Чăваш хĕр ачи – паттăр!
Уроксем пĕтсен Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски шкулĕн пиллĕкмĕш класс вĕренекенĕ Оля Ярисова килне васкарĕ. Ара, нумай пулмасть çичĕ уйăх тултарнă Федя шăллĕшĕн çав тери тунсăхларĕ-çке вăл! «Алăк урлă каçсанах ăна йăтса çÿ-ÿ-ÿле çĕклĕп, атте пек. Эх, пĕчĕк аллисемпе хăлаçланса ахăлтатни хама та хăпартлантарать», – шухăшларĕ вăл ăшталаннă май. Çапла хыпаланса утнă вăхăтра унăн умĕнчен кушак чупса каçрĕ.
– Чим, каснă-лартнă пирĕн мăр-мăр тĕслĕ ку! Ăçтан çапла пулма пĕлнĕ вăл. Шел, пирĕн килти икĕ кушак та пушарта çунчĕç. Хайхискерсене вут-çулăмран кăларнă пулсан паянхи кун пĕрле пурăннă пулăттăмăр, анчах вĕсем пирки шухăшлама вăхăт пулмарĕ-çке вăл кун. Юрать йăмăкăмсене унтан илсе тухма вăй çитертĕм. Виçсĕмĕре те пушар хăй ытамне илнĕ пулсан... Федя шăллăма та нихăçан курайман пулăттăмăр-çке, – терĕ хĕр ача юхса аннă куççульне çанă вĕçĕпе шăлнă май.
Тĕрĕссипе, пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнчи хăрушă куна аса та илес килмест хĕр ачан...
Пĕррехинче, сĕм-тĕттĕм каç...
...Каç енне ашшĕпе амăшĕ, Михаил Федоровичпа Лариса Владимировна, тăванне илме Шупашкара кайма пуçтарăннă.
– Ачамсем, эпир каялла часах таврăнăпăр. Кĕçех Ирина аппăр ачисемпе пирĕн пата килĕ. Пĕрле мунчара çăвăнса тасалăр та выртса çывăрăр. Хăрама кирлĕ мар. Эсĕ, Оля, кĕçĕннисене пăхкала, куçран ан вĕçерт, – асăрхаттарса хăварнă вĕсем аслă хĕрне.
Тутлă мунчара рехетленнĕ хыççăн йăмăкĕсем валли вырăн сарнă Оля. Хăй вара садике çÿрекен Эльза çумне йăпшăннă, Лена тепĕр пÿлĕме вырнаçнă. Ĕшеннĕ ачасем самантрах ыйха путнă.
Пÿртре тем япали хыттăн шаплатнипе вăранса кайнă Оля. Куçĕ умĕнче вут-çулăм алхаснине курсан шикленсе ÿкнĕ. Çăвара сĕрĕм-тĕтĕм кĕнине пула чыхăнса кайнă. Пур пĕрех çухалса кайман тăваттăмĕш класс ачи. Юнашар выртакан Эльзăна йăтса Лена патне васканă.
– Лена! Лена! Тăр-ха хăвăртрах, тăр! Çунатпăр! Пушар! – тесе хыттăн кăшкăрнă.
Вăранасшăн пулман йăмăкĕ. Оля вара ăна лăскама тытăннă. Лешĕ ыйхă тĕлĕшĕпех ура çине тăнă та аппăшĕ хыççăн картише чупса тухнă. Хапха патне çитсен çеç хăйсемпе мĕн пулнине тавçăрса илнĕ те макăрса янă.
– Эсир манран ан юлăр! Эпĕ маларах Ирина аппа патне çитсе инкек пирки пĕлтерем! – тесе Оля малалла çил пек ыткăннă.
Виçĕ пĕр тăван кĕрхи сивĕ каç çывăрмалли кĕпе-йĕмпе тата çарран пылчăк тăрăх чупнă. Тавралăх тĕттĕм пулнăран сукмак ăçта вырнаçни те курăнман. Тĕрлĕ лакăмра такăнса ÿкнĕ, хăвăрт сиксе тăнă та малалла ыткăннă. Пач тĕттĕм çанталăкра çил пушшех вăйланнă, таврари йывăçсем кашланисĕр пуçне урăх нимĕн те илтмен пĕр тăвансем. Пĕчĕк Эльза юлашкинчен макăрсах янă.
– Эпĕ ывăнтăм! – тесе йĕрмĕшнĕ.
Пылчăкпа вараланса пĕтнĕ Лена йăмăкне йăтнă та аппăшĕнчен юлас мар тесе хыпаланнă...
