Çамрăксен хаçачĕ 23 (6509) № 29.02.2024
«Золушкăран принцесса пулса тăтăм»
Пурнăç ăна хăюллă, вăйлă пулма хистенĕ. Феникс пек: çунса кĕлленсен те çĕнĕрен чĕрĕлсе ура çине тăма пултарать. Стилист, юрăç, хитре хĕрарăм Аида Великова хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ.
«Пуçра — шухăшсен океанĕ»
— Аида, пултарулăхри çитĕнĕвӳсемпе паллаштарсам.
— Манăн вырăсла 5 юрă Раççейри музыка интернет-порталне — топ-хита — кĕчĕ. Ун тăрăх хамăрăн çĕршыври радиостанцисем манăн юрăсене миçе хутчен янине сăнама пулать. Тĕслĕхрен, «Благодарю» юрă Мускав облаçĕнчи Наро-Фоминскри «Нара-FM» радиора 5 пин хутчен янăранă. Ман пата халĕ регион тулашĕнчи сăвăçсем сĕнӳсемпе тухаççĕ, юрă çырма ыйтаççĕ. Топ-хита Мускавра çыртарнă автор юррисене кăна илеççĕ. Юрăсене Владимир Матецкий студийĕнче çыртартăм. Пĕр юрă хатĕрлеме — 200 пин тенкĕ. Мана юлташсем урлă 100 пин тенкĕпе туса пачĕç. Приморье тата Хабаровск тăрăхĕнчи туссем, манăн пултарулăха кăмăллакансем, спонсор пулса пулăшрĕç. Григорий Лепсăн музыканчĕпе Владимир Крижановскипе туслă çыхăну тытатăп. «Как долго я тебя ждала» юрă сăмахĕсене хам çыртăм, кĕвĕ авторĕ — вăл, саксофон та хăй каларĕ.
— Раççей шайне тухассишĕн укçа хĕрхенместĕн апла.
— Эпĕ мĕншĕн пурăнатăп тата? Çынсене, хама савăнăç кӳрессишĕн. Мĕн ватăлса виличчен те аталанма чарăнмалла мар тесе шухăшлатăп. Эпĕ халĕ ватă мар-ха, çамрăк, шăп пиçсе çитнĕ хĕрарăм. Манăн пуçăмра шухăшсен океанĕ кĕрлет. Анчах Чăвашра эпĕ вĕсене пурнăçлаймастăп.
— Мĕншĕн?
— Манăн ĕмĕтсене касса татаççĕ. Чăваш эстрада юрăçисен пĕрлештернĕ концерчĕсене хутшăнтармаççĕ, социаллă сетьсенчи чăваш юррисен ушкăнне ман юрăсене кĕртмеççĕ. Мероприятисене те мана чĕнме хушман. Манăн вăйран, эпĕ вĕсенчен иртсе каясран хăраççĕ пулĕ. Вăрăм Палюк, Виктор Петров йывăр вăхăтра питĕ пулăшрĕç, хăйсен концерчĕсене юрлама чĕнчĕç.
— Психолога вĕренни пурнăçра питĕ пулăшать тенĕччĕ эсĕ пĕр интервьюра.
— Ку чăннипех çапла. Клиентсемпе пĕр чĕлхе тупма, йывăрлăхсене парăнтарма пулăшать. Çавăнпах пулĕ эпĕ бизнеса пĕчченех ăнăçлă тытса тăратăп. Эпĕ — универсал стилист, Раççейри конкурссен çĕнтерӳçи. Арçынсене те, хĕрарăмсене те килĕшӳллĕ сăнар парнелетĕп. Пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таран тумлантарма, капăрлатма, сăрлама пултаратăп. Клиентсен хушшинче сумлă çын нумай. Арçынсен çӳçне эрешлесе касма пултаратăп. «Байконур» суту-илӳ центрĕнче манăн «Креатиff Аиды В» салон-студи пур. Ăнăçлă ĕçлемен тĕк эпĕ паянхи Аида Великова пулаймăттăм. 100 ытла юрă çыртарнă эпĕ. Чылайăшĕн сăмахĕсен те, кĕввин те авторĕ хамах. Эпĕ — профессионал мусăкçă, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн эстрадăпа джаз уйрăмне пĕтернĕ. «Аида Великова юрлама пĕлмест», — тесе кĕвĕç чунлисем калаççĕ. Тата питĕ тарăн шухăшлă сăвăсем çыратăп. Ача-пăча сăввисем кĕнеке кăлармалăх та пухăнчĕç. 50 çулхи юбилей тĕлне кĕнеке кăларатăпах.
