Комментировать

9 Окт, 2014

625 волонтер ĕçе хатĕр

"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери форум ĕçне волонтерсем хастар хутшăнаççĕ. Вĕсене пурне те аккредитациленĕ, ятарлă тумсемпе тивĕçтернĕ.

Волонтерсем тĕрлĕ объектра ĕçлĕç. Пĕрисем хăнасене аэропортра кĕтсе илĕç, ăсатса ярĕç. Теприсем Спорт форумне хутшăнакансене шута илĕç, виççĕмĕшĕсем массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсене пулăшĕç, VIP-хăнасене ертсе çÿрĕç. Пичет продукцине валеçме, экскурсисем йĕркелеме уйрăм çынсене уйăрнă. Çавăн пекех вĕсем курав мероприятийĕсенче те, ăсталăх сехечĕсенче пулăшу кÿрĕç. Аса илтеретпĕр: пысăк çак мероприяти ĕçне хутшăнма 625 çамрăка ?Чăваш Енри аслă шкулсемпе техникумсенче вĕренекенсем% суйласа илнĕ. Вĕсене пухса ятарлă канашлу та, вĕренÿ те ирттернĕ ĕнтĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ ĕнерех ĕçе пикеннĕ.

Р.ИВАНОВА.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.