Хыпар 21-22 (28197-28198) №№
Вăйлă Раççейсĕр тĕнчере çирĕп йĕрке пулас çук
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ĕнер Федераци Пухăвне Çырупа тухрĕ. Патшалăх ертӳçи çулталăка пĕтĕмлетрĕ, шалти тата тулаш политикăн пĕлтерĕшлĕ енĕсене палăртрĕ, саккун пуçарăвĕсен тĕлĕшпе хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ, çĕршыв аталанăвĕн ултă çуллăх тĕллевĕсене уçăмлатрĕ. Тĕп темăсен шутĕнче — çар, çĕршывăн ăслăлăх тата техника суверенитечĕ, демографи, промышленноç, ятарлă çар операцийĕнчи лару-тăру. Дмитрий Песков пресссекретарь çирĕплетнĕ тăрăх, Президент нихăçан та пушă сăмахсемпе шантармасть, кашни тĕллеве тĕплĕ шухăшласа палăртать.
Владимир Путин «граждансен сĕнĕвĕсем, кăмăл туртăмĕсем, шанăçĕсем Çырури проектсемпе пуçарусен тĕп шăнăрĕ» пулса тăнине пĕлтерчĕ. «Çĕршыв умĕнче пысăк тĕллевсем тăраççĕ, вĕсене эпир пĕрле вăй хурсан кăна пурнăçа кĕртме пултаратпăр, — терĕ Президент. — Паян Раççее хăйĕн суверенитечĕшĕн тата хăрушсăрлăхĕшĕн кĕрешме тивет. Халăхăн пысăк йышĕ ятарлă çар операцине ырласа йышăнчĕ. Анăçа Раççей вырăнне пĕтсе пыракан уçлăх кирлĕ. Анчах эпир никама та хамăрăн шалти ĕçсене хутшăнма ирĕк памăпăр, хамăрăн тăнăç пурнăçа хӳтĕлĕпĕр, çĕршыв утакан çула хамăрах палăртăпăр». Путин çарта çивĕч ыйтусем пуррине палăртрĕ, анчах вĕсене татса памалли майсене те курни-ăнланни пирки пĕлтерчĕ. Раççей салтакĕсем гиперсасăллă «Циркон» комплекспа усă курма пуçланă, çарсем патне «Сармат» комплекс илсе çитернĕ… Çĕнĕ хĕç-пăшал туса кăларас тĕлĕшпе те ĕçлеççĕ. «Кĕçех вĕсем çинчен илтĕç, — терĕ Путин. — Мускав космосра ядерлă хĕç-пăшал вырнаçтарма, Европăна тапăнса кĕме хатĕрленет теççĕ. Суя сăмах ку. Анăç Раççее хĕç-пăшал «вăййисене» хутшăнтарса СССРта 1980 çулсенчи пек лару-тăрăва кĕртсе ӳкересшĕн. Пирĕн çĕршывпа нумай хутчен вăрçма хăтланнă. Анчах хальхинче интервентсене тата япăхрах пулĕ. Анăç шухăшласа кăларакан япаласем ядерлă хĕç-пăшалпа усă курмалли хирĕç тăру е цивилизацие пĕтересси патне илсе çитерес хăрушлăх кăларса тăратаççĕ». Вăйлă Раççейсĕр тĕнчере çирĕп йĕрке пулас çуккине палăртрĕ Путин: «Эпир пирĕнпе туслă патшалăхсемпе малашне те тухăçлă тата хăрушсăр логистика коридорĕсене йĕркелĕпĕр, пысăк технологисен никĕсĕ çинче политикăран аякра тăракан çĕнĕ йышши финанс архитектурине аталантарăпăр». Путинăн шухăшĕпе, Раççейри çемьесем яланах ырă йăлайĕркене ăруран ăрăва куçарса пынă. Малашне те çаплах пулĕ. Çемьен тĕп тĕллевĕ — ача çуратса ӳстересси, йăха тăсасси, нумай нациллĕ çĕршывăн пуласлăхне упраса хăварасси. «Нумай ачаллă пысăк çемье пурнăç йĕрки, общество философийĕ, патшалăх стратегийĕн никĕсĕ пулса тăмалла», — терĕ Путин. Вăл Раççейри çемьесене пулăшма «Çемье» наци проекчĕ пуçарассине, çемье ипотекин тата амăшĕн капиталĕн программисене 2030 çулччен тăсассине пĕлтерчĕ, виççĕмĕш ача çуралнă хыççăн ипотека парăмне татма 450 пин тенкĕ парассине çĕнĕрен ĕçе кĕртме сĕнчĕ. Раççейри вăтам кăтартуран сахалрах ача çуралакан регионсене 75 миллиард тенкĕрен кая мар пулăшу уйăрма шантарчĕ. Путин ĕçе кĕртме сĕннĕ тепĕр наци проекчĕ — «Вăрăм ĕмĕрлĕ тата хастар пурнăç». Хальхи вăхăтра çĕршывра пурăнакансен вăтам ĕмĕрĕ — 73 çул. 2030 çул тĕлне çак кăтартăва 78 çула çитермелле, малашлăхра вара 80 çултан ирттермелле. Çитес ултă çулхи тапхăрта сывлăх сыхлавĕн об±екчĕсен строительстви, юсавĕ валли, оборудованипе тивĕçтерме 1 триллион ытла тенкĕ хушма укçа уйăрассине пĕлтерчĕ Путин. Çавăн пекех регионсенчи пĕчĕк хуласенче çулсерен федераци укçипе 350-ран кая мар спорт об±екчĕ хута кайĕ. ГТО нормисене пурнăçлакансене тата диспансеризаци тухакансене налук çăмăллăхĕсем парĕç. Путин палăртнă тăрăх, çĕршывра эрех ĕçекенсен шучĕ палăрмаллах чакнă. Çакă та, паллах, наци сывлăхне пысăк витĕм кӳрет. Çĕршывра çитес вăхăтра «Раççей çамрăкĕсем» наци проекчĕ ĕçлеме пуçлĕ. Путин 2024 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шкул тата колледж директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен канашçисене кашни уйăхра 5 пин тенкĕ хушса тӳлеме сĕнчĕ, пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара пĕчĕк хуласенчи колледжсемпе техникумсенче класс ертӳçисемпе кураторсен федераци тӳлевне икĕ хут ӳстерме тĕллев лартрĕ. Килес çул ача сачĕсене тĕпрен юсама пуçлĕç. Путин федераци бюджетĕнчен шкулсемпе садиксене юсама 400 миллиард ытла тенкĕ уйăрассине, педагогика вузĕсен инфратытăмне çĕнетме 9 миллиард тенкĕ парассине пĕлтерчĕ. Президент патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн механизмне лайăхлатса пымаллине палăртрĕ. Шкул пĕтерекенсене вăхăтра тытайман