Комментировать

9 Окт, 2014

«Вĕренекенсем тĕрĕс çул çине тăнăшăн савăнатăп»

Тĕнче рекордсменкин пĕрремĕш тренерĕ патĕнче хăнара

1985 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче хăвăрт утас енĕпе тĕнче рекордне çĕнетсе Патăрьел хĕрĕ Александра Деверинская Чăваш Ен ят-сумне çÿле çĕкленĕ. Пысăк çак çитĕнÿ унăн пĕрремĕш тренерне Мевлет Зейнетдинова та савăнтарнă, малалла ĕçлемешкĕн вăй-хал хушнă. Паллă спортсменкăн вĕрентекенĕпе çывăхрах паллашас тĕллевпе Патăрьел тăрăхне çитсе килтĕм. 40 çула яхăн Аслă Арапуç шкулĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Мевлет Хабибуллович хальхи вăхăтра районти спорт шкулĕнче тренер-преподавательте вăй хурать: асăннă пĕлÿ çуртĕнче тата Пăлапуç Пашьел шкулĕнче ирĕклĕ мелпе кĕрешме вĕренекенсен секцийĕсене ертсе пырать. Шăпах çавăнта тĕл пултăмăр та Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕпе.

- Мевлет Хабибуллович, сирĕн вĕренекенĕр Александра Деверинская ача чухне еплерех çын пулнă-ха?

- Санюк тесе чĕнеттĕм ăна /чăвашла илемлĕ калаçнинчен тĕлĕнсе лартăм эпĕ. - Авт./ 1974 çулта Аслă Арапуç шкулĕнче ĕçлеме пуçларăм. Ун чухне вăл 8-мĕш класра вĕренетчĕ. Физкультура урокĕсенче пуринчен те вăйлăрах чупакан хĕр çăмăл атлетика секцине çÿреме тытăнчĕ. Унта ачасене спортсменсене хатĕрлекен программăпа вĕрентеттĕм. Чăтăмлă та хастарччĕ вăл, пуçланă ĕçе вĕçлемесĕр чарăнмастчĕ. Ашшĕ-амăшĕ ĕç нумаййине пула тренировкăсене çÿреме чарнă пулин те пĕр занятирен юлмастчĕ. Крахмал завочĕн каяшĕпе вараланнă пĕве çумĕнче тренировка ирттерни те шиклентерместчĕ ăна. Пĕрремĕш çулсенчех районти, унтан республикăри ăмăртусенче палăрма пуçларĕ. 9-мĕш класра вĕреннĕ чухнех «Правда» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ Пĕтĕм Союзри турнирта вăл 800 тата 1500 метрлă дистанцисенче мала тухма пултарчĕ.

- Çамрăкскер çавăн чухнех хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарма шухăшланă пулĕ?

- Пултаруллăскере шкулта пĕлÿ илнĕ вăхăтрах Шупашкар тренерĕсем тĕп хулана илсе каясшăнччĕ, анчах çамрăк-ха тесе эпĕ те, ашшĕ-амăшĕ те хирĕç пултăмăр. Вĕренсе тухсан вăл педагогика институтне физкультура уйрăмне вĕренме кĕчĕ, унта Санюка республикăри паллă спортсмен Николай Пуклаков хăйĕн хÿттине илчĕ. Каярах маттур студенткăна Геннадий Семенов асăрханă, хăвăрт утас енĕпе ăсталăха туптама сĕннĕ.

- Александра Тимофеевнăн çитĕнĕвĕсем сире çунатлантарчĕçех пулĕ?

- Хăйĕн ушкăнĕнче 1-2 çултах çĕр-шывра чи пултарулли пулчĕ. СССР чемпионатĕнче тĕнче рекордне çĕнетни вара капашсăр пысăк савăнăç парнелерĕ. Рекорд хыççăн рекорд, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ. Тĕнче кубокĕн призерĕ, Универсиада чемпионки - епле-ха хĕпĕртемĕн! Олимп вăййисене те хутшăнмаллаччĕ унăн, анчах тĕнчери лару-тăрăва пула май килмерĕ. Çапах парăнмастчĕ вăл. Çемье çавăрса /унăн мăшăрĕ - Николай Григорьев врач/ ача çуратсан та малаллах талпăнатчĕ. Тренировкăна та пепкипе тухнă, ывăлне вара тренер пăхнă. Тепĕр ача çуратсан çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командинче чи вăйлисенчен пĕри пулнине пăхмасăрах çемье пĕлтерĕшлĕреххине ăнланчĕ пулас. Тата та пысăк çитĕнÿсем тума пултарнă вăл.