— 2014 çулта сцена çине тухрăн. Çавăнтанпа тумсем туянса, юрăсем çыртарса мĕн чухлĕ тăкакларăн?
— 5 миллион тенке яхăн. Клип ӳкерме кăна 100 пин тенкĕ майлă тухса каятчĕ. Тупăш кӳрекенни — хамăн салонран кăна. Чăваш артисчĕ нихăçан та эстрада королĕ пулаймасть. Кунта пирĕн урăхла культура, урăхла менталитет. Пирĕн килĕшӳллĕ тумланнине те юратмаççĕ, кĕвĕçеççĕ. Эпĕ стилист пулнă май сцена çинче ыттисем пек мар илемлĕ тумланма пултаратăп.
— Кĕлетке яштакалăхне епле упратăн?
— Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе туслă пулнă. Пĕтĕм ăмăртусене хутшăннă. Пĕррехинче йăмăкпа пĕр класра вĕренекенсем эпĕ мала тухнине чӳречерен курнă та урокра сиксе тăрса алă çупнă. Манăн килте 50-а яхăн диплом выртать. Ялан 1-мĕш вырăнта пулнă. Эпĕ çавăн пек хĕрарăм — нихăçан та парăнмастăп. Халĕ те эпĕ тренажер залне çӳретĕп. Килте те тренажер хатĕрĕсем пур. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Яла куçса килсен хунямăшĕ пушмак пăру панă
Елена Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Тĕмер ялĕнче çуралса ӳснĕ, Александр çак тăрăхрах Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çитĕннĕ. Шăпа вĕсене ăнсăртран Шупашкарта паллаштарнă. Халĕ Ягудинсем Елчĕк тăрăхĕнчи Тип Тимешре пурăнаççĕ, 5 ачана воспитани параççĕ.
Ташă каçĕнчи тĕлпулу
Елена пĕрремĕш упăшкинчен уйрăлсан икĕ ачипе Çĕнĕ Шупашкара куçса килнĕ, Шупашкарта пекарньăна ĕçлеме вырнаçнă, амăшĕн капиталĕпе туяннă пӳлĕмре пурăннă. Асли Кирилл ун чухне 6-ра, Настя 3 çулта пулнă. Вĕсене тӳрех садике вырнаçтарнă. Паллах, çамрăк хĕрарăма çăмăл килмен. Юрать-ха, ашшĕ-амăшĕ пулăшнă. «Елчĕк тăрăхĕнчи каччăпа нихăçан та калаçмăп, качча каймăп тесе шутлаттăм ялан. Пĕлместĕп мĕншĕнне, анчах вĕсем мана питĕ килĕшместчĕç, кăнттам калаçнă пек туйăнатчĕ. Пĕрремĕш упăшка — Комсомольски тăрăхĕнчен. Анчах шăпа çапла çаврăнса тухрĕ: хальхи мăшăрăм — Елчĕк округĕнчен», — каласа кăтартрĕ Елена. Сашăпа вăл ăнсăртран, Çĕнĕ çулта, паллашнă. Елена тусĕсемпе Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ хыççăн каçхи клуба кайнă. Шăп çавăн чухне Саша та тус-юлташĕпе унта пынă. Каччă ташă каçĕнчи вун-вун илемлĕ пике хушшинче Еленăна асăрханă, унпа пырса паллашнă. «Уйрăлнă, икĕ ача», — тӳрех пĕр суймасăр каланă Елена. Йăмăкĕн упăшки те Сашăна кун пирки асăрхаттарнă, «Хăрамастăн-и?» — тесе ыйтнă. «Çук», — тенĕ каччă çирĕппĕн. Икĕ уйăхран Сашăпа Елена пĕрле