экзаменсенчен пĕрне тепĕр хут тытмашкăн ирĕк пама сĕнчĕ. Владимир Путин çирĕплетнĕ тăрăх, паян Раççей — Европăри чи вăйлă экономикăллă çĕршывсенчен пĕри, тĕнчере вара пиллĕкмĕш вырăнта тăрать. «Ӳсĕм хăвăртлăхĕ тата пахалăхĕ çитес вăхăтра хăватлă экономика патшалăхĕсен йышĕнче тăваттăмĕш пулассине çирĕплетсе калама май парать. Çакăн пек аталану граждансен тупăшĕн ӳсĕмĕ çинче палăрмалла», — терĕ вăл. Çавна май ĕç укçин чи пĕчĕк виçине 2030 çул тĕлне 35 пин тенке çитерме тĕллев лартрĕ. Кадрсем çитменни — Раççей экономики умĕнчи хăрушлăхсенчен пĕри. «Паянхи çамрăксем XXI ĕмĕрти экономикăра ĕçлеме хатĕр профессионалсем пулса тăни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, — терĕ Владимир Путин. — Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме «Кадрсем» наци проекчĕ пуçарăпăр». Путин ачасене тĕрлĕ профессипе паллаштарма предприяти-организаци ертӳçисене хăйсем патне экскурсие йыхравлама сĕнчĕ. 2028 çулччен, Путин пĕлтернĕ тăрăх, пысăк технологиллĕ отрасльсем валли пĕр миллиона яхăн рабочи профессиллĕ специалистсем хатĕрлемелле. Президент Раççейри университет кампусĕсене тумалли программăна анлăлатассине пĕлтерчĕ. 2030 çулччен студентсен 40-рен кая мар хулине никĕслемелле, çак тĕллевпе 400 миллиарда яхăн уйăрĕç. Вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисене юсама тата оборудованисемпе тивĕçтерме 120 миллиард тенке яхăн тăкаклама палăртнă. Президент аслă шкулсен преподавателĕсен шалăвне ӳстерме тĕллев лартрĕ. Путин палăртнă тăрăх, шалти рынокра хамăр çĕршывра туса кăларнă пысăк технологиллĕ продукт калăпăшĕ ултă çулта 1,5 хут ӳсмелле, импорт ВВПн 17 проценчĕ чухлĕ чакмалла, промышленноç робочĕсен шучĕпе тĕнчери малта пыракан 25 çĕршыв шутне кĕмелле, çĕршыв экономикин тĕп отраслĕсене хывакан инвестици калăпăшĕ 70 процент хушăнмалла… Палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме технологи аталанăвĕн сферинче çĕнĕ наци проекчĕсем пуçарассине пĕлтерчĕ вăл. Раççейре фонд рынокĕн капитализацийĕ 2030 çул тĕлне икĕ хут ӳсмелле. Çавна май Промышленноç аталанăвĕн фончĕ 300 миллиард тенкĕлĕх «пуянланĕ», пысăк технологиллĕ проектсене пурнăçлама хутшăнĕ. Промышленноç ипотеки валли ултă çулта 120 миллиард ытла тенкĕ уйăрĕç, 10 миллион тăваткал метра яхăн производство лапамĕсене çĕнетĕç. Кĕçех Раççейĕн мĕн пур территорийĕнче пысăк хăвăртлăхлă интернет пулĕ. Президент пĕлтернĕ тăрăх, кашни ялхулана паха çыхăнупа тивĕçтерме ултă çулта 700 миллиард тенкĕрен кая мар уйăрĕç. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
«Пĕрремĕшсен» сĕнĕвĕсене илтеççĕ
«Пĕрремĕшсен пĕрлĕхĕ» — çапла ят панă «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕ хăйĕн пуçламăш уйрăмĕсен пирвайхи форумне. Вăл ытларикун Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕнче иртрĕ.
ЕР лидерĕ Дмитрий Медведев 2024 çула партин пуçламăш организацийĕсен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ те — «Пĕрлĕхлĕ Раççей» хăйĕн вырăнсенчи тытăмĕсен статусне çирĕплетме ăнтăлни куçкĕрет. Республикăри хуласемпе ялсенчен пухăннă партиецсем малтан тăватă дискусси площадкине пайланса ĕçлерĕç. Унтан вара пысăк зала пĕрлехи ларăва пухăнчĕç. Калаçăва республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Регион ертӳçи палăртнă тăрăх, пуçламăш организацисем — парти никĕсĕ: «Вĕсем вырăнсенчи улшăнусене — юлашки вăхăтра, тав Турра, ырă улшăнусем — чи малтан туяççĕ». Анчах паян пурнăç юхăмĕ питĕ хăвăрт: мĕн чухлĕ çӳлерех хăпаратпăр, çавăн чухлĕ инçерех куратпăр — çынна çавăн чухлĕ нумайрах кирлĕ. Çак тĕллеве тӳрре кăлармашкăн вара влаçăн çӳлти сыпăкĕсемпе вырăнти шай хушшинче çирĕп çыхăну кирлĕ. Ку енĕпе ЧР Пуçлăхĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» ял-хулари уйрăмĕсенче шанчăклă вăй курать. Пуçламăш сыпăкра — 1082 уйрăм, кашни ялтах парти ячейки пур теме пулать. — Эсир вырăнта мĕн пулса иртнине, унта мĕн кирлине пирĕнтен лайăхрах пĕлсе тăратăр, — терĕ Олег Алексеевич, — çавăнпа паян нумай ыйтăва çапла пухăнса сӳтсе явни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пире чылай чухне вырăнсенчен килекен туйăмсем çитмеççĕ. Эсир хатĕрленĕ мĕн пур сĕнĕве хамăр валли ĕçлеме илĕпĕр. Тĕллев шайĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене халăхпа сӳтсе явмалли практика Чăваш Ен ертӳлĕхĕшĕн çĕнĕ мар. Олег Николаев 2020 çулта республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине хатĕрлемешкĕн пысăк йыша явăçтарнине аса илтерчĕ — çакă йăлана кĕмелле. Партин регионти уйрăмĕн секретарĕ, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов çак форум пуçламăш