Пурте кар тăрса
Хашăлтатса пырса кĕнĕ Оля тăванĕ-сем патне. Лешсем, мунча хыççăн çывăрма хатĕрленнĕскерсем, хĕр ача çара уран иккенне, çÿçне-пуçне те пуçтарманнине курсан, вĕсен килĕнче мĕнле те пулин хăрушă ĕç пулнине самантрах ăнланса илнĕ. «Ах, тулĕк мĕн-ши?!» – шухăш çиçĕм пек вĕçсе иртнĕ.
– Ирина аппа! Пирĕн çурта вут тивнĕ-ĕ-ĕ! Пулăшă-ă-ăр! – тенĕ Оля куççулĕпе чыхăнса.
Ку хыпар вĕсемшĕн пуçран темпе çапнă пекех пулнă. Калас тенĕ сăмахĕ те пыра пÿлĕннĕ. Вара çиçĕмле хăвăртлăхпа урамалла тухса чупнă... Каярах Ленăпа Эльза çитнĕ. Оля сиксе чĕтрекенскерсене ыталаса илнĕ те пушшех ĕсĕклеме тытăннă.
– Хам вăхăтра вăранман пулсан пурте çунса вилеттĕмĕр-çке-е-е! – тенĕ чĕтренсе тухакан сассипе.
Кĕçех ял урамĕ çынсем кăшкăрнипе, шавланипе тулнă. Пурте Ярисовсен çурчĕ еннелле чупнă. Пĕрисем сарайĕнчи выльăх-чĕрлĕхе урама кăларассишĕн ăнтăлнă, теприсем вут чĕлхине парăнтарас тесе кар тăрса тăрăшнă. Çур çĕр иртсе иккĕре çеç лăп-лантарнă вĕсем хĕрлĕ «автана».
Шурă çÿçлĕ, кăвак куçлă пуканесемпе кушаксем те кĕлленнĕ
Тепĕр кунне аслисемпе килне кайса пăхма тĕв тытнă Оля. Çунса хуралнă пÿрт ăш-чиккине пăлханса кĕрсе тăнă вăл. Çавăнтах чунĕ сÿ! тунă унăн. Йăсăрланса выртакан тÿшеке курсан:
– Эх, çĕнĕ пÿртри çĕнĕ япаласемпе нумай та усă кураймарăмăр. Питĕ шел, – тенĕ чунне хытарса.
Унччен пуканесем ларакан вырăн та пуш-пушах пулни чĕрине ыраттарнă.
– Вĕсем пирĕн нумайччĕ. Шурă çÿçлĕ, кăвак куçлă теттесем те йăлтах çунса кĕл купине çаврăннă. Шел, упраса хăвараймарăмăр. Çакăн пек инкек пулассине маларах пĕлнĕ пулсан-и? Пÿрте те урăх çĕрелле тĕртсе лартнă пулăттăм, – тесе çунăк япаласем урлă кулянса утса çÿ-ренĕ вăл.
Пĕр кĕтесре çунса пĕтеймен кушак тирне курнă, тăпах чарăнса тăнă вара. Урисене такам тăлласа лартнă пек. Унтан макăрсах янă.
– Пĕçукăмсем! Пĕçукăмсем! Мĕн тăвас ĕнтĕ халĕ манăн? Мĕн тăвас? Калăр-ха, Пĕçукăмсем! Урăхран сирĕнпе пĕрле каçсерен ыталанса çывăраймастпăр ĕнтĕ. Эсир пурнăçран уйрăлнăшăн хама айăплă туятăп... Анчах май пулмарĕ сире çăлма, май пулмарĕ. Каçарсамăр, – хÿх-ленĕ хайхискер кулянса.
Çак синкерлĕ ĕç хыççăн темччен тĕлĕкри пек çÿренĕ Оля. Инкеке лекнĕ çемьене пĕр поселение кĕрекен çичĕ ял халăхĕ, вĕрентекенсен коллективĕ, ачасем пулăшнă. Укçапа та, тумтирпе те. Пурăнма вара тăванĕсем патне куçнă Ярисовсем.
Кăшт вăхăт иртсен Оля тарăн шухăша путнă.
– Хам тунă паттăрла ĕçшĕн паянхи кунччен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Тĕрĕссипе, эпĕ паттăрах-ши? Юратнă кушаксене çăлса хăвараймарăм-çке... Ун чухне юрать çухалса кайса, йăмăксем пирки мансах, урама пĕчченех чупса тухмарăм. Унсăрăн пирĕн киле мĕн тери пысăк хуйăх йăтăнса аннă пулĕччĕ. Çурт çуннисĕр пуçне Ленăпа Эльзăн пурнă- çĕсем татăлатчĕç... Ах, кун пирки шухăшлас та килмест. Хам та вăранайман пулсан? Аттепе аннешĕн ĕмĕрлĕх пысăк суран пулатчĕ... Апла пулсан пирĕн пурăнмаллах-ха ку çĕр çинче, – тенĕ пĕррехинче.