пурăнма пуçланă. Ун чухне ачисем пĕчĕкрех пулнă, ют арçынна майĕпен хăнăхса пынă. «Дядя Саша» теççĕ вĕсем ăна халĕ. Кирилпа Настя хăйсемех çапла чĕнме йышăннă, Еленăпа Александр Çĕнĕ Шупашкарта 3 çул пурăннă. Саша Мускава ĕçлеме çӳренĕ. Çав хушăра вĕсен ывăл Антон çуралнă. Яла куçса килме шутласан Ягудинсем «Çамрăк çемье» патшалăх программипе усă курса Тип Тимешре хута яма пуçланă çурт туяннă: тăррине витнĕ кăшкарĕ, пĕр хутлă чӳречесемпе алăксем кăна пулнă. Ыттине — шалти отделкăна, мунча, сарай таврашĕсене — хăйсемех тунă. «Эпĕ — ял çынни, чун ытларах унталла туртатчĕ. Пурте хулара пурăнаймаççĕ вĕт. Саша та яла куçма хирĕç пулмарĕ. Тип Тимешре туса пĕтермен çурта илсен хулара тепĕр çул пурăнасшăнччĕ. Анчах атте: «Пĕр илнĕ япалана майĕпен тума тытăнмалла. Пурăнмасан пӳрт çавăн пекех ишĕлме пуçлать», — терĕ. Ăна итлесе 2016 çулхи кĕркуннех куçса килтĕмĕр, ачасем çĕнĕ вĕренӳ çулне ялта пуçларĕç. Чăнах та, йывăр пулчĕ: пӳртре çара стена кăначчĕ. Унта пурăннă çĕртех çурта хăтлăлатса пытăмăр. Татах тумаллисем пурха. Пӳрчĕ пысăк, пурин валли те вырăн çитет. Пахча 50 сотăя яхăн. Çуррине курăк акатпăр», — иртнине аса илчĕ Елена. Яла куçса килсен Ягудинсен тепĕр ывăл Семен çуралнă. Халĕ вăл 6-ра. Пурăна киле Артур кун çути курнă. Вăл 1,7 çулта кăна-ха. Асли, 19 çулти Кирилл, амăшĕн çулне суйланă — Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче экономиста вĕренет. Кăçал диплом илĕ, çывăх çыннисем унăн салтака каймашкăн ят тухасса кĕтеççĕ. 15 çулти Настя ялти шкулта 9-мĕш класра вĕренет. 10-ри Антон та шкула çӳрет. Елена хăй те пысăк çемьере çуралнă, тăваттăн ӳснĕ вĕсем. Вăл — иккĕмĕшĕ. Шел те, халĕ шăллĕпе кăна юлнă. Аппăшĕпе йăмăкĕ иккĕшĕ те 30 çула çитсен чирлесе пурнăçран уйрăлнă. Ашшĕпе амăшĕ Галина Николаевнăпа Анатолий Николаевич — тивĕçлĕ канура, иккĕшех кăштăртатса пурăнаççĕ. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Çĕнĕ шкулсем çĕкленĕç
Кĕçнерникун Чăваш Енре пулнă май Раççей Президенчĕ Владимир Путин регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе канашлу ирттерчĕ те — промышленноç производствин пĕлтĕрхи ӳсĕмĕпе республика Раççей субъекчĕсен хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнни, производство 27,2% хушăнни, уншăн кĕтмен информаци пулнине пытармарĕ. Оборонка, гражданла продукци тӳпи ӳснине, вĕсен шайлашăвĕ юлашки вăхăтра улшăнманнине вăл пусăм тусах палăртрĕ.