организацисене пĕрлештерессине тĕпе хунине çирĕплетрĕ. Пĕрпĕринпе курнăçмалла, çивĕч ыйтусене пĕрле сӳтсе явмалла, пĕр-пĕрин ырă опычĕпе усă курмалла. Çакă партин «Халăх программине» пурнăçлас ĕçре пысăк пулăшу пулĕ. Унта вара — халăхăн пин-пин наказĕ. Вĕсем тӳрре тухаççĕ. Леонид Ильич çак кунсенче Чăваш Енре пулнă май Раççей Президенчĕ Владимир Путин та Чăваш Ене «тухăçлă регион» тесе хакланине аса илтерчĕ. Çакă — пысăк команда ĕçĕн кăтартăвĕ. Партин çак ятпа паллă проекчĕн кураторĕ шутланать те — вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «Раççей ялĕ» дискусси площадкинче çĕкленĕ ыйтусене хускатрĕ: «Лайăххи çинчен кăна мар, ытларах япăххи пирки те калаçрăмăр...» Çапла, паян патшалăх яла нумай пулăшать — темиçе çул каялла кунашкалли пирки ĕмĕтленме те пултарайман. 5-7 çул каялла АПК валли уйăрнă укçа виçи 300-400 миллион тенкĕрен иртмен, 2022 çулта вара — 7 миллиард, пĕлтĕр 7,5 миллиард тенкĕпе танлашнă. Кăçал 10 миллиард тенкĕ ытла уйăрма палăртнă. Ку — инфратытăм валли кăна-ха. Бизнес аталанăвне хывакан укçа та пысăк пулмалла — тата 6 миллиард... Пăшăрхантараканни — ялта халăх йышĕ чакса пыни. Сергей Геннадьевич шучĕпе, «кая юличчен» тивĕçлĕ мерăсем йышăнса ĕлкĕрмелле. Çакăнта вăл та «Пĕрлĕхлĕ Раççей» представителĕсен пулăшăвĕ пысăк пулмалла тесе шухăшлать. Пытармарĕ: Ял хуçалăх министерстви хальччен партин муниципалитетсенчи уйрăмĕсем урлă ĕçлессин пĕлтерĕшне пысăка хуман, паянхи дискусси площадкинчи калаçу вара партиецсен вырăнсенчи вăйне курса хаклама май панă — яла упрас, аталантарас тĕлĕшпе вĕсем çине таянни те вырăнлă пулмалла. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Георгий КИРГИЗОВ: Ял хуçалăхĕнче ĕçлесси ача чухнех паллăччĕ
Паян агропромăн вăл е ку организацине ертсе пыракана совет тапхăрĕнче колхоз председателĕ пулнă çыннăн ĕç опычĕ те усă кӳме пултарать. Вырăнлă сĕнӳ паракан пенсионерсенчен пĕри — Комсомольски районĕнчи «Заря» колхоза ертсе пынă Георгий Киргизов. Унпа калаçатпăр.
Ашшĕ кӳлсе панă
— Эсир çĕр ĕçченĕ пулса тăнин сăлтавĕ йăх тымарĕпе çыхăннă-и?
— Атте Михаил Леонтьевич 1920 çулсенче Вутлан ялĕнче — коммуна, 1932 çулта Çĕнĕ Мăратра «Мăрат» колхоза йĕркелекенсенчен пĕри пулнă, чылай çул бригадирта, председатель çумĕнче ĕçленĕ. Анне — ахаль колхозник, ултă ача амăшĕ. Вĕсем ачисене ĕçе кил хуçалăхĕнче — пĕчĕкрен, колхозра шкулта вĕреннĕ çулсенче явăçтарнă. Атте мана, 1-мĕш класра вĕренекене, лаша кӳлсе паратчĕ те килĕрен киле çӳресе кĕл пухаттăм, фермăран хире тислĕк кăлараттăм. Çуллахихĕллехи каникулта колхоз ĕçĕнчен юлман. Тивĕçлĕ канăва кайнă май ача тата студент чухнехи ĕç стажне кăна Пенси фончĕ икĕ çул кĕртнинчен тĕлĕннĕччĕ.
— Сирĕн шухăшпа, халĕ ачасене ял хуçалăх ĕçне явăçтармалла-и?
— Пĕр вăхăтра шкул ачисене ĕç çумне çыпçăнтарма чарнăччĕ, юлашки çулсенче хутшăнтарма тытăнни савăнтарать. Ача ĕçлемесен юлхав, лӳппер тата харам пыр пулса çитĕнес хăрушлăх пур, ĕçчен ача вара пурнăç тăршшĕпех йăрă та хастар пулĕ.
— Ĕçлеме хăнăхтарас тĕллевпе халĕ республикăри ача сачĕсенче агролаборатори уçаççĕ. Çак пуçарăва мĕнле хаклатăр?
— Ырлатăп. Малашне те уçмалла. Пирĕн вара урăх лаборатори пулнă. 9-10-мĕш классенче вĕреннĕ чухне автомеханикăна вĕрентрĕç. Экзамен патăмăр, çул çитменрен кăна водитель удостоверенине илеймерĕм, каярахпа институтра пачĕç. Кӳршĕ, Петр Малышев механизатор, мана, 5-мĕш класс ачине, трактор рульне тытса пыма хăнăхтарчĕ. Кашни каникултах тĕрлĕ ĕç пурнăçласа колхоза пулăшрăм. Эпĕ ял хуçалăхĕнче ĕçлесси ача чухнех паллăччĕ. Институтран Николай Зиновпа, Валерий Абрамовпа, Василий Михайловпа, Виталий Николаевпа, ыттисемпе пĕрле инженер-механика вĕренсе тухрăмăр. Ял хуçалăх техникине алла илме техника ăслăлăхĕсен докторĕ Владимир Медведев профессор пулăшрĕ.
— Институтран практикăна кайнă-и?
— 2-мĕш курс хыççăн Дон çинчи Ростов хулинчи «Ростсельмаш» завод конвейерне куллен тăрса тырă пухса кĕртмелли комбайнсене икĕ уйăх пуçтартăмăр, пайĕсем ăçтине, вĕсене епле сӳтмеллине пĕлсе çитрĕмĕр. Шупашкар районĕнчи «Кадыковский» совхоз комбайнерне тырă пухса кĕртме икĕ уйăх пулăшрăм. Юлашки курссенче тăван колхозра пултăм.
Пысăк вăй
— Çар хыççăн 1972 çулта тăван колхозра ĕçлеме пуçланăшăн савăнтăр-и?
— Паллах! Пенсие кайнă аттепе анне пӳрт тумалла терĕç те хăпартса лартрăмăр. Питĕ хĕпĕртерĕç. Халĕ унта иккĕмĕш сыпăкри тăван çемйи пурăнать.
— Астăватăп-ха: эсир, ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, мана тата Кĕçĕн Çĕрпӳел шкулĕн ытти ачине 1974 çулта комсомол билечĕ парса саламларăр. Райкомра вăй хунă тапхăр мĕнпе асра юлчĕ?
