççей варринчи регионсене Уралпа тата Çĕпĕрпе çыхăнтарать. Мĕнле хула пирки сăмах пырать тетĕр-и? Çапла, Куславкка çинчен.

Хăйне евĕрлĕ тавралăх Тĕнче касса çÿрерĕм, анчах чи пĕлтерĕшли сăмса умĕнчех пулнă тенĕ пек, хальхинче хамăрăн республикăн тĕлĕнтермĕш вырăнĕсенчен пĕринпе паллаштарас килет. Куславкка тăрăхĕ çинчен нумай пĕлетĕр-и эсир? Çак хулан вара тĕлĕнтермелли сахал мар. Малтан эпĕ те пĕлсех кайманччĕ, анчах Куславккара çуралса ÿснĕ Тая Еж /Татьяна Устинова/ поэтессăпа паллашсан нумай çĕннине пĕлтĕм. Вăл çак тĕлĕнтермĕш хулара пирĕн валли экскурси йĕркелерĕ. Чи малтанах хулан историйĕпе кăштах паллашар. Шупашкар вырăнĕнче тахçан ялсем пулнине пĕлетĕр ĕнтĕ. Унта та çаплах. Паянхи Куславкка вырăнĕнче тахçан Богородское сали, Куславкка, Карцев Починок, Комаровка, Тури Курган, Анат Курган, Слободка тата Новородионовка ялĕсем пулнă. Çак вырăнта 1671 çулта хула пуçланса кайнă. Паллах, унăн аталанăвне вăл Атăл хĕрринче вырнаçни те витĕм кÿнĕ. 19-мĕш ĕмĕрте пысăк пристане пула уйрăмах вăйлă аталаннă вăл. 1967 çулхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче вара Куславкка хула ятне илнĕ. Çак тăрăхри тавралăх питĕ хăйне евĕрлĕ, Куславккана çывхарса пынă чухнех туятăн çакна. Вăл çырмаллă-сăртлăрах темеллеши — çакă шăпах куçа илĕртет те. Пуш уйăхĕ пуçланнă çеç пулсан та çул хĕррипе юр кайнă вырăнсем тĕл пулчĕç, çĕр курăнма та тытăннăччĕ ĕнтĕ. Кунта хĕвел те хытăрах хĕртетши? Çулла тата мĕнле хитре пулĕ! Тепĕр тесен, Куславкка паллă çынсене шăпах илемлĕ тавралăхпа тыткăнланă. Сăмах май, 18-мĕш ĕмĕрте ку тăрăхран Александр Радищев поэт иртсе кайнă. Атăл тăрăх çул çÿреве тухнăскер мĕн курнине çырса пынă. «Ирхине ту айĕнче вырнаçнă ял патĕнчен тата Куславкка ялĕ çывăхĕнчен ишсе иртрĕмĕр. Унта нумай çăкăр турттаратчĕç, ампар чылай туса лартнă. Çак ялăн çÿллĕ çыранĕ тайăлнă та сарлака айлăм пулса тăнă. Атăлăн сылтăм енче — вăрман, çыран хĕрринче ялсем çук», — палăртнă вăл çырса пынисенче. <...>

Лариса ПЕТРОВА 

♦   ♦   


Çăварни кунĕн хĕрĕх икерчи – пĕр пус

«Эх, Çăварни! Çăварни! Çуллă пĕлĕм-икерчи! Урам тулли çын утать, Ватти-вĕтти савăнать. Кĕрле, савăн, Çăварни! Селĕм-çке юрри-ташши! Лаши чуптăр ухăнса, Çуни шутăр ярăнса!» — аса килеççĕ Çăварни юррисем. Çăварни — чăвашсен чи юратнă уявĕсенчен пĕри. Мĕншĕн тесен вăл çуркуннепе çыхăннă. Çăварние те, çуркуннене те чăвашсем питĕ кĕтнĕ.