Тирпейлекен производствăсен ӳсĕмĕ тата пысăкрах. Ĕçсĕрлĕх шайĕ вара Раççейри вăтам кăтартуран та пĕчĕкрех. «Раççейре те истори шайĕнчи чи пĕчĕк кăтарту — 2,9%, Чăваш Енре вара — 2,3%», — терĕ Владимир Путин. Ун шучĕпе, питĕ лайăх динамика сисĕнет: «Çакă производство хăвачĕсем ĕçлесе кайнине, регион экономикин структури улшăннине кăтартать, халăха ĕçпе тивĕçтересси лайăх, эппин, çемьесен тупăшĕ те ӳсмелле, вĕсен пурнăçĕ лайăхланмалла». Владимир Путин 2019 çулта Раççей регионĕсен экономикин, социаллă пурнăçĕн лару-тăрăвне хакланине аса илтерчĕ. Çак хаклав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх федерацин 10 суб±екчĕ валли, çав шутра Чăваш Ен те, аталанăвăн хушма программисене йышăннă — кадрсем хатĕрлессине, экономика отраслĕсене вăй парассине тĕпе хунă. Асăннă программăсене пурнăçлама кашни регион валли пилĕкшер миллиард тенкĕ уйăрнă. Чăваш Ен тĕслĕхĕнче, иккĕленмест Владимир Владимирович, уйрăм программа усси куçкĕрет: регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕ пысăкланнă, тупăш никĕсĕ çирĕпленнĕ. Республика бюджечĕн хăйĕн тупăшĕ юлашки пилĕк çулта 1,8 хут ӳснĕ. Çавна май çĕршыв ертӳçи Чăваш Ен тĕслĕхĕпе уйрăм программа тухăçлăхне тĕплĕн хаклама сĕнчĕ. Çак хаклав управленипе çыхăннă йышăнусем тума кирлĕ — «сăмах суб±ектсен аталанăвĕн уйрăм программисене тăсасси тата анлăлатасси пирки пырать». Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев регион ăнăçăвĕсенче федераци пулăшăвĕн тӳпи пысăккине çирĕплетрĕ. 2020 çултанпа республика социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине пурнăçлать. Тăватă çулта çĕнĕ 1,8 пин ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, программа мероприятийĕсем валли 18,4 миллиард тенкĕ инвестици явăçтарнă, 570 яхăн инвестпроекта тӳрре кăларнă. Уйрăм программа мероприятийĕсене нацпроект тĕллевĕсемпе çыхăнтарни пушшех тухăçлă пулса тухнă. Пысăк проектсен шутĕнче Олег Алексеевич икĕ СПИК 2.0 проекта асăнчĕ. Пĕчĕк тата вăтам хăватлă тракторсем, водород перекиçĕ туса кăлармалли проектсемпе килĕшӳллĕн 195 ĕç вырăнĕ йĕркеленнĕ, 2030 çул тĕлне 709 ĕç вырăнĕ пулмалла. Виçĕ çулта тĕрлĕ производствăна çул памалли 9 кластер хута янă. Сывлăх сыхлавĕнчи çитĕнӳсемпе паллаштарнă май Олег Николаев меллĕ самантпа туллин усă курчĕ — 2020 çулта Президентран республикăн клиника больницине тумашкăн пулăшма ыйтнине аса илтерчĕ. Республика çĕнĕ больница валли лаптăк уйăрнă, проект ĕçĕсене пурнăçлать… «Михаил Альбертович, пулăшăпăр-и?» — ыйтрĕ Владимир Путин сывлăх сыхлавĕн министрĕнчен. Михаил Мурашко Чăваш Ен наци проекчĕсене пурнăçлас енĕпе яланах лидерсен шутĕнче пулнине палăртрĕ. Паян регион тин çуралнă ачасем вилессин кăтартăвĕпе те чи лайăх ĕçлекен регионсен шутĕнче. Çынсен пурнăçĕн тăршшĕпе, чăн та, Раççей кăтартăвĕнчен кăшт япăхрах, çапах ку енĕпе те малалла талпăнать. Федераци министрĕ республикăна çĕнĕ больница кирлине çирĕплетрĕ. Анчах хакĕ ытла та пысăк — 2023 çулхи хаксемпе 49,5 миллиард тенке ларать. Кирек мĕнле пулсан та, ун шучĕпе, «ку енĕпе ĕçлемелле, мĕншĕн тесен хальхи объектсене хула хĕссе лартнă — унта аталанма вырăн çук…» Владимир Путин ăна пĕтĕмпех тĕплĕ шутлама сĕнчĕ, хĕсĕк территори аталанма май паманнине асра тытса ĕçлеме сунчĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Ăсталăха туптасшăн, опыт пухасшăн
Тинех! Тинех çитрĕ чылай çамрăк чăтăмсăррăн кĕтнĕ сумлă та пысăк мероприяти — Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен форумĕ. Паян Сочири «Сириуса» 20 пин çамрăк пухăннă. Чăваш Енрен унта 120 яш-хĕр кайнă. Вĕсенчен 30-ăшĕ — волонтерсем.