- Эсир хăвăр мĕншĕн вĕрентекен профессине суйласа илтĕр?

- Эпĕ Патăрьел районĕнчи Именкассинче çуралса ÿснĕ, унтах пурăнатăп. Пĕчĕклех вăй питти ача пулса çитĕннĕ, ыттисем пекех кĕрешме, йĕлтĕрпе чупма юрататтăм, йĕтре тĕртсе районти турнирсенче малти вырăнсене йышăнаттăм. Ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ эпĕ. Чкаловскинчи /халĕ - Шăнкăртам/ вăтам шкулта физкультура урокĕсене пире республикăри паллă спортсмен, чылай ăмăрту çĕнтерÿçи Расых Камалетдинов вĕрентетчĕ. Унран тĕслĕх илтĕм пулĕ - Тутарстанри Альметьевскри физкультура техникумне вĕренме кĕтĕм. Хам та спортпа çамрăклах туслă пулнăран шкул ачисене те явăçтарма шухăшларăм: Аслă Арапуç шкулĕнче ĕçлеме пуçласан икĕ секци йĕркелерĕм - çăмăл атлетика тата ирĕклĕ мелпе кĕрешесси.

- Сирĕн çунатăр айĕнчен пултаруллă спортсмен пĕрре мар вĕçсе тухнă...

- Санюк пеккисем, чăн та, нумаййăн пулчĕç, тĕрлĕ ялтанччĕ вĕсем. Малтанхи çулсенчех Арапуçри пĕр тăван Ринальдăпа Эльза Смирновăсем республикăри ăмăртусенче чупассипе палăраççĕ. Каярах Пÿртлĕ ялĕнчи Николай Выросов çĕр-шыв чемпионатĕнче 100 метрлă дистанцире пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Сергей Емельяновпа Валерий Полетаев атлетсем çĕр-шыв чемпионачĕсенче çĕнтерсе Раççей спорт мастерĕн нормативĕсене тултарчĕç. Анатолий Шуряков, Елизавета Тарасова, Геннадий Фролов, Андрей Козлов, Иван Киргизов тата ыттисем - чупас енĕпе тĕрлĕ ăмăрту призерĕсем. Хальхи вăхăтра эпĕ ытларах ирĕклĕ мелпе кĕрешме вĕренекен хĕр-яшпа ĕçлетĕп. Чăннипе, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн те хĕпĕртетĕп. Акă Аслă Арапуçри Ксения тата Алексей Смирновсем федерацин Атăлçи округĕн чемпионатĕнче мала тухрĕç, халĕ Олимп резервĕсен училищинче вĕренеççĕ. Анна Сидорова пысăк çитĕнÿсемпе савăнтарчĕ. Надежда Фомина, Анастасия Выросова, Алевтина Лисицина тата ыттисем республика турнирĕсенче палăрчĕç. Манăн ĕçе малалла тăсакансем пурришĕн те мухтанатăп. Владимир Семенов ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕн ятне тивĕçрĕ, Василий Никитин Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕнче ĕçлет, унăн шăллĕ Валерий - Аслă Арапуç шкулĕн вĕрентекенĕ. Анатолий Власов та пурнăçне спортпа çыхăнтарчĕ.

- Паянхи яш-кĕрĕмпе ĕçлеме çăмăл-и?

- Çĕнĕ технологи ĕмĕрĕнче ачасене спорта явăçтарма çăмăлах мар. Интернет, телефон, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр ытларах илĕртет вĕсене. Тренерсемпе учительсем çине тăмасан пĕр-пĕр ăмăртăва хутшăнас текен çамрăк та тупас çук. Унчченрех спорт секцине 30-40 ача çÿретчĕ, халĕ 20-ĕшне пухма та йывăр. Паянхи саманара спортпа, уйрăмах кĕрешÿпе туслă пулни, питĕ пĕлтерĕшлĕ. Яшсемпе хĕрсене вăрă-хурахран хÿтĕленме пĕлмеллине, çирĕп сывлăхлă пулмаллине ăнлантаратăп. Ĕлĕк эпир шкула çуран çÿренĕ, уроксем те урамра иртетчĕç, çавăнпа нихăçан та чир-чĕр мĕнне пĕлмен. Автобуспа çÿрени сывлăхшăн япăх - чылайăшĕ çар ретне юрăхсăр. Спорт еннелле туртăнакансем, спортсменăн çăмăл мар çулĕ çине тăма шикленменнисем те пур, анчах питĕ сахал. Паллах, вĕсене çухатмалла мар пирĕн, малашлăхра çул кăтартса пымалла.

Андрей МИХАЙЛОВ

калаçнă

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.