— Районта 3 пин ытла комсомолецчĕ, 28 çулчченхи çамрăксем чылай ытларахчĕ. Пурте ĕçленĕ. Комсомолпа çамрăксен 10 фермиччĕ, пĕри те тепри республикăра ăмăртса мала тухатчĕ. Ун чухнехи çамрăксен ĕçри, спортри хастарлăхĕ халĕ те тĕлĕнтерет. 1974 çулта Комсомольски ялĕн çурçĕр енне электрохунарсем вырнаçтарса йĕлтĕр трасси хыврăмăр, ĕç хыççăн унта ярăнма 100-150 çын тухатчĕ. Çамрăксемпе комсомолецсем, Çĕнтерӳ хыççăн çуралнăскерсем, ялсенче йышлăнччĕ, тăрăшса ĕçлетчĕç. Комбайнпа тырă пухса кĕртекен, ĕне сăвакан, пăру пăхакан, ытти ĕçе тăвакан комсомолецсен ăмăртăвне йĕркеленĕ, малти рете тухнисене вымпел парса хавхалантарнă. ВЛКСМ райкомĕ çамрăксене ертсе пынă, ĕçлеме, професси суйласа илме, хальхи пек каласан — карьера пусмипе хăпарма, социаллă пурнăçпа экономикăн вун-вун ыйтăвне татса пама пулăшнă, çапла майпа общество пурнăçне пысăк усă кӳнĕ. Шел те, халĕ çамрăксен çавнашкал организацийĕ çук. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Çĕршыва юрăхлă çын пулма ĕмĕтленеттĕм»
Çакăн пек арçынсем хăйсен тĕслĕхĕпе чăн-чăн патриотсем çитĕнтерме витĕм кӳреççĕ. Ĕмĕте тĕллеве çавăрма, унтан ăна пурнăçа кĕртме пултаракан çын Тăван çĕршыва чăннипех те чунран парăннă темелле. Рубрикăн паянхи тĕпелне чăваш арне, Раççей интересĕсемшĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлакан Александр Тихонов полковника чĕнтĕмĕр. Александр Михайлович Елчĕк районĕнчи Елчĕк салинче çуралса ӳснĕ.
Пĕр иккĕленмесĕр
— Атте Михаил Федорович çак тăрăхранах, Тăрăм ялĕнчен тухнăскер, анне Татьяна Владимировна вара — вырăс хĕрĕ, кунта качча килнĕ, Елчĕкри заводра ĕçлетчĕ. Çемьере виçĕ ывăл çитĕнтĕмĕр. Эпĕ — вăталăххи. Ачалăх ыррипе çеç аса килет. Шкулта тăрăшса вĕренни, музыка, спорт шкулĕсене çӳресе хама аталантарни пурнăçăма тĕрĕс йĕркелеме пулăшрĕ. Çакăншăн, паллах, ырă витĕм кӳнĕ педагогсене тав тăватăп. Асатте-асанне патĕнче час-часах пулаттăмăр, пулăшаттăмăр. Пахча ĕçĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхасси — пирĕншĕн ку ют мар. Ял ĕçĕпе пиçĕхсе ӳсни арçын ачашăн уйрăмах лайăх. Пушă вăхăтра музыка енне туртăнаттăм. Юрлама кăмăллаттăм, — иртнине куçĕ умне кăларчĕ çар çынни.
Елчĕкри шкултан вĕренсе тухсан Александр Михайлович И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕнĕ. Алексей Московский юрăçпа пĕрле курсра пĕлӳ пухнă.
— Алексейпе питĕ туслăччĕ эпир, халĕ те çаплах. ЧПУра вĕреннĕ вăхăтра сцена çине пĕрле тухаттăмăр. Манăн аттепе анне те — пултарулăх çыннисем. Пичче те юрра-ташша ăста. Мана та баян, хут купăс, гитара илĕртрĕ, вĕсене çамрăклах парăнтартăм. Музыка инструменчĕсем чуна çывăх. ЧПУ хыççăн Хусанти артиллери училищине вĕренме кĕтĕм. Тĕрĕссипе, хамăн малашлăха пултарулăхра та, çар çынни пек те кураттăм. Ĕмĕте пурнăçлама манран тăватă çул аслăрах пичче пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарни те витĕм кӳчĕ. Асатте, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, ача чухне пире аса илсе каласа кăтартни те шухăшлаттарчĕ. Патриотлăх туйăмĕ çавăн чухнех аталанма тытăннă, — чунне уçрĕ Александр Михайлович. Яш чухнех вăл кăмăлне çирĕплетме тытăннă. Афганистанри, Чечняри хирĕç тăрусем çинчен илтмен мар, унта хутшăннă çынсемпе те калаçнă, пĕчĕккĕн çар пурнăçне, çак тивĕçе ăнланса çитĕннĕ. Хăйĕнчен аслăрах ентеш ветеранĕсемпе хутшăннă. Пурнăçра тăшмана хирĕç тăма, тĕрĕслĕхшĕн алла пăшал тытма тивесси çинчен те ăнланнă, анчах ăна нимĕн те хăратман. Вăл çак çула суйласси пирки пĕрре те иккĕленмен. Вăхăт иртнĕ май Суворов училищинче вĕреннĕ пиччĕшĕ идеал пулса тăнă. Паян вара полковник çитĕнекен ăрушăн хăй тĕслĕх вырăнĕнче. Хусанти çар училищинчен вĕренсе тухсан Елчĕк каччине Çурçĕр Кавказ çар округне янă. Служба çак тăрăхри республикăсенче иртнĕ. Ун чухне офицер пулнăскер тĕрлĕ çар операцине хутшăннă, çав шутра — Чечнярине те. Унтан — Кăнтăр Кавказ çар округĕнче. Взвод командирĕнчен пуçласа мотострелоксен бригадин артиллери пуçлăхĕ таран. Ун хыççăн чăваш арĕ Санкт-Петербургри Михайлов çар артиллерийĕн академине вĕренме кĕнĕ. Вĕренсе тухсан Ингуш Республикинчи çыхăну командирĕ, гарнизон пуçлăхĕ пулса тăнă. Çар çынни çак тапхăрта хăйне лайăх енчен кăтартнăшăн, тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. Çар çынни пулма, çак енĕпе вĕренме йы¬вăр-ши? — Йывăрлăх çинчен калаçмăп та, мĕншĕн тесен вĕренесси кăсăклă. Çавăнпа чăрмавсене парăнтарни манăçать. Çарăн аслă пĕлĕвне илни вара пурнăçра çак профессие суйланă çыншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, — чунне уçрĕ полковник. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Сак, чуччу, хапха…
Анатолий Яковлев темĕн те ăсталать
Тимĕртен эрешлесе тунă сак, чуччу, сĕтел, хапха... — мĕн кăна ăсталамасть-ши Вăрмар округĕнчи Аслă Чакри Анатолий Яковлев. Пĕри тепринчен чаплăрах, илемлĕрех. «Алли ылтăн», — теççĕ ун пирки. Тĕрĕсех, кашни япалана чунĕ витĕр кăларса ăсталать вăл.