Шупашкарти 12-мĕш шкул вĕрентекенĕ Мария Сапожникова форумран çĕнĕ паллашусем, чуна хăпартлантаракан лекцисемпе ăсталăх класĕсем кĕтет. Çамрăк учитель унта тавра курăмне тата анлăлатасшăн, ăсталăхне туптасшăн. Мария — «Ырăлăх корпорацийĕ» организаци волонтерĕ. «Манăн пĕтĕм пурнăç — ĕç», — тет вăл. Мария пушă вăхăтра фортепиано калать, аэробикăпа кăсăкланать. Вăл «Тĕрĕксен ылтăнĕ» форумра та пулнă. Çавăн пекех конкурссене хастар хутшăннă: «Чи лайăх класс ертӳçи», «Чи лайăх çамрăк педагог». Тăрăшулăхне кура Мария пĕлтĕр ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Елена Чугарова — Чăваш Республикин çамрăксен правительствин членĕ. Вăл Шупашкарти 43-мĕш шкул директорĕн заместителĕнче ĕçлет, çав вăхăтрах ачасене акăлчан чĕлхине вĕрентет, 8-мĕш «а» класа ертсе пырать. Вăл — çамрăк лидерсен республика конкурсĕн финалисчĕ. Елена пушă вăхăта спорта халаллать, хăйĕн ачисене воспитани парать. <...>
Ольга АРХИПОВА, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки.
♦ ♦ ♦
Урасăр юлсан канарейкăсен юрри пурăнма хавхалантарнă
Юрий Шигаев ачалăхне аса илме юратмасть. «Нимĕн ыррипе те асра юлман вăл», — тет. Пурнăçĕнче йывăр самантсем килсе тухсан ăна тăванĕсем мар, канарейкăсем хавхалантарнă. Халĕ уншăн вĕсенчен çывăхраххи те çук. Юрий Александрович çак пĕчĕк кайăксене пула хăйне пĕчченлĕхре туймасть.