Икĕ эрне уявланă

«Чуп-чуп, лаши, ай, чуп, лаши, Сана сĕлĕ çитернĕ, çитернĕ… Юрлăр-ха, хĕрсем, ай, юррине. Сире сăра ĕçтернĕ, ĕçтернĕ», — çакăн пек юрăпа СМС-салам ячĕ çак кунсенче пĕлĕшĕм. Апла тăк мессенджерсенче пĕр-пĕрне уявпа саламланин лайăх енĕ те пур — çакă йăлайĕркене упрама пулăшать. Дмитрий Мадуров историк палăртнă тăрăх, Çăварни «çав эрни» /çаврăну эрни/ тени пулать. Унăн пĕлтерĕшне, тĕшшине ăнланмасăр вырăсла /çу — масло/ тесе куçарнă. Кĕçĕн çав эрни хĕллехи тапхăра ăсатнипе, вилнисене асăннипе пĕр килет, Аслă Çав эрни çуллахи тапхăра кĕтсе илни пулать. «Çăварни — çут çанталăкра çурхи вăйсем йăл илнине пĕлтерекен уяв. Чăвашсем хĕле тивĕçлипе ăсатсан вăл кÿренмессе шаннă. Çавăнпа ăна хаваслăрах ирттерме тăрăшнă. Авал Çăварни икĕ эрнене тăсăлнă. Пĕр эрни — Аслă Çăварни /тури чăвашсем Мăн Çăварни тенĕ/, тепри Кĕçĕн Çăварни ятлă пулнă. Христос тĕнĕ сарăлсан вăл вырăссен Çăварнийĕпе /Масленица/ пĕр килнĕ. Вара ăна пĕр эрне — вырсарникунран вырсарникуна — уявлама тытăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче ăна ĕлĕкхи йăла-йĕркене пăхăнса ирттернĕ. Çăварнире çаврака пысăк икерчĕ пĕçернĕ. Вăл хĕвеле, савăнăçа пĕлтернĕ. Икерчĕ чăвашсен вилнисене асăнмалли çимĕç те шутланнă. Çăварни умĕн шăпах ваттисене асăннă. Çавăнпа Çăварнире икерчĕ çини вилнисене чыс туни те пулнă. Çав вăхăтрах икерчĕ çини çулталăклăх вăй-хал панине ĕненнĕ. Праçник эрнинче çавăн пекех пулă, пăтă, тĕрлĕ кукăль астивнĕ, сăра вĕретнĕ», — каласа кăтартрĕ Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Нарат Чакки ялĕнчи культура ĕçченĕ Людмила Данькова. Славянсен вара Çăварни икерчи тулли пурнăçа пĕлтернĕ. Малтан çак уяв «Комоедица» ятлă пулнă. Чиркÿре «Масленица» сăмахпа усă курмаççĕ, çак тапхăра «Сырная Седмица» теççĕ. Паллах, Çăварни пек уява тĕрлĕ турра пуç çапакан чылай халăх уявланă. Чăвашсен вăл кунпа çĕр танлашнине халалланă уяв пулнă. Пирĕн халăхăн вăл кĕçнерникун пуçланнă. Шăп çур çĕрте пĕр эрне сарăлса ларнă Катемпие /Çăварни карчăкне/ çуна çине лартса çырманалла ярăнтарса янă. Унтан ялăн хĕвел анăç енне тухса пăрахнă. Пĕлетĕр, хальхи вăхăтра ăна кăнтăр кунĕнчех çунтараççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА

Ырă йăласем пуçарса ялшăн тăрăшаççĕ

Тăван енре хĕвелĕ те ăшăрах, сывлăшĕ те тасарах. Тăван яла яланах чун туртать, унăн шăпи чылай çынна шухăшлаттарать. Куславкка округĕнчи Шăмалăхра пурăнакан Ивановсем те тăван ял пуласлăхĕшĕн пăшăрханаççĕ.

Шухăшламалли сăлтавĕ те пур — ялта çичĕ çын кăна пурăнать. «13 пÿрт кăна юлчĕ. Хĕлле 4 килте çеç çутă çунать. Хăшĕпĕринче çулла пурăнаççĕ, 6 кил пушă ларать, хуçисем яла çÿремеççĕ. Пирĕн яла пурăнма килес текенсем пурччĕ, анчах çурчĕсене сутмарĕç», — калаçу сыпăнма пуçларĕ пирĕн. Шăмалăх — Виталий Васильевичăн тăван кĕтесĕ, çавăнпа уншăн уйрăмах чунĕ ыратать. «Ĕлĕкех пирĕн яла малашлăхсăррисен шутне кĕртнĕ. Уншăн тăрăшакансем пулман. Ялта лавкка та, шкул та çукчĕ. Эпир кÿршĕ яла вĕренме утнă. Шыв ăсма çырмана çÿреттĕмĕр. Яла çитме асфальт çул та çукчĕ, каярахпа кăна ферма таран туса пачĕç. Ялта клуб пурччĕ, ун çумĕнче чăх-чĕп вити ларатчĕ. Клубра спектакльсем лартаттăмăр, концерт кăтартаттăмăр. Фермăра лашасем тытатчĕç. Унта атте ĕçлетчĕ. Эпир мĕн ачаран лаша кÿлсе ĕç тунă», — иртнине куçĕ умне кăларчĕ кил хуçи. Пурăнма условисем пулманнипе Шăмалăхран 22 çемье тухса кайсан ял пушшех хухма тытăннă. Ялта унччен 52 кил пулнă, 200 яхăн çын пурăннă. Виталий Иванов каласа кăтартнă тăрăх, ĕлĕк ял çумĕнчи çырмара пысăк чулсем кăларса сутнă. Шăмалăха хальхи Куславкка округĕнчи Кармалпа Вăрмар тăрăхĕнчи Пинер çыннисем пуçарнă. Çавăнпа икĕ урам пулнă. Пĕр урамĕнчисем чиркĕве Кармала çÿренĕ, теприсем — Пинере. Авалах лайăх пурнăç шыраса ялтан темиçе çемье тухса кайнă, Елчĕк тăрăхĕнче çĕнĕ ял — Шăмалак — йĕркеленĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.