Çитмен кĕтес юлман
Тимĕртен, йывăçран эрешлесе тунă япаласене мĕн ачаран тĕлĕнсе те савăнса сăнанă Анатолий. Ăстасене ăмсаннă та-и, тен? Вăл та алă ĕçне вĕренме, илемлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталама ĕмĕтленнĕ. Чун туртмăшĕ çамрăка умри çулне суйлама хавхалантарнă. 1995 çулта шкултан вĕренсе тухсан каччă Шупашкарти 19-мĕш профучилищĕре токарь-фрезеровщик специальноçне алла илнĕ. Çапла майпа ĕмĕтшухăшне çывхартма малтанхи утăм тунă темелле. Анчах палăртнине пурнăçа çийĕнчех кĕртме май килмен-ха унăн. — Училище хыççăн çара илчĕç. Эпĕ салтак тумне хывнă тĕле çĕршывра лару-тăру та улшăнчĕ. 1990 çулсенче ялта ĕç тупса вырнаçма самай йывăрччĕ. Чун туртмăшне пушă кĕсьепе аталантараймăн. Ун валли оборудованисем кирлĕ. Ирĕксĕрех пысăк хуласене ĕçлеме çӳрерĕм. Сочи, Питĕр, Мускав... — çитмен кĕтес юлман темелле. Пĕр строительство об˜ектне вĕçленĕ те теприне пуçăннă. Вăхăт иртет, тĕнче касса вĕçĕм çӳреймĕн. 20 çул строительствăра тар тăкнă хыççăн тăван тăрăхрах тĕпленме шухăшларăм. Çемье çавăрни те кун-çулăма улăштарма хистерĕ. Кая юлса пулин те чун туртăмне аталантарма, ĕмĕте пурнăçа кĕртме тытăнтăм. Ку тĕле хуçалăхра тимĕр шăратмалли, авмалли, йывăç касмалли оборудованисем пурри те çĕнĕлĕхе пуçăнма хавхалантарчĕ. Паллах, малтан ытти ăста ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăм. Хама кирлĕ информацие интернетра та шырарăм. Майĕпен ĕçе кĕрсе кайрăм. Хăнăхмалла тенĕн хам валли тимĕрпе йывăçран сак турăм. Вăл ыттисен кăмăлне кайни ăсталăха туптама, йывăрлăха пăхмасăр тăрăшма хавхалантарчĕ. Ăсталанă япаласене сутса тупăш тăвасси пирки шухăшласах кайман ун чухне. Манăн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр 40 гектар ытла. Унта та акмалла, вырмалла... Культурăна çу каçах пăхмалла, сăтăрçăран, чир-чĕртен сыхламалла. Алă ĕçĕпе вара пушă вăхăтра аппалантăм, — бизнесри малтанхи утăмĕпе паллаштарчĕ ылтăн алăллă арçын. Ăсталăхне туптанă, вăрттăнлăхсене алла илнĕ май Анатолий Петрович ял çыннисене те кил-тĕрĕшре усă курма хатĕр-хĕтĕр туса пама тытăннă. — Пĕррехинче ял хĕрринче пурăнакан çын çитрĕ. «Урам хапхине тимĕртен эрешлесе туса параймăн-ши мана?» — тесе ыйтрĕ. Килĕшрĕм. Эскизне пĕрле сӳтсе явнă хыççăн ĕçе пикентĕм. Кăвак профнастила тимĕрпе илемлетсе хапха хатĕрлерĕм. Пĕрремĕш саккаса чуна парса, тăрăшса турăм. Çакă манăн пĕлĕве, пултарулăха тĕрĕслесе пăхнăн туйăнчĕ. Хапхана вырнаçтарсан иртен-çӳрен тĕлĕнсе сăнанă, кил хуçинчен ăна ăçта туяннипе кăсăкланнă. Çутă кавак эрешлĕ хапха аякранах курăнать. Вăл ĕçĕме аталантарма, çĕнĕ шая çĕкленме çул уçрĕ тейĕн. Кун хыççăн пĕри те тепри япаласем ăсталаса памашкăн ыйтма тытăнчĕç. Ача чухнехи ĕмĕте хавхаланса пурнăçа кĕртрĕм. Ĕçленĕ май алă та хăнăхать, майне-шывне пĕлсе çитетĕн, хăвăртлăх та, пахалăх та ӳсет. Каярахпа тырă управĕнчен цех йĕркелерĕм, оборудованисене вырнаçтартăм. Кунта ирĕклĕрех, хатĕр тавара вăхăтлăха упрама та пулать. Хальхи вăхăтра саккассемпе кăна ĕçлетĕп, çавăнпа тусанпа хупланса выртакан япала çук, — палăртрĕ Анатолий Яковлев. Хĕлле саккас паракан сахалрах, çавăнпа пĕчченех ĕлкĕрет вăл. Çу енне вара хĕрӳ тапхăр пуçланать. Кун пек чухне тăванĕсем, кӳрши-арши те пулăшма тăрăшаççĕ. — Килĕшнĕ тавара хĕлле саккас пама сĕнесшĕн. Кун пек йӳнĕрех кайса ларать тата хăвăртрах та пулать. Çу енне строительство материалĕсем хакланаççĕ. Манăн та тавар хакне ирĕксĕрех хăпартма тивет. Çулла ĕç калăпăшĕ икĕ-виçĕ хут ӳсет, пурин ыйтăвне харăсах тивĕçтереймĕн. Сăмахран, хапха кирлĕ пулсан пĕр уйăха яхăн кĕтмелле. Ĕçре яланах çĕннине шыратăп, илемлĕрех тума тăрăшатăп. Интернетра асăрханă, кăмăла кайнă эскизсемпе, ӳкерчĕксемпе усă куратăп. Хăш чухне çынсем хăйсене килĕшнĕ ӳкерчĕк тăрăх туса пама ыйтаççĕ. Хирĕçлеместĕп, вĕсен сĕнĕвне шута илмеллех. Кирек мĕнле ĕçе тытăниччен те хуçипе пĕрле сӳтсе яватпăр, лайăхраххине шыратпăр, — ăнлантарчĕ арçын. Сараппан радиовĕ пулăшнипе Вăрмар тăрăхĕнчи ăста пирки сас-хура Мари Эла та çитнĕ. Халĕ Чăваш Енре пурăнакансенчен кăна мар, кӳршĕри регионсенчен те 89968507546 телефонпа саккассем йышăнаççĕ. Чăн та, туянакансен суйламалăх пур: тимĕртен эрешлесе те авса тунă хапха, карта, беседка, сак, чуччу, мангал, теплица… Пурне асăнса пĕтереймĕн. Çимĕк умĕн ырми-канми вăй хума тивет — масар валли çĕнĕ те илемлĕ сĕтелпе сак кĕтекенсен йышĕ палăрмаллах ӳсет. Çанталăк çур енне кайсан вара теплицăпа кăсăкланакан нумай. Тăпăл-тăпăл та пысăк мар теплицăна кирек ăçта вырнаçтарма май пур. Ăна тимĕртен, поликарбонатран хатĕрленĕрен вăл çирĕп, меллĕ, йывăр мар. Çăмăллăнах çĕклесе вырăнтан вырăна куçарма пулать. Тавар пахалăхĕ мĕнле материалтан хатĕрленинчен килет. Анатолий Яковлев çирĕппипе, шанчăклипе усă курать. Хăйĕн алли витĕр тухнă япаласем хуçисене вăрах вăхăт савăнтарччăр тесе тăрăшать. Çавăнпа тимĕртăмăра, йывăçа тĕплĕ суйлать. Ун хыççăн хуçипе килĕшсе хăех сăрласа илемлетет. Анатолий Петровича ку ĕçре çемйи хавхалантарса пулăшса пырать. «Вĕсен хаклавĕ маншăн темрен те хаклă», — палăртрĕ вăл. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
