Комментировать

27 Фев, 2024

Хыпар 20 (28196) № 27.02.2024

М-7 анлăланĕ, çĕнĕ шкулсем çĕкленĕç

Кĕçнерникун Чăваш Енре пулнă май Раççей Президенчĕ Владимир Путин регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе канашлу ирттерчĕ те — промышленноç производствин пĕлтĕрхи ÿсĕмĕпе республика Раççей субъекчĕсен хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнни, производство 27,2% хушăнни, уншăн кĕтмен информаци пулнине пытармарĕ. Оборонка, гражданла продукци тÿпи ÿснине, вĕсен шайлашăвĕ юлашки вăхăтра улшăнманнине вăл пусăм тусах палăртрĕ.

Кĕтмен информаци

Тирпейлекен производствăсен ÿсĕмĕ тата пысăкрах. Ĕçсĕрлĕх шайĕ вара Раççейри вăтам кăтартуран та пĕчĕкрех. «Раççейре те истори шайĕнчи чи пĕчĕк кăтарту — 2,9%, Чăваш Енре вара — 2,3%», — терĕ Владимир Путин. Ун шучĕпе, питĕ лайăх динамика сисĕнет: «Çакă производство хăвачĕсем ĕçлесе кайнине, регион экономикин структури улшăннине кăтартать, халăха ĕçпе тивĕçтересси лайăх, эппин, çемьесен тупăшĕ те ÿсмелле, вĕсен пурнăçĕ лайăхланмалла». — Эпир кунта ФАП пăхрăмăр, халĕ — культура центрĕнче, ăна çывăх вăхăтра хута ямалла — пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçмалла. Палăртма питĕ кăмăллă: эпир федераци бюджетĕнчен çакнашкал проектсем валли уйăракан укçа «хура шăтăка» кайса çухалмасть, чăн проектсене пурнăçлама май парать, — терĕ Президент. Владимир Путин 2019 çулта Раççей регионĕсен экономикин, социаллă пурнăçĕн лару-тăрăвне хакланине аса илтерчĕ. Çак хаклав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх федерацин 10 субъекчĕ, çав шутра Чăваш Ен валли аталанăвăн хушма программисене йышăнннă — кадрсем хатĕрлессине, экономика отраслĕсене вăй парассине тĕпе хунă. Асăннă программăсене пурнăçлама кашни регион валли пилĕкшер миллиард тенкĕ уйăрнă. Чăваш Ен тĕслĕхĕнче, иккĕленмест Владимир Владимирович, уйрăм программа усси куçкĕрет: регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕ пысăкланнă, тупăш никĕсĕ çирĕпленнĕ. Республика бюджечĕн хăйĕн тупăшĕ юлашки пилĕк çулта 1,8 хут ÿснĕ. Çавна май çĕршыв ертÿçи Чăваш Ен тĕслĕхĕпе уйрăм программа тухăçлăхне тĕплĕн хаклама сĕнчĕ. Çак хаклав управленипе çыхăннă йышăнусем тума кирлĕ — «сăмах субъектсен аталанăвĕн уйрăм программисене тăсасси тата анлăлатасси пирки пырать». Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев регион ăнăçăвĕсенче федераци пулăшăвĕн тÿпи пысăккине çирĕплетрĕ. 2020 çултанпа республика социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине пурнăçлать. Тăватă çулта çĕнĕ 1,8 пин ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, программа мероприятийĕсем валли 18,4 миллиард тенкĕ инвестици явăçтарнă, 570 яхăн инвестпроекта тÿрре кăларнă. Уйрăм программа мероприятийĕсене нацпроект тĕллевĕсемпе çыхăнтарни пушшех тухăçлă пулса тухнă. Пысăк проектсен шутĕнче Олег Алексеевич икĕ СПИК 2.0 проекта асăнчĕ. Пĕчĕк тата вăтам хăватлă тракторсем, водород перекиçĕ туса кăлармалли проектсемпе килĕшÿллĕн 195 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, 2030 çул тĕлне 709 ĕç вырăнĕ пулмалла. Виçĕ çулта тĕрлĕ производствăна çул памалли 9 кластер хута янă. Хамăрăн хăмлана туянччăр Олег Николаев республика инфратытăма аталантарас тĕлĕшпе пысăк ĕç тунине цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕр тăвассин кăтартăвĕсем пысăк. Общество транспорчĕ çĕнелет. Кăçал çулсем çине пĕтĕмпе çĕнĕ 153 троллейбус тухмалла. Ку транспортăн çак тĕсĕн вăтам çулне 4 çул таран чакарма май парать. Владимир Путин хайхи кăтарту Раççей шайĕнче мĕнлерех пулнипе кăсăкланчĕ. Транспорт министрĕ Виталий Савельев палăртнă тăрăх, çĕршывра троллейбуссем вăтамран 10-15 çулта-мĕн. Халĕ çак техникăна ерипен çĕршывĕпех çĕнетеççĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Алексей ГЕРАСИМОВ: «Улăп» спектакль лартасчĕ