Мускава – тивĕçлĕ парне илме
Хастар Ольăна Мускава чыслама йыхрав тунă. Ăна унта планшет, Диплом, кĕнекесем тата «Пушар вăхăтĕнчи паттăрлăхшăн» медальпе хавхалантарнă. «Орленок» лагере кайма путевка пани пушшех хăпартлантарнă хастар та хăюллă хĕр ачана.
– Паттăр... Чăваш хĕр ачи – паттăр! Епле лайăх янăрать ку сăмах, э! Маттур эсĕ, Оля! Сан пек ачасем кирек епле вăхăтра çухалса кайманни пире савăнтарать те. Тен, ÿссен çăлавçă пулăн? Татах та усăллă ĕçсем тăвăн, – тенĕ ăна унта хавхалантарса.
Сăпайлă хĕр ача вăтанса çеç:
– Кун пирки шухăшласа пăхмалла-ха. Тен, эсир калашле чăнах çак профессие суйласа илĕп те, – пулнă çакнашкал хурав.
Аякри хуларан мĕн тери хăпартланса таврăннă Сĕнтĕрвăрри хĕр ачи! Ĕнтĕ паттăр ачасем пирки кĕнекесем тупса вулама тытăннă, сенкер экранпа та çавăн йышши çамрăксем пирки документаллă фильмсем пăхнă.
– Тĕрĕссипе çынна пулăшасси – кашнин тивĕçĕ. Йывăр вăхăтра нихăçан та пĕр-пĕрне пăрахмалла мар. Пулăшмалла, нимрен хăрамалла мар! – пĕтĕмлетнĕ вăл паттăрсем çинчен çырнă кĕнекесене тишкернĕ май.
Кĕпепе çуралнăскерсем
Унтанпа шăп та лăп пĕр çулталăк иртнĕ. Ĕнтĕ Ярисовсен çемйи, ырă кăмăллă çынсем пулăшнипе, çĕнĕ çурта куçнă.
– Чĕрере ытарма çук ырăлăх кап-ланăвĕсемпе пĕрле темĕнле хурлăх, пăшăрхануллă савăнăç пур. Ара, халăх пулăшăвĕпе çĕнĕ пÿрте куçрăмăр-çке. Тавах пурне те. Пире инкекре ăнланса алă панăшăн, – терĕ пиллĕкмĕш класс хĕр ачи.
– Çав иртнĕ вăхăта эпĕ ĕмĕрне те манас çук. Ун чухне сĕм-тĕттĕм каç Оля аппаран юлас мар тесе йăмăка çавăтса чупрăм. Анчах вăл пĕчĕкскер час ывăнчĕ. Ăна, йывăрскере, йăтрăм. Пылчăк тăрăх утнăçемĕн йывăç турачĕсем урана чĕрсе ыраттарчĕç. Нумаях та каяймарăмăр, темрен такăнса таçта çитиех сирпĕнсе кайрăмăр. Хуралса-вараланса пĕтрĕм пулин те каллех Эльзăна йăтса малалла чупрăм. Йăмăк макăрать.
– Алă та, ура та ырата-ать! – тет ниçта кайса кĕреймесĕр.
Анчах ăна ниепле те йăпатма хал çитереймерĕм, мĕншĕн тесен ун чухне хам та ни вилĕ, ни чĕрĕччĕ. Çав каç пирĕншĕн, Ольăшăн, Эльзăшăн тата маншăн, иккĕмĕш çуралнă кун пулчĕ. Çапах та, кирек мĕн каласан та, кĕпепе çуралнă ахăртнех эпир. Аппана, аппана тем пысăкăш тав сăмахĕ калатăп, – калаçăва хутшăнчĕ иккĕмĕш класра пĕлÿ илекен Лена.
...Хăйсен урамне кĕрсен çăкăр тĕпренчĕкĕ сăхакан çерçи ушкăнĕ шавлăн чĕвĕлтетнине илтрĕ Оля. Лешсем вара унран хăраса йывăç çине пăрр! хăпарса ларчĕç. Турат çинче пĕр-пĕ-ринчен çăкăр татăкне туртса илессишĕн тапаçланнине тимлĕн сăнарĕ те ахăлтатса ячĕ.
– Кур-ха! Эпир пĕчĕкрех чухне Ленăпа çапларах хăтланаттăмăр. Пĕр-пĕр теттешĕн мăкăртатса илеттĕмĕр. Эй, тем пайлайман ĕнтĕ. Халĕ пысăкланнă эпир. Апла хăтланмастпăр. Туслă пурăнатпăр. Тата та хăпартлантараканни Федя шăллăм пур. Вăл пирĕншĕн çуркунне шăтса тухнă хитре çеçке! – тесе Оля хăйсен пÿрчĕ еннелле хыпаланчĕ.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Сĕнтĕрвăрри районĕ,
Октябрьски шкулĕ.