Хресчен сасси 8 (2998) № 28.02.2024
Хăмла отрасльне отрасльне аталантармашкăн талантармашкăн пулăшма шантарнă
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Енре пулнă май Çĕрпÿ хулинче регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе канашлу ирттернĕ. Унта агропромышленноç комплексĕн аталанăвне те сÿтсе явнă.
Патшалăх енчен пулăшу пурри куç умĕнче. Çулсерен ял хуçалăх продукцийĕн экспорчĕ ÿссе пыни курăмлă палăрать. Хальхи вăхăтра республикăра хăмла отрасльне аталантарас енĕпе çине тăрса вăй хураççĕ. Палăртмалла: çĕршывра çитĕнтерекен хăмлан 90% Чăваш Енре туса илеççĕ. Регионта хăмлапа ĕçлеме пур услови те пур. Пĕлтĕр хăмла аврине 133 гектар çинче çакнă, 192 тонна туса илнĕ. Техĕмлĕ чăваш хăмлин сортне çĕршыври хăмла вĕретекен 18 завод хапăл туса йышăнать. Чăваш Ен Правительстви хăмлапа ĕçлекенсене субсидипе пулăшать. Туяннă техникăн тăкакне çурри таран саплаштарать. Малтанхипе танлаштарсан çак культура калăпăшĕ самай чакнă. Сăлтавĕ те паллă: хăмларан продукци тăвакансем ăна чикĕ леш енчен туяннă. Чăваш Ен хăмла çитĕнтерес тĕлĕшпе компетенци центрĕ пулма пултарать. Çак тĕллевпе лаборатори инфратытăмне йĕркеленĕ, хăмла татакан комбайн тунă, сушилка та пулмалла. Çак ĕçе сăра вĕретекен компанисем те хутшăнаççĕ. Акă, сăмахран, «Балтика» компани кăçал 120 гектар çинче плантаци йĕркелеме укçа-тенкĕ хывасшăн. Çапах чăрмавсăр мар. «Балтика» Раççей компанийĕ пулманнипе патшалăх пулăшăвне тивĕçеймест. Владимир Путин çакна уçăмлатма канашлăва хутшăннă РФ финанс министрне Антон Силуанова ыйтнă. Ку енĕпе кирлĕ йышăну тума, пулăшма шантарнă. Владимир Путин Чăваш Енри ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче Президентăн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕпе Игорь Комаровпа пĕрле Çĕрпÿ округĕнчи Рынкă салинчи çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне çитсе курнă. Ăна «Сывлăх сыхлавĕ» нацпроектпа килĕшÿллĕн хута янă. Район больницин тĕп тухтăрĕ Анджела Спиридонова палăртнă тăрăх, паян унта пациент сывлăхне тĕрĕслемелли оборудовани çителĕклĕ. Медицина пулăшăвĕпе 700 ытла çынна тивĕçтереççĕ. Владимир Путин ял çыннисене ФАП урлă эмелсемпе тивĕçтермелли мелпе, граждансене телемедицина майĕсемпе консультаци памалли опытпа та интересленнĕ. Чăваш Енре кун йышши консультацисен шучĕ çулсерен пысăкланать иккен. Виçĕ çулта сывлăх сыхлавĕн 175 об±ектне çĕклесе юсанă, 425 медоборудовани тата 134 автомобиль туяннă. Çĕршыв ертÿçи Чăваш Енри тепĕр об±ектпа — Çĕрпÿри Культура аталанăвĕн республикăри пирвайхи центрĕпе паллашнă. Ăна «Культура» нацпроект шайĕнче тунă. Сумлă хăнана кунта парнепе кĕтсе илнĕ. Раççейĕн тĕрленĕ карттин репродукцине парнеленĕ. ЧР культура министрĕ Светлана Каликова каланă тăрăх, хулара пурăнакансем кунта концерт, спектакль е кино пăхма, пушă вăхăта интереслĕ ирттерме пултараççĕ. Центрта 197 вырăнлăх курав залĕ, библиокафе, ташă залĕ, универсаллă классем пур. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА
♦ ♦ ♦
Хăйсен ташшипе илĕртеççĕ
Юлашки вăхăтра Чăваш Енре пурăнакансем индокăвакал, кăркка, цесарка тата ытти кайăк-кĕшĕк тытма пуçларĕç. Çав хушăрах экзотика кайăк усракан та пур. Тĕслĕхрен, Елчĕк округĕнчи Аслă Елчĕкре пурăнакан Казначеевсем хушма хуçалăхра Африка страусĕ тытаççĕ.