Вăрманти кайăксене палланă
Юрий Шигаев 1959 çулта Улатăр хулинче çуралнă. Амăшĕ Нина аппа ĕмĕр тăршшĕпех çĕвĕçре ĕçленĕ. Ашшĕ водительте вăй хунă. Юрăн аппăшĕ Галя паянхи кун Пермь облаçĕнче пурăнать. «Пĕчĕк чухне темшĕн хама çемьере юратман ача пек туяттăм. Урамра вара мана ирĕклĕччĕ, лайăхчĕ. Хама мĕн астума пуçланăранпа эпĕ кайăксемпе интересленетĕп. Вăрманти мĕн пур кайăка паллаттăм. Вĕсене тытса килеттĕм те алла хăнăхтараттăм. Килтисем вĕсене малтанах кăлара-кăлара яратчĕç. Эпĕ пурпĕрех илсе килеттĕм. Юлашкинчен алă сулчĕç пулмалла, кăларса яма пăрахрĕç. Пĕчĕк чухне машина юсакан çынсен çумĕнчен кайма пĕлместĕм. Малтан вĕсем мана гайка-болт пăрма ирĕк паратчĕç. Ӳсерехпе руль тытма та, машинăна тапратма та чармастчĕç. Шкулта вĕреннĕ чухнех юрăхсăр машинăсене туянса вĕсене юсаттăм. Шкула машинăпа çӳреттĕм. Питех лайăх вĕренмен эпĕ, юлса та пыман. Ĕç урокĕн учительне вара тав сăмахĕ калатăп. Вăл вĕрентни кайран мана пурнăçра çав тери кирлĕ пулчĕ», — ачалăхне кăштах аса илчĕ Юрий Шигаев. Улатăрти 4-мĕш шкултан вĕренсе тухсан вăл водительсен курсне пĕтернĕ. Ун хыççăн Кола çурма утрав çинче икĕ çул салтак тивĕçне пурнăçланă. Çартан таврăнсан Юрий Улатăрти хут фабрикине фрезеровщике вырнаçнă. Унтан кам кăна пулса вăй хуман-ши вăл? Слесарь, электрик, водитель… Çемйи арканнă Кайран Юрий Шигаев çемье çавăрнă, мăшăрĕпе ывăл çитĕнтернĕ. Анчах 1988 çулта çемье сасартăк арканнă. Арçын арăмĕ улталаса пурăнать тесе шухăшлама та пултарайман. Вĕсен çулĕсем уйрăлнă. Шăп çав çул раштав уйăхĕнче Арменире питĕ вăйлă çĕр чĕтреннĕ. Юрий çемьери хуйха-суйха манас тесе хăйĕн ирĕкĕпе унти арканнă хуласене пулăшма кайнă. Малтан вăл ишĕлчĕксем айĕнчен вилнĕ çынсене кăларнă çĕрте тăрăшнă, вĕсене тупăка тирпейлесе хунă. Каярахпа ишĕлчĕксене тасатнă, çурт-йĕр купаланă çĕрте ĕçленĕ. Электрик та пулнă. Çапла çулталăк иртнĕ. Унтан таврăнсан Юрий çемье тĕппипех арканнине ăнланнă. Вăл килнĕ çĕре мăшăрĕ урăх арçынпа пурăннă. Юрий Александрович каланă тăрăх, çемье ăшшине упрама пĕлмен хĕрарăма кайран пурнăçра йывăр килнĕ. Анчах çамрăк чухне ăна-кăна шутлама пĕлетпĕр-им-ха? Юрий хуйхине ĕçпе пусарнă. Çемье арканнă хыççăн таçта та ĕçлесе пăхнă вăл, Раççее урлă та пирлĕ çаврăннă. Çапах ача чухнехи кăмăл туртăмне нихăçан та пăрахман. Кирек ăçта та вăл хăйĕн кайăкĕсемпе кайнă. Çав вăхăт тĕлне Юрий канарейкăсем усранă. Пурăна киле Юрий Шигаев тепре çемье çавăрнă, вĕсен ывăл çуралнă. Шăпах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем пулнă. Ĕçĕ çук, ирĕксĕрех тĕнче тăрăх кайса укçа ĕçлесе илме тивнĕ. «Укçаллă чухне мана хисеплетчĕç», — тет вăл. Пĕррехинче пулса иртнĕ саманта вăл халĕ те