«Мăшăрлантăн пулсан – çемьене упрасси пирки шухăшламалла»
Шупашкар округĕнчи Хосантай ялĕнче пурăнакан Зинаидăпа Николай Хохловсем пурнăç сукмакĕпе 52 çул пĕрле килĕштерсе утаççĕ. Хăй вăхăтĕнче иккĕшĕ те Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă, «За коммунизм» хуçалăхра ĕçленĕ. Пилĕк ачине те хăйсем пекех ĕçчен, хастар çитĕнтернĕ. Паян вĕсемпе, мăнукĕсемпе савăнаççĕ.
33 çул — пĕр ĕçре
Зинаидăпа Николай Хохловсем, Вăрнар тăрăхĕнче çуралса ӳснĕскерсем, Шупашкар тăрăхне ĕçлеме килнĕ те унтах тĕпленнĕ. «Тăван ене таврăнас шухăш та пулнă пирĕн, анчах хуняма хирĕçлерĕ. «Çакăнтах пурăнăр, кил-çурт çавăрăр, — терĕ вăл пире пил парса. — Пилĕк çул пирĕнпе пĕрле пурăнчĕ. Вилсен хăйне çак ял масарне пытарма ыйтрĕ. «Кин уя тухсан та ман пата кĕрсе тухĕ. Тăван ялта, Тăвальушкăнь Ялтăрара, кам çӳрĕ ман пата?» — пулчĕ унăн юлашки сăмахĕ. Хуняма каланине шута илтĕмĕр, çакăнтах тĕплентĕмĕр», — калаçăва тăсрĕ Зинаида Александровна. Вăл Туçи Мăрат ялĕнче çуралса ӳснĕ. «Атте-анне колхозра ĕçленĕ. Эпĕ те ачаранах хуçалăх уй-хирĕнче вăй хунă. Çавăнпа тăван тăрăха, тăван çĕре питĕ килĕштернĕ. Ялта çитĕннĕ май хулана каяс шухăш пулман. Техникумра вĕреннĕ чухне «За коммунизм» хуçалăхра практика ирттертĕм. Василий Леонтьев колхоз председателĕ тата Василий Тихонов агроном питĕ ырă чунлă çынсемччĕ. Мана вĕсем чылай паха сĕнӳ панă. Çакăншăн вĕсене паянхи кун та ырăпа аса илетĕп. Техникумран вĕренсе тухнă хыççăн Василий Федорович çак хуçалăха килме сĕнчĕ. Вăл, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер, питĕ пултаруллă агрономччĕ. Ахальтен мар «РФ тава тивĕçлĕ агрономĕ» ята тивĕçнĕччĕ», — терĕ кил хуçи арăмĕ. Хуçалăх ертӳçисем хĕрĕн тăрăшулăхне малтанах асăрханă. Çавăнпах ăна хăйсем патне килме сĕннĕ. Çапла вара Зинаида Александровна хăйĕн ĕç биографине çак колхозран пуçланă та çакăнтах вĕçленĕ. Урăхла каласан, тивĕçлĕ канăва тухичченех уй-хир бригадирĕнче тăрăшнă. Техникумра агроном специальноçне алла илни ăна ĕçре çул уçса пынă. Унсăр пуçне Василий Тихонов агроном та чылай вĕрентнине палăртрĕ хĕрарăм. «Ун чухне хуçалăхри ĕç çăмăл пулман, çапах вăрăм укçа шыраса аякка каяс темен, — малалла сӳтĕлчĕ пирĕн сăмах çăмхи. — Ялти ача-пăча пăрусем валли çырма-çатрара утă пуçтаратчĕ, аслисем капан тăватчĕç. Пурте килĕштерсе, шăкăл-шăкăл ĕçлеттĕмĕр, шӳтлеттĕмĕр. Халĕ пĕр-пĕринпе тĕл пулсан çав кунсене ырăпа аса илетпĕр. Ун чухне йышпа ĕçлеттĕмĕр, кăмăл-туйăм та лайăхчĕ. Уй-хир ĕçĕ питĕ яваплă: тыр-пула вăхăтра акмалла, çумламалла, пухса кĕртмелле. Астăватăп: пăрçа акмаллаччĕ ун чухне. Çак культурăна пĕлсе варăнтармалла: тăпра тарăнăшне чухламалла. Унсăрăн çумăр çунă хыççăн çиеле тухса выртать вăл. Уй-хирте шап-шурă выртаканскере вĕçен кайăксем тиркемеççĕ. Çак йăнăша тăвас мар тесе нумай тăрăшнă эпĕ. Пăрçа лайăх шăтса тухрĕ, парка çитĕнчĕ. Ăна пухса илесси те çăмăл мар. Çумăр çусан хутаçĕ çурăлать. Çавăнпа уяр çанталăка сыхласах тăмалла. Çапла турăмăр та. Агроном сĕннипе 17-18 сехетсенче пĕтĕм комбайна пăрçа уйне кĕртсе ятăм. Кашни гектартан вăтамран 30 центнер пăрçа çапса илтĕмĕр. Çумăр çăвиччен ĕçе вĕçлерĕмĕр. Çакăншăн пĕр вăхăт хампа мăнаçланса çӳрерĕм. Эпир ытти культурăна та гектартан 30-35 центнер илни пулнă. Паллах, ку çитĕнӳре чи малтан агрономăн тăрăшулăхĕ палăрнă». Зинаида Александровна колхозра 33 çул ĕçленĕ, тивĕçлĕ канăва тухсан вырăнти кооперативра тăрăшнă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 40 çул. Ĕçри хастарлăхшăн ăна чылай Хисеп хучĕпе, парнепе чысланă. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли вара — «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят. Николай Иванович та ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн асăннă хуçалăхра ветеринарта тăрăшнă. Хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕхне пăхса тăнă, çавăн пекех ял çыннине те пулăшу кӳнĕ. Мĕншĕн тесен ун чухне ял-йыш нумай выльăх усранă. Каярахпа, хуçалăх салансан, кил хуçи Пархикассинчи ветучасток ертӳçинче вăй хунă. Çав ĕçренех тивĕçлĕ канăва тухнă. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Упăшки – Турă, арăмĕ упăшки хыçĕнче тăтăр»
Çакăн пек çемьесем çирĕп пулĕç
«Çичĕ ача пирĕн: тăватă хĕрпе виçĕ ывăл. Пиллĕкĕшĕ шкулта вĕренеççĕ, кĕçĕннисем садике çӳреççĕ. Эпир — православи тĕнĕн йĕркипе пурăнакан çемье. Пурте чиркĕве çӳретпĕр, кĕлĕ вулатпăр», — çывăх çыннисемпе паллаштарчĕ Алексей Павлов.