Алексей Герасимов К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма теарĕн сцени çинче юрлать, ташлать, сăнарсем калăплать. Анчах, хăй çирĕплетнĕ тăрăх, вăл артист пулма нихăçан та ĕмĕтленмен…

— Апла тăк, Алексей, чунна уç-ха: кун-çула хăш профессипе çыхăнтарма шухăшланă? Мĕнле майпа театр ĕçченĕ пулса тăнă?

— Яланах çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ, 6-7-мĕш классенче вĕреннĕ вăхăтран хама çар пурнăçне хăнăхтарнă. Манăн тĕллев Рязань хулинчи сывлăшдесант училищине лекесси пулнă. Анчах вăтам шкул пĕтерсен сывлăха пула унта вĕренме кĕреймерĕм. Чăнах та, юрласси-ташласси пирки нихăçан та шухăшламан. Сăвă вулама вара юратнă. Вырăс литературин вĕрентекенĕ Валентина Александровна мана районти конкурссене час-часах хутшăнтаратчĕ, малти вырăнсене те йышăнаттăм. Çар училищине кĕрейменнине пĕлсен вăл: «Чăваш драма театрĕнче Мускава илсе кайма çамрăксене пуçтараççĕ», — терĕ. Çавăнта кайса пăхма сĕнчĕ. Маншăн Шупашкара килсе каясси йывăр пулмарĕ. Ун чухне эпĕ ытлашши хумханман та. Килтĕм — сăвă каларăм. Вĕренме çăмăллăнах кĕтĕм.

— Вĕренсе килсен Чăваш театрĕнче пĕр çул ĕçленĕ хыççăн каллех Мускава тухса кайнă. Сăлтавĕ мĕнре-ши?

— Çав тапхăр манăн пурнăçра хама шыранă вăхăт пулнă. Режиссура енне туртăнма пуçларăм. Мускава режиссера вĕренес тĕллевпе кайрăм. Вĕренме кĕреймерĕм. Кинона та кĕрсе пăхрăм. Оператор пулма та шухăшланă. Художник-постановщик, декоратор пулас тенĕ. Ялан темĕскер çитмен пек туйăнатчĕ. Чун-чĕре лăпланаймастчĕ. Пукане театрĕнче те, Пысăк театрта та ĕçлерĕм. Унти чаплă режиссерсене кура хамăн та спектакльсем лартас килчĕ. Мускавра ĕçлесе опыт пухрăм. Вĕренме вара нихăçан та пăрахмăп. Тĕрĕссипе, таврăнма шухăшламан эпĕ. Çавăн пек килсе тухрĕ. Пурнăçра мĕнле кирлĕ çавăн пек пулса пырать. Халĕ, акă, хам мĕн шутланине туса пыратăп. Режиссер пулас килнĕ — театрта спектакльсем ларттараççĕ. Çак ĕçе юратса тăватăп.

— Чăваш Ене такам чĕннипе, сĕннипе е хăв тĕллĕн шухăшласа таврăнтăн?