манаймасть. Çулла тин çеç ĕçлесе таврăннă Юрий Сăр юхан шывĕ хĕррине канма кайнă. Унран инçех мар пĕр çемье, арăмĕпе упăшки тата пĕчĕк ачи, хĕвел çинче хĕртĕнсе выртнă. Юрăна арçынпа хĕрарăм çине-çинех черкке ӳпĕнтерни канăç паман. Нумай та вăхăт иртмен — ача шыва кĕрсе путма тытăннă. Ашшĕпе амăшĕ вăл кăшкăрнине илтмен. Тăна кĕрсен вара кая юлнă — пĕчĕкскер шывра çухалнă. Вĕсем ниçта кайса кĕреймесĕр ачине шыранă. Шăп çав вăхăтра Юра та ача путнине асăрханă. Вăл тӳрех шыва сикнĕ, пĕчĕкскере çыран хĕррине кăларнă, искусственнăй майпа сывлаттарса чун кĕртнĕ. Инкек килсен «Ĕç пур чухне юлташ та нумайччĕ. Хĕрарăмсем те хăйсемех çыпăçатчĕç. Пĕр вăхăт ĕçсĕр ларма тиврĕ те, тăвансенчен сăмах илтмелле пулчĕ. Çемьере те хура кушак каçса кайрĕ. Каллех тĕнче тăрăх çӳреме тытăнтăм. Мускав хулипе облаçне пилĕк пӳрнене пĕлнĕ пек лайăх пĕлетĕп. Унти чылай стройкăра пулнă эпĕ. Унсăр пуçне юхан шывсене тасатнă çĕрте те ĕçлерĕм. Бытовкăсенчи таракансемпе пылчăка нумай астивсе куртăм. Анчах канарейкăсене хамран хăвармарăм. Темĕнле йывăр лару-тăрура та вĕсем мана пурăнма пулăшрĕç. Пĕр вăхăт хампа пĕрле рокфеллер ăратĕнчи йытта илсе çӳрерĕм. Ăна нумайăшĕ усал тесе шутлать. Анчах манăн алла вĕрентнĕ йытă питĕ ырăччĕ. Нумай çул пĕрле çӳрерĕ — кайран ватăлса вилчĕ. Унтанпа йытă усрамастăп. Стройках сывлăхăма хавшатрĕ. Бетон çинче чĕркуççипе мĕн чухлĕ йăраланман-ши? Сивĕ, çинĕ-çимен… Ялан укçа ĕçлесе илес, çемьене тăрантарас тенĕ эпĕ. Хисепе хунă пулсан юрĕччĕ-ха хăть. Хампа инкек сиксе тухнă хыççăн çывăх çынсем манран пăрăнма тытăнсан кăна йăлтах ăнлантăм. 2011 çулта иккĕмĕш мăшăрпа çуратнă 19-ти ывăл чирлесе вилчĕ. Çап-çамрăк, пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ… Унтан хам чирлекелеме тытăнтăм. Ĕçлейми пултăм. Пурпĕрех Мускава стройкăна çӳреттĕм. Эпир, арçынсем, хамăра упрама пĕлместпĕр çав. Малтан ура çĕрсе пырать тесе пӳрнесене касрĕç, унтан — ура лаппине, кайран — урана. Кайран тепĕр урана пĕç кăкĕ таранах татрĕç. Çапла 2023 çулта сусăр пулса юлтăм. Тăватă уйăх больницăра выртрăм — никам та килсе пăхмарĕ. Пурăнас та килместчĕ. Анчах пурнăçран хамăн ирĕкпе кайса пысăк çылăха кĕрĕп тесе шутларăм. Канарейкăсен сасси, вĕсен чуна ăшăтакан юрри пурăнас туртăма вăйлатрĕç. Вĕсем манăн виççĕн: икĕ «каччă» Федьăпа Яша тата пĕр «хĕр» Пискля. Вĕсем маншăн эмел вырăнĕнчех. Канарейкăсем тунсăх вăхăтра кăмăла уçаççĕ. Маншăн чăн-чăн туссем пулса тăчĕç. Тĕрĕссипе, вĕсем манăн çемье тесен те йăнăш мар. Вĕсем валли ятарласа апат туянатăп. Чечексем çитĕнтеретĕп. Канарейкăсем те вĕсене питĕ кăмăллаççĕ», — чунне уçрĕ Юрий. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...