— Пĕррехинче мăшăрăм: «Страус илер-и?» — тесе сăмах вылятрĕ. Çакна малтанах шÿтлесе йышăнтăм-ха. Ирпе вăранчĕ те Самар облаçне Ольга Должикова фермер патне страус туянма каятăп терĕ, — каласа кăтартрĕ мăшăрĕ Ольга Трофимовна. Сăмах май, Ольга Должикова 10 çул ытла страус ĕрчетет. Сергей Николаевич çав кун 5 страус чĕппи илсе килнĕ. «Вĕсем чăхран кăшт кăна пысăкрахчĕ. Сăрă тĕслĕскерсем, шăртлăскерсем. Малтанхи кунсенче питĕ тунсăхларĕç, шапа евĕр кваклатрĕç. Пĕр-икĕ кунран лăпланчĕç хайхискерсем», — аса илчĕ кил хуçи мăшăрĕ. Страуссем апат-çимĕçе тиркемеççĕ. Кĕрпе, тыр-пул, хывăх, утă, пахча çимĕç, курăк çиеççĕ. Вилсе каясла купăста юратаççĕ. Таса шыв ĕçеççĕ. Паллах, кайăк-кĕшĕкĕн сывлăхĕ çирĕп пултăр тесен вĕсене тĕрлĕ витамин памалла. Нумай апат çиеççĕ тесе калаймăн. Сергей Николаевич каланă тăрăх, страуса хушма хуçалăхра тытма йывăрах мар. Çак кайăкăн биологи уйрăмлăхне лайăх пĕлмелле. Халĕ Казначеевсен икĕ страус çемйи пурăнать. Вĕсене ятарлă сарайра тытаççĕ. Африка страусĕ – пысăк кайăк. Вăл 2 метр ытла çÿллĕш ÿсме пултарать, 156 килограмм таять. Кĕлетки калăпăшĕпе пысăк пулсан та пуçĕ пĕчĕк, пуç мими вара аçтăрхан мăйăрĕ пысăкăш. Урисем — унăн пуянлăхĕ. Çак кайăкăн мускулатура аван аталаннă. Çавна пула вăл хăвăрт чупать. Ами чăпарскер, аçи хура тĕслĕ, тĕкĕ вĕçĕнче — шурă. Хăйсен асамлă ташшипе страуссем кирек кама та илĕртме пултараççĕ.Çăмарта çинче вĕсем черетленсе лараççĕ: ами — кăнтăрла, аçи — каçхине. Çăмарта хуппи — 2 миллиметр хулăнăш, йывăрăшĕ — 3 килограмм таран. Хуçалăхра ытларах хура Африка страусне ĕрчетеççĕ. Вĕсем пирĕн тăрăхри çут çанталăк условийĕсенче аван пурăнаççĕ. «Страус çăмартине ăшаласа çиетпĕр, çăмарта хăпартни те хатĕрлетпĕр. Ку апат-çимĕç тутă тытать. Çăмарта шурри сахалрах. Холодильникра 3-4 уйăх та тытма пулать. Шалти шĕвекне юхтарса кăларса пушă çăмартана час-часах сувенир евĕр усă куратпăр. Тĕкĕ те илемлĕ. Тăвансене парнелени те пулкалать. Çулталăкне 20 ытла çăмарта илетпĕр. Ĕмĕтре — инкубатор туянасси», — пĕлтерчĕ Ольга Трофимовна. Кил хуçи Сергей Николаевич мĕн пур пушă вăхăтне страуссемпе ирттерет. Ку кайăк пирки интернетра вуласа пĕлет, çывăхри страус фермине кайса килет. Акă нумаях пулмасть Тутар Республикинче пулнă вăл. Ыйтса пĕлмелли, канашламалли нумай пухăнса çитнĕ унăн. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА
♦ ♦ ♦
Халăх юррисене тĕпченĕ
Шупашкарта 400 ытла урам. Вĕсенчен ытларахăшĕ паллă çынсен ячĕпе хисепленет. Шĕкĕр хуламăр йĕркеленнĕренпе кăçал 555 çул çитнĕ май «Шупашкар урамĕсем» çĕнĕ ярăм пуçлас терĕмĕр.
Эпĕ тĕп хулари Çĕнĕ кăнтăр районĕнчи 14-мĕш микрорайонта пурăнатăп. Вăл чăвашсен паллă композиторĕн, Чăваш АССРтатаРСФСРискусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн А.В.Асламасăн ячĕпе хисепленет. Анисим Васильевич Етĕрне районĕнчи Вăрманкас Асламас ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Вĕсен çемйинче пурте юрра-кĕвве ăста пулнă. Купăс аван каланă. Анисим 6 çулта чухне сăмавар çинчен пĕрремĕш юрă çырнă. Ачаранах ĕçчен пулнă вăл. Çут çанталăк панă пултарулăха асăрханă хыççăн пиччĕшĕ ăна Шупашкартимузыка училищине кайма сĕннĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн арçын ачана хатĕрленÿ курсне вĕренме илнĕ.15 çулта чухнех Анисим Асламас Ф.Тютчевăн «Весенние воды» тата «Весенняя гроза» сăввисем тăрăх романс çырнă. Ку — пултарулăхри пĕрремĕш утăмсем. Каярах «Сарă хĕр» юрă хайланă. Жюри членĕсем ĕçе пысăк хак панă. Вăл виççĕмĕш курсра чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Училище хупăннă. Анисим Асламас тăван тăрăхри «Трудись» колхозра учетчик ĕçне пикеннĕ. 1942 çулта ăнаХĕрлĕ çара илнĕ. Вăлсвязист-телефонист пулнă. Полкпа батальон хушшинче чăрмавсăр çыхăну йĕркеленĕшĕн «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ. Фронтра чухне те юрă тĕнчипе çыхăнăва татман, полкри художество пултарулăхне хутшăннă. «Песня 362-й Краснознаменной дивизии», «Трио фронтовых поваров», «Письмо к любимой» юрăсем çуралнă. Геройфронтовик сăнарĕ асăмра юлнăран мирлĕ вăхăт çитсен «Прерванный вальс» опера çырнă. Вăрçă вĕçленсен Чăваш Енри музыка училищинче вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ĕçленĕ. Унтан Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче музыка пайне ертсе пынă. Театрта 15 спектакль валли юрă çырнă. 1952 çулта Асламаса СССР композиторсен союзне йышăннă. 1955 çулта П.И.Чайковский ячĕллĕ Мускаври консерваторие вĕренме кĕнĕ. <...>
Вера МИХАЙЛОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...