Комментировать

9 Окт, 2014

Калемçĕсен те канашламалли, сÿтсе явмалли пур

Дагомысра "Пĕтĕм Раççей - 2014" XVIII фестиваль иртнĕ. Раççей Журналисчĕсен союзĕ çулталăкра ирттерекен тĕп мероприятисенчен пĕри ку.

Форумра "Журналистика - вăл мисси" конференци иртнĕ. Унăн ĕçне ăсчахсем, политиксем, культура ĕçченĕсем, регионсен ертÿçисем, министрсем, журналистсем хутшăннă. Ларура массăллă информаци хатĕрĕсен пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ, паянхи обществăра "шанăç формулине" йĕркелесси пирки калаçнă. Çавăн пекех фестиваль программипе килĕшÿллĕн тĕл пулусем, "çавра сĕтелсем", лекцисем, район-хула хаçачĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ темăсемпе практика ĕçĕсемпе практикумсем ĕçленĕ. Вĕсене экспертсем - теоретиксемпе практиксем - ертсе пынă. Пухăннисен тĕрлĕ куравпа, кĕнекесен хăтлавĕпе, он-лайн режимри çĕнĕ проектсемпе паллашма май пулнă. Концерт залĕнче кăçалхи чи лайăх илемлĕ фильмсене кăтартнă, вĕсене ÿкерекенсемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ. Асăннă фестивале Раççей журналисчĕсен членĕ, Чăваш Енри Этноссен хушшинчи журналистика гильдийĕн председателĕ Светлана Кузнецова ?Канаш хули% хутшăннă. "Регионсем кунта пысăк, туслă командăпа, пĕрешкел тумпа, хитре стендсемпе, харпăр хăй кăларăмĕпе паллаштаракан презентаци лапамĕпе хутшăнни питĕ килĕшрĕ. Чăваш Енри ĕçтешĕмпе Елена Зайцевăпа ăсталăх сехечĕсемпе тĕп редактор кунĕсене хаваспах хутшăнтăмăр", - пĕлтернĕ Светлана Юрьевна.

А.ГРОМОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.