— Интуици витĕмĕпе. Туйăм, сисĕм темелле-и? Мĕнле те пулин ĕçе пуçăнас пулсан шалти туртăма тĕпе хуратăп. Çакна сăмахпа ăнлантарса параймастăп. «Мĕнле пулса пымалла — пулать. Ытлашши ан хумхан, лăплан», — хама яланах çапла калатăп. Хумханатăн паллах. Унсăрăн епле-ха?

— Эсĕ режиссер ĕçне тин пуçăннă темелле. Апла пулин те санăн икĕ спектакль «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра лауреат пулса тăнă…

— Мускавра вĕреннĕ чухне пĕр режиссер каланăччĕ: «Юмах лартма вĕрентĕн тĕк — аслă ÿсĕмрисем валли те лайăх пулса тухĕ». Çавăнпа юмахран пуçламалла тесе шухăшларăм. Ачасем валли тăватă спектакль лартрăмăр. Пĕрремĕш юмах — «Как Настенька чуть кикиморой не стала» /В.Илюхов/. Унтан «Красная Шапочка и инопланетяне» /А.Кружнов/, «Дети ветра» /А.Пăртта/, «Кто принцессу поцелует?» /Ю.Ким/ юмахсене куракан умне кăлартăмăр. «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра 2018 çулта «Дети ветра», 2021 çулта «Кто принцессу поцелует?» спектакльсем преми илчĕç. Критиксем вĕсене, чăнах та, пысăк хак пачĕç. Çакăн хыççăн аслисем валли спектакльсем лартма пуçларăм. «Анне» драма /В.Распутин/, «Мăнаккасем» камит /А.Коровкин/, «Айăпсăр чун» мелодрама /М.Ладо/ хатĕрлерĕмĕр. Тĕрлĕ жанрпа ĕçлес килет.

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


Помидорăн, хăярăн мĕнле сорчĕсем лайăхрах?

Любовь Акмаева агроном вăрттăнлăхĕсене уçма килĕшрĕ

Етĕрне округĕнчи Любовь Акмаева агронома уй-хире тарăн юр хуплани уйрăмах савăнтарать. «Çуркунне тăпрара нÿрĕк çителĕклĕ пулсан кĕрхи калча лайăх вăй илет», — ăнлантарчĕ вăл. Çĕр ĕçченĕ пулас тухăç пирки хĕлле те шухăшлатех çав.

Пур — пĕрле, çук — çурмалла

Любовь Акмаева Вăрнар округĕнчи Хорнсорта çуралса ÿснĕ. 1980 çулта алла аттестат илсен Чĕмпĕрти çыхăну училищине çул тытнă.

— Пирĕн вăхăтра кĕсье телефонĕ пулман. Стационар телефонĕпе те ялта сахалăшĕ усă курнă. Ача-пăчана вара асамлă аппарат илĕртнĕ, унпа вĕçĕм калаçас килнĕ. Анчах кам ирĕк парĕ? Ача чухнехи ĕмĕте пурнăçа кĕртмешкĕн телефонисткăна вĕрентĕм. Ун хыççăн Çĕрпÿри çыхăну уйрăмне ĕçе вырнаçрăм. Тинех ĕмĕтĕм тулчĕ темелле: иртен пуçласа каçченех алăран телефон каймасть. Анчах вăхăт иртнĕ май йăнăшнине ăнланса илтĕм, ĕç пÿлĕмĕнче чухне чун-чĕрем ирĕке, уй-хире туртрĕ. Пĕчĕкрен çĕр ĕçĕнче пиçĕхсе ÿснĕ эпĕ. Çу кунĕсенче пахчара тăрăшнă, аслисене пулăшнă. Çитĕнерехпе аннепе хуçалăха утă çулса типĕтме, çум курăк çумлама, пахча çимĕç кăларса пуçтарма çÿренĕ. Вырма пуçлансан йĕтем çинчен кĕме пĕлмен, икшер сменăпа тырă типĕтнĕ. 1980 çулсенче ялта çамрăк нумай пулнă. Пĕрле ăмăртса тенĕн вăй хунă, ывăннине туйман. Маншăн ял хуçалăхĕ яланах çывăх пулнă. Çавăнпа ĕçленĕ вăхăтрах Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм, — аса илчĕ агроном. Çак тапхăрта хĕр пулас мăшăрĕпе паллашса çемье çавăрнă, Етĕрнене пурăнма куçнă. Çамрăк специалист Етĕрнери патшалăх вăрлăх инспекцине техник-лаборанта вырнаçнă. Пĕлÿ çителĕксĕррине ăнланса Любовь Акмаева Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче куçăн мар майпа пĕлĕвне тарăнлатнă. Çакă ăна отрасле, ĕçе лайăхрах ăнланма пулăшнă. Вăрлăх инспекцийĕнче 20 çул ытла тăрăшнă вăл. Каярахпа шăпа ăна Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри управленине илсе çитернĕ.