Алексий атте — Канаш епархийĕн священникĕ, Елчĕк округĕнчи Шăмалак тата Аслă Пăла Тимеш чиркĕвĕсенче кĕлĕсем ирттерет. Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Раççейре çемьесем нумай ача çуратни пурнăç йĕрки пулса тăмалли пирки час-часах аса илтерет. Анчах нумайăшĕ хальлĕхе çак сăмахсемпе килĕшесшĕн мар-ха. «Йышлă ачана ӳстерме çăмăл мар», — тесе тӳрре тухма тăрăшаççĕ. Павловсем çирĕплетнĕ тăрăх вара, çичĕ ачапа вĕсене пĕрре те йывăр мар. «Пĕчĕкрех ӳсĕмре — алăра йăтса çӳремелле чухне — чăн та, ансатах мар. Халĕ вара… эпир канатпăр. Вĕсем халĕ хăйсене хăйсем пăхма пултараççĕ. Аслисем кĕçĕннисене садике леçеççĕ, урама уçăлма илсе тухаççĕ, ашшĕпе амăшне хуçалăхра пулăшаççĕ», — терĕ Алексей Геннадьевич. Павловсен аслă хĕрĕ Мария — 13 çулта, ун хыççăнхи Феврония — 12-ре, Елизавета — 11-те. «Ачасем яваплăха туяççĕ, каланине илтеççĕ тата итлеççĕ. Хĕрачасене эпĕ килти ĕçсене тума та шанатăп. Кирек епле хушăва та тĕплĕ пурнăçлаççĕ. Вĕсем манăн сылтăм алă вырăнĕнчех», — каласа кăтартрĕ Анастасия Александровна. «Йывăрлăхĕсем, тĕрĕссипе, кашни çемьен пур, — калаçăва тăсрĕ Алексий атте. — Эпир, акă, Христос тĕнĕн йăли-йĕркине тĕпе хурса пурăнакан çынсем. Турă хушнисене пăхăнса пурăнма вара çăмăл мар. Çынсем пире сăнаççĕ. Мĕнле пурăнатпăр? Мĕн калаçатпăр? Хамăра мĕнле тытатпăр? Ачасене пирĕн ыттисемшĕн православи çемйин паха енĕсене кăтартакан ырă тĕслĕх пулмалли пирки час-часах асăрхаттаратăп. Арçын хăйне Турă вырăнне хурсан çемье арканать. Упăшкан — Турă хыçĕнче, арăмăн упăшка хыçĕнче тăмалла. Çавăн чухне тин мăшăрсен хутшăнăвĕ çирĕп пулĕ». Анастасия Александровнăпа Алексей Геннадьевич Чулхулари тĕн семинарийĕнче вĕреннĕ чухне паллашнă. Кил хуçи Муркаш тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ, мăшăрĕ — Тутар Республикинчен. «Эпĕ 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне Уйкас Янасал ялĕнчи чиркĕве çӳреме пуçларăм. Пурăна киле пачăшкă мана хăйне пулăшма алтаре илчĕ. Тĕн училищине те вăл сĕннипех кайрăм. Унта икĕ çул вĕреннĕ хыççăн салтак ячĕ тухрĕ. Севастопольте флотра икĕ çул службăра тăтăм. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа таврăннă вăхăта пĕрле вĕреннĕ юлташсем пурте Чулхулана кайнă. Мана та унта куçса пымашкăн ӳкĕтлеме пуçларĕç. Шупашкартан ярасшăн марччĕ. Çапах ирĕк ыйтса илме пултартăм. Семинарие мана тӳрех 2-мĕш курса илчĕç. Çавна май пилĕк çул вырăнне тăваттă кăна вĕрентĕм», — каласа кăтартрĕ Алексий атте. Анастасия Александровна та семинарие пулас мăшăрĕпе пĕр вăхăтрах вĕренме кĕнĕ. Хĕр унта çĕвĕç ăсталăхне алла илнĕ, турăшсем тĕрлеме, пачăшкăсем валли тум çĕлеме вĕреннĕ. «Чиркĕве çӳреме мана асанне пĕчĕклех хăнăхтарнă. Саккăрмĕш класс хыççăн вара хам тĕллĕнех кайма тытăнтăм. Техникум пĕтерсен икĕ çул чиркӳре ĕçлерĕм. Унтан Чулхулана кайрăм. Виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне пире юлташсем паллаштарчĕç, — аса илчĕ Анастасия Александровна. — Пĕррехинче тусăм калать: «Санпа пĕр каччă паллашасшăн». Алексее те юлташĕ çапла каланă. Тĕл пултăмăр та… «Эсĕ-иха манпа паллашас текенни?» — терĕ вăл. Çапла çавăрса хуни, тĕрĕссипе, пĕрре те килĕшмерĕ. Апла пулин те калаçса кайрăмăр, тĕл пулма пуçларăмăр…» 2009 çулхи çĕртме уйăхĕнче диплом илсен хĕр — тăван хулине, каччă çуралнă ялне таврăннă. Анчах вăхăт нумай та иртмен — Алексей Тутарстана тухса кайнă, Анастасийăран мăшăр пулма ыйтнă. «Авăн уйăхĕнче туй туса пĕрлешрĕмĕр. Сакăр уйăхран Алексий аттене Елчĕк районĕнче прихут пачĕç. 2010 çулхи çу уйăхĕнче унта пурăнма куçрăмăр. 2016 çулта Шупашкара килтĕмĕр», — каласа кăтартрĕ Анастасия Александровна. Çемье çуллахи вăхăта халĕ те ялтах ирттерет. Ачасене унта килĕшет. Пахчара ĕçлеççĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ. Велосипедпа ярăнаççĕ. Уçă сывлăшра пулни сывлăхшăн усăллă. Амăшĕ каланă тăрăх, кĕçĕннисем хулана вуçех таврăнасшăн мар. Вĕсене ялта пурăнма ытларах килĕшет. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Курмалли, паллашмалли нумай,
е Аслă Елчĕк ачисем тылă, чĕрес, кункăра мĕнне пĕлеççĕ
Елчĕк округĕнчи Аслă Елчĕк шкулĕнче икĕ музей йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕри çак ялта çуралса ӳснĕ паллă ăсчаха, Геннадий Волков этнопедагога, халалланăскер. Сăмах май, асăннă шкул та унăн ячĕпех хисепленет.
Ăсчахăмăр çулĕпе, пилĕпе «Музей «Гени çулĕпе» ятлă. Ăна Геннадий Никандрович çуралнăранпа 95 çул çитнĕ тĕле 2022 çулхи чӳкĕн 1-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçарăвĕпе уçрăмăр, — терĕ чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Надежда Хушкина. — Паллах, шкул ертӳлĕхĕ те тăрăшрĕ. Кунта Геннадий Волковăн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, сăн ӳкерчĕксемпе, унăн наградисемпе, вĕсен килĕнчен илсе килнĕ сĕтел-пуканпа, ăсчаха парнеленĕ парнесемпе паллашма пулать. Çавăн пекех этнопедагогăн пурнăç картти те пур пирĕн: унта хăш çулта мĕнле çĕршывра, хулара пулнине, пурăннине кăтартнă. Ахальтен мар вĕренекенсем карттăпа паллашнă май яланах тĕлĕнеççĕ. «Геннадий Никандрович Лондонра та пулнă-и?» — тесе ыйтаççĕ. Эпĕ вара вĕсене ăнлантарса паратăп. Вĕренекенсен академикпа мăнаçланас туйăм çуралать». «Кил ăшши» пӳлĕме Волковсен кил-çуртĕнчи япаласем илем кӳреççĕ. Унтах — кĕнеке шкапĕ, диван, сĕтел-пукан, Альтук аппан çĕвĕ машини, телевизор… «Геннадий Никандрович 70 çулхи юбилейне ялти культура çуртĕнче ирттерчĕ, — малалла тăсăлчĕ пирĕн калаçу. — Хăнасем тĕрлĕ çĕртен килнĕччĕ — Германирен, Саха-Якутирен, Мускавран… Юбиляр валли сцена çине пукан вырнаçтарнăччĕ. Геннадий Волков хăй лармарĕ унта, залран амăшне, 92 çултискере, çавăтса хăпарчĕ те унта лартрĕ. Хăй вара амăшĕ умне чĕркуçленчĕ, пуçне унăн чĕрçи çине хучĕ. Çакна курса залри халăх ура çине тăчĕ, тăвăллăн алă çупрĕ. Кун пирки вĕренекенсене час-часах каласа кăтартатăп. Кашнинчех ӳт-пӳ çӳçенет. Çĕр çинче анне мĕн тери хаклă пулнине, унсăрăн эпир никам та маррине, ăна ĕмĕр-ĕмĕр юратса пурăнмаллине кăтартрĕ ун чухне ăсчахăмăр. Эпĕ çак музейре урок ирттерме кăмăллатăп. Ачасем те кашни сăмаха тимлесе итлеççĕ, ăса хываççĕ». Волковсен кил-çурчĕ халĕ те чиперех ларнине, ăна шкул ĕçченĕсемпе ачасем тирпейлесе пăхса тăнине пĕлтерчĕ вĕрентекен. Ăсчахăн амăшĕ Альтук аппа 94 çулччен пурăннă. «Питĕ сăпайлă, маттур хĕрарăмччĕ вăл, — терĕ Надежда Зиновьевна. — Манăн аппа вĕсен тăванне качча кайнă. Аппасем патне пӳрт çума кайсан вĕсем патне пынине астăватăп. «Эпĕ килтĕм, хĕрĕмсем. Эпĕ сарă-ха, сар çын килсен кил-çурт çутă, телейлĕ пулать», — тетчĕ ытарлăн». 2010 çулхи раштав уйăхĕнче, вилес умĕн икĕ эрне маларах, Геннадий Никандрович тăван ялне килнĕ. Шкулта та пулнă. «Ун чухне шартлама сивĕччĕ, — сӳтĕлчĕ аса илӳ çăмхи. — Ăсчахăмăр йывăррăн калаçатчĕ, çапах шкула килчĕ. Чунĕ сиснĕ тейĕн. Коридорпа утакан Оля Моисеевăна чарчĕ, пил пачĕ. Питĕ ăслă сăмахсем каларĕ. Оля халĕ Мускавра çар госпиталĕнче ĕçлет. «Мана Геннадий Никандровичăн пилĕ пурнăçра пулăшса пырать», — тет вăл яланах». Çакна та асăнма кăмăллă: çулсеренех Аслă Елчĕк шкулĕнче педагогика ăслăлăхĕсен докторне, профессора, çыравçа, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинне Геннадий Волкова асăнса шкул ачисен «Асамат кĕперĕ» наукăпа тĕпчев конференцийĕ иртет. Унта республикăри вĕренекенсем хăйсен ĕçĕсене хӳтĕлеççĕ. Çавна май тĕрлĕ секци ĕçлет. Сăмах май, Геннадий Никандрович хăйĕн ĕмĕрĕнче 500 ытла ăслăлăх ĕçĕ çырнă, вĕсен шутĕнче 30 яхăн — монографи. Халăхăн ăс-тăн культурине аталантарас ĕçре вăл çав тери тарăн йĕр хăварнă. Ял çыннисем, шкул ĕçченĕсемпе вĕренекенсем паллă ентешĕпе мăнаçланаççĕ. Ун ячĕпе пĕлӳ çурчĕ умĕнче бюст лартнă. Унăн авторĕ — çак ялта çуралса ӳснĕ ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Владислав Немцев. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...