— Патшалăхăн асăрхав инспекторĕ пулнă май тĕрĕслевпе республикăри çитмен хуçалăх юлман-тăр. Саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртсан явап тыттарни, штрафлани те пулнă. Кун хыççăн пире кÿренмелле пек. Анчах ĕç вĕçленнĕ хыççăн айăпа кĕнисем чей ĕçме чĕнетчĕç. Паллах, эпир хирĕçленĕ, хамăра аван мар туйнă. «Ĕç ĕçпе, чей ĕçмеллех», — ÿкĕте кĕртетчĕç ертÿçĕсем. Эпир саккунпа килĕшÿллĕн вăй хунă, хуçалăхсенче пире ăнланма тăрăшни сисĕннĕ. Çавăнпа хирĕç тăру пулман, — ăнлантарчĕ Любовь Карповна. 2015 çултанпа Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн Етĕрне уйрăмĕнче тĕп агрономра тăрăшать вăл. Специалистсем Хĕрлĕ Чутай тата Етĕрне округĕсенчи ÿсентăран отраслĕшĕн яваплă. Хуçалăхсенче агрономсем çителĕксĕртен ĕç палăрмаллах хушăнать.

— Ака-сухана хатĕрленнĕ май хуçалăхсен вăрлăхне тĕрĕслеме проба илетпĕр. Вăрлăхăн шăтаслăхĕ, нÿрĕклĕхĕ кирлĕ шайра пулни пĕлтерĕшлĕ. Çÿп-çаппа вараланнине тепĕр хут сортласа тасатма йывăр мар. Шăтаслăхĕ япăх пулсан калча тымар яраймĕ. Аграрисем çурхи ака-сухана тăрăшсах хатĕрленеççĕ. Акă Хĕрлĕ Чутай округĕнчи хуçалăхсен тĕрĕслеттернĕ вăрлăхăн 95% кондициллĕ пулни палăрчĕ. Чăннипех лайăх кăтарту. Хальлĕхе Етĕрнесен кăтартăвĕ пĕчĕкрех, анчах вĕсен вăрлăхне йăлтах тĕрĕслеймен-ха. Çур енне нумайăшĕ элита, суперэлита вăрлăхсем туянма тытăнать. Тăкака патшалăх енчен саплаштарни те çăмăллăхпа усă курма, вăрлăх фондне çĕнетме хавхалантарать. Юлашки çулсенче кондицие ларманнине уй-хире кăлармаççĕ. Фермерсем те пахине акма тăрăшаççĕ. Пурин те тырă тасатса сортламалли оборудовани çук. Çапах ытти хуçалăхран арендăна илсе çак ĕçе пурнăçлаççех. Мĕншĕн тесен саккунпа килĕшÿллĕн кондицие ларман, сортсăр вăрлăхсене акма юрамасть, уншăн явап тыттараççĕ. Çу кунĕсенче вара уй-хиртен кĕместпĕр те тейĕн. Ÿсен-тăран, çĕр улми, пахча çимĕç лаптăкĕсене чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен, çум курăкран асăрхаса тăратпăр, тухăçлăха хăпартма сĕнÿсем паратпăр, çĕнĕ сортсене сарма пулăшатпăр, — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ вăл. <...>

Лариса НИКИТИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.